Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Йывăрлăхран хăраман

Вăтăр икĕ çултах пурнăçра пач хисеплемен упăшкине пăрахса çичĕ юта тарнă вăл. Малашне ачисен тăнăçлăхĕ тата сывлăхĕ амăшĕн тĕрĕс йышăнăвĕнчен килнине, вăл тĕпренчĕкĕсемшĕн яваплине туйнă. Тухса кайнăшăн пĕрре те ӳкĕнмен. Виçĕ ывăлне ӳстерме мĕнлерех йывăр пулсан та пуçне усман, фермăна ĕçе çӳренĕ, кил-çуртне тирпей-илем кӳнĕ, хĕллехи вăрăм каçсенче кукăль пĕçернĕ, çыхнă-тĕрленĕ Валентина Лукьянова.
«Кӳршĕри майрасем мана: «Эсĕ мĕншĕн йĕместĕн? Пĕччен пуçупа арçын ачусене епле пăхса ӳстерĕн?» ,-тетчĕç,-аса илет Валентина Викторовна. - Мана чăнах та çăмăл маррине курнă ĕнтĕ вĕсем. Анчах та мĕнле каланă-ха пĕр классик вырăс чăваш хĕрарăмĕсем пирки. «Çунакан çурта та кĕрет, тăпăртатакан ута та тытса чарать»,-тенĕ. Шăп пирĕн йышшисем пирки каланă та, йăнăшман. Эпĕ чăнах та хăюллă пулнă çамрăкранах.

Текста малалла вулăр...

Анне ăшши

Пĕр ача çуратса вун пĕр ачана пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă вăл, вун пĕр туй валли кăпăклă чăваш сăрине вĕретсе, кукăль-пӳремеч пĕçернĕ. Пурте ăна çепĕççĕн «анне» тесе чĕнеççĕ.
Нина Афанасьевна Сайкинана Пăва районĕнчи Рункăран вутта каятпăр тесе хĕллехи хĕвеллĕ кун Елчĕк тăрăхĕнчи Вăрăм Хăва ялне вăрласа кайнă. Халиччен курман, кăмăл-туйăмне чухламан-сисмен каччăпа çемье тĕвĕлеме çăмăл пулман ăна. Тăван ялĕнче пикен юратнă каччи пултаруллă купăсçă пулнă. Анчах та пĕрре качча кайнă-тăк пурăнмалла тесе хăйне хăй лăплантарнă Нина чунĕ кӳтсе çитнĕ самантсенче.
— Хам туя хам хатĕрлентĕм – сăра вĕретрĕм, кукăль-пӳремеч пĕçертĕм,-аса илет хĕрарăм. – Мана вĕсем амăшĕн 40-мĕш кунĕнче вăрласа килнĕ пулнă. Килĕнче тата Петьăн кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕ пурччĕ. Туйра пурте чăвашла тăхăннăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Саня аппа – 101 çулта!

Тереньга районĕнчи чи ватă çын Патуелĕнче пурă-нать. Александра Леонтьевна Чернова, 1911 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнăскер, кăçал 101 çул тултарнă!
Вăл пурăнакан виçĕ чӳречеллĕ кивĕ çурта пырса шаккасан мана хирĕç вăр-вар хĕрарăм чупса тухрĕ. Ку вăл унăн хĕрĕ Вера Семёновна пулчĕ.
-Эсир вара миçе çулта?- ыйтрăм тарават хĕрарăмран пӳрте кĕнĕ май.
-Эпĕ сакăрвунă иккĕре çеç-ха,- хуравларĕ вăл мана тĕпелерех иртме сĕнсе.
Çĕр çул урлă каçнă çынсене эпĕ унччен те куркаланă. Ытларах чух вĕсем хăй тĕллĕн куçкалаймаççĕ е вырăнпах выртаççĕ. Пире аллине туя тытнă, йăрăс пӳллĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Эпĕ мĕн нушапа çӳренипе кăсăкланчĕ. Ăс-тăнпах калаçать хăй, хăлхи те хытсах ларман-ха. Акă мĕн каласа пачĕ вăл хăй шăпи çинчен:
-Эп астăвасса, пирĕн аттепе аннен тăхăр ача пулнă: Гриша, Варвара, Елена, Василий, Алексей, Нина…(ыттисен ячĕсене аса илеймерĕ).

