Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Санькка акка – тракторист

А.Салюкова (хĕр хушамачĕ Долгова) Мускавра çуралнă – ашшĕ-амăшĕ унта вăхăтлăха ĕçлеме кайнă пулнă. Нумаях та вăхăт иртмест – çемье тăван ялне Кивĕ Йĕлмелне таврăнать.
 
Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче Санькка акка тем те курнă: ултă çултах аннесĕр юлнă, вăхăчĕ-вăхăчĕпе выçă ларнă, тăхăнмалли пулман. Çапах та вăл çитĕнсе çитсен 10 çул тракторпа ĕçленĕ, пĕччен пурăнсан та пĕчĕк пӳрт лартма пултарнă.
-Ачалăхăм питĕ нушаллă килчĕ,- каласа парать 95 çулхи Александра Ананьевна. – Атте вербовкăпа Хабаровска тухса кайрĕ. Кăштă вăхăт иртнĕ хыççăн анне те унта кайрĕ. Часах вăл унта вилсе каять. Вара атте киле таврăнчĕ, анчах аванпа мар. Вăл, ĕçме вĕреннĕскер, пӳрте сутрĕ те каялла кайрĕ. Эпир, ачасем, урамра тăрса юлтăмăр. Пире кукамай хăй патне пурăнма илчĕ. Вăл вилсен вара аттепе пĕртăван акка – Татьяна – патне куçрăмăр, пире вăл пăхса ӳстерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Туслă çемье пуçлăхĕ

Кунтикавра çуралса ӳснĕ Л.С.Еленкина ачалăхĕ хăрушă вăрçă вăхăтне тӳрĕ килнĕ. Вунпĕр çулта чухнех вăл хирте вир çумлама пуçланă.
 
-Йăрансене пиçен пусса илетчĕ, çавна алла перчетке тăхăнмасăрах çумлаттăмăр. Алла питĕ чикетчĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен кашнине пĕрер стакан çăнăх паратчĕç. Ăна чашкă çине ярса киле илсе каяттăм – мĕнле савăннă ун чух! Анне çăнăха курăкпа хутăштарса тепĕр кун ĕçе кайма пашалу пĕçерсе паратчĕ,- аса илет Лидия Степановна.
Тырра вырса çапнă хыççăн хир тăрăх çӳресе мĕн чухлĕ пучах пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтарнă тата! Ăна вара аслăраххисем тăпачăпа (ялта ăна çап йывăççи тенĕ) çапнă. 15 çула çитсен хĕр утă çулма тытăннă, çава шаккама та вĕреннĕ. Тырă шăтарма кайсан хăйĕнчен те йывăртарах михĕсене иккĕмĕш хута йăтса хăпартнă. Молотилка патне кĕлтесем йăтнă.

Текста малалла вулăр...

Маття аппа

Удмуртири «Бураново асаннисем» ушкăнăн артисчĕсем пекех Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнчи «Палан» ансамбль нумай çул куракансене ташă-юрăпа савăнтарать. «Палан» ансамбльте çулĕсемпе чи аслă юрăçă Матрёна Филимоновна Ясницкая кĕлеткипе те, сăнĕпе те, хăтланăвĕпе те «Бураново асаннисем» ушкăнри Пугачёвана аса илтерет.
Матрёна Филимоновна ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Апла пулин те пĕр репетицирен те, концертран та юлмасть. Уявсенче кĕçĕнреххисем ташлаччăр-ха тесе айккинче пăхса тăмасть, чи малтан ташша тухать, çамрăк çын пек саккăрла çаптарса ташлать. Матрёна Филимоновна «Палан» ушкăн шăнăрĕ – авалхи юрăсене чи нумай пĕлекенни, юрă пуçлаканни.
-Эп ансамбле тахçанах çӳретĕп ĕнтĕ. Кăçал мана унта пĕрле çӳрекенсем хисеплесе телефон та парнелерĕç. Эпир хамăр халăхăн пуянлăхне çухатасшăн мар, аннесем юрлакан юрăсене юрлатпăр.

