Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Регион шайĕнчи çĕнĕ конкурс

 
2012 çулхи раштавăн 1-25-мĕшĕсенче «Парк «Школьный сад» ятлă регион шайĕнчи конкурс иртет.
Тĕллевĕ – ача-пăчапа çитĕнсе çитменнисене регион пурнăçĕпе кăсăкланма вĕрентесси. Конкурс икĕ юхăмпа – «Аллея Дружбы» тата «Тематические площадки» - йĕркеленмелле.
Пĕрремĕш юхăма хутшăнакансен Туслăх аллейин тата хăйсем пурăнакан районсен хăтлăхĕпе çыхăннă проектсем хатĕрлемелле. Иккĕмĕш юхăмрисен темăсем ытларах: спорт, вĕрентӳ, информаци, кану. Вĕсем çав темăсенчен пĕрне суйласа илсе план-схема хатĕрлемелле.
Конкурса хутшăнакансем ĕçĕсене раштавăн 25-мĕшĕччен çак электронлă адреспа ярса памалла: 417939@mаil.ru; 432011, г.Ульяновск, ул.Спасская (Советская), д.18-А, каб. 202.

Тивĕçлĕ çемьесене наградăланă

 
Чӳк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕ – Анне кунĕ. Çак чаплă уяв умĕн Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри чи тивĕçлĕ çемьесене хисеплĕ паллăсемпе, медальсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă.
-Анне кунĕ – чи ăшă та çутă уявсенчен пĕри. Пирĕн облаçра нумай ачаллă 5 пин те 500 çемье. Вĕсенче 18 пин те 500 ача ӳсет. Çак çемьесене пулăшу парассине малашне ӳстерсех пырăпăр. Планра – тăваттăмĕш ача çуратакансене хваттер туянма пĕр миллион тенкĕ уйăрса парасси. 2012 çулта ачаллă çемьесене пулăшма область правительстви 400 миллион тенкĕ ытла тăкакланă пулсан 2013 çулта çак тĕллевсене 500 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Регионта çемьесемпе амăшĕ пулнă хĕрарăмсене социаллă пулăшу чылай параççĕ. Кашни ача çуралмассерен укçа хушăнать – аллă пинрен тытăнса çичçĕр пин таран.

Текста малалла вулăр...

Çынсене хӳтĕлемелле

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене пахалăхсăр çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсенчен хӳтĕлессине вăйлатма хушнă.
Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, юлашки вăхăтра граждансенчен çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн ытлашши укçа илеççĕ.
-Управляющи компанисем – чаплă юристсемпе, бухгалтерсемпе ĕçлекен вăйлă организацисем. Йывăрлăха лекнĕ граждансене вĕсемпе куçа-куçăн хăварни тĕрĕс мар. Ахаль çынсене те профессионалсем хӳтĕлемелле, - тенĕ Сергей Морозов.
Регион пуçлăхĕ хушăвĕпе правительство правăна сыхлакан органсемпе калаçу ирттернĕ. Çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсемпе çыхăннă тавлашуллă ыйтусене хăвăртрах татса парасси, тивĕçтерӳсемшĕн граждансенчен ытларах укçа илекенсене тăхтаса тăмасăр явап тыттарасси пирки калаçса татăлнă.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов Америкăри Митрополитпа тĕл пулнă

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Вырăс Православи чиркĕвĕн ют çĕршыври первоиерархĕпе Хĕвелтухăç Америкăри, Нью-Йоркри Митрополичĕпе Илларионпа тĕл пулнă.
Митрополитăн Нью-Йоркри резиденцинчи иртнĕ калаçура Чĕмпĕрти кадет корпусĕн ялавне Ульяновск облаçне тавăрасси пирки пынă.
Аса илтеретпĕр, патша Раççейĕнчи кадет корпусĕсен ялавĕсенчен паянхи кунччен сыхланса юлнă пĕртен-пĕр ялав ют çĕршывра, Сан-Франциско хулинчи православи храмĕнче, упранать.
Митрополит Чĕмпĕр кадет корпусĕн ялавне тăван тăрăха тавăрма пулăшма шантарнă.
Ульяновск облаçне инвесторсене явăçтараççĕ
Сергей Морозов ертсе пыракан делегаци Америкăри усламçăсен пĕрлешĕвне Ульяновск облаçĕнчи инвестици проекчĕсемпе паллаштарнă. Мероприяти Манхэттенри Обществăлла вулавăшра иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Сывлăх сыхлавне – 640 миллион тенкĕ

