Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

НАРТУКАН (НАРТĂВАН)

Ку уяв Сакам (Закамье) тата Уралçум (Приуралье) тăрăхĕнчи чăвашсен анлă сарăлнă. Вăл раштавăн 25-мĕшĕнче (кун таврăнăшĕ) тытăнса пĕр эрне тăсăлнă.
Нартукан уявĕ тури чăвашсен Сурхури тата анатри чăвашсен Хĕр Сăри уявĕсем пекрех иртнĕ. Уяв ирттерме кăçал туса лартнă çĕнĕ çурт суйласа илнĕ. Çуртне çĕкленĕ чухнех çамрăксем хуçа уяв ирттерме хирĕç ан пултăр тесе нимелле пулăшнă. Çак кун мĕнпур шăпăрлан çунашкасем сĕтĕрсе урама тухнă. Катаччи туса е сăрт çинчен ярăннă. Тухуринчен вĕçсе аннă чух Нартукан сăввисене хытă кăшкăрса каланă.
Хĕвел ансан каччăсемпе хĕрсем ушкăнсене пуçтарăнса кам мĕнле çветкă тумне тăхăнмаллине калаçса татăлнă та килĕсене саланнă. Каччăсем – карчăк, хĕрсем – арçын тумĕсене тăхăннă. Вара урам тăрăх пырса кашни киле шакканă. Каччăсене ытларах чух хĕрсем пурăнакан е хăна хĕрĕ килнĕ çуртсем кăсăклантарнă.

Текста малалла вулăр...

Культура аталанăвĕн никĕсĕ

«Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать»,- тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н. Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулти чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри–ташши кĕреççĕ.Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле. Чăвашсен авалтан суха туса, тырă акса пурăннă май юррисем те çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Сăмахран, «Алран кайми аки-сухи». Ку тури чăвашсен юрри. Анатри чăвашсен тата уйрăм вырăнсенче ку юррăн кĕвви урăхларах пулнă. Чăвашăн юррисем ытларах чухне хурлăхлă. Артистсем те тури чăвашсен юррисене юрласшăнах мар, сирĕн юрăрсем хурлăхлă, вĕсене юрлама йывăр теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Юпа лартрĕç

Çĕнĕ Упи ялĕнче ваттисене асăнса, ял халăхне пĕрлештерес тесе ялти хăш-пĕр çынсем, истори енĕпе ĕçлекенсем, чăваш йăли-йĕркипе Юпа лартма шутланă. Ăна ĕлĕк ял пуçланса кайнă вырăна Çут теекен вырăна лартма палăртнă. Малтанхи ял вырăнĕ, ваттисем каланă тăрăх, икĕ çырма хушшинче (Така варĕ тата Тарăн вар) пулнă.
Çĕнĕ Упи ялĕн çыннисем калашле, вĕсен ялĕ хастарсем Кивĕ Упи ялĕнчен куçса килнипе пулса кайнă. Çав ял шурсухалĕсем хăйсем вăрман леш енчи Упирен куçса килни паллă.
Кивĕ Упирен куçса килнĕ чухне унта 7 килĕ юлнă теççĕ, халăх Çĕнĕ Упие килсе икĕ çырма хушшине — Çут текен çĕре — килсе ларнă. Ку ĕç-пуç 350-400 çул каялла пулса иртнĕ.
Ваттисем каланă тăрăх, яла никĕслекенсем пилĕк тăван пулнă: Ярсутка, Ярухха, Ярхун, Ятман тата Лашман.
Ентешсем хатĕрленме пуçларĕç.

Текста малалла вулăр...

