Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Кирек мĕнле чĕлхене те халăх тăвать, чĕлхе ăстисем вара унпа хăйсене кирлĕ пек, хăйсем пултарнă таран усă кураççĕ. Литература чĕлхи – ăстасем лайăхлатнă, илемлетнĕ халăх чĕлхи. Анчах пĕтĕм литература чĕлхинчен пĕр-пĕр писатель чĕлхине уйăрса илме пĕлес пулать… Илемлĕ литературăра «Пушкин чĕлхи», «Гоголь чĕлхи», «Толстой чĕлхи», «Иванов чĕлхи», «Çеçпĕл чĕлхи», «Хусанкай чĕлхи» тетпĕр. Çав чĕлхесем чи малтанах сăнарлăхпа, илемлĕхпе, витĕмлĕхпе, словарь пуянлăхĕпе палăрса тăраççĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Вĕренĕр, тăрăшăр! Хытă юратăр тăван чĕлхене. Тата янăравлăрах , тата çунатлăрах пултăр вăл!
Сăвă-калав çыран пулсан пĕтĕм литературăшăн, тăван чĕлхешĕн çун! Унсăрăн сăвă-калав çырни хӳресĕр çиле хăвалани çеç.
Хăй чĕлхи тасалăхĕшĕн, янравлăхĕшĕн поэт ĕмĕр тăршшĕпе кĕрешет.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Чăвашлăха тиркекен кăмăлпа ӳстерес пулмасть ачасене. Нумай-и, сахал-и – чăвашăн пур, çав пур пеккине хисеплес пулать.
Мана тăван чĕлхепе калаçма çăмăлтарах, кунсăр пуçне маншăн чĕлхе обществăри хутшăну хатĕрĕ çеç мар, чун-чĕре хистевĕсене йӳнеçтерекен хатĕр те. Тăван чĕлхепе калаçнă чух, Турра кĕлтума ларнă пек, эпĕ канса каятăп…

Чăваш чĕлхи çинчен

«Чăваш чĕлхи тимĕр татрĕ!» - теме пултаратпăр эпир паян. Çеçпĕле куçаракансем хушшинче пысăк культурăллă халăхсен пысăк поэчĕсем пур. Руставелипе Низами, Пушкинпа Шевченко, Райниспа Донелайтис, Рудакипе Навон, Шафарикпа Мицкевич, Ботевпа Петефи, Тукайпа Хетагуров тата ыттисен чĕлхипе те сасă парать паян Çеçпĕл.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш халăх чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен йышĕнче чи авалхи чĕлхесенчен пĕри. Азирен пуçласа Атăл çине çитиччен тата каярах та чăваш чĕлхинчи сăмахсем ытти халăхсен чĕлхине мĕн чухлĕ кĕрсе юлман пулĕ!
Поэзире (пĕтĕм литературăра та) чи кирли – пуян чĕлхе. Вăл тĕп никĕс. Анчах чылайăшĕ чĕлхене пĕрре ларса мар, кунран-кун вĕренсе пымаллине тавçăрсах илеймен иккен-ха.

Чăваш чĕлхи çинчен

Эй, тăван чĕлхемĕр!
Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар, хăвăн хăватна çухатмасăр, ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пек хĕрӳллĕн çунатăн; чĕре кӳтсе çитсен – ăшăтатăн; кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ –тĕттĕмри çул маякĕ; тăшманшăн тытамакĕ. Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă; санра чунра ачашлама е амантма, çĕклеме е ӳкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур; вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ. Сан иксĕлми хăватупа таса илемӳ çултан-çул палăрсах пыринччĕç.
Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕршывра ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана!

