Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Лотерея вылявне ирттертĕмĕр

Пирĕн редакци «Канаш» хаçат çырăнакансем хушшинче кашни çур çултах лотерея ирттерет. Парнесем те пĕчĕккисем мар.
2017 çулхи 1-мĕш çурçуллăха облаçри чăваш хаçатне çырăннисем хушшинче лотерея ирттересси пирки те маларах пĕлтернĕччĕ, унта хутшăнма кăмăл тăвакансене абонемент хучĕ-сене е вĕсен ксерокопине ярса пама ыйтнăччĕ. Вылява хутшăнса парне илме ĕмĕтленекенсем çулсерен ӳссе пыраççĕ. Хальхинче выляв тĕлне редакцие 114 абонемент килчĕ.
Лотерея нарăсăн 21-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре редакцире пулчĕ. Ăна тӳрĕ кăмăлпа ирттерме пирĕн пата «Канаш» хаçатăн тусĕсем, Ульяновскра пурăнакан В.В. Нестеров, Л.В. Кузнецова, А.П. Мусаткина, В. В. Игнатьева килсе çитрĕç. Пире пулăшнăшăн вĕсене чĕререн тав тăватпăр.
«Ульяновская правда» издательство çурчĕ чăваш хаçатне çырăнакансем хушшинче выляттарма хальхинче 7 парне пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ вулакансем!

2017 çула хаçата çырăнма ĕлкĕреймерĕр пулсан ан пăшăрханăр. Ăна мартăн 20-мĕшчен çырăнсан апрельте сирĕн киле «Канаш» килсе тăма пуçлĕ. Çакна тăванăрсене, кӳршĕрсене, хăвăр паллакан чăвашсене пĕлтерĕр.
 
Хакĕ: 1 уйăха – 49 тенкĕ.
 
ххх
 
«Раççей почти» февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 31-мĕшĕччен 2017 çулхи 2-мĕш çурçуллăха хаçат-журнала срокран маларах çырăнтарас тапхăр пуçланнине пĕлтерет.
Апла пулсан пирĕн «Канаш» хаçата та паянах çырăнма май пур. Ăна почтăна кайса тата почтальонкăсем урлă çырăнма пулать. Хакĕ:
 1 уйăха – 43 тенкĕ те 95 пус*
 6 уйăха – 263 тенкĕ те 70 пус.
 
Индекс – 54850
 
«КАНАШ» хаçатпа пĕрле пулăр, пурнăçран кая ан юлăр!

Текста малалла вулăр...

"Канаша" килĕштерсе вулаççĕ

Чартаклă районĕнчи Уçăрккара пурăнакан Р. В. Абдулкина тата Чартаклăра тĕпленнĕ Н.П. Чернова – «Канаш» хаçатăн лотерея вылянтарăвĕн çĕнтерӳçисем. Иккĕшне те кĕнеке тухрĕ: Роза Валентиновнана - Николай Ларионовăн «Вут хӳре», Нина Петровнана – «Императоры России».
Иккĕшĕ те вĕсем Тутарстан Республикинчне çуралса ӳснĕ, Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ.
- «Канаш» хаçат пирки эпĕ унчченех илтнĕ, ман шăллăм тата кукка унпа питĕ туслă. Хам вара пуçласа темиçе çул каялла Çĕнтерӳ паркĕ-нче иртнĕ Акатуйра çырăнтăм. Питĕ килĕшрĕ. Унтанпа çырăнмасăр юлман. Калавсемпе сăвăсене савăнсах вулатăп. Эп çамрăкранах юрлама юрататăп. Халĕ те вырăс ансамбльне çӳретĕп. Шел, пирĕн чăваш ушкăнĕ çук. Çавăнпа почтальонка хаçат кӳрсе парсан чи малтан саккăрмĕш страницăра юрă шыратăп,- терĕ Р.В. Абдулкина.

Текста малалла вулăр...