Ç и м ĕ к

Чăнлă районĕнчи Тимĕрçенте ăна Мункун хыççăн 50-мĕш кун – вырсарникун – паллă тунă. Праçнике 3-4 эрне маларах хатĕрленме тытăннă: масарти вил тăприсене тирпейленĕ, чечексем лартнă, хĕрессене сăрланă…
Çимĕкчен пĕр кун маларах – шăматкун – ваттисене асăннă: ял çыннисем кăнтăр çитиччен масар çине тĕрлĕ çиме, ĕçме-çиме илсе кайса курăк çине вырнаçса кĕлĕ тунă, ăратни-ăратнипе тăванĕсен вил тăприйĕсем çумнерех вырнаçнă, хăйсем мĕн ĕçнине, çинине çĕр çине хурса вĕсене уйрăммăн асăннă. Маларах масар çинче эрех тавраш ĕçмен. Каччăсемпе хĕрсем унта кайман. Ваттисемпе пĕрле ача-пăча çӳренĕ. Çынсем масар çинче нумайччен тахçантанпа курман тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе курса калаçнă, ĕлĕкреххине аса илсе пĕр-пĕрне сăйланă.
Асăннă хыççăн апат-çимĕçе хĕрес урли, вил тăпри çине хунă, сăрине савăт çине ярса лартса хăварнă.

Текста малалла вулăр...

Хăят уявĕ

(Хăят пăтти)
 
Çулла Çимĕк хыççăн, çĕртмен 25-28-мĕшĕсенче, каччăсемпе хĕрсем вăйă картине пухăнса сăвă калама пăрахас умĕн тăрăхри çынсем Чăнлă юхан шывĕн çыранне тухнă, пăтă пĕçĕрнĕ. Кашни ялăн пухăнса йăла-йĕркене ирттермелли хăйĕн харпăр вырăнĕ пулнă. Ку уява ватти те, вĕтти те тухнă. Пирĕн Çĕпрел районĕнчи чăвашсем пурăнакан Упи ялĕсенче те ăна тĕрлĕрен ятпа каланă: Хăят пăтти, Çерçи хăячĕ, Хăят уявĕ тенĕ. Анчах та шухăшĕ тата йăла-йĕркене ирттересси пĕрешкел пулнă. Уяв валли ватă çынсем кил тăрăх çӳресе апат-çимĕç пуçтарнă. Хăшĕсем килте мĕн пуррине хăйсем килсе панă. Кам – какай, кам услам çăвне, кам – кĕрпе таврашне. Пурте пухăнса пĕр пысăк хуранта пăтă пĕçернĕ. Çав хушăра чиркӳчченхи кивĕ йăлапа кĕлĕ ирттернĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче Упи ял тăрăхне килсе тĕпленнĕ пĕрремĕш чăваш çыннисене асăннă.

Текста малалла вулăр...

çумăр чӳкĕ

 
Халап тăрăх, 200 çул каялла Турхан Упи тăрăхне Мишанкка текен çĕвĕç килсе тĕпленнĕ. Вăл хресченсем валли тум-юм çĕленĕ, уншăн укçа илнĕ. Ялтан кайсан ăна Хурăнвар тип çырминче вăрă-хурах тапăннă. Çумĕнчи укçине туртса илсе вилмеллех амантнă. Çĕвĕçе вилнĕ тĕлтех пытарнă. Вил тăпри çине юпа лартнă.
Çав самантран пуçласа чылай вăхăт хушши çумăр пулмасан çынсем Мишанкка çилленнĕ, çавăнпа та çумăр çутармасть тесе шутланă. Вара хăш-пĕр шурсухалсем (Тихонов Микихверĕ, Савин Ваçлейĕ, Элю Курак тата ыттисем) ял урамĕсем тăрăх çӳресе кил-çуртран апат-çимĕç пуçтарнă: çăмарта, çăкăр, кĕрпе, аш-какай тата ыттине те. Çак ĕçме-çимепе вĕсем çырмари тăлăх вил тăпри çине кайса Мишанккана асăннă, çумăр ыйтнă. Çакăнтах вăрăсемпе Мишанккан çапăçăвне сăнарласа кăтартса панă.
Типĕ çанталăкра çумăр ыйтма халăхпа чиркӳри пуп та çӳренĕ.

Текста малалла вулăр...

