Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Йывăç-курăк симĕс пурçăнпа витĕнчĕ

Илемлĕ çуркунне! Çанталăк сивĕрех тăрать пулсан та çурхи илеме юратмасăр чăтма çуках вара!
Пĕтĕм йывăç-курăк симĕс пурçăнпа витĕннĕ-çке-ха. Пăхса ытарайми хитрелĕх пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Вăт мĕнле вăл çутçанталăкăн илемĕ! Симĕс пурçăнпа витĕннĕ çӳллĕ йывăçсем, илемлĕ кайăксен юрри – çакă мар-и вăл савăнăç, телей тени/ Çак çутă тĕнчере, çĕр çинче пурте пурăнасшăн, çӳлти тӳпери хĕвелпе ăшăнасшăн-çке.
Çаксем пурте хитре, анчах та этем хаярлăхĕ вара чакмасть, пĕр-пĕрне кӳрентересси, хурлантарасси, пĕр айăпсăр çынна йĕртесси ĕмĕрне те пĕтмест пулĕ тесе шухăшлатăп. Хама илсен – мĕн чухлĕ йĕмен-ши эпĕ/ Мĕншĕн çакăн пек-ши вăл пурнăç йĕрки, тăвансем/ Этемĕн савăнсан та йĕрес килет, хурлантарсан вара тата та ытларах йĕретĕн. Анчах мĕнле хурлантарсан симĕс тумлă йывăç-курăк илемĕ çĕнтеретех!

Текста малалла вулăр...

Патриарх чунĕ – чăваш шкулĕнче

Тăван хуламăрта – Чĕмпĕрте манăн чун-чĕрешĕн çывăх кĕтес пур – Сĕве хĕрринчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексĕ.
 
Аслă Просветителĕмĕр И.Я.Яковлев утса çӳренĕ, ĕçлесе пурăннă вырăна черетлĕ отпуска килсен ятарласа çитсе куртăм. Сĕве урлă кĕперпе каçнă чухнех чуна ăшă туйăм çупăрлать. Вунтăххăрмĕш ĕмĕрте кунта мĕн чухлĕ чăваш яш-кĕрĕмĕ сукмака такăрлатман-ши/ Чăваш çырулăхĕ, чăваш культури çуралнă кĕтес мана темле асамлă вăйпа туртать. Умра – Н.Т.Савруков тăрăшнипе тытнă решеткепе илемлĕ хапха. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула тăван хуларан кайнăранпа эпĕ кунта пулман, çавăнпа та аялти корпус çине вырнаçтарнă Асăну хăмине тунсăхлăн тинкеретĕп. Ку çуртăн актовăй залĕ-нче сахал мар чăваш уявĕ ирттернĕ-çке. Патриарх çуралнă куна халалланă пĕрремĕш уявсене шăпах çавăнта йĕркелеттĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Çын сăмахĕ вута сиктерет

Мăшăрăм çемьере арçын ачасенчен
вăтаммиччĕ. Вăл аслине хăварса мана юлташĕн туйĕнче вăрласа юлчĕ. Кĕçĕнни ун чухне салтакраччĕ. Çулла салтакран таврăнсан Чĕмпĕре кайса ĕçе кĕчĕ. Хуларан яла каçхи пуйăспа таврăнатчĕ. Вăл киличчен çывăрма та выртаттăмăр ĕнтĕ. Килнĕ чухне кучченеç сăра е эрех илсе килетчĕ, мăшăра çывăрнă çĕртен вăратса хăналатчĕ. Кучченеçне ĕçнĕ хыççăн ялан ӳпкелешсе: «Эп кĕçĕнни, манăн пурăнмалла ку çуртра», – тетчĕ. Виçĕ пĕртăван ывăл пухăнсан вара малтан хăна пулнă, кайран – тăшман.
Эпир ялтан Чĕмпĕр облаçне тухса кайрăмăр. Пĕррехинче яла кăмака тăвакана илме кайнă мăшăр каялла Чĕмпĕр тăрăхне таврăнаймарĕ. Малтан хăна тунă ăна, унтан виçĕ пĕртăван каллех хирĕçсе кайнă. Мĕн сăлтавпа – паян та никам пĕлмест. Пиччĕшĕ ял клубĕнчен çамрăксене илсе килсе хĕнеттерет те – ман упăшкана вĕлерсех пăрахаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăвансене ăсатсан чун хурланать

