Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хаксем ӳсрĕç

 
Раççей Федерацийĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тӳлевĕсем утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 12 процент ӳсеççĕ, çут çанталăк газĕшĕн – 15 процент. Владимир Путин Президент сĕнĕвĕпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн хаксене малашне çулталăкра пĕрре кăна, утăн пĕрремĕшĕнче ӳстерĕç. Пирĕн облаçра та çапла. Кун пек туни хваттершĕн тӳлекенсене çăмăллăх кӳрет, мĕншĕн тесен çуллахи вăхăтра хваттере ăшăтнишĕн тӳлемелле мар.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансемшĕн электроэнерги 11,9 процент ӳсет, пĕр киловатт хакĕ 2 тенкĕ те 81 пус пулать, электричество плити лартнă çуртсенче тата ялсенче – 1 тенкĕ те 95 пус.
Ăшăпа тивĕçтернĕшĕн регионти районсенче хаксем тĕрлĕрен ӳсĕç, анчах та 12 процентран ытларах мар: Ульяновск хулинче – 10-11,7 процент, Димитровградра – 10-10,5, муниципаллă пĕрлĕхсенче – 8,1 - 12.

Текста малалла вулăр...

Ача сачĕ уçăлĕ

Тереньга районĕнчи ялсенче пулса курнă хыççăн Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Подкуровка ялĕнчи ача сачĕ пулнă çуртран каялла садик тумалли пирки каланă. Çак тĕллевсемпе 25 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Йышăнăва кӳршĕ ялсенчи – Скугареевкăпа Ясашлă Ташла - ачасене садика вырнаçтарма черет пысăк пулнипе те тунă. Вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба сăмахĕпе, çурта юсасан тата 55 ачана садика илме пулĕ.
Хальхи вăхăтра Ясашлă Ташлара 1910 çулта тунă çуртра вырнаçнă садика 23 ача, Скугареевкăри 1903 çулта тунă çуртри садика 15 ача çӳрет. Подкуровкăра вара хупнăранпа ачасен шкулчченхи учрежденийĕ пулман.
 
Скугареевка шкулне юсама укçа уйăрнă
Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулне тĕпрен юсама 5 миллион тенкĕ уйăрмалла, 4 миллион область бюджетĕнчен, 1 миллион - районтан.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăх апатне ӳстерекенсене – 200 миллион тенкĕ пулăшу

Регион правительствин ларăвĕнче «2013 çула тата 2014-2015 çулсем валли палăртнă область бюджечĕ çинчен» калакан саккуна кĕртме йышăннă çĕнĕ тӳрлетӳсене пăхса тухнă.
Регионăн финанс министрĕ Ольга Максимушкина ăнлантарнă тăрăх, саккун проектне федераллă бюджетран хушма укçа-тенкĕ килнипе пăхса тухма йышăннă. Ытларах пайĕ – 173, 5 млн тенки – ял хуçалăхне хавхалантарнă çĕре кайĕ. Çав шутрах 57, 6 млн тенки — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма, 64,5 — кивçен илнĕ укçана парса татма, 51,4 — пĕр литр сĕте пулăшу укçипе (субсидипе) тивĕçтерме.
100 млн тенке яхăн – физкультурăпа сиплев комплексĕсем валли хатĕр-хĕтĕр туяннă çĕре кайĕ. Шыв хуçалăхĕсене аталантарма 67 млн тенкĕ уйăрĕç. Профессилле вĕрентӳ тытăмĕн программисене çĕнĕрен хатĕрлеме 11,5 млн тенкĕ кайĕ.
Ульяновск Уставне улшăнусем кĕртĕç
Ульяновскра хула Уставне кĕртмелли çĕнĕлĕхсене сӳтсе явнă.

Текста малалла вулăр...