Текста малалла вулăр...

Ĕçленине шыв çине çырса пынă

Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнче пурăнакан Анна Семёновна Микка çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 95 çул тултарнă. Вăл ялти чи ватă çынсенчен иккĕмĕшĕ. Унран аслăраххи – 102 çулхи Долгова Васса.
Анна Семёновна юлашки çулталăк та икĕ уйăх вырăнпах выртать. Пилĕк çул каялла вара анкартинче чупса çӳресе çĕр улми пуçтаракан Анна аппа çапла вырăнпах выртасса никам та шанман. Юрать-ха, ăс-тăнĕ аван.
-Шав ура çинчеччĕ вăл, шав утатчĕ, пĕр ĕçрен те юлман. Арçын вырăнне те ĕçленĕ. Ман хуняма питĕ харсăр хĕрарăмччĕ. Килĕнче те унăн пĕр çӳп татăкки пулман, картишĕнче те, пахчинче те. Куллен урай çăватчĕ. Сăрламан урайĕ унăн сар çу пек сарăччĕ. Хăй таса та тирпейлĕ çӳретчĕ. Килте ларма пĕртте юратмастчĕ. Хăна-вĕрле ăнсăртран килес пулсан та унăн ялан сĕтел тулли апат-çимĕç пурччĕ, - тет ун пирки кинĕ Нина Яковлевна.

Текста малалла вулăр...

Хут купăс уншăн – чун хĕлĕхĕ

«Юрлас килет, тăванăм, юрлас килет, тăван ялта пурнатăп – ташлас килет. Ачамсене курсассăн чун хĕпĕртет, атте-анне вĕрентни телей пиллет…» Çапла пĕтĕмлетрĕ тĕлпулăва ĕмĕрне Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте ирттерекен, икĕ хутчен Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ Зинаида Макаровна Теби (Разинова) – ĕç ветеранĕ тата вăрçă ачи.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнĕ Анна Андреевнапа (çĕр ĕçĕнче пилĕкне авнă пилĕк ача амăшĕ) Макар Егорович (1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăран çĕнтерӳпе таврăнса хуçалăх техникине тата ял çыннисен япалисене юсаса пурăннăскер) Разиновсем ĕмĕрĕсене питĕ йывăр, анчах телейлĕ пурăнса ирттернĕ. Çут тĕнчене парнеленĕ ачисенчен паян пĕри çеç (ыттисем леш тĕнчене ăсаннă) Разиновсен йăхне аса илтерсе тата чапа кăларса кун кунлать – Зинаида.
Ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ Совет Союзĕнче ял хуçалăхĕсем йĕркеленнĕ, Аслă вăрçă вăхăтĕнче ачаллах ĕç тыткăнне кĕрсе ӳкнĕ, нимĕç фашисчĕсене çĕнтерсе халăх хуçалăхне ура çине тăратнă питĕ йывăр, яваплă, хавхалануллă саманара иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕринче упранать тăван ен

Раиса Александровна Нефёдован ĕмĕрĕ ĕçпеле хавшанă. Ваттисене, мăшăрне итлесе вĕсенчен иртмен. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ, вĕрентсе кăларнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Утмăла çитиччен заводра электролиз мелĕпе япаласене металпа витекенре (сывлăхшăн питĕ сиенлĕ ĕç), тĕрлĕ енлĕ станочницăра (токарь, сверловщик, фрезеровщик, шлифовщик) тар тăкнă…
- Ĕмĕр иртсе пынăшăн кулянмастăп, мĕншĕн тесен хамран ыр ят юласса шанса пурăнатăп, - тет çуркунне, çулла, кĕркунне тăван тăрăхĕнче – Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче - ачисем туянса панă хуçалăхра çĕр ĕçĕпе чунне килентерекен Раиса Александровна. – Хĕллехи йывăр кунсене Ульяновскри икĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттерĕмре ирттеретĕп.
Ентешĕмĕр 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче асăннă тăрăхра çуралнă. Вăл амăшĕн – Александра Егоровнан (94 çул тултариччен хĕрĕпе тата кĕрӳшĕпе пурăннă) – пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

