Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пирĕн ытлашши пĕр чăваш та çук

1989 çулта Ульяновск облаçĕнче Совет Союзĕнчи чи пĕрремĕш чăваш обществи çуралнă –И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи. Пурнăç малалла аталанса чăвашлăх ĕçне анлăлатас тĕлĕшпе И.Я. Яковлев обществипе «Еткер» фонд учредительсем пулма килĕшнипе облаçри чăвашсен наципе культура атономийĕ йĕркеленчĕ. 20 çул ытла УОЧНКА чăвашсен культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине сыхласа хăварассишĕн, аталантарассишĕн ĕçлет. 2016 çултанпа УОЧНКАна Олег Николаевич Мустаев ертсе пырать.
- Олег Николаевич, Иван Яковлевăн Халалне пурнăçа кĕртессипе автономи мĕнле ĕçсем туса ирттерет/
- Пĕтĕм ĕçне автономи И.Я. Яковлевăн Халалне тĕпе хурса илсе пырать, мĕншĕн тесен И.Я. Яковлев 1921 çулта çырса хăварнă хыççăн чăвашлăх аталанăвĕнче нимĕн те улшăнман, веçех унчченхи пекех пырать. Самана темиçе те улшăннă пулсан та.

Текста малалла вулăр...

Надежда Сандркина паттăрлăхĕ

Редакцие йăрăс пӳллĕ хĕр кĕрсе тăчĕ. Паллашрăмăр. Вăл Чăвашкасси хĕрĕ – Надежда Сандркина пулса кайрĕ. Халĕ вăхăтлăха АПШра пурăнать – Нью-Йорк çывăхĕнчи пĕр пĕчĕк хулара. Н.Сандркина – Раççейĕпе кăна мар, тĕнчипех паллă спортсменка. Вăл марафонка, вăрăм дистанцисене чупнă. Тăватă çул СССР сборнăй командинче пулнă.
Инçетрен килнĕ хăнапа çывăхрах паллашас шутпа хуллен калаçу пуçларăмăр.
-Надежда Николаевна, кăштах ачалăхăра аса илĕр-ха.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче 1966 çулхи ноябрĕн 13- мĕшĕнче çуралнă. Эпĕ Олег тетерен 11 уйăх кăна кĕçĕн. Ун шкула кайма вăхăт çитсен эпĕ те хыççăн кайрăм. Анчах та мана илесшĕн мар. «Тепĕр çул килетĕн», – теççĕ. Эпĕ йĕрмĕшме пуçларăм, ман Олегпа пĕрле çӳрес килет тетĕп. З.А.Ильмендеева учительница вара: «Юрĕ, çӳретĕр. Кăштах вăхăт иртсен хăех пăрахать-ха», - терĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăвашлăха аталантарасси хастар хĕрарăмсенчен нумай килет

Хĕрарăмсен кунĕ умĕн редакци тĕпелĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ çумĕнчи хĕрарăмсен комитетне ертсе пыракан пултаруллă та ăш-пиллĕ пуçаруçăпа, йĕркелӳçĕпе Елена Уресметовапа калаçатпăр.
- Елена Леонтьевна, тытăм çитĕнĕвĕсем çинчен каласа парсамăр.
- Ульяновск облаçĕн правительстви, Ульяновск хула администрацийĕ культура политикине хавхалантарса пулăшса пыни вырăнти халăхсене аталантарас çул-йĕрте самай пысăк çăмăллăх кӳрет. Ĕçлеме ан ӳркен кăна. Тăрăшсан пуçарăва ĕçе кĕртме тĕрлĕ грантсем çĕнсе илме пулать.Телее, регионта чăвашлăхшăн вăй хуракан, наци культурине çӳле çĕклекен хастарсем нумайлансах пыраççĕ. Акатуйсем анлă иртни, облаçри тата хулари районсенче УОЧНКА уйрăмĕсем йĕркеленни (нумаях пулмасть çеç автономин уйрăмĕсем Карсун тата Çĕнĕ Малăкла районĕсенче йĕркеленчĕç, Ульяновскăн сулахай çыранĕнче – «Ниме» чăваш культура центрĕ), вĕсем пысăк хĕрӳлĕхпе ĕçе пуçăнни савăнтарать.

Текста малалла вулăр...