Владимир Путин саламĕ

Ульяновскра иртнĕ Раççейпе Германи хулисен хушшинчи туслăхăн XII конференцине хутшăнакансене Раççей Президенчĕ саламланă.
В.В.Путин хăйĕн саламĕнче Ульяновск Раççейри промышленноçпа ăслăлăх центрĕсен шутне кĕнине палăртса хăварнă. Раççейпе Германи хушшинчи хутшăнăва Ульяновскпа Штутгарт хулисем пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса хăйсен экономикине аталантари те çирĕплетме çул уçĕ тенĕ.
Хуласем туслашаççĕ
Раççей тата Германи хулисен хушшинчи çыхăнăва халалласа Ульяновск пуçлăхĕ Марина Беспалова Штутгартăн тĕрĕслевпе ревизи управленийĕн ертӳçипе Манфред Блюменшайнпа тĕлпулу йĕркеленĕ.
Енсем сывлăх управĕ, вĕрентӳ тытăмĕпе наука, хула управленийĕ тытăмĕнче пĕрле килĕштерсе тата пулăшса ĕçлемеллине палăртса хăварнă, коррупципе мĕнле кĕрешмелли çинчен те сӳтсе явнă.

Текста малалла вулăр...

Раççейпе Германи хушшинчи туслăха çирĕплетсе

Ульяновск облаçĕнче Раççейпе Германи хулисен ĕçтешлĕхĕн ХII конференцийĕ иртет. Унта хуласен хушшинчи хутшăнăвăн икĕ çулхи пĕтĕмлетĕвне пăхса тухĕç. Мероприяти çĕртмен 8-11-мĕшсенче пулать.
Раççейпе Германи хулисен партнёрлăхĕн тĕлпулăвĕсене икĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Унта икĕ çĕршывăн патшалăх органĕн ĕçченĕсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансемпе культура эксперчĕсем, çамрăксем хутшăнаççĕ.
Конференци тĕрлĕ килĕшӳсем туса калаçусем ирттермелли ятарлă вырăн та пулса тăрĕ. «Германипе Раççей: малашлăха пĕрле» ыйтупа малашне еплерех пĕрле ĕçлемелли пирки калаçĕç.
Вĕренĕвĕн çĕнĕ саккунĕ
2013 çулхи авăнăн (сентябрĕн) пĕрремĕшĕнче «Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ çинчен» саккун вăя кĕрет. Ăна çĕртме уйăхĕн виççĕмĕшĕнче правительство ларăвĕнче çирĕплетнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕш-тырă лаптăкĕ — çур миллион гектар ытла

 
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин çур аки ĕçĕсем çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕçленни пирки каланă.
Тĕш-тырă кăçал пĕтĕмĕшле 586 пин гектар йышăнать. Çав шутран 316,6 пин гектарĕ (102,6 процент) — çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем: тулă –124,8 пин гектар, урпа – 126 пин, сĕлĕ – 35,5 пин, пăрçа – 10,2 пин, вăрлăхлăх куккурус – 12,5 пин, хуратул – 2,5 пин, вир – 800 гектар.
Кунсăр пуçне облаçри хирсенче хĕвелçаврăнăша 160,5 пин гектар (102 процент), сахăр кăшманне 13,1 пин гектар (97 процент), рапс – 11,4 пин гектар (86 процент), шăпкан (рыжик) – 3 пин гектар (108,5 процент), соя – 1,4 пин гектар (60 процент).
Облаçри хуçалăхсенче çĕр улми лартас ĕç вĕçленсе пырать, ăна 93 процент таран пурнăçланă (1,9 пин гектар). Çаплах 1,2 пин гектар çине пахча çимĕç (97 процент) акса хăварнă.

Текста малалла вулăр...

Çур аки вĕçленсе пырать

Çу уйăхĕн 13-мĕш тĕлне облаçра çурхи культурăсене 377 пин гектар акнă.
Правительствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, облаçри мĕнпур районта кĕрхи культурăсен 308 пин гектарне имçамланă, сӳреленĕ. Çурхи культурăсене 461 пин гектар акма палăртнă (пĕлтĕр те çавăн чухлĕ пулнă). Ку енĕпе чи малта Çĕнĕ Спасск районĕ пырать. Кунта палăртнин 105,5 процентне пурнăçланă, çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 109,3 процентне акнă. Ун хыççăн Николаевка, Сăр, Карсун районĕсем пыраççĕ.
Кĕрхи культурăсем лайăх сыхланса юлнă – мĕнпурĕ 650 пин гектар (2008 çулхинчен 12 процент ытларах).
Чăнлă тата Чартаклă районĕсенче чĕкĕнтĕр акма тытăннă: планпа палăртнин 41,8 процентне (3,5 пин гектар) пурнăçланă та ĕнтĕ. Чартаклăсем – 77,5 процент, чăнлăсем – 41.
Хĕвел çаврăнăшĕ облаçра пурĕ 45,9 пин гектар (70,8) йышăнать.

