Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çăварни çуни

 
Стас Владимир репертуарĕнчен
 
Çăварни çуни, çĕн çуни (2 хут)
Ларма пĕлмен хĕрсене
Шуçтарать те хăварать.
 
Çуни çуни, çварни çуни
Шуçтарать те хăварать.
Çуни, çуни, хура çуни
Ял-ял витĕр çаврăнать.
 
Пуçран юрпа ан перĕр, (2хут)
Тутăр тĕсне яратăр. (2хут)
 
Çăварни килет пĕр эрне, (2хут)
Ма килмест-ши виç эрне/ (2хут)

Сурхури

Чăвашсем çемье, ял, вăхăт, ĕç-хĕл пурнăçне пуянлатакан тата илемлетекен тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ йăласемпе мухтанма пултараççĕ: Сурхури, Нартукан (Нартăван), Кăшарни (Кĕрещенке, Шуçи), Киремет карти, Çăварни (Масленица), Калăм, Сĕрен, Мăнкун, Ака пăтти, Акатуй, Çимĕк, Уяв, Вырма, Авăн, Чӳклеме, Чӳк, Ниме, Киремет карти, Кĕрсăри.
Халăх йăли-йĕрки календарĕ Сурхури уявĕпе пуçланнă. Ку авалхи уяв. Ĕлĕкрех вăл тата анлăрах пулнă - выльăх-чĕрлĕхе упраса тăракан ыр-усала пуççапнипе тачă çыхăнса тăнă. Унăн ячĕ те çакăнтанах тухнă – «сурăх ырри» - «овечий дух». Ку уява хĕлле кун таврăнăшĕнче (декабрĕн 21-22-мĕшĕ) паллă тунă. Сурхури эрнене тăсăлнă.
Уявланă хушăра чи малтан Çĕнĕ çулта хуçалăха тата киле хăтлăх кӳме, аван тухăç тата ĕрчев пама ыйтакан мешехесене туса ирттернĕ. Сурхурин пĕрремĕш кунĕнче ачасем ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса ялти кашни киле çитсе курнă.

Текста малалла вулăр...

Йĕтес туртни

Тĕрлĕ çĕрти чăвашсен пурнăç йĕркисем, юрри-кĕвви, вăййи-кулли, хăнари йĕркесем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăма та пултарнă, анчах та авалхи тапхăртан юлнă йăласем паянчченех сыхланса юлнă.
 
Вăл йăласене çынсем тăрсан-тăрсан аса илеççĕ. Вĕсенчен пĕри хăнана кайсан, тĕрлĕ ĕçкĕ-çикĕре, ĕç вăхăтĕ-нче, апат çинĕ вăхăтра – чăхă ашĕ çинĕ чухне – йĕтес туртас йăла халĕ те пур-ха. Йĕтес шăмми (ключица) пĕкĕ евĕрлĕ-рех, анчах та çӳлти пайĕ чăмăртансарах тăрать. Тĕрлĕрен каланă: йĕтес туртасси, йĕтес уйăрасси.
Йĕтес шăммине туртнă (уйăрнă) хыççăн пĕр-пĕрне вăлтма тăрăшнă. Кам маларах вăлтать (улталать) – вăл "ăсли" пулать, улталанни "ухмахĕ" пулать.
Йĕтес шăммине уйăрнă чухне шăмă пĕр пек пайланмасть, кама-тăр çӳлти пайĕ пысăкрах (муклашкипех) лекет. Ун пек чухне кама пысăкрах пайĕ лекет, вăл ăсли пулать.

Текста малалла вулăр...

