Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ВЛАДИМИР ПУТИН ÇĔНТЕРНĔ

2012 çулхи пушăн (март) 4-мĕшĕнче Раççей халăхĕ çĕнĕ пуçлăх суйларĕ.
 
Суйлава 5 кандидат тăратнă (4 – шута тăратнă партисенчен, 1 – хăйне хăй суйлама тăратни): Владимир Жириновский – ЛДПР председателĕ, Патшалăх Думин депутачĕ; Геннадий Зюганов – ЦК КПРФ председателĕ, Патшалăх Думин депутачĕ; Сергей Миронов – «Справедливая Россия» партин председателĕ; Михаил Прохоров – «Группа ОНЭКСИМ» ООО президенчĕ; Владимир Путин – РФ Правительствин Председателĕ, «Единая Россия» партин председателĕ.
Суйлав иртнĕ хыççăн (2012 çулхи пушăн 5-мĕшĕнчи 10 сехет тĕлне): Владимир Путиншăн – 63,75 процент (44 559 654 çын); Геннадий Зюгановшăн – 17,19 (11 978 689); Михаил Прохоровшăн – 7,82 (5 369 579); Владимир Жириновскийшăн – 6,23 (4 348 441); Сергей Мироновшăн – 3,85 (2 674 480) сасăланă.
РФ Тĕп суйлав комиссин председателĕ Владимир Чуров малтанласа тунă суйлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Владимир Путина пĕрремĕш тапхăрта Раççей Федерацин Президентне суйланă тесе пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

СУЯ ЭРЕХПЕ КĔРЕШЕТПĔР

Ульяновск облаçĕ суя эрехĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе тăтăшах кĕрешет. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кăна РФ уголовлă кодексĕн 238 статйипе килĕшсе 42 уголовлă ĕç пуçарнă. Ку пĕлтĕрхи çак уйăхпа танлаштарсан 50 процент ытларах.
Эрех сутмалли йĕркене пăсакансене палăртса 290 протокол çырнă, вĕсенчен 12 – услам ĕçне саккунсăр илсе пынăшăн,147 – сутма чарнă тавара тата графика пăхăнмасăр сутнăшăн, 113 – спиртлă шĕвексене туса кăлармалли правилăсене пăснăшăн. Айăплисенчен 137 пин тенкĕ штраф шыраса илмелле тунă.
Мелекесс районĕнчи Мулловкăри пĕр лавккара суя меслетпе туса кăларнă «Сувенирная водка» тата «Серебряный берег» портвейн сутни паллă пулнă. Маркине чалăш çыпăçтарнă, начар вуланать, сĕвĕннĕ, çавăрсан шĕвекĕ пăккинчен тумлать. Çак суя эрехе лавккана кам патĕнчен илсе килнине йĕрлесе тупнă.

Текста малалла вулăр...

КĔПĔРНАТТĂР ÇĔР НАЛУКĔНЧЕН ХĂТАРАСШĂН

Сергей Морозов сад юлташлăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса дача тапхăрне хатĕрленес ыйтусене сӳтсе явнă.
Тĕлпулăва çаплах район администраци пуçлăхĕсем, йĕрке сыхлав органĕсенче тата инкеклĕ ĕçсен министерствинче, пурлăх ыйтăвĕсемпе вăй хуракан ĕçченсем хутшăннă.
Регион ертӳçи облаçри финанс министерствине облаçри пур пахчаçăсене те çĕр налукĕнчен хăтармалли ыйтупа ĕçлеме хушнă. Малашне пахчаçăсенчен çĕр налукĕшĕн пухăннă укçа бюджетсенче юлмалла мар, унпа пахчаçăсем сад юлташлăхĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынипе хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама пултарччăр (шыв кĕртме, çул-йĕр юсама…).
Сергей Морозов юлташлăхсенче пахчасемпе унти пуянлăха сыхламалли ятарлă вырăнсем уçасси пирки те ыйту хускатнă. Çак ĕçе полици, пахчаçăсем, ведомство тулашĕнчи сыхлав органĕсем, ирĕклĕ дружинăсем пĕрле илсе пымалла.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск – сăн ӳкерчĕксенче