Тимĕрçенти мункун

Мункун (Мăнкун) – христиансен çуркуннехи уявĕ шутланать. Православи тĕнне йышăнсан чăвашсемшĕн те вăл пысăк уяв пулса тăнă.
Ял çыннисем Мункуна маларах хатĕрленнĕ: пӳрт ăш-чиккине, тӳшек-минтерне çуса тасатнă, пахчара, çурт-йĕр таврашне тирпейленĕ, сĕтпе ытти юр-вартан тутлă çимĕç хатĕрленĕ.
Мункун умĕнхи вырсарникун (верпăнни кунĕ) ваттисем кăчкă йывăççин турачĕсене чиркӳре кĕлĕ ирттерсе тасатнă, унтан вĕсене килти турăш кĕтесне хунă.
Çамрăксем тĕрлĕ вăйăсем выляма хатĕрленнĕ. Мункун çитиччен пĕр эрне маларах каччăсем таканккăсем (пысăк ярăнмалли) лартнă. Ярăнмаллисене кашни касăрах тенĕ пек вырнаçтарнă: леш майĕнче П.Клинкин çурчĕ çумĕнче, Муллакасра – Г.Углев умĕнче, Аялти урамра – П.Уба, Н.Савинов çурчĕсен умĕнче.
Таканккăпа хĕрпе каччăсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса ярăннă.

Текста малалла вулăр...

Уяври чăвашлăх "утравĕ"

Каçарсам тăвана, ял-йыша,
Каçарсам тусăма, тантăша,
Пар пурне те чипер самана –
Каçарсам, ырă Турă, мана…
 
Çак тĕп никĕспе иртрĕ Винновка ращинче православи тĕнчинче йăлана кĕнĕ тĕн уявĕсенчен пĕри – Çăварни. Вăл Мункун праçникĕ умĕн çичĕ эрне маларах иртсе Аслă типпе кĕме çул уçать. Пуçланиччен пĕр эрне икерчĕ эрни хуçаланать. Юлашки тапхăрĕ – тĕп пулăмĕ – Каçару вырсарникунĕ. Çынсем тăванĕсенчен, пĕлĕшĕсенчен, юлташĕсенчен, тăшманĕсенчен те (!) каçару ыйтаççĕ, пĕр-пĕрне Çăварнин тĕп çимĕçĕпе – икерчĕпе – хăналаççĕ. Чăнах та çапла пулнине çирĕплетсе пачĕ çак пысăк уяв. Вăл "Ульяновскмебель" производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, Чукун çул районĕнчи «Единая Россия» партин ертӳçи Анатолий Георгиевич Еленкин пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ УОЧНКА вырăнти уйрăмĕ хатĕрленĕ пĕрремĕш уяв пулса тăчĕ.

Текста малалла вулăр...

С У Р Х У Р И

Сурхури – чăвашсен авалхи çĕнĕ çул уявĕ. Ăна чăвашсем килти лăпкă лару-тăрушăн тата çынсен пурнăçĕнчи телейшĕн, лайăх тыр-пулшăн савăнса тата çĕнĕ çулта выльăх-чĕрлĕх аван ĕрчетĕр тесе уявланă. Хăш-пĕр вырăнта ăна к ĕ ш е р- н и, р а ш т а в е ç в е т к е уявĕ тенĕ. Çакăн евĕрлĕ уявсем нумай халăхăн пулнă.
Уявччен темиçе кун маларах хĕрсем пĕр-пĕринпе калаçса пӳрт палăртса хураççĕ. Унта кашни хĕр салат, хăмла, çăнăх, хăйма, çăмарта тата ытти апат-çимĕç илсе пырать. Вĕсенчен сăра вĕретнĕ, тĕрлĕ çимĕç пĕçернĕ, пăрçа ăшаланă. Уяв кунхине ирхине çамрăксем суйласа илнĕ çурт патне пухăннă та кĕркунне акса хăварнă хире кайнă. Хирте юртан улăм купи евĕрлĕ купасем туса çапла каланă: «Юр куписем мĕнле нумай, килес çул çăкăр куписем те çавăн чухлĕ пулччăр». Ун хыççăн килĕсене саланнă. Каçхине вара хĕрсемпе яшсем уяв ирттерме суйланă çурта пуçтарăннă: сăра ĕçнĕ, ăшаланă пăрçа çинĕ, тĕрлĕ вăйăсем вылянă, савăннă.

Текста малалла вулăр...

