Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ÇĔНĔ ВĔРЕНӲ ÇУЛНЕ КĔТСЕ ИЛМЕ – ХАТĔР

Ульяновск мэрин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2011-2012 вĕренӳ çулне хатĕрленме 246 вĕрентӳ учрежденине хула бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ уйăрнă, 98 миллионне – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 80 шкула.
84 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вут-кăварпа кĕрешмелли мероприятисем ирттернĕ: пушар сӳнтеркĕçĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсене ятарлă кăпăк тултарнă; сывлăша уçăлтармалли вырăнсене тасатнă; хăрушлăх çинчен пĕлтермелли тытăма юсанă; тулашри пушар пусмисене тĕрĕсленĕ.
Пур вĕрентӳ учрежденийĕсенче те ăшă памалли тĕп тытăма тĕрĕслесе çуса тасатнă тата пресланă. Вун ултă учрежденире - сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтермелли тытăма юсанă, 83-шĕнче - пăрăх çулĕсене тутăхасран сыхлакан материалсемпе чĕркенĕ, 17-шĕнче - ăшă калăпăшне шута илмелли приборсем вырнаçтарнă.
УЛЬЯНОВСК – ЕВРОПА ПРОЕКТĔНЧЕ
Хула Думин депутачĕсем черетлĕ ларăвĕнче Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи сывлăх хуралĕн Европа регион бюровĕн «Хула сывлăхĕ» проекта хутшăнма кăмăл тунă.

Текста малалла вулăр...

Хыпарсем

ÇĔНĔ ВĔРЕНӲ ÇУЛНЕ КĔТСЕ ИЛМЕ – ХАТĔР
Ульяновск мэрин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2011-2012 вĕренӳ çулне хатĕрленме 246 вĕрентӳ учрежденине хула бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ уйăрнă, 98 миллионне – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 80 шкула.
84 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вут-кăварпа кĕрешмелли мероприятисем ирттернĕ: пушар сӳнтеркĕçĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсене ятарлă кăпăк тултарнă; сывлăша уçăлтармалли вырăнсене тасатнă; хăрушлăх çинчен пĕлтермелли тытăма юсанă; тулашри пушар пусмисене тĕрĕсленĕ.
Пур вĕрентӳ учрежденийĕсенче те ăшă памалли тĕп тытăма тĕрĕслесе çуса тасатнă тата пресланă. Вун ултă учрежденире - сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтермелли тытăма юсанă, 83-шĕнче - пăрăх çулĕсене тутăхасран сыхлакан материалсемпе чĕркенĕ, 17-шĕнче - ăшă калăпăшне шута илмелли приборсем вырнаçтарнă.

Текста малалла вулăр...

Пултаруллă çамрăксен пĕрремĕш проекчĕ

Атăлçи федераллă округри Çамрăксен инноваци пухăвĕ шайĕнче Ульяновскра регионти çамрăксен пултарулăх STАR-UP шкулĕн “Территория идей” проекчĕ пурнăçланать. Мероприяти çу уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче иртет.
“Территория идей” проекта вĕрентӳ министерстви, çамрăксен политикин тата экономика аталанăвĕн департаменчĕсем йĕркелеççĕ. Проекта регионта пурăнакан 18-35 çулхи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. STАR-UP шкулăн икĕ кунхи ĕçĕнче бизнес-проектсем çырма, вĕсене пурнăçа кĕртме вĕрентĕç, пирĕн çĕршыври тата тĕнчери паллă усламçăсемпе тĕл пулса калаçма пултарĕç. Тренинг вăхăтĕнче çырнă чи лайăх проект-ĕçсен конкурсĕ иртĕ. Çĕнтерӳçĕсем проекчĕсене пурнăçа кĕртме кĕпĕрнаттăр 100-шер пин тенкĕ парĕ.

