Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Кĕрхи тырра пухса илнĕ

 
Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 13-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 302,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ (66 процент). Пурĕ 434 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,4 центнер.Хăш-пĕр хуçалăхра тырçи вĕçленнĕ ĕнтĕ. Кĕрхи тырă тата пăрçа пуçтарса илесси облаçĕпе вĕçленнĕ тесен те юрать. Комбайнёрсем хушшинчи ăмăртура В.Староверов (Чартаклă районĕ) малта пырать. Вăл 20 пин центнер ытла тĕш-тырă çапса илнĕ.
Физкультура вĕрентӳçисемпе тĕл пулнă
Физкультурниксен кунĕ умĕн облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин Чукун çул районĕнчи физкультура вĕрентӳçисемпе тĕл пулнă.
Педагогсем «Ульяновскмебель» предприятире экскурсире пулнă, унти авалхи сĕтел-пукан музейĕпе тата спорт комплексĕпе, рабочисен тренажёр залĕпе паллашнă.

Текста малалла вулăр...

ШКУЛ ЯРМĂРККИСЕМ

 
Хальхи вăхăтра Гончаров урамĕнчи 11,14, 19, Радищев урамĕнчи 39, Рябиков урамĕнчи 70-мĕш çуртсен умĕнче вырнаçнă шкул ярмăрккисенче çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне вĕренекенсен тумĕсене туянма пулать.
Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Засвияжски районĕнчи «Звезда» суту-илӳ комплексĕ умĕнче шкул хатĕрĕсем сутаççĕ.
Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Заволжски районĕн Ульяновск проспектĕнче вырнаçнă 9-мĕш çурт тата Çыхăну çурчĕ умĕнче шкула кайма мĕн кирлине тупма май пулать.
Çурла уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче Чукун çул районĕнчи «Русь» суту-илӳ центрĕ (Гай проспекчĕ, 71-мĕш çурт) шкул ярмăркки йĕркелет.
Ярмăрккасенче кĕнекесем, канцеляри таварĕсем, тум тата ура тăхăнмалли, спорт инвентарĕ сутĕç. 10 сехетре ĕçлеме тытăнаççĕ.

Мелекессем малта

 
Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 6-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 209,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ.
Пурĕ 304,2 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,5 центнер.
Мелекесс районĕ ку енĕпе малта пырать, унта мĕнпур лаптăкăн 77,6 проценчĕ çинче ĕçсене ирттернĕ ĕнтĕ ( 65,6 пин гектар). 100 пин тонна ытла тĕш-тырă çапса илнĕ, тухăç – 16,6 центнер.
Чи пысăк тухăç çак районсенче: Вешкайма (18,7 центнер), Ульяновск (18,2), Чартаклă (17,4 ), Радищево (16,8), Кивĕ Майна (16,5).
Атăлçи Федераллă округра Ульяновск облаçĕ çапса илнĕ лаптăкпа илсен 6-мĕш вырăн йышăнать, тухăçпа – 5-мĕш.

Тыр-пул тухăçлăхĕпе – Атăлçи Федераллă округРА виÇçĕмĕш

Утă уйăхĕн 31-мĕш тĕлне регионта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 111,1 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку вăл пурĕ 465 пин гектар лаптăкăн 24 проценчĕ. 155,8 пин тонна тĕш-тырă çапса илнĕ. Тухăçлăхĕ гектартан 14 центнер.
Паянхи кун тĕлне тырçи кампанийĕн хăвăртлăхĕпе Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округĕн регионĕсем хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнать. Тухăçлăх енĕпе – виççĕмĕш (Тутарстанра – гектартан 19,4 центнер, Мордови Республикинче – 18,2 центнер, ытти регионсенче – 11-тен пуçласа 12,9 центнер таран).
Облаçри муниципаллă пĕрлешӳсем хушшинче чи пысăк тухăç илекенсем: Ульяновск тата Чартаклă (17,1 центнер), Кивĕ Майна (15,5) тата Мелекесс (15,1) районĕсем. Специалистсен сăнавĕпе, çурхи культурăсене пухса кĕртме пуçласан тыр-пулăн вăтам тухăçлăхĕ ӳсме кирлĕ. Çуркуннехи пĕрчĕллĕ культурăсен лару-тăрăвĕ хирсенче кĕрхисенчен аванрах.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр ăмăртăвĕсем иртнĕ

Патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тытăмĕсемпе регионти муниципаллă пĕрлешӳсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче «Команда-2012» форум иртнĕ.
Тĕллевĕ – влаçри çынсен профессилле тата харпăр аталанăвне ӳстересси, облаçра иртекен çĕнĕ проектсене сӳтсе явасси. Тематика площадкисенче кашни хăйĕн пултарулăхне кăтартма, мĕн пĕлнине уçса пама, пĕр шухăшлă çынсене тупма, проекчĕсене ырлакансемпе паллашма пултарни паха. Кун йĕркинче – пĕрлештерекен спортпа сиплев тата культура мероприятисем, ĕçлĕ вăйăсем, ăслăлăхпа тĕпчев тата вĕрентӳ конференцийĕсем, тĕрлĕ проектсен, тренингсемпе маçтăр-классен презентацийĕсем, çивĕч ыйтусене хăвăрт сӳтсе явса тĕрĕс татса пама вĕрентесси, пултарулăха, ăс-тăна уçса пама май паракан ăмăртусем.
Форум виçĕ куна тăсăлнă. Власть тытăмĕнче вăй хуракан çынсене уйрăмах «Сывлăх», «Çĕнĕлле шухăшлакан ушкăн», «Ырăлăха вĕрентекен пулăм», «Регионăн малашлăхĕ», «Халăх чунĕ»,«Политика технологийĕсем» тематика площадкисен ĕçĕ-хĕлĕ килĕшнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тырçи пырать

 
Область уй-хирĕнче июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне 57,7 пин гектар çинчен 79,5 пин тонна тĕш-тырă пуçтарса илнĕ. Тухăç – пĕр гектартан вăтамран 13,8 центнер.
Шкула каякансене пулăшаççĕ
Облаçра «Помоги собраться в школу» ыркăмăллăх тăвăмпа килĕшсе 16 пин ачана социаллă пулăшу панă. Ку тĕле шкул ачисене çи-пуç, урана тăхăнмалли тата шкул хатĕрĕсем мĕнпурĕ 18,8 миллион тенкĕлĕх туянса панă.
Облаçри ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, область бюджечĕ 5959 ачана, муниципаллă бюджет – 3242, ыркăмăллăх организацийĕсем – 6718 ачана пулăшнă.
Хăрушсăрлăх урокĕсем
Çуллахи каникул вăхăтĕнче пирĕн облаçра çул çинчи транспорт инкекĕсенчен ачасене çăлас ĕç пырать. Регионти вĕрентӳ министерстви сĕннипе облаçри мĕнпур ача-пăча учрежденийĕсенче, сиплевпе кану лагерĕсенче çул çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă мероприятисем ирттермелле.

Текста малалла вулăр...

Краснодар тăрăхĕнче инкек курнисене пулăшатпăр!

Пĕтĕм Раççейри пекех Ульяновск облаçĕ те Краснодар тăрăхĕнчи инкек курнă çынсене пулăшу алли тăсать.
Унтăрти «Волжанка» минерал шывĕн завочĕ инкек пулнă района 10 тонна шыв ăсатнă.
Ульяновскри «Благотворительность » обществăлла пĕрлĕхсен ассоциацийĕ Попов урамĕнчи 18-мĕш çуртра вырнаçнă гуманитарлă пулăшу пуçтаракан пункта 500 яхăн арçын, хĕрарăм, ача япалисене панă.
Регионти социаллă аталанупа ĕç министерстви хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине инкек курнисен счёчĕ çине куçарнă.
Облаçри çынсем те хур курнисене пулăшма хатĕр. Çавăнпа та хулара гуманитарлă пулăшу йышăнакан çĕнĕ пунктсем уçăлнă.
Вĕсем çак адрессемпе вырнаçнă:
1. Полбина урамĕ, 45а çурт – «Исток» социаллă тивĕçтерӳ центрĕ.
2. Московское шоссе, 53 çурт – «Единая Россия» партин уйрăмĕ.

Текста малалла вулăр...

Павловкăра – фестиваль

 
Утă уйăхĕн 14-15-мĕшĕнче облаçри Павловка районĕнче регионсен хушшинчи наци культурисен «Поволжская глубинка» фестивалĕ иртнĕ.
Программăн пĕрремĕш пайĕнче тĕп сцена çинче Мордва, Тутарстан, Чăваш республикисенчен, Саратов, Пенза, Волгоград, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем тутар, чăваш, вырăс, мордва, нимĕç, эрмен тата казак халăх юррисене шăрантарнă.
Иккĕмĕш пайĕнче «Звёзды XXI века» эстрада концерчĕ тата «В кругу друзей» дискотека пулнă.
Тепĕр кунне юрă-ташă ушкăнĕсем Павловка районĕн ялĕсене сапаланса концертсем панă.