Текста малалла вулăр...

УтнĂ-чупнă –вăхăта сисмен

Çу уйăхĕнче Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча ялĕнче пурăнакан Валентина Андреевнапа Анатолий Васильевич Садовниковсем ылтăн туйне паллă тунă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене ял-йыш тата район, ял пуçлăхĕсем 50 çул килĕштерсе пурăннă ятпа саламланă. Çĕнĕ Майнăра пулса иртнĕ чăваш культура уявĕнче вара мăшăра сцена çинче чысларĕç, тĕслĕхлĕ çемье ячĕпе ырă сăмахсем нумай каларĕç. Ăмсанмалла çемье! Пĕр-пĕрин çине халĕ те 50 çул каяллахи пек юратса, ăшшăн пăхаççĕ вĕсем, куçĕсемпе калаçаççĕ. Епле майпа çепĕç туйăмсене, чунĕсенчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çуркуннене сыхласа хăварма пултарнă вĕсем çак вăхăта çитиччен? Ăраскаллă пурнăçăн вăрттăнлăхĕ ăçта пытарăннă-ши?
Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча пики Валентина Петровапа Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Раккаси йĕкĕчĕ Анатолий Садовников 1952-1956 çулсенче иккĕшĕ те Ульяновскри И.

Текста малалла вулăр...

ПУРНĂÇПА КИЛЕНСЕ ПУРĂНАТЬ

ТАВЛАШУЛЛĂ ЫЙТУСЕНЕ ТАТСА ПАМА ПĔЛЕКЕН МАÇТĂР
 
Тĕнчере мĕн пурри хăй хакне, пахалăхне, пĕлтерĕшне ÇЫН пурнăçĕ витĕр пăхсан кăна тупать. Ку пурăнма пĕлнинчен килет.Çын пурнăçĕ вăл яланах саккунлă. Уйрăмах унăн пурнăçĕ право йĕркисемпе çыхăннă пулсан. Василий Петрович Сидоровах илер: «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» (I-II-III степеньлĕ) мухтав паллисене, «Совет çарĕн отличникĕ», «Милици отличникĕ» кăкăр паллисене, «Раççей Федерацин ĕç ветеранĕ», «РФ Шалти ĕçсен министерствин ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ, пĕтĕм пурнăçне криминалистикăпа çыхăнтарнă милици подполковникĕ çак тытăмри тавлашуллă ыйтусене татса пама пĕлекен маçтăр пулса тăнă.
Ентешĕмĕр 1935 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче çуралнă.
Ашшĕ - Пётр Васильевич – икĕ хутчен Аслă вăрçа хутшăннăскер (аманнă хыççăн госпитальрен сипленсе тухса) – хăй вăхăтĕнче Çĕпрел районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ колхоза ертсе пынă.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă хыççăн арçынсем хакраччĕ

Вăрçă ветеранĕсене халĕ ялсенче пĕр алăри пӳрнесем çинче шутласа кăларма пулать. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче вĕсем халĕ тăваттăн çеç тăрса юлнă. Вĕсенчен пĕри – 89 çулпа пыракан Мария Васильевна Нагорнова.
 
Çирĕп ăс-тăн, шӳтлес кăмăл, пурăнас туртăм унра чакмасть-ха. Вăл çăмăл мар çамрăклăхĕ çинчен каласа пачĕ.
-Эпĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминче 1923 çулта çуралнă. Вăрçă тытăнсан пире, çамрăксене, Турхан тăрăхне окопсем чавма илсе кайрĕç. Тепĕр çултан вăрçа тухса кайрăмăр. Малтан комисси тĕрĕслерĕ. Тепĕр эрнерен повестка килсе пачĕç. Çĕртмен 17-мĕшĕнче 18 çул тултарсан 108 хĕрачана вăрçа илсе кайрĕç. Пурте сапаланчĕç. Эпĕ Белоруссине лекрĕм. 1-мĕш тата 2-мĕш Хĕвеланăç фрончĕсенче виçĕ çула яхăн тăтăмăр. Мана эвакуацилекен уйрăма çирĕплетрĕç. Кайран кухньăна куçарчĕç.

