Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тăван чĕлхе

 
Савнă çĕрĕм, тăван халăх,
Манăçми тăван чĕлхе.
Тӳснĕ вăл асап та хурлăх
Тĕттĕм пурнăçĕ чухне.
Чăн чăваш вăл – урхамах пек,
Тупăнать унăн вăй-хал,
Улăхри хитре чечек пек,
Пур-çке унăн ăраскал.
Пирĕн пурнăç чечеклентĕр,
Аслă шкул парать тивлет.
Халăхăм татах çĕклентĕр
Çĕнтерӳ ялавĕ пек.
 
Тутарстан,
Çĕпрел районĕ,
Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

Эпир – сăмах тимĕрçисем – туптатпăр
Кунне-çĕрне пĕлмесĕр чĕлхене.
Сунтал çинчи кашни сăмах туянтăр
Хĕç çивĕччĕшне, çĕмрен шĕвĕрлĕхне.
 
Мухтав хăй тунă чĕлхине юратнă
Шыври путми, вутра çунми йăха!
Мухтав поэт çумне поэт çуратнă
Ĕçчен, талантлă, ăслă халăха!
 
Эпир – тăван чĕлхенĕн пуласси,
Пирĕнпеле вăл малалла çул уçĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

Эй, эсир, çамрăксем!
Ăмăрт куçлă, çунатлă,
Çеçпĕл чĕннĕ чăваш ачисем!..
Вăхăт çитрĕ: чăваш чĕлхи тимĕр татрĕ.
Туптăр, хăйрăр ăна малалла!
Ыранхи çĕн ăста тĕнчене янраттарĕ.
Çамрăксем! Вăл – сиртен тухмалла!

Чăваш чĕлхи çинчен

Çуралаççĕ сăмахсем:
Тĕнче уçлăхĕ, вĕçевçĕ;
Спутник космос тенĕçем
Уйăхăн тӳнтерĕ теççĕ.
Çĕнелсех пырать чĕлхе,
Вăл хытман ĕмĕрлĕхе.
Хутшăнать сăмах-юмах
Халăхсем хутшăннăçемĕн.

Чăваш чĕлхи çинчен

Çĕршывăн, нацин, сăвăçсен
Чи пысăк пĕрлĕхĕ – чĕлхе.
Эпир чăваш чĕлхипелен
Кăкарăннă ĕмĕрлĕхе.
 
Кăкарăннă-и? Чăн та-и?
Çапла. Салтма ан шухăшла:
Тăван чĕлхемĕр – чун туйи,
Вăл систерет – ыр-усала.
 
Асаттесен-асаннесен ,
Кукаçейсен-кукамайс ен
Пиншер çулхи сăмахĕсем
Пире çын турĕç пиллесе.
 
«Атте-анне», «Тăван çĕршыв»
Тесе калатпăр чăвашла.
Чĕлхемĕрте чечек шăрши,
Шыв-шур шавлать, вăрман кашлать.
 
Чечен чĕкеç чĕвĕлтетет,
Савни юрри савăнтарать…
Чĕлхе тĕлĕнмелле тивлет –
Тĕнче уççи вăл тыттарать!
 
Килет тем тĕрлĕ самана –
Шăкăлтататпăр хамăрлах:
Çав «Тав сана» та «Сав мана!

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Эп — чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл — ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах!

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш сăмахĕ – пирĕн чăн çăлкуçĕ,
Шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре.
Унпа кăна поэт çул уçĕ,
Унпа кăна вăл чĕрĕ тĕнчере.

Манмастăп эп сана, тăван чĕлхем!

Манмастăп эп сана, тăван чĕлхем,
Тĕнче хĕрне çитсессĕн те, пĕлсем:
Тăван сăмах, тек çук унран пахи,
Мĕн-ма тесен вăл маншăн чи хакли.
 
Нихçан та канăç тупас çук ютра.
Сăпайлăхăм, сипетлĕхĕм – юнра!
Чăваш чĕлхи ман асăмра пурнать.
Чăваш тĕнчи хăй еннелле туртать.
 
Чăваш! Чăваш! Хăв чĕлхӳне упра.
Истори пирĕн – ĕмĕрлĕх тупра.
Пин-пин çултан та пурăн чĕрере.
Вара… юлатпăрах çак тĕнчере!

Чăваш чĕлхи çинчен

Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,
Эп пĕлеп: сăмахпа этеме
Амантма та пулать, ӳкерме те,
Ӳкнине те пулать çĕклеме.

ăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи
Пуйтăр, çуталтăр тесен
Пирĕн ăна вăй
Нумай памалла.
Ун çулне пĕлсе,
Сиссе юлмалла.
Хăйĕн тымарĕ тăрăх ямалла.

Чăваш чĕлхи çинчен

Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ!
Сан чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхӳпе,
Тен, эп те çĕр çинче йĕр хывăп,
Сан пĕчĕкçĕ пĕр мĕлкӳ пек.
 
Çырни пулать ман вырăсла та,
Пирте халь унсăр май та çук.
Анчах мĕнле эп тунсăхлатăп
Тăван сăмахăма ун чух!

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхепе çырма сăмах çитмест,
Чухăн вăл текен чăваш сăвăçсем —
Чăваш чĕлхине пĕлмеççĕ вĕсем,
Сăвăç пулмалăх хăват çук вĕсен.
Вăл чухăн мар! Пуян та, чаплă та,
Çемçе те, вутлă та, хăватлă та!
Вăл çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ, тӳсĕмлĕ!
Çĕлен çăварĕнче те пĕтмен,
Юнлă тинĕссем çинче те путман.
Вутпа пĕтереймен ăна тăшман,
Ăçта çитмен вăл, мĕн пулман ăна?
Çапах та курать ку çутă куна!