Çинçе

«Çинçе» сăмаха çĕр пĕтĕленсе йывăрланнă пулăмпа çыхăнтараççĕ. Тыр-пул акса пĕтернĕ хыççăн канлĕ вăхăт 2-3 эрне тăсăлнă.
Вăл уяв мар, çураки вĕçленĕ хыççăнхи, кĕрхи ыраш пучахĕсем чӳ-хене пуçласан ирттерекен йăла-йĕрке. Ăна июнĕн 19-мĕшĕччен паллă тунă.
Ĕлĕк-авал календарьти йăла-йĕ-ркене ватăсем хытă йĕрлесе пынă. Кун тăршшĕ 17 сехете çитсен ватăсем мĕнпур яла Çинçе тытăнни пирки пĕлтернĕ.
Çинçе вăхăтĕнче çынсем çутă тумпа çеç çӳренĕ. Çутă мар тум тăхăннисене шывпа сапнă.
Çинçе вăхăтĕнче ним патне те ытлашши пырса перĕнмен: çамрăк хунавсене, кайăк-кĕшĕке, чĕпĕ таврашне сиенлесрен шикленнĕ. Çак вăхăтра çĕр чавма, кĕпе-йĕм çума юраман. Пулă тытма, пушăт касма, вăрман ĕçлеме юранă. Ача-пăчана хӳме çине улăхма, шавлă выляма, шăхăрма, кулма чарнă.
Мĕнле-тĕр сăлтавпа пуçтарăнсан ерипентерех ташланă.

Текста малалла вулăр...

Çинçе

«Çинçе» сăмаха çĕр пĕтĕленсе йывăрланнă пулăмпа çыхăнтараççĕ. Тыр-пул акса пĕтернĕ хыççăн канлĕ вăхăт 2-3 эрне тăсăлнă.
Вăл уяв мар, çураки вĕçленĕ хыççăнхи, кĕрхи ыраш пучахĕсем чӳ-хене пуçласан ирттерекен йăла-йĕрке. Ăна июнĕн 19-мĕшĕччен паллă тунă.
Ĕлĕк-авал календарьти йăла-йĕ-ркене ватăсем хытă йĕрлесе пынă. Кун тăршшĕ 17 сехете çитсен ватăсем мĕнпур яла Çинçе тытăнни пирки пĕлтернĕ.
Çинçе вăхăтĕнче çынсем çутă тумпа çеç çӳренĕ. Çутă мар тум тăхăннисене шывпа сапнă.
Çинçе вăхăтĕнче ним патне те ытлашши пырса перĕнмен: çамрăк хунавсене, кайăк-кĕшĕке, чĕпĕ таврашне сиенлесрен шикленнĕ. Çак вăхăтра çĕр чавма, кĕпе-йĕм çума юраман. Пулă тытма, пушăт касма, вăрман ĕçлеме юранă. Ача-пăчана хӳме çине улăхма, шавлă выляма, шăхăрма, кулма чарнă.
Мĕнле-тĕр сăлтавпа пуçтарăнсан ерипентерех ташланă.

Текста малалла вулăр...

Çимĕк

Ку уява Троицăччен юлашки шăматкун паллă тăваççĕ. Ĕлĕкрех ăна юлашки кĕçнерникун паллă тунă. Çавăнпа та чăвашсен Çимĕкĕ вырăссен Троиципе пĕр кун килнĕ. Çак куна хăш-пĕр тĕлте «виле тухнă кун» теççĕ.
Çимĕк тĕлне чăвашсем пӳремеч пĕçернĕ, çăмарта хĕретнĕ, сăра вĕретнĕ. Мунча хутса кĕнĕ. Кăнтăр тĕлнелле ял халăхĕ таса тум тăхăнса, çимелли-ĕçмелли йăтса масар еннелле утнă. Тăванĕсен вилтăпри тавра пуçтарăнса илсе килнĕ апат-çимĕçе кăларса хунă. Малтан вилтăприсем çине хуçа-хуçа хунă, сăра ярса панă.
 
Атте-анне (ытти вилнисен ячĕсене те асăннă), сана икерчĕ хыватăп,
Умăнта пултăр – пил ту.
Атте-анне, сана пӳремеч хыватăп,
Умăнта пултăр – пил ту.
Çапла каласа кашни апата вилтăприсем çине хурса тухнă. Сăмахĕсене çапла вĕçленĕ:
Ачасене пехиллĕхне пар,
Выльăх-чĕрлĕх услăхне пар.

