Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Чăваш чĕлхи пит начар чĕлхе… нимĕн те çырма хал çук тетчĕçĕ. Çапла калаçакансемпе эпĕ кирек хăçан та темĕн тĕрлĕ тавлашаттăм. Пирĕн чĕлхе пуян чĕлхе. Пирĕн сăмахсене ют çынсем те темĕн чухлĕ йышăннă: астăвăр вырăссене, арабсене, перссене тата ыттисене те… Малашне пирĕн чĕлхе чăвашсем çĕкленсе кайнине кура тата та пуянтарах пулĕ. Халĕ чăвашла çыракансем çук пирки эсир çапла хурлатăр, малашне хăвăрах курăр-халĕ пирĕн чăвашсем епле ӳссе кайнине теттĕм. Манăн ĕлĕк каланă сăмахсем тӳрĕ килчĕçĕ.

Тăван чĕлхепе калаçас килет!

Чĕлхе пĕлтерĕшĕ уйрăм çынсен пурнăçĕнче çеç мар, çак чĕлхепе калаçакан пĕтĕм халăх пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерешлĕ.
 
Хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакан халăхсен шучĕ çĕртен те иртет. Вĕсен кашнин хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăванран та тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Çак чĕлхе пур чухне чăваш халăхĕ те пур. «Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет»,-тенĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев. Иван Яковлевич тĕрĕс каланă: чĕлхе вăл — нацийĕн тĕп паллисенчен пĕри. Енчен те çитес 20-30 çул хушшинче чăвашсем пурте тăван чĕлхене манса вырăсла калаçма пуçлас пулсан вара чăваш халăхĕ çĕр пичĕ çинчен пачах çухалать, вăл вырăс халăхĕ пулса каять. Анчах Иван Яковлевич Яковлевăн сăмахĕсене урăхларах та калама пулать: «Халăх пĕтсен — чĕлхе те пĕтет». 2010 çулхи çырав Раççейри чăвашсен шучĕ 200 пин çын чакнине кăтартса пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхĕр пуянлăхĕ, сăмахăрсен сăнарлăхĕ мана пит тарăн шухăша ярать. Сирĕн халăхăрăн хăвăр та халиччен пĕлмен пысăк культурăллă общество енĕпе пысăк аталануллă истори тапхăрĕ пулнă пулмалла.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи питĕ çепĕç янăрать, вăл хăйĕн пуплев йĕрки тĕлĕнмелле тĕрĕс те ытарлă пулнипе уйрăлса тăрать. Çак пахалăхсене пула чăваш чĕлхи лайăхрах малашлăха тивĕç. Хальхи пек юлсан вăл хавшаса çеç пырĕ е грамматика страницисенче кăна кун-çулне тăсĕ. Анчах эпир чăваш чĕлхине телейлĕ пуласлăх кĕтет тесе калама пултараймастпăр… Чăваш чĕлхи пĕр ырă самантра пачах вилме пултарать. Халăха хут вĕрентесси питĕ кирлĕ, анчах ку ĕç тин кăна чĕрĕлсе пырать-ха. Кун пирки кĕçех чăнласа калаçма пуçласан та вĕрентӳре хальлĕхе вырăс чĕлхипе çеç усă курма ирĕк параççĕ. Тепĕр тесен халиччен çапла пулнă… Администраци нихăçан та чăваш чĕлхипе усă курмасть, вăл хăçан та пулин чăвашла калаçма пуçлас шанчăк тата сахал.

Чăваш чĕлхи çинчен

 
Чăваш чĕлхи хăй кăна интереслисĕр пуçне çак енчен те кăсăклă: вăл танлаштаруллă историпе лингвистикăн чылай ыйтăвĕшĕн паха çăлкуç пулса тăрать.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи хăйĕн историлле аталанăвне пула монгол, финн тата тĕрĕк чĕлхисемпе çеç мар, инди-европа чĕлхисемпе, уйрăмах вырăс чĕлхипе, çывăх çыхăну тытнă. Чăваш чĕлхи пит çемçе, хăлхана килĕштерсе тăрать.

