Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Владимир Путин – Раççей Президенчĕ!

Пирĕн çĕршывра 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Раççей Президентне суйларĕç. 111 миллион суйлавçăран урнăсем патне 67, 47 процент çын пынă. Тĕп суйлав комиссийĕ малтан шутланă тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулса тăнă. Ăна суйлăвçăсен 76,69 проценчĕ шаннă.
Иккĕмĕш вырăнта – Павел Грудинин (КПРФ), унăн 11,77 процент. ЛДПР ертӳçи Владимир Жириновский 5,66 процент сасă пуçтарнă. Ксения Собчакăн («Гражданская инициатива») – 1,67 процент, Григорий Явлинскийĕн («Яблоко») – 1, 05, Борис Титовăн («Партия роста») – 0, 76, Максим Сурайкинăн («Коммунисты России») – 0, 68, Сергей Бабуринăн (РОС)– 0, 65.
Ульяновск облаçĕнчи цифрăсем çакăн пек. Регионти суйлавçăсенчен 64,3 проценчĕ суйлава хутшăннă. В.Путинăн – 75,37 процент, П.Грудининăн – 14,74, В.Жириновскийĕн – 6,22, К.Собчакăн – 1,11, М.Сурайкинăн – 0,74, Б.Титовăн – 0, 65, С.

Текста малалла вулăр...

Çĕршыв хăвачĕ – çемьесен çирĕплĕхĕ тата аслă ăрăвăн лăпкă ватăлăхĕ

Федераллă Пухăва чĕнсе каланă сăмахĕ-нче Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăй илсе пыракан политикăн тĕп шăнăрĕ халăх ырлăхĕшĕн ĕçлесси терĕ. Çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ ытти нумай çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Малашнехи улшăнусем чи малтан пурнăç пахалăхне ӳстерессипе çыхăнса тăрассине палăртрĕ.
- Пирĕн тĕп тĕллев Раççей çемйисен тупăшне ӳстересси. Раççейре 20 миллион çын чухăнлăхра пурăнать. 2018 çулхи май уйăхĕнче пурăнма кирлĕ минимум ӳсĕ. Çакăн хыççăн начар пурăнакан çынсен шучĕ чакĕ. Малашнехи 6 çулта эпир тата демографи аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшăпăр. Ку енĕпе çыхăннă тăкаксене саплаштарма хыснаран 3 триллион та 400 миллиард тенкĕ яма палăртатпăр ( ку иртнĕ ултă çулхинчен 40 процент нумайрах). Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртме регионсене 50 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ куçарма хатĕр. 2017 çулта ĕçлекен çул-ӳсĕмри вăйпитти çынсен шучĕ 1 миллион çын чакнă.

Текста малалла вулăр...

Путин пресс-конференци ирттерчĕ

Мускаври пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ центрĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Шучĕпе вăл кăçал 13-мĕш. Конференцие хутшăнма ирĕк панă 1640 журналистран 47-шĕн ыйту пама май пулнă.
Пĕрремĕш хыпар – В.Путин хăй Раççей Президенчĕн суйлавĕнче хутшăнма кăмăл туни. Хальхинче вăл иртнĕ суйлавсенчи пек «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен каймасть. Çак пĕрлĕхе епле хисеплесен те Владимир Владимирович – мĕнпур Раççей обществин ертӳçи.
- Эпĕ хамăн ятăма хам тăрататăп. Çавах та çĕршыври политика пĕрлешĕвĕсем, партисем, обществăлла юхăмсем манпа пĕрле шухăшăма пайласса, Раççей аталанăвĕшĕн çунакан граждансем, ăс-хакăлпа вăя ĕненекенсем мана хавхалантарасса, пĕрле пуласса шанатăп, - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.
Владимир Путинран çитес суйлаври тупăшуçăсем пирки те ыйтнă.

Текста малалла вулăр...