Мĕн вăл чӳк?

Чӳк – Аслă Турра, унăн çемйине тата ăна пулăшакансене (чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăка, этемĕн пĕрлĕхне, çынсене упракан чунсене) парне панипе çыхăннă йăла-йĕрке. Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл парне панине те, йĕркене туса ирттермелли вырăна та, çӳл тӳпери темĕнле аслă чуна та пĕлтерет. Унпа Турă ячĕпе сăмах каланă чухне та усă кураççĕ.
Авалхи чăвашсен халапĕсем тата тĕн ĕненĕвĕсем тăрăх Тĕнче виçĕ пайран – çут çанталăк, общество тата çын - тăракан уйрăлми пĕрлĕх пек курăнать. Ăна Турă хăйĕн йĕкĕреш пиччĕшĕ Киремет пулăшнипе туса хунă иккен. Анчах çакăн хыççăнах Киремет усал вăйсен ирĕкне лекнĕ. Çавăнпа Турă ăна Çӳлти тĕнчерен хăваласа янă.
Турă Тĕнче пайĕсем пĕр-пĕринпе килĕшӳре пурăнччĕр тесе тăрăшать. Шуйттан вара хăйне пăхăнакан усал вăйсем пулăшнипе çынна çураçăва аркатакан киревсĕр ĕçсем тума хĕтĕртет.

Текста малалла вулăр...

Т а к м а к с е м

Савни пулать, савни пулать,
Савни вăл нумай пулать.
Савни вăл нумай пулать те
Юратни пĕрре пулать.
 
Чие йывăçне ан лартăр
Çырлине юратмасан.
Мĕн пăхан ман çине, савни,
Ăсат кăмăлна кайсан.
 
Çӳлте çăлтăр нумаййипе
Пĕлĕт авăнса тăрать.
Çутă кунсăр хĕвел курсан
Чунăм савăнса тăрать.
 
Каç(ă)пала йĕкĕтсем
Хура тумланаççĕ.
Кам хĕрĕ весёлăйрах
Çавна юратаççĕ.
 
Каçпа сарă хĕрĕсем
Шурă тумланаççĕ.
Купăс калакан ачине
Куçĕнчен пăхаççĕ.
 
Ик витрепе шыва кайрăм –
Пĕр витри те тулмарĕ.

Текста малалла вулăр...

ЛАША КУНĔ

1934 çулта вăтам Атăл тăрăхĕнчи районсенчен чи малтан Пухтел районĕ ака –суха ĕçĕсене вĕçленĕ. Ял хуçалăхĕсене çĕнĕ тракторсемпе тивĕçтерме тытăннă пулсан та колхозра лашан пĕлтерĕшĕ чакман. Хирти ĕçсен 60 процентне лаша вăйĕпе пурнăçланă. Колхозсен тата парти организацисен умĕнче лаша ăратлăхне лайăхлатас ыйту тĕп вырăнта пулнă.
1934 çулхи çу (май) уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пухтел районĕ Телешовкăри тата Тимĕрçенти машина-трактор станцийĕсен политуйрăмĕсемпе пĕрле çĕртмен (июнь) уйăхĕн 10-мĕшĕнче район центрĕнче – Пухтел ялĕнче – районти Лаша уявне ирттересси пирки йышăну кăларать. Çак уявăн тĕллевĕ – малта пыракан колхозсенче ăратлă лаша ĕрчетес ĕçри çитĕнӳсене кăтартасси. Çав тĕле лаша витисене çĕнетмелле, çителĕклĕ апат-çимĕç хатĕрлемелле. Лаша кунĕнче çураки ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тума, малта пыракан колхозсене, бригадăсене, конюхсене преми пама палăртнă.

Текста малалла вулăр...

Т А К М А К С Е М

Алла сулла-сулла
Сулахая юлмăп-ши?
Салтакри савнине кĕтсе
Ватта тăрса юлмăп-ши?
 
Аттене те хуман эп,
Аннене те хуман эп.
Шупашкарти артистсен
Кукамăшне хывнă эп.
 
