Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Раççей Президенчĕн ĕçĕпе кăмăллă

 
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансен 91 проценчĕ Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ĕçне пĕтĕмĕшле ырлать.
«Аналитика» управленийĕн сотрудникĕсем Владимир Путинăн политики пирки халăх мĕн шутланине ыйтса пĕлнĕ. Унта 18 çултан тытăнса аслăрах çул-ӳсĕмлĕ пин ытла çын хутшăннă.
-Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Владимир Путинăн ĕçне пысăк хак параççĕ. Çакă область çыннисем патшалăх пуçлăхĕ тытса пыракан тулашри политикипе килĕшнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Юлашки çулталăк çурăра (Раççей çумне Крым пĕрлешнĕренпе) çĕршывра патриотла туйăм вăй илсе пынине уйрăмах ырлаççĕ ульяновецсем,- тенĕ облаçри Обществăлла палатăн членĕ Дмитрий Соснин.
Общественноçăн шухăшне ыйтса пĕлекенсен сăмахĕпе, Путинăн чыс-хисепĕ юлашки вăхăтра Сирири террористсене тĕп тăвас ĕçре палăрнипе татах ӳснĕ.

Текста малалла вулăр...

Область çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă

 
Ульяновск область делегацийĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне - 2015» ял хуçалăхĕпе промышленность куравне хутшăннă. Çак паллă пулăм Мускавра юпан (октябрь) 8-11-мĕшĕсенче иртнĕ.
Ульяновск облаçĕнчен хутшăннисен йышне ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министрĕ Александр Чепухин, «Ял территорийĕсене аталантарассипе ĕçлекен агентство» обществăн директорĕ Мария Шпак, ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем, муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем кĕнĕ.
Ульяновск область çыннисен кураври тĕп тĕллевĕ ял хуçалăхĕпе промышленность тытăмĕнче ĕçлекен инвесторсемпе çыхăну йĕркелесси пулнă. Делегаци фермер юхăмĕн опычĕпе тата хăйсем ӳстерекен апат-çимĕç хакĕсене çирĕплетес ĕçсемпе паллаштарнă.
«Ульяновск облаçĕн пахалăх марки» паллăпа уйăрнă хатĕр продукцийĕн куравне йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Вырма вĕçленмен-ха

 
Ульяновск облаçĕнче техника культурисене пуçтарас ĕç малалла пырать. Паяна сахăр чĕкĕнтĕрне 2985, хĕвелçаврăнăша 13057, соя 1204 гектар çинче пуçтарса илнĕ.
Регионти ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем 511 пин гектар çинче (мĕнпур лаптăкăн 97,7 проценчĕ, вăтамран тухăç гектартан 17,2 центнер илнĕ) кĕрхи тата çурхи тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пуçтарса пӳлмене кĕртнĕ. Пурĕ 880 пин тонна. Чи пысăк кăтартусем Мелекесс, Сăр тата Çĕнĕ Малăкла районĕсенче.
Çаплах тепĕр çула кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕç те пырать. Паяна 264 пин гектар акнă (палăртнин 97,2 проценчĕ).
 
Куравра – Дмитрий Медведев
РФ Правительство председателĕ Дмитрий Медведев Ульяновск облаçне инвестицисем илĕртес ĕçе малалла тăсма ырă сĕнӳсем панă.

Текста малалла вулăр...