Путин – Президент суйлавне хăйĕн ятне тăратнă çын

Владимир Путин 2018 çулта Раççей Президенчĕн суйлавне хутшăнасси пирки пĕлтернĕ.
Кун пирки çĕршыв ертӳçи Чулхулари автомобильсем кăларакан заводăн ветеранĕсемпе тата ĕçченĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă.
Пухăннисем Президент сăмахĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннă. «Тавах сире ырă кăмăлшăн! – тенĕ вăл. – Сумлă ĕçшĕн,тивĕçĕре тата çĕршыва хисепленĕшĕн. Ырри пурнăçланасса шанатăп эпĕ».
2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Владимир Путинăн полномочи вăхăчĕ тухать.
Çитес çул Владимир Владимирович тăваттăмĕш хут суйлав умĕнхи кампание президент кандидачĕ пулса хутшăнĕ.
Суйлавра çĕнтерсен вăл çĕршыв ертӳçин вырăнне тата ултă çул – 2018 çултан тытăнса 2024 çулччен - йышăнĕ.
Путина Раççей патшалăхĕн пуçлăхне 4 çуллăха пуçласа 2000 çулта суйланă.

Текста малалла вулăр...

Нацисен ялĕнчи чиркĕвĕн пĕрремĕш чулне хунă

2013 çулхи кĕркунне Ульяновскра «Нацисен ялĕ» комплексра чăваш кил-çурчĕн никĕсĕн пĕрремĕш чулне хунăччĕ. Унтанпа Нацисен ялĕ самай улшăнчĕ. Чăвашсен кил-çурчĕ» уçăлчĕ, ĕçлет. Вырăссен комплексĕ çĕкленчĕ.
Иртнĕ вырсарникун, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче, «Наци ялĕнче» Михаил Архангел ячĕллĕ храм никĕсĕн пĕрремĕш чулне хучĕç. Михаил Архангел йывăç чиркĕвĕн çурчĕ унччен Гончаров урамĕнчи 30-мĕш çурт вырăнĕнче ларнă. Унпа усă курман, мĕншĕн тесен юнашар çĕнĕ чиркӳ çĕкленĕ. Анастасий митрополит пилĕпе храма Нацисен ялне куçарма палăртнă.
Нацисен ялĕнче чиркӳ çĕклесси пирки Анастасий митрополит кăçалхи чăвашсен Акатуйĕнче пĕлтернĕччĕ. «Чун тасалăхĕшĕн кĕлтумалли вырăн пулмаллах», - тенĕччĕ. Ку сăваплă та пархатарлă ĕçе йĕркелесе те тĕрĕслесе тăма чăвашсен наципе культура автономине пилленĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

Владимир Путин – Ульяновскра

Ульяновскра РФ субъекчĕсенче пассажирсене турттарас тытăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтупа Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Лару ĕçне РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă, унта регионсен пуçлăхĕсем, министрсем хутшăннă.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов транспорт тытăмне аталантарасси, унта информаци тата цифрăллă технологисене явăçтарасси пирки доклад тунă.
Чи малтан регион пуçлăхĕ Владимир Путина Атăл урлă хывнă çĕнĕ кĕпере туса пĕтерсе (ĕç 20 çула яхăн тăсăлнă) хута яма пулăшнăшăн тав тунă.
- Тĕпрен илсен паян пассажирсене турттаракан транспорт хăйĕн тĕп ĕçне пурнăçлать: граждансене пĕлӳ илме, медицинăпа социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерме, ĕçе çитме пулăшать, çапла майпа çĕршыври экономикăпа социаллă тытăма аталанма май парать. Анчах та транспорт ĕçĕн пахалăхĕ, унăн хăрушсăрлăхĕ пассажирсене туллин тивĕçтермест.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕпе çыхăнса ĕçлесшĕн

Китайра БРИКС саммичĕ иртнĕ. БРИКС – пилĕк çĕршывăн пĕрлĕхне пĕлтерекен, çав çĕршывсен малтанхи саспаллинчен тăракан аббревиатура. Ăна вăрăмлатсан Бразилия, Россия, Индия, Китай, ЮАР тени пулать. Пирĕн çĕршыв интересне саммитра Владимир Путин президент хӳтĕленĕ.
Саммит умĕн Сямэнь хулинче «Рост экономик регионов через расширение сотрудничества БРИКС» бизнес-форум иртнĕ. Унта хутшăнма Раççейри тăватă регионтан представительсене чĕннĕ. Çав шута Ульяновск облаçĕ те кĕнĕ. Бизнес-форума усламçăсен чи пысăк ассоциацийĕсем, малта пыракан компанисемпе структурăсем хутшăннă. Пурĕ 1 пин те 200 усламçă, 600 компани.
Раççейрен бизнес-форума АСИ тĕп директорĕ Светлана Чупшева, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Ханты-Манси автономи округĕн кĕпĕрнаттăрĕ Наталья Комарова, Калуга облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ Владимир Попов, Пушкăрт Республикин экономика министрĕ Сергей Новиков килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Çуракине хатĕр