Сĕнче шывĕ вăй-хăват панă

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче ĕçтешĕмĕр Елена Геннадиевна Алексеева 45 çул тултарнине паллă тăвать. Юратнă хĕр тата телейлĕ мăшăр, ытарайми куç тулли виçĕ ача амăшĕ, паллă журналист тата çыравçă, икĕ кĕнеке авторĕ, хаклă тăван тата юлташ, ырă ĕçтеш, литература конкурсĕсен çĕнтерӳçи... Ырă сăмахсен ярăмне тата нумай тăсма пулать.
«Канаш» хаçата вулакансем Елена Алексеева (Аксупи, Алена Селиванова, Александра Романова) ятне лайăх пĕлеççĕ, кашни номертех унăн илемлĕ хайлавĕ-семпе тĕрленчĕкĕсене вуласа киленеççĕ.
Паян вăл ыйтусене хуравлать.
 
- Черетлĕ çуралнă куна еплерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕн/
- Менелник çывхарса пынă май чĕрене темле ытарлă туйăм çупăрлать. Ку вăл çыравçăсемпе хаçатçăсем ватăлсан та чунра ачалăхри ырă туйăма çухатма васкаманнипе те çыхăннă пуль.

Текста малалла вулăр...

Кашниех ытти наци çыннине хисеплетĕр!

Ульяновск облаçĕ халăхсен туслăхĕпе, вĕсен хушшинчи тăнăçлăхĕпе Раççей регионĕ-семшĕн – ырă тĕслĕх. Регионта туслă çыхăнура 112 халăх çынни пурăнать тата вун-вун халăх представителĕсем хăйсене тăван килĕнчи пек хăтлă туяççĕ.
Нацисем хушшинче тăнăçлăх пултăр тесен мĕн тумалла/ Çак ыйтăвăн тупсăмне палăртма Ульяновск облаçĕнчи Халăх культурин центрĕ çумĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр филиалĕн ертӳçипе Нурия Турковапа калаçни пулăшрĕ.
- Халăхсен пĕршухăшлăхĕпе тата пĕртĕллевлĕхĕпе пирĕн область – Раççейри чи ăнăçлă регионсенчен пĕри. Ульяновскра (Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт) 1989 çулта çĕршыври ытти хутлăхсенчен чи малтан Туслăх çурчĕ уçăлчĕ. Вăл пур обществăлла юхăмсене те пĕр çĕре пĕрлештерчĕ. Çул пуçламăшĕнче чăваш, тутар, мордва халăхсен çутĕç обществисем никĕсленсе вăй илчĕç пулсан 90-мĕш çулсен вĕçĕнче тата наципе культура автономийĕсем йĕркеленчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш юрри чуна килентерет

«Канаш» хаçат тĕпелне «Сăрнай» юрă ансамблĕн солистне, пĕр хутчен çеç мар Мускавра, Шупашкарта, Ульяновскра иртнĕ пĕтĕм Раççейри, регионсем хушшинчи, облаçри «Чăваш шăпчăкĕ», «Раççей çăлкуçĕсем», «Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр!», «Кала, хуткупăс» юрă фестивалĕсемпе конкурсĕсенче лауреат ятне тивĕçнĕ çынна, илемлĕ баритон сассипе юрлакан артиста Владимир Сорокина йыхравлама вăхăт çитрĕ.
 
Тăван халăхăмăра каласа кăтартмалли нумай Çĕпрел районĕнче çуралса ĕмĕрне Чĕмпĕр тăрăхĕнче ирттерекен мухтавлă чăвашăн.
- «Арман хуçин ывăлĕ арманçах пулать», - тенĕ ваттисем. Ахăртнех, сирĕн аçăр-аннĕр юрра-кĕвве ăста пулнă. Ача ытларах чухне аслисен çул-йĕрĕпе каять.
- Вĕсем чăнах та питĕ пултаруллă, вĕреннĕ çынсем пулнă. Анне те, Пелагея Кирилловна, атте те, Петр Егорович (шел, атте, Аслă вăрçă паттăрĕ, фронтран таврăнайман), иккĕшĕ те уяв кĕрекине илем кӳме пĕлнĕ.

Текста малалла вулăр...

