Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Акатуй иртрĕ

Çĕртмен 12-мĕшĕнче Ульяновскри «Винновка ращинче» йăлана кĕнĕ чăваш Акатуйĕ иртрĕ.
Тĕп площадкăра Ульяновск облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, Чăваш Республикинчен, Тутарстанран килнĕ коллективсем анлă концерт кăтартрĕç. «Кала, хут купăс», «Спорт» площадкисем ĕçлерĕç. Ача-пăча ушкăнĕсем ăмăртса вĕрен туртрĕç, аслисем юпа çине хăпарассипе ăмăртрĕç. Чăваш халăх Кĕрешĕвне хутшăнса чи пысăк парнене – такана – илессишĕн вăй виçекенсем те чылай пулчĕç.

АЧАСЕНЕ ЙЫШĂНМА ХАТĔР

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хула тулашĕнче вырнаçнă «Волжанка» лагере çитсе курнă. Унта вăл канашлу ирттерсе çуллахи сывлăха çирĕплетмелли тапхăра мĕнле хатĕрленсе çитни çинчен правительство членĕсен отчёчĕсене итленĕ.
 
Вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба çирĕплетнĕ тăрăх, Ульяновск облаçĕнче тĕрлĕ майсемпе 68000 ача сывлăхне çирĕплетме тата канма пултарĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан 1,5 процент нумайрах. Регион тулашĕнче 646 ача канмалла, вĕсенчен 315-шĕ – Хура тинĕс хĕрринче.
2012 çулта хула тулашĕнче вырнаçнă 18 лагерь ĕçлемелле. Вĕсем ачасене çĕртме уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче йышăнма тытăнĕç. Кăçал ачасене кăнтăрла йышăнакан 487 лагерь пулĕ (пĕлтĕр 478). 2012 çулта ачасен сывлăхне çуллахи вăхăтра çирĕплетме пурĕ 419 млн та 700 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, 206 млн та 7 пин тенки – область бюджетĕнчен.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн облаçра 8 пин ытла отличник

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн регионта Отличниксен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун облаçри пур отличниксем Ульяновска пухăнаççĕ.
Вĕренӳ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа вĕсене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Марина Яковлева саламланă.
-Пирĕн облаçра отличниксем çулсерен нумайланса пыни савăнтарать. Пĕлтĕр вĕсен шучĕ 7 пин ытларах пулнă пулсан кăçал 8,5 пине яхăн. Çакă ачасем вĕренӳ çине урăхларах пăхма тытăннине пĕлтерет. Çамрăксем пĕлӳ малашнехи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланаççĕ. Регионта пултаруллă ачасене пулăшмалли программа ĕçлет, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Иртнĕ çултан пуçласа Ульяновск облаçĕнче вĕренӳ отличникĕсене, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене уйăхсерен 400 тенкĕ стипенди пама йышăннă. Шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернисене 500 тенкĕ, ылтăн медаль илнисене 1000 тенкĕ преми параççĕ.

Текста малалла вулăр...

КĔПĔРНАТТĂР «ЕДИНАЯ РОССИЯ» ПАРТИН ХIII СЪЕЗЧĔН ĔÇНЕ ХУТШĂННĂ

Çергей Морозов: «Дмитрий Медведева «Единая Россия» партин председательне суйлани – партин малашнехи аталанăвĕн пахалăхне ӳстерме пулăшĕ».
«РФ премьер-министрне – Дмитрий Анатольевич Медведева – раштаври Патшалăх Думине депутатсем тăратмалли суйлавра парти списокне ертсе пыма шаннă хыççăн председатель ĕçĕсене илсе пыма çирĕплетни тĕрĕс пулăм. Çакă пĕтĕм тĕнчери практикăпа шайлашать: парламент суйлавĕнче çĕнтернĕ парти çĕршывăн ĕç тăвакан влаçне ертсе пыма тытăнать, правительствăн тĕрекĕ пулса тăрать. «Единая Российăн» ХIII съезчĕ Раççей патшалăхĕн çĕнĕ политикин тапхăрне çул уçать», - тенĕ Сергей Морозов съезд ĕçне пĕтĕмлетсе.
Сергей Морозов «Единая Россия» партире демократи тумалла тенине ырланă. Ульяновск облаçĕн пуçлăхĕ парти хăйне хăй тасатса пынине, кадрсене çĕнетнине, суйлавра альтернативлăха унăн членĕсемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă.

