Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĔМĔТ ПУЛСАН ШАНĂÇ ПУРАХ

«Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ çуллахи отпуска кайсан унăн ĕçĕсене çамрăк пике Светлана Дубанова пунăçласа тăрать. Кăçалхи çу вăхăтĕнче те вăл пире йывăрлăхра хăвармарĕ. Пĕр уйăх хушши хаçата калăплас ĕçре пирĕнпе тăрăшрĕ. Хаçат ĕçĕ уншăн çĕнĕлĕх мар. Вăл тăватă çул Ульяновск районĕн «Родина Ильича» хаçатĕнче операторта ĕçлет. Унта та, кунта та ĕлкĕрет çаврăнăçуллă ĕçтешĕмĕр. Хăй вара чăвашсен хаçачĕ ăна çывăхрах пулнине пытармасть. Вăл тăван чĕлхепе тухать-çке!
 
Сăпайлă ентешĕмĕрпе тĕплĕнрех паллашар. Ульяновска вăл Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнчен килнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыçсăн куçăмлă майпа Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи наци уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Çак манăçми çулсене акă мĕнлерех аса илет вăл:
- Чĕлхемĕре юратма пире Е.

Текста малалла вулăр...

Çĕр ĕçченĕСЕн йăхĕнчен

Фермер хуçалăхĕсем йĕркеленме тытăнсан ял хуçалăх институтĕнче агроном специальноçне алла илнĕ çамрăк специалист, Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕнче пурăнакан Павел Узиков хăйĕн вăйне ертӳçĕ ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма шутлать.
Вăл ачаранах çĕре юратса ӳснĕ, çуллахи каникулсенче комбайнёрăн пулăшаканĕнче тар тăкнă. Çĕр ĕçĕн йывăрлăхне те, ыррине те пĕчĕкрен туйнă. Хуçалăха йĕркелесе ертсе пыма та шикленмен вăл. Ăс паракансем, пулăшакансем, тĕслĕх илмеллисем пулнă. Ашшĕ, аслашшĕ ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, колхоз-совхоз ертӳçисем пулнă. Аслашшĕ - Александр Павлович – вăрçă хыççăнхи чи йывăр çулсенче колхозсене çĕкленĕ, 15 çул Чăнлă районĕнчи тĕрлĕ хуçалăхсене ертсе пынă. Ашшĕ – Анатолий Александрович – ял хуçалăх предприятисен ертӳçи лавне 26 çул туртнă, халĕ те халăхшăн ĕçлет, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Николай Самаркин: «ÇыннăН ТЕМ ТУМА ТА ПĔЛМЕЛЛЕ – ПУРНĂÇ НУМАЙ ЕНЛĔ»

ĔМĔР ВĔРЕННĔ, ПĔЛӲ ПУХНĂ
Техник-механик, ăсчах агроном, генетик-биолог, вĕрентӳçĕ… Кунсăр пуçне обществăлла ĕç: суйлав комиссин председателĕ, пропагандист, агитатор… Пĕр вăхăт хушши комсомол райкомĕн вĕрентӳ уйрăмĕн секретарĕнче те вăй хунă. Кам çинчен калаçу пырать тетĕр-и? Николай Петрович Самаркин çинчен.
 
Вăл Чăваш Республикичи Кивĕ Шăмăршăра Фёкла Спиридоновнапа (ĕмĕрне колхоз ĕçĕсене пурнăçласа ирттернĕ) Пётр Кузьмич (райпо председателĕнче вăй хунă) Самаркинсен çемйинче (çемьере ултă ача пулнă) 1938 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.
Николай Петрович ашшĕнчен – пĕлӳ тĕнчине пăхăнтарма, амăшĕнчен – ĕç кăна çынна телей кайăкне тытма пулăшнине ăнланма вĕренсе çитĕннĕ.
Вулама, çырма, шутлама, паллах, ялти пуçламăш классенче хăнăхса çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

■ Страницăсем: 1, [2].