Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Нумай пурăнакансем

Тĕнчере нумай пурăнакан çынсем сахал мар. 1897 çулхи çырав вăхăтĕ-нче шута илнĕ тăрăх, Раççейре çĕр çул тата унтан ытларах пурăнакансем 15 пин те 500 çын. 1970 çулхи çырав вăхăтĕнче вара çав çулхи çынсем 19 пин те 304 пулнă. Вăл шутран 339-шĕ 120 çултан иртнисем. Çакă интереслĕ: чи ватă çынсенчен кашни тăваттăмĕшĕ Кавказ леш енче пурăннă иккен.
Азербайджанри Махмуд Айвазов 152 çула çитсен вилнĕ. Унăн çемйинче тăватă сыпăкри çынсем пурăннă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем – пурĕ 150 ытла çын çуралса ӳснĕ.
Англири Томас Парр хресчен те 152 çул пурăннă. Вăл нумай пурăннипе интересленсе ун патне Арундал маршал лорд ятарласа пырса кайнă. Çак чи ватă çынна Лондона ăсатнă. Кунта ăна король хăй йышăннă. Лондона куçсан Парр темиçе уйăх кăна пурăннă, ялти çемçе сывлăш сывласа пурăннă хыççăн Лондонри чĕрĕ çанталăк ват çынна юраман.

Текста малалла вулăр...

«Иккĕпе» вĕренекенсем

Кюри, Морзе, Эдисон, Линней, Пастер, Спенсер, Герцен, Белинский, Скотт, Бернс, Байрон, По, Бальзак, Гоголь, Дарвин, Лобачевский, Черчилль шкулта япăх вĕреннĕ.
Горький 2 çул кăна, Диккенс – З, Э. Генри Форд 5 класс вĕреннĕ. Бенджамин Франклинăн, Джеромăн, Марк Твенăн 12 çултах шкул пăрахса ĕçе вырнаçма тивнĕ. Теодор Драйзер, Уильям Блейк 14 çулта, Уильям Шекспир тата Дроде 15 çулта вĕренме пăрахнă.
А.Н. Островский университетăн иккĕмĕш курсĕнче икĕ çул ларнă, университет пĕтерме пултарайман. Çавăн пекех Лермонтов, Некрасов, Глеб Успенский университета вĕçне çити вĕренсе пĕтереймен.
Белинский пĕрремĕш курсра 3 çул ларнă, «вĕренме пултараймасть» тесе ăна университетран кăларса янă.
Лев Толстой Хусан университетне вĕренме кĕмелли экзаменсене тытайман. Вăл Парижсăр пуçне Францин пĕр хула ятне те аса илеймен.

Текста малалла вулăр...

Спиннер

Спиннер — юлашки вăхăтра модăна кĕнĕ тетте. Варринче унăн тимĕ-ртен е керамикăран тунă подшипник вырнаçнă, айăккисенче — темиçе çунат. Аса илтеретпĕр, спиннера малтан АПШра шутласа кăларнă. Пĕр шухăшпа, ăна ачасен нервне лăплантарма, тимлĕхне аталантарма усă курнă, тепринпе – неврологи чирĕпе аптăракан ачасене сыватас çĕрте.
Раççейре спиннер модăна кăçалхи ака уйăхĕнче кĕчĕ. Çынсем ăна Интернетпа çырăнса илме пуçларĕç. Çу уйăхĕнче çак теттене пурте саккас пама тытăннă, Китайри спиннер туса кăларакан фабрикăсем Раççей çыннисем валли теттене кăларса çитерейми пулнă. Кĕсье телефонĕсемпе тĕрлĕ аксессуарсем кăларакан фабрикăсем те спиннер тума тытăннă. Халĕ спиннерсем кашни киоскрах, кашни лавккарах сутăнаççĕ. Вĕсене çула çитмен яш-кĕрĕм тата ачасем туянаççĕ.
Пĕрисем спиннер кăмăла лăплантарать тесе шутлаççĕ, теприсем сывлăха сиен кӳрет теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Нӳхрепри апат-çимĕçе хакланă