 
Ульяновск облаçĕнчи ялхуçалăх предприятийĕсем уй-хир ĕçне пикеннĕ, кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă.
Çĕнĕ Спасск (5 пин те 147 га), Николаевка (2 пин те 360), Чартаклă (1 пин те 934), Инза (778), Çĕнĕ Малăкла (500), Ульяновск (420), Çинкĕл (412), Вешкайма (293), Сăр (140), Чăнлă (120) районĕсенче çак ĕç ăнăçлă пырать. Паяна пурĕ 12 пин гектар çинче кĕрхи культурăсене апатлантарнă.
Облаçра çураки ирттерме кĕркунне 65,5 пин тонна (109,4 процент) вăрлăх хатĕрлесе хăварнă.
Ака уйăхĕн пуçламăшне регионти хуçалăхсем 57 пин тонна (108 процент) минерал удобренийĕ, 14 пин тонна дизель çункăçĕ тата 2 пин те 824 тонна бензин туяннă.
Çуркуннехи çар призывĕ пуçланнă
Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр канашлура пĕлтернĕ.
- Муниципаллă пĕрлĕхсен ертӳçисен РФ Президенчĕн «О призыве в апреле – июле 2017 года граждан Российской Федерации на военную службу и об увольнении с военной службы граждан, проходящих военную службу по призыву» хушăвне пурнăçлама тытăнмалла.

Текста малалла вулăр...

Ĕçлекен амăшне – хушма кану кунĕ

Ĕçлекен амăшне хушма кану кунĕ парасси пирки Сергей Морозов каланă.
- Çынсене пулăшу парассине пирĕн çĕнетмелле. Власть тата вĕсене пăхăнса тăракан органсенче ĕçлекен хĕрарăмсене çулталăкра пилĕк кун хушма кану памалла: кăрлачăн 19-мĕшĕнче (Ульяновск облаçĕн кунĕ), çĕртмен 1-мĕшĕ (Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун), утă уйăхĕн 8-мĕшĕ (Раççейри çемье кунĕ), авăнăн 1-мĕшĕ (Пĕлӳ кунĕ), авăнăн 12-мĕшĕ – (Çемье хутшăнăвĕн кунĕ).
Çак сĕнӳ çумне ытти ĕçпе тивĕçтерекенсем те хутшăнма пултараççĕ, - тенĕ Сергей Морозов.
Паян облаçра ача ӳстерекен 150 пин çемье пурăнать.
 
Фронтран килнĕ çырусен кĕнекине хатĕрлеççĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ветерансен канашĕн председателĕпе Сергей Ермаковпа тĕл пулнă. Калаçу Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен çывăх çыннисене янă çырусене пухса кĕнеке кăларасси, В.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла телекăларăмсем – «Триколор ТВ» урлă!

Чăваш наци телерадиокомпанийĕ 5 çулта ĕнтĕĕ Ун передачисене ватти-вĕтти куратьĔ пирĕн ĕçсем Раççей конкурсĕсенче те çĕнтереççĕĕ Çапах та халиччен ку кăларăмсене кабель урлă е Интернетра çеç курма пулатчĕĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе 2016 çул вĕçĕнче вĕсене малашне спутник урлă кăтартас тесе ĕçсем пуçланăччĕĕ Çакă ăнăçлă иртрĕĕ
Чăваш наци телерадиокомпанийĕ 2017 çулхи март уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн кăларăмĕсене спутник урлă кăтартма тытăнать (операторĕ «Триколор ТВ»)ĕ ПаллахĔ ку пулăма республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем те тахçанах кĕтеççĕĕ Малашне эпир хамăр телепередачăсенче унта пурăнакан çынсем Ĕ вĕсен культурипе йăли-йĕрки çинчен те кăтартасшăнĕ Ют çĕршыври чăвашсен пурнăçне те сăнласа парăпăрĕ
Çавăнпа пире сиртен пулăшу кирлĕ пулатьĕ
Çак хыпара эсир пурăнакан вырăнта пур çĕрте те пĕлтермеллеĕ Малтанхи тапхăрта пичет «модульне» кашни эрнере хаçатра лартса пырсан питĕ аван пулĕччĕĕ
Хаçатăрта Чăваш наци телерадиокомпанийĕн кăларăмĕсен программине тата телевидени премьерисене (пуçласа кăтартакан передачăсем е фильмсем) пичетлесе пырăрĕ Программине эпир сире электрон почтипе ярса парса тăрăпăрĕ Программăна çаплах пирĕн сайтра тата Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин сайтĕнче вуласа пĕлме май пулĕĕ
Эсир пире интереслĕ пулăмсемĔ фактсемĔ çынсем çинчен пĕлтерсен аван пулĕччĕĕ Вĕсем кайран телепередача геройĕсем пулма пултараççĕĕ
Сирĕнпе тачă та тухăçлă çыхăну тытса ĕçлессе шанатпăрĕ Эфирта тĕл пуличчен!