Текста малалла вулăр...

СТУДЕНТСЕН АСЛĂ ПУХĂВĔ

Студентсен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи аслă пухăвĕ «Мы – за здоровый образ жизни» темăпа иртнĕ.
Мероприятире РФ Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Жуков тата Патшалăх Думин депутачĕ Татьяна Яковлева пулнă. Вĕсем «Вуз здорового образа жизни» конкурсăн çĕнтерӳçисене чысланă пулăма хутшăннă. Тĕп çĕнтерӳçи – Томскри политехника университечĕ.
Аслă пуху вĕçленнĕ ятпа унта хутшăнакансене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, тĕнче тата Европа чемпионĕ, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ, "Канада кубокĕн" çĕнтерӳçи, Ульяновск облаçĕнчен тăратнă Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей хоккей федерацин президенчĕ Владислав Третьяк саламланă.
Аслă пуху шайĕнче «Полезные и вредные привычки» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Ăна çĕршывăн ертсе пыракан ревматологĕн Николай Насоновăн видео-лекципе уçнă.

Текста малалла вулăр...

Кун хыççăн кун

Пултаруллисене хушса тӳлĕç
 
2012 çул Ульяновск облаçĕнче наци мухтавĕпе культура çулĕ тесе палăртнă.
Регионта «О мерах поддержки творческих работников в Ульяновской области» саккун йышăннă. Унпа килĕшсе, культура ĕçченĕсене «Пултарулăх профессин ветеранĕ» ят параççĕ. Çакă пенси укçи çумне тата хушса тӳлеме май парать. Ку ята çакăн пек хисеплĕ ятсене илнисем тивĕçĕç: «РСФСР халăх артисчĕ», «РСФСР халăх художникĕ», «РСФСР халăх архитекторĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ». «Халăх» ятне илнисене уйăхсерен 5000, «тава тивĕçлĕ» ятлисене – 3000 тенкĕ тӳлесе тăрĕç.
 
20 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ
Регионти халăха ĕçпе тивĕçтерекен департамент ĕçсĕрлĕхрен хӳтĕлекен кун тĕлне пĕтĕмлетӳсем тунă.

Текста малалла вулăр...

"Шăпчăксем" Халăх ансамблĕ ятне илнĕ

Димитровград хулинчи «Шăпчăксем» юрă ушкăнне Светлана Геннадьевна Кочнева пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса йĕркелесе янă, çичĕ çул ертсе пырать. Ушкăнра хулари ачасен ӳнер шкулне çӳрекенсем хаваспах юрлаççĕ. Çепĕç саслă хĕрсем чăваш чĕлхин илемлĕхне халăх патне юрăсем урлă çитереççĕ.
Çичĕ çул хушшинче шăпчăксем «Халăх ансамблĕ» ята çĕнсе илчĕç. Çак хисеплĕ ята 25 ачаран тăракан ушкăн ака уйăхĕн вĕçĕнче тивĕçрĕ. Вĕсем 25 юрăран тăракан концерт пачĕç. Çамрăк шăпчăксем чăваш юррисене хорпа тата иккĕн, виççĕн те шăрантарнă. Хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартма пултарнă. Кашни номернех куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă.
Ентешсене чĕререн саламлатпăр! Малашне те çапла маттур пулăр, шăпчăксем!

Халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ

 
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн тата правительство председателĕн Сергей Морозовăн йышăну вăхăчĕсем:
-тунтикун, юнкун – 9 сехетрен тытăнса 13 сехетчен;
-кĕçнерникун – 14 сехетрен тытăнса 19 сехетчен;
-кашни уйăхăн юлашки шăматкунĕнче – 10 сехетрен тытăнса 12 сехетчен (уяв кунĕсемсĕр пуçне).
Çак телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать:
-халăхран килнĕ çырусем пирки – (842) 41-41-20;
-ыйту парас тетĕр пулсан – (8422) 41-25-06, 42-10-95;
-тăтăш йышăнакан телефон –(8422) 41-37-26.
Облаçри правительствăна тӳлевсĕр шăнкăравламалли телефон – 8-800-100-0114. Вăл тунтикунтан тытăнса эрнекунччен 9.00 сехетрен тытăнса 18.00 сехетчен йышăнать (апат вăхăчĕ 13.00–14.00).
Халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем – область кĕпĕрнаттăрĕн тата правительствăн аппарачĕн ертӳçин çумĕ – Ольга Петровна Щипанова тата канцеляри департаменчĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Николаевна Сухова.

Текста малалла вулăр...

«Эревет» халăх ушкăнĕ ятне хӳтĕленĕ

«Эревет» юрă ушкăнĕ халăх ятне çĕнĕрен çирĕплетнĕ. Концерт «Губернаторский» Культура керменĕнче иртнĕ.
Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Косырев тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн ансамбле хăй аллине Станислав Толстов юрăç тата композитор илчĕ.
Анлă программăна ертӳçĕ тĕрлĕ йышши наци элеменчĕсемпе, халăх йăли-йĕркине уçакан композицисемпе илемлетнĕ, юрăçсен сассисене аван лартнă, ансамбль тăватă-пилĕк сасăпа юрлать. Станислав Петрович – коллективпа ĕçлеме пултаракан композитор-юрăç. Вăл «Эревете» илсе тĕп пайне сыхласа хăварнă. Икĕ уйăх çурă вăхăт хушшинче хӳтĕлеве аван хатĕрленсе ĕлкернĕ вĕсем. Жюри членĕсем «Эревете» пысăк хак пачĕç. «Ансамблĕн хăйĕн сăн-пичĕ, интеллигентлăхĕ пур»,- терĕç.

вĕри шыва вăхăтлăха чараççĕ

Ульяновск хулинчи районсенче вĕри шыва çак вăхăтсенче чараççĕ:
Инçет Засвияжье, Киндяковка – çу (май) уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен (июнь) уйăхĕн 10-мĕшчен;
Çывăх Засвияжье, Ленин районĕ, 4-мĕш микрорайон – çу уйăхĕн 11–24-мĕшĕсенче;
"Опытное поле" микрорайонта – çу уйăхĕн 11–17-мĕшĕсенче;
Тури Терраса, Çĕнĕ хула – çу уйăхĕн 14–27-мĕшĕсенче;
Чукун çул районĕ, Киндяковка – çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен 1-мĕшчен;
Анат Терраса – çу уйăхĕн 14–27-мĕшĕсенче;
«Искра» микрорайон – çу уйăхĕн 14–28-мĕшĕсенче;
Тури Терраса («Комета») – çĕртмен 18-мĕшĕнчен тытăнса утă (июль) уйăхĕн 2-мĕшчен;
Мостотряд посёлокĕ, Уютная, Л. Шевцова, У. Громова тата Иванов комиссар урамĕсем – çĕртмен (июнь) 14–28-мĕшĕнче;
Чукун çул районĕ («Моторный завод») – утă (июль) уйăхĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса çурла (август) уйăхĕн 6-мĕшчен;
«Утёс» котельнăй вĕри шыва чармасть.

Текста малалла вулăр...

