Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Рубин туйне паллă тунă

Аслă Нагаткинри пульницара паллашнă вĕсем – Люция Илямаковапа Василий Вражкин, Клинта çуралнă 19 çулхи пикепе Ирçелĕнче ӳснĕ 24 çулхи каччă. Кĕтмен паллашу хыççăн юрату туйăмĕ тĕвĕленнĕ, пĕр-пĕ-риншĕн тунсăхлани вăйлăрах та вăйлăрах сисĕнме пуçланă.
 
Çапла майпа 1977 çулхи августăн 30-мĕшĕнче çĕршывра тата тепĕр чăваш кил-йышĕ - Вражкинсен çемйи – чăмăртаннă. Сăпайлă туй туса ирттернĕ хыççăн çамрăксем Çĕпĕре Иркутск облаçне тухса каяççĕ. Çĕнĕ Игирма станцие ĕçе вырнаçаççĕ: Василий Николаевич водительте вăй хума тытăнать, Люция Ивановна – ачапа ларать.
- Эпир пурăннă станци пирĕн çемьерен кăшт кăна аслăрахчĕ. Килсе çитнĕ кун кунта пурăнакансем (ытларахăшĕ водитель-механизато рсем, инженерсем, вĕсен арăмĕсемпе ачисем) вăл 11 çул тултарнине паллă тăватчĕç. Ĕçтешсем хушшинче чăвашсем питĕ нумайччĕ.

Текста малалла вулăр...

Çума-çумăн – çитмĕл çул!

Ульяновскра пурăнакан Александра тата Михаил Картюковсем туй туса пĕрлешни ноябрĕн 21-мĕшĕнче 70 çул çитет! Çичĕ теçетке çул вĕсем çума-çумăн утаççĕ, пĕр сывлăшпа сывлаççĕ, пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ! Кун пек çемье нумай-ши пирĕн облаçра/
Иккĕшĕ те вĕсем Кивĕ Улхашра пĕр урамра çуралса ӳснĕ, пĕр шкула чупнă. 15 çулхи Михаил чиперкке Шура Куданована килĕштерсе пăрахать, чечексем парнелет. Çапла вĕсем туслăхĕ пуçланса каять. Çиччĕ пĕтернĕ хыççăнах каччă ялта тимĕрçĕре ĕçлеме пуçлать. Кăштах вăхăт иртсен тимĕрçĕ лаççине ял совечĕн председателĕ лашапа пырать те Михаила пĕрле лартса каять. Темех хăрушши çук иккен-- ял советĕнче ĕçлеме секретарь-делопроиз водитель кирлĕ пулнă ăна. Çапла чăваш ачи хут ĕçĕпе виçĕ çул ытла аппаланать.
-Эпĕ 1928 çулхи, Шура манран пĕр çул кĕçĕнрех. Эпĕ 19 çулта чухне туй туса çемье чăмăртарăмăр.

Текста малалла вулăр...

Мăян пашалăвĕн ĕмкĕчĕпе ӳснĕ

Анастасия Евсеева (хĕр хушамачĕ Ефремова) Языковăра 40 çул ытла пурăнать ĕнтĕ. Кунта килсе тĕплениччен вара пĕтĕм Çĕпĕр тăрăх пурăнса çӳренĕ.
Вăл 1921 çулта Аслă Аксу ялĕнче (халĕ вăл Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрет) Крещенкере çуралнă, çитес январьте 97 çул тултарать. Эпĕ пырсан ăна пахчаран чĕнсе кĕчĕç, вăл унта ĕçлетчĕ. Хăй çинчен çырма хаçатран килнине пĕлсен вара вăл çапла каларĕ: «Эпĕ икĕ эрне каялла тĕлĕк куртăм: ман çинчен кĕнеке çыраççĕ пек. Эсĕ килессе пулчĕ пуль вара...»
Наçтаç аппа, выçлăх çулĕнче çуралнăскер, çичĕ уйăхрах утса кайнă, анчах питĕ нушаллă ӳснĕ.
-Аттепе аннен 12 ачаччĕ, эпĕ чи асли. Анне тифпа чирлĕччĕ, çавăнпа кăкăр ĕмсе курман эпĕ. Кăштах ăнланакан пулсан вара чирлĕ выртакан аннене курсан эпĕ хăраса кайнă тет. Çуралсанах мăян пашалăвĕнчен ĕмкĕч туса панă мана.