Регионти финанс министрĕ Ольга Максимушкина пĕлтернĕ тăрăх, федераллă бюджетран çитнĕ 613,3 миллион тенкĕрен 460 миллионне облаçри сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма ярĕç. Вĕсенчен 448,6 миллион тенки онкологи чирĕпе чирлекенсене медицина пулăшăвне парассине çĕнетме ямалла.
Участокри терапевтсемпе медицина сестрисен ĕç укçине ӳстерме 13,5 миллион тенкĕ, фельдшерпа-акушер пункчĕсенче ĕçлекенсен укçине ӳстерме 6 миллион тенкĕ уйăрнă.
Область бюджетĕнчен уйăрнă суммăран 100 миллион тенки ял хуçалăхне аталантарма тата патшалăхран кивçен укçа илнин процентне саплаштарма кайĕ.
Ачине çулталăк çурă тултариччен килĕнче пăхакан хĕрарăмсене, çар служащисен çие юлнă арăмĕсене пособи тӳлеме 40 миллион тенкĕ уйăрнă.
Пахча çимĕç пуçтарса пĕтереççĕ
Облаçри ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе облаçра 1040 гектар çинче пахча çимĕç – пурĕ 20 пин тонна - пуçтарса кĕртнĕ (1508 гектар лартнă).

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăх ĕçченĕсене В.Путинпа Д.Медведев тата Н.ФЕДОРОВ саламланă

 
Юпан 7-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçе кĕртекен промышленность ĕçченĕсен «Ылтăн кĕркунне-2012» XIV куравĕ иртнĕ. Унта хутшăнма çĕр чăмăрĕ çинчи 35 çĕршыв тата Раççейĕн 52 регионĕ кăмăл тунă.
Ульяновск облаçĕнчен 40 çын хутшăннă. Ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсен ертӳçисенчен тата механизаторсенчен, пултаруллă фермерсенчен, ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн ăсчахĕсенчен тата ытти предприятисен ĕçченĕсенчен тăракан делегацие Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин ертсе пынă. Вĕсен хушшинче – пур кăтартусемпе те малта пыракан Радик Насуртдинов («Волга» ЯХПК ертӳçи) тата чăваш фермерĕсем – Николай Ивандеев (Чăнлă районĕ), Василий Козловпа Николай Волынщиков (Майна районĕ), малĕмĕтлĕ çамрăксем пулнă.

Текста малалла вулăр...

Владимир Путин «Авиастарта» пулнă

 
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ульяновск хулине РФ Президенчĕ Владимир Путин килнĕ. Вăл «Авиастарăн» вĕçевпе сăнав комплексне çитсе «Ил-76-МД-90А» çĕнĕ транспорт самолёчĕ вĕçнине сăнанă.
Ку самолёт пысăк груз турттарма пултарать. Унăн двигателĕ çункăç материалĕсене перекетлет. Вĕçев çулĕ унчченхинчен 5000 çухрăм вăрăмрах. Йывăрăшĕ — 210 тонна.
Унтан Владимир Путин канашлу ирттернĕ. Вăл самолётсене хамăр çĕршывра туса кăларма патшалăх саккасĕ йĕркелемелли пирки каланă. Канашлăва РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ предствителĕ Михаил Бабич хутшăннă.
Йывăç лартса ӳстеР
Юпан 6-мĕшĕнче Ульяновск хулинче «Йывăç лартса ӳстер» тăвăм иртнĕ.
Винновка ращинче 200 тĕм ытла йывăç лартнă. Унта облаçри экологи министерствин ĕçченĕсем, Чукун çул район администрацийĕ, Экологи палатин членĕсем тата ытти обществăлла организацисен членĕсем хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ самолёт вĕçеве тухма хатĕр

 
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ульяновск облаçĕнче кăларнă «ИЛ-476» самолётăн хăйнеевĕрлĕхне палăртнă.
Промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров патшалăх пуçлăхне Раççейĕн çĕнĕ транспорт самолётне тăвассипе çыхăннă проекта вĕçлесе пынине пĕлтернĕ.
—2006 çулта производствăна Ташкент хулинчен Раççее куçартăмăр. Анчах та ку ахаль куçару çеç пулмарĕ, тĕрĕссипе, çĕнĕ производство йĕркеленчĕ темелле. Самолёт конструкцине те, оборудованине те, управлени системине те улшăнусем кĕртнĕ. Вĕçев инçĕшĕ 25 процент ӳснĕ, тиев çĕклемелли вăйĕ – 15 процент, çункăç хатĕрĕпе те 15-17 процент тухăçлăрах пулса тухнă. Паян саккассен пакечĕпе самай тăрăшса ĕçлетпĕр. Чи малтан вăл оборона министерстви. Самолёта эпир икĕ хутчен сывлăша çĕклерĕмĕр, кĕске вĕçевсем ирттертĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Акатуя – федераци каналĕпе

