Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш чĕлхи çинчен

Атте-аннемĕр – ĕмĕре.
Тăван чĕлхемĕр — ĕмĕре.
Çав Чăнлăха туйса тăма,
Çав Чăнлăх майлă пурăнма
Чиркӳ лартасчĕ чĕремре.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш сасси! Сана кам урăх:
«Йăваш вăл», – тейĕ-ши хăйса?
Мускав, Париж, Гавана урлă
Эс çитрĕн тĕпсĕр космоса!

Чăваш чĕлхи çинчен

Хĕртĕн, ялкăшрăн, шăрантăн
Ĕмĕрсенĕн вутĕнче.
Ылтăн-кĕмĕлпе тумлантăн,
Кăмăлларĕ çут тĕнче.
Амалантăн пултаруллăн,
Тиркемерĕн çĕннине.
Хирсемпе вĕçсе хăюллăн
Кĕтĕн нимĕç çемйине.
Эс профессоршăн та чаплă,
Юратать сана хресчен.
Космоса вĕçтертĕн ятлăн
Андриянăн чĕринче.
Эс Бичурин та Ашмарин,
Çеçпĕл эсĕ, Хусанкай.
Ват истори тавлашмарĕ —
Çавăртăн ăна ху май.
Пуççапать пушхир манахĕ,
Ӳкĕт тулнă сывлăша.
Сăрхăнать чунри сăмахĕ:
«Тур сыхлатăр чăваша».

Чăваш чĕлхи çинчен

Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.
Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.
Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ
Каçхине пуйăсра вырăнсем пушă чух.
Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ,
Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.
Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ
Хваттертен ун чĕлхи, ун сăмахĕ çукран.

Чăваш чĕлхи çинчен

Пĕлмен сăмах тесе ан тăрăр –
çырăр, калăр.
Пĕлсе пыруçăн ытларах вара
тыткалăр –
Синкер шăпаллă манăçми
сăмахсене:
Тăван сăмах пуян чĕлхе вăл –
сирĕн халăр.

Чăваш чĕлхи çинчен

Çепĕççĕн, сулмаклăн,
Савăккăн, хăватлăн
Янăратăн эсĕ, ман чĕлхем.
Тимĕре тататăн,
Чул сăрта вататăн,
Сӳннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!
 
Савнă ялăмра-и,
Шавлă хулара-и –
Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.
Атăлăн – Мускавăн
Илтĕнет мухтавлăн,
Çитмĕл çичĕ халăх саламл хитре!
 
Ĕмĕрсем пилленĕ
Халăхăн илемĕ,
Кунсерен çĕкле эс иксĕлми вăйна!
Чăвашлах хавассăн
Калаçать Некрасов,
Пушкин та, Шекспир та йышăнчĕç сана!
 
Эп сана шанатăп,
Эп кĕтсех тăратăп:
Килĕ Улăп ывăл – Горькие юлташ.
Вăл сана чап кӳрĕ,
Тĕнчипех вăл çӳрĕ –
Мирпеле канашăн юрăçи – Чăваш!

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Çӳп-çап, пустуй тесе ал ан сул ĕçĕме,
Эс те пуç тай чĕлхемĕре – чăн илеме;
Юрат хăв халăхна, вилсе кайса юрат,
Чунри хĕлĕхсене – ун чысĕшĕн янрат!
Чунри вăюпала ăнлан ман хĕлхеме…
Эс те пуç тай чĕлхемĕре — чăн илеме!

Чăваш чĕлхи çинчен

Пин çăл пек – пин сăмах!
Чĕлхемĕр Атăл евĕр.
Пиртех –хальччен – пурах
Ун ĕмĕрхи кĕрлевĕ.
… Чирленĕ Улăп пек
Халь Атăл та, туссемĕр!
Сăмах, чун пек, типет…
Ай, вил сăмахлă Ĕмĕр!
Çук, калам мар çаплах –
Пурнатпăр-ха, пурнатпăр.
Çаплах, тăванлăхрах
Сăмах халне упратпăр.
 
Ăна ав Çеçпĕлле
Шăллăмăрсем чĕртеççĕ.
Поэзипе пĕрле
Ăна упрать – Чĕлхеçĕ.

Чăваш чĕлхи синчен

Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Эс çав тери хитре-чипер!
Санпа пĕрле кăвар чĕремĕр,
Пĕрлех çĕн ĕмĕре кĕрер.
 
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ парнене.
 
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Хисеплĕ эс те çĕр çинче.
Чунăмăрта сӳнми хĕлхемĕр,
Эс ялкăш халăх чĕринче.
 
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Упра асаттесен пилне.
Нихçан асран кайми парнемĕр,
Çĕкле эс пурнăç илемне!

Чăваш чĕлхи çинчен

Ан тиркесем чĕлхемĕре,
Ан хăй ăна начар теме.
Унпа сана аннӳ ӳстернĕ,
Юрла-юрла хуллен сиктернĕ.
Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ялан усрар чыс-хисепре.
Эпир унпа ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тӳпене çити çĕкленнĕ.
Упрар тăван чĕлхемĕре,
Чун-чĕрери хĕлхемĕре.
Эпир ăна ялан ĕненнĕ,
Чăваш ятне çӳле çĕкленĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

Пĕлесчĕ сан, пĕлесчĕ сан, тăванăм:
Чĕрешĕн мĕн тери паха вăл – ăш сăмах.
Ăна илтсен – мĕн пек йăшать суранăм,
Мĕн пек çĕкленет ман самантрах…
Пĕлесчĕ сан, пĕлесчĕ сан, тăванăм!