Ăна чӳречерен укçа парса илнĕ

Анатолия Степановна Лискова 85 çула яхăн арçын ячĕпе пурăнать. Ăçта кайсан та çынсем чи малтан унăн ячĕпе кăсăкланаççĕ.
-Эп Чăнлă районĕнчи Буденовка ялĕнче 1929 çулта çуралнă. Аттепе аннен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Манччен те вĕсен темиçе ача çуралнă. Анчах пурте вилсе пынă. Эп çуралсан вара аннепе атте Турра улталама шутланă. Мана арçын ячĕ панă, унтан чăваш йăлипе пӳрте кĕртмесĕр чӳречерен укçа парса илнĕ. Çавăнпа эп сывă юлнă, - каласа парать вăл.
Пĕртен-пĕр ача пулсан та тулли çемьере ырă курса нумай пурăнаймасть вăл. Хĕрача тăхăр çулта чухне амăшĕ çĕре кĕрет. Ăна асламăшĕ патне Кунтикава пурăнма яраççĕ. Унтах тăватă класс пĕтерет. Йывăр вăхăта лекет ачалăхĕ, çĕршыври Аслă вăрçă пынă. Ачасем те уй-хирте аслисемпе пĕрле ĕçленĕ.
- Нуша курса ӳснĕ эп. Çавăнпа пурнăçа хаклама, ыттисене сума сăва пĕлетĕп.

Текста малалла вулăр...

60 çул алла-аллăн

Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче тĕлĕнмелле ĕçчен, хастар, лара-тăра пĕлмен çемье пурăнать. Александр Ильич тата Елена Филипповна Малофеевсем тăхăр ача çуратса ӳстернĕ. Тăххăрăшĕ те мăшăрланса çирĕп çемьесем чăмăртанă. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче çак мăшăр пĕрле пурăнма тытăннăранпа 60 çул пулать.
 
Çак çемье пекки ялта кăна мар, таврара та сайра. Сакăрвуннă урлă тахçанах каçнă çемье пуçĕ паян та тракторпа çӳрет. Вĕсен карта тулли выльăх-чĕрлĕх: икĕ ĕне, икĕ вăкăр, 50 хур-кăвакал тата чăх-чĕп. Кил хуçи арăмĕ ик-виçĕ ĕне сăвать, хур-кăвакалне, чăх-чĕпне пăхать, кил-çуртне тасатса йĕрке туса тăрать. Пĕр сăмахпа – вĕсен ватлăха алă усса кĕтсе ларма вăхăт çук. Тар тăкса пурлăх тума вара вĕсене нуша хăнăхтарнă.
Çемье пуçĕ пит нушаллă ӳснĕ. Амăшĕнчен тăваттăрах тăрса юлнă. Амăшĕ коммунистсен партинче тăнă.

Текста малалла вулăр...

Анатолий Власов: «Шкул панă пил сапăр – ялан пирĕнпе…»