Текста малалла вулăр...

Мăнкун (Великий день)

Ĕлĕк-авал чăвашсем Çĕнĕ çула çурхи хĕвел çӳле хăпарса çитсен уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне Мăнкун тенĕ.
Вăл Хĕвеле хисепленипе çыхăннă. Çав кун ирхине мĕнпур ача ял хĕррине Çĕнĕ çул хĕвелне кĕтсе илме пухăннă. Ватă çын та йышлă пулнă. Çак вăхăтра ачасене тырăпа тата хăмлапа сапнă, пĕчĕкскерсем сывă та ăслă çитĕнччĕр тенĕ. Шăпăрлансем çулталăкĕпех чирлес мар тесе çĕр çинче йăваланнă. Çакăн хыççăн вĕтĕр-шакăр яла таврăннă. Вĕсене аслисем кĕтсе илнĕ, пылак çимĕçпе, йăвапа тата хĕретнĕ çăмартапа хăналанă. Пӳрте чи малтан хĕрачасен кĕмелле пулнă. Çапла тусан кил хуçисен ĕнисем тына çеç пăруланă, сурăхĕсем путексем çеç туса панă имĕш. Чи малтан кĕрекен хĕрачана минтер çине лартнă. Ăна шăп ларма хушнă. Пусма ларакан чăхă та хăйĕн çăмартисем çинче шăп ларасса, нумай чĕп кăларасса шаннă. Ватăсем ачасене хĕвел çинчен хывнă юмах-халап каласа панă.

Текста малалла вулăр...

Салтак такмакĕсем

Шалккă пурçăн тутăра,
Пичĕ майĕн тĕс каять.
Шалккă манăн савние,
Кăçал салтака каять.
 
Военкомат пусми çинче
Офицерсем тăраççĕ.
Çавсем ĕнтĕ савнисене
Салтака ăсатаççĕ.
 
Аякка, аякка
Чечек лартса хăвартăм.
Унтан тата аякка
Савни туса ăсатрăм.
 
Каяп терĕ, кайрĕ ĕнтĕ
Пăхсан курăнми çĕре.
Мана тăратса хăварчĕ
Вутăн çулăмĕ çине.
 
Утрăм – ута пĕлмерĕм,
Чупрăм – чупа пĕлмерĕм.
Мĕн пулчĕ-ши ман чĕрене -
Сыв пул та тееймерĕм.
Шурă акăш кĕпер çине
Тĕкне тăкса хăварчĕ.
Нумая мар, икĕ çула
Кĕтме хушса хăварчĕ.

Текста малалла вулăр...

Крещенкери вăйă-кулă

Крещенке – чиркӳ уявĕ. Анат Тимĕрçенте ăна çулсерен кăрлач (январь) уйăхĕн 19-мĕшĕнче уявланă.
 
Уяв тĕлне килĕрен çурт ăш-чиккине тасатнă, çунă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем кăмака хутса тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, кăпăклă сăрине те вĕретнĕ.
Уявччен пĕр эрне маларах çамрăксем упăтелле, упалла, кашкăрла тата ытти тискер кайăксем пек тăхăнса килĕрен çӳренĕ. Вĕсем пӳртсене кĕрсе ташласа тухса кайнă. Каç пулттипе чӳречерен шаккаса-хăратса çӳрекенсем те пулнă. Каçхине пĕр-пĕр килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă купине салатса урăх çĕререх кӳрши патне купаласа хунă е салатса пăрахнă. Шӳте юратакан ӳркенмен. Упăтелле тăхăнса çӳрекенсенчен пĕрисем Г.А.Разинов, Н.Ф.Савинов пулнă.
Крещенке каç çамрăксем хăйсен шăпи мĕнле пулса тухассине пĕлме тăрăшнă. Сăмахран, карта карнă штакетника (шăтăрнака) сăваççĕ, мăшăрлă тухсан çав çул хĕр качча каять имĕш, хăраххăн тухсан – качча каяймасть, мăшăрсăр юлать.