ÇУРАКИ ВĂЙ ИЛСЕ ПЫРАТЬ

Ульяновск облаçĕнчи уй-хирте çурхи ĕçсем иртеççĕ. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 164,7 пин гектар çĕр лаптăкĕ çине çурхи культурăсем акнă. Ку палăртнă ĕçсен 31 проценчĕ.
Кĕпĕрнаттăр тата регион правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, куллен 35-38 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче çурхи ĕçсем пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, Николаевка тата Çĕнĕ Спасск районĕсем ирхи çурхи культурăсене акас плана 113 тата 101 процент пурнăçланă. Çак районсем çурхи ĕçсене 73 тата 59 процент пурнăçланă ĕнтĕ.
Пĕтĕмĕшле облаçра çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 108,7 пин (39 процент) гектар çинче акнă: çурхи тулă – 35,3, пăри – 37,9, сĕлĕ – 15,8, пăрçа – 6,5 пин гектар.
Ăмăртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивĕ Майна тата Çинкĕл (46) районĕсем малта пыраççĕ.
Хĕвелçаврăнăш акассипе Çĕнĕ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта.

Текста малалла вулăр...

ПУÇЛĂХĔ – ДМИТРИЕВА

Ульяновскра область журналисчĕсен отчётпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.
Кун йĕркинче çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Журналистсен союзĕн правленийĕн 2006-2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ.
2. Ревизи комиссин отчёчĕ.
3. Правлени, ревизи комисси, Пысăк жюри членĕсене тата çав органсен председателĕсене суйласси.
Жураналистен Союзĕн правленийĕн 2006-2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн председателĕ Тамара Дмитриева каласа пачĕ.
Тухса калаçакансем правлени ĕçне вăтам хак пачĕç, çĕнĕ правлени членĕсене уйрăмах çамрăк журналистсемпе ĕçлессине тимлĕх уйăрма сĕнчĕç.
Правлени çĕнĕ йышне кандидатурăсем тăратнă хыççăн унăн председателĕ пулма каллех Тамара Дмитриевана шанчĕç.
Ревизи комисси йышне тата унăн председательне çирĕплетнĕ хыççăн Пысăк жюри членĕсене палăртрĕç.

Текста малалла вулăр...

Выльăх апачĕпе тивĕçтереççĕ

Облаçри ял хуçалăхĕсене патшалăх фондĕнчен выльăх апачĕпе тивĕçтерме тытăннă.
Паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсене 6 элеватортан пурĕ 3000 тонна тырă ăсатнă, вĕсенчен 1,1 пин тонна 5-мĕш класлă тулă, 1,9 пин тонна — урпа.
РФ правительствин «О реализации в 2011 году без проведения торгов на биржах фуражного зерна из запасов федерального интервенционного фонда сельскохозяйственно й продукции, сырья и продовольствия» йышăнăвĕпе акан варринче патшалăх интервенци фончĕпе облаçри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем хушшинче суту-илӳ тăвас пирки килĕшӳ тунă.
Тырра Чăнлăри, Димитровградри, Майнăри, Çĕнĕ Спасскри элеваторсенчен, Чартаклăри, Кузоватовăри комбикорм завочĕсенчен ăсатаççĕ.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин палăртнă тăрăх, Ульяновск облаçĕ пек элеваторсенчен тырă илекен регионсем нумай мар, çакă тавара вырăна тăкаксăр çитерме май парать.

Текста малалла вулăр...