Текста малалла вулăр...

70 çултан пĕртăванĕ тупăннă!

Ульяновскра пурăнакан Зинаида Кузнецован (хĕр хушамачĕ Нагорнова) хăйĕн шăпи те, йăх-несĕл тымарĕ те питĕ интереслĕ. Тӳрех каласа хăварар: Зинаида Порфирьевна – чăваш тĕнчинчи, Раççейри, пĕтĕм тĕнчери паллă скульпторăн Владимир Порфирьевич Нагорновăн аккăшĕ. Пирĕн калаçу çăмха сӳтнĕ пекех: мĕн чухлĕ сӳтетĕн – çавăн чухлĕ çиппи вăрăмланса пырать.
-Пирĕн атте – Порфирий Ильич Нагорнов1913 çулхи. Унăн амăшĕ – пирĕн асанне – Тутарстанри Çĕпрел районĕ-нчи Хулаçырми ялĕнчен, Ильмурзинсен йăхĕнчен. Çамрăк чухне атте ĕçлеме Инçет Хĕвелтухăçне – Хабаровск хулине тухса каять. Аслă вăрçă пуçлансан вара ăна çавăнтанах фронта илеççĕ. 1945 çулта вăл урине амантса пулин те çĕнтерӳпе тăван ялне – Чăнлă районĕ-нчи Пухтелне таврăнать. 1946 çулта авланать, Хулаçырминчен Ольга Федоровна Копьевана (1918 çулхи) качча илет.

Текста малалла вулăр...

Унра Иван Яковлевăн юнĕ юхать

Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Михаил Романовпа эпир телефон урлă темиçе çул каяллах паллашнăччĕ. Вăрçă ачи мана хăйĕн йăх-несĕлĕпе паллаштарма, çемье вăрттăнлăхне уçса пама пулнăччĕ. Октябрь уйăхĕн пĕр уяр кун эпĕ вĕсем патĕнче пултăм.
Михаил Егорович калаçăвне аякран тытăнчĕ, аслашшĕнчен пуçларĕ.
- Асаттен ашшĕне Çемен тесе чĕннĕ. Унăн ултă ача пулнă. Анчах пĕри вилнĕ. Пиллĕкĕшĕ Кашаран Кунтикава куçса тĕпленнĕ. Асаттен те пысăк çемье пулнă. Ăна Егор Михайлович тесе чĕннĕ. Эпĕ çуралсан мана Мишша ят панă та эпĕ Михаил Егорович пулса тăнă. Хам та кĕçĕн ывăла Егор ят патăм, вăл асатте ячĕпе çӳрет.
Ман умĕн тата икĕ Володя пулнă, шел, иккĕшĕ те вилнĕ. Анне сăмахĕпе, эпĕ Раштав каçĕ çуралнă. Çут тĕнчене килсенех вилнĕ. Çăлтăрлă, сивĕ каç аттепе анне мана тата кĕтесри турăша йăтса урама чупса тухнă, Турă Амăшĕнчен мана чĕртме тархасласа ыйтнă.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçа юратсан çулсем чăрмав мар