 
Ульяновск статистика тытăмĕ облаçра пурăнакансем килти хуçалăхра епле тăкакланнинетишкерн ĕ. Хуларисене уйрăм сăнанă, ялтисене – уйрăм.
Кăçалхи иккĕмĕш кварталта, пĕлтĕрхи ака-çĕртме уйăхĕнчисемпе танлаштарсан, унтисем те, кунтисем те тăкаксене чакарнă. Çапах та хулара пурăнакансем апат-çимĕç туянма укçа ытларах уйăрма тытăнни сисĕ-нет. Ялтисем вара хырăмшăн сахалтарах тăкакланнă. Вĕсем, тен, сакай-нӳхрепри апат-çимĕç патне ытларах кĕрсе тухма тытăннă-тăр.
Тĕрлĕ пулăшусемшĕн тӳлесси ялта кăшт ӳснĕ, хулара вара чакнă. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тăкакланасси 10, 6 процент нумайланнă, çав шутра çутăшăн тӳ-леме кăна 7, 3 процент ытларах пĕтернĕ.

Пăри

 
Пăри мĕнле ӳсентăран пулнине пĕлес
килет. Ульяновск облаçĕнче тата кӳр-
шĕллĕ регионсенче ăна хальхи вăхăтра
ӳстереççĕ-и/ Мĕнпе усăллă вăл/
Андрей Петров.
Ишевке.
Пăри (вырăсла – полба) пĕр çул ӳсекен куль-
тура, туллăн пĕр тĕсĕ. Хăвăрт пиçсе çитет, ăна чир-чĕр, хурт-кăпшанкă, йăпăр-япăр сиенлемест. Пăрире белок шайĕ 23,9 процент.
Çак культурăна Дагестанра, Удмурт, Чăваш Республикисенче ӳстернĕ. 1927 çулта пăри йышăнакан лаптăксем 31, 5 пин гектара çитнĕ. Гектартан вăтамран 4,9 центнер тухăç илнĕ. Шупашкар районĕнчи «Приволжское» хуçа-
лăхра пăри 5 гектар йышăннă. Тухăç 35,6 центнерпа танлашнă.
Ĕлĕк чăвашсем пăрирен пăтă пĕçернĕ, тин-
кĕле тунă. Çăнăх авăртса пашалу, капăртма, хăпарту, йăва пĕçернĕ.

Текста малалла вулăр...

Сталин коррупцие мĕнле çĕнтернĕ

Çĕнĕ экономика политики (НЭП) пĕтсе пынă чух пирĕн çĕршыв чухăнлăх авăрне кĕрсе ӳкет. Çакăнпа таса мар алăллă çынсем ăста усă курнă, патшалăх хыснине сĕмсĕррĕн вăрланă, халăхран взятка илнĕ. Анчах Сталин ку пулăма часах тĕпрен кăкланă. Хăшĕсем халĕ те вăл мĕнпур взяточниксене персе пăрахнă тесе шутлаççĕ. Паллах, пурне те персе пăрахаймăн. Сăлтавĕ урăххинче пулнă. Патшалăх пуçлăхĕ коррупцие хирĕç кĕрешме чылай тытăм йĕркеленĕ. Унта чи тĕппи çакă – эсĕ мĕнле пысăк вырăн йышăнсан та, сан мĕнле «çыхăнусем» пулсан та айккинче юлаймастăн. Айăплă пулсан – явап тыт! Коррупципе çыхăннă çынсене çеç мар, вĕсен тăванĕ-сене те айăпланă, мĕншĕн тесен вĕсем пĕлсе тăрсах преступниксене тăрă шыв çине кăларма тăрăшман. Взятка илни е саккуна хирĕç урăх ĕç туни çинчен хăлха хĕррипе илтнĕ çынсене те суда панă – кирлĕ çĕре пĕлтерменшĕн.

Текста малалла вулăр...