Аслă Вĕрентекенĕмĕре асăнса

Акан 25-мĕшĕнче – чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ. Çакна палăртса чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий игумен панихида ирттерчĕ.
Кĕлĕ 11 сехетре тытăнчĕ. Унтан Игнатий игумен пухăннисене Иван Яковлевичăн ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл уçнă чиркĕвĕн кĕске историйĕпе паллаштарчĕ, Синодăн обер прокурорĕ Константин Победоносцев чиркӳшĕн нумай ĕç тунине палăртрĕ.
- Яковлев вăхăтĕнчех чиркӳре кĕлĕсене чăвашла ирттернĕ. Вăхăтĕнче чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе яма пултарни – пысăк ĕç. Яковлева асăнса панихида ирттерме 90-мĕш çулсенче пуçларăмăр. Ун чухне кĕлле çын нумай çӳретчĕ, панихида уяв пек иртетчĕ,- терĕ Игнатий игумен кĕлĕре çынсем çулсерен сахалланса пынишĕн пăшăрханса.
Яковлева асăнса ирттернĕ кĕлле чăвашсен облаçри тĕрлĕ обществăлла юхăмĕсен ертӳçисем, вĕрентӳçĕсем, чăвашлăх ĕçĕнче тăрăшса ĕçлекен хастарсем хутшăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

УНТĂрсем пушă алăпа таврăнман

Унтăрти ӳнер шкулне çӳрекенсем Самарта иртнĕ пĕтĕм Раççейри VII «Весенняя капель-2011» фестиваль-конкурса хутшăннă. Унта кайса килме Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Михаил Горшков пулăшнă.
«Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – ачасен пултарулăх ушкăнĕсене, ăста ачасене аталанма пулăшасси, халăх культурине юратма хăнăхтарасси. Вĕсем çĕршывăн пуласлăхĕ»,- тенĕ Михаил Горшков.
Конкурса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пин ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне РФ паллă культура ĕçченĕсем: хореографсемпе артистсем, аслă вĕренӳ заведенисен преподавателĕсем хакланă.
Çамрăк артистсем киле пушă алăпа таврăнман: Любовь Салюкова тата Нелли Давлятова «Народный вокал» номинаципе 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Саламлатпăр!

Ивандеев – тава тивĕçлĕ фермер
Ульяновскра фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсен конференцийĕ иртнĕ. Унта С.Морозов кĕпĕрнаттăр, ун пĕрремĕш çумĕ А.Якунин, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Б.Зотов, ял хуçалăх министрĕ А.Чепухин тата ыттисем хутшăннă. Пухăннисем фермер юхăмне облаçра малалла аталантарасси çинчен калаçнă.
Пухура Чăнлă районĕнчи Н.Ивандеева «Раççей тава тивĕçлĕ фермерĕ» ятне панă тата ун кăкăрĕ çине çакна çирĕплетекен паллă çакса янă. Николай Григорьевич ку ĕçре 20 çула яхăн тăрăшать ĕнтĕ, вăл пирĕн облаçра ку сумлă ята илнĕ пĕрремĕш çын.
Район Хисеп кĕнекине кĕртнĕ
Аслă Нагаткинта нумай çул ĕçлесе пурăнакан çыравçа, Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Анатолий Сафронович Чебанова çак кунсенче тепĕр хисеплĕ ятпа чысланă.

Текста малалла вулăр...

ÇУРАКИНЕ ХАТĔР!

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр РФ Правительствин председателĕн пĕрремĕш çумне Виктор Зубкова регион çуракине мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă.
Самарта Виктор Зубков çуракине тĕплĕн хатĕрленес ыйтусемпе округ канашлăвне ирттернĕ. Мероприятие РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота тата 14 регион ертӳçи хутшăннă.
Сергей Морозов канашлура Ульяновск облаçĕ 958,4 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче çураки ĕçĕсем ирттерме палăртни çинчен каласа панă. Хĕвел çаврăнăш, соя, кĕрпе культурисем, пахча çимĕç пĕлтĕрхинчен нумайрах акмалла. 2011 çулта 1 млн тонна тырă, 85 пин тонна хĕвел çаврăнăш, 320 пин тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 80 пин тонна пахча çимĕç тата 220 пин тонна çĕр улми туса илме палăртнă.
Ял хуçалăх производствине аталантарма область бюджетĕнчен 350,5 млн тенкĕ уйăрмалла.

Текста малалла вулăр...