«Аттем – Николай Никифорович – Аслă вăрçăра Сталинград патĕнчи çапăçусенче сусăрланать. Ĕмĕрне шкулта биологипе географи урокĕсене илсе пырать. Эпĕ те вĕрентӳ тытăмне вăл тата шкул панă пилпе пырса кĕтĕм пулмалла…» - тет вĕрентӳ тытăмĕн Ĕç ветеранĕ Анатолий Николаевич Власов.
Пилĕк ачаллă çемьере çитĕнет ентешĕмĕр. Вăл – иккĕмĕш ача, аслисенчен пĕри. Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕнче 7 класс пĕтерет. Вăтам пĕлӳ Каша шкулĕнче илет. Ашшĕ ĕçне ăша хывса вĕрентекен пулма ĕмĕтленет, анчах вĕрентӳ тытăмĕн çулĕ çине тăриччен хăйне производствăра, хĕсметре аталантарса хурçă пек хĕртĕнет.
- Çара кайиччен Ульяновскри 3-мĕш техника училищинче слесарь-сборщика вĕренсе тухрăм. Арçын мăлатук тытса пăта çапа пĕлмеллех. Пĕрремĕш ĕç кунĕ автозаводри тĕп конвейерта иртрĕ. Салтак ячĕ тухрĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрра-ташша ăста

— Юрă-такмак пĕлекенсем тетĕр-и? Эсир ав Мария Алёнина патне кĕрĕр, йăх-несĕл пĕлекен халăх юррисене еплерех шăрантарать вăл,-терĕç Ĕшке ял клубĕн ĕçченĕсем. – Чăн-чăн чăваш халăх сăмахлăхне упракансем пур-ха ялта. Вĕсем «Палан» фольклор ушкăнĕн илемĕ, пуянлăхĕ.
Мария Петровна сад пахчине тирпейлетчĕ. Урамра — ылтăн кĕркунне. Умри пахчара вак ĕçсем анчах юлнă. «Купăста еплерех ăнса пулчĕ кăçал, пуçсем еплерех хитре, çаврака»,-терĕ кинеми. Хăй паллас тесе пирĕн çине куçне хĕсерех пăхрĕ. «Канаш» хаçат корреспонденчĕсене хапăл пулчĕ Марье аппа, пӳрте кĕме йыхрав турĕ.
— Ĕшке ялĕнче çуралнă, кунтах ĕмĕр ирттернĕ,-терĕ Мария Алёнина.- Хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче, фермăра ĕçленĕ. Ман арçын купăсçăччĕ. Ратнепе ирттерекен уявсем виçĕ-тăватă куна тăсăлатчĕç. Пирĕн хушăра ĕçсе ӳсĕрĕлекенсем пулман.

Текста малалла вулăр...

КАРСАКОВСЕМ

Кивĕ Улхашри Турă Амăш ячĕпе лартнă чиркӳ ĕçĕпе паллашнă чух унăн настоятелĕ Сергий атте просвир пĕçерекен хĕрарăмсене ырăпа асăнчĕ. Ольга Карсакова тата Елизавета Мулендеева Кивĕ тата Çĕнĕ Улхаш чиркĕвĕсем валли тӳлевсĕр просвир пĕçерсе тăраççĕ.
Карсаковсен çемйипе тĕплĕнрех паллашма май пулчĕ.
Ольга Макаровнапа Пётр Петрович пĕр касăрах выляса ӳснĕ. Акă мĕнлерех аса илет çемье пуçĕ çамрăк чухнехи вăхăтсене:
- Эпĕ салтака кайиччен вăл хĕрача кăначчĕ-ха. Эпир унăн тетĕшĕпе туслăччĕ. Салтакран таврăнннă тĕле Оля чиперкке хĕре çаврăннă. Пăхса ытараймарăм, юратса пăрахрăм. 25 çулта авлантăм. Лашасене, çунасене илемлетсе чăваш йĕркипе туй турăмăр,- ăшă куçĕпе йăл кулса пăхать вăл мăшăрĕ çине.
- Эпĕ тăхăр ачаран тăваттăмĕшĕччĕ,- калаçăва хутшăнчĕ Ольга Макаровна.

Текста малалла вулăр...

Тăлăх ачасем мана юрататчĕç

Валентина Яковлевна Чундерева Вăта Тимĕрçенте 1926 çулта çуралнă. 1933 çулта унăн çемйине кулак тесе Карелие ăсатнă.
Тăван çĕршывран пин-пин çухрăмра, тайга чăтлăхĕнче Валентина улттăмĕш класс пĕтериччен пурăннă.
87-ре пулин те вăл «Канаш» хаçата çырăнса илет.
 