Вырма вăй илсе пырать

 
Регионти районсенче вырма ĕçĕ пуçланнă.
Пурĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши кĕрхи культурăсене 534 963 гектар çинче акса ӳстернĕ. Паяна хуçалăхсем 179 784 (33,6 процент) гектар пуçтарса кĕртнĕ. Талăкра 15767 гектар çинче пуçтарнă. Йĕтемсене культурăсене пурĕ 312 255 тонна турттарнă. Вăтам тухăçĕ - гектартан 17, 5 центнер.
Кĕрхи тулла 156 058 гектар çинче 297 067 тонна (гектартан 18 центнер)* кĕрхи ыраша 15 053 гектартан 23119 тонна (гектаран 15,3 центнер)* урпана 6555 гектар çинче 7810 тонна (гектартан12 центнер) вырса илнĕ.
Кĕрхи рыжик культурине 10753 гектар çапнă, 6526 тонна пуçтарнă. Вăтам тухăçĕ – гектартан 6,1 центнер.
Миçе гектар çинче акнине шута илсе процент шайĕпе вырмара Çĕнĕ Спасск, Радищево тата Кăлаткăпуç районĕсем малта пыраççĕ.
68 пин çын пулăшу илнĕ
Ульяновск облаçĕнче пурăнакан çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерме иртнĕ эрнере область бюджетĕнчен 65 миллион тенкĕ уйăрнă.

Текста малалла вулăр...

Шкул ярмăрккисем ĕçлемелле

 
Регион пуçлăхĕ облаçри пур культура тата спорт учрежденийĕсене шкул ярмăрккисене хутшăнма чĕннĕ.
– Ашшĕ-амăшĕн ярмăрккана пырсан ача валли килĕшӳллĕ тата хаклах мар шкул форми туянма тата çав вăхăтрах ăна пĕр-пĕр спорт секцине е кружока çырăнтарма, медицина ĕçченĕсенчен кирлĕ сĕнӳ илме май пултăр. Шкул ярмăрккисем суту-илӳ вырăнĕ кăна мар, кирлĕ информаци илмелли лапам пулмалла, – тенĕ Сергей Морозов.
Кун пек пĕрремĕш ярмăркка Заволжски районĕнче Çĕнтерӳ 50 çул ятлă площадьре утăн 25-мĕшĕнче иртнĕ.
Шкул ярмăрккисем облаçри кашни районтах иртĕç. Ульяновскра вĕсем кашни шăматкун пулĕç. Ленин районĕнче – çурлан пĕрремĕшĕнче.
 
Çырусен конкурсĕ вĕçленнĕ
Ульяновскра пĕтĕм Раççейри «Лучший урок письма» XIII конкурсăн регионти тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ митрополит

Чĕмпĕр тата Мелекесс митрополичĕ Феофан вырсарникун пирĕн облаçра юлашки хут кĕлĕ ирттернĕ – вăл Хусана ĕçлеме каять. Ун вырăнне пирĕн пата Хусантан Анастасий килчĕ. Çак эрнере вăл пĕрремĕш кĕлĕ ирттерĕ.
 
Ку пулăм чăвашсене те тӳрремĕ-нех пырса лекрĕ – Феофанпа пĕрле Хусана Чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ, ăна пĕрремĕш кунранах ертсе пыракан Игнатий игумен та каять. Вăл та шăматкунпа вырсарникун Çветтуй Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳре юлашки хут кĕлĕ турĕ, сывпуллашрĕ. Унта халăх нумай пуçтарăннăччĕ.
Игнатий игумен вырăнне малашне урăх священник -- Владимир атте пулать.
 
Усрав ачасене уяв туса панă
Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчи çемьесенче 16 усрав ача пурăнать – 3-4 çултан пуçласа 15-16 çулхисем.
Усрава илнĕ çемьесем – Зинаида Хамбикова, Светлана Хамбикова, Ольга тата Николай Мускинсем, Вера тата Николай Михеевсем, Ирина тата Александр Сультеевсем, Лидия Головина, Татьяна тата Анатолий Калягинсем, Татьяна тата Юрий Мультюковсем.

Текста малалла вулăр...

Амăшлăх мулне илме

 
Ульяновск облаçĕнчи 5 пин çынна РФ Пенси фончĕн амăшлăх капиталĕнчен 102 миллион тенкĕ пĕррелĕх пулăшу панă.
Федераллă саккунпа килĕшсе 2015 çул пуçланнăранпа РФ Пенси фончĕн территори органĕсем амăшлăх капиталне ыйтса çырнă 8 пин ытла заявлени илнĕ.
Аса илтеретпĕр, амăшлăх мулĕн пĕрреллĕх тӳлевĕ – 20 пин тенкĕ. Çемье ку укçапа кулленхи пурнăçра усă курма пултарать. Çак çăмăллăхпа Раççейре пурăнакансем 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен усă курма пултараççĕ. Заявленисене 2016 çулхи мартăн 31-мĕшчен памалла – ача çуралнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнине пăхмасăрах.
Заявленире СНИЛС номерне тата амăшлăх капиталĕн сертификат серийĕпе номерне кăтартмалла. Çаплах çумра паспорт тата счет уçма ирĕк паракан ытти документ пулмалла.
 