Субботника 50 пин ытла çын хутшăннă

Кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе Ульяновск облаçĕнче ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен çĕртмен 11-мĕшчен муниципаллă пĕрлĕхсенче тăтăшах субботниксем йĕркелемелле.
Акан 9-мĕшĕнче Ульяновскри пур районта та халăх урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, хăйсем пурăнакан çуртсен умĕсене, картишĕсене тасатнă, çуртсемпе ун çывăхĕнчи юпасем çине ирĕк илмесĕр çыпăçтарнă реклама хучĕсене уйăрнă. Пысăк çулсен айккисене пăрсемпе юртан тата çӳп-çапран тасатассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
Субботника студентсем, предприятисен коллективĕсем, обществăлла организацисен ĕçченĕсем, Правительство, мэри, Ульяновскри районсен администрацин аппарачĕсен йышĕсем, муниципаллă предприятисемпе управляющи компанисенче ĕçлекенсем, депутатсем тата коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн вăхăтра тӳлемесĕр парăма кĕнĕ граждансем, ĕçсĕррисем хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов – кĕпĕрнаттăр

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Сергей Морозов официаллă майпа кĕпĕрнаттăр вырăнне йышăнчĕ. Ульяновскри Мемцентра çак ятпа хăнасем туллиех пуçтарăнчĕç.
Астутаратпăр, пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Анатолий Медведев Сергей Морозова Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулма сĕннĕччĕ, каярах Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху ун кандидатурине çирĕплетрĕ.
Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче регион пуçлăхĕн полномочийĕ тухрĕ, çавăнпа çак кун инаугураци пулчĕ.
Сергей Морозов хĕрлĕ кавир тăрăх сцена çине хăпарчĕ те область халăхĕшĕн пĕтĕм вăйне парса ĕçлеме тупа турĕ, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Борис Зотов ăна кĕпĕрнаттăр паллине пачĕ.
– Пирĕн плансене пурнăçа кĕртес тесен пурин те тăрăшса ĕçлеме тӳрĕ килет. Хамăрти çитменлĕхсене пĕтерсе пĕр тĕллев патне талпăнмалла пулать.

Текста малалла вулăр...

Тăлăх ачасене – пурнăç çулĕ çине

Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумĕ Тамара Дмитриева шефа илнĕ «Гнёздышко» ача çуртне çитсе курнă.
Кăрлач уйăхĕнче Саккунсем кăларакан Пухăвăн кашни депутатне облаçри ача çурчĕсем тата ятарлă шкулсем çумне сирĕплетни пирки эпир çырнăччĕ. Вĕсен тивĕçĕ -- асăннă çуртра ӳсекен ачасен прависем пурнăçа мĕнлерех кĕрсе пынине йĕрлесси. Парламент членĕсем, асăрхавçăсен (попечитель) канашĕпе пĕрле шефа илнĕ учрежденисен ĕçне тĕплĕн тишкерсе тăраççĕ.
«Гнёздышко» ача çуртĕнче пурĕ 69 ача пурăнать, вĕсенчен улттăшĕ çеç тăлăх, ыттисем ашшĕ-амăш пур çинчех кунта лекнĕ. Вĕсем «çемьесемпе» (ушкăнсене çапла калаççĕ) пурăнаççĕ. Тамара Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх, ачасен пӳлĕмсенче таса, тирпейлĕ. Воспитательсем вĕренекенĕсене юратаççĕ: илемлĕ пултарулăх ĕçне явăçтараççĕ, «Аквапарка», фестивальсене илсе çӳреççĕ, экскурсисем йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Регион бюджечĕн тупăшĕ ӳсет

