Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çыратпăр çыру, илетпĕр хыпар...

Çулталăк вĕçленсе çитнине кашни хăйне майлă туйса пырать. Эпир «Канаш» хаçат номерĕсем ӳссе, çырусен папки хулăнланса пынă тăрăх 2016 çул пĕтсе пынине туятпăр.
Çырусем, çырусем, çырусем... Шел, конвертпа янă çырусем сахалланса пыраççĕ. Паянхи çыхăну мелĕсем – СМС çыру, кĕсье телефонĕ, скайп. Куншăн тарăхмалла мар, пурнăç малаллах пырать-ха тесе савăнмалла кăна. Компьютер, Интернет пурнăçа çăмăллăх кӳреççĕ.
Çирĕм çичĕ çул кашни эрнере «Канаш» хаçатăмăр вулакансем патне çитет. 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчен тытăнса иртнĕ номерччен (раштавăн 23-мĕшĕнчи хаçат) эпир пурĕ 1400-мĕш хут хаçата кăлартăмăр. Вĕсенчен пĕр номерĕ те сирĕн, хисеплĕ вулаканăмăрсем, çырăвăрсемсĕр тухман. 1989 çултанпа редакцие килнĕ çырусене регистрацилемелли виççĕмĕш хулăн кĕнеке пĕтет ĕнтĕ.
Чи нумай çыру эпир 1997 çулта илнĕ – 1239.

Текста малалла вулăр...

Çыру çыртăм васкаса...

Çырусем, çырусем, çырусем... Ялан кĕтнĕ тăваткал хутсем теттĕмĕр. Анчах пурнăç куллен улшăнса пырать. Çырусен пĕлтерĕшĕ те майĕпен çухалать. Алăра кĕсье телефонĕ пур чухне ручка тытса тăванĕ патне çыру çырма васкакана тупма йывăр паян. Кнопка çине пусса çыннăн чĕрĕ сассине илтме кăмăллăрах куран. Тата пурнăçа компьютер, Интернет çăмăллăх кӳрет. Çакна кура юлашки вăхăтра пирĕн редакцие те çырусем ытларах электрон почти урлă килме пуçларĕç.
 
Паян çирĕм ултă çул çитрĕ «Канаш» хаçат тухма тытăннăранпа. Çак вăхăтра редакцие килнĕ çырусене регистрацилемелли виççĕмĕш хулăн кĕнеке пĕтет. Пĕрремĕш кĕнекене уçса пăхсан чун савăнать: малтанхи çулах 1123 çыру килнĕ вулакансенчен. Чи нумаййи вара 1997 çулта илнĕ – 1239 çыру. Пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май кăтарту пĕчĕкленсе пычĕ. 2004 çултанпа «Канаш» 500 çыруран ытларах илмен.

Текста малалла вулăр...

Чĕрĕк ĕмĕр – пĕрле эпĕр!

«Канаш» хаçатăн 1-мĕш кăларăмĕ кун çути курнăранпа (1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕ) чĕрĕк ĕмĕр – 25 çул - иртсе кайрĕ. Калама кăна вĕт – чĕрĕк ĕмĕр!
 
Çак хушăра эпир Ульяновск облаçĕнчи кашни районта, вĕсенчи кашни ялта (чăвашсем ытларах тĕпленсе пурăнаканнисенче вуншар, çирĕмшер... хут!) пулса экономика, политика, ял хуçалăх, промышленность, вĕрентӳ, культура, спорт, социаллă пурнăç ыйтăвĕсемпе тĕрлĕ материалсем калăпларăмăр. Облаçри чи хастар чăвашсен ĕçĕ-хĕлне хаçат страницисенче çутатса патăмăр. «Канаш» хаçат журналисчĕсене нумайрах пулнă ялсенче йыттисем те палла пуçларĕç пулĕ!
Çапла, пурнăç улшăнса пырать. Апла пулсан - çынсем те. Вĕренӳ, культура, спорт... шайĕнче. Çакна эпир кашни тĕл пулура туятпăр. Эпир, чăвашсем, çак чĕрĕк ĕмĕр хушшинче ытти наци çыннисем хушшинче самай çӳллĕ шая çĕклентĕмĕр: пирĕн ĕçченлĕхрен, культурăран, вĕренӳ шайĕнчен.

Текста малалла вулăр...

ÇИЛ ÇУНАТЛĂ УРХАМАХ, ÇУЛ ПУÇЛАТĂН ЭС, ТАВАХ!

Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп.
Тăвансем, тăвансемех пулар.
Тăнăç пурнăç, малашлăх сунатăп,
Пĕр-пĕрне ыр сунса йăл кулар!
 
