Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Облаçра 235 ирĕклĕ дружина

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн ларăвне хутшăннă. Калаçăвăн тĕп теми – Атăлçи федераллă округри регионсенче обществăлла йĕркене сыхласси.
Сергей Морозов сăмахĕнче çапла каланă:
-Полици сотрудникĕсем халĕ йывăр лару-тăрура – ялсенче пушшех те. Хăйсен тытăмĕнчи пысăк улшăнусене кура кашни ялта профилактика ĕçне ирттерме полици сотрудникĕсем çителĕксĕр. Эпир ирĕклĕ дружинăсем йĕркелеме сĕнетпĕр. Ульяновск облаçĕнче, тĕслĕхрен, 24 муниципаллă пĕрлĕхре 235 ирĕклĕ дружинăра 4 пин çын ĕçлет. Юлашки вунă уйăхра вĕсен вăйĕпе административлă йĕркене пăснă 5500 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсем пулăшнипе 52 преступлени уçса палăртнă.
Çав вăхăтрах дружинниксен социаллă гарантисем, патшалăх пулăшăвĕ çук. Ульяновск облаçĕнчи “О добровольном участии граждан в охране общественного порядка” саккунĕпе йĕркене сыхланă чухне хур курнисене пĕр хутчен область бюджетĕнчен укçа тӳлеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕршывра çĕнĕ çар йĕркеленнĕ

Раççейре сывлăшпа космос хӳтĕлев çарĕ (ВКО) йĕркеленнĕ.
Унта космос, сывлăшран тапăнакансенчен тата ракетăсенчен хӳтĕлекен командованисем, Архангельск облаçĕнчи Плесецк космодромĕ кĕреççĕ. Космос командованин аллинче тĕнче уçлăхне хӳтĕлекен тытăм вăйĕсем тата ракета мелĕпе тапăнса кĕнине сăнаса тăракан тытăм. Çĕнĕ çар вăйне çирĕплетес тĕллевпе РФ оборона министерстви çĕнĕ радиолокаци станцисене хута яма палăртать. Калининград облаçĕнче «Воронеж-ДМ» станци хута кайнă ĕнтĕ. Çак мероприятие РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев хутшăннă. Верховнăй çар пуçĕ Америкăри тата Европăри партнёрсемпе çар ракетисенчен хӳтĕленесси пирки хире-хирĕç ларса сӳтсе явас ĕç малалла кайманни пирки пăшăрханса калаçнă, пире хирĕç Евро-ПРО системăпа усă курмасса шантарнине илтесшĕн пулнине пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркеленĕç

Ульяновск облаçĕнчи ялсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес программăпа пĕчĕк хуçалăхсем йĕркеленеççĕ.Çулталăк пуçланнăранпа регионта кун пек 150 хуçалăх йĕркеленнĕ, вĕсенче 8 пин çын ĕç тупнă. Пĕчĕк хуçалăхсем шутне харпăр хуçалăхĕсем, фермерсем, ял хуçалăх кооперативĕсем кĕреççĕ.
Облаçри 18 районта хальхи вăхăтра 58 ял хуçалăх кооперативĕ пур, вĕсем ял çыннисемпе фермерсенчен облаçри мĕнпур сĕтĕн 70 процентне пуçтарса патшалăха сутаççĕ. Тăхăр уйăхра вĕсем 23 пин тонна сĕт пуçтарнă.
Хăш-пĕр кооперативсем çав сĕте хăйсемех вĕретсе, хăймине уйăрса, çу туса лавккасене ăсатаççĕ. Вĕсем пурте “Симбирская деревенька” ятпа сутăнаççĕ.
Область правительстви “Развитие малых форм хозяйствования на селе Ульяновской области на 2010-2012 годы” ятарлă программăна улшăнусем кĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăх ĕçченĕсене наградăланă

Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Губернаторский» Культура çуртĕнче иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне хутшăннă.
Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетсе кĕпĕрнаттăр çапла каланă: «Юлашки 8 çул хушшинче акакан çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе 989 пин гектара çитертĕмĕр (20 процент ӳснĕ). Чĕкĕнтĕр тата хĕвелçаврăнăш туса илессипе область нихçанхинчен пысăк тухăç илчĕ: 550 пин тонна тата 150 пин тонна. Экономика çитĕнĕвĕ юлашки çирĕм çулта – чи пысăк шая çитрĕ.
Тĕш-тырă тухăçĕ те савăнтарать: мĕнпурĕ 1 млн 400 пин тонна пухса кĕртнĕ. Пĕр çын пуçне 1 тонна. Тухăç гектартан 24,6 центнер. Юлашки 13 çул хушшинче кун пекки пулман. Ку енĕпе чи хастаррисем: Мелекесс, Кивĕ Майна, Сăр, Чăнлă тата Чартаклă районĕсем. Пухса кĕртнĕ тыр-пул, пахча çимĕç пирĕн облаçра пурăнакансене пĕтĕмĕшле тивĕçтерет теме пулать».