Хуçалăх йĕркелеме – тӳлевсĕр çĕр
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене харпăр хуçалăхĕ йĕркелесе яма çĕр тӳлевсĕр уйăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

2016 çулхи кану кунĕсем

Çĕртмен 23-мĕшĕнче çитес çул хăш кунсенче канмаллине палăртнă.
Çитес çул пĕтĕмĕшле 29 кун канăпăр. Çĕнĕ çулта 10 кун канатпăр — кăрлачăн 1-10-мĕшĕсенче ĕçе тухмалла мар. Кăрлачăн 2-3-мĕшĕсем шăматкунпа вырсарникуна лекнĕ май çу уйăхĕн 3-мĕшне тата пушăн 7-мĕшне куçараççĕ.
Нарăсăн 23-мĕшĕнче 3 кун кантараççĕ – 21-23-мĕшĕсенче. Уншăн нарăсăн 20-мĕшĕнче, шăматкун, ĕçлемелле. Ку кĕске ĕç кунĕ шутланать.
Хĕрарăмсен уявĕнче 4 кун, 5-8-мĕшĕсенче, ĕçе тухмăпăр. Çуркунне уявĕнче акан 30-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 3-мĕшĕччен кантараççĕ. Çĕнтерӳ кунне 7-9-мĕшĕсенче паллă тăвăпăр.
Раççей кунĕнче çĕртмен 11-13-мĕшĕсенче кантараççĕ. Чӳк уйăхĕнче каллех 3 кун ĕçе тухмастпăр. Ун чухне 4-6-мĕшĕсенче канăпăр.

Область кĕпĕрнаттăрне преми парса чысланă

Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Раççей перекет банкĕн «За особый вклад в развитие отрасли индустриальных парков» премине тивĕçнĕ.
Çак чыса вăл Мускавра «Индустриальные проекты в России-2015» ятпа иртекен пĕтĕм тĕнчери IV инвестици пухăвĕнче тивĕçнĕ.
Кĕпĕрнаттăр ларура тухса калаçнă. Хăй докладĕнче вăл рынок тытăмĕнче индустри паркне ӳстерсе предприятисене аталанма тĕрлĕ условисем туса парас, ĕç вырăнĕсем хатĕрлес, çапла майпа инвестицирен тупăш илес майсем пирки каланă.
-Пирĕн облаçра паян ĕçе вырнаçтарассипе йывăрлăхсем çук. Анчах ĕç укçи калăпăшĕ (10-15 пин тенкĕ) никама та çырлахтармасть. Çавăнпа та пирĕн ют çĕршывсемпе ăмăртса аталанмалли центрсем чăмăртамалла, малти технологисемпе усă курса пуçăннă проектсене пурнăçа кĕртмелле, çапла майпа регионсене аталантармалла.

Текста малалла вулăр...

Кирилл Патриарх – Ульяновскра

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сергей Морозов чĕннипе Ульяновск облаçне Мускавпа пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл килсе çитрĕ.
 
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос çӳл тӳпене çĕкленнĕ кун уявĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕ тăратнă çынни, Сăваплă Патриарх Кирилл Спаспа Вознесени аслă соборне сăваплатнă, уяв кĕллине тунă, Ульяновскăн тин çутатнă чиркĕвĕнче тĕн литургине ирттернĕ.
Спаспа Вознесени аслă соборĕнче кĕлĕ тума ирхине 8 сехетре пуçланă. Унта виçĕ пин ытла çын хутшăннă. Тĕн литургине ирттернĕ хыççăн Сăваплă Патриарх Кирилл Турра ĕненекенсене ырă ĕçсем тума чĕнсе каланă. «Тин çеç çĕкленĕ е тĕпрен юсаса çĕнетнĕ чиркӳсене сăваплăтнă чухне яланах пĕр-пĕр Турă çурчĕ çак вăхăтра пурăнакан ăрăвăн шанăç палăкĕ пулса тăрасси пирки шутлатăп», – çирĕплетнĕ Патриарх.

