Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Художникăн ĕмĕчĕсем пысăк

Çак кунсенче облаçри «Печатный двор» типографире вырăнти паллă художникăн Николай Паймушкинăн «Николай Паймушкин. Живопись» ятпа иккĕмĕш кĕнеки 300 экземплярпа пичетленсе тухрĕ.
 
Пĕрремĕш кĕнеки унăн «Русская зима» ятлăччĕ. Унта автор тĕрлĕ çулсенче ӳкернĕ пейзажсем çеç кĕртнĕ пулсан иккĕмĕш кĕнекинче пейзажсăр пуçне натюрмортсем, сюжетлă композицисем пайтах. Кĕнеке кăларас ĕçре ăна хĕрĕ Ольга (вăл та художник) нумай пулăшнă.
Николай Паймушкин – пирĕн ентеш. Вăл 1952 çулта Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă. Амăшĕ Ульяновск районĕнчи Семеновка ялĕнчен пулнă. Коля ача чухнех çемье Ульяновска куçса килет. Пулас художник пĕрремĕш класа 41-мĕш шкула каять. Вăтам шкула 22-мĕш шкулта пĕтерет. Ӳкерес ăсталăхпа палăраканскер облаçри ӳнер шкулне çӳреме пуçлать. Шкул пĕтерсенех вĕренĕве Пензăри художество училищинче тăсать.

Текста малалла вулăр...

Шурă тинĕс хĕрринчен – Атăл хĕррине

Ульяновскри Çĕнтерӳ паркĕ-нче иртнĕ область Акатуйне ытти регионсенчен те хăнасем чылай килнĕччĕ. Мурманск облаçĕнчи Мончегорск хулинчен килсе çитнĕ артистсем – О.Константинов тата унăн мăшăрĕ Т.Чернова пирĕн редакци тĕпелĕнче пулса кайрĕç.
 
Мончегорскра 45 пин çын пурăнать, вăл Мурманскран 120 çухрăмра вырнаçнă. Кунта металлурги вăйлă аталаннă – никель, кобальт, пăхăр, ылтăн тата ытти тĕслĕ металл кăлараççĕ.
Олег Яковлевич хăйпе паллаштарчĕ.
-Эпĕ Чăваш Республикинчи Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳснĕ.1971 çулта мана, 18 çулхи йĕкĕте, салтака Заполярье тăрăхне илсе кайрĕç – тинĕс çар авиацин флотне лекрĕм. Шкулта вĕреннĕ чухнех музыкăпа аппаланнă эпĕ, юрă ушкăнĕн ертӳçи пулнă, çавăнпа çар хĕсметĕнче те çак ĕçе шанса пачĕç. Гарнизон тăрăх çӳресе музыкантсене пуçтартăм.

Текста малалла вулăр...

Шупашкарта чĕмпĕрсен çăки ӳсет

Чăвашсен тĕп хулинче ентешлĕхсен Туслăх аллейине уçрĕç.
Шупашкарта Чăваш Республикинчи районсен ентешлĕхĕсем нумай çул ăнăçлă ĕçлеççĕ. Республика тулашĕнче çуралнă, Шупашкара килсе тĕпленнĕ чăвашсем те хăйсен ентешлĕхĕсене йĕркеленĕ. Туслăн ĕçлесе пурăнаççĕ вĕсем, ялан пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр.
Ентешлĕх ертӳçисен канашĕ йышăнăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе çак кунсенче «Çĕнтерӳ» асăну паркĕнче ентешлĕхсен Туслăх аллейи уçăлчĕ. Халĕ Шупашкарта кашни ентешлĕхĕн хăйĕн йывăçĕ пур. Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тухнисем те ку ĕçрен пăрăнса юлмарĕç. Ентешлĕх хастарĕсем – унăн ертӳçи Александр Вражкин журналист-издатель, Чăвашрадио ĕçченĕ Николай Мулянов, Шупашкар районĕн «Бичурин тата хальхи самана» музей директорĕ Ирина Удалова çăка лартрĕç. Чĕмпĕрсем Шупашкара килсессĕн хăйсен йывăçĕ патне çитме вăхăт тупасса шанатпăр.

Текста малалла вулăр...