Çураки хĕрсех пырать

Акан 29-мĕшĕнчен Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акас ĕçе йышлăн пикеннĕ.
Çуракинче Карсун (палăртнинчен 33 процент), Николаевка (29,2 процент) тата Çинкĕл (25, 3 процент) районĕсем малта пыраççĕ. Çурхи ака хăвăртлăхпа çакăн пекех Инза, Барăш, Мелекесс тата Çĕнĕ Спасск районĕсенче пырать. Пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 63,6 пин гектар (палăртнин 20 проценчĕ) акнă. Урпана – 30,5 пин гектар (26 процент), çурхи тулла – 17,7 пин гектар (11 процент), сĕлле – 12,2 пин гектар (34 процент), пăрçана – 3,2 пин гектар (34 процент). 10 районта хĕвелçаврăнăшпа сахăр чĕкĕнтĕрне акма пуçланă.
Ульяновск, Чăнлă тата Чартаклă районĕсенче сахăр чĕкĕнтĕрне лартас ĕçе хастар илсе пыраççĕ. 17,3 пин гектартан 821 гектарне акнă. Çурхи рапса — 2800 гектар (10451 гектар палăртаççĕ). Ку культурăна Вешкайма, Карсун, Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла, Ульяновск тата Чăнлă районĕсем акма пикеннĕ.

Текста малалла вулăр...

Юн паракансене хапăл пулĕç

 
Ульяновск облаçĕ РФ социаллă аталанупа сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ «Авто-Мото-Донор» тăвăма хутшăнать.
Акан 27-мĕшĕнче юн йышăнакан станцисенче автомобилистсемпе байкерсене, çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекторĕсене кăна мар, юн пама кăмăл тăвакан кашни çынна хапăлласа йышăнаççĕ.
Ульяновск хулинче тăвăма хутшăнакансене акан 27-мĕшĕнче 9.00–16.00 сехетсенче III Интернационал урамĕнчи 13/96 çуртра кĕтеççĕ. Пĕрле пирĕн регионта регистрацилленнине çирĕплетекен паспорт пулмалла.
Тĕплĕнрех 8-800-333-33-30 телефонпа тӳлевсĕр шăнкăравласа пĕлме пулать.
 
Шкултанах – телевидени журналисчĕ
Ульяновскри 42-мĕш шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшнипе телестуди йĕркеленнĕ. Пуçарăва ырласа тата телестудие аталантарма, кирлĕ техника туянма Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр шкула 400 пин тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Облаçра – 67300 сăвакан ĕне

2012 çулхи пĕрремĕш виçуйăхлăхра Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх промышленность комплексĕн производстви 13,2 процент ӳснĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, ӳсĕмсем ытларах выльăх-чĕрлĕх ӳстернĕ çĕрте палăрнă.
-Кăрлач-пуш уйăхĕсенче облаçра 18,8 пин тонна выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ашĕ сутнă, 53,3 пин тонна сĕт, 119,6 миллион штук çăмарта пуçтарса илнĕ, - тенĕ вăл.
Ял хуçалăх производство калăпăшĕ аш-какай, сĕт, çăмарта туса илекен предприятисен ĕçĕ лайăхланнипе ӳснĕ. Виçĕ уйăхра хуçалăхсем пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан аш-какай 35 процент, сĕт – 7,9 процент, çăмарта 13,6 процент ытларах туса илнĕ. Тĕслĕхрен, пĕр ĕнерен 791 килограмм сĕт (64 килограмм ытларах) суса илнĕ.
Облаçра выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерессипе йышăннă мерăсем хыççăн ака уйăхĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 156 400 пуçа çитнĕ (2223 пуç ӳснĕ), çав шутра 67300 сăвакан ĕне (1302 пуç ӳснĕ).

Текста малалла вулăр...

Пĕччен ача çуратса ӳстерекенсене патшалăх укçан хавхалантарĕ

Çĕршывăн чылай регионĕнче амăшсене пулăшмалли программа – регионти амăш капиталĕ теекенни – хута кайнă. Ку вăл патшалăх бюджетĕнчен иккĕмĕш е виççĕмĕш ачашăн паракан амăш капиталĕ мар, хушма укçа.
Регионти амăш капиталĕн шăпине вырăнти влаçсене татса пама шаннă. Хăш-пĕр облаçсенче иккĕмĕш ача çуралсан кăна укçан хавхалантараççĕ, ыттисенче – пĕрремĕшĕшĕн те, иккĕмĕшĕшĕн те тата ыттисемшĕн те. Пĕтĕмĕшле – 10 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин таран.
Анчах та хăш-пĕр ертӳçĕсем регионти амăш капиталĕ çинче çеç чарăнса тăман. Çапла Çĕпĕр регионĕнче, тĕслĕхрен, ача çуралсан пĕр хутчен çеç тӳлемелли пособи (укçан пулăшу) пирки çĕнĕ йĕрке йышăннă. Енчен те ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ те (е тулли мар çемьере пĕри кăна) ача çуралнă вăхăт тĕлне 30 çул тултарнă тата вырăнта яланлăх прописка пур пулсан – пособи калăпăшĕ 10 пин тенкĕ пулать.