Шел, пурнăçра чуна кулянтаракан самантсем тупăнсах тăраççĕ. Уйрăмах ватлăхра. Сăмахран, çывăх çынсене инçе çула ăсатсан чун хурланать, тăкăсланса çитет.
Нумаях пулмасть эпĕ инçетрен кĕске вăхăтлăха канма килнĕ юратнă мăнукăма ăсатрăм. Кил-çуртра пĕччен тăрса юлнă хыççăн чун-чĕрене тунсăх, кичемлĕх туйăмĕ çатăрласа илчĕ. Аптранипе вырăс поэчĕн Ю.Лермонтовăн «Парăс» сăвви аса килчĕ. Унта çырса кăтартнă тинĕсри çил-тăвăл куç умне чĕррĕн тухса тăчĕ. Çав самантра вăл шăпах манăн чун пăлхавне çывăхчĕ. Алла ручка тытса çак сăвва куçарма лартăм.
Хăй вăхăтĕнче ку сăвва чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов куçарнă-ха. Питĕ чаплă, оригинала çывăх куçарнă. Ман шутпа, Константин Васильевич çав сăвва куçарма ахальтен суйласа илмен. Унăн кĕске кун-çулĕ те тикĕс пулса пыман, чуна пăшăрхантаракан, салхуллă самантсем сахал мар пулнă.

Текста малалла вулăр...

Анне, курасчĕ хуть пĕрре…

(Чун хӳхлевĕ)
Анне, эс тĕнчере пĕрре…
Анчах та эсĕ халь ЛЕРЕ —
Ӳтсем çук тĕнчере,
Чуну çӳл тӳпере.
Масар çине кĕреп…
Хĕресĕсем – рет-рет.
Пăчăртанать чĕре,
Чăтма çук – чун йĕрет.
Курас килет сĕре…
Курасчĕ хуть пĕрре!
Анчах ку – ĕмĕтре.
Куçа хуплать тĕтре…
Çук, эсĕ ан çӳре —
Халь хамăра черет.
Пĕрне-пĕри тепре
Курсан кăна ЛЕРЕ.

Малашне те сирĕнпе пĕрле пурăнасчĕ

Пĕччен пурăнма çав тери йывăр: атте-аннесĕр, савнисĕр, юлташсемсĕр. Юлташсем… Курсан пырса ыталакансем, час курмасан шăнкăравлакансем, ĕçре пулăшмалла пулсан чĕнекенсем, савăнăçа пайлама чупса килекенсем… Вĕсем сана çилленмеççĕ, кӳренес вырăнне ахăлтатса кулаççĕ. Эс пурăнакан çурт умĕнчен иртсе кайнă чух ун пирки шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Эсĕ вара ăна тутлă ыйăхран вăратнăшăн мар, кĕменшĕн ӳпкелесе илетĕн. Атя, кайрăмăр тесен вĕсем сана атя! теççĕ. Кайран тин: «Ăçта?»-, тесе ыйтаççĕ. Вĕсемпе инçе çула тухса кайма та хăрушă мар, парашютпа сикме шикленмелле мар, йывăрлăх сиксе тухсан хăрамалла мар. Пĕр-пĕр пăтăрмаха кĕрсе ӳксен: «Юлташсем ан пĕлччĕрех»,- тетĕн. Пĕрле пуçтарăнсан вара хăвах ун пирки кула-кула каласа паратăн. Йăнăш тусан: «Ан хăра, пулăшатпăр»,- теççĕ вĕсем.
Манăн юратнă юлташсем, сирĕн пирки ку сăмахсем!

Текста малалла вулăр...

Мăшăр улшăнасса шанатăп

Паян каллех пуç ыратнипе вăранса кайрăм. Ĕнер мăшăрăм мана чышкипе виçĕ хут çапрĕ. Кашни кун эрех ĕçнĕрен хăй мĕн хăтланнине те чухламасть вăл. Ачасем пĕчĕкрех чухне ман хута кĕретчĕç. Ашшĕ хĕнеме пуçласанах çари! кăшкăрма пуçлатчĕç. Лешĕ вĕсен ĕсĕклевне курсан лăпланатчĕ. Халĕ вара тĕпренчĕкĕмсем çитĕнсе тĕрлĕ енне саланчĕç. Иккĕшĕ çемьеллĕ, виççĕмĕш те кĕç-вĕç качча каймалла. Эп вара ватлăхра упăшкан «патакне» çисе пурăнатăп.
Ачасем пĕчĕк чухне хам вĕсемшĕн тăрăшрăм. Хунямапа пурăннă çулсене аса илес те килмест. Мана вăл тӳрех юратмарĕ. Пĕрмай кăмăлсăррăн калаçатчĕ, кӳршĕ карчăк-кисемпе ялан ман пирки начар сăмахлатчĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлеттĕм. Кил-çуртри ĕçсене вăхăтра тăваттăм. Çапах юратнă кин пулаймарăм.
Мăшăрăма эрех «серепинчен» хăтарас тесе тĕрлĕ тухтăр патне çитрĕм.

Текста малалла вулăр...