Кулашсем

Вăт сана куçман пурлăх
Упăшкасăр тăрса юлнă хĕрарăм пĕр хусах арçынпа паллашать.
-Эп пуян çын мар, çапах та куçман пурлăхăм пур, - тет хĕрарăма хăйпе пурăнма ӳкĕтлесе.
-Апла ку килсĕр-çуртсăр çын мар-ха, - тесе хĕрарăм унпа пурăнма килĕшет.
-Куçман пурлăхĕ мĕнлерех-ши/- вĕчĕрхенет хĕрарăм, анчах ун пирки ыйтма хăяймасть.
Пĕрремĕш каçхинех арçынăн "куçман пурлăхĕ" ăçта пулни палăрать.
Иван, улталаса хăвар-ха!
Ку ĕç ĕлĕкрех Кунтикавра пулнă. Ялта пĕрисем нимелле пӳрт çĕклеме пуçланă. Касĕпех пуçтарăннă пулăшма, вĕсен хушшинче ăста платниксем – Тарасовсем те – пулнă.
Урампа шыв турттаракан Иван лашипе пынă, урапи çинче – шыв пички.
-Иван!- кăшкăраççĕ пӳрт тăвакансем, - мĕн чĕнмесĕр иртсе каятăн!

Текста малалла вулăр...

Вырăс ялĕнче чăваш культурине çĕклекен элчĕ

Тамара Романова (Юнкерова) шăпи хăйнеевĕрлĕ. 1954 çулхи акан 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнче çуралнăскере çемйи Красноярск крайне куçса кайсан вăхăтлăха яла кукамăшĕпе пурăнма хăвараççĕ. Пуçламăш классенче хĕрача Пуянкасси шкулĕнче вĕренет.
1963 çулта Тамарăна ашшĕ килсе илсе каять. Ачаранах кăмăл çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăракан хĕрача Красноярск крайĕнчи пурнăçа хăнăхма пуçлать çеç – Юнкеровсем каялла тăван çĕршывне куçса килме шутлаççĕ. Ульяновск облаçĕнчи Майна районĕнчи Хирти Матюнино ялне килсе вырнаçаççĕ. Сакăр класс пĕтерсен Т.Юнкерова ялти медицина пунктĕнче санитаркăра ĕçлеме пуçлать. Икĕ çултан пăру пăхма фермăна куçать, склад пуçлăхĕнче тăрăшать. Хастар пикене хуçалăхри комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Тамарăна шанса панă ĕç питĕ килĕшет.

Текста малалла вулăр...

Хурт ăсти

Михаил Филиппов 1954 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Павловка районĕнчи Шăмалак (Каменный Ключ) ялĕнче çуралнă. (Ку ял паян Ирçе Шăмалакĕн тăрăхне кĕрет, чăвашпа мăкшăсене Кадада юхан шывĕ çеç уйăрать.)
— Хресчен çемйинче эпир пурĕ пилĕк ача пулнă. Эпĕ – чи асли. Атте, Фёдор Егорович, колхозра пĕтĕм ĕмĕрне трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Анне, Нина Николаевна, 1933 çулхи, колхозра вăй хунă. Атте Карсунта бригадира вĕреннĕ чух 1952 çулта аннепе паллашать, вырăс хĕрне Ирçе Шăмалакне пурăнма илсе килет. Эпĕ 12-13 çул тултарсанах аттепе ĕçе тухаттăм, комбайн çинче штурвальнăй пулса тăрăшнă,-каласа парать Михаил Фёдорович. – Эпĕ 8 класс пĕтерсен 1970 çулта Хусана утарçа вĕренме кайрăм. Икĕ çул вĕрентĕм. Салтака кайиччен тăван хуçалăхра вăй хунă. 1973 çулта çара илсе кайрĕç.
Михаил Филиппов Саратов облаçĕнче пӳртсем çĕкленĕ, шăвармалли каналсем тунă.

Текста малалла вулăр...

Константин АНТОНОВ: «Пурнăçăмра ĕçпе пиçĕхсе чунăма тасатса пытăм»

Раççей Федерацийĕн хисеплĕ автотранспорт-никĕ – Константин Авксентьевич Антонов – тивĕçлĕ канăва кайиччен, ун хыççăн тата 11 çул сывлăха сиенлĕ ĕçре вăй хурать.
 