Текста малалла вулăр...

Туслăх карнавалĕ – нацисен фестивалĕ

Мускавра чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче иртнĕ “Туслăх карнавалĕ” наци фестивальне Ульяновск облаçĕнчи çамрăксен парламенчĕ хутшăннă. Делегатсен йышне облаçри тĕрлĕ наци çыннисем кĕнĕ.
Мероприяти Раççей нумай халăх пурăнакан çĕршыв пулнине палăртма, пĕр-пĕрин культурине паллашма йĕркеленĕ. Фестивале хутшăнакансем тĕрлĕ наци çыннисем хушшинчи хирĕçĕве сивленĕ. Нумай нациллĕ Раççей кăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерме пултарнине, пурте кар тăрса çĕршыва çĕкленине палăртнă. Раççей – кунта пурăнакан пур халăхшăн та – Тăван çĕршыв. Фестивалĕн тĕп шухăшĕ – Раççейри пур халăх та пĕр тан!

Вăрçă ачисене — пулăшу

Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов вăрçă ачисене пулăшассипе çыхăннă саккунăн проектне алă пусса çирĕплетнĕ.
Кĕпĕрнаттăрăн пуçарăвне чи малтан облаçри тĕп предприятисен пуçлăхĕсем ырланă.
-Çак саккун камăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне килнисене пулăшма май туса парĕ. Уншăн мĕнпурĕ 370 пин çын алă пуснă. Паян сирĕн умăрта эпĕ «О мерах социальной поддержки граждан, родившихся в период с 1-го января 1932 года по 31 декабря 1945 года» саккунăн проектне çирĕплетесси пирки хушу çине алă пусатăп. Ун валли çитес çулхи бюджетра укçа уйăрнă, - тенĕ Сергей Морозов.

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔ – ПĔРРЕМĔШ ВЫРĂНТА

Чӳкĕн 8-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăслăлăхпа тăнăçлăх эрни пуçланни çинчен пĕлтернĕ.
Мероприятие РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ комитечĕн председателĕ Григорий Балыхин депутат, Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ Тамара Девяткина, регионăн стратегипе инноваци аталанăвĕн министрĕ Александр Смекалкин, облаçри аслă тата вăтам пĕлӳ паракан вĕрентӳ заведенийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Сергей Морозов мероприятие уçнă чухне: «Ульяновск облаçĕ ăслăлăхпа инноваци тĕлĕшĕнчен ертсе пыракан регион пулса тăмалла. Раççей Федерацин ăслăлăхпа вĕрентӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври малта пыракан 26 регион хушшинче Ульяновск облаçĕ 1-мĕш вырăнта тăрать», - тесе пĕлтернĕ.
Регион пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх, тĕпчев тата ĕçе кĕртес тăкаксем юлашки пилĕк çулта 2,6 млрд тенкĕрен тытăнса 5,1 млрд çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр саламланă

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Аслă Нагаткинта пурăнакан Анатолий Фёдорович Юман поэт 79 çул тултарчĕ.
А.Юман – 40 ытла кĕнеке авторĕ, Раççей Федерацин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш наци конгресĕн Шурсухалсен канашĕн членĕ, облаçри журналистсен М.И.Ульянова ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Менелник ячĕпе ăна Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ – Правительство председателĕ Сергей Иванович Морозов телеграмма ярса саламланă.
Çаплах Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов А.Юмана хăй патне йыхравласа ăшшăн саламланă, хаклă парне парса чысланă.

Нанотехнологисен пухăвне хутшăннă

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пыракан ушкăн Мускавра иртнĕ нанотехнологисен тĕнчери форумне хутшăннă. Делегаци йышне регионти правителство председателĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Козин тата экономикăна аталантарса модернизацилекен департамент директорĕ Александр Смекалкин кĕнĕ.Регион пуçлăхĕ “РОСНАНО” правленин председателĕн çумĕсемпе Андрей Малышевпа тата Андрей Свинаренкăпа тĕл пулнă. Ульяновскра нанотехнологи центрĕ уçмалли пирки калаçнă. Ку йышши центра 2012 çулта туса пĕтермелле. Вăл приборостроенипе радиоэлектроника, çĕнĕ пахалăхлă материалсем тата ядерлă технологи тата унăн медицинăри витĕмĕ енсемпе аталанмалла.
Центра хута ямалли инвестици калăпăшĕ 1 миллиард та 277 миллион тенкĕ.
“РОСНАНО” пуçлăхĕсемпе Сергей Морозов Ульяновскра онкологи чирĕсене тупса палăртмалли тата сиплемелли центр уçасси пирки калаçнă.

