Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Кала-ха, тăван чĕлхем, мĕн тăвăп эпĕ сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр? Мĕн пурăнни Çĕр çинче эсĕ те пулмасан, сан пек илемлĕ юрă пек янăракан сăмахусене илтмесен? Маншăн эсĕ – анне чысĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ, юратнă чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи!

Чăваш чĕлхи çинчен

Аслă хирте трактор тытса пыракан аттен çирĕп шăнăрлă аллисенче, кăпăшка çĕре акса хăваракан ылтăн пĕрчĕре туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, çепĕç чĕлхем, тăван чĕлхем! Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи!
Анне каçсерен юрланă сăпка юррисенче, асанне юптара-юптара панă тĕлĕнмелле асамлă халап-юмахсенчен, асатте кĕвĕленĕ хайлав-сăвăсенчен кĕтĕн эсĕ ман ăшăма, юратнă чĕлхем. Хуйхăм-суйхăма та санпа пусаратăп, савăнăçа та санпа çурмалла пайлатăп, ахах-мерчен чĕлхем, тăван чĕлхем! Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи!

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Çĕмĕрт пек хуп-хура тăпрара, пыл сапан çăка çулçи пек ешерсе-çуталса выртакан улăхăм-çаранăмра, тинĕс пек хумланса шавлакан вăрманăмра, Пайтул утаман юррисене юрлакан Атăлăмра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ĕмĕрсем хушши куç шăрçи пек упранса килнĕ кăвар чĕлхем, тăван чĕлхем! Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи!

Чăваш чĕлхи çинчен

 
 
Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ӳснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи!

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Атте-анне чĕлхине манакан – вилĕ этем. Ан тив, эпĕ тĕнчере чи юлашки чăваш пулса юлам, анчах анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхене манакансене эпĕ хурчăка пек вăркăнăп та куçне сăхса, чĕлхине туртса кăларăп.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван халăхăн культурине, çав шутрах чĕлхе пуянлăхне, упрама тăрăшни этеме обществăра илем кӳрет. Çын хуть мĕнле профессипе ĕçлесен те сăмах типтерлĕхĕшĕн тăтăшах тăрăшмалла. «Вăл ман ĕç мар, чĕлхеçĕсем, çыравçăсем тăрăшчăр», - тени вырăнсăр.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Илемлĕ сăмахăн вăй-халĕ хăватлă, этем унпа туллин усă курма тăрăшать, пĕлсе усă курсан чун-чĕрипе савăнать, мĕншĕн тесен ăна чĕлхе культури пурнăçа юратма, çĕнетме пулăшать.
Этем ăс-хакăлне илемлĕ сăмахсăр сăнлама май çук. Ырă йăла-йĕркене, çав шутрах чĕлхене те, ăруран «пиллесе» хăварассинчен çырулăх – чи шанчăклă кĕпер…

Чăваш чĕлхи çинчен

Пирĕн тăван чĕлхе илемлĕ те янравлă, витĕмлĕ те сăнарлă…
Çăлăн куçĕ те, хĕвелĕн ури те, уйăхăн хăлхи те çук. Анчах халăх, çут çанталăка чĕрĕ пек курса, сăнарлă ӳкерсе кăтартнă.
Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хисеплет. Тăван çĕршыва юратасси тăван чĕлхерен пуçланать.