Манăн тивĕç – Тăван çĕршыва хӳтĕлеме вĕрентесси

УОЧНКАн пиллĕкмĕш отчетпа суйлав конференцийĕнче Ульяновск облаçĕнчи хастар таврапĕлӳçĕ Владимир Ярухин Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945» асăнмалăх палла илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Февраль уйăхĕ Владимир Егоровичшăн уйрăмах хĕрӳ пулнине пăхмасăр хисепе тивĕçнĕ йăхташ чăваш хаçат редакцине кĕрсе тухма килĕшрĕ. Ыйтусене те хаваспах хуравларĕ вăл.
- Ку уйăхра регионта Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалланă паттăрлăхпа патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Эсир ку пархатарлă тăвăма тӳрремĕнех хутшăннине пĕлетпĕр-ха. Эсир шкулсенче нумай пулатăр.
- Облаçри вĕренӳ çурчĕсенче паян пур çĕрте те çар историйĕпе паттăрлăх урокĕсене, «Çĕнтерӳ хĕç-пăшалĕ» куравсем, Аслă тата хĕрӳ вырăнсенче хĕсметре тăнă ветерансемпе тĕлпулусем, çар ăсталăхĕн дисциплинисемпе ăмăртусем йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев – чăвашсен ялавĕ!

Ыран УОЧНКА отчетпа суйлав конференцийĕ. Ун умĕн эпир область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçипе, УОЧНКА председателĕпе, Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи представителĕпе, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çыннипе В.И.Сваевпа тĕл пулса калаçрăмăр.
 
-Владимир Ильич, эсир Ульяновск облаçĕ-нчи чăвашсен наципе культура автономине 13 çул каялла ертсе пыма пуçларăр. Мĕнрен тытăнтăр çĕнĕ ĕçе, мĕнле ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме пултартăр/
-2003 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче иртнĕ УОЧНКА конференцийĕнче хамăн кандидатурăна председатель пулма тăратма мана чăваш хастарĕсем тата область правительствинчен сĕннĕччĕ. Конференци делегачĕсем вара мана председателе суйларĕç. Чи малтан чăваш юхăмĕн хастарĕсемпе, автономин ун чухнехи ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллашма тӳрĕ килчĕ.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлева сăваплă çынсен ретне кĕртмелле

2008 çулта Шупашкарта И.Я. Яковлев ятне сăваплă çынсен ретне тăратас пирки сăмах хускатнă. Пархатарлă ĕçе Шупашкар митрополийĕ пуçарнă, ку енĕпе Мускаври çынсем те вăй хураççĕ. Çак ĕç мĕнле шайра-ши/ Кун пирки эпир Ульяновскри Çветтуй Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркĕвĕн (ăна халăхра Чăваш чиркĕвĕ теççĕ) настоятелĕпе Владимир аттепе (Владимир Валерьевич Маняков) калаçрăмăр.
 
-Владимир атте, эсир кунта ĕçлеме килсен хăвăр чунăрта мĕнле Яковлева уçрăр/
- Маларах эпĕ И.Я. Яковлев чăваш алфавитне туса хатĕрленине, халăха çутта кăларнине пĕлеттĕм. Кунта вара тарăнрах пĕлме пуçларăм, Иван Яковлевич Турра чунтан ĕненекен çын пулнине ăнлантăм. Турă пирĕн халăх валли Яковлева хăех ярса панă пуль. Ку унăн чăваш халăхĕ валли çырса хăварнă Халалĕнче те уйрăм палăрса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Ачасенче чăвашлăх вăрлăхĕ акмалла

УОЧНКАн Ульяновскри Чукун çул районĕнчи уйрăмĕ 2013 çулхи ака уйăхĕ-нче уçăлчĕ. Ăна пĕрремĕш кунранах В.Н.Буяндуков ертсе пырать. Паян вăл пирĕн редакци тĕпелĕн хăни.
 
-Вячеслав Николаевич, чи малтан хăвăрпа паллаштарăр-ха вулакансене.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче 1978 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче çуралнă. Çичĕ çулта чухне пирĕн çемье Якутири Северный поселока тухса кайнă, пĕр тапхăр унта пурăннă. Вăтам шкул вара эпĕ Чăнлă поселокĕнче пĕтертĕм. 1996 çулта Ульяновскри культура училищине вĕренме кĕтĕм, 2000 çулта диплом илсе тухсан Чăнлăри сахăр завочĕн клубĕнче ансамбль ертӳçинче ĕçлеме пуçларăм. 2005 çулта Самарти культура академине вĕренме кĕтĕм. Ульяновскри Свердлов ячĕллĕ паркра ĕçлеме тытăнтăм. Пилĕк çултан мана Винновка ращин директорĕн çумне куçарчĕç. Халĕ эпĕ çак паркăн директорĕ.