Текста малалла вулăр...

Сахăр чĕкĕнтĕрне акса пĕтернĕ

 
Çурхи культурăсене акассипе пирĕн регион Атăлçи федераллă округра тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Ульяновск облаçĕнче мĕнпур лаптăкăн 3 проценчĕ кăна акмасăр юлнă.
Вăрманпа ял хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕн министрĕ Александр Чепухин сăмахĕ-пе, çурхи культурăсене 548 пин те 543 гектар çинче акнă. Ку мĕнпур лаптăкăн 97,1 проценчĕ.
Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Кузоватово, Мелекесс, Чăнлă, Чартаклă, Майна районĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене палăртнинчен ытларах акнă. Чăнлă, Мелекесс, Карсун, Майна тата Вешкайма районĕсем пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.
Ульяновск облаçĕнче кăçал 11 пин те 911 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă, вĕсенчен Чартаклă районĕнче – 1 пин те 985 гектар, Чăнлă районĕнче – 8 пин те 757, Ульяновск районĕнче – 1 пин те 168.
Хĕвелçаврăнăш акасси те вĕçленсе пырать, хальлĕхе 170 пин гектар акнă.

Текста малалла вулăр...

Регионăн кăнтăр пайĕнче тракторсем уя тухнă

 
Ульяновск облаçĕнче ял хуçалăх ĕçченĕ-сем çураки ĕçĕсене пуçăннă. Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Мулловка хула тăрăхĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă.
– Эпир çурхи ака-суха ĕçĕсене кирлĕ таран укçапа тивĕçтертĕмĕр. Çак тĕллевсене пурнăçлама область тата федераллă бюджетсенчен 200 миллион тенкĕ укçа куçарнă. Ял хуçалăхĕсен ертӳçисене кивçен илнĕ укçапа çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама пулăшассине малалла тăсатпăр. Ял хуçалăх продукцине туса илекен пĕр хуçа та ака лаптăкне пĕчĕклетменни савăнтарать. Тĕрĕссипе, вĕсем çак кăтартăва ӳстерме пултарĕç тесе шутлатпăр. Ку пире регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерме шанăç парĕ, – тенĕ Сергей Иванович.
Облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал уй-хир ĕçĕсем вăтам вăхăтран 10 кун маларах пуçланнă.

Текста малалла вулăр...

Парижа фестивале кайĕç

Ульяновскри «Соловьиная роща» ача çурчĕн ачисем Европăри пултарулăх фестивальне хутшăнĕç. Франци çĕршывне «Руслан» Культура çурчĕ çумĕнчи «Калейдоскоп» цирк студийĕн 10 ачи кайĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ача-пăчапа яш-керĕмĕн «Париж, я тебя люблю» XXI фестиваль-конкурсĕ «Салют талантов» тăвăм картинче пушăн 25-мĕшĕнче иртет.
- Ку фестиваль-конкурса хутшăнни пирĕн ачасене малашне тата тăрăшарах аталанма вăй-хал, туртăм парĕ. «Соловьиная роща» артисчĕсем ют регионсенчен тата çĕршывсенчен пынă ачасене курса савăнĕç, вĕсен опычĕпе паллашĕç, - палăртнă Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Павел Дегтярь.
Министр çумĕ Екатерина Сморода каланă тăрăх, халăх ушкăнне хутшăнакансен çул-ӳсĕмĕ вăтамран –14-17 çул. Францие вĕсем паян, пушăн 19-мĕшĕнче, тухса кайнă.

Текста малалла вулăр...