Акулина Ильиничнапа («Ача амăшĕ героиня» орден кавалерĕ) Авксентий Иванович Антоновсем (Аслă вăрçăра Мускава хӳтĕленĕ) – иккĕшĕ те Тутарстан çĕршывĕнчи Пăва районне кĕрекен Хирти Кушкăра тĕпленсе пурăннăскерсен çемье йышĕ питĕ пысăк пулнине кил хуçи мăшăрне патшалăх нумай ачаллă хĕрарăмсене паракан наградăпа чыслани çирĕплетет.
Тăваттăмĕш ачи – Костя – 1944 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килет. Вăл 1957 çулта ялти шкулта çичĕ класс пĕтерет те виçĕ çул колхоз ĕçĕсенче вăй хурса ашшĕпе амăшне çемьене тытса тăма пулăшать. Чунĕпе мĕн ачаран техника патне туртăннă ача 1960 çулта Ульяновскри чукун çул училищине промышленность оборудованийĕн электромонтажникне вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...

Партизан отрячĕн командирĕн мăнукĕ

Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Отличникĕ. «Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» кăкăр паллин (III степень) кавалерĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи партизансен отрячĕн командирĕн, Пасарлă Сăскан вулăсĕнчи милици уйрăмĕн пуçлăхĕн – Димитрий Крайновăн – мăнукĕ…
Виктор Анатольевич Крайнов «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» пĕрлĕхĕн тĕп директорĕн 2012 çулччен социаллă ыйтусемпе ĕçленĕ çумми (паян – тĕп специалист).
 
Ентешĕмĕрпе паллашсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле: документсем тăрăх вăл вырăс çынни, ашшĕ-амăшĕн паспорчĕсем çине те «национальность» йĕркере «вырăс» тесе çырса хунă. Аслашшĕпе асламăшĕ - Самар тăрăхĕнчи чăвашсем. Хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕр çĕрĕ-шывĕ çине куçса килнĕ. Димитрий Крайнов граждан вăрçи вăхăтĕнче партизан отрячĕн командирĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

У т а р ç ă

Кам калĕ çак пурнăçа юратакан вăр-вар çын ака (апрель) уйăхĕнче 80 тултарать тесе? Мучи теме чĕлхе çаврăнмасть. Йăрăс та яштака пӳллĕ, илемлĕ, кулса çеç калаçакан чăвашпа Упамсар ялĕнче паллашрăмăр. Ричард Еруков тивĕçлĕ канура утар ĕçĕпе йăпанса пурăнать. Ачисем ӳссе çитĕннĕ, арăмĕ Димитровград хулинчен килсе çӳрет.
– Ман ачаранах вĕренес килетчĕ. Анчах та пирĕн вăхăтра (эпĕ 1933 çулта çуралнă) калхусран ан каяйччăр тесе алла документ памастчĕç. Çамрăк та хавхалануллă пуçăмпа пĕр хушă «Большевик» хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре вăй хутăм. Килĕшместчĕ. 1949 çулта тухса «тарма» май килчĕ. Эпĕ Хусанта 6-мĕш номерлĕ ФЗО шкулне кĕтĕм. Тимĕр конструкцисен слесарь-монтажникĕ специальноçне алла илтĕм,-терĕ Ричард Сергеевич.
Ылтăн алăсем пур çĕрте те кирлĕ. Чăваш каччине тантăшĕсемпе пĕрле Саратов хулине хăйсен специальноçĕпе ĕçлеме яраççĕ.

Текста малалла вулăр...

çĕнĕ коляска пирки ĕмĕтленетĕп

Раштав уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри сусăрсен кунне паллă турăмăр, хамăр калаçусенче, мероприятисенче вĕсен терт-нушине, кĕрешĕвне, пурнăçа юратнипе аллине усманнине палăртса хăвартăмăр, чăтăмлăхĕпе мăнаçлантăмăр. Сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр пулнине пăхмасăр вĕсем çак çĕр çинче май килнĕ таран тытăнса тăрасшăн, хăйсем çинчен илттересшĕн талпăнаççĕ. Кулянса, йĕрсе ирттермеççĕ вĕсем яра куна, май килнĕ таран тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççĕ, спортпа туслă, ӳнер тĕнчипе кăсăкланаççĕ, ташлама юратаççĕ.
Пирĕн пулăшу вĕсене куллен кирлĕ. Уявран уява çеç мар, куллен асра тытмалла, хавхалантармалла, пулăшмалла вĕсене. 2013 çула Ульяновск облаçĕнче «Пĕр тан вăйсен çулĕ» девизпа кĕретпĕр. Эппин, пултарайнă таран, вĕçĕ-хĕррисĕр майсемпе усă курса хӳтлĕхсĕр, сывмар çынсен пурнăçне илемлетме тăрăшмалла.