Текста малалла вулăр...

Университет çамрăксене кĕтет

Канаш» хаçат редакцийĕн паянхи хăни – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕ-пе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Михайловна Иванова.
 
– Ырă кун пултăр, Алена Михайловна. Шупашкарта вырнаçнă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çинчен илтмен мар-ха эпир, анчах сирĕн факультет çинчен тĕплĕнрех пĕлсен аванччĕ.
– И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пурĕ 17 факультет. Вĕсенчен пĕри – вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ. Ун тытăмĕнче виçĕ уйрăм: чăваш филологийĕ, вырăс филологийĕ тата журналистика. 2013 çулччен вĕсем кашни хăй пĕр факультет пулнă.
Эпир университетри ытти факультетсенчен кăшт уйрăларах тăратпăр: пирĕн преподавательсемпе студентсем тăван чĕлхемĕрĕн, тăван литературăн, тăван культурăн ылтăн çӳпçине тĕпчесе-вĕренсе чăвашлăха малалла аталантарма тăрăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» хаçатăн 50 çулне те паллă тăвасчĕ-ха!

«Канаш» хаçат юбилейĕ умĕн эпир ун пĕрремĕш редакторĕпе, Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕпе В.Ф.Ромашкинпа курса калаçрăмăр, хаçат мĕнле тухма пуçланине аса илтĕмĕр.
 
-Валериан Федорович, çĕнĕ ĕçе мĕнлерех пикентĕр, мĕнрен пуçларăр/
-Çĕнĕ самана çитсен наци ыйтăвĕсене власть умне тăратма май пулчĕ. Кашни халăх культурине çĕклесси пирки нумай калаçма пуçларĕç. Калаçăвĕ пур, анчах ĕçĕ курăнмасть. Сăлтавне укçа-тенкĕ çукки çине яраççĕ. Эпĕ ун чух Чăнлă районĕнчи «Коммунизм çути» хаçат редакторĕччĕ. Вара «Канаш» хаçатăн 1-мĕш номерĕ валли хамăр патăмăрта материалсем хатĕрлерĕмĕр, верстка турăмăр, район типографийĕнче (директорĕ В.Салюкин) пичетлерĕмĕр. Ку 1989 çулхи декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Ун хыççăн область администраци пуçлăхĕ Ю.Ф.Горячев хăй патне пичет секторĕн пуçлăхĕпе А.

Текста малалла вулăр...

НИКОЛАЙ РОЗОВ: «Çынсене пулăшсан ман кăмăл çĕкленет»

Çак кунсенче хастар чăваш арĕ, «Канаш» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕ, чăваш халăх ăсчахĕсен Ульяновск облаçĕнче филиалĕн ертӳçи, чăваш тĕнчинчи паллă таврапĕлӳçĕ Н.Д. Розов 60 çул тултарать. Юбилей умĕн эпир хамăр çывăх юлташпа курса калаçрăмăр.
 
 
– Николай Дмитриевич, кăштах ачалăха аса илер-ха.
– Эпĕ Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Çĕньялта çуралнă. Атте Дмитрий Пахомович вăрçăран вăйлă сусăрланса килнĕ, ун пĕр ури хуçланмастчĕ. Вăл йывăр аманнă хыççăн çулталăк çурă госпитальте выртнă. Анне Агапия Мироновна кӳршĕ ял хĕрĕ – Хупкĕпертен. Вĕсем пилĕк ывăл çуратса ӳстернĕ, эпĕ тăваттăмĕш. Атте правленире, ветеринари санитарĕнче ĕçлерĕ. Çемьешĕн питĕ тăрăшатчĕ, ял çыннисем те алли-урине сиктерсен ун патне пулăшу ыйтма пыратчĕç, вăл шăмăсене вырăнне лартатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Владимир СВАЕВ: "Эпĕ ÇĔннине шыракан çын

Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наци культура автономийĕн (УОЧНКА) председателĕ Владимир Ильич Сваев 70 çул тултарнине паллă турĕ.
Вăл область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, облаçри Национальноçсен Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи сут-илӳ тата экономика представителĕ, Чăваш наци конгресĕн (ЧНК) Ульяновск облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕ, УОЧНКА çумĕнчи чăваш усламçисен «Эртел» ушкăн ертӳçи.
В.И.Сваев ĕçне Ульяновск облаçĕн «За веру и добродетель» Хисеп паллине, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне, «За заслуги перед Чувашской Республикой» орден медальне парса хакланă.
Юбилей хыççăн эпир унпа курса калаçрăмăр.
-Владимир Ильич, эсир УОЧНКАна 2003 çултанпах ертсе пыратăр ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Кунтикав тата унăн çыннисем

Александр Богатовпа хаçат редакцийĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Кĕçех пӳлĕме яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа çӳрекен Александр Михайлович кĕрсе тăчĕ. Мĕнрен пуçлатпăр тенине хирĕç: «Хăвăр çинчен каласа параймăр-ши?»-терĕм.
 
— Капла мар, тăванăм, - терĕ вăл çирĕппĕн. - Кунтикав ялĕ çĕр çул тултарать. Ку вăл пĕр ĕмĕр. Çавăнпа та паянхи калаçу ман тăван ял тата ун çыннисем çинчен пултăр. Мĕнрен пуçлăпăр?
— Кĕнекĕр еплерех çырăннине каласа парăр-ха. Вăл «Кундюковка – село в степной долине» ятлă вĕт.
— Ял никĕсленнĕренпе 90 çул çитсе пыратчĕ. Шкул директорĕ Николай Казаков сăмах майĕпе, тен, кĕнеке çыратăн, вăл ентешсем валли пит аван парне пулĕччĕ терĕ. Вăт çакăнтан веçех пуçланчĕ те. Эп килĕшмессе пултарайман, мĕншĕн тесен ял çыннисем умĕнче ĕмĕрех парăмра.

Текста малалла вулăр...

ВЫРСАРНИ ШКУЛĔ — ĔНЕНӲ НИКĔСĔ

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнчи Турă Амăш ячĕллĕ чиркӳ çумĕнче вырсарни шкулĕ ĕçлет. Ăна чиркӳ настоятелĕ Сергий атте (Сергей Ижуков) 2005 çулта чăмăртанă.
-Сергий атте, пурнăçăра тĕнпе хăçан çыхăнтартăр?
-Анне манпа йывăр çын чухне Украинăри Киев Печёрин Лаврне кайнă. Çапла пĕрремĕш хут эпĕ чиркӳ сывлăшĕпе сывланă.
Ялта (Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çарăмсан ялĕ) чиркӳ туса лартсан аннепе пĕрремĕш хут кĕлĕре пултăм. Саккăртаччĕ эпĕ ун чух. Пĕррехинче пачăшкă мана хăй патне чĕнчĕ те тӳрех алтаре илсе кĕчĕ. Пулăшма ыйтрĕ: çурта çутма, просвир валеçме тата ытти вак ĕçсем тума. Кăмăла кайрĕ мана çак сăваплă ĕç. Çапла эпĕ кашни кĕлĕрех пачăшкă çумĕнче çӳрерĕм. Пĕрле вĕренекенсен хушшинче малтанласа тăрăхлакансем те пулчĕç. Вĕрентекенсенчен те ӳпкелӳ сăмахĕсем илтме тиврĕ – аван вĕренеттĕм пулин те.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç пĕлтерĕшĕ – к ĕ р е ш ӳ

Паян пирĕн хаçат хăни – Аслă Нагаткинти спорт шкулĕ çумĕнче Ирçел шкулĕнче спорт секцине ертсе пыракан тренер-преподавател ь Вячеслав Александрович Тражуков.
 