 
«Известия» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Раççей правительстви халăхсен хушшинчи хутшăнăва çирĕплетес тата хирĕçӳлĕхе пĕчĕклетес тĕллевпе федераци телеканалĕсенче Раççейре пурăнакан халăхсен культурине çутатакан фильмсене кăтартма сĕнесшĕн.
Унсăр пуçне «ТВ-Центр» тата «Мир» каналсемпе тӳрĕ эфирта Сабантуя, çав шутра чăвашсен Акатуйне те, Курбан-байрама, Мэрцишора, Навруза тата ытти уява кăтартмалла иккен. Христиансен уявĕсем валли те эфирта вăхăта ытларах уйăрмалла. Çавăн пекех ăс-тăн вăййисенче те халăхсен культурипе паллаштаракан ыйтусен шучĕ ӳсмелле. «Своя игра» продюсерĕ Сергей Пехлецкий пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен патне кунашкал хушу çитмен-ха, çапах та ку кăларăмра тĕрлĕ халăх культурипе çыхăннă ыйту унччен те сахал мар пулнă.
 
ОБЛАÇРА – КУЛЬТУРА ФОРУМĔ
Авăн уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче пирĕн облаçра Пĕтĕм тĕнчери культура форумĕ иртет.

Текста малалла вулăр...

Тырçи вĕçленнĕпе пĕрех

Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 424,3 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 95,8 процент.
Пурĕ 629,7 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран – 14,8 центнер.
Тухăçлăхпа Ульяновск (19,5 центнер) тата Сăр районĕсем (18,9) малта пыраççĕ.
 
Кĕпĕрнаттăр «Уçă калаçу» ирттернĕ
Регион пуçлăхĕ Ульяновск область правительствине авăн уйăхĕн 7-13-мĕшсенче килнĕ çырусемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă.
Çак тапхăрта правительствăна 210 çыру килнĕ, вĕсенчен 31-шĕ – электрон почтипе. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, граждансем паракан ыйтусем ытларах çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă (36 процент). Ульяновск хулинче, Барăшра, Вешкайма, Майна, Ульяновск районĕсенче пурăнакансем ытларах социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнакансен условисене лайăхлатмалли пирки ыйтнă.

Текста малалла вулăр...

Тырçи вĕçленет

Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 414,2 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ – 93,4 процент.
Пурĕ 607,5 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,7 центнер.
Тухăçлăхпа Чăнлă тата Чартаклă районĕсем малта пыраççĕ – 17,2 центнер.
 
Сусăр ачасене манмалла мар
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сусăр ачасене ӳстерекен çемьесен ассоциацийĕн «Мы вместе» анлă пухăвне хутшăннă. Димитровградри «Восход» канупа культура центрĕнче иртнĕ мероприятие 300 ытла çын хутшăннă.
Çакăнтах халăха социаллă хӳтлĕх паракан центрпа Пенси фончĕн уйрăмĕн, сусăрсен обществăлла организацийĕн специалисчĕсем консультацине, протезпа ортопеди изделийĕсен куравне йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕп хыпар

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (УОЧНКА) председателĕ Владимир Ильич Сваев августăн 31-мĕшĕнче кĕпĕрнаттăрăн национальноçсен ĕçĕсен советникĕ пулса тăнă.
Çакăн пирки С.И.Морозов ятарлă распоряжени çине алă пуснă.
Маларах ку вырăнта Рамис Фарукович Сафин ĕçленĕ.
В.И.Сваев Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Куйбышеври план институтне пĕтернĕ. Раççей Федерацийĕн 1-мĕш класлă советникĕ. Раççей Федерацийĕн миграци службин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни. Облаçри миграци службин пуçлăхĕ пулнă. Мăшăрĕпе пĕрле ывăл тата хĕр пăхса çитĕнтернĕ.