Китай гороскопĔ

2016 çул - Çулăмлă, Хĕрлĕ Упăте çулĕ. Вăл февралĕн 8-мĕшĕнче тытăнать те 2017 çулхи январьте вĕçленет. Упăте çулне савăнăçлă кĕтсе илме, çулталăка çĕкленӳллĕ кăмăлпа ирттерме хатĕрленĕр. Çак çулăн лайăх енĕ - хăвăр тăрăшулăхăрпа тата юлташсем пулăшнипе телей кайăкне ярса тытма май пулни. Упăте савăнăçлă та вăр-вар, хастар та хĕрӳллĕ, ĕçчен те тӳрĕ кăмăллă çынсене çул уçса пырать.
 
ЙĔкехӲре – 1924,1936,1948,1960 , 1972,1984,1996,2008 .
Çак паллă умĕнче анлă çулсем уçăлаççĕ. Çĕнĕлĕхрен ан хăрăр, йывăрлăха çĕнтерсе çĕнни патне туртăнăр. Кăçал çӳлçӳреве тухма, аякри тăвансем патне çӳреме меллĕ вăхăт. Ку çул сирĕншĕн ăнăçлă пулать. Пĕр вырăнта ан тăрăр. Пурнăçăра çĕнĕлĕхсем кĕртĕр, тавракурăма анлăлатăр.
Вăкăр – 1925,1937,1949,1961 ,1973,1985,1997,200 9.
Ку çул çак паллăшăн питĕ ăнăçлă теме çук, мĕншĕн тесен Упăте сире йĕкĕлтемелли сăлтав тупсах тăрать.

Текста малалла вулăр...

Мĕн çинчен ĕмĕтленсен те – пурнăçлантăр!

Çĕнĕ çул каçĕнче вăрттăн ыйтни яланах пурнăçланать теççĕ. Пăртак чăтăмлăх çеç кирлĕ. Енчен те нумай вăхăт кĕтме хал çитермесен тытмалла та çывăх вăхăтрах, хăвăнах, çине тăрса çак шухăша пурнăçлама тытăнмалла, ĕмĕте çывхартмалла. Пăртах тăрăшуллăрах, хăюллăрах пулăр. Вара веçех эсир кĕтнĕ пек пулса тухать! Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе сире, тĕлĕнтермĕше ĕненекенсем! Юратуллă, телейлĕ, сывлăхлă пулăр!
Унăн çĕнтермеллех!
Ачалла ăс-хакăллă, кахал упăшкинчен уйрăлсан Улька виçĕ ачипе (пĕчĕк ывăлпа йĕкĕреш хĕрсем) пĕччен тăрса юлчĕ. Вĕсем ун мĕнпур вăхăтне, вăйне илеççĕ. Ашшĕ тĕпренчĕкĕсене ӳстернĕ çĕрте ним те тумасть, алимент тӳлемест. Пĕрле пурăннă чухне те хăйне çеç юрататчĕ вăл, ĕç укçине те арăмне тыттармастчĕ. Çамрăк хĕрарăм чăтас темерĕ ăна, хăех суда заявлени кайса пачĕ.
Иртен пуçласа каçчен çамрăк аннене пĕрешкел ĕçсем кĕтеççĕ: апат пĕçермелле, çитермелле, вылямалла, ачисемпе уçăлса çӳремелле, тирпейлемелле, аслине ача садĕнчен илмелле.

Текста малалла вулăр...

Кӳршĕпе мĕнле пурăнатăр?

«Кӳршĕ-аршă аякри тăванран та паха»,- тенĕ ваттисем. Чăнах та, ялта пурăнатăн-и эсĕ е хулара-и — кӳршĕсемпе хутшăнмах тивет. Кӳршĕпе аван тăнине мĕн çиттĕр! Анчах пур кӳршĕ те тăван пек çывăх пулать-и-ха? Мĕнле пурăнаççĕ-ха пирĕн ентешсем çумри хваттертисемпе е çуртрисемпе?
Галина Семечкина, 52 çулта.
-Эпĕ хулара нумай хваттерлĕ çуртра пурăнатăп. Пирĕн çумра – тутарсем, хирĕçре – чăвашсем. Шутласан, пирĕн чăвашсемпе пĕрле тăмалла пек, анчах тутарсем пур енĕпе те ентешсенчен тараватрах. Чăвашсен кил хуçи арăмĕ вара питĕ мăн кăмăллă çын. Сывлăх суннă чух та кулли çук, ачисене вара пачах сывлăх сунма вĕрентмен.
Ирина РОМАНОВА, 48 çулта.
-Эпир хальхи кӳршĕсемпе пит хутшăнсах каймастпăр. Унчченхисемпе аван тăраттăмăр. Кукăль-печени тавраш пĕçерсен пĕр-пĕрне чĕнсе хăналаттăмăр.