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕсем съезда хатĕрленеççĕ

Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлӳçĕсем регионсен хушшинчи съезд ирттерме хатĕрленеççĕ. Вăл декабрĕн 7-мĕшĕнче «Волжские земли в истории Государства Российского» ятпа иртмелле. Съезда Николай Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитнине халалланă.
Тăван тăрăхăн историйĕпе культурине тĕпчекенсен съезчĕ Ульяновск облаçĕнче иккĕмĕш хут иртмелле. Унăн тĕп тĕллевĕ – общество тата ăслăлăх пĕрлешĕвĕпе пĕрле таврапĕлӳ юхăмне аталантарасси.
-Таврапĕлӳ проекчĕсене аталантарас ĕçре тĕрлĕ специалистсемпе хастарсен пуçарăвĕ тата пулăшĕвĕ кирлĕ, уйрăмах ачасемпе ĕçленĕ чух. Кăçалхи съезда Атăлçи тăрăхĕнчи Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ халăхсен историне тĕпчекенсем хутшăнасса кĕтетпĕр,- тенĕ НИИ историпе культура пайĕн директорĕн çумĕ Надежда Липатова.
Съезд тĕлне ăслăлăх проекчĕсен, çĕнĕ кĕнекесен тата Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан Сергей Юрьев фотографăн ĕçĕсен анлă куравне хатĕрлеме палăртаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн шкулсем – чи лайăххисен шутĕнче

Ульяновскри шкулсем çĕршыври чи лайăх шкулсен йышне кĕнĕ.
Рейтинга Мускаври математика центрĕ тата РФ вĕренӳпе ăслăлăх министерстви ирттернĕ. Вăл 2013 çултанпа иртет. Пĕтĕмлетĕвĕсене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен тата пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăсен кăтартăвĕсем тăрăх тунă.
Раççейри чи лайăх 500 шкул шутне Ульяновскри 1-мĕш тата Димитровградри хула гимназийĕсем кĕнĕ.
1-мĕш гимнази директорĕ Алексей Клоков пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ку списока кĕмелли тивĕçе кашни çулах çĕнсе илнĕ.
Мускаври математика центрĕ ялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсене те тишкернĕ. 200 шкул шутне Çĕнĕ Малăклари М.С.Чернов ячĕллĕ шкул кĕнĕ. Унта ĕçлекен учитель Ришат Калимуллин «Учитель года-2016» конкурс çĕнтерӳçи пулса тăнă.
Физика тата математика енĕпе лайăх шкулсен йышне Ульяновскри 38-мĕш лицей кĕнĕ.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов – область кĕпĕрнаттăрĕ!

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче кĕпĕрнаттăр
суйлавĕ иртрĕ. Облаçри суйлав комиссийĕн председателĕ
Юрий Андриенко пĕлтернĕ тăрăх, унта 54,33 процент сасă пухса хальхи регион пуçлăхĕ Сергей МОРОЗОВ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш
вырăнта КПРФ çынни Алексей Куринный – 25,46 процент.
Ку кăтартăва бюллетеньсен 100 процентне шутланă хыççăн панă.
 
С.Морозовăн малтанхи срокĕ 2016 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче пĕтнĕччĕ. Ун чухне Раççей Президенчĕ Владимир Путин Сергей Морозова кĕпĕрнаттăр тивĕçне вăхăтлаха пурнăçлама шаннăччĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр вырăнне суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтернĕренпе 10 кун хушшинче йышăнмалла.
Ульяновск облаçĕнчен Патшалăх Думине те депутатсене суйланă.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн тенкĕ тутăхмасть!

