Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хут куçарттарасшăн мар

Савнипе икĕ çул пĕрле пурăнатпăр. Вăл 35 çулта, манран вунă çул аслă. Пĕрле ача та çитĕнтеретпĕр ĕнтĕ. Анчах савнийĕм хут куçарттарасси пирки пĕртте калаçмасть. Хам сăмах хускатсан мăшăрланнин уссине курмастăп тет. Малашне мĕнле пурăнмаллине те пĕлместĕп.
Ирина Г.
Ульяновск хули.
Каччăпа хĕр хутшăнăва официаллă майпа регистрацилемесĕрех пĕрле пурăнни пĕрне-пĕри тĕрĕслениех пулать. Халь кун пек гражданла бракпа нумайăшĕ пурăнса пăхать. Шăп çакăн пек чухне мăшăр туйăмăн çирĕплĕхĕ палăрать. Çавăнпа çулталăк пĕрле выртса-тăнă хыççăн, туйăмсене пурнăçри йывăрлăхсемпе çирĕплетсен çамрăксем мăшăрланма заявлени параççĕ. Çапла пулмалла та. Енчен те арçын çырăнма васкамасан малашне çав çын “тарçи” пулса вăхăта ирттерме кирлех-ши? Ытларах чухне арçынна хут куçарттармасăр пурăнни тивĕçтерет.

Текста малалла вулăр...

Санăн яту, тен,..

Арçын ячĕсем.
Илтемен, Илтеней, Илтепей, Илтерек, Илтевер, Илтук, Илтула, Ильмăрса, Ильментей, Ильмухха, Ильпек, Ильпет, Ильтепей, Ильтерек, Ильтуй, Ильтупай, Ильтус, Ильтут, Ильчук, Ильяс, Илюка, Илюхха, Илякки, Илян, Иматей, Имван, Имек, Имел, Имен, Имет, Имук, Инак, Инук, Ипас, Ирвел, Ирель, Иремес, Ирет, Ирин, Ирип, Иркеч, Ирмет, Ирсеней, Ирсей, Ирсут, Иртемен, Иртемей, Иртул, Ирхан, Ирук, Ирут, Исакла, Исампай, Исампаль, Исах, Исвантей, Исек, Исен, Исет,Исип, Искак, Искеп, Искер, Ислан, Исли, Исливан, Ислюк, Исмаил, Исливан, Ислюк, Исмай, Исмак, Исмал, Исмет, Исми, Исмулла, Испек, Исса, Иссар, Исси, Истепен, Исти, Исхак, Иçей, Иçип, Итрис, Итеç, Иттик, Итяк, Ихун, Ишек, Ишлей, Ишлĕ, Ишмеккей, Ишнер, Ишпар, Ишпăлат, Ишпер, Иштек, Иштук, Иштул, Ишшук, Ишшут.
Хĕрарăм ячĕсем.
Маймине, Майпике, Майрапи, Майте, Малине, Малюк, Маниссе, Марипи, Мариç, Мариш, Марпи, Матюк, Махха, Мелипе, Мерчен, Мерхепи, Мессипе, Минесса, Минисса, Минюк, Миня, Миняпи.

Текста малалла вулăр...

Хамăрăн лайăхрах-ши?

Ашшĕ-амăшĕ чылай чухне ывăл-хĕрне хăй наци çыннипе çемье çавăрмалли пирки калать. Вĕсен кĕрĕвĕ-кинĕпе чăвашлах пуплес килет-ши е сăлтавĕ урăххинче-ши?
Çамрăк чухне юрату вĕренĕ вăхăтра наци пĕлтерĕшĕ темех мар. Юратăвăн нимĕнле чикĕ те çук. Анчах тепĕр наци çыннипе çемье çавăрнă çынсем ватлăх енне сулăнсан пурнăçĕнче пысăк йăнăш тунă тесе шутлаççĕ. Мĕншĕн? Хамăр юн туртăмĕ вăйланать-ши е тăван чĕлхепе калаçайманни пăвать. Атте-анне чĕлхи пурĕпĕр чуна çывăхрах. Ахальтен мар ватлăх кунĕсенче Иван Яковлевич Яковлев пĕлнĕ мĕнпур ют çĕршыв чĕлхисене манать, чăвашла кăна калаçаять.
Катя та эрмен каччине юратса пăрахсан туйăмĕ ĕмĕрлĕхе тесе шаннăччĕ. Руслана хăйсене мĕскĕнрех тытакан чăваш каччисемпе танлаштарма çукчĕ: тĕлпулăва час-часах чечек çыххипе килетчĕ, кинона, театрсене, кафене хаваспах илсе çӳретчĕ, юратнине пур майĕпе те палăртатчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].