Ульяновск облаçĕнче тыр-пула пухса кĕртме пуçланă

 
Малтанхи комбайнсем çитĕннĕ кĕрхи тыр-пул уйĕсене Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла тата Радищево районĕсенче тухнă. Чартаклă, Çĕнĕ Спасск, Майна тата Чăнлă районĕсен ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи шăпкан курăкне (рыжик) çапаççĕ. Паянхи кун тĕлне регионти 12 муниципаллă пĕрлешӳ хĕрӳ ĕçе пуçăннă.
«Кĕрхи тыр-пула эпир ытти çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах çапма пуçларăмăр. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, тырçине утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухнăччĕ – пĕлтернĕ Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. – Ку вăл кăçалхи типĕ уяр санталăка пула тĕш-тырă маларах пулса çитнипе çыхăннă паллах. Кунашкал лару-тăру пирĕн облаçра çеç мар, çĕршывăн ытти регионĕсенче те хуçаланать».
Утă (июль) 16-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тулла 16,4 пин гектар лаптăк çинчен вырса илнĕ. Ку вăл палăртнин 13,4 проценчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнче тыр-пула пухса кĕртме пуçланă

 
Малтанхи комбайнсем çитĕннĕ кĕрхи тыр-пул уйĕсене Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла тата Радищево районĕсенче тухнă. Чартаклă, Çĕнĕ Спасск, Майна тата Чăнлă районĕсен ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи шăпкан курăкне (рыжик) çапаççĕ. Паянхи кун тĕлне регионти 12 муниципаллă пĕрлешӳ хĕрӳ ĕçе пуçăннă.
«Кĕрхи тыр-пула эпир ытти çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах çапма пуçларăмăр. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, тырçине утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухнăччĕ – пĕлтернĕ Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. – Ку вăл кăçалхи типĕ уяр санталăка пула тĕш-тырă маларах пулса çитнипе çыхăннă паллах. Кунашкал лару-тăру пирĕн облаçра çеç мар, çĕршывăн ытти регионĕсенче те хуçаланать».
Утă (июль) 16-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тулла 16,4 пин гектар лаптăк çинчен вырса илнĕ. Ку вăл палăртнин 13,4 проценчĕ.

Текста малалла вулăр...

в Ульяновской области открылИсь пункты приёма гуманитарной помощи для пострадавших от наводнения в Краснодарском крае

По поручению Губернатора Сергея Морозова мероприятия по сбору организованы Министерством труда и социального развития региона.
Приём гуманитарной помощи от жителей будет проводиться в специальных пунктах по будням с 10.00 до 19.00, в ближайшие выходные дни – с 9.00 до 14.00.
Адреса пунктов приёма по г. Ульяновску:
- Общественная организация «Красный крест» (ул. Гагарина, д.1)
- Управление Министерства труда и социального развития по Заволжскому району (ул. Ленинского Комсомола, д.39)
- Дом ночного пребывания для лиц без определённого места жительства (ул. Попова, д.18)
По вопросам оказания помощи пострадавшим от наводнения можно обращаться по телефонам:
Государственных учреждений социальной защиты населения г. Ульяновска
Засвияжский район: 8 (8422) 48-27-83, 45-16-94
Железнодорожный район: 8 (8422) 35-92-25, 35-92-56
Ленинский район: 8 (8422) 42-07-45, 41-75-56
Заволжский район: 8 (8422) 20-47-21, 22-13-59
Администрация г.

Текста малалла вулăр...

Потребительсен прависене – хӳтлĕх

 
Çĕртмен 28-мĕшĕнче регион правительствин пуçлăхĕн çумĕ Николай Доронин облаçри шалти политикин министерстви йĕркеленĕ çавра сĕтеле хутшăннă. Ун ĕçне власть органĕсем тата обществăлла организацисем явăçнă.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн ĕçĕ пирки каласа панă. Облаçри роспотребнадзор управленийĕнчен Галина Соломко потребительсен прависене хӳтĕлекен программăпа паллаштарнă.
Унсăр пуçне çавра сĕтел ĕçне Ульяновск хула Думин депутачĕ Григорий Калёнов адвокат тата Димитровград хулин «Защита» обществăлла организацин председателĕ хутшăннă.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем пĕтĕмлетӳ туса чĕнсе каланин проектне йышăннă. Унта власть органĕсене çак тытăмăн ĕçне лайăхлатма ыйтса тĕрлĕ сĕнӳ панă.

