Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

А д в о к а т

Çак кунсенче Çĕнĕ хулари адвокат Герман Мадюков 50 çул тултарчĕ. Паян вăл – редакци хăни.
 
— Герман Дмитриевич, мĕнле сĕткенлĕ чăваш çĕрĕ çакăн пек пултаруллă арçынна çитĕнтернĕ-ши?
— Эп Чăваш Çĕпрелĕнче йышлă çемьере çуралнă. Шучĕпе сакăр ачаран – пиллĕкмĕш. Аттепе, Дмитрий Николаевичпа, анне, Александра Ивановна, питĕ пултаруллă çынсем, пире юратупа ачашлăхра ӳстернĕ, ачаран ĕçе хăнăхтарнă, тӳрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ. Астăватăп-ха, 6-7 çулта чухнех кĕтӳ кĕтеттĕм. Кил хуçалăхĕнче 2-3 ĕне, сурăхсем нумай пулнă. Таврари çырма-çатрара вĕсене курăк çитереттĕм, çăлран шыв ĕçеттĕм. Атте механизатор пулнă. 5-мĕш класранах унпа пĕрле уй-хире ĕçлеме çӳреттĕм. Комбайн штурвалне тытса 7-мĕш класран хам тĕллĕн тырă çапма пуçланă. Аттепе автомашинăпа кӳршĕллĕ ял-хуласене кайса çӳреттĕм.

Текста малалла вулăр...

АСЛĂ СЛЕДОВАТЕЛЬ

Халĕ «арçын» тата «хĕрарăм» профессийĕсем çукпа пĕрех. Паян саппун çакнă арçынна кухньăра, хĕç-пăшал тытнă хĕрарăма хурал ĕçĕнче курма пулать.
Аслă Нагаткинри шалти ĕçсен уйрăмĕнче, тĕслĕхрен, аслă следователĕн ĕçне пирĕн ентеш, юстици майорĕ – Ольга Корпусова пурнăçласа пырать. Вăл Чăваш Енри Йĕпреç районĕнче вĕрентӳçĕ çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче иртнĕ. Шалти ĕçсен тытăмĕнче 12 çул вăй хурать. Çак хушăра вăл «Шалти ĕçсен министерстви-200 çулта» кăкăр паллине, «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» III-мĕш степеньлĕ медале, облаçри шалти ĕçсен управленийĕн, Чăнлă район администрацин Тав хучĕсемпе грамотисене тивĕçнĕ. Кăçалхи нарăсăн 13-мĕшĕнче ăна «Раççей шалти ĕçсен министерствин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ 70 çулта» медальпе чысланă.
-Ольга Николаевна, ачалăхăр мĕнлерех пулнă?

Текста малалла вулăр...

Николай ПАЙМУШКИН: «Алла киçтĕк тытсан тĕнчене манатăп»

Унăн ĕçĕсем кашни курава илемлетеççĕ
 
Ульяновск облаçĕнчи ӳнер тĕнчинче чăвашсем те сахал мар. Ентешĕмĕрсен хăйнеевĕрлĕ пултарулăхĕ Чĕмпĕр художникĕсен ятне-сумне çĕклет. 1952 çулта Ульяновскра çуралнă ентешĕмĕр Николай Иванович Паймушкин художник чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 60 çул тултарать. 1978 çулта вăл РСФСР Художниксен союзĕн Ульяновскри çамрăк художниксен уйрăмне, 1985 çулта — СССР Художниксен союзне кĕме тивĕçет. Вăл 250 картина авторĕ.
 
-Паймушкин хушаматлă ентешсем Чăнлă районĕнче пур. Сирĕн йăх-тымарăр çавăнтан тухман-и?
-Çапла. Манăн атте – Иван Петрович – Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă. Вĕсем çиччĕн ӳснĕ. Атте вăрçă участникĕ. Анне – Ульяновск районĕнчи вырăс ялĕнчен – Семёновкăран. Вăрçăран таврăнсан атте Семёновкăна ĕне туянма кайнă, аннепе паллашнă.

Текста малалла вулăр...

Александр Вражкин: «Эпĕ чунпа тăван тăрăхран ниçта та кайман»

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти «Чĕмпĕр Ен» ентешлĕхĕн пуçлăхĕн, «СВ-Пресс» издательство директорĕн, "Канаш" хаçат тусĕн А.Н. Вражкинăн юбилей – 50 çул тултарать. Ентешĕмĕр Ульяновска та час-часах килсе каять, кунти чăвашсен культура пурнăçне хастар хутшăнать. Эпир юбилярпа курса калаçрăмăр.
-Александр Николаевич, хăвăр çинчен кĕскен каласа парăр-ха. Шупашкара мĕнле лекрĕр?
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ку тăрăхра чăваш ялĕсем карта кăмпи пек лараççĕ: Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш, Чăвашкасси, Анат Тимĕрçен, Вăта Тимĕрçен. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев 1879 çулта Хусанти вырăс мар халăхсен учитель семинарийĕн директорĕ Н.И.Ильминский патне янă çырура çапла çырать: «...Улхашран эпĕ тахçан А.В.Рекеев учительте ĕçленĕ Тимĕрçен ялне кайрăм. Тимĕрçен – питĕ пысăк, чăн-чăн чăваш ялĕ (2500 арçын ытла), юнашар вырнаçнă виçĕ ялтан тăрать.