Текста малалла вулăр...

Çураки пуçланчĔ

Çураки Ульяновск облаçĕнче хăвăрт утăмсемпе пырать.
Регионăн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, çурхи культурăсене паян 265,5 пин гектар çине акса хăварнă. Ку вăл тума палăртнă калăпăшăн 45,9 проценчĕ. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 175,1 пин гектар çĕр лаптăкĕ çине вырнаçтарнă (57 процент). Хĕвелçаврăнăш 42, 8 пин гектар (27), сахăр кăшманĕ 3,5 пин гектар (26) рапс 3,3 пин гектар (25), çĕр улми 541 гектар (27), пахча-çимĕç 311 гектар (26) йышăнать. Пĕр çуллăх тата нумай çуллăх курăксене 35 пин гектар акнă. Кăлаткăпуç тата Чартаклă районĕсенче 419 гектар йĕтĕн акса хăварнă. Çураки ĕçĕсен пысăк пайне Барăш (78,1 процент). Павловка (75,2), Николаевка (71,6), Çĕнĕ Спасск (70,4), Вешкайма тата Тереньга (70-шер процент) районĕсенче ирттернĕ. Унсăр пуçне çурхи ĕçсене Радищево, Кăлаткăпуç, Çинкĕл, Мелекесс тата Кузоватово районĕсенчи хуçалăхсем хастар илсе пыраççĕ (50 процентран ытла пурнăçланă).

Текста малалла вулăр...

Студент çемйисене хваттер туянма – 50 пин тенкĕ

Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн социаллă политика, патшалăхпа муниципаллă строительство тата çамрăксен ĕçĕсене илсе пыракан комитечĕн канашлăвĕ иртнĕ.
Депутатсем «Ульяновск облаçĕнчи демографи лару-тăрăвне аванлатассипе тăвакан хăш-пĕр йышăнусем çинчен» саккуна кĕртмелли улшăнусен проектне ырланă. Унпа килĕшӳллĕн студент çемйисене хушма пулăшу пама тивĕç. Сăмах пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн Ульяновск область правительстви çамрăксене 50 пин тенкĕ уйăрасси пирки пырать. Вăл хваттер туяннă е кивçене тӳлесе татнă çĕре кайма юрăхлă пулĕ. Ку укçана 2013 çулхи утă (июль) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама пуçлĕç.
 
Бюджетниксем канма пултарччăр
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов финанспа социаллă пĕрлешӳ министрне çăмăллăхсемпе усă курса канакан ĕçченсен категорине анлăлатма хушнă.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр ентеше саламланă

 
РФ Президенчĕн хушăвĕпе Михаил Горелов педагог-спортсмена, çăмăл атлета «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Тутарстанри Нурлат районĕнче çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра экономикăпа суту-илӳ техникумĕнче физкультурăпа вĕрентекен ентешĕмĕре пысăк хисепе тивĕçнĕ ятпа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр саламланă.
Кĕр тыррисене апатлантараççĕ
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн çурри тĕлне облаçра 66 пин гектар çинче кĕр тыррине апатлантарнă. Ку планăн 31 проценчĕпе танлашать.
Облаçри пур районсенче те çĕрсене минерал удобренийĕсем сапаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра ĕçе пĕчĕк самолётсемпе усă курса пурнăçлаççĕ. Удобренисем сапас çĕрте 14 самолёт тата çĕр çинчи 100 ытла техника ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов Мускавра пулнă