Акă мĕнлерех аса илет вăл нихçан манăçми çулсене.
-Пирĕн атте — Яков Сергеевич — агрономччĕ. Ял совет председательне пулăшаканĕнче, çĕр виçекенре тата ытти тĕрлĕ ĕçсенче вăй хучĕ. Колхоз ятне çӳлерех çĕклес тесе нумай тăрăшрĕ. Тахçан шуррисен çарĕнче çапăçма тивнĕ ăна. Унăн ашшĕ – манăн асатте – Пугачёв çарĕнче çӳренĕ. Пăлхавçăн çарне аркатсан çичĕ çемьене Вăта Тимĕрçен тăрăхне килсе яраççĕ. Кунта ун чух вăрман кашланă. Питĕ йывăр пулнă çĕнĕ пурнăç йĕркелесе яма. Пурпĕрех пĕтмен вĕсем.

Текста малалла вулăр...

Ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунатăп

Сăн-питĕнчи пĕркелен-чĕкĕсем те ун çамрăк чухнехи сăн-пит илемне пытараймаççĕ. Кĕмĕл сапнă çӳçĕ анчах çулсем нумаййи пирки калать, вичкĕн куçĕ хĕрарăмăн кăмăл çирĕплĕхĕ пирки систерет. Алли ĕçпе пиçĕхнĕ унăн.
Кинеми калаçăвĕнчен те, хăйне тыткаланинчен те, пур хусканăвĕсенчен те пурнăçа юратни, хаклани курăнать. «Эпĕ вулакан «Канаш» хаçатран-и, эс?» - терĕ Мария Ивановна тĕплĕн сăнаса. Çавăнтан иккенне пĕлсен савăннине пытармарĕ. «Салам кала чăвашсене, эпĕ пурнăçа, çынсене юратнипе анчах тăхăр теçетке çул урлă каçрăм, паян ав кĕçĕн мăнуксемшĕн пурăнатăп, пит юрататăп вĕсене, - калаçать пуплеме юратаканскер. - Хама та пит пăхаççĕ тăвансем, Таньăпа Люба мăнукăмсем куллен кĕрсе тухаççĕ, пулăшу кӳреççĕ. Тавах вĕсене».
Мария Новикова ĕмĕрне ял хуçалăхĕнче тăрăшса ирттернĕ. Ĕç биографийĕ 12 çултан пуçланать ун.

Текста малалла вулăр...

Хурине те, шуррине те пĕрле курнă

«Паяна çăкăр чĕлли пулсан, кăкăр тулли сывлăш çавăрайсан – телей тени çавă пулать пулĕ», - тет Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте тĕпленсе пурăнакан ял хуçалăхĕнче 43 çул вăй хурса телейне туптанă Тамара Андреевна Карасева (Кузнецова) Ĕç ветеранĕ.
 
Вăл Аслă вăрçă пуçланиччен икĕ уйăх çурă маларах Вăта Тимĕрçенте ял интеллигенцийĕ çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Кузнецовсен çемйи Анат Тимĕрçене куçать. Кил хуçи – Андрей Алексеевич – ялти шкулта пуçламăш класс ачисене пĕлӳ пама тытăнать. Вăл нумаях ĕçлеймест, 1942 çулта Аслă вăрçа çĕршыва сыхлама тухса каять. 1945 çулта Украинăри Ровно хулине фашистсенчен тасатнă çапăçусенче пуçне хурать. Унăн мăшăрĕ те – Раиса Николаевна - 1937 çулта Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнăскер, кĕçĕн çулхи ачасене вĕрентме тытăнать. Икĕ ачаллă çемье кил тĕрекĕсĕр тата хӳтĕлевçисĕр тăрса юлать.

Текста малалла вулăр...