Зоя Петровна Петрюкова пирки эпир «Канаш» хаçатра çырнăччĕ. Ун чухне вăл Мелекесс районĕ-нчи Эврелĕнче пурăнатчĕ. Паян алла ручка тытса çак хастар та тĕлĕнмелле кинемей çинчен каллех çырма мана юлашки тĕлпулу хистерĕ.
Зоя Петровна – ватă педагог, ĕмĕрĕнчи 43 çулне ачасене çырма-вулама вĕрентес ĕçе панă. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче вăл çулĕсене пăхмасăр (89 çулта) маршрутка çине ларса И.Я.Яковлев палăкне уçнăранпа 10 çул çитнине халалланă митинга килчĕ! Паллах, халь Зоя Петровна Мелекесс районĕнче мар, Ульяновск çывăхĕнчи Лаишевка ялĕнче, пĕртăванĕн хĕрĕ патĕнче пурăнать. Пурĕпĕр. Вăл чăвашсене
çутта кăларакана, хăй вĕреннĕ шкула уçнă И.Я. Яковлева çак кун пуç таймасăр пултараймарĕ.
Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, шел пулин те, паянхи учительсенчен
пĕри те митинга килме вăхăт тупайман.

Текста малалла вулăр...

Пĕр-пĕрин тĕрекĕ пулсан...

Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕ-рçен ялĕнче пурăнакан Марина Анисимовнапа Петр Андреевич Молгачевсем – вăрçă ачисем. Вĕсем – хăрушă вăрçăн нушине чăтса ирттернĕ, ун хыççăнхи çулсенче Тăван çĕршыва ура çине çĕкленме пулăшакан ăруран.
Молгачевсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра вăй хунă. Петр Андреевичăн ĕç стажĕ 49 çул. Вăл ачаллах, 11 çултан пуçласа колхозра ĕçленĕ. Совет çарĕнче салтак тивĕçне (Венгри çĕршывĕнче тăнă, танк командирĕ, сержант пулнă) пурнăçласа таврăнсан шоферсен курсĕнче вĕреннĕ. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех аллинчен машина рульне яман. Вăл – Федераци шайĕ-нчи ĕç ветеранĕ.
Петр Андреевич 1940 çулхи чӳк уйăхĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнче вăл пĕчĕк ача пулнă пулсан та чи йывăр самантсем асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă.
- Вăрçă çулĕсенче ваттисене те, çамрăккисене те çăмăл пулман.

Текста малалла вулăр...

Атте вăрçăран таврăнни телей пулчĕ

Пухтел ялĕнче 94 çулхи Вера аппапа тĕл пулса калаçни нумайлăха асра юлĕ. Тăхăр теçетке çул урлă каçнă ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, пурнăçа хаклани, нумай нуша-терт курсан та никама ӳпкелешмесĕр асаилӳ авăрне путни хавхалантарчĕ.
 
– Аттем – Киркка, хам – Веркка, хушаматăм – Шубина, – терĕм эп шкулта иртнĕ ватăсен кунĕнче вĕренекенсене хампа паллаштарса. Вĕсем алă çупсах ячĕç. Манмаççĕ мана çамрăксем. Ак çапла пĕчченех пурăнатăп халь. Аппапа йысна вилчĕç. Шанчăклă пулăшакансем пур-ха. Тавах Генука (кӳршĕри Лидия тата Геннадий Шубинсем) мана куллен пулăшнăшăн, кăçал анкартие мотоблокпа сухаласа панăшăн. Мăшăрĕ кил-çурта тирпейлесе тăрать, урай çăвать, лавккана, почтăна кайса килет. Тăван аккан ывăлĕпе кин те – Клавдийăпа Геннадий Нагорновсем – ман пата йăпăрт кăна кĕрсе тухаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăхăрвунпиллĕке çитнине сисмерĕм те...

Елизавета Алексеевна Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă. Вăта Тимĕрçенти вăтам шкула пĕтерсен хĕр Куйбышеври (хальхи Самар) медицина училищине вĕренме кĕрет. Аслă вăрçă çулĕсенче вĕренĕвне Воронежри патшалăх медицина институтĕнче тăсать. Ĕç биографине Ульяновскри спецполиклиникăра тытăнать. Çав вăхăтрах область пульницин наврологи уйрăмĕнче ординаторта вăй хурать. 1949 çултан çак уйрăма ĕçлеме куçать. Вунă çул вăй хунă хыççăн ăна хуламăрти 1-мĕш пульницана куçараççĕ. Елизавета Фу-
рашова çав çулах 30 койка лартмалăх неврологи уйрăмне уçать. Ну-
май çул çак уйрăма ертсе пырать. Унпа пĕрлех ăна хулари сывлăх сыхлавĕн уйрăмĕн тĕп тухтăрĕн тивĕçне шанса параççĕ. 1969 çулта ентешĕмĕре Ульяновскри 1-мĕш поликлиникăри неврологи уйрă-
мĕн заведующине çирĕплетеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă ачисем

