Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Космонавт çăкăрĕ

Ака уйăĕн 12-мĕшĕ – Космонавтика кунĕ. Чăвашсемшĕн вăл питĕ паллă кун, мĕншĕн тесен тĕнчери виççĕмĕш космонавт – пирĕн ентеш Андриян Николаев!
Космонавтика кунĕ пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин «Восток-1» караппа тĕнче уçлăхне тухнипе çыхăннă. 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 4-мĕш тĕлне 121 космонавт (СССР тата Раççей космонавчĕсем, вăл шутра 4 хĕрарăм, 34-шĕ вилнĕ) тĕнче уçлăхне хăпарнă.
Мускаври «Шереметьево» тата «Домодедово» аэропорчĕсенче космосра усă куракан апат-çимĕç тюбикĕсен аппарачĕсĕне лартнă. Вĕсене курсан пуçра: «Борща çăкăрсăр епле çимелле-ха/» - текен ыйту çуралать. Чăнах та, космонавтсем уçлăха çăкăр илнĕ-ши/ Кам тата ăçта пĕçернĕ ăна/
Çăкăр пĕçерекен промышленноçăн патшалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ 1932 çулта уçăлнă. Хальхи вăхăтра çăкăр пĕçерес тата макарон тăвас производствăпа çыхăннă техника, технологи, экономика, финанс тата экологи тытăмĕсенче тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

Шведсене çĕнтернĕренпе – 775 çул

Июлĕн 23-мĕшĕнче Нева çинчи çапăçусем иртнĕренпе 775 çул пулать. Ку вăрçă Александр Ярославич ертсе пыракан вырăс çарĕпе шведсем хушшинче пулса иртнĕ.
 
XIII ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕнче Раççей çийĕн Хĕвеланăç енчен хăрушлăх тухса тăрать. Раççейĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енне монголсем аркатсан Новгородпа Псков хулисен урăх ниçтан та пулăшу кĕтме пулмасть. Çакăнпа усă курса шведсемпе нимĕç рыцарĕсем вырăс çĕрĕсене çăмăллăнах тапăнса кĕрессе шаннă. Пĕрремĕш утăм шведсем тăваççĕ. Новгородра вĕсен планне тата вырăссене католиксен тĕнне ирĕксĕр йышăнтарма шутланине пĕлнĕ.1240 çулта çулла шведсен çарĕ (Биргер ертсе пынă) карапсемпе Нева шывне кĕрсе Ижоры пырĕнче чарăнать. Александр патне çырупа хăй çыннине ярать. Унта вăл çапăçусăрах парăнма ыйтать. Александр васкаварлă дружина пухать. Ытти çĕртен пулăшу кĕтме вăхăт юлманнипе вăл Новгородран хăй ирĕкĕпе пулăшма хатĕррисене пуçтарать.

Текста малалла вулăр...

Европа тăрăх – сиккипе

(Пуçламăшĕ 47-49-мĕш номерсенче.)
 
Бельги
Ку çĕршыв 1831 çулта кăна ытти çĕршывсене пăхăнма пăрахнă. Малтан вăл Бургунди герцогстви йышĕнче пулнă, 16-мĕш ĕмĕртен пуçласа Испани çине кĕнĕ, кайран — Франци тата Нидерланд çине. Унăн ячĕ те Кăнтăр Нидерланд пулнă. Çурçĕр тинĕс хурринче вырнаçнипе Бельгире çанталăк вылянчăк, çĕр тикĕс, чи çӳллĕ сăрт та 600 метр çӳллĕш кăна. Пысăк юхан шывсем – Шельда тата Маас. Кунти вăхăт Мускавринчен икĕ сехет кайра пырать.
Бельги территорийĕ 30 пин тăваткал çухрăм ытла, ку Ульяновск облаçĕнчен 7 пин сахалтарах. Пурĕ 10,8 миллион çын пурăнать. Çӳллĕ çуртсенче пурăнмаççĕ Европăра, йывăç тăрринчен çӳлерех пурăнсан хăйсене лайăх мар туяççĕ. Интереслĕ, хваттер калăпăшне Бельгире тăваткал матрпа мар, кубла метрпа виçеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск – çĕршыв авиацийĕн тĕп хули