Текста малалла вулăр...

Кăшарни

Ку уява чăвашсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ: Крещенкке те, Нартукан та, Кăшарни те.
 
Кăшарние Сурхуринчен тытăннă та эрне тăршшĕпех паллă тунă. Православи тĕнне йышăннă хыççăн çак уяв вырăссен Кăшарнийĕпе пĕр килнĕ. Кăшарни –«хĕл эрни» тенине пĕлтернĕ.
Кăшарни ирттерме çамрăксем пĕр киле суйласа илнĕ. Уяв сĕтелĕ валли килĕрен хăмла, ăсла, çăнăх тата ытти çиме пуçтарнă. Ял çыннисене хăналама пайтах хатĕрлемелле пулнă. Ыран Кăшарни тенĕ чух çак çурта пуçтарăннă, сăра вĕретнĕ, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçернĕ. Каçхине ватти-вĕтти, яш-кĕрĕм пуçтарăннă. Хĕрсем малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Аслă ăру çамрăксене телейлĕ пурнăç, ăнăусем суннă. Пăртак хăналаннă хыççăн килĕсене саланнă. Çамрăксен хаваслă уявĕ малалла тăсăлнă. Купăс е сĕрме купăс кĕввипе юрланă, такмак каласа ташланă, вăйăсем вылянă, савăннă, кулнă.

Текста малалла вулăр...

Ю с м а н

 
Мĕн вăл юсман/ Чустаран тунă икерчĕпе çĕрулми нимĕрĕ.
Ку чăвашсен апачĕ, анчах тури енчисем юсман туса çинине курман. Ытларах ăна анат енчи чăвашсем пĕçереççĕ. Çакăн евĕрлĕ çимене ытти халăхсем те хатĕрлеççĕ иккен. Нумаях пулмасть «Путешествие» телеканалпа Бураново кинемейĕсене кăтартрĕç. Вĕсем пĕр çурта пуçтарăнса тележурналиста кыстыбай туса çитерчĕç. Кыстыбай тутарсен те пур. Вĕсем те ăна удмуртсем пекех хатĕрлеççĕ. Нимĕрне удмуртсем çапла турĕç: чукун чӳлмеке çĕрулми, сухан вакласа тата аш авăртса ячĕç те кăмакана лартса пĕçерчĕç. Кайран вĕри сĕт хушса тӳрĕç, турилккене хурса сĕтел варрине лартрĕç. Юсман пекех чустапа хупласа çирĕç.
Йăла тăрăх, чăвашсем юсмана Кивĕ Çĕнĕ çул каç хатĕрлеççĕ (кăрлачăн 13-мĕшĕнче). Рецепчĕ питĕ ансат.
Чуста хатĕрлеме 130 г сĕт, 1 çăмарта, 1 кашăк сахăр песукĕ, çур кашăк тăвар, 250-270 г çăнăх, 50 г ĕне çăвĕ тата икерче сĕрме 50-60 г услам е хур çăвĕ кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Килчĕ Сурхури – юмăç пăхар-и/

Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ.
Чăвашсем Кăшарничченех савăннă. Сурхури уявне ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Ăна ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă, килтен киле çӳресе пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ çимерен сĕтел пуçтарнă. Пухăнса тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттернĕ, юмăç пăхнă.
Кăçатă ывăтни
Хĕрсем хапха енне çурăмпа тăраççĕ те кăçатине хывса хапха урлă ывăтаççĕ, кăçатă кунчи хăш еннелле кăтартать – хĕр çав енне качча каять.
Тĕкĕрпе пăхни
Ăна çур çĕрте ирттернĕ. Хĕр икĕ тĕкĕр хушшине ларать, çурта çутать те тĕкĕр çинче пулас мăшăрĕн сăнне шырать.
Кам малтан качча каять/
Хĕрсем сĕтел тавра лараççĕ. Кашнин аллинче пĕр вăрăмăш çип татки. Çипе пĕр харăс тивертсе яраççĕ. Камăн малтан çунса пĕтет - çав малтан качча каять.