Чăваш чĕлхи çинчен

Иксĕлми пуян та тĕлĕнмелле çаврăнăçуллă, хăватлă чĕлхемĕре пирĕн юратса тĕпчес, тишкерес пулать, чăннипех те вирлĕ пĕлес пулать. Анчах та хальлĕхе эпир ăна япăх пĕлетпĕр, хамăр словаре пуянлатиссишĕн тăрăшмастпăр, çуралса ӳснĕ таврари чĕлхене хаçат чĕлхипе хутăштаратпăр…
Тăван чĕлхӳне юратни-хисеплени çук пулсан, унăн ялтравлă вăйĕшĕн хыпăнмастăн пулсан перо тытмашкăн та кирлĕ мар.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхемĕр, чун-чĕрери хĕлхемĕр! Сан çинчен пуçа тайса ырăпа каламалли сăмахăм çав тери нумай.Эсĕ пур чухне, чун-чĕрере янăраса тăнă чухне ытти тăванла халăхсен çемйинче хамăр ĕçченлĕхпе хисепре пулăпăр, туслăх кĕрекинче пирĕн илемлĕ сăвă-юрăсем янăраса тăрĕç. Пирĕн ĕмĕртен пыракан ырă йăласем, вăйăсем, ташă-кĕвĕсем Чăваш Ен илемлĕхне, ĕçченлĕхне, сăпайлăхне татах та çӳле çĕклĕç. Эпĕ çакна чун-чĕререн шанса пурăнатăп.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Тăван чĕлхемĕр, асаттесен чĕлхи! Сан çинчен сăмах тапратнă чух çакна та каласа хăвармасăр пултараймастăп. Пирĕн хушăмăртанах сана юратман, сана шанман, сана хисеплемен çынсем сике-сике тухнине туя пуçларăм. Вĕсем хăйсем чăваш иккенне манса ашшĕ-амăшĕ чĕлхинчен писсе пыни сисĕнет. Ачисене, мăнукĕсене хамăрăн илемлĕ те çепĕç, хăватлă та янравлă чĕлхемĕре вĕрентме тăрăшмаççĕ.
Тăван чĕлхерен писес йăла, чĕлхене тиркес, чĕлхерен вăтанас йăла ан пултăрччĕ. Хамăрăн илемлĕ чĕлхемĕр çемьере те, пухусенче те — пур çĕрте те хăватлă янăраса тăтăрччĕ. Чăваш сăвви-юрри хăйĕн çунатне татах та сартăрччĕ. Ку вăл пирĕн ĕмĕртенпе пыракан ырă та çутă ĕмĕтĕмĕр. Çак пархатарлă шухăш-кăмăла, таса ĕмĕте амантма юрамасть.

ТĂРĂШНИ САЯ КАЙМАРĔ

>«…Ху чĕлхӳне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл: аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхӳне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр…»Иван Яковлев.
(Чăваш халăхне панă ХАЛАЛРАН.)
 
Питĕ тĕрĕс каланă!
Чăвашлăха ĕмĕрсем хушши сыхласа хăварас тесен пирĕн пĕрлешсе-чăмăртанса ĕçлемелле. Ун чухне тин наци хăй евĕрлĕхĕ ăруран ăрăва шанчăклăн куçса пырĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 5-мĕш çулĕсенче чăвашлăха мантарасшăн тăрăшрĕç. Раççейре пĕр чĕлхепе калаçтарасшăн пулни кăна мар, нацисене çухатас хăрушлăх пурнăç умне тухса тăчĕ.
90-мĕш çулсем халăх умне хăрушăран та хăрушă ыйтусем кăларса тăратрĕç. Пулса иртнĕ тискер пулăмсене чĕлхепе çыхăнтарма тăрăшрĕç.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕМĔР ШĂПИ – ПИРĔН АЛĂРА

Чăваш чĕлхи паян чăвашла янăрасшăнах мар
 
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, чĕлхе ыйтăвĕ тĕп ыйту пулса тăрать. Хальхи сĕмленӳ тапхăрĕнче уйрăмах чĕлхемĕре аталантарас, ăна тымарлатас ĕç çивĕчленсех пырать. Ку вăл пĕтĕмпех пăлхар-чăвашсен историйĕпе çыхăннă. Эпир халĕ историсĕр халăх тесен те йăнăш пулас çук, «çывăх» историе çеç кăшт вĕреннĕ. Совет тапхăрне (1917 çултан пуçласа) тĕпе хуратпăр, Мускав патшалăхне чăваш халăхĕ кĕнине аса илетпĕр, Хусан халăхĕн пусмăрне асра тытатпăр. Çак «çывăх» историе те пире начар, истори чăнлăхне туллин уçса кăтартмасăр вĕрентнĕ.
Тăван халăхăмăр Тухăç Европăн Аслă историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Хура тинĕспе Каспи тинĕсĕ хушшинче Аслă (Ылтăн) Пăлхар патшалăхне йĕркеленĕ, кайран тĕлĕнмелле шалти вăй халăхăн пĕр юхан шывĕн хутлăхне хăвалать, пăлхарсен тепĕр пайĕ вара çурçĕрелле тапса ыткăнать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Тăван чĕлхемĕр, чăваш чĕлхи! Эсĕ Çĕршыв аннемĕршен çав тери йывăр вăхăтсенче, вăрçă пынă çулсенче вырăс халăхĕн чĕлхипе пĕрле, мĕнпур тăванла халăхсен чĕлхипе пĕрле вутпа çулăм витĕр тухрăн. Эсĕ çак йывăр çулсенчейыхравлăн кĕрлерĕн, вутлă вăрçă хирĕнче туптантăн. Эсĕ усал та хаяр тăшманшăн аçа-çиçĕм пултăн! Çаксене пурне те аса илсе шухăшласассăн яланах сана пуçа тайса тав сăмахĕ калассăм килет.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхемĕр, чăваш чĕлхи! Эсĕ пирĕн несĕллĕх çăлкуçĕ. Эсĕ янравлă та хăватлă. Эсĕ çурхи çут хĕвеллĕ кун йăлтăртатса тăракан таса çăл шывĕ пек шăнкăртатса юхатăн. Санпа эпир чĕвĕл чĕкеç чĕпписем пек пуплетпĕр, ĕç умне тăратпăр. Çĕршыв-аннемĕр ятне,хăватне, чысне çӳлтен çӳле çĕклеме тăрăшатпăр.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Эпĕ хамăн пурнăçăмра ăçта кăна пулмарăм, ăçта кăна çитмерĕм. Эсĕ, тăван чĕлхем, яланах манпа пĕрле пултăн. Чăвашла, асаттесен чĕлхипе калаçма никамран та, нихăçан та вăтанса тăмарăм. Тавах, ниçта та мана хам тăван чĕлхепе калаçнăшăн, сăввăм-юррăмсене шăрантарнăшăн сивлекен çынсене тĕл пулмарăм. «Сирĕн чĕлхĕр мĕнле илемлĕ, çепĕç янăрать. Вăл пуян, авалхи чĕлхесенчен пĕри»,- тенине сахал мар илтрĕм. Ку мана яланах хавхалантарса пычĕ, тăван чĕлхемĕршĕн чĕрем тапма пăрахиччен çунса тăма хистенĕн туйăнчĕ. Тавах, пирĕн чĕлхене ытти тăванла халăхсен ывăл-хĕрĕсем те хисеплеççĕ, ырă кун-çул сунаççĕ.