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулăшнипе сăн ӳкĕрчĕксен «Ульяновская земля от А до Я. Симбирский алфавит» кĕнеки кун çути курнă. Ăна регионти ятарлă «Книгоиздательство и продвижение чтения» программăпа кăларнă.
Кĕнекене облаçри паллă архитектура сооруженийĕсен, вырăнсен, промышленность объекчĕсемпе пултарулăх ушкăнĕсен, халăхсен йăли-йĕркине кăтартакан сăн ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ.
Илемлĕ издание хатĕрлеме Ульяновскри патшалăх краеведени, патшалăх художество музейĕсен, «Родина Ленина» музей комплексĕн сотрудникĕсем, архивсен наука ĕçченĕсемпе писательсем хутшăннă.
4073 çын учётра тăрать
Ульяновск облаçĕнчи наркополицейскисем 25 миллион доза наркотик туртса илнĕ.
2011 çулта наркоманипе чирлекенсен шайĕ 3,9 процент чакнă, 100 пин çынран 315-шĕ наркотиксăр пурăнаймасть.

Текста малалла вулăр...

Хула пуçлăхне çынсем суйламалла

Сергей Морозов Ульяновск хула Думин депутачĕсен ларăвне хутшăннă. Хула пуçлăхне тӳреммĕн суйламалли ыйтăва пăхса тухма ĕç ушкăнĕ йĕркелеме сĕннĕ.
-Юлашки вăхăтра политикăра пулса иртекен пулăмсем халăх активлăхĕ ӳснине, çынсем пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă çĕре хутшăнасшăн пулнине çирĕплетеççĕ. Хула пуçлăхне çынсем хăйсем суйласшăн пулсан – вĕсен çавăн пек ирĕк пулмалла тесе шутлатăп. Ĕç ушкăнĕ çак ыйтăва халăхпа калаçса татса парĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Аса илтеретпĕр, хальхи Ульяновск Уставĕпе хула пуçлăхне депутатсем суйлаççĕ.
Сергей Морозов çаплах депутатсене хула бюджетне улшăнусем кĕртнĕшĕн тав тунă. Кĕпĕрнаттăр çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт комитетĕнчен 209 миллион тенкĕ илсе сахал тупăшлă çемьесене пулăшма, ачасене шкулта апатлантарнă çĕре, «Развитие доступного школьного образования», «Школьные окна» программăсене пурнăçлама, вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме тата ытти социаллă ыйтусене татса пама янă.

Текста малалла вулăр...

Суйлав участокĕсенче веб-камерăсем пулĕç

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен суйлавра участоксене веб-камерăсемпе тивĕçтерĕç. Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Саккунсем кăларакан Пухăвăн ларăвĕнче депутатсен умĕнче суйлав комиссин председателĕ Юрий Андриенко тухса калаçнă. Вăл суйлава мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăнă.
Суйлав вăхăтĕнче регионта 993 суйлав участокĕ пулмалла. Ульяновскри 51 участокра ятарлă комплекссем вырнаçĕç. Çакă бюллетеньсене шутлас ĕçе çăмăллатĕ, протоколсемпе ултавлă ĕçсем тăвасран сыхлĕ.
Унсăр пуçне 973 суйлав участокĕнче веб-камерăсем ĕçлĕç. 835 участокра суйлав мĕнле пынине видеокамера çырĕ, Интернета çитерĕ. 138 участокра видеоинформаци çеç пырĕ. 20 участок медицина учрежденийĕсенче тата çар чаçĕсенче вырнаçнипе унта веб-камерăсем лартма палăртман.

Йышăну кунĕ — эрнекун

Облаçра харпăр ыйтусемпе йышăнакан пĕр кун пулĕ. Ун пирки канашлура Сергей Морозов пĕлтернĕ.
-Тĕрлĕ ыйтусемпе килекен çынсене йышăнас йĕркене тĕпрен çĕнетмелле,- тенĕ кĕпĕрнаттăр.- Малашне кашни эрнере пĕр кун – эрнекун – правительство членĕсем йышăнĕç. Вырăнти муниципалитет ертӳçисем çынсен нушисене татса парĕç, хăйсен ĕçĕсем пирки халăх умĕнче отчёт тăвĕç. Правительство членĕсенчен çирĕплетнĕ кураторсем халăх ыйтăвĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине йĕрлесе тăрĕç.