Çурт умне çитрĕм çеç – пахча алăкне уçса мана хирĕç кинемей тухрĕ. Вăл, ахăртнех, кил умĕнче сăнчăрта тăракан пысăк йытти вĕрнине илтнĕ пуль тесе шутларăм эпĕ.
«Хĕрĕм, эс кам патнеччĕ/» - илтĕ-нчĕ йăваш сасă. «Мана Клавди аппа кирлĕччĕ-ха... Анчикова», - васкасах хуравларăм çын тухнипе савăнса. Çурт хуралçи хам çӳллĕшех те, сасси самаях шиклентерет. «Эпĕ-ха вăл – эсир ыйтакан хĕрарăм, помидор калчине куçарса лартма тăпра илме тухнăччĕ те машина сассине илтсе урамаллах кармашса пăхма шутларăм», - терĕ мана пӳртелле иртме сĕнсе.
Клавдия Филипповна Анчикова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Вражкина) нумай çул фермăра ĕçленĕ, сысна пăхнă. Çемйине, мăшăрне юрама тăрăшнă. Упăшки, Николай Михайлович, колхозра завхозра, ферма пуçлăхĕнче тăрăшнă. Вĕсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕ-нтернĕ.
Паян вăрçă ачисем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.

Текста малалла вулăр...

Çĕпĕр нуши урлă тухнăскер

Вуннăмĕш теçеткепе пыракан П.В.Землемерова Ульяновскра 1962 çултанпа пурăнать, анчах кунта киличчен ун чылай терт-нуша урлă тухма тӳрĕ килнĕ, Çĕпĕрте те чылай пурăннă.
Çураласса вăл 1925 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Çĕпрел ялĕнче (Тутарстан) çуралнă. Вĕсен çемйи колхоза кĕмен. Ун пеккисене вара вăл вăхăтра юратман, тĕрлĕ енĕпе хĕсĕрленĕ.
-Эпир пуян пулман, çапах та хамăра çитнĕ. 1938 çулта 20 сотăй пахчана касса кайрĕç, анчах унпа никам та усă курмарĕ, унта çумкурăк ӳсрĕ. Тепĕр çулхине килтен лашана çавăтса тухрĕç. Пĕтĕм çемйипе кăшкăрса йĕтĕмĕр – усси çук. Атте Чăваш Енрен тепĕр лаша туянса килчĕ, ăна та илсе кайрĕç. Ку лаша хăмласа пачĕ, эпир тихине ӳстернĕччĕ, ăна вара кайран вăрçа илсе кайрĕç. Ĕнене те çавăтса кайрĕç. Вăл киле тарса килчĕ, анчах тепре илсе кайрĕç. Ялти çынсенчен туртса илсе, пуçтарса кайнă япаласем, лаша кӳлмелли хăмăт-йĕвен таврашĕ колхоз территорийĕ-нче тĕллĕ-паллисĕр йăваланса выртатчĕç, вĕсене никам та тирпейлесе хумастчĕ.

Текста малалла вулăр...