Чăваш чĕлхи çинчен

Шухăшла çакна, ăсла:
Лайăх вĕрен вырăсла!
Аннӳ панă чĕлхерен
Ан вăтан эс ӳлĕмрен!
Унсăрăн ятна яран,
Çамкуна та çаптаран.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи пĕтсе пырать-и халĕ? –
Тесе ыйтаççĕ айвансем манран.
Ара, пĕтмест тесе сире кам калĕ.
Вилсе выртать вăл хĕрлĕ юр çусан.
 
Мана чăваш анне савса çуратнă,
Сăпка юрри юрланă чăвашла,
Сĕтне ĕмтернĕ вăл, чĕлхе хăватлă
Пулма перо тыттарнă ман алла.
 
Анне сĕтне манса кайма пĕлеп-и —
Хам ĕçекен таса çăл куçĕнчен
Чакми вăй илнĕ чух калаçмăп эпĕ
Тăван чĕлхемĕр хăрасси çинчен.
 
Пите кĕççе çĕлемĕп, курмăп намăс:
Чĕлхе аран сывлать, пĕтет тесен.
Чăлахсене хам халăхпа пĕр харăс
Ят парăп эпĕ: суккăр пăвансем.
 
Юман вăрманĕ пек тăван чĕлхемĕр
Парка йĕкеллĕ юрă-кĕвĕре
Кашланă чух унта эсир кĕреймĕр,
Унта юрамĕ панлатма сире!

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,
Сана, ачам, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

Чăваш чĕлхи çинчен

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,
Сана, ачам, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ,
Йыхравлăн янăрать кĕсле.
Паян поэт кăвар чĕреллĕ,
Чĕлхи вылять ун вут хĕçле.
 
Тăван çĕршыв – мухтавлă Улăп –
Поэт чунне пăхăнтарать.
Тăван чĕлхе – ем-ешĕл улăх –
Поэт унта халь хăнара.

Чăваш чĕлхи çинчен

Анне мана тирпейлĕ пилленĕ,
Сиктернĕ лăнкăр-лăнкăр сăпкама,
Чĕкеç вĕçнисене курса пилленĕ
Çемçен те чĕвĕл-чĕвĕл калаçма.
 
Ачаранах ĕмĕрлĕхе
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
 
Хирте çилсем турта çинче силленнĕ,
Сиктернĕ манăн çăмăл сăпкама,
Кĕрленĕ аслати те, çиçĕм те çӳренĕ,
Кăвар тăкса шуратнă куçăма.
 
Вĕсем чи йывăр хĕнлĕхе
Ĕнтме вĕрентнĕ вут чĕлхе.
 
Юратнă эп, ача чухне итленĕ
Янравлă шăнкăр-шăнкăр çăл шывне,
Кайран вара мана пырса иленнĕ
Хĕре ыталаса пĕччен чухне.
 
Савса калаçнă чухнехи
Ачаш чĕлхе, чăваш чĕлхи.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхене
 
Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп
Сан чи тивлетнĕ ĕмĕтне.
Çунатлă пултăм –
Вĕçĕнетĕп
Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.
 
Ĕçре çунан чĕрем хĕлхемĕ,
Чĕлхем, пур саншăн ывăнмасть.
Санпа сывлать тăван этемĕм,
Санпах сывлать çĕршывăм ман.
 
Ылхан кун-çулĕн мур ĕмĕрĕ
Чылай тулларĕ хăватна.
Çапах чăн сиплĕх сан пĕтмерĕ,
Çапах упрарăн ху ятна.
 
Кĕрешӳри тивлетĕн ячĕ
Сана çул пачĕ ирĕке.
Тасатĕ чăн этам хăвачĕ
Сана имретнĕ кирĕке.
 
– Килсем.
Килсем, чăваш поэчĕ!..–
Теетчĕ Çеçпĕл куççульпе.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Поэзи ырсемĕн
Пур виçĕ хăват.
Вĕçсе иртнĕçемĕн
Кама куç хывать,
Кама: «Ман сăвапăм!» -
Тесе ыталать,
Çавна виç хăватăн
Вăйне халаллать.
Пĕри вĕсенчен
Чĕлхен чăн илемĕ;
Тепри – чун-чĕрен
Хĕвеллĕ хĕлхемĕ;
Çунатлă ăс теççĕ
Мĕн виççĕмĕшне.
Ай-хай астивесчĕ
Вĕсен çимĕçне!

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхем! Таса чĕлхем!
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пĕр чăнлăх,савăнăç, илем,
Ĕшеннисемшĕн çул çинче.
 
Эс - шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Пар ирĕк – çутăрах çунма.
Тискер тăманлă каçсенче
Йыхравлă чан пек янăран.
 
Çунат паратăн çамрăка,
Ватта чун канăçĕ кӳрен.
Сӳнсе кĕлленнĕ кăмрăка
Вуткайăк сывлăшĕ кĕртен.
 
Хыпса çунан çĕршывăма,
Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.
Хĕвел хĕм панă сывлăма
Мана та пĕр тумлам сыптар.
 
Сĕткенӳпе шăварăнса
Шаланкă евĕр çĕкленем.
Çӳлте çуйхавлăн ярăнса
Этемшĕн савăнăç чĕнем.


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6.