Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Маçтăр аллинчи тăм

Ульяновскри 25-мĕш шкулти «Халăх ĕçĕсем» пĕрлешĕвĕн ертӳçин Галя Елисееван ятлă куравĕ иртрĕ. Унта маçтăр тĕрлĕ тематикăпа тăмран хатĕрленĕ кӳлепесем, илемлĕ теттесем тăратнă. Куравпа паллашма ĕçтешĕсем, шкул ачисем, чи çывăх юлташĕсем килсе çитнĕ.
Галя Георгиевна ку вĕренӳ çуртĕнче вунă çул ĕçлет, ачасене тăмран теттесем ăсталама тата илемлетсе ӳкерме вĕрентет. Шăпăрлансем хаваспах кружока çӳреççĕ, пултарулăх ĕçĕпе йăпанаççĕ. Çакăн тупсăмĕ акă мĕнре: Галя Елисеева хăйĕн ĕçне чун-чĕринчен парăннă ӳнерçĕ, вĕрентекенĕн хавхаланăвĕпе çĕкленӳлĕхĕ вара ачасене куçать. Ун урокĕсенче ларсан, ачасем епле тăрăшса ĕçленине курсан самантрах ӳнер тĕнчин асамлă вăйне ĕненме пуçлатăн.
Галя Георгиевна чăваш ялĕнчи йышлă çемьере ӳснĕ. Унпа юнашар яланах аван, ырă кăмăллă çынсем – амăшĕ, кукамăшĕ, ашшĕ тата аккăшсем — пулнă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи çинчен

Чăваш чĕлхи, улăп слон пек катмарскер, сыпăкран сыпăка куçса ĕмĕртен ĕмĕре пырать. Лискасем ăна малалла мăнаçлăн утса историллĕ ĕçне тума чăрмантарасшăн, çĕтнĕ сассисемпе нăйкăшса вĕреççĕ. Вĕсем чăваш чĕлхине пĕлмеççĕ, ун илемне туймаççĕ.

Чĕмпĕрсен ĕçĕ-шывĕ курăмлă

(Пухура тухса каланинчен)
Чăваш Республикинчи районсенчи ăсчахсен йышĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласан вĕсем йышпа тан марри тата тан ĕçлейменнине палăртмалла. Акă ăсчахсене районсемпе регионсем тăрăх уйăрса тухнă список. Йышлисем – Элĕк, Муркаш, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсем. Вĕсен ĕçĕсем те курăмлă. Район энциклопедийĕсене те кăларчĕç. Паха энциклопедисем. Уйрăммăн кăларнă кĕнекесем те вĕсен сахал мар.
Çитес пухусемпе ларусенче пĕр-пĕр район ăсчахĕсен шайлавĕсене (отчёчĕсене) итлеме пăрахас çук. Ку лайăх йĕркеччĕ – иртнĕ çулсенче Чĕмпĕр тата Пушкăртстан филиалĕсем тата ял хуçалăх, географи, ономастика секцийĕсем хăйсен шайлавĕсемпе савăнтарнăччĕ.
Халăх академийĕн филиалĕсенчен Чĕмпĕрпе Пушкăртстан филиалĕсем тӳрех уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем йышлă, хастар.

Текста малалла вулăр...