-Спортпа, кĕрешӳпе эсир мĕнле туслашнă?
-Эп çак ялта 1965 çулта çуралнă. Хама мĕн ас тунăранпах спортпа туслă. Чупассипе, хоккейла, волейболла выляссипе уйрăмах палăраттăм. Ачаранпах хама сăмах панă – нихăçан та чĕлĕм туртмастăп, эрех ĕçместĕп, сывлăха спортпа çирĕплететĕп. Эпир ӳснĕ чух спорт секцийĕсем пулман вĕт. Çавăнпа хам тĕллĕн ĕçленĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа кашни ир тăрсанах зарядка тунă, чупнă. Çиччĕмĕш класран çур сехет турник çинче вăя çирĕплетнĕ. Çакăн валли ыттисенчен çур сехет кăна иртерех тăмаллаччĕ. Ирхи упражненисем вара питĕ витĕмлĕ. Хамăрăн ачасене те – Иннăпа Игоре ирпе чуптараттăмччĕ, секцие çӳрекенсене те çапла тума хистетĕп.

Текста малалла вулăр...

Владимир СВАЕВ: «Юрă-ташă чĕрере»

(Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнче Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă конференци иртнине тĕпе хурса)
 
Ӳссе çитĕннĕ таврари чăваш халăхĕн ытармалла мар юррисене пухас тĕллевпе виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. 1987 çулта пирĕн пата анне килсен ял юррисем çинчен каласа пама ыйтрăм. Вăл паллаштарнă юрăсем пĕр шкул тетрачĕ пулчĕç. «Канаш» хаçатра Чăнлă районĕнче пуçтарнă чăваш юррисене пичетленĕ хыççăн аннене паллаштарсан: «Вăтăра яхăн юррине эпĕ те çамрăкрах чухне юрланă», - терĕ. Мĕнле майпа пĕр юрăсенех тĕрлĕ тăрăхра юрлама пултарнă-ха? Аннеçĕм Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнче çуралса ӳссе çитĕннĕ. Çавăнпа та: «Теччĕ вăл, Теччĕ вăл, Теччĕ çывăх çĕр мар вăл…» тата ытти юрăсене анне шăрантарни мана тĕлĕнтермест. Вĕсене «Çĕньял юррисем» теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Инна ТРАЖУКОВА: "Тар тăкмасăр ăнăçу килмест!"

Европа чемпионачĕн призёрĕн, Чăнлă районĕнчи Ирçел хĕрĕн Ирина Тражукован ятне Раççейĕн суйласа илнĕ командинче аван пĕлеççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче вăл çирĕп графикпа пурăнать. Апла пулин те Инна Аслă Нагаткинти çамрăксен ăмăртăвне килсе хисеплĕ хăна пулнă.
 
-Тăван тăрăха нумайлăха килтĕр-и?
-Темиçе куна çеç. Эпĕ Швецире иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртуран таврăнтăм. Часах Кисловодска тренировкăсене тухса каймалла. Ку базăра пире аван хатĕрлеççĕ. Пĕрремĕш ăмăрту Тбилисире иртмелле.
-Эсĕ кĕрешӳре миçе çул?
-12 çул. Çакăншăн аттене тав тăватăп. Вăл ирĕклĕ кĕрешессипе аппаланать. Пĕр вăхăт пăрахса водительте ĕçлерĕ. Ун хыççăн каллех спорта таврăнчĕ. Ирçелĕнчи арçын ачасенчен команда йĕркелесе тренер ĕçне пуçăнчĕ. Мана та илчĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсем пĕрле пуçтарăннăшăн савăнатăп

Январь уйăхĕнче УОЧНКА çĕнĕ вырăна куçрĕ. Ун халĕ яланхи вырăнĕ пур: Ульяновск хулинчи Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çурт. Кирпĕчрен тунă пĕр хутлă кивĕ çурта юсас ĕçсене Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Хула Думин депутачĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи председателĕн пĕрремĕш çумĕ П.К. Столяров ертсе пынă. Эпир унпа курса калаçрăмăр.
 
-Пётр Капитонович, автономи çуртне юсас ĕçе эсир ертсе пынă. Мĕнрен пуçланчĕ ку?
-Кун пек йышăну икĕ çул каялла УОЧНКА ларăвĕнче турăмăр. Кайран ун пуçлăхĕпе В.И.Сваевпа пĕрле С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр патне çыру çыртăмăр, чăваш автономийĕ валли çурт уйăрса пама ыйтрăмăр. Вăл шырăр, тупăр терĕ, кайран хутсене йĕркелемешкĕн пулăшма шантарчĕ. Нумай çĕре çитсе куртăмăр, хулана пăхса çаврăнтăмăр.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.