Чăваш чĕлхи çинчен

Вăхăт çитĕ – Чăваш çĕрĕн
Кăмăллă чĕлхи
Чаплă пулĕ – вăлах пулĕ
Çамрăк чун пахи.
Пулĕç ĕмĕрлĕх илемлĕ
Сăвă-юрăсем.
Пулĕç аслă, çивĕч ăслă
Кĕнекеçĕсем.
Савнă çĕршывăмăн пулĕç
Чаплă сăвăçсем,
Чаплă та илемлĕ çырĕç
Ун чухне вĕсем.
-Чăваш çыннин чĕлхи чухăн,-
Теме хăякан
Пулĕ-ши ун чух, пĕлесчĕ,
Кураясчĕ ман.
Чăвашра çĕнĕрен сăвăç
Çуралмассерен
Ман тăпра çине саркайăк
Пытăр ир çинчен.
Йăмрасем çине ларайтăр
Хĕвел ăшшине,
Янра юрăпа мухтатăр
Чăваш чĕлхине.
Тăван çĕршыв çырулăхĕн
Илемĕ çинчен,
Çамрăксем тăван чĕлхешĕн
Тăрăшни çинчен.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм
 
Эп Сан валли кĕпе çĕлетĕп
Тур панă чунăм çиппинчен.
Ырми-канми ăна тĕрлетĕп,
Сĕвем тухмасть чун йĕппинчен.
 
Çут тĕнчене манса ĕçлетĕп –
Тĕлĕннипе çут тĕнчерен.
Шавлатăп, савăнап, кĕрлетĕп –
Хумсем чӳхеннĕн тĕрлĕрен.
 
Тăван чĕлхеçĕм – ман кĕпеçĕм,
Çут тĕнчере пĕрре кăна.
Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм
Хăват парать – тулса юна!
 
Вăл пулмасассăн – эпĕ юнсăр,
Эп – тăлăх, хуçăлнă турат.
Ĕмĕрлĕхех юлатăп чунсăр –
Шутлатăп та – чĕре сурать!
 
Вăл пур чухне – эп чĕрĕ, сывă,
Ман ятăм та хитре – чăваш!

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Ачăрсене вĕрентме те
Эсĕр ан ӳркенĕр:
Чăваш çĕрне юратмашкăн
Вĕсене вĕрентĕр.
Ачăрсем чăваш чĕлхишĕн
Тăма хатĕр пулччăр.
Ют халăхсем ĕлĕкхи пек
Чăвашран ан кулччăр.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăн чĕрĕлчĕ!
 
Эй, ваттисем!
Эй, ват çынсем!
Авал чăваш асаплă пулнине
Çамрăксене каласа парăр:
Тăван çĕршывăн капăр чĕлхине
Ялан савма хушса хăварăр.
 
Эсир тата, вĕри чунсем!
Кăвар чунсем, яшсем, хĕрсем!
Каç-каç урамсене тухса,
Кĕвĕллĕ юрăсем хурса,
Тăван çĕршывăн чĕлхине
Мухтав тума манса кайман-и?
Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне
Чунтан савса тăма манман-и?
 
Пур çамрăксем! Çунат хушар:
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен!
Эй, çамрăксем! Пĕтĕм чĕререн:
-Чăн чĕрĕлнĕ! - тесе кăшкăрар.
 
Тăван çĕршыв вăрманĕсем!

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи
 
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче тасалĕ, иртрĕ ĕмĕрхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи.
 
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.
 
Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан –
Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.
 
Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!
Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:
Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм
Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш ачине
 
Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
 
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем! Эс пур – çук мар.
 
Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
Чăвашăн капăр чĕлхине.
Çунтартăр çулăмлăн, кăварлă
Чĕлхӳ çынсен чĕрисене.
 
Ĕмĕрлĕхе сан яту юлĕ,
Шупашкартан Кавал таран.
Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă
Юрру сассийĕ кайĕ сан.
 
Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
Чĕрӳ сан сисĕ чăннине.
Шанатăп.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Ырă чăваш тупăнчĕ,
Ырă ĕçе тытăнчĕ.
Чăн чăвашла сăмахпа
Хăй тăванне – чăваша
Пырса çитрĕ чĕрине.
Пăлхатса ячĕ чĕрине.
Пăлхатнинчен питĕрех
Шухăш ӳкрĕ пуç çине.
Çĕнĕ ĕмĕр мар-и çав!
Хура халăх хушшинче
Хут вĕренме тытăнчĕç,
Шкулсем нумай уçăлчĕç.
Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте,
Аслă чăваш шкулĕнче
Кĕнекесем çаптарчĕç,
Çын хушшине салатрĕç.

Чăваш чĕлхи çинчен

Кирек ăçта кайсан та
Ху халăхна ан хурла.
Кирек ăçта килсен те
Халăхушăн усă кӳр.
Эпир чăваш пĕр ухмах
Тесе апла ан хурла.
Туррăн хура халăхне
Хурламашкăн юрамасть.
Санăн чĕлхӳ авалтан
Начар тесе ан кулян.
Çыннăн ырă пуласси
Ырă кăмăлтан килет.
Ырă, ăшă кăмăлу
Ырă сăмах палăртать.
Кирек мĕнле чĕлхе те
Ку таранччен пурăнать.
Çухаласси тахăçан —
Ăна кĕтсе пурăнсан,
Ху чĕлхӳне ху мансан
Кая юлăн выльăхран,
Вĕçсе çӳрен кайăкран.
Шăпчăк юрлать шăпчăкла,
Куккук тата куккуклать.
Путенен те юрри пур —
Çĕр çинчи пур кайăксен
Харпăр хăйĕн юрри пур.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6.