Текста малалла вулăр...

АННЕРЕН ХАКЛИ НИКАМ ТА ÇУК

АХ, ПĔЛМЕН ÇАКНА, ЧУХЛАМАН ÇАКНА
 
«Вăхăт çил пек ыткăнать. Пурнăç аслати пек кĕрлет. Суйласа илме йывăр пулнă, умра тĕрлĕрен çул выртнă. Васкамарăм, тĕплĕн шутларăм та хам çулпах утас терĕм. Пурнăç çулĕ такăр та çăмăл пулмарĕ, ман ума никам та кавир сарса хумарĕ. Ыррине те пит курмарăм, апла пулин те чыса сутмарăм. Паян вара ачамсем: «Ах, пĕлмен çакна, чухламан çакна, аннерен хакли никам та çук», - юрăри сăмахсемпе пăхса пурăннипе киленсе пурăнатăп», - тесе çирĕплетет Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Алёшкин-Саплăкра 1924 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, паян Майна районĕнчи Тагайра тĕпленсе кун кунлакан Александра Васильевна Порфирьева. Вăл Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ, I тата II-мĕш степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕсене, II тата III-мĕш степеньлĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсене тивĕçнĕ чăваш хĕрарăмĕ.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕр ĕмĕрлесси — уй урлă каçасси мар

Анастасия Константиновна Нестерова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Петрова) пурнăçĕнче терт-нушине сахал мар тӳснĕ пулин те хăйне телейлĕ тесе шутлать. Ватлăхĕ унăн канлĕ. Ăшă хăтлă çурт вăл юратакан кашни çыннах хапăл. Куллен ачисемпе мăнукĕсем, ĕçтешĕсем, кӳрши-арши килсе çӳреççĕ, сывлăхĕпе интересленеççĕ. Çакнашкал юратупа тимлĕхе чăннипех те тивĕçлĕ çулланнă хĕрарăм.
 
Йывăр вăхăтсем
Нестеров вĕрентӳçĕсен çемйи яланах ыттисемшĕн тĕслĕх шутланнă. Анастасия Константиновна 40 çул ытла математика вĕрентӳçи пулнă. Ун ырă тĕслĕхне кура нумай вĕренекен юратнă çыннин профессине суйласа илнĕ. Паян вĕсем хушшинче Ульяновск облаçĕнче, Чăнлă районĕнче ырă ĕçĕпе палăрнă тӳрĕ кăмăллă çынсем – пултаруллă вĕрентӳçĕсем, шкул ертӳçисем, медицина ĕçченĕсем, ял хуçалăх специалисчĕсем – нумай.

Текста малалла вулăр...

Çиччĕмĕш класрах медале тивĕçнĕ

Йывăр ачалăхне аса илсен халĕ те куçĕ шывланать 70 урлă каçнă Валентина Петровна Трофимован.
-Эп çĕршыври чи йывăр вăхăтра - хаяр вăрçă пынă чухне - 1942 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Аттене нихăçан та курман, эп пуш уйăхĕнче çуралнă, уйăх маларах вăрçăра атте пуçне хунă. Анне виçĕ хĕрпе пĕччен тăрса юлнă. Çавăнпа пире хытă тытса ĕçлеттерсе ӳстернĕ. Аппасен пилĕк класс хыççăнах фермăна ĕçлеме кайма тиврĕ. Юрать-ха, Турă пулăшнипе эпĕ çичĕ класс та, малалла та вĕренме пултартăм, - куçне шăла-шăла каласа парать Валентина Петровна.
 
Çĕнĕ Упи шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Валентина хастарлăхĕпе палăрнă: класри 46 ачаран ăна отряд канашĕн председательне суйланă. Вĕренӳре те вăл чи пултарулли пулнă, тĕрлĕ кружоксене çӳренĕ. Каникулсенче нихăçан та алă усса ларман, чĕкĕнтĕрне те çумланă, кĕлтесем те йăтнă, йĕтем çинче те ĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...