Текста малалла вулăр...

Сакăр пин те пилĕкçĕр ачана пулăшнă

 
Социаллă аталанупа ĕç министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, «Шкула пуçтарăнма пулăш» тăвăм пынă май область бюджетĕнчен 4045 ачана шкул хатĕрĕсем туянса панă: муниципаллă пĕрлĕхсем – 1980 ачана, усламçăсем – 2511ачана.
Ульяновск облаçĕнче тăвăм кашни çулах çĕртмен пĕрремĕшĕнчен тытăнса çурлан 31-мĕшчен пырать. Кăçал облаçри 20 пин ача шкула кайма пулăшасса кĕтет.
 
Тĕнчери çамрăксен лагерĕ
«Начни с себя» проектпа килĕшӳллĕн утăн 1-15-мĕшĕсенче пирĕн облаçра çамрăксен тĕнче шайĕнчи «Содружество. Память поколений» çут ĕçпе культура лагерĕ ĕçлĕ.
Унта Раççей Федерацийĕнчи 16 хулари çамрăксен обществăлла организацийĕсен çыннисемпе студентсем хутшăнĕç. Çаплах лагере Белорусси, Молдави, Украина, Великобритани, Венгри, Вьетнам, Итали, Латви, Серби, Чехи, Эстони çĕршывĕсен çамрăкĕсем килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Студентсен çемйи

 
Ульяновск облаçĕнчи Юлия тата Сергей Арцыбашевсем Пĕтĕм Раççейри «Студентсен çемйи» ăмăртура çĕнтернĕ.
Ку ĕç Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе, РФ спортпа туризм тата çамрăксен политикин министерствипе РФ Патшалăх Думин çамрăксемпе ĕçлекен комитечĕ хавхалантарнипе иртнĕ.
Йĕркелӳçи – Ульяновск облаçĕн шалти политикин министерствин çамрăксен политикин департаменчĕ.
Конкурс финалĕнче хутшăнма Ульяновск облаçне студентсен çемйисем Раççейĕн пилĕк регионĕнчен — Рязань, Саратов, Архангельск облаçĕсенчен, Чăваш Республикинчен, Марий Элтан — килсе çитнĕ. Ульяновск облаçĕнчи Арцыбашев студентсен çирĕп мăшăрĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕсене 150 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.
Чăваш Республикинчен килнĕ Надеждăпа Евгений Дозоровсем иккĕмĕш вырăна тухнă (100 пин тенкĕ), виççĕмĕшсем – Рязань облаçĕн çамрăкĕсем Екатеринăпа Роман Сулица (50 пин тенкĕ).

Текста малалла вулăр...

Регион аталаннине палăртнă

 
Ĕçлĕ çулçӳревпе пирĕн облаçра РФ Правительствин председателĕн çумĕ Ольга Голодец пулнă. Вице-премьер Унтăрти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан лицея тата сывлăха сиплекен «Волжанка» лагере, «Солнышко» ача пахчине çитсе курнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çав тери кăмăллă юлнă.
Регионăн вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба пĕлтернĕ тăрăх, 2010-2011 вĕрентӳ çулĕнчен пуçласа Унтăрти лицей облаçри федераллă патшалăх вĕрентӳ стандартне (ФГОС) кĕртессипе пуçламăш утăмсем тăвакан вырăн шутланать. Лицей Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академийĕпе тачă çыхăну тытать – хими, биологи предмечĕсене тĕплĕн вĕрентекен ятарлă классем уçнă. Шкул — вĕри апат хатĕрлессипе, çуллахи вăхăтра ачасене ĕçе вырнаçтарассипе тата ытти ыйтусемпе Унтăрти минераллă шыв кăларакан «Волжанка» заводпа тачă çыхăну тытать. Лицей çумĕнче ачасене сиплекен çуллахи кану лагерĕ ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Саламлатпăр!

 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн 2012 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе килĕшӳллĕн нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн тата культурăра пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Ульяновск облаçĕнчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕн çумне Николай Григорьевич Кондрашкина «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă.