Кăмака, кăмака,
Кăмакапа каланкка.
Атте-аннен савнă хĕрĕ,
Çавăнпа эп шапăлкка.
 
Ĕнине те сумалла,
Сурăхне те хупмалла.
Хапха умне савни килнĕ
Ун патне те тухмалла.
 
Сĕтел тăваткăл пулать.
Ури тăваттă пулать.
Килмесен те каймасан
Хамăр тăван ют пулать.
 
Сĕтелĕн ури те çук,
Ăна тăвакан та çук.
Мана çимен çын та çук,
Маххă паниех те çук.

Текста малалла вулăр...

Ят пани

Ача çуралсанах чăвашсем ят пама васканă. Ятсăр ачана усал илсе каять тенĕ. Пепкене çуса тасатса кипкене чĕркенĕ чух çепĕççĕн ача ятне асăннă. Ача ячĕ хăш вăхăтра çуралнинчен те нумай килнĕ. Эрнекун çуралакан арçын ачана – Эрнук, хĕрачана –Эрнепи, тунтикун çуралнă пулсан –Тунюк, ытларикун – Улташ. Ачана кайăк, йывăç, чĕр чун, пулă ячĕсене те панă: Кашкăр, Корак, Чĕкеç, Юман, Юманкка, Кăртĕш. Унччен вилнĕ ачан ятне теприне паман. Чиркӳре шыва кĕртсен панă ята та улăштарнă чăвашсем. Усал сывлăша арпаштарас тесе киле таврăнсан урăх ятпа чĕнме тытăннă.
Ят панă хыççăн а ч а ч ӳ к н е тума хатĕрленнĕ: чăкăт, пăтă, пашалу пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. Йăлтах хатĕрлесе çитерсен чӳк йăлине тытăннă. Уçă алăк енне çаврăнса Турăран çапла ыйтнă: «Йышăнсамăр пиртен çемçе чăкăтпа кăпăшка çăкăра. Пирĕн ачан та чĕлхи çемçе пултăр, аслисене сума суса тете (е аппа) тетĕр, ĕмĕрĕ вăрăм та тейлейлĕ пултăр».

Текста малалла вулăр...

Ача çуратни

Чăваш хĕрарăмĕсем, ытти халăхсем пекех ачана мунчара е пӳртре – чаршавпа пӳлнĕ кĕтесре — çуратнă. Хĕрарăма çăмăлланма пулăшма карчăк чĕннĕ. Ача чиперех çуралтăр тесе пĕрех май кĕл тунă. Çуратаймасăр аптăранă чух леш тĕнчери ватăсенчен пулăшу ыйтса, асăнса çăкăр татăкĕ хунă. Унчченхи ачисем вилсе пынă пулсан çĕнĕ пепкене çут тĕнчене тимĕр ункă витĕр тытса илнĕ. Усал сывлăш вара ача хĕрарăмран мар, тимĕр ункăран çуралать тесе хăранипе тивмессе шаннă.
Ача сывлăхлă пултăр тесе çуралнă ача пуçĕ çийĕнче чĕрĕ çăмартана çăка патакĕпе çапса çĕмĕрнĕ. Хăйсем пĕрех май: «Турă çырлах, Турă çырлах», – тенĕ. Çапла «усал сывлăша» çăмарта парса çырлахтарнă пулать.
Ача çуратнă çĕре хăш-пĕр килте ачан ашшĕ те хутшăннă. Вăл сăпка çакмалли пăта çумне вĕрен çыхнă, ун çине уртăнса арăмĕ асапланнă пек ахлатнă.

Текста малалла вулăр...

Йĕтес чĕртни

Эпĕ чăваш ялĕнче ӳссе çитĕннĕ. Атте-анне те чăвашсем. Тăвансем, кӳршĕсем хăнана пухăнсан яланах йĕтес туртатчĕç. Мĕне пĕлтерет çакă чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕрки? Каласа парсамăр.
Зинаида И.
 