Текста малалла вулăр...

Чикан майри тĕрĕсне каларĕ

Ман юлташ Володя пĕр хĕре, чипер Верука, шутсăр юрататчĕ. Анчах лешĕ ун çине çаврăнса та пăхмастчĕ. Унăн хăйĕн юратăвĕччĕ. Димăпа уйрăлмасăр çӳретчĕç вĕсем. Çакна куллен курса чăтса ирттерме йывăрччĕ юлташăма. Анчах ним çук çĕртен хĕр чĕрине те сасартăк çавăраймастăн. Канăçлăхне çухатнăччĕ юлташăм.
Пĕр кунхине Володьăпа иксĕмĕр хулана уçăлма тухрăмăр. Пăхатпăр та, пур çĕрте те чикан майрисем çӳреççĕ. «Картпа пăхса веçех тĕрĕсне калатпăр», - тесе кашни иртен-çӳрен патне çыпçăнаççĕ. Çынсем вĕсем патĕнчен пăрăнса, хăраса иртсе каяççĕ.
-Тăхта-ха, эп пĕлтĕм мĕн тумаллине, - терĕ те юлташăм чикан майри патне хăвăрт кăна чупса кайрĕ.
Эп Володя хыççăн тапăлтатрăм. Ухмаха ернĕ пуль ку, пĕр пуссăр юлать тесе юлташăма пулăшма васкарăм.
-Сан ĕçлесе илес кăмăл пур-и?

Текста малалла вулăр...

Чăрсăр автан

Эпĕ чăх-чĕп таврашне çулсерен пасарта туянатăп. Инкубаторта кăларнăскерсем, килти чăх айĕнчен тухнисенчен самаях чăрсăр. Кăçалхисем ытла та тĕлĕнтерчĕç. Кăшт вăй илсенех чĕпсем чăхсемпе кашта çине ларма вĕренчĕç. Пĕр автанĕ çывăхне те пымарĕ. Вăл йытă ӳплине куç хывнă иккен. Ӳпле хуçи малтанах ăна çывăха та ярасшăн пулмарĕ. Вĕре-вĕре хăваласа ячĕ. Лешĕ тарнă пек тăвать те майĕпен каллех ӳпле патнелле çывхарать. Барбос ывăнчĕ ахăр ăна хăвала-хăвала. Шăрăхпа аптăранăскер, ӳпле хыçĕнчи сулхăна кайса выртрĕ. Çăмламас тĕлĕрнĕ вăхăтра автан асăрханса ӳплене кĕрсе кайрĕ. Тăрсан-тăрсан пуçне кăларчĕ, унталла-кунталла пăхрĕ те каялла кĕрсе çухалчĕ. Килĕшрĕ курăнать автана йытă çурчĕ. Мĕнпе вĕçленĕ-ха ку ĕç тесе нумайччен пăхса лартăм. Йытă вăрансан автана туласа тăкасран та шикленетĕп хам. Çук, кĕтсе илеймерĕм.

Текста малалла вулăр...

Телейлĕ-и эсĕ?