Çапла, çул хыççăн çул иртет. Пĕр сисĕнмесĕр. Анчах сирĕнпе пĕрле чухне кăна, хисеплĕ вулакансем!
Эсир пирĕн чи çывăх туссем, тăвансем пулнине 2013 çулта сиртен 350 материал (хыпар, сăвă-калав, сăн ӳкерчĕк…) илни ĕнентерӳллĕн çирĕплетет. Вĕсенчен икçĕр аллăшĕ хаçатăмăрта кун çути курчĕ. Çирĕм пиллĕкĕшĕпе çеç тĕрлĕ сăлтавсене пула усă кураймарăмăр. Ыттисем 2014 çулта пичетленĕç.
2013 çулта «Канаш» хаçатпа çыхăну тытнă хастарсене ытти вулакансем пĕлмеллех. Акă вĕсем: А.Григорьев, А.Агафонов, Е.Арланова, П.Андрихов, Н.Анфимов, В.Андрихова, Н.Антонова, Т.Азанов, В.Архипов, А.Ашкеров, А.Белова, А.Байдеряков, А.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔЛЛЕ ÇĔКЛЕНСЕ ВУТ КАЙĂКЛА ВĔÇĔР!

Çак сунăм Сире, хисеплĕ вулакансем, 2012 çул çитнĕ ятпа!
 
Эсир питĕ нумайăн, 2011 çулта «Канаш» хаçатпа çыхăну тытнăскерсем:
А.Ашкеров, Е.Арланова, В.Архипова, Е.Алеева, М.Аляпкин, С.Асамат, Н.Антонова, М.Авасев, М.Алёшкина, А.Алякина, Д.Азанов, А.Богатов, З.Брюхина,А.Белова, З.Бородина, Т.Брыляева, С.Борисова, Н.Васильева, К.Ворошнина, В.Власова, М.Волынщикова, А.Волынщикова, Е.Вергайкина, В.Вериялов, М.Великанова, А.Григорьев, И.Гордеева, В.Горячева, М.Горячев, В.Деменкова, Л.Данилов, П.Долгов, С.Дьяконов, И.Давыдова, Н.Еремеев, Г.Ждыханова, Л.Ибукова, М.Ильина, Н.Иванова, И.Иванюкова, Н.Казаков, И.Кашеева, И.Капитонова, Г.Кĕмĕл, А.Карабаев, В.Коновалов, А.Коновалова, А.Карсакова, И.Кирпичников, О.Киверова, В.Киверова, Н.Кирюшин, Н.Кадебин, Т.Краснова, Г.Кондратьев, И.Карасев, К.Козлова, Г.

Текста малалла вулăр...

ÇУЛÇĂ ТĂКĂНАТЬ КĔРКУННЕ

«КАНАШ» ХАÇАТ ПОЧТИ «ЧУХĂНЛАНЧĔ»
Кашни виçĕ уйăхра редакцие 150 ытла материал килетчĕ пулсан 2011 çулăн виççĕмĕш виçуйăхлăхĕнче, хисеплĕ ентешĕмĕрсем, эпир сиртен 45 корреспонденци, сăвă-калав анчах илтĕмĕр. Паяна вĕсенчен 29-шĕ хаçатра хăйсен вырăнĕсене тупрĕç, ыттисене каярахпа пичетлеме хатĕрлесе хунă.
 
Хаçат почти «чухăнланни», паллах, кĕрхи ĕçсемпе те çыхăннă пулĕ: çĕр ĕçченĕн çыру ĕçĕпе аппаланса ларма вăхăчĕ те сахалтарах – кăçал ăнса пулнă ял тата хушма хуçалăх культурисене тирпейлĕ те çухатмасăр пухса илсе хĕл пӳлмине хывмалла. Апла пулин те, чи хастартараххисем «Канаш» çинчен те манса каймарĕç – çырсах тăчĕç. Инна Романтеева, Михаил Аляпкин, Нина Панкратьева, Николай Кирюшин, Светлана Ярославская, Виктор Симаков, Александр Аннин, Нина Антонова, Роза Макарова, Светлана Асамат, Анатолий Юман, Лаврентий Данилов, Геннадий Улюкин, Николай Казаков, Виталий Станьял, Галина Никитина, Николай Розов, Нина Васильева, Валентина Тарават, Анна Никонорова, Серте Мишши, Алексей Ашкеров, Валентина Деменкова, Ирина Давыдова, Борис Улендеев, Александр Пешне, Ирина Иванюкова, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсем ( Вероника Горячева, Максим Горячев, Евгений Маркелов, Дмитрий Орлов, Анастасия Садовникова, Ольга Киверова, Алёна Волынщикова, Сергей Дьяконов, Татьяна Краснова), Ирина Капитонова, Николай Кадебин, Наталия Иванова, Лидия Ярославская, Зинаида Бородкина, Мария Селендеева, Владимир Вериялов материалĕсем утă-авăн уйăхĕсенче пичетленсе хаçата пуянлатрĕç.

Текста малалла вулăр...