Эйнштейн музейĕ Ульяновска çĕнĕ парне тунă – музей умне «Пирĕн тенкĕ тутăхмасть» палăк лартнă.
Ĕç Раççей ялавĕн кунĕнче пулса иртнĕ. Историксем палăртнă тăрăх, Раççей тенки шăп 700 çул каялла суту-илӳре çӳреме тытăннă. Ăна хăш кун кăларни паллă мар пулнипе музей дирекцийĕ Раççей тенкин палăкне Раççей ялавĕн кунĕнче уçма шутланă.
Пĕр тенкĕлĕх укçа палăкĕн пĕр енче «Наш рубль не заржавеет!» тесе çырнă, тепĕр енче – Раççейĕн ялавĕн тĕсĕ çинче 1 тенкĕн палли. Палăка шăратнă тутăхман хурçăран тунă. Ăна Волгоград маçтăрĕсем хатĕрленĕ.
Музей ĕçченĕсем палăкăн пысăк пĕлтерĕ-шне палăртаççĕ: пирĕн тенкĕ тутăхмасса, унăн хакĕ ӳссе пырасса, çĕршыв аталанса çĕнелессе шаннине пĕлтереççĕ.
Тенкĕ палăкĕ патне туй кунне пырса ăна пуян пулар тесе сăтăрма юрать. Палăк патне пынă малтанхи вунă мăшăра музей ĕçченĕсем парне парĕç.

Текста малалла вулăр...

Кăкăр паллине тивĕçнĕ

Ульяновск облаçĕ Ленин орденне тивĕçнĕ-ренпе 50 çул çитнĕ кун правительствăра облаçри паллă çынсене кĕпĕрнаттăр премийĕпе наградăланăĕ
«В память о праздновании парада в день 70-летия Победы в Великой отечественной войне» кăкăр паллине пирĕн ентешсем - Ленин орденĕн кавалерĕĔ РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕĔ Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Елизавета Алексеевна Фурашова тата Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынниĔ РФ Писательсен союзĕн членĕĔ Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕĔ РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават – тивĕçнĕĕ

«Канаш» хаçата – сертификат

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Кĕнеке керменĕ-нче – Ульяновск облаçĕнчи Наука библиотекинче — «Симбирская книга-2015» ятлă Раççей шайĕнчи кĕнеке курав-конкурсĕ вĕçленчĕ.
Вăл кăçал 13-мĕш хут пулчĕ, вунă кун пычĕ. Çак тапхăрта кĕнеке хăтлавĕсем, тĕрлĕ тĕлпулусем иртрĕç.
Мероприятисене вĕçлеме пирĕн хулана хисеплĕ хăна пулса «Пушкинская библиотека» фондăн директорĕ Марина Новикова килсе ç0итрĕ. Вăл пирĕн область çыннисене пĕлтĕр çĕнсе илнĕ çитĕнӳпе – «Чи нумай вулакан регион» ят -- саламларĕ. Çаплах Ульяновска «Литература хули» ят панине пĕлтерчĕ.
Курава тĕрлĕ хуласенчи 50 яхăн издательство хутшăнчĕ, вĕсем вулакансен умне 600 кĕнеке тăратрĕç. «Çулталăк кĕнеки» гран-прие вара «Ульяновская словесность: начало 21 века» антологи илме тивĕçлĕ пулчĕ. Унта Чĕмпĕр чăваш çыравçисен хайлавĕсем те пур, çав шутра «Канаш» хаçатра ĕçлекенсен те.

Текста малалла вулăр...

Президент халăхпа çывăх калаçу йĕркеленĕ

2016 çулхи акан 14-мĕшĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа йăлана кĕнĕ «Тӳрĕ лини» иртрĕ.
Халăхпа калаçу йĕркеленĕ хушăра патшалăх пуçлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ социаллă политика саманчĕсене хускатнă. Ун ячĕпе килнĕ 3 миллион ытла ыйтуран 80-шне тĕплĕн хуравланă.
Çулсем Çинчен
Президента панă пĕрремĕш ыйту – Омск облаçĕнчи çул-йĕрсен начар лару-тăрăвĕ. Владимир Путин çакна сăнанине, çул-йĕр валли пуçтарнă укçана тĕлли-паллисĕр тăкакланине пĕлнĕ. Ку фондран илнĕ укçа ăçта, мĕн валли кайнине, кашни пусне «ӳкерсе» пыма, уçăмлатма ыйтнă.
Йывăрлăх тата хаксем
Калаçу вăхăтĕнчи тĕп тема – Раççей çыннисен экономика ыйтăвĕсем. Пĕлтĕр çынсем апат-çимĕç туянса эрнере 5 пин тенкĕ тăкакланă пулсан кăçал – 10. Правительствăна шансан инфляци çулталăкне 12 процент.