Чăваш чĕлхи çинчен

Европа культурин никĕсне хывнă авалхи-авалхи халăхсенчен Хĕвелтухăç Европăра пĕртен-пĕр чăваш халăхĕ кăна упранса юлма пултарнă. Çак халăх тата унăн чĕлхи этемлĕх историйĕн пуçламăшне тата культура аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çăл куçĕсене тĕпченĕ чух чи хисеплĕ вырăнта пулма тивĕç. Чăваш чĕлхи çурçĕрти финн-угорсем патне те, тухăçри тĕрĕксемпе монголсем патне те каçă тупать…
Вырăс чĕлхин чăн-чăн аваллăхĕсене тата вăл ăçтан пуçланса кайнине тĕпчесе пĕлме чăваш чĕлхи вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тĕпчевçĕсем чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнипе хытă кăсăкланнин тĕп сăлтавĕ – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхи питĕ хăйнеевĕрлĕ, ытти тĕрĕк чĕлхисенчен пач уйрăлса тăрать. Ăна тишкернĕ чух ирĕксĕрех ыйту çуралать: çак ăрасналăх чăваш халăх кун-çулĕн пĕр-пĕр вăрттăнлăхĕпе çыхăнман-ши?

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш варĕнче ӳт илнĕ, унăн кăкăрне ĕмнĕ, чăваш чĕрçи çинче утьăкка сикнĕ, чăваш çĕрĕнче ураланнă, чăвашла та пуплешнĕ, анчах тем сăлтавпа чăваш чунĕ илеймен этеме халăхăн ăслă сăмахне аса илтерес килет: чĕлхене хисепрен кăларса ан мухтан,тăван чĕлхӳ хисепрен тухнипе эсĕ мухтава тухас çук…Тăван чĕлхе атте-анне пекех, эпир суйласа илместпĕр ăна. Турă пани те атте-анне парни вăл – чĕлхе. Чыслă пулар эппин. Чыса пĕлекен парăмра юлмасть.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхе вăл – кашни çынна хăй халăхĕпе çыхăнтаракан чи çирĕп тĕвĕсенчен пĕри. Хăй чĕлхине хисеплеменни вара тăван халăхран уйрăлнипе пĕрех, унашкал «хамăрла неснайски» çынсене халăх нихçан та ырăпа асăнман, ниме тăман пуш хывăх вырăнне çуç хунă, вĕсенчен яланах тăрăхласа кулнă.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхе вăл халăхпа пĕрле çуралнă , халăхпа пĕрле пурăнать. Вăл халăх культура ӳсĕмĕн ĕмĕр сӳнми çăлкуçĕ пулса тăрать, ăна пирĕн упрамалла, вăй-хăватне ӳстерсе пымалла, хамăр чĕлхере мĕн пуррипе туллин усă курмалла. Ӳлĕм, çитес ăрусем пире çакăншăн ырăпа асăнĕç.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхе ыйтăвĕ халăх малашлăхĕшĕн çунакан нихăш çынна та кулянтармасăр, шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть. Наци чăмăртанса çирĕпленнĕ, шухăш кăмăлĕ хăватлăн çĕкленнĕ тапхăрсенче уйрăммăнах çивĕч тухса тăрать ку ыйту. Паллах, ун чухне хĕрӳ тавлашусемсĕр те иртмест. Кунтан тĕлĕнмелли çук, мĕншĕн тесен чĕлхе вăл халăх кун-çулĕпе, унăн пурнăçĕпе, унăн пуласлăхĕпе тӳрремĕнех çыхăннă. Хăй чĕлхине хисеплемен халăх хăйĕн наци туйăмне те хавшатса пырать, хăйĕн ĕмĕрхи культура пуянлăхĕсене те кирлĕ пек упраймасть.