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхене ăста пĕлмен çын мана хĕлĕх карман балалайка пек туйăнать. Çав мĕскĕн ытти çынпа калаçĕччĕ – сăмахĕ çук, илтĕччĕ – хăлхи питĕрĕннĕ.
Чăваш хăйĕн чĕлхине пăсса калаçни – пысăк инкек. Унпа килĕшме юрамасть, вăл ăс-хакăл чирĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

Пирĕн тăван чĕлхе сĕм авалхи чĕлхесенчен пĕри шутланать. Чăваш чĕлхин хăвачĕпе илемне ют çĕршыври учёнăйсем те, вырăс учёнăйĕсем те тахçанах асăрханă. Вĕсем пирĕн чĕлхене вĕреннĕ, тĕпченĕ, чаплă тĕпчев ĕçĕсем çырса хăварнă.
Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси, тĕрĕс çырасси — çыннăн культура шайĕ. Тăван чĕлхене упрар, ăна ӳсме пулăшар. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ. Çав мул пирĕн пысăк, вăл тата пысăкрах пултăр. Тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, тасалăхĕпе илемĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшар.

ЧĂВАШ БУКВАРĔН УЯВĔ

Ульяновск хулинчи 64-мĕш шкулта «Чăваш букварĕ -140 çулта» уяв иртрĕ.
Ăна М.М.Карпова, Л.А.Васильева, К.А.Лашманова вĕрентӳçĕсем йĕркелерĕç. Уяв пуçланас умĕн пухăннисем тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ общество председателĕ А.А.Мордовкин Патриархăмăр барельефĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Алексей Мордовкин уяв темипе доклад вуларĕ. Мария Карпова вĕрентӳçĕ И.Я.Яковлев кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсен хушшинче конкурс иртрĕ. Чи пултаруллисем парнесене тивĕçрĕç.
Тĕлпулу анлă концертпа вĕçленчĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ – чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ… Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!
…Терт хушшинче, ют халăх айĕнче чăваш чĕлхи çухалман. Ĕмĕрсем иртсе пынă. Чăваш шăппăн калаçнă. Чăваш чĕлхине пур тавраран туланă. Вăл çавах та халь те чĕрĕ, халь те сывă. Пур мăшкăла пăхмасăр — халь те сывă. Сывă вăл! Сывă пултăр малалла та! Çак ĕç — чăваш малашне хăй чĕлхипе аслати алтса çиçĕм çиçтерессине палăртать. Çак ĕç пире шанчăк парать. Шанатпăр. Вăхăт çитĕ!..
Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ, çивĕч пулĕ.

Патриархăмăра пуç тайма пуçтарăнчĕç

Акан 25-мĕшĕ – Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна облаçри чăваш общественноçĕ, шкулсем анлă паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырать.
 
Вунпĕр сехетре И.Я. Яковлев палăкĕ умне чăваш хастарĕсем Патриархăмăра пуç тайма пуçтарăнчĕç. Чĕрĕ чечексем хунă хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин ертӳçи Алексей Мордовкин сăмах каларĕ. Вăл тĕнчипе паллă ентешĕмĕрĕн çăмăл мар кун-çулне аса илчĕ, чăвашсене çутта кăларассишĕн вăл калама çук нумай ĕç тума ĕлкĕрни çинче чарăнса тăчĕ.
Облаçри чăваш халăх ăсчахĕсен ертӳçи Николай Розов чăвашсен вилĕмсĕр поэчĕсем тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисен сыпăкĕсене çĕкленӳллĕ кăмăлпа вуласа пачĕ. Ăна итленĕ хыççăн пухăннисен çĕнĕ шухăш çуралчĕ. Нумаях пулмасть облаçри шкулсенче, районсенче, регионсенче сăвă вулассипе шкул ачисен хушшинче Пĕтĕм Раççей конкурсĕсем иртрĕç, çĕнтерӳçĕсене Мускавра палăртрĕç, хаклă парнесем парса чысларĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăвансем! Пирĕн чăвашла, чăваш чĕлхипе калаçма-çырма вĕренес пулать. Çапла эпир çăвара карса çӳресен чăваш ĕçне малалла яраймăпăр. Çак ĕçсене кура манăн чăваш чĕлхине уйрăмах таса тума тăрăшмалла пек туйăнать. Чăваш халăхĕн уйрăлса кайнă чăваш чĕпписем, амăш чĕлхине маннă янаварсем тек хăйсем тĕллĕн аташчăр, çурма вырăс, çурма мăкшă, чăвашран уйрăлайман, вырăса çыпçăнайман перкеленсе çӳреччĕр. Анчах, чăн чăвашсем, чăваш чĕлхине юратса, таса тытса малалла ярар.