Парнесем вылянтартăмăр

Пирĕн редакци «Канаш» хаçата çырăнакансем хушшинче кашни çур çултах лотерея ирттерет. Парнесем те пĕчĕккисем мар. 2016 çулхи 2-мĕш çурçуллăха облаçри чăваш хаçатне çырăннисем хушшинче лотерея ирттересси пирки те маларах пĕлтернĕччĕ, унта хутшăнма кăмăл тăвакансене абонемент хучĕсене е вĕсен ксерокопине ярса пама ыйтнăччĕ. Выляв кунĕ тĕлне редакци 76 абонемент илчĕ.
Лотерея çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре редакцире иртрĕ. Ăна тӳрĕ кăмăлпа йĕркелеме Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Ульяновскра пурăнакан Марина Владимировна Федорова (Грушина) пулăшрĕ. Алли çăмăл унăн. Виç-тăватă çул каялла «Народная газета» йĕркеленĕ лотерея вăййинче вăл телевизор выляса илнĕ. Эпир Марина Федорована пире пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр.
Ку çурçуллăхри лотерейăна хутшăннисенчен выляса илекенсем çаксем пулчĕç:
1.

Текста малалла вулăр...

Лотерея вылявĕ иртрĕ

«Канаш» хаçата 2016 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха çырăннисем хушшинче лотерея вылявĕ ирттересси пирки эпир пĕрре кăна мар пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Тавах пирĕн хаçата тĕплĕ вулакансене, лотерея вылявне 94 çын абонемент ярса пачĕ.
«Ульяновская правда» Издательство çурчĕ» «Канаш» хаçата пилĕк парне уйăрчĕ. Палăртнă кун, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, шăп та лăп 12 сехетре выляв иртрĕ. Лотерея ирттернĕ çĕре пирĕн обществăлла корреспондент Петр Рахманов тата Луговой ялĕнче пурăнакан вулаканăмăр Валентина Лудина хутшăнчĕç.
Парнесене çак абонементсем выляса илчĕç:
З.И.Угарина (Ульяновск, Цветочная переулокĕ) – «Аквафор» фильтр*
Г.А.Аюгина (Ульяновск, Фестивальный бульварĕ) – алшăлли пуххи*
Нина Кузнецова (Ульяновск, Созидательсен проспекчĕ) – электробритва*
Л.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ вулакансем!

Редакци 2015 çулхи 2-мĕш çурçуллăха «Канаш» хаçат çырăннисем хушшинче лотерея ирттерчĕ. Унта пурĕ 65 квитанци ярса панăччĕ.
Парнесем çаксене лекрĕç:
З.М.Рейтер (Çĕнĕ Ульяновск) – термос*
П.Ю.Палюшин (Ульяновск) – «Разные дни войны» кĕнеке, авторĕ К.Симонов*
В.Ф.Шуреков (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш) – цифрăллă фоторамка*
О.Г.Вириялова (Ульяновск) – бандаж*
А.И.Мостякова (Чăнлă районĕ, Ирçел) – электрочейник*
М.Н.Уткина (Ульяновск) – «Канаш» хаçат логотипĕпе футболка, ручка тата кĕнеке.
Саламлатпăр!
Парнесене редакцие килсе илмелле, хăвăрпа пĕрле паспорт пулмалла. Пирĕн адрес: Ульяновск, Лев Толстой урамĕ, 12-мĕш çурт. Автобус е трамвай чарăнăвĕ – «Сентябрĕн 12-мĕшĕ».

Хисепле вулакансем!