Çуркуннехи илемлĕ кун – Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ – çывхарса пынă май чăваш чиперккисемпе ăраскал, телей, савăнăç çинчен калаçрăм. Темле шăпаллисем те пур вĕсем хушшинче, пĕчченнисем те, мăшăрлисем те, çамрăкраххисем те, аслă çул ӳсĕмрисем те, йăл-кулăпа туслисем те, сăн-питĕнче тунсăх палăраканнисем те, ĕçе васкакансем те, тивĕçлĕ канăва кайнисем те. Анчах хӳхĕмскерсене пурне те пĕр япала çыхăнтарса тăрать – пурнăçа, ачисемпе мăшăрĕсене юратни.
Валентина Белкова, Тереньга районĕ, Подкуровка ялĕ:
– Телей вăл маншăн – юратнă çемье. Мăшăрпа нумаях пулмасть мерчен туя паллă турăмăр. 30 çул хушшинче аванни çеç пулнă пирĕн. Пĕр-пĕрне каçарма, ĕççинче е йывăрлăхра хавхалантарма пĕлни те – телеех. Çирĕм çул ытла фермăра пăру пăхнă. Кавир тĕртме, ал шăлли тĕрлеме юрататăп.

Текста малалла вулăр...

Чыс ылтăн медальрен хаклăрах

Испанири Наварра хулинче чупассипе ăмăрту пынă. Кени спортсменĕ Абель Мутаи ыттисенчен чылай малтан чупса килнĕ те çитрĕм тесе чарăннă.
Анчах вăл йăнăшнă иккен – финиша çитме тата темиçе метр юлнă. Куракансем испанла кăшкăраççĕ: «Малалла чуп! Финиш лере!». Кениец испанла пĕлмест, нимĕн те ăнланмасть, пĕр вырăнта тăрать. Çак вăхăтра ăна Иван Фернандес Анайя испанец хăваласа çитет. Вăл унран чупса иртсе каяс вырăнне кениеца пĕр аллипе çурăмĕнчен чышса тепĕр аллипе финиш ăçтине кăтартать. Вĕсем çапла чупса пĕтереççĕ.
Испанеца мĕншĕн унран иртсе кайса мала тухмарăн тесе ыйтаççĕ. Лешĕ çапла хуравлать: «Эпĕ ку çĕнтерĕве тивĕç марччĕ. Абель Мутаирен эпĕ нумай кая юлнăччĕ, вăл йăнăшман пулсан ăна хăваласа çитме шанчăк çукчĕ. Маншăн çакăн пек лару-тăрура хам чыса упраса хăварни ылтăн медальрен хаклăрах».

Текста малалла вулăр...

ВĕрЕ çĕлен

Уявсенчен пуринчен ытла Ваттисен кунне тата Çĕнтерӳ уявне юрататăп, мĕншĕн тесен вĕсене çынсемшĕн пит хаклă япала – астăвăм – пĕрлештерсе тăрать. Ăна пулах çĕршывра тата тĕнчере пулса иртнĕ ĕçсем тата çын шăписем çырăнса пыраççĕ.
Пирĕн истори – çынсен тата вĕсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе çухатăвĕсен, тĕрлĕ пулăмсен хутăшĕ.
Кăçалхи Ваттисен кунĕ уяр та хĕвеллĕ, лăпкă çанталăкпа тӳр килчĕ. Димитровград хулинчен эп тăван Эврел ялне çитрĕм. Ирхинехи пĕрремĕш автобусран ял хĕррине анса юлтăм. Унтан инçех мар пирĕн ял çăви вырнаçнă. Унта эп леш тĕнчене ăсаннă хаклă çынсем патне пынă пĕрремĕш хăна пултăм. Пĕр-икĕ сехет хушши пĕр вил тăпри патĕнчен теприн патне пырса ĕлĕкхи кивĕ тĕне тытакан чăвашсен йăлипе (сардаш) сывлăх сунтăм, тутлă апатпа хăналарăм.
Ваттисен кунĕ çăва çине мĕнпур ял-йыша, тăван-пĕтене, хурăнташсене пухрĕ.

Текста малалла вулăр...

Наполеон чăнах лутра пулнă-ши?