СЕРГЕЙ МОРОЗОВ – МАССĂЛЛĂ ИНФОРМАЦИ ХАТĔРĔСЕНЧЕ

 
Регион пуçлăхĕ çинчен 2012 çулхи утă уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн 400 ытла федераллă массăллă информаци хатĕрĕсенче тата 3000 ытла регионсенчи телевиденире, хаçат-журналта, информаци агенствисенче тата СМИ-интернетра пурĕ 84000 хут асăннă.
2012 çулта РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен медиарейтингне палăртма пуçласан Сергей Морозов 26-мĕш йĕркере тăнă. Пуш уйăхĕнче вăл – 2, çу уйăхĕнче – 19, çĕртмере – 5 вырăнта тăнă. Халĕ информаци уçăлăхĕн 0,6482 коэффициентне тивĕçсе пĕрремĕш йĕркене хăпарнă. Иккĕмĕш йĕркере – Ленинград облаçĕн пуçлăхĕ Александр Дрозденко, виççĕмĕшĕнче – Аçтăрхан облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Жилкин.
Сергей Морозова утă уйăхĕнче Твиттер микроблок тытăмĕнче 953 хут аса илнĕ. Вăл ытти субъектсен пуçлăхĕсен хушшинче пĕрремĕш йĕркене йышăнма тивĕçнĕ.
Кĕпĕрнаттăр куравра пулнă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Пĕтĕм тĕнчери авиатранспорт форумĕн куравне çитсе курнă.

Текста малалла вулăр...

Çур миллион тонна тырă çапнă

Августăн 20-мĕшĕ тĕлне облаçра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 364,6 пин гектар çинчен çапса илнĕ (80 процент), пурĕ йĕтем çине 531 пин тонна тырă кĕнĕ. Тухăç – гектартан 14,6 центнер.
Атăлçи федераллă округра пирĕн область тырçи хăвăртлăхĕпе 5-мĕш вырăн йышăнать, тухăçĕпе – 8-мĕш.
Çĕнĕ Спасск районĕнче тырçие вĕçленĕ. Николаевка тата Кивĕ Кăлаткă районĕсенче ĕçсене 96,5 тата 96,2 процент пурнăçланă.
Тухăç енĕпе Ульяновск ( гектартан 20,8 центнер), Чăнлă тата Мелекесс (17,3), Чартаклă (17,2) районĕсем малта пыраççĕ.
Паян хуçалăхсем хуратул, вика, рапс, горчица культурисене çапма тытăннă. Вешкайма, Карсун, Мелекесс районĕсенче пахча çимĕç пуçтараççĕ.
 
Кĕпĕрнаттăр пулăшма хушнă
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн обществăлла приёмнăйĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Текста малалла вулăр...

МИНИСТР – КОНКУРС ÇĔНТЕРӲÇИ

«Единая Россия» политика партийĕн ĕç тăвакан Тĕп канашĕн президиумĕ хăйĕн пуçлăхĕ пулма ятарлă конкурсра çĕнтернĕ Ульяновск облаçĕн шалти политикин министрне Дмитрий Травкина çирĕплетнĕ.
Çакăн евĕр конкурс «Единая Россия» политика партийĕ пĕрремĕш хут ирттернĕ. Вăл утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче тытăннă. Кандидатсен Тĕп канашăн президиумĕн ĕç программине хатĕрлесе комиссие тăратмалла пулнă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 25 кандидат хатĕрленĕ ĕç программисене пăхса тухнă. Ун хыççăн конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, вăрттăн сасăласа чи лайăххисенчен пиллĕкĕшне суйласа илнĕ. Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ, парти председателĕ Дмитрий Медведев конкурсра çĕнтернисемпе тĕл пулнă. Кайран Тĕп канаш президиумĕ пилĕк кандидатран пĕрне палăртнă.

Текста малалла вулăр...

Кĕрхи тырра пухса илнĕ

 
Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 13-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 302,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ (66 процент). Пурĕ 434 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,4 центнер.Хăш-пĕр хуçалăхра тырçи вĕçленнĕ ĕнтĕ. Кĕрхи тырă тата пăрçа пуçтарса илесси облаçĕпе вĕçленнĕ тесен те юрать. Комбайнёрсем хушшинчи ăмăртура В.Староверов (Чартаклă районĕ) малта пырать. Вăл 20 пин центнер ытла тĕш-тырă çапса илнĕ.
Физкультура вĕрентӳçисемпе тĕл пулнă
Физкультурниксен кунĕ умĕн облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин Чукун çул районĕнчи физкультура вĕрентӳçисемпе тĕл пулнă.
Педагогсем «Ульяновскмебель» предприятире экскурсире пулнă, унти авалхи сĕтел-пукан музейĕпе тата спорт комплексĕпе, рабочисен тренажёр залĕпе паллашнă.

Текста малалла вулăр...