Текста малалла вулăр...

Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха

Облаçри ял хуçалăхсем çĕр улми тата ытти пахча çимĕçе кăларса илессипе ĕçлеççĕ.
Паяна пĕтĕмĕшле 8 пин гектар (38 процент) çинчен 232 пин тонна чĕкĕнтĕр кăларса илнĕ. Тухăç гектартан – 289,2 центнер. 2009 çулта 115 пин тонна (гектартан 135 центнер) пухса илнĕ. Ку ĕçре чи малта пыраканĕ – Чăнлă районĕ. Вĕсем 4,8 пин гектар (118 пин тонна) çинчен кăларса илнĕ. Тухăç – 246 центнер. Çаплах Сăр (436 центнер) тата Чартаклă (377 центнер) районĕсем палăраççĕ.
Пахча çимĕç пуçтарас ĕçе те пуçăннă. Пĕтĕмĕшле 857 гектар çĕр пушаннă (51 процент). Тухăç вăтамран – 165 центнер. Иккĕмĕш çăкăр – çĕр улми – кăларас ĕç те кал-кал пырать. 1011 гектартан 10,7 пин тонна кăларса илнĕ. Тухăç – гектартан 106,5 центнер.
Хĕвелçаврăнăш лартса ӳстерекенсем планпа палăртнин 16 процентне (24,8 пин гектар) пухса кĕртнĕ.
Тĕш тырă вырса илес ĕçе чылай район вĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...

Ача пăрахакансем сахалланнă

Çемье политикипе наци проекчĕ ларăвĕнче çакăн пек цифрăсем илсе кăтартнă: иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлăштарсан кăçал облаçра 42 ача ытларах çуралнă. Ача кĕтекен хĕрарăмсем 5,6 процент нумайланнă, ача пăрахакансем 17 процент чакнă.
 
Облаçра вилекенсен шучĕ 6,7 процент сахалланнă.
Регионта илсе пыракан демографи политики тĕрĕс пулнине çак цифрăсем çирĕплетеççĕ. Ĕç малалла тăсăлать. 2011-2014 çулсем тĕлне “Ульяновская семья” программа йышăннă. Ăна пурнăçласан регионта çуралакансем - 8, ача пăрахакансем – 17, çемье çавăракансем – 11 процент ӳсмелле, уйрăлакансем 47 процент чакмалла.
Çемье политикине аталантарас ыйтупа пур обществăлла организацисем, партисем, çемье канашĕсем, наци автономийĕсем, тĕн обществисем ĕçлемелле. Çакăн пирки обществăлла килĕшӳ тунă.

Текста малалла вулăр...

ОБЛАСТЬ БЮДЖЕТНЕ УЛЬЯНОВЕЦСЕМ СӲТСЕ ЯВМА ПУЛТАРĔÇ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр область правительствин черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Вăл правительство членĕсене районсене çитсе облаçăн 2012 çулхи бюджечĕн проектне ульяновецсемпе сӳтсе явма хушнă.
«Пирĕн умра - пысăк тĕллев: Ульяновск облаçĕ 2012 çулта Атăлçи федераллă округра чи малта пулмалла, - тенĕ кĕпĕрнаттăр, - çавăнпа кашни ульяновск çемйи экономикăри çитĕнӳсене туйса пурăнмалла, çак ĕçе хастар хутшăнмалла».
Правительствăн налукпа бюджет политики çак тĕллевсем çинче палăрса тăмалла: паянхи саманана тивĕçтерекен пысăк технологиллĕ производствăсем йĕркелесси; облаçри çул-йĕрсене тивĕçлĕ шая çĕклесси; çынсен сывлăхне упрасси тата сиплесси; ветерансене, пенсионерсене, инвалидсене пурăнма пур майсем те туса парасси; нумай ачаллă çемьесене пулăшасси; çынсене пурăнмалли хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси; вĕрентӳпе воспитани тытăмне Раççейри чи аваннисен шутне кĕртесси; çĕнĕ культура политикине пурнăçа кĕртесси; пурăнмалли тата коммуналлă инфратытăма çĕнетесси; хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; патшалăх тата муниципалитет тивĕçтерĕвĕсене «электронлă правительство» çине куçарасси; гражданлă обществăн хастарлăхне аталанма çулсем тупса парасси.