Текста малалла вулăр...

Çемье йăли-йĕркине упрассишĕн

 
«Атăлçи федераллă округĕнчи чи ăнăçуллă çемье» IV фестиваль-ăмăрту Пермь крайĕнче майăн 31-мĕшĕнче тата июнĕн 1-мĕшĕнче пулĕ. Фестиваль-ăмăрту çулсерен РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнче шаннă çынни Михаил Бабич асăрхаса тăнипе иртет.
Тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ çемье пахалăхĕсене тата йăлине халăх хушшине сарасси. Унта хутшăнакансем 11 номинацире тупăшĕç: «Ашшĕ-амăш мухтавĕ», «Ĕç династийĕ», «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи», «Манăн çемье – манăн пуянлăх», «Пур çĕрте те аван – анчах килте лайăхрах», «Патриотлăх – пирĕн çемье тĕнчекурăмĕ», «Ырă чĕре»( ют ачасене усрава илнĕ çемьесем хушшинче), «Пултарулăхăн тĕрлĕ енĕсем», «Чи çамрăк çемье», «Интернационаллă çемье» тата «Çемье ĕçĕ».
Ульяновск облаçĕнчен Димитровградра пурăнакан Идрисовсен нумай ачаллă çемйи хутшăнĕ.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра тав тунă

 
РФ Президенчĕ Владимир Путин Ульяновск область кĕпĕрнаттăрне Сергей Морозова Крыма пулăшнăшăн тав тунă. Кун пирки Атăлçи федераллă округăн Саранскра иртнĕ ларăвĕнче Михал Бабич пĕлтернĕ.
Ульяновск облаçĕ пĕрре кăна мар Крыма гуманитарлă пулăшу янă. Çурутравра энергетика енчен йывăрлăхсем сиксе тухсан пирĕн регион Феодоси хулине икĕ УАЗ машина тата 46 çункăçпа ĕçлекен электростанци ăсатнă.
Ачасен кино фестивалĕ иртет
Ака уйăхĕнче Ульяновск облаçĕнче «Пĕрремĕш утăм. Пĕрремĕш кадр» кинофестиваль иртет. Унта хутшăнма заявкăсем йышăнаççĕ . Фестиваль тĕллевĕ – ачасене (18 çула çитиччен) кино ӳкерес ĕçе явăçтарасси тата вĕрентесси.
Фестиваль Инзăра акан 15-мĕшĕнче уçăлать. Ку мероприятие хисеплĕ хăнасем килсе çитмелле: Ольга Сидорова тата Владимир Демидов артистсем.

Текста малалла вулăр...

Сехет йĕппине куçарма манмалла мар

 
РФ Президенчĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ саккунпа Ульяновск облаçĕ иккĕмĕш сехет тăрăхĕнчен виççĕмĕшне куçать. Çавăнпа малашне Мускав вăхăчĕ çумне пĕр сехет хушмалла пулĕ.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансен мартăн 27-мĕшĕнче çĕрле 2.00-ре сехет йĕпписене пĕр сехет малалла куçармалла.
Облаçра вăхăта улăштарасси пирки малтан ахаль çынсем калаçма тытăннă. Çак ыйтупа депутатсене ĕçлеме ыйтнă. Сăлтавĕ – çуллахи вăхăтра ирпе час çутăлни тата каçпа хăвăрт тĕттĕмленни. Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем документсем хатĕрлесе Патшалăх Думине çитернĕ.
Çуллахи вăхăт çине çаплах Алтай тăрăхĕпе Алтай Республики куçĕç.
 
Ял хуçалхĕсене – патшалăх пулăшăвĕ
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх таварĕ-сем туса кăларакансене патшалăх пулăшать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 11.