Кĕпĕрнаттăр çĕр ĕçченĕсене тав тунă

Ака-сухана пирĕн область çĕртмен 13-мĕш тĕлне вĕçленĕ. «Хир кунĕнче» Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр чи лайăх районсене, хуçалăхсене тата студентсен отрячĕсене наградăланă. Çураки ирттерессипе эпир Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинче – виççĕмĕш вырăнта.
«Çураки ĕçĕсем питĕ йĕркеллĕ иртрĕç. Планпа килĕшсе 600 пин гектар çинче акмалла пулсан 20 пин гектар ытларах акса хăварнă. Кăçал плана 6,4 процент ытларах пурнăçланă,- тенĕ кĕпĕрнаттăр çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕсем каласа.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кĕрхи культурăсенчен 1 миллион тоннăран кая мар тухăç илмелле. Пĕтĕмĕшле хĕвелçаврăнăш –128,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Çак культурăна 100 пин тонна пуçтарса кĕртсен унран облаçа тивĕçтермелĕх 40 пин тонна çу туса илме палăртаççĕ. Чĕкĕнтĕр 18,7 пин гектар çĕр йышăнать.

Текста малалла вулăр...

РАÇÇЕЙРИ ПĔРТЕН-ПĔР ИСТОРИПЕ МЕМОРИАЛ ЦЕНТР-МУЗЕЙĔ

Вăл Ульяновскра вырăссен паллă çыравçи Иван Александрович Гончаров çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕле уçăлнă.
Савăнăçлă та паллă мероприятие Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Торшин, Гончаровсен çемйин йăх несĕлĕсем, Гончаров ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсем, аслă пĕлӳ паракан заведенисен ректорĕсем, литература музейĕсен директорĕсемпе сотрудникĕсем, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн членĕсем, Раççейри литература уявĕсен ертӳçисем, услам ĕçĕпе çыхăнман организацисем: Раççей музейĕсен пĕрлĕхĕ, Музей ĕçченĕсен ассоциацийĕ, «Вырăс тĕнчи» фонд хутшăннă.
Юбилей мероприятийĕсен тĕшши – И.А.Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центр-музейне уçни. Винновка ращинче Гончаров беседкине çĕнетсе юсанă. Гончаров çуртне-палăкне те юсанă.

Текста малалла вулăр...

Тăлăх ачасене канма – путёвкăсем

Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министерстви тăлăх ачасем валли ятарлă кану смени йĕркелет. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран 10 миллион та 724 пин тенкĕ уйăрнă, вĕсемпе 1249 путёвка туяннă.
Тăлăх ачасене «Юлово», «Жемчужина» (Николаевка районĕ), Матросов ячĕллĕ лагерь (Ульяновск районĕ), «Юлово» (Инза районĕ), «Звёздочка» (Мелекесс районĕ), «Русский берег» (Кивĕ Майна районĕ), Анапăри сиплевпе кану учрежденийĕсене вырнаçтармалла.
Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çула çитмен ачасем валли çĕртмен 25-мĕшĕнчен çурла уйăхĕн 6-мĕшчен Мелекесс районĕнче «Остров отважных» лагерь ĕçлĕ.

Раççей кунĕнче 47 ача çуралнă

Раççей кунĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Роди патриота в День России» тăвăма хутшăннисене (нумай ачаллисене) саламланă.
Правительство членĕсем тата кĕпĕрнаттăр ача çуратакан çуртсене çитсе çамрăк амăшĕсене парнесем парса чысланă. Тăвăма мĕнпурĕ 992 хĕрарăм хутшăннă. Çĕртмен 12-мĕшĕнче 14 сехет тĕлне 47 ача çут тĕнчене килнĕ. Кăçал 6389 хĕрарăм учёта тăнă, пĕлтĕрхи ку вăхăтпа танлаштарсан 240 ытларах, çуратакансен шучĕ те пĕлтĕрхинчен 278 ытларах. Сывлăх сыхлав министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ача пăрахакансен шучĕ пĕлтĕрхинчен 265 чакнă. Çĕртмен 7-мĕш тĕлне пирĕн облаçра 5853 пепке çуралнă, вĕсенчен 50 проценчĕ — пĕрремĕш, 37,5 – иккĕмĕш, 8 – виççĕмĕш, 4 – тăваттăмĕш хут çуратнă. 43 çемьере – йĕкĕрешсем, икĕ çемьере – виçĕреш.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11.