Текста малалла вулăр...

Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем

Пурнăç улшăнса пыни куç умĕнчех. Лавккасене пырса кĕрсен мĕн кăна курмастăн паян. Кил хуçалăхĕнче усă курмалли ĕç хатĕрĕсене курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Пĕр çыннăн ĕмĕрĕнче кăна мĕнленрех улшăнусем пулчĕç те!
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче хĕрарăм ĕçне çăмăллатакан техника питĕ сахалччĕ, пачах пулман тесен те юрать. Кĕпе-тумтир çумалли машинанах илер. Паянхи лавккасенче мĕнлине кăна курмастăн! Суйла та туян. Çакă пире савăнтарать, тĕлĕнтерет.
Аслăрах çул-ӳсĕмлисем мĕнле ĕç хатĕрĕсемпе усă курнă-ха/
60-70 çулхисем лайăх астăваççĕ-ха çакăн пек сăмахсене: пулле, ийĕ (ăйă), кисĕп, кĕвенте, килĕ, кĕпе валашки, сĕлтĕ, тукмак, тăла.
ПУЛЛЕ – йывăçа чавса валашка е ытти япала тумалли ĕç хатĕрĕ. Вăл пуртă евĕрлĕрех, анчах касмалли пайĕ тăрăхла мар - урлă тăрать тата касмалли пайĕ çавракарах.

Текста малалла вулăр...

Салтака ăсатни

Ах, тур, йывăр, ах, тур, йывăр
Атăлтан чул кăларма.
Йывăртан та йывăр иккен
Тăвансенчен уйрăлма.
(Халăх юрри).
 
Çемьере ывăл çуралсан чăвашсем «салтака юрăхлă пултăр» тенĕ. Патша çарĕнче ĕлĕк 25 çул хĕсметре тăнă. Çавăнпа та ывăлĕпе сывпуллашнă, ăсатнă чух хурлăхлă рекрут юррисем юрланă. Каярахпа та – Совет çарне каякансене – чăвашсем çак йăла-йĕркепех ăсатнă. Аслă вăрçă хыççăн (70-мĕш çулчченех) салтака 22 çултан илнĕ, хĕсметре вĕсен 3 çул тăмалла пулнă. 70-мĕш çултан пуçласа салтака 18 çултан илме тытăннă, служба вăхăтне те 2 çул хăварнă. Çавăн пирки те йĕркесем çуралнă халăхра.
Салтака илсе кайрĕç,
Пилотка тăхăнтарчĕç.
Çамрăк тесе пăхса тăмĕç,
Алла пăшал тыттарĕç.
Салтак ячĕ тухсан ашшĕ-амăшĕ хатĕрленме тытăннă: сăра вĕретнĕ, чăкăт тунă, çăкăр пĕçернĕ.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн ача чухнехи вăйăсем