Чăвашлăха упрар ĕмĕрлĕхе!

Чăваш чĕлхипе культура кунĕ
 
Чăваш чĕлхине юратакансем, упракансем, ĕçлĕ халăха хисеплекенсем çав кун Чӳрекел ялне пухăнчĕç. Чăваш чĕлхипе культура кунĕ пултарулăх площадкисем ĕçленинчен пуçланчĕ.
 
Шкулти таврапĕлӳ музейĕнчи «Çулталăк çĕнĕлĕхĕпе» З.Н.Ярославская вĕрентекен паллаштарчĕ. Т.Н.Ларкина «Тăван чĕлхе – халăх ăслайĕн çăлкуçĕ» маçтăр-класс ирттерчĕ. Чăваш чĕлхипе литература класĕнче пултаруллă ветеран вĕрентӳçĕ, «Канаш» хаçат редакцийĕпе туслă çыхăнура тăракан Л.Ф.Ярославская "Чăваш тĕррин" асамĕ çинчен каласа пачĕ. З.В. Ушканова «Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлетпĕр» темăпа маçтăр-класс ирттерчĕ. Чăваш апачĕн куравĕпе вара Р.Н.Ульянова тата Н.И.Волынщикова паллаштарчĕç: чăваш кукăлĕ-пӳремечĕ, хуплăвĕ, шăрттанĕ, чăкăчĕ… Шкулта вĕренекен тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем «Чăваш фольклорĕн» тарăн шухăшне (ертӳçи – Л.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Хальхи эпир çыракан хутсенче çурри ытла ют сăмахсем, вĕсене халăх ăнланма мар, калама та пултараймасть. Кирек мĕнле çĕнĕ сăмаха та чĕлхене кĕртиччен тĕпрен шухăшласа пĕлес пулать: халăх ăна ăнланĕ-и, çук-и? Çав сăмахсене кăлариччен эпир,çыравçăсем, хамăра çыру пĕлмен атте- аннесем вырăнне хумалла, малтан чăвашла тĕплĕн шухăшласа илмелле. Анчах эпир шкулсенче вырăсла шухăшлама вĕреннĕ, эпир çурма вырăссем пулса кайнă, çавăнпа чăвашла çырма та, калаçма та пултараймастпăр. Вырăс сăмахĕсене хутăштарса çырасси вăл питĕ çăмăл ĕç, анчах апла çыриччен чăвашла çырма та кирлĕ мар, вырăсла çырас пулать.
Чăваш чĕлхи – авалхи чĕлхе, питĕ пуян чĕлхе, чăваш сăмах тымарĕсенчен çĕнĕ ăнлавсене çĕнĕ сăмахсемпе калама юрать. Çапла тусан çеç чăваш чĕлхин малашĕ пулĕ…

Чăваш чĕлхи çинчен

Эпир халĕ чăваш чĕлхине мала яма хĕрӳллĕ тытăнтăмăр, çав хĕрӳллĕ ĕçленĕ вăхăтра пин тĕслĕ ют сăмахсем кĕртсе чăваш чĕлхин илемне, ăнлавлăхне, çивĕчлĕхне пăсатпăр. Çак ĕçе эпир халăхран та ыйтса тумастпăр: ун кăмăлне каять-и вăл, çук-и, килĕшет-и ăна, çук-и, хăçан та пулин йышăнĕ-и вăл ăна, çук-и? Çакăн çинчен эпир шухăшламастпăр.

И.Я.Яковлев кунĕсем

Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 164 çул çитнĕ тĕле облаçри чăвашсен общественноçĕ ирттерме палăртнă мероприятисем:
1. «Хальхи шкулсенчи Яковлевпа çыхăннă йăла-йĕрке» темăпа вулавсем (ака уйăхĕ).
2. «Чуваши – традиции, этно, культура» кĕнекен куравĕ (акан 25-мĕшĕ, 17-мĕш наци вулавăшĕ).
3. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче вĕренекенсен хушшинче сочиненисемпе рефератсен конкурсĕсем (ака уйăхĕ).
4. «Анлăн янра, чăваш чĕлхи» митинг (акан 24-мĕшĕ, И.Я. Яковлев скверĕ).
5. «И.Я. Яковлев и современность» темăпа наукăпа практика конференцийĕ (акан 24-мĕшĕ).
6. «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх кабинечĕ» конкурс (ака уйăхĕ).
7. Тематикăлла кану каçĕ (ака уйăхĕ, ЦНК залĕ).
8. И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă уçă уроксем (облаçри тата хулари шкулсем).