Арсенал ыйтăвĔСЕМПЕ калаçнă

Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Владимир Путинăн облаçри обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче РФ Правительство председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансене йышăннă.
“31-мĕш Арсенал” предприятин таврашĕнче вырнаçнă 2, 3, 18-мĕш номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пурăнмалли условисене лайăхлатма вице-премьертан пулăшу ыйтнă.
Арсеналти инкеке пула хур курнă çуртсем документсемпе РФ оборона министерствин пурлăхĕ шутланаççĕ, çавăнпа Ульяновск область тата хула администрацийĕсем сиенленнĕ объектсене юсама, вĕсене пулăшма ирĕк çук. Çапах та область администрацийĕ бюджетĕнчен граждансене 5 миллион та 100 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çуртсене юсама та область 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Анчах ыйтăва тĕпрен татса парас пулсан Арсеналти пурăнмалли фонда вырăнти муниципалитета куçармалла.

Текста малалла вулăр...

Кану лагерьне – йӳнĕ хакпа

Кăрлачăн 11-мĕшĕнчен тытăнса облаçри мĕнпур муниципаллă пĕрлĕхсенче куну лагерĕсенче канма йӳнĕ путёвкăсем туянма заявкăсем йышăнаççĕ.
Заявкăсене Интернет тытăмне «Детский отдых» сайта вырнаçтараççĕ. Юлашки талăкра кăна 1457 заявка йышăннă, ытларах Ульяновск (859 çын) тата Димитровград (510) хулисенчен. Канма кăмăл тăвакансем «Волжанка», «Факел», «Юность» лагерьсене суйласа илнĕ. Ачисене лагере вырнаçтарас тесен ашшĕ-амăшĕн хăйсен пурăнакан районти вĕрентӳ уйрăмне заявка парас пулать. Ульяновск хулин мэринчи вĕрентӳ управленинче çак адреспа йышăнаççĕ: Л.Толстой урамĕ, 48-мĕш çурт (8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен). Ун валли çак документсем кирлĕ: ашшĕн е амăшĕн паспорт копийĕ, ача çурални çинчен панă свидетельство, ача вĕренекен шкултан справка.
Тĕплĕн çак сайтра пĕлме пулать: http://www.

Текста малалла вулăр...

Амăшĕн капиталĕ ӳснĕ

Кăçалхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн калăпăшĕ 6 процент ӳснĕ, вăл халĕ 387 640 тенкĕ те 30 пус. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн бюджечĕ амăшĕн капиталне тӳлеме 162, 7 миллиард уйăрнă.
Унчченхи пекех çемьесем амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр кредичĕпе займĕсене тӳлесе татнă çĕрте усă кураççĕ. Раççейри 630 пин çемье, Ульяновск облаçĕнчи 5 пин çемье çак тĕллевпе 200 миллиард тенкĕ илнĕ.
Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли программа ĕçлеме тытăннăранпа амăшĕн капиталĕн сертификатне Раççейри 3,3 миллион, Ульяновск облаçĕнчи 25 пин çемье илнĕ.

Журналистсене премисем панă

Раççей пичечĕн кунĕнче Ульяновск облаçĕнче регион Правительстви журналистикăра йĕркеленĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Журналистсене кĕпĕрнаттăр ятĕнчен облаçри шалти политика министрĕ Татьяна Кириллова саламланă. Регионти “За веру и добродетель” хисеп паллине “Искра” хаçатăн тĕп редакторне Татьяна Гнидована, “Ульяновск облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята Ульяновскри патшалăх университечĕн редакципе издательство пайĕн пуçлăхне Галина Углёвана, кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне “ДимТВ” организацин пуçлăхне Наталья Васильевана, “Кузоватовские вести” хаçатăн яваплă секретарьне Светлана Картышевана парса чысланă.
2011 çулта пирĕн правительство журналист профессин чысне ӳстерес, пултаруллă журналистсене палăртас тĕллевпе ятарлă премисем тунă.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр пĕтĕм тĕнчери конференцие хутшăнĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Мускавра «Россия и мир» ятпа иртекен пĕтĕм тĕнчери конференцире «Точки роста: критерии эффективности региональных институтов» темăпа доклад тумалла.
Конференци Гайдар форумĕпе килĕшсе кăрлачăн 19-21- мĕшсенче иртет. Унăн ĕçне РФ Правительство çыннисем, РФ субъекчĕсен ертӳçисем, Раççей тата ют çĕршывсен экономисчĕсемпе общество деятелĕсем хутшăнĕç. Унта Раççей тата пĕтĕм тĕнче аталанăвĕпе çыхăннă, 2020 çулччен палăртнă чи çивĕч ыйтусене çĕклĕç. Пухăннисем ларусене тата çавра сĕтелсене сапаланса тавлашуллă ыйтусене сӳтсе явĕç, юлашки çирĕм çул хушшинче тĕп тата Хĕвелтухăç Европăри çĕршывсен экономика аталанăвне тишкерĕç.