 
Çын хăйĕн пурнăçĕнче тĕрлĕ тапхăрта пурăнса ирттерет. Кашни тапхăрĕнче хăйнеевĕрлĕ пулăмсем пулса иртеççĕ. Çыннăн шухăш-кăмăлĕ, йăли-йĕрки урăхланса пырать. Самана улшăнса пынă май пурнăç йĕрки, халăх тата
ял хуçалăхĕ лайăхланса, çĕнелсе пырать. Сăмахран, 70-80 çул каяллахине паянхи пурнăçпа ниепле те танлаштараймастăн. Пирĕн пурнăçра кăна мĕн чухлĕ улшăнусем пулса иртрĕç: уй-хирсенче вăкăрпа сухапуç, тракторсемпе комбайнсем, космос тапхăрĕ, компьютер вăхăчĕ, карас телефонĕ – каласа пĕтерес те çук. Самана улшăнса пынă май çыннăн пурнăçĕнче ташă-юрă, тĕрлĕрен хайлавсем, ача-пăча вăййисем улшăнса пычĕç.
Ача-пăча вăййисене илсен вĕсем те нумай улшăннă. Ачасем хăйсен ăс-тăнне, вăй-халне тĕрлĕ вăйă выляса аталантарнă, çирĕплетнĕ. Хăш та пĕр вăйăсене вĕтĕр-шакăр хăйсемех йĕркеленĕ, хăйсемех выляса ирттернĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕршыва сыхласси – чи чыслă тивĕç

Совет салтакĕсем 70 çул каялла Тăван çĕршыва хӳтĕлесе хаяр тăшмана аркатса тăкнă. Пирĕн асаттесем, аттесем тăшманпа çапăçса Çĕнтерӳ кунне çывхартнă... Çĕршыва хӳтĕлеме çамрăксем ачаранах хатĕрленнĕ, паттăр салтак пулма ĕмĕтленнĕ, арçын ачасем физкультура, спорт вăййисене хутшăннă.
 
Çитĕннĕ çамрăксен салтака кайма вăхăт. Анат Тимĕрçенте салтака ăсатма хăйнеевĕр йăла пулнă. Çак мероприяти ялти клубра иртнĕ. Асăннă вăхăта кунта салтак ачисем пуçтарăннă. Уявра колхоз специалисчĕсем, вĕрентекенсем, музей директорĕ, паллах, салтак ачисен ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем пулнă. Халал сăмахĕсенче пурте ачасене хастар пулса салтак тивĕçне аван пурнăçлама хушнă. Ашшĕ-амăшĕ ачине хĕсметре лайăх тăрса чипер таврăнмалла пултăр тенĕ. Салтак ачисене асăнмалăх парнесем панă. Шкул ачисем тата ача садне çӳрекен шăпăрлансем концерт кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

Çинçе – чăвашсен çуллахи уявĕ

Ăна Çĕр амăшĕн Туррине халалланă. Çавăн пекех вăл Уяв, Питрав уявĕсемпе пĕр вăхăталла килет.
 
Ăсчахсем çак сăмаха «çийĕнче», «çие юлнă» сăмах пĕлтерĕшĕсенчен пулнă тесе шутлаççĕ. Вăл Çĕр-аннемĕр пĕтĕленнине, çĕр пурлăхне ӳстернине пĕлтернĕ. Тепĕр теори тăрăх, уяв «çĕнĕ çулла» тенине пĕлтерет имĕш. Çавăн пекех «çинçе» (тонкий) сăмахпа арпаштаракансем пур.
Çармăссен çак уяв ячĕ синкса ятлă, китайсен zinze текенни пур. Славянсем вара çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тапхăра «Духов день» тесе палăртнă.
 
Уяв йăли-йĕрки
Уяв ыраш пĕтĕленсен пуçланнă. Вăл 12 куна тăсăлнă. Çинçе пуçлансан чылай ĕçе тума юраман: çĕр чавма, сухалама, йăрансене çумран тасатма, çĕр ăшне патак-юпа тавраш çапса лартма, çĕр çийĕн çара уран утма-çӳреме тата ытти те. Кăвайт чĕртме, мунча хутма юраман – маларах çăвăннă, çăкăрне те уяв умĕн маларах пĕçерсе хунă.

Текста малалла вулăр...