ТĂВАН ЧĔЛХЕ – ĂС-ТĂН ЧЕЧЕКĔ

Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихçан иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран тумламăн-тумламăн мĕн ачаранпах вăй илсе ӳсетпĕр. Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка юррине илсе çитернĕ… Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă.
Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сӳнми ăс-тăн чечекĕ. Унта – Тăван çĕршывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати-çиçĕмĕ, хирĕ-уйĕ, улăхĕ-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, Атăлĕ-Пăли, унăн ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ…
Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру вилет, тепри çуралать. Вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах халапĕнче, халăх сăмахлăхĕнче этемшĕн Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.
Ахальтен мар иккен халăх мĕн авалтанпах çамрăксене хăйсен тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Мĕн тери пуян та илемлĕ тăван чĕлхемĕр! Хамăр чĕлхери сăмахсемпе, сăвăсемпе темле шухăша та хĕрӳллĕн каласа пама, темле илемлĕ сăнсем ӳкерме те пулать.
Эй, тăван сăмах!
Мĕнле кăна туйăм хускатмăн эсĕ! Паттăр пулма та, ырра туйма та, тĕрĕслĕхшĕн тăма та, сăпайлăха та, ĕçченлĕхе те вĕрентетĕн эсĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
 
Тăван чĕлхемĕр, чăваш чĕлхи! Эсĕ пирĕн несĕллĕх çăлкуçĕ. Эсĕ янравлă та хăватлă. Эсĕ çурхи çут хĕвеллĕ кун йăлтăртатса тăракан таса çăл шывĕ пек шăнкăртатса юхатăн. Санпа эпир, чĕвĕл чĕкеç чĕпписем пек, пуплетпĕр, ĕç умне тăратпăр. Çĕршыв-аннемĕр ятне,хăватне, чысне çӳлтен-çӳле çĕклеме тăрăшатпăр.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Тăван чĕлхе такамшăн та ырă çав! Такамшăн та паха. Тăван чĕлхепе пĕр-ик кун калаçмасан та тем çитмен пек, ăш канман пек туйăнать. Ара, тăван чĕлхепе хамăр чун-чĕрери, чи шалти, чи кăткăс туйăмсем çинчен те çав тери ăнланмалла, çав тери уçăмлăн каласа пама пулать. Тăван чĕлхе çыннăн чи лайăх туйăмĕсене туять. Тăван чĕлхе шыв пек юхса, тăп-тăрă шыв пек шăнкăртатса пырать. Вăл хăй тĕллĕнех юхать. Ирĕклĕ, анлăн… Вăл чи сисĕмлĕ, чи янравлă хĕлĕх пекех. Ун кашни сăмахĕ, кĕмĕл укçа пек, чăнк-чăнк! туса курăнса пырать.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6.