ШКУЛ ЯРМĂРККИСЕМ

 
Хальхи вăхăтра Гончаров урамĕнчи 11,14, 19, Радищев урамĕнчи 39, Рябиков урамĕнчи 70-мĕш çуртсен умĕнче вырнаçнă шкул ярмăрккисенче çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне вĕренекенсен тумĕсене туянма пулать.
Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Засвияжски районĕнчи «Звезда» суту-илӳ комплексĕ умĕнче шкул хатĕрĕсем сутаççĕ.
Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Заволжски районĕн Ульяновск проспектĕнче вырнаçнă 9-мĕш çурт тата Çыхăну çурчĕ умĕнче шкула кайма мĕн кирлине тупма май пулать.
Çурла уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче Чукун çул районĕнчи «Русь» суту-илӳ центрĕ (Гай проспекчĕ, 71-мĕш çурт) шкул ярмăркки йĕркелет.
Ярмăрккасенче кĕнекесем, канцеляри таварĕсем, тум тата ура тăхăнмалли, спорт инвентарĕ сутĕç. 10 сехетре ĕçлеме тытăнаççĕ.

Мелекессем малта

 
Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 6-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 209,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ.
Пурĕ 304,2 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,5 центнер.
Мелекесс районĕ ку енĕпе малта пырать, унта мĕнпур лаптăкăн 77,6 проценчĕ çинче ĕçсене ирттернĕ ĕнтĕ ( 65,6 пин гектар). 100 пин тонна ытла тĕш-тырă çапса илнĕ, тухăç – 16,6 центнер.
Чи пысăк тухăç çак районсенче: Вешкайма (18,7 центнер), Ульяновск (18,2), Чартаклă (17,4 ), Радищево (16,8), Кивĕ Майна (16,5).
Атăлçи Федераллă округра Ульяновск облаçĕ çапса илнĕ лаптăкпа илсен 6-мĕш вырăн йышăнать, тухăçпа – 5-мĕш.

Тыр-пул тухăçлăхĕпе – Атăлçи Федераллă округРА виÇçĕмĕш

Утă уйăхĕн 31-мĕш тĕлне регионта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 111,1 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку вăл пурĕ 465 пин гектар лаптăкăн 24 проценчĕ. 155,8 пин тонна тĕш-тырă çапса илнĕ. Тухăçлăхĕ гектартан 14 центнер.
Паянхи кун тĕлне тырçи кампанийĕн хăвăртлăхĕпе Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округĕн регионĕсем хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнать. Тухăçлăх енĕпе – виççĕмĕш (Тутарстанра – гектартан 19,4 центнер, Мордови Республикинче – 18,2 центнер, ытти регионсенче – 11-тен пуçласа 12,9 центнер таран).
Облаçри муниципаллă пĕрлешӳсем хушшинче чи пысăк тухăç илекенсем: Ульяновск тата Чартаклă (17,1 центнер), Кивĕ Майна (15,5) тата Мелекесс (15,1) районĕсем. Специалистсен сăнавĕпе, çурхи культурăсене пухса кĕртме пуçласан тыр-пулăн вăтам тухăçлăхĕ ӳсме кирлĕ. Çуркуннехи пĕрчĕллĕ культурăсен лару-тăрăвĕ хирсенче кĕрхисенчен аванрах.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр ăмăртăвĕсем иртнĕ

Патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тытăмĕсемпе регионти муниципаллă пĕрлешӳсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче «Команда-2012» форум иртнĕ.
Тĕллевĕ – влаçри çынсен профессилле тата харпăр аталанăвне ӳстересси, облаçра иртекен çĕнĕ проектсене сӳтсе явасси. Тематика площадкисенче кашни хăйĕн пултарулăхне кăтартма, мĕн пĕлнине уçса пама, пĕр шухăшлă çынсене тупма, проекчĕсене ырлакансемпе паллашма пултарни паха. Кун йĕркинче – пĕрлештерекен спортпа сиплев тата культура мероприятисем, ĕçлĕ вăйăсем, ăслăлăхпа тĕпчев тата вĕрентӳ конференцийĕсем, тĕрлĕ проектсен, тренингсемпе маçтăр-классен презентацийĕсем, çивĕч ыйтусене хăвăрт сӳтсе явса тĕрĕс татса пама вĕрентесси, пултарулăха, ăс-тăна уçса пама май паракан ăмăртусем.
Форум виçĕ куна тăсăлнă. Власть тытăмĕнче вăй хуракан çынсене уйрăмах «Сывлăх», «Çĕнĕлле шухăшлакан ушкăн», «Ырăлăха вĕрентекен пулăм», «Регионăн малашлăхĕ», «Халăх чунĕ»,«Политика технологийĕсем» тематика площадкисен ĕçĕ-хĕлĕ килĕшнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10.