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă.
Кĕпĕрнаттăр президента регионти авиаци промышленность аталанăвĕ, регионта çĕкленекен Раççейри пĕртен-пĕр аэропортăн уйрăм экономика зони çинчен, аэрокомпозит материалĕсене туса кăларакан завода тăвас ĕç вĕçленсе пыни пирки каласа панă. Вăл Раççей Президентне авиаци промышленноçне аталантарма пулăшнăшăн тав тунă:
«Эсир пулăшнипе эпир 39 самолёт пуçтарма килĕшӳ тунă. Пĕрлешӳллĕ авиаци корпорацийĕпе тачă çыхăнса сирĕнпе пĕрле палăртнă проекта пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. 2014 çул тĕлне виçĕ самолёт хатĕрлеме палăртнă: РФ оборона министерстви, инкеклĕ ĕçсен министерстви тата РФ Правительстви валли,- тенĕ Сергей Морозов. - Проекта пурнăçа кĕртессипе пĕрлех Ульяновскри «Авиастар-СП» предприятие çĕнететпĕр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтеретпĕр.

Текста малалла вулăр...

Пĕтĕмĕшле çуртшăн тӳлессине пăрахăçланă

Облаçри экномика министерстви регионти расчётпа информаци центрĕн (РИЦ) тата çурт-йĕр управляющисен ĕçĕсене тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев ĕçĕсем Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе Ленин, Засвияжски, Заволжски тата Чукун çул районĕсенче иртнĕ. Хаксемпе тарифсене йĕркелесе тăракан департамент специалисчĕсем ăшăпа тивĕçтернĕ хаксене çĕнĕрен пăхса тухнине тишкернĕ. Чукун çул районĕнче йĕркене пăснă тĕслĕх тупнă: пĕтĕмĕшле счётчиксăр çуртсенче ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тĕрĕс мар укçа илнĕ. Çĕнĕрен шутланă чух та çичĕ уйхшăн мар, ултă уйăх çурăшăн çеç тавăрса панă. Ытти компанисенче йăлтах йĕркеллĕ. Пĕтĕмĕшле çуртшăн тӳлессине (ОДН) пăрахăçланă.
Эрех сутассине — тимлĕх
Çулталăх пуçланнăранпа облаçра саккунсăр сутăнакан 21 пин литр эрехе тытса илнĕ.
Пуш уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче кăна регионта эрех сутассипе тăватă преступлени тата 66 административлă саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă, вăл шутра сутма чарнă вăхăта пăхăнманни – улттă.

Текста малалла вулăр...

Толстова Грамота парса чысланă

Çĕнĕ хулари "Руслан" кермен çумĕнчи «Эревет» юрă ушкăнĕн ертӳçине Станислав Толстова чăваш юрри-кĕввине халăхра сарассишĕн нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Культура ĕçченĕсен кунĕнче – пушăн 25-мĕшĕнче – облаçри культура управленийĕн пуçлăхĕ Т.Мурдасова Хисеп грамоти парса чысланă.
 
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн ĕçне тĕрĕслеççĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тивĕçтерекен пĕтĕмĕшле çуртăн нушисемшĕн (ОДН) илнĕ укçан калăпăшне çĕнĕрен пăхса тухма, унăн ĕçне тĕплĕн тĕрĕслеме хушнă.
«Патшалăх тата право сыхлакан органсен пĕр пулса халăха çуртсен хуçисен пуçтахлăхĕнчен хăтарас пулать. Эпир шалти ĕçсен управленийĕ пуçарăвĕпе полицин ятарлă уйрăмне йĕркелерĕмĕр. Вĕсен тĕллевĕ – саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртасси,- тенĕ кĕпĕрнаттăр.

Текста малалла вулăр...