Текста малалла вулăр...

Саламлатпăр!

Аслă Нагаткинти Валентина Николаевна Тарават ертсе пыракан «Шанăç» ушкăн «Халăх ансамблĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
 
– «Халăх ансамблĕ» ята илмелли йĕрке хальхи вăхăтра нумай йывăрланнă. Программа пысăк та анлă, репертуарта халăх юррисем те, авторсен те, вырăнти юрăсем те, ташăсем те тата виçĕ çуллăх программа пулмалла. Пирĕн ушкăн сехетлĕх концерт пачĕ. Комисси ыйтнине тивĕçтертĕмĕр. «Шанăç» ушкăн «халăх» ята илчĕ. Ку пирĕншĕн пысăк чыс, мĕншĕн тесен ушкăн йĕркеленни икĕ çул кăна çитет-ха. Ансамбле халĕ 13 çын çӳрет, - телефонпа каласа пачĕ Валентина Николаевна.
«Халăх» ята Кивĕ Улхаш ялĕн ансамблĕ те çирĕплетнĕ. Эпир вĕсене пысăк çитĕнӳсемпе чĕререн саламлатпăр.

Канаш ларăвне хутшăннă

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Атăлçи Федераллă округăн ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă, Канаш ларăвне хутшăннă.
 
Вăл Чулхулара (Нижний Новгород) иртнĕ. Ăна Раççей Президенчĕн Атăлçи Федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă.
Лару ĕçне тата тĕп федераллă инспекторсем, АФО регионсен ертӳçисем, Патшалăх Думин депутачĕсем хутшăннă, пысăк ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем, ăслăлăх çыннисем хутшăннă.
Кун йĕркинче – çĕнетӳ вăхăтĕнчи ял хуçалăхĕпе промышленность аталанăвĕн малашлăхĕ, яла пулăшма хатĕрленĕ регион тата федераллă программăсен ăнăçулăхĕ, Атăлçи округĕнчи ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕ укçа тĕлĕшĕнчен илĕртни.
ВЫРĂНТИ ЙĔРКЕЛЕНӲ ПУÇЛĂХĔСЕМ
ĔÇĔСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТЕÇÇĔ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансем тĕрлĕ ыйтусемпе пуçлăхсем патне тухнине тата вĕсен ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтернине пĕлме «Уçă калаçăва» чĕнет.

Текста малалла вулăр...

ОБЛАСТЬ ÇУРХИ АКАНА ХАТĔРЛЕНЕТ

 
Кăçал облаçри уй-хирĕн 957,2 пин гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми, пахча çимĕç акса хăвармалла.
 
Вĕсенчен 609,1 – пĕрчĕллĕ, кĕрхи пĕрчĕллĕ – 244,7, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсем – 364 пин гектар пулĕç. Хĕвелçаврăнăшне – 128, сахăр чĕкĕнтĕрне – 17,3, выльăх-чĕрлĕх çимине – 160,1, çĕр улмине – 3,3, пахча çимĕç – 1,3 пин гектар çĕр лаптăкĕ çине акма палăртаççĕ. Çурхи ака 620 пин гектар çинче иртмелле.
Ака тапхăрне тивĕçтерме 67,3 пин тонна вăрлăх кирлĕ. Пуш уйăхĕн çурри тĕлне 73,7 пин тонна хатĕрленĕ (109 процент). Ульяновск облаçĕ çак кăтартупа Атăлçи федераллă округра 2-мĕш вырăн йышăнать. Паяна облаçри хуçалăхсенче 24,3 пин тонна минераллă удобрени пур, кирлĕ – 56. Çитменннине ака-çу уйăхĕсенче илсе килмелле. Ял хуçалăх техники те çурхи акана хатĕр тракторсене 92, ял хуçалăх инвентарьне 94 процент хатĕрлесе çитернĕ.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕн девизĕ пулĕ

Регион правительстви Ульяновск облаçĕн девизĕ пирки конкурс пуçарнă. Вăл ака уйăхĕн 30-мĕшчен пырать.
 