Текста малалла вулăр...

Олимпиадăна хутшăннă

«Пурнăçри чи пысăк ăнăçу – ырă çынна качча кайса çĕршыва юрăхлă ывăлпа хĕр çитĕнтерни»,- терĕ Çĕнĕ Ульяновск хулинче пурăнакан Клавдия Разматова. Аса илмелли, мăнаçланмалли Клавдия Ильинична пурнăçĕнче татах пур: нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, Хулаçырминчи шкултан сакăр класс пĕтерсе тухнă хыççăн Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ, лавккаçăра ĕçленĕ.
«Эпĕ направленипе ĕçлеме каймарăм, тӳрех пысăк лавккара — Ульяновскри автовокзал çумĕнче тин çеç уçăлнă суту-илӳ центрĕнче — тăрăшма пуçларăм,-аса илет Клавдия Разматова.- Питĕ чаплăччĕ. Лавккаçăсем эпир пурте 18-20 çулхисемччĕ. 1980 çулта вара пире, çамрăк та пултаруллă ĕçченсене, çуллахи XXII Олимп вăййисене хутшăнакан хастарсене апат-çимĕçпе тивĕçтерме Мускава ячĕç. Икĕ уйăх хушши гастрономра тутлă ĕçме-çимепе кирлĕ промышленность таварĕсем сутнă.

Текста малалла вулăр...

Ачасем ăна юратаççĕ

Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тенĕ пек Чăнлă посёлокĕнче çуралса ӳснĕ Таисия Ивановна Мискина Ульяновскри педуниверситетран вĕренсе тухнă хыççăн тахçан хăй çӳренĕ ача садне ĕçлеме таврăнать.
-Педагог пуласси асра та пулман. Эп чĕр чунсене питĕ юрататăп, çавăнпа ветеринара вĕренме кайма ĕмĕтленеттĕм. Педагог профессине суйласа илме анне сĕнчĕ: «Педуниверситет чи лайăх пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕ»,- терĕ. Хирĕçлемерĕм. Мĕншĕн тесен пĕчĕк ачасемпе пулма та мана шутсăр килĕшетчĕ. Тăван шăллăма, иккĕмĕш сыпăкри йăмăксене яланах мана шанса хăваратчĕç. Эп вĕсене выляттараттăм, тĕрлĕ ĕçсем хушаттăм. Ача вăл хĕвел пек çутатать, пĕчĕк парнешĕн те чунтан савăнать, пуринпе те интересленет,- каласа парать илĕртӳллĕ кулăллă хĕр.
Диплом илсен Таисия Ивановна Чăнлă посёлокнех таврăнать.

Текста малалла вулăр...

САХАЛИН ЧĂВАШĔ

Слесарь-инструмента льщик, техник-механик, инженер-механик, механизаципе автоматизаци уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ… Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн -ветерансен канашĕн председателĕ, тăван ялĕн историйĕн тĕпчевçи… Чăваш Республикин «Ăслăлăхпа ӳнер чăваш халăх академийĕ» обществăлла организацийĕн президиумĕн çирĕплетĕвĕпе «Тăван тăрăха тĕпченĕ ĕç-хĕлре çитĕнӳсем тунăшăн» ятлă Спиридон Михайлович Яндуш медальне тивĕçнĕ. Вулакана хытă интереслентерсе янă ентешĕмĕр – РФ ĕç ветеранĕ Иван Моисеевич Кирпичников. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 80 çул çитет. Пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса калаçрĕ.
<b>- Иван Моисеевич, Эсир Сахалин чăвашĕ-и?..
- Пĕлмен вулакансемшĕн ку тĕлĕнтермĕш япала. Чăнах та, эпĕ Сахалинта 1932 çулта çуралнă, анчах Инçет Хĕвелтухăçри утрав çинче мар, Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕнчи çакăн пек ятлă посёлокра.

Текста малалла вулăр...

Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ – вĕсенче

Питравка кунĕнче Ульяновскра пурăнакан Зоя Ивановнапа Василий Никандрович Угаринсем пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитет.
Телейлĕ çемье вăрттăнлăхне пит лайăх пĕлеççĕ Угаринсем.
- Çур ĕмĕр хушшинче пĕрне-пĕри сивĕ сăмах та каламан, усал куçпа пăхман. Пирĕншĕн пĕрлехи пурнăçра чи кирли те пахи – пĕрне-пĕри юратни, хисеплени, кирек хăçан та пулăшни, хаклани, пĕр-пĕрин сăмахĕнчен иртменни пулнă. Ĕçе те нихăçан пайламан эпир, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен. Ачасене те çаплах вĕрентсе ӳстернĕ. Каланинчен ытларах, вĕсемшĕн пирĕн пурнăçри тата ĕçри тĕслĕх куçĕсем умĕнче пулнă, - каласа параççĕ çулĕсенчен самай çамрăк курăнакан Угаринсем.
Калаçура та, тыткаларăшĕнче вĕсем пĕрне-пĕри халĕ те çамрăк чухнехи пек юратни палăрать: куçран пăхаççĕ, кулăшла пулсан - сăпайлăн кулаççĕ, пĕрне-пĕри пӳлмеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ВĂЛ ТАМĂКРАН ИНÇЕТ ХĔВЕЛТУХĂÇРА ТУХНĂ

ВĂРÇĂ ХИРĔНЧЕ ПĔЧЧЕН ÇЫН ТА ÇАР ÇЫННИ
 
«Японие çĕнтернĕшĕн» (1947) медале, Жуков медальне, "Совет çарĕпе флочĕ 30 çулта" медале (1949), «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне (1970), Раççей Федерацин «Ĕç ветеранĕ» кăкăр паллине (1983), Отечественнăй вăрçă орденне (2-мĕш степень, 1985), «1941-1945 çулсенчи фронтовик» (2000) кăкăр паллине тивĕçнĕ, пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕпе хастаррăн çыхăнтарнă 7 ача ашшĕ – Иван Васильевич МУЛЯКОВ – утă (июль) уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăвать.
Ентешĕмĕр 1927 çулта хальхи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – Василий Александрович – ял хуçалăхне коллективизациленĕ тапхăрăн пуçламăшĕнче пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ хыççăн, 1932 çулта сасартăк çут тĕнчерен уйрăлнă.

Текста малалла вулăр...

УЙРĂМ ТĂмхаллă ăста

«Килти телее çитекенни ниçта та çук. Çавă чи хакли. Вăл çителĕксĕр пулсан телей тулли мар», - тесе çирĕплетет çирĕм çул Ульяновскри радио лампочкисем туса кăларакан заводра электроваакумлă приборсем пуçтарса уйрăм тăмхаллă (личное клеймо) ăста пулса тăнă ĕç ветеранĕ Валентина Николаевна Улендеева.
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра пурăнакан сакăрвуннăри Акулина Александровнапа мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен колхоз кладовщикĕнче вăй хунă Николай Кузьмич Тюремовсен пĕрин хыççăн тепри ултă хĕрача (Валентина, Вера, Мария, Людмила, Светлана, Надежда) çуралать.
- Аттепе анне, тен, тĕпчĕке хăварма арçын ача çураласса кĕтнĕ пулĕ. Турă вĕсене ултă пике парнеленĕ. Мана - асли пулнăран - йăмăксен сăмсисене шăлма, вĕсене апатлантарма, тумлантарма, хуйхă-суйхă, савăнăç тенине çурмалла пайлама нумай тивнĕ.

Текста малалла вулăр...

Хаçат шăпишĕн çунакансем çук мар-ха

Эпир «Канаша» 15-16 çула яхăн çырăнса илетпĕр
 
Чăнлă районĕнчи Йĕпе Пăкăрлă (Мокрая Бугурна) ялĕнче пурăнакан чăвашсенчен «Канаш» хаçатăмăра виçĕ çемье çырăнса илет. Вĕсенчен пĕри – Ильичёвсен çемйи. Ку тăрăха вĕсем 1988 çулта Чăваш Енрен килсе тĕпленнĕ.
Михаилпа Елена Шупашкарта паллашса çемье чăмăртанă. Елена Николаевна – Муркаш районĕнчи Кăпас ял хĕрĕ – гидроаппарат заводĕнче электромонтажницăра ĕçленĕ. Михаил Ильич – Шăмăршă районĕнчен – 2-мĕш механика управленийĕнче водительте çӳренĕ.
-Шăмăршăра пĕр пĕлтерӳ куç тĕлне пулчĕ. Унта Йĕпе Пăкăрлăри «Победа» хуçалăха ял ĕçченĕсем кирли, килсенех хваттер уйăрасси пирки çырнăччĕ. Эпир арăмпа ял ĕçне аван пĕлетпĕр, ĕçрен хăраканнисем мар. Çапла кунта куçса килме шутларăмăр, - тет хуçи.