Икĕ пенси укçипе капăрлăх ăсталанă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче ялсенчи клубсенче пурнăç вĕресе тăнă: спектакльсем лартнă, юрă-ташă ушкăнĕсем аталаннă. Пултарулăх ĕçне ялти ватă-вĕтĕ хутшăннă. Ялсем тăрăх çӳресе хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Çав çулсенче Чартаклă районĕнчи Малаевкăра пурăннă Зоя Иванова та пушă вăхăтне интереслĕ ирттернĕ. Вăл пĕр уявран та юлман. Ялта тата тепĕр Зоя – Зоя Александровна Михайлова – пурăннă. Вăл ялти клуб заведующийĕн тивĕçне пурнăçланă. Икĕ Зоя тенĕ вĕсене ялта.
-Эпĕ пĕр-пĕр уява хутшăнаймасан: «Зоя, сансăр уяв илемĕ çук, атя, тархасшăн, ял ыйтать, - тетчĕç мана. Чăнах та, килте темле ĕç пулсан та чăваш кĕпипе капăрлăх тăхăнса ял уявне тухаттăм,- каласа парать Зоя Николаевна арчинчен чăваш тумĕпе капăрлăхне кăларса.
Çаксене йăлтах вăл хăй аллипе ăсталанă: клеткăллă кĕпине хăй тĕртнĕ пиртен çĕленĕ.

Текста малалла вулăр...

Раççейре телейлĕ ватăсем ăçта пурăнаççĕ/

«Раççей хаçачĕ» пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтупа ĕçленĕ те ĕнтĕ информаципе аналитика центрĕн ĕçченĕсем пĕлтĕ-рхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи июльччен. Вĕсем кун пирки Раççейри 83 регионта пурăнакан 55 çула çитнисенчен тытăнса 87 çулти 1 пин те 25 пенсионертан ыйтса пĕлнĕ.
Анкетăн тĕп ыйтăвĕ – «Эсир хăвăра телейлĕ туятăр-и/». Хуравĕсем кăсăк: 45 проценчĕ хăйсене телейлĕ тет пулсан 33-шĕ – тепĕр майлă, 22,5-шĕ – иккĕленет. Пурнăçĕпе чи кăмăллă пенсионерсем Кавказра пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи телейлисен 88 проценчĕ Чечняра, 77 – Ингушетире, 73 – Дагестанра.
Çĕпĕрте пурăнакансем телейсĕртерех пулас: Мурманск облаçĕпе Комире 31 процент, Карелире – 32. Пурнăçпа питех савăнăçлă маррисем çавăн пекех Волгоградпа Липецк облаçĕсенче, Хабаровск крайĕнче тата Байкал тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем.
Ыйтăва çурмалла хуравланисем Мускавра, Санкт-Петербургра, Томскра, Омскра, Пермьре, Тыва, Удмурт тата Пушкăрт Республикисенче пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çемйишĕн кĕлтуса пурăнать

Любовь Ивановна Ледюкова (Унисся) 1925 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кивĕ Улхаш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
-Çемьере виçĕ ача пулнă пирĕн, эпĕ – асли. Шкулта пилĕк класс пĕтернĕ. Ман шутсăр малалла вĕренес килетчĕ, анчах май пулмарĕ, самани йывăрччĕ. Çавăнпа çамрăклах атте-аннене пулăшнă, колхозра ĕçленĕ. Пирĕн вăхăтра пĕтĕм ĕçе алăпа тунă: тыр-пулне çурлапа вырнă, кĕлте çыхнă, хĕле кĕрсен - çапнă. Вăрçă тапраннă çул эпĕ вунулттăраччĕ. Пире вара окопсем чавма илсе каятчĕç. Нумай нуша курнă. Хутма вутă та пулман. Ĕне пулни выçса вилесрен сыхласа хăварнă. Ăна усрама та йывăрччĕ, пĕррехинче улăмĕ те пĕтсе çитрĕ. Пӳрт, вите тăррисене витнĕ улăма антарса çитереттĕмĕр, çуркуннеччен ан вилтĕр тесе ӳкесрен вĕренпе кăкарса хураттăмăр, - аса илет 90 çулхи кинемей.
Любовь Ивановна 1944 çулта Александр Антонович Ледюкова качча каять.

Текста малалла вулăр...