Чăваш чĕлхи çинчен

Паян тĕп вырăнта тăван чĕлхемĕре сыхласа хăварас тĕллев тăрать. Ку тĕллев ăнăçлă пурнăçлантăр тесен – яланах чăвашла калаçмалла. Ку уйрăмах ачасене пырса тивет. Шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли кăрăс вăхăта пĕрле е уйрăм çырасси çинче вĕçĕмсĕр ларса ирттерес марччĕ, ахальлĕн чĕлхемĕр çыру палăкĕсем çинче кăна юлĕ.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхене халăх мулĕ теççĕ. Мулĕ çеç-и? Чĕлхе вăл халăх чунĕн сăнлăхĕ. Халăх чун-чĕрине ăнланас тесен чи малтан ун чĕлхине пĕлмелле…
Чун йĕрет, чун кӳтет, чун пăлханать, чун сӳслет, чун çеçелет, чун çĕкленет, чун çӳçенет, чун тăвăнать, чун туртать, чун уçăлать, чун хурланать, чун ыратать… Эх! Чунĕ, чăваш чунĕ, мĕн кăна шăнăçтармастăн эсĕ! Чунĕ пуян та – чĕлхи те пуян чăвашăн.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхесем те çынсем пекех – çуралаççĕ, аталанаççĕ. Вăхăчĕ çитсен амăшĕнчен хăпса хăй тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Хавшаса кайсан е инкеке лексен чĕлхесен те шăпи пирĕнни пекех.
Çут тĕнчере çĕр-çĕр чĕлхе. Вĕсем хутăшаççĕ, тупăшаççĕ, çывăхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара сăмахсем.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чĕлхемĕр черчен те чипер, пуян та янăравлă тетпĕр. Анчах тус-тантăша вăлтма, атте-аннене пуçтай калама, туйра айташ выляма, кĕрекере «Алран кайми» юрлама, керемре сăвап сума пĕлетпĕр-и-ха? Çак еткерлĕхе ăша хывăпăр, вара чĕлхемĕр хăватне эпир те тӳрре кăларăпăр.

Чăваш чĕлхи çинчен

Тăван чĕлхе аталанăвĕн туртăмĕсене сăнанă май тӳрех çакна асăрхама пулать: кулленхи пуплевре сăмахсем тăтăшах çĕнелсе пыраççĕ? Чĕлхере пуррисем те хăйсен пĕлтерĕшĕсене анлатаççĕ.Ю.Ф. Ефимов.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăвашлăх е чăваш пурнăçĕ Н.И.Ашмарин куçĕпе виçĕ сыпăкран тăракан пĕрлĕх: Чĕлхе – Сăмахлăх – Йăла-йĕрке. Çак никĕс çинче халăх чунĕ тытăнса тăрать. Чĕлхе, сăмахлăх, йăла-йĕрке чĕрĕ пулсан халăх та пурăнать.

Чăваш чĕлхи çинчен

Халăх чĕлхинче, ун юррисенче, ваттисен сăмахĕсенче, юмахсенче сăмах пуянлăхĕ, шухăш тарăнлăхĕ, кĕске те хитре сăмах çаврăнăшĕ, ансатлăх, пахаран та паха чĕрĕ сывлăш, тĕрĕс сăнарлăх, чăн тӳрĕлĕх. Унта тĕрлĕ çутăпа çутатакан илемлĕ сăмах, кĕрнеклĕ пĕтĕçӳ, чăн поэзи.

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи, улăп слон пек катмарскер, сыпăкран сыпăка куçса ĕмĕртен ĕмĕре пырать. Лискасем ăна малалла мăнаçлăн утса историллĕ ĕçне тума чăрмантарасшăн, çĕтнĕ сассисемпе нăйкăшса вĕреççĕ. Вĕсем чăваш чĕлхине пĕлмеççĕ, ун илемне туймаççĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6].