 
Чылайăшĕ паллă çар пуçлăхĕ Наполеон Бонопарт 157 сантиметр çӳллĕш тесе шутлать.
Чăннипе вара пач урăхла. Наполеон пулăшаканĕн аса илĕвне ĕненес пулсан – императорăн çӳллĕш «5 пье 2 пус тата 3 лини». Пирĕн виçене куçарсан 168,9 сантиметр. Танлаштарма: Нельсон адмирал çӳллĕшĕ 160 сантиметр, Сталинăн – 165, Черчиллĕн – 166. Наполеонăн 170 сантиметра яхăн кĕлетки çав вăхăтра вăтам виçерен çӳллĕрех шутланнă.
Мĕншĕн Наполеона çӳллĕшпе пĕчĕк тенĕ-ха? Пĕр шухăшпа, «лутра» ята ăна акăлчансем панă. Вĕсем те ятарласа, те пăтраштарса франчузсен виçине акăлчанла тĕрĕс мар куçарнăран Наполеон «пĕчĕк» пулса юлнă.
Тепĕр шухăш та пур. Наполеон кĕлеткин пайĕсем шайлашуллă марри тӳрех курăнать. Пуçĕ пысăк, хăй хытанка та черчен. Çакă, ахăртнех, пĕтĕмĕшле сăнар калăпăшне урăхлатнă.

Текста малалла вулăр...

ВĂРТТĂН ĔМĔТ ТĔЛĔКЕ КĔРЕТ

Психологсем ĕнентернĕ тăрăх, Çĕр çинче пурăнакан кашни çынах эротика тĕлĕкне пĕрре те пулин курнă. Унашкал тĕлĕксем мĕншĕн тĕлленеççĕ-ха? Мĕне пĕлтереççĕ вĕсем? Чылайăшĕ çак ыйтусен хуравне тупма ăнтăлать.
Специалистсем çирĕплетнипе килĕшӳллĕн, юрату тĕлĕкĕсене ачасем те кураççĕ, анчах ӳснĕ май вĕсем ясарланаççĕ çеç. Психологсен шухăшĕпе, 25-40 çулсенчи хĕрарăмсем хăйсен тĕлĕкĕсене чăна çавăрма тăрăшаççĕ. Тĕлĕнмелле тепĕр кăтарту та пур: мĕнпур тĕлĕкĕн вуннăмĕш пайĕ – юратупа, ар хутшăнăвĕпе çыхăннă иккен. 25-35 çулсенчи арçынсен 15, çак ӳсĕмри хĕрарăмсен эротика тĕлĕксен 55 проценчĕ киленӳпе вĕçленет. Апла ыйтусем çуралаççех.
Ăсчахсен ĕçĕсене тишкерсен акă мĕн паллă: ытларах чухне тĕлĕкре чăн пурнăçра ар çыхăнăвне куллен кĕменнисем савăшаççĕ. Çакă тĕрлĕ тĕпчев, ыйтăм ирттернĕ хыççăн уçăмланнă – 16-20 çулсенчи каччăсемпе 40-рен иртнĕ хĕрарăмсем эротика тĕлĕкне куллен кураççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пĕр харăс ултă ача çуратнă

Афган çĕршывĕнчи Балх посёлокĕнче пурăнакан 25 çулхи Сара Гуль пĕр харăс ултă ача (виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл) çуратнă.Пилĕк ачи хăйсене аван туяççĕ, пĕрин çеç ытла пĕчĕк пулнипе сывлăхĕ начартарах. Чи пысăкки 1,18 килограмм таять, чи пĕчĕкки – 470 грамм.
УЗИ малтан хырăмра тăватă ача пулнине палăртнă. Çут тĕнчене ултă ача килсен ачасен ашшĕ хыпăнса ӳкнĕ. Пепкисене выçăпа вĕлерес мар тесе вăл васкасах массăллă информаци хатĕрĕсем урлă правительствăран пулăшу ыйтнă. Ку тăрăхра çакăн пек тĕлĕнтермĕш иккĕмĕш хут.
 
çынсемпе хутшăнни ИМшерленме пулăшать
Америкăри Огайо университечĕн ăсчахĕсем çапла çирĕплетеççĕ: çынсемпе çăмăллăнах хутшăнăва кĕме пултаракан çынсен мăнтăрланас шанчăк сахалтарах. Çакăн пек çынсен ӳт-пуçĕнче хăмăр çу текенни нумайрах, шăпах çавă калорисене çиекенни.

Текста малалла вулăр...