Паян эсир аллăра илнĕ «Канаш» хаçат номерĕ ыттисенчен урăхларах. Хальхинче унта 12 страница, вĕсенчен иккĕшĕ – вырăсла.
Мĕншĕн çакăн пек туса пăхма шутларăмăр-ха/ «Канаш» хаçатăн 25 çулхи юбилейĕ-нче Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.И.Морозов тиража ӳстермелле тесе каларĕ. Чăвашла вулайман чăвашсем валли 1-2 страница вырăсла çырса пăхмалла мар-ши текенсем те пулчĕç. Ун пек тусан, тен, вĕсем те çырăнма пуçлĕç текелерĕç. Паян вĕсен кăмăлне шута илсе çакăн пек хаçат кăларма шут тытрăмăр.
Хальлĕхе пĕрре кăна кăларатпăр, мĕншĕн тесен бюджет укçипе яланах ун пек тума май çук. Ку хаçат – çынсене кăтартмалли, чăвашсене шутласа пăхмалли. Шутламалăх пур вара кунта. 2015 çулхи 2-мĕш çурçуллăхра хаçат çакăн пек тухса тăтăр тесен кашни уйăхра 25 пин тенкĕ хушма укçа кирлĕ пулать. Ăна спонсорсем, реклама паракансем тӳлеме пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Телейлисенчен пĕри

«Канаш» хаçата çырăнакансем хушшинче пирĕн редакци кашни çур çулта лотерея ирттерет. Унта хутшăнас текенсен хаçата çырăнса илнине çирĕплетекен абонемент кăна ярса памалла. Юлашки лотерейăна 90 подписчик хутшăнчĕ, вĕсенчен улттăшĕ парне выляса илчĕ.
Телейлисенчен пĕри – Ульяновскра пурăнакан Вера Петровна Юманова.
Ăна стена çумне çакмалли сехет лекрĕ.
В.П. Юманова редакцие парне илме çурхи илемлĕ кун çутă хĕвел пек килсе кĕчĕ. Хаçатра ĕçлекенсене уявпа сăвăласа саламларĕ.
Вера Петровна 44 çул пульницара медицина сестринче вăй хурать. Юлашки вăхăтра Поливно поселокĕнчи стационарта çынсене сиплет.
-«Канаш» хаçата нумай çул çырăнатăп. Малашне те çырăнсах тăрасшăн. Çĕнĕ номере алла илсен малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухатăп.

Текста малалла вулăр...

Тăвансем!

 
Облаçра февралĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 7-мĕшĕччен «Подписчик вунăкунлăхĕ» иртет. Çак тапхăрта хаçат-журнал хакĕ палăрмаллах чакать.
Пирĕн хаçат хакĕ те чакнă. 2015 çулхи 2-мĕш çурçуллăха «Канаш» хаçата çырăнса илес тесен 1 уйăха 41 тенкĕ те 13 пус тӳлемелле пулать, 6 уйăха вара – 246 тенкĕ те 76 пус. Кайран хаçат хакĕ ӳсĕ, 274 тенкĕ те 20 пус пулĕ.
Индекс – 54850
Почтăна васкăр!

Хаклă вулаканăмăрсем!

Сирĕн валли ырă хыпар – область тата «МедиаЦентр» пуçлăхĕсем чăвашсене пысăк парне тăваççĕ! 2014 çулхи январьтен вара «КАНАШ» хаçатăн сакăр страници те тĕрлĕ тĕспе тухма пуçлать!
Апла пулсан сирĕн малтанхи хакпах çĕнелнĕ, илемленнĕ хаçата çырăнса илме май пур.
2014 çулхи 1-мĕш çурçуллăха хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр декабрĕн 25-мĕшчен пырĕ. Çак вăхăтра эсир почтăна кайса е почтальонкăсем урлă пирĕн хаçата çырăнма пултаратăр.
 
«КАНАШ» хаçат хакĕ:
1 уйăха – 29 тенкĕ те 00 пус;
6 уйăха – 174 тенкĕ те 00 пус.
Индекс – 54474
 
Тăванăмăрсем, чăваш хаçачĕсĕр ан юлăр! Çакăн пирки кӳршĕрсене, пĕлĕшĕрсене, тăванăрсене те пĕлтерĕр!
Пирĕнпе пĕрле пулнăшăн тавах сире!

Текста малалла вулăр...