Текста малалла вулăр...

Вăрă-хурахсене тытнăшăн чыс тунă

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновскри 40-мĕш номерлĕ лицейра вĕренекенсене «За заслуги в охране общественного порядка» медальсем парса чысланă.
Юпан 4-мĕшĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Марат Альтапов, Никита Александров тата Алексей Егоров 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Рогозинпа, Руслан Сафиуллинпа тата Виталий Гудеевпа Ульяновскра пурăнакана пулăшнă. Унăнне кĕсье телефонне вăрланă пулнă. Шкул ачисем вăрă-хурахсене тытса чарнă, полици аллине панă. Медальсемсĕр пуçне кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе хастар ачасене РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă. Кĕпĕрнаттăр ашшĕ-амăшĕсене те тав тунă. Тĕрĕс воспитани панăшăн Тав хучĕсемпе тата грамотăсемпе наградăланă. 11-мĕш класра вĕренекен хастарсем пурте çамрăксен право академийĕнче тăраççĕ.

Ял старостисем пулĕç

Облаçри Саккунсем кăларакан Пуху юлашки ларăвĕнче “О сельских старостах” саккун йышăннă. Кун пек саккун Раççей Федерацийĕнчи пĕр регионта та çук.
Ялсенче старостăсем пулĕç. Тĕллевĕ – муниципаллă тата регионти ĕç тăвакан органсене ялти ĕç-пуçпа паллаштарасси. Старостăн власть органĕн йышăнăвĕсене халăх патне çитерсе ăнлантарса памалла.
Староста пулма яланах çак ялта пурăннă тата пурăнакан пенсионера, фермера, пурнăçри хастар, чи кирли – халăх хисеплекен çынна лартаççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне обществăлла майпа илсе пырĕç – ĕç укçисĕр. Кăштах хавхалантарас тесе старостăна уйăхне çул ӳреме 170 тенкĕ, çутăшăн, ăшăшăн тӳлеме – 325 тенкĕ компенсаци парĕç.
Пĕрремĕш тапхăрта, 2012 çулта, сăнав майĕпе облаçри 23 ялта старостăсем лартĕç. Вĕсен ĕçĕ курăнсан тата пĕлтерĕшлĕ пулсан – ытти ялсенче те.

Текста малалла вулăр...

Çитĕнекен ăрушăн тăрăшса

Ульяновск облаçĕнче “Об обеспечении полноценным питанием беременных женщин, кормящих матерей, а также детей в возрасте до трёх лет” саккун йышăннă.
Раççей наука академийĕн тĕпчевĕпе çие юлнă хĕрарăмсен 40 проценчĕ анемипе чирли паллă. Чире пула варти ача вăхăт çитичченех чирлĕ, пĕчĕк виçепе çуралма пултарать. Виçĕ уйăхран çуралнă пепкесенчен 40 проценчĕ кăна кăкăр ĕмет. Ыттисене ятарлă апат çине куçараççĕ. Çавна пула вĕсем рахитпа е аллергипе чирлеççĕ.
Ульяновск облаçĕнче кашни çул 13 пин ача çут тĕнчене килет. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайне ятарлă апат çитереççĕ. Амăшĕсенчен 30 проценчĕ сахал тупăшлисен шутĕнче.
Ульяновск облаçĕнчи социаллă политикăн тĕп тĕллевĕ - çие юлнă хĕрарăмсемпе пепкесене апат енĕпе пулăшса сывлăхĕсене сыхласси.
Çĕнĕ саккунпа çие юлсан малтанхи вăхăтрах учёта тăнă, анемипе аптăракан хĕрарăмсене, ултă уйăхчен кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене, виçĕ çула çитеймен пепкесене медицина кăтартăвĕпе тата çемье тупăшĕ облаçри пурăнмалли минимумран иртсе каймасть пулсан тулли апатланупа тивĕçтермелле.

Текста малалла вулăр...

Елена диплома тивĕçнĕ

2011 çулхи нарăс-çу уйăхĕсенче регионсенчи шкул ачисен хушшинче историпе çутĕç конкурсĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – патшалăх ĕçĕнче ырă ĕçсемпе палăрнă çынсен ячĕсене ĕмĕр асăнмалла тăвасси.
Ульяновск облаçĕнче конкурса Н.М. Карамзина халалланă. Унта 15 муниципаллă пĕрлĕхрен 126 çын (6 çултан пуçласа 20 çулччен) хутшăннă. Конкурса хутшăнакансем ĕçĕсене истори (тĕпчев ĕçĕ, реферат), литература (реферат, сочинени, литература хайлавĕ), ӳнер (живопись, графика, скульптура), мультимеди (видеофильм) номинацисенче тăратнă. Жюри 23 ĕç суйласа илнĕ. «Истори» номинацире 3-мĕш степеньлĕ диплома Чăнлă районĕнчи Каша шкулĕнче вĕренекен Елена Маханцова тивĕçнĕ. Вĕрентекенĕ – В.В. Грузин.