«Çулталăк вĕренекенĕ-2013» çĕнтерӳçи – Çинкĕл район йĕкĕчĕ

Облаçри ачасен сывлăхпа вĕренӳ центрĕнче регионти «Çулталăк вĕренекенĕ – 2013» конкурс иртнĕ.
Муниципаллă тапхăрсен 23 çĕнтерӳçи, аслă классенче вĕренекенсем, виçĕ кун хушши хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Программăпа килĕшӳллĕн виçĕ тапхăрпа «Широка страна моя родная» таврапĕлӳ конкурсĕ иртнĕ. Çĕнтерӳçĕ ятне тата укçан премие (50 пин тенкĕ) Çинкĕл районĕнчи Хĕрлĕ Гуляй шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Евгений Медведев тивĕçнĕ. Вăл Ульяновск облаçĕн чысне регионсем хушшинчи ăмăртура хӳтĕлĕ.
Ял тухтăрĕсене – укçан пулăшу
Ульяновск облаçĕнчи 48 медицина ĕçченĕ 2013 çулта пĕрер миллион тенкĕ укçа илĕ. «Земский доктор» программа Раççейре 2011 çултанпа Владимир Путин Президент пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрет. Ăна ялта ĕçлеме кăмăл тунă 35 çул тултарман медиксене регионти тата федераллă бюджетсенчен уйăрĕç.

Текста малалла вулăр...

Юн пама пырăр!

 
Донорсен «Юн пар та – пурнăç çăл!» марафонне Ульяновск облаçĕнче пурăнакан 1721 çын хутшăннă.
Вĕсен шутĕнче 387-шĕ – вырăнти правительство, мэри, Ульяновск хула администрацийĕн, ГИБДД, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн, Ульяновск облаçĕпе ĕçлекен Росздравнадзор управленийĕн, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвĕн, сиплевпе вĕренӳ учрежденийĕсен çыннисем. «Акципе килĕшӳллĕн 774 литр юн пухнă. Апла пулин те сиплев çурчĕсене юн куллен кирлине шута илмеллех. Пĕрремĕш хут юн панисем ятарлă станцисене тепĕр хут пыраççех тетпĕр», - палăртнă Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.
«Марафон вĕçленчĕ. Анчах та юн илессипе йĕркелекен акцисем куллен пулĕç. Пушăн 23-мĕшĕнче – «Донорсен шăматкунĕ» ятпа ĕçленипе ытти кунсенче юн парайман çынсем валли ирттерĕç.

Текста малалла вулăр...

Художниксем ырлаççĕ

 
Раççейри художниксен пĕрлĕхĕ Аркадий Пластов ячĕллĕ преми туса хунине ырлаççĕ. Пĕрлĕхри художниксем Ульяновск область правительствине тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр патне çыру янă.
«Аркадий Пластов ячĕллĕ преми йĕркеленине культура политикинчи пысăк утăм тесе хаклатпăр. ХХ ĕмĕрти паллă художник ячĕллĕ преми хальхи вăхăтри художниксене палăртать кăна мар, вĕсене хавхалантарать, тĕнче шайне тухма пулăшать. Пирĕн обществăра 2010 çулччен классика ĕçĕсемшĕн художниксене нимĕнле преми те паман, анчах вăл тахçанах кирлĕ пулни пурне те паллă. Тав сире, çакăн пек преми йĕркелеме сĕннĕшĕн», - тенĕ çырура.
 
Çамрăк ăру – çĕршыв пуласлăхĕ
Ачасене тăван çĕршыва юратма вĕрентес ыйтăва облаçăн Саккунсем кăларакан Пухăвĕ йĕркеленĕ çавра сĕтелре сӳтсе явнă.

Текста малалла вулăр...

Область çуракине хатĕрленет

Нарăсăн 11-мĕшĕнче регионти хуçалăхсенче 71232 тонна (104 процент) вăрлăх хурса хăварнă. «Россельхозцентр» патшалăх управленийĕ ун пахалăхне тĕрĕслет: тасалăхне, шăтса тухаслăхне, хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин кăçал акмалли çĕр лаптăкĕсене тата ял хуçалăх культурисене туса илессине ӳстересси пирки каланă. Ял хуçалăх предприятийĕсем халĕ çураки тĕлне им-çампа тивĕçтересси пирки килĕшӳсем тăваççĕ. Хуçалăхсенче техникăна юсакан звеносем йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне 4545 трактортан 3762 хире тухма хатĕр. Унсăр пуçне 2,3 пин сеялка, 2 пине яхăн культиватор, 1,4 пин сухапуç юсанă. Ака уйăхĕн 15-мĕш тĕлне мĕнпур хуçалăхăн çуракине хатĕр пулмалла. Çак ĕçсем Мелекесс, Кăлаткăпуç, Радищево, Кузоватово районĕсенче аван пыраççĕ.
270 миллион тенкĕЛĔХ туяннă
Регионти финанс министрĕ Ольга Максимушкина пĕлтернĕ тăрăх, хыснана федераллă центртан 282, 5 млн тенкĕ укçа килнĕ.