«Канаш» хаçата çырăнма сĕнетĕп

Пирĕн тăрăхри хăш-пĕр чăваш чĕрене ыраттарма пăрахмасть-ха. Сăмахăм «Канаш» хаçата çырăнтарас пирки пырать. Паллакансене чăваш хаçачĕ пирки сăмах хускатсан куçĕсене тартаççĕ, хирĕç пулсан та вырăсла калаçма тытăнаççĕ. Çакă чунăма питĕ хурлантарать. Вара вĕсенчен ним каламасăрах пăрăнса утатăп. Паллах, пурте çапла хăтланмаççĕ.
Çĕртмен 2-мĕшĕнче пирĕн Языково посёлокĕнче манăн чи юратнă уяв – Пушкин кунĕсем — иртрĕ. Ку куна пирĕн тăрăхра питĕ юратаççĕ. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах, мĕн чухлĕ юрă-ташă янăрарĕ çак кун. Эпĕ уяв иртекен парка чи малтан çитсе лартăм: халăх савăннине курма, уçă сывлăшпа сывлама.
Пирĕн кунта матаксем питĕ нумай. Чăвашсем пĕр çĕре пухăнтăмăр та ют пек мар, тăвансем пек шăкăл-шăкăл калаçрăмăр. Пĕри те вырăс сăмахĕ кăлармарĕ. Нина Барышева, Раиса Макарова, Нина Саранцеван кинĕпе ывăлĕ Светланăпа Юра питĕ кăмăла кайрĕç.

Текста малалла вулăр...

Редакци парнисене тивĕçрĕç

Аслă Нагаткинти почтамтра апрелĕн 19-мĕшĕнче «Подписчик кунĕ» иртрĕ. Унта хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов хутшăнчĕ.
Ытти хаçат-журналпа пĕрлех кунта 2013 çулхи 2-мĕш çурçуллăха «Канаша» çырăнакансем те пулчĕç. Сăмахран, Кунтикав çĕрĕ çинче ĕçлекен Л.В.Еленкин фермер хăй патĕнче вăй хуракан чăвашсене çулсерен 15 экземпляр çырăнса парать. Хальхинче те вăл çакăн чухлех çырăнчĕ. Çакăншăн тав туса эпир редакци ятĕнчен Леонид Владимировича хăйне тӳлевсĕр абонемент парнелерĕмĕр. Çаплах пирĕн хаçата кашни çул вуласа тăракансене те — Елена Николаевна Кузьминана тата Юрий Петрович Яковлева — çакăн пекех чысларăмăр. Ольга Николаевна Корпусова та парнене тивĕçрĕ.
Ю.П. Яковлев пирĕн хаçата çапла хакларĕ: «Эпĕ Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ, вулама ачаранах юрататăп.

Текста малалла вулăр...

Тăванăмăрсем!

Эпир «Канаш» хаçата 2013 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха çырăнса илнине çирĕплетсе редакцие абонентсене ярса панă вулакансем хушшинче лотерея вăййи ирттертĕмĕр. Парне – пылесос – Ульяновскра пурăнакан Лаврентий Иванович Данилова лекрĕ. Саламлатпăр!
***
«Канаш» хаçата пĕрремĕш номерĕнченех çырăнса илетĕп. Хальхинче пĕр кĕтмен çĕртен редакци парнине тивĕçлĕ пултăм. Тăван чĕлхене манар мар! Облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне çырăнар!
Çырăнар-ха «Канаша» –
Парне пултăр чăваша!
Лаврентий ДАНИЛОВ.
 
Хаçата 2013 çулăн 1-мĕш çурçуллăхне почта уйрăмĕнче тата почтальонсем урлă кашни уйăхрах 20-мĕш числоччен çырăнса илме пулать. Пĕлĕшĕрсемпе юлташăрсене, тăванăрсене çырăнтарма ан манăр. Пурнăçри пĕтĕм хыпара пĕлсе тăрăр!

Текста малалла вулăр...