Шывла выляни

Çуркуннехи ĕçсем пĕтсенех чăваш хресченĕ ăшă та лăпкă çумăр кĕтет.
Апрель, май... Июнь уйăхĕн пĕрремĕш эрни иртет. Çумăр çук та çук. Хĕрсе кайнă тӳпере хура пĕлĕт таткине курасчĕ... Кĕрхи тырăсем хальлĕхе аптрамаççĕ-ха. Çурхисем вара, аран-аран шите яхăн ӳснĕскерсем, сарăха пуçланă, пуçĕсене пĕкнĕ. Кирлĕ чухлĕ ӳсмесĕрех пучах кăларам пекки тунă. Выльăх çӳрекен çаранри курăк та сарăхнă, хытнă. Çĕр типсе çуркаланнă. Вĕри çил вĕрет. Çĕрулми те шывсăр нушаланать, выльăх-чĕрлĕх, çынсем нушара.
Çут çанталăкри йĕркене хăй вырăнне лартас, тыр-пула, вăльăх-чĕрлĕхе ӳстерсе сыхласа хăварас, чир-чĕре чарас тесе халăх пуçтарăнса канаш тăвать. Тепĕр çĕрте ăна «Халăх сăри» тенĕ. Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем типĕ çул ятарласа Хăтчук ирттернĕ. Халăх укçипе çамрăк тиха е пăру туяннă, тутлă апат пĕçерсе çинĕ, сăра ĕçнĕ, хĕвелтухăç енне тăрса аслă Турăран çумăр ыйтнă.

Текста малалла вулăр...

Ялти масарсен историйĕ

Ватăсем каласа панă тăрăх, ĕлĕк-авал тĕпленнĕ чăвашсем хушшинче Ылтăн урта çыннисенчен хура вилĕм чирĕ (чума) сарăлнă.
 
Çак хăрушă чирпе вилнĕ çынсене Сала (Чириково) вăрманĕ патнех кайса пытарнă, масар йĕри-тавра канав чавса çирĕп юман йывăçĕсене лартнă. Нумай çул иртсен – революци вăхăтĕнче (1918 çул) – çынсем икĕ ытамлă паттăр юмансене касса Чĕмпĕр хулине пăравуссен кăмакине хутма лашасемпе турттарнă.
Каярахпа масар вырăнĕ улшăннă. Пурăна киле вилесене çывăхарах пытарма тытăннă. Анат Тимĕрçенĕн пĕрремĕш масарĕ ял хĕрринче – Хурамал енче – пулнă. Ватăсенчен пĕри В.Ф. Элли каласа панă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çак масар вырăнĕнче Кивьял çыннисем лаша вити тунă пулнă. Пусă чавма тытăнсан вилнĕ çын шăммисем тухнипе урăх нимĕн тумасăрах витисене пăсса кайнă.

Текста малалла вулăр...

Çăварни вăййисем

Ĕлĕкренех ял çыннисем ырă çуркунне çитнине уявланă. Ватăсем уявпа хăйсен шанăçĕсене – ака ирттерессипе, пулас тыр-пулăн тухăçлăхĕпе – çыхăнтарнă. Уява çурхи кунпа çĕр танлашăвĕн кунĕсенче – нарăс уйăхĕн пĕтмĕшĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕ-нче ирттернĕ. Çуллă икерчĕ пĕçернĕ, çавăнпа уява çăв эрни – Çăварни тенĕ. Çапла Çăварни эрне тăршшĕпех пынă. Малтанхи вырсарникун Аслă Çăварни пулнă, тепри – Кĕçĕн Çăварни.
Çамрăксем Çăварние кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрсем лашасемпе катаччи çӳреме çĕнĕ тум капăрлатнă. Каччăсем лашисене лайăхрах пăхнă, çунасене, кӳлмелли хатĕр-хĕтĕрне тасатса илемлетнĕ: пĕкĕ çине ик енĕпе капăр тутăрсемпе хăюсем çакнă, йĕвенне, кутлăхне йĕс тăхапа илемлетнĕ. Тăхисене тăмпа сăтăрса йăлтăртатакан пуличченех çутатнă. Виçĕ лаша (тройка) кӳлсе çӳреме хăнăхтарнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.