Чăвашсем мĕн авалтан пăр-пĕрне хисепленĕ, туслă пурăннă. Вĕсем ĕçкĕсене, уявсене пĕрле пухăнса савăннă. Ĕçкĕсен хуçисем питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Ятарласа сăра тунă, сĕтел çине лартма чăх, хур тушки, пыл-çу, çăкăр-тăвар, тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ.
Хăнана вара чи çывăх тăванĕсене кăна мар, аякри тăванĕсене, кӳршĕ-аршăсене, ялти сумлă çынсене те чĕнме тăрăшнă. Ялти ватăсем каланă тăрăх, чăвашсен ĕçкисем питĕ шавлă та савăнăçлă иртнĕ.
Чĕннĕ хăнасем пурте пухăнса çитсен, вĕсене сĕтел хушшине лартнă, килнĕ çамрăк мăшăрсене палламан аякри тăвансемпе паллаштарнă.

Текста малалла вулăр...

Авалхи йăла – ЧӲКЛЕМЕ

Ĕмĕр-ĕмĕр чăвашăн кун-çулĕ
Юмах-халап çинче пырать ялан.
Сĕм-сĕм аваллăхран килет пехил, ăс-хакăл.
Пире, йăх-йышлă халăха, пархатарлăх халлă.
Кĕлĕрен.
 
Самар хутлăхĕнчи чăвашсем Чӳклеме йăла-йĕркипе пĕрремĕш хут уяв ирттерчĕç. Çак мероприяти Самар кĕпĕрни йĕркеленнĕренпе 160 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ программăна кĕнĕ.
Мĕн ачаранах асăрханă тăрăх, манăн анне çăкăра хĕрес хывмасăр, хĕвелтухăç енче вырнаçнă Турă кĕтесĕ çине пăхса темĕн пăшăлтатмасăр нихăçан та пуçламан. Сакăрвунă çичче пуснă аннеçĕм çăкăр хакне питĕ лайăх пĕлет, вăрçă çулĕсенчи выçлăх çинчен пăлханмасăр каласа параймасть. Çавăнпах пулĕ паян кунччен çăкăр тĕпренчĕкĕсене сĕтел çинчен тирпейлĕн, асăрхануллăн ал тупанĕ çине шăлса илет те çăварне хыпать.

Текста малалла вулăр...

Туй юррисем

1-мĕш вариант
Чикрен чике юртать шурă пурсуй
Шурă кайăк йĕрне йĕрлесе.
Ялтан яла çӳрет сарă каччă,
Савнă сарă хĕрне шыраса.
Манăн минтер çемçе пуç хума,
Çинçе тута аван чуптума.
 
Аслă çул хĕринчи чĕп курăкне
Пичеври лашисем таптаççĕ.
Йăмăкçăм-йăмăкçăм, хаклă йăмăк,
Сана таври ялсем мухтаççĕ.
Уртăш йывăçран пулать кăранташ,
Çичĕ ютран пулать хурăнташ.
 
Вуник урапаллă, ай, капанне
Кăçалхи çул çапас теменччĕ.
Выçлăх çулсем килчĕç, ай, çапрăмăр,
Выçлăх çулсем килчĕç çапрăмăр.
 
Йăмăкçăм-йăмăкçăм, хаклă йăмăк,
Кăçалхи çул парас теменччĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕр сăри

Улах сăри юрри
Уçмарăм, хупмарăм, çаклатмарăм,
Тантăш, эс иккенне эп пĕлмерĕм.
 
Хушса юрламалли:
Лар-ха, тантăш,
Лар-ха, тантăш çумма, калаçар-ха.
 
Тантăш, эс иккенне пĕлнĕ пулсан
Ука пĕрнĕ енчĕк,ай, шел марчĕ.
 
Ука кăна марччĕ, ай, пурçăнччĕ,
Пурçăн çине канва, ай, тунăччĕ.
 
Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, ай, айккинче
Хĕрсем чĕнтĕр çыхса, ай, лараççĕ.
 
Савнийĕсем асне, ай, килсессĕн
Çыхнă чĕнтĕрсене, ай, сӳтеççĕ.
 
 
Хĕр сăри такмакĕсем
Хĕр сăри, Хĕр сăри,
Хĕр сăри çапла пулать.
Хĕрне каччи укçа парсан
Хĕр сăри чаплă пулать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].