Ульяновск облаçĕ регион бюджечĕ харпăр-хăй тупăшне ӳстерессипе Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кун пирки правительство ларăвĕнче правительство председателĕн çумĕ Татьяна Дейкун пĕлтернĕ.
Ульяновск область правительствипе финанс органĕсен ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе 2010 çулта область бюджетне пĕтĕмĕшле кĕнĕ тупăш 2009 çулпа танлаштарсан 26,2 процент ӳснĕ. Кăтарту Атăлçи федераллă округра чи пысăкки.
2010 çулта область бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 36,1 миллиард тенкĕ пулнă. Вăл тупăшпа усă курса правительство социаллă тытăма 24,3 миллиард тенкĕ уйăрнă, халăха панă сăмаха пурнăçланă, бюджет учрежденисенче ĕçлекенсен ĕç укçине ӳстернĕ, ача садĕнче çĕнĕрен 995 вырăн уçнă, ача-пăчасен пултарулăх керменĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ тата ытти те.
2010 çулта ял хуçалăхне аталантарма ытларах укçа уйăрнă: 2009 çулта – 1,4 миллиард тенкĕ, 2010 çулта – 2,4 миллиард тенкĕ.

Текста малалла вулăр...

Инна Тражукова – Европа Чемпионачĕн бронза призёрĕ

Чăнлă районĕнчи Ирçел хĕрĕ Инна Тражукова Германири Дортмунд хулинче ирĕклĕ кĕрешӳпе иртнĕ Европа Чемпионатне хутшăнса бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Ăмăртура пурĕ 21 награда выляттарнă. Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕнче Раççейĕн пĕрлĕх команди пĕртен-пĕр медаль илнĕ. Инна Тражукова иртнĕ çулхи Европа Чемпионачĕн бронза призёрне – Марианна Шастинана - çĕнтернĕ.
Чемпионатра пурĕ виçĕ бронза медаль çĕнсе илсе Раççей команди пĕтĕмĕшле саккăрмĕш вырăна тухнă.

Ульяновск хулине тирпей-илем кĕртмелле

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен çĕртме уйăхĕн 11-мĕшчен Ульяновск хулине тирпей-илем кĕртмелли ĕçсем иртмелле. Кун пирки Александр Пинков мэр ятарлă хушу кăларнă. Ака уйăхĕн 9-22-мĕшĕсенче, çу уйăхĕн 7 – 21-мĕшĕсенче тата çĕртмен 11-мĕшĕнче Ульяновскра субботниксем йĕркелеççĕ.
Хула пуçлăхĕ çумĕсене тирпей-илем кĕртмелли мероприятин планне тума хушнă. Çак ĕçе хулара пурăнакансене, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсене, аслă тата вăтам пĕлу паракан вĕренӳ учрежденисен студенчĕсене хастар явăçтармалла.
Килĕшӳ тăрăх “Центр экологических технологий”, “Полигон”, “Контракт плюс” организацисем сӳп-çапа хуларан турттарса тухассишĕн яваплă.
Субботниксем вăхăтĕнче пысăк тата кварталсем хушшинчи çулсене, парксемпе скверсене, газонсемпе чечек лартмалли вырăнсене тасатмалла, йывăçсене касмалла, вуллисене сăрламалла.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

Тĕлпулу облаçри В.И.Ленин ячĕллĕ наука вулавăшĕнче формальлĕ мар лару-тăрура иртнĕ. Малашне кун пек калаçусем час-часах пулмалла.
Культура ĕçченĕсем сӳтсе явнă пĕрремĕш ыйту – “Ульяновск – Культурная столица Содружества-2011” проект. Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе проекта пурнăçа кĕртни регионти культура политикине çĕнĕ, пахарах шая çĕклет. Пултарулăх интеллигенцийĕн курса критиклекен кăна пулмалла мар, пĕтĕм культура пулăмĕсене хастар хутшăнмалла.
Çав вăхăтрах регион инфраструктурине аталантарас тата çĕнетес ĕçе те малалла тăсмаллине палăртнă кĕпĕрнаттăр. 2011 çулта çак ĕçе федераллă бюджетран 62 миллион тенкĕ ытла куçарнă, область бюджетĕнчен – 535 миллион тенкĕ.


■ Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10].