Раççейĕн гражданла авиаци – 90 çулта
1923 çулхи нарасăн 9-мĕшĕнче Ĕçпе Сыхлăх канашĕн «О возложении технического надзора за воздушными линиями на Главное управление воздушного флота и об организации Совета по гражданской авиации» йышăнăвĕ тухнă. Çак куна Раççейĕн гражданла авиацийĕн кунĕ теме палăртнă.
2011 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Ульяновск облаçĕнчи гражданла авиаци ĕçченĕсен кунне çулсерен нарăсăн 9-мĕшĕнче паллă тăвасси пирки йышăну кăларнă.
Кăçал Ульяновскра нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей авиацийĕ 90 çул тултарнине халалланă мероприятисем чылай ирттерме палăртнă. Унсăр пуçне нарăсăн 9-мĕшĕнче гражданла авиацийĕн аслă авиаци училищинче Совет Союзĕн Геройĕсен палăкĕн проекчĕ тата Асăну хăми умне чечексем хурĕç, хăтлав ирттерĕç.

Текста малалла вулăр...

Каша ачисене – Сталинград вăрçи çинчен

Нарăсăн 4-мĕшĕнче ялти вулавăшра Сталинград хулинче тăшмана аркатнăранпа 70 çул çитнине халлалласа мероприяти иртнĕ. Йĕркелекенсем — Алевтина тата Владимир Грузинсем, вулавăш ĕçченĕ Галина Альшейкина.
Шкул вĕрентӳçисем 4 тата 5-мĕш класс ачисене Сталинград хулишĕн иртнĕ хĕрӳ çапăçусем çинчен каласа панă. Истори вĕрентӳçи Владимир Владимирович экран çинче вăл вăхăтра ӳкернĕ историллĕ кинофильм кăтартнă.
Ялти хисеплĕ ветеран, çыравçă Нина Васильева ачасене çак вăрçа халалласа çырнă сăввине вуланă. Унсăр пуçне вăл хăй пăятамĕ Александр Алексеевич Васильев Сталинградри çапăçусене хутшăнни çинчен каласа панă. Вăрçăра вăл танкист пулнă. Ялти пĕрремĕш механизатор, вăрçăччен Унтăрти механизаторсен шкулĕнче вĕрентнĕ.
Пĕр çапăçура вăл тăшмансен «хĕскĕчне» лекет.

Текста малалла вулăр...

Хулана тăшмана паман

Совет çарĕ Сталинградра çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ
 
Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем1942 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнчен тытăнса 1943 çулхи нарăсăн 2-мĕшчен – 200 кун пынă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче урăх нимĕнле çапăçу та хăрушлăхĕпе унпа танлашаймасть.
Нарăсăн 2-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Сталинград хулине хӳтелекен ветерансене саламланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 30 çул ячĕллĕ лапамри Нихçан сӳнми çулăм умне чечек çыххи хунă. «Нарăсăн 2-мĕшĕ вăл Совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе мухтанни, мăнаçланни кăна мар, хулана тăшман аллине парас мар тесе хăйсене шеллемесĕр пуçĕсене хунисемшĕн хурланмалли, асăнмалли кун»,- тенĕ вăл.
Кĕске истори.
Çак стратегиллĕ хула Гитлера питĕ кирлĕ пулнă. Пĕрремĕшĕ — вăл Атăл шывĕ хĕрринче вырнаçнă, индустри тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă, çывăхрах Раççейĕн тĕп вырăнĕпе çыхăнакан чукун тата шыв çулĕсем.

Текста малалла вулăр...

