Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çуркуннеччен пурăнасчĕ!

Андрей Шатрашановăн пурнăçĕ икĕ пая пайланнă: 2006 çулхи июлĕн 9-мĕшĕччен тата ун хыççăн. Шăп çак кун вăл Ульяновскран Карапай-Шăмăршă ялне çемйине – арăмне тата хĕрĕпе ывăлне – илме кайма тухать. Анчах Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕн çывăхĕнче авари тăвас мар тесе ун машинин тормозне хăвăрт пусма тӳрĕ килет. «Жигули-восьмёрка» шоссе çинчен тухса каять, хирелле анса кайса темиçе хут çаврăнса ӳкет. Андрейăн ĕнсе шăмми хуçăлать. Ăна операци тăваççĕ, пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Çавăнтанпа чăваш каччи ура çине тăраймасть. 40 кун реанимацире выртать, ун тăватă хутчен чĕри чарăнать. Икĕ çул вырăн çинче хускалаймасăр нушаланать, кайран урайĕнче шуса çӳрекен пулать. Мĕн кăна туса пăхман ĕнтĕ! Халь вăл 1-мĕш ушкăн инваличĕ.
Андрей Вячеславович 39 çулта кăна-ха. Вăл Ульяновскра ӳснĕ. 14 çулта «Мотор» спорт клубĕн бокс секцине çӳреме пуçланă.

Текста малалла вулăр...

Çулталăкра пĕр хула пĕтет

Юлашки вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи çулсем çинче тӳрех темиçе çын пурнăçне татнă пысăк аварисем пулчĕç. Çулла икĕ машина хире-хирĕç пырса çапăннă, вĕсенче сакăр çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутра 3 çулхи ачан. Çаплах палăртман вырăнта çул урлă каçакан амăшĕпе 4 çулхи ачине машина çапса хăварнă. Телее, вĕсем вилмен, анчах вăйлă аманнă. Тепĕр аварире йĕкĕреш паттăр каччăсен пурнăçĕсем татăлнă… Тĕслĕхсене çырса пĕтерме те çук.
Çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине водительсемпе çуран çӳрекенсене мĕн чухлĕ ăнлантарсан та – инкексем сахалланмаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн облаçра 946 çул çинчи инкек пулнă. Вĕсенче 139 çын вилнĕ, 1178 çын аманнă. Çак цифра хыçне çĕр-çĕр çын куççулĕ пытаннă.
Кашни кун çулсем çинче вырнаçтарнă фото- тата видеоаппаратсем çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăсакан 1100 ытла тĕслĕх палăртаççĕ.

Текста малалла вулăр...