Ватăсене чысланă

Чăваш культура центрĕ тата УОЧНКА çулсерен чăваш Шурсухалĕсене йăлана кĕнĕ уява пуçтарать. Ватăсен кунне паллă тума ку хутĕнче вăрçă ветеранĕ Анна Тихоновна Кириллова, Нина Васильевна Ратаева таврапĕлӳçĕ, РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Елизавета Алексеевна Фурашова, Анатолий Фёдорович Ермилов (Юман) çыравçă тата сăвăç, Николай Семёнович Пидиксеев купăсçă пынă.
Шел пулин те, чылайăшĕ сывлăхĕсене пула уява пырайман.
Ватăсем çĕршыври лару-тăру çинчен калаçнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, автономи ĕçне хакланă, сĕнӳсем панă. Уяв юрă-кĕвĕсĕр иртмен. Николай Семёнович хут купăсĕпе пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Анна Тихоновна çар юррисене аса илнĕ. Паллах, ăшă тĕлпулу вĕри чейсĕр пулман.
Автономи тĕпелне киличчен хисеплĕ ватăсене Мемцентрта тӳлевсĕр концерт кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

Миллион тонна ытла пуçтарса кĕртнĕ

Ульяновск облаçĕнче вырмана пĕтернĕпе пĕрех. Облаçра пурĕ 545,4 пин гектар çинче тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсене вырнă. Процентпа илсен – 95,8. Пурĕ облаçра 1 355 500 тонна тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç - гектартан 24,9 центнер.
Пӳлмене кĕрхи ыраш – 116, тулă – 629, пăрçа – 22,1, çурхи тулă – 264, урпа – 232,5, сĕлĕ – 81,8, хура тулă – 3,2 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ.
Уйрăм культурăсене илсен вăтам тухăç çапларах: çурхи тулă гектартан – 22,6, пăрçа – 21,2, урпа – 27,4, сĕлĕ – 24,7, хура тулă – 9,8 центнер тухнă.
Хуратулăн чи пысăк тухăçне Радищево районĕнче илнĕ – гектартан 14,2 центнер. Чатраклă районĕнчи тухăç – 13,0, Кузоватов районĕнче – 12.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе облаçри çăнăх тăвакан предприятисем çĕнĕ тыр-пула йышăнма хатĕр.

Ыйтусем парăр – сире хуравлĕç

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе регионти ĕç тăвакан власть органĕсем халăхпа “тӳрĕ лини” ирттереççĕ. Ĕç тăвакан власть органĕн ертӳçисем палăртнă кунра облаçра пурăнакан çынсен ыйтăвĕсене икĕ сехет хушши хуравлĕç.“Тӳрĕ лини” хăçан кам ирттернипе паллаштаратпăр:
– Ульяновск облаçĕнчи тĕрлĕ техникăпа машинасен техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕ: авăн (сентябрь), 29, 12.00 – 14.00, тел: 44-29-39.
– Ульяновск облаçĕнчи строительство министерстви: авăн, 30, 12.00 – 14.00, тел: 27-23-46.
– Ульяновск облаçĕнчи строительство асăрхавĕн патшалăх инспекцийĕ: юпа (октябрь), 3, 12.00 – 14.00, тел: 44-26-03.
– Ульяновск облаçĕнчи çурт-йĕрпе коммуналлă комплекс тата энергетика министерстви: юпа, 4, 12.00 – 14.00, тел: 41-37-71.
– Ульяновск облаçĕнчи патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ: юпа, 5, 12.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăра медаль тата Диплом парса чысланă

Авăнăн 24-мĕшĕнче Ульяновскра Николай Михайлович Карамзинăн асăну каçĕ иртнĕ.
Раççей Наци мухтавĕн центрĕн попечительсен Канашĕн председателĕ Владимир Якунин Раççей писателĕн, поэчĕн, публицисчĕн тата историкĕн Н.М. Карамзинăн ячĕпе иртекен Ыркăмăллăх программине пурнăçа кĕртес ĕçре палăрнăшăн область кĕпĕрнаттăрне Сергей Морозова медаль тата Диплом парса чысланă. Чĕмпĕрсен ĕçне пысăк хак панăшăн кĕпĕрнаттăр тав тунă.


■ Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11.