Чăваш пичечĕН кунĕ

Çулсерен кăрлачăн (январь) виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Чăваш пичечĕн кунне паллă тăваççĕ. Ку профессилле уяв — журналистсен, полиграфистсен, пичет продукцине салатакансен, çивĕч перо ветеранĕсен ĕçне сума суни, çаплах тата вулакансене хисепленине кăтартакан уйрăм паллă та. Кăçал Чăваш пичечĕн кунне кăрлачăн 20-мĕшĕнче уявларĕç.
Наци пичечĕн пуххине упрамалли пĕртен-пĕр çурт, библиографийĕн урăх ниçта та тĕл пулман центрĕ Чăваш Республикин патшалăх Кĕнеке палати шутланать. Çулсерен Кĕнеке палатин фончĕсем çĕр-çĕр кĕнекепе, хаçат-журналпа тата ытти пичет продукцийĕпе пуянланаççĕ. Учрежденийĕн 2012 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Наци библиотекипе информаци фончĕн докуменчĕсемпе усă курнă, шута илнĕ, упранă чухне ырă тĕллевпе ĕçленине палăртса хăвармалла.
Кун çути курнă тата патшалăх сыхлăх çуртне кӳнĕ кĕнекесен хисепĕ 1 429 ятпа танлашать.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççи – манăн кукамай

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мелекесс тăрăхĕнчи ентешсем чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă турĕç. Çак ăшă тĕлпулура Ваççа Аниççин мăнукĕ Людмила Михайловна Смирнова та пурччĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Анисия Княгининан пилĕк ача пулнă: Анатолий, Николай, Валентина, Леонид, Константин.
Людмила Михайловна – Валентинан хĕрĕ.
«Кукамай пирĕн питĕ ăшă кăмăллă, унпа пĕрлех хăюллă хĕрарăмччĕ, - пуçларĕ калаçăвне Людмила Михайловна. - Нумай хĕн-хур тӳссе ирттернĕ вăл хăй ĕмĕрĕнче. Кукаçей вилсен пилĕк ачипе тăрса юлнă. Шкул ĕçне те пăрахман. Пултарулăх енĕпе те палăрнă. Ман алăра халĕ кукамай çырнă пĕр хайлавĕ те юлмарĕ – кивĕ хаçатсемсĕр пуçне. Йăлтах тĕрлĕ музейсене – Тимĕрçене, Шупашкара парса ятăм. Çемьепе, тăвансемпе ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкĕсене те музея кӳрсе патăм.

Текста малалла вулăр...

Çемйипех йĕркене сыхлаççĕ

Йĕркене сыхлакансем пирки – Польша публицисчĕ Януш Васильковский: «Час-часах таса мар ĕçе пурнăçлама таса алăллă çынсем кăна пултараççĕ», - тенĕ.
Полици ĕçне таса мар ĕçпе танлаштарать публицист, мĕншĕн тесен вĕсен кунĕпе «пурнăçри тасамарлăхпа» тĕл пулма тивет. Полицие никам та савăнăçпа пымасть. Апла пулин те хăшĕсем йĕркене сыхлас ĕçе çемйипе кӳлĕнеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем уйрăмах чăвашсемпе тутарсем хушшинче нумай. Çакăн пек çемьесенчен пĕри - Ульяновскра пурăнакан Верхеевсем: Сергей Петрович майор, Надежда Валентиновна капитан тата вĕсен ывăлĕ Александр Сергеевич, хальлĕхе стажёр.
-Çемьере чи малтан милицире эпĕ ĕçлеме тытăнтăм. Салтак хыççăн Ульяновскри электромеханика техникумĕнче илнĕ станоксен наладчикĕ специальноçпа «Гидроаппарат» заводра вăй хутăм. 1994 çулта милицие ĕçе кайма сĕнсен – килĕшрĕм.

Текста малалла вулăр...

Хăюлăх кăтартасси – арçын тивĕçĕ

«Эпĕ ачаранах çар çынни пуласшăнччĕ, яланах пакунсем йăтса çӳреме ĕмĕтленеттĕм»,-тет Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Управленийĕн Ульяновск хулинчи Чукун çул районне пăхса тăракан полици уйрăмĕн пуçлăхĕн пулăшаканĕ, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ, полици майорĕ Александр Токмаков.
 