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Эпир, вырăс хушшинче вĕреннĕ çынсем, ачасем, хамăр чăваш хушшинче вырăсла пĕлекен чăвашпа чăвашла калаçмастпăр, вырăсла пĕлменнисемпе анчах вырăс сăмахĕсене хутшăнтарса чăвашла калаçатпăр. Сайра хутра анчах чăвашла калаçсан ăçтан чăвашла уççăн калаçма, çырма пултарăпăр? Ĕçни-çини, тырă хакĕ çинчен анчах чăвашла калаçсан шухăшри япала çинчен калаçнă чух яланах тытăнса тăрăпăр, чăваш чĕлхине пăскаласа калаçăпăр. Пур халăхсен те калаçма тăрсан сăмах тухать. Ку чĕлхенĕн сăмах сахал теççĕ. Шухăшласан çав чĕлхенех сăмах сиксе тухать. Нимĕнле халăх та хăй шухăшланине хăй чĕлхипе калаймасăр, ют чĕлхерен тĕпчесе хăй чĕлхи çумне çыпăçтарса нумай пурăнмасть, хăйĕн чĕлхинчен сăмах шыраса тупать.

Шкул пĕтер те наци уйрăмне васка!

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕ Тăван чĕлхе кунне ирттерчĕ. Кунта облаçра наци чĕлхисене вĕренекен мĕнпур шкулсенчен чĕннĕ. Тем сăлтава пула тĕлпулăва чĕлхемĕре вĕрентекен икĕ шкултан çеç килнĕччĕ: 55-мĕш (ертӳçи С.А. Марышева) тата 64-мĕш (М.М. Карпова) шкулсенчен. Уявăн тĕллевĕ – шкулсенче аслă классенче вĕренекенсене педуниверситет пурнăçĕпе паллаштарасси, наци уйрăмне вĕренме кĕме илĕртесси. Сăлтавĕ питĕ çивĕч тăрать. Унта вĕренме кĕрекенсен шучĕ çулран-çул чакать. Пĕрремĕш курсра халĕ 3 студент вĕренет, 2-мĕшĕнче – 9, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш курссенче – 10-шар, пиллĕкĕмĕшĕнче – 9. Тутарсен те ку енĕпе ĕçсем чаплах мар.
Мероприятие чăваш тата тутар чĕлхисене ăса хывакан студентсем Анастасия Иванова тата Лейсян Хайруллина икĕ чĕлхепе илемлĕ ертсе пычĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Чăваш чĕлхи тăрă шыв пек таса чĕлхе пулмалла. Çапла пулсан çеç вăл илемлĕ те, ăнлавлă та пулать. Чĕлхене ют сăмахсем мĕн чухлĕ кĕреççĕ, çавăн чухлĕ чĕлхен тути каять, кăмăллăхĕ çухалать…
Сăмах чĕрене пытăр тесен, калани чĕрене тивтĕр тесен, чĕлхе сасси хăлхана ыррăн кăтăклатăр тесен чĕлхе таса пулмалла.
Çак тĕрĕс пулсан пирĕн чи малтан çырулăх, ăслăлăх, патшалăх чĕлхине таса чăваш чĕлхи тумалла…

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Пирĕн чăвашсем те çырăва вĕренсе хамăр чăвашсемшĕн епле тăраша пуçларĕçĕ. Ĕлĕк чăвашла калаçма маннă çынсем, ĕлĕк чăвашсене хурлакансем, чăваш ячĕпе ырă ятлă çынсем пулма епле тăрăша пуçларĕçĕ: кĕнекесем, хаçатсем, журналсем кăлара пуçларĕçĕ. Пирĕн хастарлă çынсем, малашне хамăр халăха çухалма ирĕк памаççĕ, ура çине тăратса ярса малалла уттара пусларĕçĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6.