Йывăр чирлекенсене эмелпе тивĕçтерĕç

2016 çулта Ульяновск облаçĕнчи йывăр чирлекенсене хаклă йышши эмелсемпе туллин тивĕçтерме май пулĕ.
Çак тĕллевсене федераллă бюджетран 500 пин тенкĕ уйăраççĕ, мĕншĕн тесен регионти сывлăх сыхлавĕпе социаллă хӳтĕлев министерствин специалисчĕсем эмел илмелли программăпа панă заявкăна ăнăçлă хӳтĕленĕ.
Кирлĕ эмелсемпе чи йывăр чирпе чирлекен облаçри 937 çынна тивĕçтерĕç.
 
Патшалăх экзаменне маларах парĕç
РФ Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Алсу Гайнетдинова канашлу ирттернĕ. Унта шкулсене учебниксемпе тивĕçтересси тата патшалăхăн пĕрлĕх экзаменне тыттарма хатĕрленмелли ыйтусене сӳтсе явнă.
Алсу Гайнетдинова экзаменсенчи çирĕп йĕрке тăвассипе тата вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕрĕс палăртассипе çыхăннă ыйтусене полпред уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.

Текста малалла вулăр...

Салтака каякансене – пулăшу

Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хушăвĕпе регионта призывниксемпе çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç. Ăна малашне РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне çар тивĕçне пурнăçлама тăракан яшсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хавхалантарма тата хăвăртрах хăнăхма пулăшас тĕллевпе йышăнĕç. Çĕнйĕркелӳсене акан (апрель) 1-мĕшĕнче çурхи призыв кампанийĕ тытăнсан пурнăçа кĕртме пуçлĕç.
– Граждансене çар службине илнипе çеç çырлахмалла мар, салтака каякансене чаçсене чыслăн ăсатмалла, савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илмелле. Унсăр пуçне хĕсметрен таврăнакансен малашнехи вĕренĕвĕпе ĕçе вырнаçтарасси пирки шутламалла. Салтаксем çар тивĕçне мĕнле пурнăçланине те тимлемелле. Каччăсем çĕнĕ çĕрте хăйсене хăтлă туйни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тенĕ регион пуçлăхĕ.
 
Паттăр ячĕсемпе йывăç лартĕç
Ульяновск облаçĕнче «Çĕнтерӳ вăрманĕ» тăвăм умĕнхи хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Турципе область хушшинчи ĕçлĕ çыхăну

Икĕ турккă компанийĕ Ульяновск облаçĕнче хăйсен предприятийĕсене тума шутлаççĕ. Кунашкал килĕшĕве нумаях пулмасть пирĕн делегаци ĕçлĕ çулçӳревпе Стамбул хулине кайсан тунă. Ушкăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй ертсе кайнă.
—Паянхи кун тĕлне регион территорийĕнче икĕ çĕнĕ предприяти çĕклеме пуçламалли пирки йышăну тунă: йывăç ĕçлекеннине тата электрод кăлараканнине. Кашни проектах пурнăçа кĕртме килекен инвестици калăпăшĕ 10-ран пуçланса 20 миллион евро таран пуласси паллă, 100 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ. Вĕсен ĕç укçи облаçра ыттисем илекен вăтам ĕç укçинчен ытларах пулĕ. Предприятисене 2015 çулта уçма палăртапăр, - тенĕ правительство председателĕн çумĕ, стратегилле аталанупа çĕнĕлĕхсен министрĕ Александр Смекалин. Ун сăмахĕпе, паян вĕсене лартма меллĕ вырăн тупасси интереслентерет.

Текста малалла вулăр...