2011 çулта промышленность производстви сакăр процент ӳснĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр раштавăн 28-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн Правительствин ларăвĕнче регионăн 2011 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн прогнозне тунă. Иртекен çулта ял хуçалăхĕ уйрăмах пысăк ăнăçусем кăтартнă.
- Ял хуçалăхĕпе промышленность секторĕ сисĕнмелле ӳсĕмсем тунă. Ял хуçалăх продукцине кăçал 2010 çулпа танлаштарсан пĕрре çурă чухлĕ ытларах кăларнă. Пуçласа тĕш-тырра ют çĕре сутма пуçларăмăр. Тинех эпир 2008 çулхи йывăрлăхсем умĕнхи калăпăша вунă процент таран ӳстерме пултартăмăр,-тенĕ Сергей Морозов.
Унсăр пуçне 2011 çулта 550 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
2011çулта инвестицисен калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 107 процент пухăннă. Иртекен çулта облаçра 30 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Тата 15-шĕ — пурнăçланас тапхăрта. Федераллă калăпăшлă çĕнĕ инвестици проекчĕсемпе ĕçлеме пуçланă.

Текста малалла вулăр...

ПĔРИ – ИККĔМĔШ, ТЕПРИ - ПИЛЛĔКМĔШ

2011 çулта Ульяновск облаçĕнче 14 056 пепке çут тĕнчене килнĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче регионра 6 ача çуралнă: вĕсенчен пĕри çемьере – иккĕмĕш, тепри – пиллĕкмĕш. Пурĕ тăватă арçын ача, икĕ хĕр ача Ульяновскри, Барăш тата Кузоватово районĕсенчи çемьесене пуянлатнă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрпа Ульяновск хула пуçлăхĕ Марина Беспалова ача çураттармалли тĕп çуртра пулнă, Çĕнĕ çул каç ача çуратнă амăшĕсене саламланă. Кĕпĕрнаттăр область правительстви регионри демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе çине тăрса ĕçленине тата 2011 çулта юлашки çулсемпе танлаштарсан чи нумай ача çуралнине палăртса хăварнă.

Депутат мандатне илнĕ

Облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем Александр Баландин тата Сергей Маринин хăйсен полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех пăрахнипе вĕсен вырăнне урăх депутатсене суйланă.
Пĕр мандатлă 5-мĕш номерлĕ Чăнлă суйлав округĕнче А.Баландин вырăнне Владимир Камекăна суйланă.
ЛДПР депутачĕ Сергей Маринин РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăнă, парти списокĕпе ун вырăнне Тамара Харитонова йышăннă.

Президент Çырăвĕ

РФ Президенчĕ парламента çулсерен яракан çырупа паллашнă хыççăн Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов çапла каланă:
-Чăннипех интереслĕ çыру пулчĕ. Раççей Президенчĕ кăçалхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвне кăна тумарĕ, малашне çĕршыв мĕнле аталанмаллин тĕп çулĕсене палăртрĕ, халăха интереслентерекен чи çивĕч ыйтусене хуравларĕ, шалти тата тулашри политикăри, оборона ыйтăвĕсенчи хăйĕн куравне уçса пачĕ. Нацисемпе конфессисем хушшинчи туслăха çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Дмитрий Медведев экономикăра, социаллă тата политика тытăмĕнче илнĕ курсран малашне те пăрăнмассине палăртрĕ. Раççейри политика тытăмне улшăнусем кĕртмеллине те Президент манмарĕ. Кĕпĕрнаттăрсене правительство хушăвĕпе мар, халăх суйлавĕпе лартмаллине тавăрма шантарчĕ.
Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, Çырура Президент центр влаçне чакарасси пирки те аса илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Яковлев стипендине пама йышăннă