Текста малалла вулăр...

Сад ĕçне тимлĕх уйăраççĕ

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнчи пахчаçăсен пĕрлешĕвĕсен çыннисемпе тĕл пулнă.
Унта 2012 çулта сад хуçалăхĕсене аталантарас тата ĕрчетес ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. «Пĕлтĕр 10,5 çухрăм хытă сийлĕ çул тунă тата юсанă, 10 çухрăм шыв пăрăхне тăснă, 5 шăтăк хатĕрленĕ, 19 çухрăм электролини вырнаçтарнă, - пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. – Сад пахчисене куллен çынсем илсе çӳрекен 27 автобус маршручĕ çумне тата çуллахи вăхăтра кирлĕ 21 маршрут хушнă». Унсăр пуçне çăмăллăхсемпе усă куракан 7,5 пин пахчаçа кирлĕ таран укçине тавăрса панă.
2013 çулта сад ĕрчетекенсене хавхалантарма регион бюджетĕнчен 5, 6 миллион тенкĕрен сахал мар укçа уйăрма шантараççĕ.
Çĕнĕ шухăш – çĕршыв пуласлăхĕшĕн
Нарăсăн 17-20-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Новые вызовы – новые решения» ăс-тăн мастерскойĕ ĕçлĕ.

Текста малалла вулăр...

гриппа чиРлекенсен шучĕ ӳсет

 
Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Егорушкин пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра гриппа тата ерекен инфекцисемпе чирлекенсен шучĕ ан ӳстĕр тесе вĕрентӳ тата сиплев çурчĕсенче сыхлав ĕçĕсем иртеççĕ.
Кăрлач уйăхĕн юлашки эрнинче тата нарăсăн пуçламăшĕнче чирлекенсем йышланнă. Пурĕ облаçра чир ертнĕ 9862 тĕслĕх çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 70 проценчĕ – 14 çул тултарман ачасем хушшинче. Иртнĕ эрнере 10 çын гриппа чирленĕ. Вĕсенче 5-шĕ – Çинкĕл районĕнче, 4-шĕ – Ульяновскра, 1 – Барăш районĕнче.
Чир-чĕр ӳснĕ вăхăтра сывлăх сыхлавĕн министерстви çынсене халăх пухăнакан вырăнсенче сахалтарах пулма тата обществăлла транспортпа çӳренин вăхăтне кĕскетме сĕнет. Чирлĕ çынсемпе хутшăнмалла мар, медицина маскине çыхмалла, алла тăтăш супăньпе е ятарлă шĕвекпе çумалла, пӳлĕмри сывлăша уçăлтармалла, урай таврашне час-час çумалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, иммунитета çирĕплетекен препаратсем, сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçмелле.

Текста малалла вулăр...

Çуракине хатĕрленесси – тĕп ĕç

Сергей Морозов ял хуçалăх предприятийĕсене çуракине ирттерме 200 миллион тенкĕ хушса пама каланă.
2012 çулта ял хуçалăхĕнче тыр-пул туса илес çĕрте кăна çанталăка пула тупăш пулайман. Кăçал тыр-пул акмалли çĕр лаптăкĕсен калăпăшне чакарас мар тесе, дизель çункăçĕ хакланнине шута илсе область бюджетĕнчен çуракине ирттерме 200 миллион тенкĕ компенсаци уйăрма палăртнă ( акакан пĕр гектар çĕр пуçне 200 тенкĕ).
Сергей Морозов кĕске вăхăтрах правительствăна çак ыйтупа йышăну тума тата ял хуçалăх производителĕсене субсиди памалли йĕркене çирĕплетме хушнă.
Ĕçсĕррисен шучĕ чи сахалли
Атăлçи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан Ульяновск облаçĕ ĕçсĕррисен йышĕ чакнипе иккĕмĕш вырăнта тăрать. Ĕç тупайманнисем пирĕнтен Чулхулара кăна сахалтарах.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 11.