Юлташĕшĕн савăнать

 
Ульяновск районĕнчи Теччĕ ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевна Мулендеева редакцие пĕр тĕллевпе килнĕччĕ: Карсун районĕнчи Языковăра пурăнакан чăваш хĕрарăмĕн Нина Антонован «Канаш» хаçата çырăннисем хушшинчи лотерейăра выляса илнĕ парнине илме.
- Темиçе çул каялла пульницара ăнсăртран паллашрăмăр Нина Антоновапа. Иксĕмĕр те пĕр тăрăхра çуралса ӳснĕ: эпĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра, вăл – Паснапуçĕнче. Унтанпа вунă çул ытла иртрĕ. Тăван пекех çывăхлантăмăр - кашни эрнерех пĕр-пĕринпе шăнкăравласа калаçатпăр. Ун патне вăхăт тупса кайкаласа та çӳретĕп. Вылявра Нина Антонова çĕнтернипе хам та савăнтăм. Хăй тухса çӳрейменнипе парнене кунта килсе илме мана шанчĕ, - терĕ вăл именерех.
Зоя Мулендеева 1987 çултанпа Теччĕ ялĕнче пурăнать. Куçса килнĕренпех фермăра ĕçленĕ, 2011 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, унччен 25 çул пăру пăхнă.

Текста малалла вулăр...

ентешĕмĕрсем!

«Подписчик декадинче» выляса илнĕ парнесем хăйсен хуçисене тупрĕç. Халĕ çĕнĕ мероприяти пуçлатпăр.
Куннехинче «Канаш» хаçата 2013 çулхи 1-мĕш çурçуллăха хуть хăçан çырăннă пулсан та ăна çирĕплетекен абонементне е ун копине редакцие ярса пама юрать. Вĕсем хушшинче каллех лотерея ирттеретпĕр, çĕнтерӳçĕсене парнесем паратпăр.
Хаçата почта уйрăмĕнче тата почтальонсем урлă çырăнса илме пулать. Пĕлĕшĕрсемпе юлташăрсене, тăванăрсене çырăнтарма ан манăр. Пурнăçри пĕтĕм хыпара пĕлсе тăрăр!
2013 çулхи 1-мĕш çурçуллăха хаçат-журнал çырăнтармалли тĕп тапхăр пырать.
«Канаш» хакĕ: 1 уйăха – 26 тенкĕ те 58 пус; çурçуллăха – 159 тенкĕ те 48 пус.
Пирĕнпе пĕрле пулăр, облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕсĕр ан юлăр

Нина ЯРУСКИНА: «Канаш» хаçата çырăнăр, унта мĕнпур кирлине тупатăр!»

«Канаш» хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир вулакансем хушшинче лотерея вăййи ирттерни çинчен, парнене –микрохумлă кăмакана—Ульяновскра пурăнакан ентешĕмĕр Нина Павловна ЯРУСКИНА выляса илни çинчен çырнăччĕ. Парне илме килнĕ телейлĕ ентешĕмĕр паян – редакци хăни.
 
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Сахалинта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вуникĕ ачаран тăваттăмĕш ӳснĕ. Нумай ачаллă тесе пире Тагайри интерната панă. Саккăр пĕтерсен Вăта Тимĕрçенти интерната куçарчĕç. Ӳссен Анат Тимĕрçен каччипе çемье чăмăртаса 1982 çулччен ялта пурăнтăмăр. Ялти хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлеме тиврĕ. Эпĕ пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Мăлатук тытса пăта çапасси, кирпĕч хурасси маншăн ним те мар. Хулана куçса килсен (вăл тĕле пирĕн виçĕ ача ӳснĕччĕ ĕнтĕ) хамăра çурт тунă чух кине те кирпĕчрен стена купалама вĕрентрĕм.

Текста малалла вулăр...

Сире парне кĕтет!