КИПКЕПЕ ÇУРАЛНĂ ВĂРÇĂ АЧИ

Редакци тĕпелне самаях çулланнă арçын кĕчĕ. Чăвашла таса калаçни пире тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ те. Кун пеккине сайрарах куркалама тивет-çке пире... Чылайăшĕ чĕлхене «маннипе» çурма
вырăсла, çурма чăвашла пуплет.
Данила Мельников 60 çул ытла ют çĕрсенче пурăннă, анчах амăш чĕлхин пĕр сăмахне те манман!
 
Çак çӳллĕ те илемлĕ, сăпайлă та çепĕç арçын хăйпе паллаштарчĕ.
– Мана Данила Данилович тесе чĕнеççĕ, хушаматăм-Мельников ,– терĕ вăл лăпкăн.-Эпĕ Засвияжски районĕнчи Дачнăй поселокĕнче пурăнатăп. Сирĕн хаçатăра юратса вулатăп.
Унтан вăл хăйĕн çăмăл мар пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.
Вăл 1934 çулта Тутарстанти Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче çуралнă. Амăшне астумасть, вăл çулталăкра чухнех амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тепре авланнă, ачаллă (пĕр хĕр) хĕрарăма качча илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Кала, купăсăм, кала!

Çак ăста купăсçă каланă хаваслă кĕвĕ-çемĕ камăн чĕрине хускатман пулĕ 75 çул хушшинче! Семен Теби хăй капăрлатнă купăсĕпе Чăнлă районĕнчи тата облаçри уявсене хăйнеевĕр илем кӳрет. Вăл кăçал 81 çул тултарнă пулин те аллинчен купăсне вĕçертмест-ха.
Семен Кириллович Анат Тимĕрçенте йышлă хресчен çемйинче ултă ачаран пиллĕкмĕш пулса çуралса ӳснĕ.
-Вăрçă тухнă çул эпир Пенза хулинче пурăннă. Миккалай тетене вăрçа илсе кайрĕç, аттене броньпе -Днепропетровск хулине вăрçă хатĕрĕсене тунă çĕре. Аннепе эпир яла таврăнтăмăр. Çуртăмăра сутса тухса кайнипе пирĕн ниçта пурăнма та çук. Ферма çуртĕнче, çынсем патĕнче пурăнкаларăмăр. Вăрçă чарăнсан тин тăм кирпĕчрен çурт туса кĕтĕмĕр,- аса илет вăрçă ачи.
Купăс калама Семен пилĕк çул тултаричченех вĕреннĕ. Вĕсен ашшĕ тата Миккалайпа Ванькка тетĕшĕсем пурте купăспа туслă пулнă.

Текста малалла вулăр...

Хам ĕмĕрте икĕ çурт лартрăм

Петр Адякин Павловка районĕ-нчи Чăваш Шăмалак ялĕнче 1928 çулхи акан 28-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
 
-Çемьере эпир 5 ача пулнă: 4 хĕр, 1 ывăл. Эпĕ чи кĕçĕнни. Аттепе анне колхозра ĕçленĕ, - аса илет Петр Афанасьевич. - 1930-мĕш çулсенче колхозсем йĕркеленсе кайнă. 1936 çулта пĕрремĕш класа кайнă. Шкул ун чухне Чăваш Шăмалак ялĕнче пулнă. Унта чăвашсем нумай пурăннă. Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Ольга Алексеевна Горбунова, И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулне пĕтернĕ хĕрача, пулнă. Шел, манăн, хăр тăлăхăн, малалла вĕренме май пулман. Тетрадьсем те, кĕнекесем те, урана тăхăнмалли те пулман. Çапах та тăватă класс Мухтав хучĕпе пĕтертĕм. Тăватă класс пĕтерсен колхоза лашапа ĕçлеме çӳренĕ. Тихасем пăхнă, акма, вырма, сухалама çӳренĕ. Ӳркенмесĕр пур ĕçе те тунă, кĕлтесем турттарнă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче талăкĕ-талăкĕ-пе, çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартнă.

Текста малалла вулăр...