Яшлăхри тĕллевĕн малтанхи пайне пурнăçлама май килеймест чăваш каччин. Пакунсене вара çакатех. Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсе пынă май чăваш çемйинче ӳснĕ пограничник контрактпа çартах хăварма ыйтса рапорт çырать. Командирсем те хирĕç пулмаççĕ Александр Токмаковăн татăклă шухăшне. Çар чаçĕн командирĕ, таджик çынни, темшĕн салтак йышăнăвне хапăл пулман. «Аса илмелли нумай. 1991 çулхи çурла (август) уйăхĕнче тупа турăмăр – виçĕ кунтан Совет патшалăхĕ арканчĕ. Малтанласа камшан-мĕншĕн çар тивĕçне пурнăçлани паллă марччĕ.

Текста малалла вулăр...

Хыпарсене ăçтан пĕлетĕр?

Авăнăн 8-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери журналистсен пĕршухăшлăх кунне паллă турăмăр. Çак куна уявлама 1958 çулта Бухарест хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери журналистсен IV форумĕнче йышăннă.
Танлаштару илсе кăтартам – ыран хаçат-журнал тухма пăрахать, радио калаçмасть, телевизор ĕçлемест, Интернетпа çыхăну татăлать. Еплерех кăмăл-туйăмпа çӳретĕр эсир çурт-хваттер тăрăх? Чăваш хаçачĕсĕр чăваш тĕнчи çинчен пĕлеймессине ăнланса илетĕр, çак çухатăва нумайлăха тӳсеймессине курса кичемлĕхе путатăр. Ав мĕн иккен вăл информаци! Информацин вăйĕ тем пек пысăк. Куллен шыравра журналистсем, куллен çул çинче.
Хыпар-хăнар, курав-итлев, Интернет тăвăлĕнче çухалса кайман-и тĕрлĕ çул ӳсĕмри ульяновецсем? Паян çынсем хăш информаци çăлкуçĕнчен «шыв» ăсаççĕ-ши? Массăллă информаци хатĕрĕсенчен хăшне килĕштеререх параççĕ?

Текста малалла вулăр...

Ялав кунĕ

Çурлан 22-мĕшĕ – РФ патшалăх ялавĕн кунĕ. РФ патшалăх ялавĕ виçĕ тĕслĕ тӳркĕтеслĕхсенчен тăрать. Çиелти – шурă, варринчи – кăвак, аялти – хĕрлĕ тĕслĕ. Ялавăн тăршшĕ сарлакăшĕн 3:2 чухлĕ.
 
XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурриччен Раççейĕн ялав пулман. Ăна 1668 çулта, Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче, «Орёл» ятпа ăсталанă пĕрремĕш çар карапне шыв çине антарсан çакнă. XIX ĕмĕрччен вăл флот культурин пĕр пайĕ пулса тăнă. Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав çĕр çине тинĕсри çулçӳревсем çĕнĕ вырăнĕсене уçсан куçнă. Унччен вырăс морякĕсем çыран хĕррине асăну хĕресĕсем лартнă.
1858 çулта шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава çакма чарнă. Сенатăн геральди департаменчĕ Раççей ялавне улăштарас ыйтăва çĕкленĕ. 150 çул хушшинче пирĕн çĕршыв ялавĕ нумай хутчен улшăннă.
1990 çулта правительство комиссийĕ çапла йышăннă: Раççей 300 çул ытла шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав айĕнче пурăннă, çавăнпа ăна калле май тавăрмалла.

Текста малалла вулăр...

Çул çинче инкексем ан пулччăр!