Чи хакли – ПУРНĂÇ

Чăвашкассинче çĕнĕ кинозал уçнă ятпа иртекен мероприятире туя çине таянса утакан çулланнă арçынпа калаçрăмăр. Михаил Мендюшевич Бикмендеев, 1926 çулта çуралнăскер, 50 çул ытла тăван кохозра бухгалтер, счетовод, ял Совечĕн председателĕн, бригадирăн, ферма пуçлăхĕн, кадрсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа туса пынă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вăл Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ.
 
Тăван ялтах тымар ярас тĕллевпе Михаил Вăрнарти совхоз-техникумра бухгалтера вĕренет. Ĕç биографине «Победа» колхозра тытăнать (каярахпа колхоз «Вперёд к коммунизму» ята илет). Вырма вăхăтĕнче правлени çуртĕнче сулхăнра лармасть, счетовода куçать. Каярахпа куçăмсăр майпа Куйбышевра зоотехник специальноçне илет.
Вунсакăр çул тултарсан каччă ял халăхĕпе 7 çула сывпуллашать.

Текста малалла вулăр...

Хĕрĕх пилĕк çул — пĕр çĕрте

Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче пурăнакан Нина Мэндюшевна Сандркина, хĕрĕх пилĕк çул ялта выльăх пăхнă чăваш хĕрарăмĕ, хуçалăхра ял-йыш хушшинче тĕрлĕ наградăсем, чыспа мухтав çĕнсе илнĕ. Паян хисеплĕ ветеран тивĕçлĕ канура. Ялан васкама, пилĕк авма хăнăхнăран пĕр самант та ĕçсĕр лараймасть. Халĕ те вăл сурăх картинче кĕштертететчĕ. «Канашран» иккенне пĕлсен хапăл тусах килне кĕме сĕнчĕ. «Ĕненетĕр-и, çук-и – сирĕн хаçатăра эпĕ пĕрремĕш номерĕнчен пуçласах çырăнса илетĕп, кӳршĕ-аршă пурте ман патăма «Канаш» вулама килет, - терĕ вăл ăшшăн.
Нина аппа (хут çинчи ячĕ - Лидя) çак ялтах 1938 çулта çуралнă. Çавăнпа та ачалăх вăхăтĕнче выляса-кулнинчен ытла ĕçленине, йышлă çемьере амăшне пулăшнине аса илет. «Хире вир çумлама каяттăмăр,-сӳтет калаçу çăмхине Нина Мэндюшевна.- Йăран çинче тĕпĕртететтĕмĕр кăна.

Текста малалла вулăр...

ЫРРИНЕ ПИТЕХ КУРМАН, ЧЫСНЕ ТЕ СУТМАН

УНРА – ИРТНĔ ĂРУСЕН ВĂЙ-ХĂВАЧĔ, ĂС-ТĂНĔ, ИЛЕМĔ
Николай Тихонович Ярускин Иисус Христоспа пĕр кун – раштавăн 7-мĕшĕнче – çут тĕнчене килнĕ. Вăхăчĕ те çĕршывшăн, уйрăмах хресченшĕн, пăлхануллă пулнă: 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле коллективизаци тăвас ĕç-хĕл Ленинăн ялсене коопераци тумалли план чиккинчен тухса кайнă. Вăтам пурнăçпа пурăнакан хресченсемех кулаксен шутне кĕнĕ. Вĕсен ир тытăнса каçчен канмалли кунсемсĕр тар тăкса пухнă пуянлăхне туртса илсе хăйсене çемйи-çемйипе çын пурăнман вырăнсене ăсатнă. Çак шăпа авăрне Ярускинсем те çакланнă. Коллективизаци сĕрĕмĕ кулак ачисене пурнăç картлашкипе çӳлелле хăпарма паман. Вĕсенчен кулнă, вĕсене мăшкăлланă. Николай Тихонович çак пăтăрмахра ыррине питех курмасан та чысне сутмасăр пурнăçне йĕркелеме пĕлнĕ. Хĕрĕх виçĕ çул ял хуçалăхĕнче шофёрта ĕçлесе 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].