ĔНЕР КĂНА ÇАМРĂКЧĔ

Çак хĕрарăма эпĕ вăтăр пилĕк çула яхăн пĕлетĕп. Унăн ĕçченлĕхĕнчен вăхăтĕнче ял çыннисем тĕлĕнсе тăратчĕç. Роза аппа çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 75 çул тултарнине паллă тăвать.
 
Роза Васильевнан çуралнă ялĕ – Кунтикав. Башмакова хушаматпа çӳренĕ вăл Каша ялне Геннадий Лискова качча кайиччен.
«Эпĕ çемьере кĕçĕнниччĕ. Умра икĕ тете тата пĕр аппаччĕ. Халĕ эпĕ кăна тăрса юлтăм ĕнтĕ,- тет хаш сывласа Роза аппа.- Эпĕ вĕреннĕ çын мар. Ĕçе юратнипех тăватă класс пĕтерсен урăх вĕренмен. Çамрăк пилĕкĕме тĕрлĕ ĕçсенче аслисемпе тан авнă: колхоз путекĕсене пăхнă, сысна ферминче ĕçленĕ. Астăватăп-ха, вуниккĕ те тултарманскер аслисемпе колхоз пахчине купăста шăварма çӳреттĕм. Икĕ тулли витрене чупса йăтнине курсан анне куççульпе йĕретчĕ. «Ах, ачам, капла йывăр ан йăт-ха, ытла та çамрăк вĕт-ха эсĕ…» - тетчĕ.

Текста малалла вулăр...

Чунпа эп – вунсаккăрта

Ульяновск облаçĕпе Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕн, атом промышленноçĕн ветеранĕн, вăрçă ачин Борис Кириллович Ильинăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – утмăл çул.
1973 çулта марксизм-ленинизм университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн пурнăçĕнче спортпа туслă пулнă: футболла вылянă, аллă çул тултариччен Димитровградра йĕлтĕрпе чупассипе иртекен хула ăмăртăвĕсене хутшăннă. Паян та çитмĕл пилĕк çулти ветеран хваттерти чӳречерен пăхса лармасть. Культура керменĕнче иртекен наци уявĕсене хастар хутшăнать. Эпир те унпа Димитровградри пултаруллă чăвашсем Патриархăмăр И.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине халалласа ирттернĕ Чăваш культура кунĕнче тĕл пулса калаçрăмăр.
Борис Ильин 1937 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Ямбак (халĕ вăл Çĕнĕ Малăкла рабочи посёлокĕн пĕр урамĕ) ялĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...

Аллă икĕ çул – алла-аллăн

Мария Лаврентьевнапа Иван Михайлович Леонтьевсем пĕр-пĕриншĕнех çут тĕнчене килнĕ тейĕн. Иккĕшĕ те пĕр çулхисем: кил хуçи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, мăшăрĕ çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 73 çул тултараççĕ.
Иван Михайлович Тутарстанри Çĕнĕ Упире çут тĕнчене килнĕ. Шкул çулĕсенчех Чапаев ячĕллĕ колхозра çитĕннисемпе юнашар çур акине, вырмана хутшăннă. Вунçиччĕре Коми АССРĕнче пăравус машинистне вĕренсе тухать те Усть-Кулом районĕнчи Смолянка ятлă посёлокра машинист пулăшаканĕнче вăй хурать. Вăл вăхăтра пăравуссене вутăпа ĕçлеттернĕ-ха. Ĕçĕ йывăр та яваплă пулнă.
Мария Лаврентьевна – Саплăкран. Ăна Коми çĕршывне ФЗОна (школа фабрично-заводского обучения) вĕренме янă.
Çамрăксем пĕр-пĕринпе туслашса çемье çавăраççĕ. Çемьеллĕ пурнăçпа малалла пурăнма вăй пухсан Ульяновск облаçне – Арски ялне – куçса килсе тĕпленеççĕ.