Çул çинче транспорт шучĕ ӳссе пынине çакă лайăх çирĕплетсе парать: Чăнлă районĕнче 28 пин çын пурăнать, техника шучĕ вара – 14 пин. Кĕскен каласан кашни икĕ çыннăн — пĕр техника.
Çитменнине, район урлă «Сызрань – Шупашкар» федераллă трасса иртсе каять. Çавăнпа та ГИБДД ĕçченĕсен (пуçлăхĕ О.Н.Мигулкин) ахаль ларма май çук. Кăçал районта 93 авари пулнă, вĕсенчен 16-шĕнче çынсем аманнă е вилнĕ.
- Сăлтавĕ – водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсни, - тет районти ГИБДДра административлă саккунсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен инспектор Д.Н.Кузнецов. – Уйрăмах ку енĕпе çамрăксем палăраççĕ. Вĕсемпе калаçма та йывăр, хăйсене пуçтах, чăрсăр тытаççĕ. Çынсем усалланса пыни сисĕнет.
Дмитрий Николаевич ку ĕçре 2004 çултанпа вăй хурать. Вăл малтан Ульяновскри экономикăпа право техникумне пĕтернĕ, кайран Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Текста малалла вулăр...

1812 çулхи вăрçă тата чăваш халăхĕ

2012 çула Раççей историйĕн çулĕ тесе палăртнă. Кăçалхи паллă датăсенчен пĕри – 1812 çулхи тăван çĕршыв вăрçи пуçланнăранпа 200 çул çитни. Вăл вăхăтра нумай нациллĕ Раççей çыннисем Наполеон ертсе пыракан француз çарне хăйĕн çĕрĕ çинчен хăваласа янă. Чăваш çыннисем яланхи çар тата Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула ополченийĕсен ретĕнче çав вăрçăра çапăçнă.
ЧР патшалăх кĕнеке палатинче 1812 çулхи тăван çĕршыв вăрçипе çыхăннă монографи тĕпчевĕсем, историксен ĕçĕсем чылай упранаççĕ. Унта чăвашсен паттăрлăхне çырса кăтартнисем те нумай.
Çак темăпа Т.К.Кириллова поэтăн, фольклористăн тата куçаруçăн 1911 çулта Хусанти тĕп типографинче пичетленсе тухнă «1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем» кĕнеки уйрăм вырăн йышăнать. Тарас Кириллов – революцичченхи нумай пичетленекен поэтсенчен пĕри. Вăл вĕрентӳçĕре, священикра ĕçленĕ май литература пирки те манман.

Текста малалла вулăр...

Сапăçăва Вăл çĕмрен пек кĕнĕ

Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле
 
Нарăсăн 9-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр, ăста çар пуçĕ, граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул пулать. Ун çинчен нумай сăмах-юмах çӳрет, художествăлла произведенисем, ăслăлăх кĕнекисем çырнă, юрăсем кĕвĕленĕ.
 
Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – А.В. Изоркин çырса хатĕрленĕ, Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Василий Иванович Чапаев» монографиллĕ тĕпчев ĕçĕ (1987 çул). Унччен В.И. Чапаев çинчен тĕплĕн каласа паракан кĕнеке пулман.
Василий Иванович 1887 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Аслă пиччĕшĕ Михаил каласа панă тăрăх, «Чапаев» хушамат вĕсен аслашшĕнчен — Степан Гавриловран – пуçланса кайнă.

Текста малалла вулăр...

Петĕр ХУСАНКАЙ: «Манăн сассăм та тĕнчешĕн юлĕ»

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ.
 
Петĕр Хусанкай 1907 çулта Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнă, амăшĕпе çеç ӳснĕ.
Пулас поэт тăван ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех чăваш сăвăçисен пултарулăхĕпе кăсăкланнă, вырăс литературин иксĕлми пуянлăхĕпе паллашнă. 1923 çулта Хусанти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ.
1924 çулта Шупашкарта «Сунтал» (халĕ «Ялав») журнал тухма тытăннă. Унăн малтанхи номерĕнчех Петĕр Хусанкайăн «Хĕвел тухрĕ», «Хресчен вăранĕ», «Ан айăплăр» пĕрремĕш сăввисем пичетленнĕ.

Текста малалла вулăр...