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, конкурсăн тĕллевĕ — облаçра пурăнакансенче патриот туйăмне вăратасси, область историне тата хальхи пурнăçне тишкерме хистесси. Конкурса кашниех хутшăнма пултарать.
Кăмăл тăваканăн ака уйăхĕн 30-мĕшчен хăй девизĕсен варианчĕсене сĕнсе заявка памалла. Электронлă почтăпа: dеviz@ulrеgion е çак адреспа: 432063, г. Ульяновск, пл. Ленина, д.1 (с пометкой «Девиз Ульяновской области»).
Çу (май) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 11-мĕшчен эксперт канашĕ кашни сĕнĕве уççăн сасăласа çирĕплетĕ. Вĕсенчен чи аваннине халăх суйласа илĕ. Ăна çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса Интернет урлă та тума пулать. Çĕнтерӳçĕ ятне çĕртме (июнь) уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕлĕпĕр.

Текста малалла вулăр...

çемьене – тахçантанпа кĕтнĕ телей

 
Нарăсăн юлашки кунĕнче Ульяновскра пĕрремĕш ЭКО лабораторийĕпе репродуктивлă сывлăх клиники уçăлнă. Вăл Заволжски районĕнчи пĕрремĕш номерлĕ хула пульницин никĕсĕнче вырнаçнă.
 
«Альянсклиник» патшалăх проекчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнине çирĕплетме облаçăн, хулапа районăн пĕрремĕш çыннисем килсе çитнĕ. Клиникăра вырнаçтарнă чаплă оборудовани хĕрарăмсене сывă ачасем çуратма пулăшĕ.
Регионăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова каланă тăрăх, пĕлтĕр облаçри сиплев çурчĕсене 1 788 мăшăр ача пулман пирки тархаслупа пынă. Вĕсенчен 130-шĕ репродукци технологийĕн пулăшу меслечĕпе усă курма палăртаççĕ. Анчах та федераллă медицина учрежденийĕсене панă вырăнсем кашнин ыйтăвнех пурнăçлама çитеймеççĕ. Пĕлтĕр медицинăри çĕнĕ меслетпе 80 мăшăра ачаллă пулма пулăшайнă пулсан – виçĕмçул 60-шне çех.

Текста малалла вулăр...

КĔНЕКЕ-ХАÇАТ КĂЛАРАС ĔÇ ÇӲЛЛĔ ШАЙРА ПУЛМАЛЛА

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнчи кĕнеке-хаçат кăларас ĕçе илсе пыракан Канашăн анлă ларăвне ирттернĕ.
 
Мероприятие уçас умĕн регион пуçлăхĕ пухăннă çыравçăсене, сăвăçсене, таврапĕлӳçĕсене, журналистсене тата литература тĕпчевçисене Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи Çыравçă кунĕпе саламланă. «Чĕмпĕр-Ульяновск тăрăхĕ яланах литература таланчĕсемпе пуян пулнă. Вĕсен ячĕсене эпир пурте пĕлетпĕр. Ĕçе малалла аталантарса пыракансемшĕн эпир тата ытларах савăнатпăр. Эпĕ пурне те пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунатăп. Вĕсем сире кирлĕ пулаççех, мĕншĕн тесен 2012 çул тĕлне йышăннă тĕллевсем пысăк», - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Çак ĕçре регионра маларах асăннă Канаш членĕсем пысăк вăй хураççĕ. «Канаш ултă çул ĕçлет ĕнтĕ. Вăл йĕркелесе пынипе Ульяновск çыравçисемпе таврапĕлӳçисем çĕр ытла кĕнеке кăларма пултарчĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11.