Текста малалла вулăр...

40 çул алла-аллăн

Аслă Нагаткинта пурăнакан Енилинсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса калаçаççĕ. Мăшăр хушшинчи çепĕç туйăм вăхăт иртнĕçемĕн пушшех те çирĕпленни куçкĕрет.
Паян вĕсем иккĕшĕ те пенсире. Кану вăхăтне пушă ирттермеççĕ. Елена Петровна алĕç тăвать, çăм арлать, чăлха-нуски çыхать. Валерий Дмитриевич аллине мăлатук тытса ăна-кăна юсакалать, кĕреçепе юр хырать. Çанталăкĕ аван пулсан час йĕлтĕр сырса ярăнма тухса каяççĕ. Культура çуртĕнче иртекен концертсене курма çӳреççĕ, пултарулăх каçĕсемпе литература уявĕсене хутшăнаççĕ.
Арăмĕ «Память Ильича» ( паян «Большенагаткинское») хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ хушăра Валерий Дмитриевич «Ульяновскэнерго» обществăн Чăнлă участокĕнче вăй хунă. Ĕç стажĕсем иккĕшĕн те пысăк: 30 тата 33 çул. Ывăлĕ, Сергей Енилин, ашшĕ çулĕпе кайнă. Маçтăрта вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Хаçатпа туслă

Лидия Кондрашкина Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ял почтальонкинче 10 çул ĕçлет.
Çавăнпа та ку тытăма пуринчен аван пĕлет вăл. Куллен кун ял тăрăх çӳресе хаçат-журнал, çыру таврашне валеçет вăл, пенси укçине вăхăтра çитерет. Ватă çынсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçма пултарать, хӳтлĕхсĕррисене хавхалантарма пĕлет. Чĕлхи çепĕç, çаврăнăçуллă вашават хĕрарамăн. Куçĕ курманнисене, хăлхи илтменнисене пенси реформинчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем çинчен ăнланмалла каласа парать. Лидия Николаевнана япшар чĕлхишĕн, ырă та тӳрĕ кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ялта. Хăй валеçекен урамсенче ăна тăвана кĕтнĕ пек кĕтсе тăраççĕ.
Ялти çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Лидия Николаевнасăр пуçне тата иккĕн: почта пуçлăхĕ Елена Краснова тата тепĕр почтальонка Зинаида Михайлова.
Лидия Кондрашкина ĕçтешĕ чирленĕ пирки вăхăтлăха пуçлăх ĕçне илсе пыратчĕ.

Текста малалла вулăр...

ĂÇТАН ПУР ÇĔРЕ ТЕ ĔЛКĔРНĔ...

Клавдия Александровна Бахтина (Ледюкова) Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1927 çулта çуралнă. Репресси витĕр тухнă, Аслă вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ, I-мĕш ушкăн инваличĕ, вăрçă ачи, ĕç стажĕ — 53 çул.
Кăçал вăл 85 çул тултарнине паллă тунă, анчах ачи-пăчипе сĕтел хушшинче мар, чире пула – вырăн çинче. Виçĕ çул каялла ăна шалкăм (инсульт) ураран ӳкернĕ. Сылтăм алли ĕçлемест, пуçĕ çаврăннипе ура çине тăраймасть. Апла пулин те ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те, кăмăл çĕкленĕвĕпе те Клавди акка аптăрамасть-ха.
«Эпĕ виççĕре чух пирĕн çемьене репрессиленĕ. Мĕнпурне туртса илсе килтен хăвса кăларнă. Çурт çуррине сӳтсе тустарнă. Çурри темĕнччен ларчĕ, анчах пире унта пурăнма кĕртмерĕç. Эпĕ çичĕ класс пĕтерейрĕм, анчах малалла кайма шăпа пӳрмерĕ. Манăн питĕ бухгалтера вĕренес килетчĕ. Ямарĕç. Килте ĕçлекен кирлĕччĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.