Унăн хăйĕн «чăваш утравĕ»

Ульяновск районĕнчи Аслă Ключищи ялĕнче пурăнакан Лидия Захаровна Шутихина (Куракина) «Канаш» хаçата мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илет. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхальте çуралса ӳссе Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ çыншăн «Канаш» – чăвашлăхпа çыхăнмалли, чăваш сăмахне илтмелли пĕртен-пĕр мел.
Унăн мăшăрĕ вырăс, ачасем те чăвашла пĕлмеççĕ, мăнукĕсем те хăйсене вырăс тесе шутлаççĕ пулĕ. Вăл килĕнче пĕр чăваш. Тăван чĕлхепе тухакан хаçатăмăра почтальон илсе килсен вара Лидия Захаровна вуласа тухмасăр унран уйрăлмасть. Çемьерисем çакна пурте пĕлеççĕ, çавăнпа вулама никам та кансĕрлемест. Пĕлеççĕ – амăшĕ «Канашпа». Вулать-вулать те хаçата чăваш хĕрарăмĕ - йĕрет. Мĕнле кăна кун-çуллă çын çук çакă çутă тĕнчере! Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче нуша курнисем пирки вуласан чунĕ хурланать унăн.

Текста малалла вулăр...

Ватăлас кунсенчи шухăшсем

(Волонтерсем ватăсен çуртĕнче çырса илнисем)
 
Ватăсем ĕмĕрлĕх вăхăчĕн чиккинче мĕн пурнăçлайманшăн ӳкĕнеççĕ-ха...
«Пĕлетĕн-и, Анечка, эпĕ пĕртен-пĕр хĕрĕм валли шăллĕне е йăмăкне çуратса паманшăн питĕ ӳкĕнетĕп. Эпир коммуналлă çуртри пĕр пĕчĕк пӳлĕмре атте-аннепе пиллĕкĕн пурăнаттăмăр. Шухăшлаттăм: мĕн тума кирлĕ-ха тепĕр ача/ Ку та кĕтесри арча çинче çывăрать. Кравать лартма вырăн çук. Кайран упăшкана ĕçĕнчен пĕр пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Кайран – пысăкраххине. Анчах ача çуратас вăхăт иртсе кайрĕ».
«Халĕ шухăшлатăп: мĕншĕн пилĕк ача çуратмарăм-ха/ Мĕн кирли пурте пулнă вĕт-ха: аван, шанчăклă, ĕçчен упăшка* ĕç, ача пахчи, шкул, кружоксем... Пурне те вĕрентсе кăларса çын çине кăларнă пулăттăмăр. Эпир ыттисем пек пурăнма тăрăшнă: пурин те пĕр ача, пирĕн те çапла пултăр».

Текста малалла вулăр...

95 çулта хаçат вулать

-Атте-анне каланă тăрăх, эпĕ Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче Çимĕкре çуралнă. Хут çине 1920 çулхи çĕртмен (июнь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче тесе çырса хунă. Пирĕн çичĕ ача пулнă, эпĕ-кĕçĕнни, – пуçларĕ калаçăвне Ольга Андреевна Ванюшкина (Шорникова).
 
Вăл Пухтелĕнче тăватă класс пĕтернĕ. Ашшĕ Андрей Илларионович ялти чиркӳ старости пулнă. Амăшĕ – Анастасия Константиновна чиркӳ хорĕнче юрланă. Ольга Андреевна ялта чи асли.
Ольга 10 çулта чухне вĕсене кулак тесе килĕнчен кăларса яраççĕ. Вара çемье Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче хурал çуртĕнче пурăнма тытăнать. Паснапуçĕнче те пурăнма тивнĕ вĕсене. Тăванĕсем тата юлташĕсем вĕсене шеллесе пурăнма кĕртнĕ.
-Çемьене вăйлă тустарчĕç вара. Нимсĕр тăрса юлтăмăр вĕт... Пирĕн япаласене камсем илсе тăхăнса çӳренине халĕ те астăватăп-ха,- тет шывланнă куçне сăтăрса Ольга аппа.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.