Экономикăри ӳсĕм тикĕсси савăнтарать

Вунпĕр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем Ульяновск облаçĕнчи экономика кăтартăвĕсен ӳсĕмĕ Раççейри вăтам аталануран пысăкраххине кăтартаççĕ.
Кăрлач-чӳк уйăхĕсенче региона хывнă инвестици калăпăшĕ 54,6 млрд тенкĕ (102 процент) шайĕнче тытăнса тăни паллă. Пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме шухăшлаççĕ: Раççейри çĕнĕ технологиллĕ медицина центрне, çăмăл атлетика манежне, пăр керменне, «Хилтон» хăна çуртне, пурăнмалли «Премьера», «Запад-1», «Запад-2», «Симбирские высотки» комплекссене çĕклеççĕ. Хăтлă çурт-йĕре палăртнинчен 520 пин тăваткал метр ирттерсе пурнăçлĕç. Пурĕ Ульяновск облаçĕнче нумай хваттерлĕ 69 çурт çĕкленĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ – 42 çурт – регион центрĕнче.
Экспертсем калашле, кăçалхи промышленность производствин индексĕ 101,6 пинпе танлашĕ (Раççейри вăтам кăтарту шайĕ – 100 процент).

Текста малалла вулăр...

Облаçра 68 пин тонна тыр-пул пуçтарнă

Кăçалхи вырмара акнă мĕнпур тыр-пулăн 99,3 процентне 458,3 пин гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – гектартан 21,1 центнер.
-Кăçалхи çанталăка илсен ку лайăх кăтарту, - хак панă ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. - Тĕш-тырă культурисен тухăçлăхĕпе Атăлçи федераллă округра эпир тăваттăмĕш вырăн йышăнатпăр.
Вырман пĕтĕмлетĕвĕпе облаçра Мелекесс районĕ пĕрремĕш вырăна тухнă, 210,4 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Çаплах Чартаклă районĕ 107,4 пин тонна тырă пӳлмене хунă. Вĕсем гектартан 28,8 центнер илнĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче техника культурисене пуçтараççĕ: хĕвел çаврăнăша 141,5 пин гектар, 200 пин тонна пуçтарнă. Вăтам тухăç – гектартан 14,1 центнер. Мелекесс тата Тереньга районĕсенчи тухăç - 19 центнер.
Сахăр чĕкĕнтĕрне 12,3 пин гектар, 428,5 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ, гектартан 347,2 центнер илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Бюджета «Народный фронт» хастарĕсем ырланă

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Народный фронт «За Россию» Раççейри обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕнчи штабĕпе тĕл пулнă. Вĕсемпе Ульяновск облаçĕн 2014 çулхи бюджетне тата регионти наци политикин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.
-Çывăх çулсенче пирĕн пĕрлĕхлĕ задачăсенчен пĕри – Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи хушăвне пурнăçа кĕртесси. Ку йывăр ĕç, çавăнпа та пур йышăнăва та общественность, экспертсен йышăнăвĕпе пĕрле пăхса тухмалла. Халăх ыйтăвĕсем «Народный фронт» тĕрĕслемелли тĕп ыйтусем пулмалла. Бюджет политики, коррупципе кĕрешесси, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра йĕрке тăвасси – çак ыйтусемпе пирĕн пĕрле ĕçлемелле, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Обществăлла юхăмăн активисчĕсенчен ытларахăшĕ облаçăн 2014 çулхи бюджетне ырланă, вăл ытларах социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннине палăртнă.

Текста малалла вулăр...

Социаллă апатлану саккунĕн проектне ырланă

 
Федераллă экспертсем облаçри социаллă апатлану саккунĕн проектне пысăк хак панă.
Ку документа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе хатĕрленĕ. Социаллă апатлану ача сачĕсенче, шкулсенче, кану лагерĕсемпе сиплев учрежденийĕсенче апатлантарассипе çыхăннă.
-Хальхи вăхăтра федераллă шайра социаллă апатлану тытăмне право акчĕсемпе йĕркелемен. Сăлтавĕ – Раççейре кун пек тивĕçтерӳсен стандартне çирĕплетменни. Мускав, Санкт-Петербург хулисемпе Мордови Республикинче кăна социаллă апатлану проекчĕн саккунне хатĕрленĕ. Халĕ ăна Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсем те йышăнса çирĕплетме пултараççĕ.
Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ, ял тата вăрман хуçалăхĕсен министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, Раççей пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацине кĕнĕренпе «О социальном питании» саккуна пурнăçа кĕртни ял хуçалăх продукчĕсене туса кăларакансене пулăшма пултарать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 10.