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра студентсемпе шкул ачисене вĕренӳре хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Тĕслĕхрен, Ульяновскри аслă вĕренӳ заведенийĕсенче вĕренекенсене уйăхсерен виçшер пин тенкĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ стипенди пама йышăннă.
Ăна икĕ дисциплинăпа тата пĕр профильлĕ предметпа ЕГЭ парса 225 балл пухнисем тивĕçĕç. Иртнĕ эрнере Саккунсем кăларакан Пухăвăн ларăвĕнче ун валли область бюджетне укçа уйăрса хăварнă. Унсăр пуçне «Молодёжь Ульяновской области» программăпа килĕшсе çамрăк тĕпчевçĕсене кĕпĕрнаттăр грандне уйăрма укçа хывса хăварнă. «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан вĕренекенсене памалли стипендисем пирки саккун проекчĕсем хатĕр. Уйрăмах авиаци, ядерлă физика, медицина тĕлĕшĕнчен аван ĕлкĕрсе пыркансене тимлĕх уйăрĕç.

Журналистсен – çĕнĕ председатель

Çак кунсенче Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн Ульяновскри уйрăмĕ черетсĕр суйлав конференцине ирттерчĕ.
Ульяновскри журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ Тамара Дмитриева хăй ирĕкĕпе председательтен кăларма ыйтса заявлени çырнă. Сăлтавĕ - обществăлла ĕçсем нумай пулнинче тата ытларах Мускавра ĕçлеме тивнинче.
Журналистсем пĕр саслăн пулса çĕнĕ председателе Ульяновскри патшалăх университечĕн журналистика кафедрин пуçлăхне, паллă журналиста Олег Робертович Самарцева суйларĕç.
Олег Самарцев хăйне çакăн пек пысăк ĕçе илсе пыма шаннишĕн тав тунă май малашнехи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Хальлĕхе вăл Интернетра Ульяновскри журналистсен сайтне йĕркеленĕ. Малашнехи тĕллевĕ - Журналистсен çурчĕ валли вырăн тупасси тата тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран журналистсене пулăшма ятарлă фонд йĕркелесси.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск хули хĕрарăм аллине куçнă

Хула Думин ларăвĕнче депутатсем пĕр саслă пулса хула пуçлăхĕ пулма хăйсен ĕçтешне – Мария Беспалована суйланă. Çĕнĕ Уставпа килĕшсе халĕ хула пуçлăхне халăх мар, депутатсен хушшинчен суйлаççĕ, «мэр» тата «мэри» терминсем пулмаççĕ.
2010 çулхи пуш уйăхĕнченпе ĕçленĕ хула мэрĕ Александр Пинков полномочине хăй ирĕкĕпе пăрахăçланă. Сăлтавĕ – иртнĕ суйлавра Ульяновскра «Единая Россия» парти кирлĕ чухлĕ сасă пуçтарайманнинче. Халĕ вăл область правительствине ĕçлеме куçнă.
Мария Беспалова кандидатурине Мускавра та ырланă. Вăл 48 çулта, икĕ аслă вĕренӳ заведенине пĕтернĕ. Хула Думине виççĕмĕш хут суйланнă. 2005 çултанпа облаçри муниципаллă пĕрлĕхсен канăшĕн председателĕ. 2007 çултанпа – УлПУ проректорĕ. 2008 çултанпа — вырăнти хăй тытăмлăх канашне ертсе пырать. Унсăр пуçне Мария Павловна Раççей президенчĕн вырăнти хăй тытăмлăх Канашне кĕрет, муниципаллă пĕрлĕхсен Пĕтĕм Раççей конгресĕн президиумĕн членĕ.

Текста малалла вулăр...

Германипе çыхăнусем çирĕп

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Мускавра ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров ирттернĕ канашлăва хутшăннă.
Ульяновск область правительстви Раççейпе Германи хушшинчи туслăха çирĕплетессипе пысăк ĕçсем тунине шута илсе регион пуçлăхне сăмах панă. Сергей Морозов Ульяновск облаçĕ Евросоюзри тĕрлĕ çĕршывсемпе – Франци, Великобритани, Чехи, Словени - тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтернĕ. Германипе вара область 2006 çултанпах пысăк проектсемпе ĕçлет.
-Пилĕк çул хушшинче Германипе Ульяновск облаçĕн представителĕсем 40 хут тĕл пулса калаçусем ирттернĕ. Вĕсене пула çак тапхăрта икĕ енчи тулашри суту-илӳ 23 миллионран 116 миллиона çитнĕ. Германи пирĕн экономикăна, ял хуçалăхне çĕклеме пулăшакан пысăк ĕçтеш пулса тăчĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.


■ Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11.