"Канаш" хаçата иккĕмĕш çурçуллăха çырăнтарас ĕçĕн тĕп тапхăрĕ вĕçленсе пырать.
Хаçата почта уйрăмĕнче тата почтальонсем урлă çырăнăр. Пĕлĕшĕрсемпе юлташăрсене, тăванăрсене çырăнтарма ан манăр. «Канаш» хаçата çырăннине çирĕплетекен квитанцие июнĕн 30-мĕшчен пирĕн редакцие ярса памалла. Вĕсен хушшинче лотерея вылянтаратпăр. Телейлине редакци парни лекĕ.
Хакĕ: пĕр уйăха – 27 тенкĕ;
ултă уйăха – 162 тенкĕ.
Индексĕ – 54474

Çĕнтерӳçе – «Нокиа» телефон!

Пирĕн редакци 2012 çулхи 1-мĕш çурçуллăха «Канаш» хаçат çырăннисем хушшинче лотерея ирттернĕччĕ. Ун çĕнтерӳçи Чăнлă районĕнчи Хирти Анникав ялĕнчен З.Аввакумова пулчĕ.
Çак кунсенче Зоя Григорьевна редакцие кĕрсе хăйне тивĕçнĕ парнене – «Нокиа» сотовăй телефон – илсе кайрĕ.
Çĕнтерӳçе саламлатпăр!
Ытти вулакансене вара асăрхаттаратпăр: тепрехинче «Канаш» хаçата çырăннине çирĕплетекен абонента редакцие ярса парсан ун вырăнĕнче эсир пулма пултаратăр!

тăванăмăрсем!

"Канаш" хаçата паян Интернет урлă çырăнса илме май пур.
2011 çулта www.vipishi.ru (выпиши.рф) сайтра Интернет-лавккан – «МАП» тулли мар яваплă обществăн çĕнĕ проекчĕ хута кайрĕ.
Ку проект пичет хатĕрĕсен тиражне ӳстерме пулăшать. Тĕллевĕ – хаçат-журнал çырăнакансене кирлĕ массăллă информаци хатĕрĕсене Интернет урлă on-linе йĕркипе çитерме, уншăн тӳлеме май парасси.
Хаçат çырăннăшăн «ON-LINЕ çырăнтарăвĕн каталогĕ» урлă – VISА/MаstеrСаrd тӳлев карттипе QIWI терминалĕ урлă е WеbMonеу электронлă пурлăхпа тӳлемелле.
Çавăн пекех хăвăрăн издательство çурчĕн сайчĕ çине «ON-LINЕ çырăнтарăвĕн каталогĕпе» хаçат çырăнма пултарни пирки –гиперссылка тата баннер хăварăр. Эсир суйласа илнĕ хаçат www.vipishi.ru (выпиши.рф) сайт çинче вырнаçнине астăвăр.
***
Нарăсăн (февраль) 1-мĕшĕнче 2012 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕ валли срок çитичченхи çырăнтару тапхăрĕ пуçланчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасене «Канаш» хаçат çырăнтарса пачĕ

2012 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха «Канаш» хаçата çырăнтарас тапхăр хĕрсех пырать. Раштавăн 20-мĕшĕччен тата икĕ уйăх çеç юлчĕ. Шутлă кунсем хăвăрт иртсе каяççĕ.
Çакна шута илекенсем, хаçатăмăра юратсах вулакансем тахçанах почта уйрăмне кайса е почтальон урлă çырăннă ĕнтĕ. Вĕсене «Çырăнăр-ха», - тесе ӳкĕтлемелле мар. Вĕсене çакна тума наци туйăмĕ хистет. Телее, ентешĕмĕрсем хушшинче ыттисене хăй укçипе çырăнтаракансем те пур. Хула Думин председателĕн çумĕ П.К.Столяров Çĕнĕ хулари Культура центрне (64-мĕш шкул) çӳрекен 10 чăваш ачисене «Канаш» хаçат çырăнтарма укçа уйăрчĕ. Уншăн ăна пысăк тав. Хула Думин депутачĕ Н.Г.Абрамов та Чукун çул районĕнчи чăвашсене çулсерен хăй укçипе çырăнтарса тăрать. Çаплах Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Р.Н. Насуртдинов (унччен пуçлăх пулнă Н.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.