Текста малалла вулăр...

Паттăрсене тивĕçлипе хаклама вĕренмелле

«Кашни çыннăн пурнăçĕнчи историллĕ пĕлтерĕшне вăл Тăван çĕршывшăн мĕн тунипе хаклаççĕ, çынлăхне вара – Тăван çĕршыва мĕнле юратнипе», - тенĕ Н.Г.Чернышевский.
Хальхи вăхăтра çамрăксене кăна мар, мĕнпур халăха Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, ку енĕпе тĕрĕс воспитани парасси Раççей патшалăхĕн тĕп вырăнта тăракан ĕçĕ пулса тăчĕ. Çамрăксен кăна мар, аслăрах ăрури çынсен те тĕнче тавракурăмĕ, мораль текен ăнланусем юлашки 20 çулта самай улшăнчĕç. Çавăнпа та патриотла воспитани парассине малашне тĕпе хурса ĕçлемелле. Çак пысăк тĕллеве пурнăçлассипе вĕрентӳ учрежденийĕсем нумай ĕçлеççĕ. Анчах ку сахал. Тĕнчери лару-тăру улшăннă май, ĕç коллективĕсемпе обществăлла организацисем те çак ĕçе хутшăнмалла. Раççей халăхĕнче çĕршыва юратмалли туйăм çĕклемелли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелемелле.

Текста малалла вулăр...

ĔМĕтсене шайлаштарма чун кирлĕ

Пĕлĕвĕпе вăл инженер-строитель, акă çиччĕмĕш çул Ульяновск хулин администрацийĕнче вăй хурать: маларах Хула Думин председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, халĕ – Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.
Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ, вырăнти хастар чăвашсемпе Ульяновск облаçĕпе хули администрацийĕсем хушшине кĕпер хывакан пуçаруллă чăваш. Хастарлăхпа ыркăмăллăхшăн «Çĕрçуллăх меценачĕ» кĕмĕл ордена тивĕçнĕ, ун ятне «Ульяновск хулин чи аван çынни-сем» Хисеп хăмине кĕртнĕ. Пирĕн хăна паян – Петр Капитонович Столяров. Авăн (сентябрь) уйăхĕн 21-мĕшĕнче хисеплĕ ентеш 60 çул тултарчĕ.
 
— Петр Капитонович, Ульяновск облаçне Эсир хăçан килнĕ?
—1972 çулта Курганти машинăсем тăвакан техникумран вĕренсе тухсан ĕç карьерине Димитровградри «Уралпроммонтаж» тресчĕн монтажпа строительсен 14-мĕш управленийĕнче слесарь-монтажникра н пуçла-рăм.

Текста малалла вулăр...

Ăмăрткайăк ĕмĕтлĕ чăвашăн ăнăçлă вĕçевĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ, «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ тата директорсен канашĕн пред-седателĕ, чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕ Анатолий Георгиевич Еленкин 55 çул тултарчĕ. Хисеплĕ чăваша ырă ĕçĕсемшĕн тăван çĕршыв «Çĕрçуллăх меценачĕ» орденпа, иккĕмĕш тата пĕрремĕш степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, «Ульяновск облаçĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллипе наградăланă. Вăл ертсе пыракан тулли мар яваплă общество ячĕ облаçра, Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те янăравлăн илтĕнет. Çуралнă кун умĕн Анатолий Георгиевич пирĕн редакци тĕпелĕнче хăнара пулчĕ.
 
— Анатолий Георгиевич, Эсир Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче çĕннине пĕлме, вĕренме юратакан ятлă-сумлă çемьере çуралнă.

Текста малалла вулăр...

"Эреветĕн" – çĕнĕ пултарулăх ертӳçи

Чăваш юрри – чун уççи, чăваш юрлама пăрахсан ĕçлеме ăçтан вăй-халĕ тухĕ? Культура керменĕсем çумĕнче пуçаруллă хастарçăсем йĕркеленĕ юрăпа ташă ушкăнĕсене çухатса, салатса пĕтерес марччĕ пирĕн. Вĕсене ахах-мерчен пĕрчисем евĕр сыхласчĕ. Хальлĕхе чăваш культурин малашĕ пур пек туйăнать-ха – юрлать-ташлать ĕçчен халăх, чун çĕкленĕвне те, тунсăхне те юрă урлă кăтартса пама май тупать. Çак самантра вулакансене пĕр улшăну, çĕнĕлĕх пирки калама васкатăп. Паян эпир юратакан «Эреветĕн» пултарулăх ертӳçинче çĕнĕ çын. Вăл чăвашсем хаклакан, юратакан Станислав Толстов юрăç тата композитор.
 
- Станислав Петрович, Эсир «Эревет» юрă ушкăн тилхепине хăвăр аллăра илнĕренпе вăхăт нумай та иртмерĕ – çĕнĕрен халăх ятне çирĕплетме пултартăр. Епле майпа?
-Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук.

Текста малалла вулăр...

60 çул – иккĕмĕш сывлăш уçăлни

Чăнлă район администрацинчи социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.А.Узиков майăн 16-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Вăл Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, РФ тата Ульяновск облаçĕн "Ĕç ветеранĕ" ятне тивĕçнĕ. Ăна РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.
Паллă кун умