Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ытарайми чăваш чĕлхийĕм, сана манмастăп ĕмĕрне!

Кăçал И.Я. Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитрĕ.
Чăваш чĕлхи тата И.Я. Яковлев çуралнă кунĕсене палăртса УОЧНКА йĕркеленипе чăваш общественноçĕ кашни çулах Аслă Патриархăмăрăн палăкĕ умне пуçтарăнать.
Çак кун халăх палăк умне утать. Чăваш халăхне кăна мар, ытти халăх çыннисене те - вырăссене, тутарсемпе мордвасене – çутта кăларассипе нумай ĕçленĕ çынна пуç тайма пыраççĕ.
Тĕлĕнмелле пулса тухрĕ: унччен кунĕпех урамра çумăр ишсе çурĕ, таврана хура пĕлĕт карса илнĕ-ччĕ, çумăр чарăнассин палли те çукчĕ пулсан акан 25-мĕшĕнче юмахри пек ирех хĕвел пăхса ячĕ. Иван Яковлевич хăй пулăшмарĕ-ши чăвашсене пĕрле пухăнма/
Уява Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» вулавăшри чăваш библиотекарĕ Светлана Бахтинова ертсе пычĕ. Вăл çак кун икĕ уяв паллă тунине палăртса чи малтан чăваш чĕлхи çинчен сăвă каларĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

Тавах, анне, çуратнăшăн,
Сӳнми телей пилленĕшĕн,
Çуратнăшăн, юратнăшăн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн!
(Юрăран.)
 
Тăван чĕлхе... Ун пекки пĕрре кăна, вăл чи пахи, çывăххи. Çĕршыври халăхсен тăван чĕлхинчен пуянраххи, хаклăраххи нимĕн те çук. Тăван чĕлхе – халăх кăмăлĕ, унăн историйĕпе ăс-хакăл тĕреклĕхĕ. Тăван чăлхере халăхăн йăла-йĕрки, илемĕпе чун асамлăхĕ, ăсĕпе мелĕ сăнарланаççĕ. Ачаранах тăван чĕлхе пире çут тĕнчене ăнланма, хамăр валли пысăк пурнăç тĕнчине уçма пулăшать. Чĕлхесĕр общество та аталанма пултараймасть. Этем тени пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаймасть. Хутшăнма вара çынна чĕлхе кирлĕ. Чĕлхе пĕр-пĕринпе паллаштарать, туслаштарать, тепĕр чухне кӳрентерет те, çапăçтарать те. Ваттисем ахальтен каламан: «Йытăпа йытă харкашса паллашать, çынпа çын – калаçса».

Текста малалла вулăр...

Чăваш кружокĕ уçăлнă

2016 çулхи сентябрь уйăхĕнчен Ульяновскри Н.К.Крупская ячĕллĕ 25-мĕш вăтам шкулта «Чăваш халăх культури» кружок ĕçлет. Ăна ертсе пыраканĕ çакăнта ĕçлекен хушма вĕрентӳ педагогĕ Галя Елисеева.
Кружок программине хăех çырса хатĕрленĕ. Çак ĕçе вăл ачисене те явăçтарнă. Нумаях пулмасть шкулта вĕсен Уçă алăк кунĕ иртнĕ. Çак куна Галя Георгиевна ачасемпе пĕрле чăваш халăх культурин стендне хатĕрленĕ. Стенд «Ĕлĕкхи – хальхи – малашлăх» ятлă. Ачасен ĕçĕсемсĕр пуçне кунта чăвашсем килте усă куракан хатĕр-хĕтĕре, тĕрленĕ питшăллине, алшăллине тата çи-пуçне тăратнă. Ун валли вĕсем малтанах чăваш культурине тишкерсе, тĕпчесе тухнă. Курава хăйсемех кĕпе, саппун çĕленĕ. Вĕсене тĕрлесе илемлетнĕ, çавăн пекех сурпан, масмак, мăя çакмалли капăрсене те хăйсен аллипе эрешленĕ. Кира Мисся вĕренекен Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнчи тăванĕ-нчен ĕлĕкхи кĕпепе саппун илсе килнĕ.

Текста малалла вулăр...

«Светлячок» ачисем чăваш пулнишĕн вăтанмĕç

Кашни ир эпир ĕçе ача пахчине васкатпăр, ачасене кĕтсе илетпĕр. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем пекех юратмалла, ачашламалла, вĕрентсе те каламалла. Кашни ача – Кашни ир эпир ĕçе ача пахчине васкатпăр, ачасене кĕтсе илетпĕр. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем пекех юратмалла, ачашламалла, вĕрентсе те каламалла. Кашни ача – хăй пĕр тĕнче.
Ульяновскри Чукун çул районĕнчи Луговой ялĕн «Светлячок» ача садĕнче ултă воспитатель, виçĕ кĕçĕн воспитатель, апат пĕçерекенсем тата ытти ĕçченсем ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕ-нтерес, тивĕçлĕ вĕрентсе ӳстерес тесе тăрăшаççĕ. Ача сачĕ кашни пепкешĕн пĕрремĕш утăм. Пĕчĕккисем кашăк тытма та кунтах хăнăхаççĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх мĕнне ăнланса илеççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ. Кунта иртекен кашни уяв хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрать.
Нумаях пулмасть кунта эпир Кĕрхи уяв ирттертĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Хамăр чĕлхене хамăрах пĕтеретпĕр

Ульяновскри 17-мĕш наци библиотекинче Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине, И.Я. Яковлева тата Литература çулталăкне халалласа çавра сĕтел иртрĕ.
 
Ăшă тĕлпулăва облаçри чăваш поэчĕсем, хуламăрти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе ачасем, культурăра вăй хуракансем тата «Канаш» хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Тĕрлĕ нацисене пĕр кăшăла пуçтарса тăракан библиотекăн заведующийĕ Ольга Алькина хăй сăмахне И.Я. Яковлев чăвашсене çырса хăварнă Халалран тытăнчĕ. Пĕр сыпăкне вуласа пачĕ. 44-мĕш гимназире 4-мĕш класра вĕренекен Анастасия Яковлева экран çинчи слайдсем тăрăх Патриархăмăрăн пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Калаçăва УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев тăсрĕ.
-Çак Халалри хаклă сăмахсене çамрăк ăру патне çитересчĕ. Эпир ун пирки нумай калаçатпăр, «Канаш» хаçат страницисенче те тăтăшах çырса тăратпăр.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Саватăп чăваша эп кăмăлĕ уççишĕн,
Тиркевсĕр чĕлхипе хавасланма пĕлнишĕн…
Унпа пĕрле паян юрлатăп савăнса,
Чуна чĕм кĕртекен чĕлхишĕн тав туса.

Чăваш чĕлхи çинчен

Мĕнрен пуçланать-ши чăвашăн çĕршывĕ?
Паллах, пуçланать вăл тăван чĕлхерен.
Юратнă чĕлхесĕр хĕвеллĕ кун сивĕ,
Чăнтан пурăнмастăн – пĕрмай тĕлĕрен…
 
Хăйсен чĕлхипе тутарсем калаçаççĕ,
Эсĕ тусупа юттипе çаптаран.
Нивушлĕ ăшра çулăмсем явăнмаççĕ –
Пуçран пуçланса та вар-хырăм таран!
 
Яш тусăм, каçарччĕ, сана айăплаймăп,
Истори-аннемĕр çапла «сухалать».
Чĕре ыратать – каламасăр чăтаймăп,
Сурма чарăнмасăр ялан ыратать!
 
Ялан юр çăвать пек – хĕвеллĕ кун сивĕ,
Пуçласчĕ пурне те йăлтах çĕнĕрен…
Хăçан телейленĕ чăвашăн çĕршывĕ?
Тӳпе те каçармĕ писсен чĕлхерен.
 
03.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхесĕр кăлараймăн пĕр сăмах,
Калаймĕ унсăр çын пĕр саспалли.
- Салам! – тесе чĕнеймĕп тусăма,
Пӳрнесемпе юлать калаçмалли.
 
Эпир ун чух пулатпăр «нимуйсем» -
Вырăсларах усалсăр каласан.
Пуласлăхсăр юлатпăр, чăвашсем,
Пире тăван чĕлхесĕр хăварсан.
 
Ытти йăхпа каятпăр пăтранса,
Чăвашсемех «переççĕ» olrаit-сем*.
Çулран çуллен пыратпăр аташса,
Капла çунма пăрахĕç кăвайтсем…
 
– Салам! – тесех чысласчĕ тусăма,
Хыт чăмăртасчĕ ăшă аллине.
Чăн чăвашлах шав тăсăлтăр сăмах,
Куç пек сыхласчĕ Турă Панине.
 
02.10.2013.
 
 
*olrаit – (акăлч.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхем – пин хĕлĕхлĕ кĕслем!
Сан сассусен килĕшĕвне епле
пĕлсе çитем –
Хальччен пулман çĕн ĕнерӳ тупса
Тĕнче илтмен çĕн юрă кĕвĕлем?

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхе, эс вĕçĕмсĕр тĕнче:
Мĕн чухлĕ çăлтăр санăн тӳпӳнте!
Сӳнми сăмахлă çăлтăр пуххинче:
Тăван çĕршыв, Анне, Çĕр – чи çӳлте.

ăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхем, сана саватăп,
Чи илемли эс тĕнчере.
Пин çухрăмри Канашăма та
Сан хевтӳпе туять чĕре.
 
Ăçта кăна илсе тухмарĕ
Шăпам пас тытнă пуçăма.
Мĕнле чĕлхе-тĕр лăпкамарĕ
Кăмăлăма та хăлхама?
 
Анчах сана пĕрех манмастăп:
Эс – чĕрĕ вăй, эс ман тĕрек.
Çил авăсса пыран çунатăм,
Кил умĕнчи лаштра тирек.
 
Пин сасă хушшинче эс маншăн —
Чи çепĕççи те чи ырри,
Санра пурнать атте канашĕ,
Анне юрлан сăпка юрри.
 
Ача чухнех эп тухса кайнă
Ял-йыш, пускил ытамĕнчен.
Чĕлхеçĕм, тăванран тăванăм,
Çавах эс чунăн варринче.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи – эс ман тăван чĕлхем,
Ялан чунра çунса тăран хĕлхем.
Миçе поэт çырман пуль сан çинчен,
Эс, чăннипех, черченкĕ те чечен.
 
Вут-çулăм пек хăватлă та кăра,
Хĕмлентеретĕн манăн кăкăра.
Эс ылтăн-кĕмĕлтен те хаклăрах,
Хĕрӳ те хӳхĕм хĕвелпе танах.
 
Чуна пырса тивет кашни сăмах…
Тавах, тăван чĕлхем, сана тавах.

Ч ă в а ш ч ĕ л х и

Чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе,
Анне панă чĕлхепе
Калаçар-ха тĕнчипе —
Уççăн сасă кăларса,
Куçран пăхса савăнса,
Алла-аллăн тытăнса.
 
Анчах ыйту çуралать;
Мĕншĕн эпир хамăрла
Калаçмастпăр тăрăшса?
Тĕлсĕр-мелсĕр куçарса,
Вырăн шайне пăхмасăр
Шав пуплетпĕр вырăсла.
 
Атте-анне килĕнче,
Кӳршĕ-аршă умĕнче,
Ял-йышпала урамра
Вăтанмастпăр калаçма
Куçкĕретĕн култарса,
Ют чĕлхепе мухтанса.
Пăрăнмĕç-и сутăнчăкран?
 
Атьăр çавна манар мар,
Килĕштерсе пурăнар.
Куç пек чĕлхене упрар,
Чăвашла пĕлсе калаçар.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн чăвашла.
 
Тĕлĕнсе пăхать-ха çичĕ ют тăшман:
«Камсемех эсир,- тет, -калăр, хăш йăхран?»
Çак чечеклĕ çĕр пин юрă тĕнчинче
Эп çуралнă. Эпĕр – ыр йăхран.
 
Сăпкари ача та кулчĕ чăвашла.
Сăнаса ăна сап-сар хĕвел савать.
Ман мухтавлă паттăр халăх килĕнче
Çынна çын хисеплĕн ыр сунса савать.
 
Таврара хĕвеллĕн туслăх ялтăрать,
Пурте алла-аллăн – кăмăллă пырать.
Ыр телей пилленĕ Аслă Çĕр çинче
Пурăнма çуралнă эпĕр пĕр йышра.
 
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чи çывăх та çепĕç тăван чĕлхене
Мансассăн пулĕ манра айăп.
Чăваш чĕлхипе килнĕ çак тĕнчене,
Чăваш чĕлхипе кунтан кайăп.
 
Анчах та парнелĕп ачамăрсене
(Вăл пултăр ĕçре тар тăкмалăх)
Янравлă та уçă чăваш чĕлхине.
Ун чух пĕтес çук савнă халăх.

Чăваш чĕлхи çинчен

Савăнатăп эпĕ чăваш пулнишĕн,
Шăнкăр-шăнкăр юхакан юрришĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлти ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн,
Савăнатăп эп вĕсем пурришĕн.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи питех те çивĕч,
Вăл вырăс чĕлхи пек паха.
Пур тĕнчене пĕлтерĕр. Тивĕç.
Çук, лекци мар ку, юмахах!..
 
Чăваш чĕлхин илемĕ, чапĕ
Чунта юлсассăн ачаран
Чĕрӳ унпа сан харсăр тапĕ,
Хăтарĕ тертлĕ хурлăхран.
 
Чĕлхе… Чĕлхе… Çав чĕлхе витĕр
Куратпăр халăх хăлăхне,
Историне (ăнланса çитĕр!)
Ун шухăшне, ун ĕмĕтне.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан чĕлхесĕр янавар пулатпăр.
Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕрте!..

Чăваш чĕлхи çинчен

Эй, аслă чĕлхеçĕм,
Чун-чĕрери хĕлхемçĕм!
Çакă синкер тĕнчери
Кун çути астăван малтанхи самантрах
Сан сипетлĕ ăшшуна кăкăрăмра усратăп,
Çав ăшăпа пурăнатăп.
Йĕлме йывăç пĕкечи
Ярăм-ярăм ярăнса сиктеретчĕ сăпкама,
Çут тĕнче ăшпиллĕхне ачисемшĕн
пухнă чух
Хĕвел кăмăллă аннем
Калаçатчĕ манпала.

Чăваш чĕлхи çинчен

Вырăс чĕлхи, паллах, вун хут ятуллă,
Тăван сăмах чĕрешĕн çывăхрах.
Эп унсăр — тип кӳлленчĕкри чĕр пулă,
Эп унсăр хама хам туяп чăлах.
Пĕрре чăваш юрри –
ман хĕнĕм-тертĕм –
Янрарĕ кайрĕ каннă вăхăтра.
Аслисене пĕлтертĕм те вĕçтертĕм,
Çитсе те тăтăм темĕн самантра.
Тăван сăмахăм!
Çепĕç эс, мăнаçлă,
Эс илтĕнсен çав лупасайлă, лаçлă,
Йăмраллă ял ялан манпа пĕрле.
Шур Шупашкар та умăмрах, Мускав та,
Умрах – çут Атăл хумĕсен çилхи.
Эп сан чысна хĕç-пăшалпа сыхлатăп!
Ман ĕмĕт, шанчăк, юрату чĕлхи.


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6.