Текста малалла вулăр...

Юрă-кĕвĕ пурăнма пулăшать

Çĕнĕ Малăклари «Малыклинский каравай» уявĕнче нумай чăвашпа паллашрăм. Вырăнта çуралса ӳснисемпе те, килсе тĕпленнисемпе те. Лидия Архипова (Рыкина) килнисен шутне кĕрет. Унăн çуралнă çĕршывĕ – Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Тăваньел ялĕ.
 
Шкул пĕтерсен Лидия Шупашкара кондитера вĕренме кайнă. Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕрри ялĕн каччипе Петьăпа паллашса çемье чăмăртанă. Часах хăйсем пекех хаваслă, пурнăçа юратакан çемьепе паллашнă. Канмалли кунсенче, уявсенче пĕрле савăннă. Анчах юлташĕсен тем сăлтава пула Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Высокий Колок текен яла (вăл район центрĕнчен 35 çухрăмра вырнаçнă) куçса килме тивнĕ. Архиповсем çав самантран хăйсене питĕ кичеммĕн туяççĕ. Лешĕсем çитсе вырнаçсан Архиповсем вĕсене кайса кураççĕ. Ялне те, çыннисене те кăмăллать çемье. «Тен, пирĕн те ку тăрăхра йăва çавăрмалла»,- канăçа çухатсах çĕмĕреççĕ пуçĕсене Пётрпа Лидия.

Текста малалла вулăр...

Сăра вĕретме ăста

Çĕнĕ Ульяновскра ирттерекен чăваш уявĕсенче Анастасия Маркеловна Шашкинана яланах курма пулать. Вăл кăпăклă чăваш сăри вĕретме те ăста, чăваш тумне те авалтан хăйсен ялĕнчи пек ыттисенчен уйрăмрах тăхăнать.
Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кушкуйĕнче çуралнă вăл. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен амăшĕ кăмака умĕнче мĕн ĕçленине сăнама юратнă. Сăра вĕретнине, кукăль-пӳремеч пĕçернине куçне илмесĕр пăхнă. Пурнăçĕнче кирлĕ пуласса ун чухнех ăнланнă.
Шкул хыççăн медучилище вĕренсе пĕтерет. Мĕн ачаран кăмăлланă специальноçĕпе Тутарстанра пĕр ялта 15 çул фельдшерта ĕçлет. Упăшки валли ĕç çуккипе Ульяновск тăрăхне куçса килеççĕ.
-Мăшăрăм бульдозерпа ĕçлетчĕ. Кĕркунне-çуркунне ĕç пур. Хĕлле вара ялта юр кăна тасатать. Урăх çĕрте тĕпленме шутларăмăр. Халь вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ, - каласа парать Анастасия Маркеловна.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхемĕр вăйĕ виçесĕр пысăк

Пирĕн редакцие кĕмĕл çӳçлĕ, патвар кĕлеткеллĕ ентеш кĕчĕ. Паллашнă май вăл Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралнине пĕлтĕмĕр. Шел, Иван Яковлевич Мурзайкин чăвашла калаçаймасть. Вырăсланнă чăвашсемпе пирĕн, хаçатçăсен час-часах тĕл пулма тӳр килет. Вĕсенчен ытларахăшĕ ку тăрăхрах – чăвашсем хушшинчех пурăнаççĕ. Маннă тенине ĕненме йывăр. Хăнапа тĕплĕнрех паллашсан вăл пач куштанланманнине ăнлантăмăр: Иван Яковлевич вунпĕр çултах тăван ялĕнчен тухса кайса 50 çула яхăн Ташкентра пурăннă. Ульяновск хулине вăл тăватă çул каялла тин килсе тĕпленнĕ. Тӳрех Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнчи çĕр йĕркелӳ тата çĕр кадастрĕн факультетĕнче ĕçлеме пуçланă. Техника наукисен кадидачĕ, доцент студентсене вĕрентет. Унччен вăл 35 çул тĕп инженер-геодезист должноçĕнче вăй хунă. Куçăмсăр майпа Мускавра аспирантура пĕтернĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.