Раççейре 2,3 миллион çын чакнă

Раççейре 2010 çулхи юпа уйăхĕнче иртнĕ юлашки çыравăн пĕтĕмлетĕвне палăртнă. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан Раççей халăхĕ 2,3 миллион сахалланнă. Халĕ пирĕн çĕршывра 142 миллион та 857 пин çын пурăнать.
Тĕнчери ытти çĕршывсемпе танлаштарсан çын шучĕпе Раççей саккăрмĕш вырăн йышăнать. Пирĕнтен маларах Китай, Инди, АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш çĕршывĕсем.
Росстат пĕтĕмлетĕвĕпе, Раççейре çын çулран-çул сахалланса пырать. 1989 –2002 çулсенче пирĕн çĕршывра 1,8 миллион çын чакнă, халĕ – тата 2,3 миллион. Ял çыннисем хуларисемпе танлаштарсан виçĕ хут нумайрах пĕтеççĕ. 2002 çултанпа пирĕн çĕр çинчен 8500 ял пачах çухалнă. Тата 19400 ялĕ хут çинче кăна шутланса тăрать, вĕсенче пĕр çын та пурăнмасть.
Раççейре пурăнакансен вăтам çулĕ – 39 çул. 2002 çулта вăтам çул 37,7 пулнă.
Раççейре арçынсенчен хĕрарăмсем 10,7 миллион нумайрах.

Текста малалла вулăр...

Çӳçне сăрланă та – тăнсăр пулнă

Акăлчан хĕрарăмĕ, 38 çулхи Джулия Маккэйб, килĕнче çӳçне пĕветнĕ хыççăн тăнсăр кайса ӳкнĕ, виçĕ уйăх тăна кĕмесĕр пульницара выртать. Тухтăрсем хĕрарăмăн çӳç сăрламаллин пĕр элеменчĕ çине аллерги пулнă тесе шутлаççĕ. Вăл малтанхи пекех çын пуласси шанăç 8 процент кăна теççĕ.
Джулия лавккара “Лореаль” фирмăн килте çӳс пĕветмелли набора туянать, килĕнче çӳçне сĕрет те тăнсăр кайса ӳкет. Малтанах Джулийăн упăшки арăмĕ сăрра пула кайса ӳкнине ĕненмест, мĕншĕн тесен арăмĕ нихăçан та аллергипе аптăраман тата кашни çур çулта пĕрре шуралнă çӳçне пĕветнĕ.
Тухтăрсем вара “Лореаль” сăрăри парафенилендиамин веществона айăплаççĕ. Çак вещество лавккасенче сутăнакан тĕрлĕ сăрăсен 99 процентĕнче пур. Вăл питĕ вăйлă аллерги паракан япала. Çавна пулах унпа Швеци, Германи, Франци çĕршывĕсенче усă курма чарнă.

Текста малалла вулăр...

Кĕленче çурт

Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Опрыскьялта пурăнакан çынсем кĕленчерен çурт çĕклеççĕ. Çакна курма вĕсем патне тĕрлĕ çĕртен автобуссемпе ятарласа килсе çӳреççĕ. “Ĕмĕрĕпе ĕçсе пурăннă та кĕленчине пăрахман. Халĕ унпа пӳрт хăпартнă çĕрте усă куратпăр”,- тесе шӳтлеççĕ опрыскьялсем.
Аллă тăватă тăваткал метрлă çурт хăпартма 14-16 пин кĕленче савăт кирлĕ. Икĕ кĕленче пĕр кирпĕчпе танлашать. Паллах, кĕленчесене пĕччен пуçтарса пĕтерме çук. Муркашсене çак ĕçре Шупашкарти е ытти район центрĕсенчи кафесенче ĕçлекенсем пулăшаççĕ. Кĕленче пӳрт лартакансем урайне те кĕленче сараççĕ. Çакă, вĕсем каланă тăрăх, ăшă тытма пулăшать. Сăмах май, килте кăна мар, тырă типĕтмелли вырăнта та, фермăра та çакнашкал урай сарма май пур. Ку урай трактор кĕрсен те çĕмĕрĕлмест иккен. Кĕленче питĕ çирĕп. Унпа çапса пушă тимĕр витрене те авма пулать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.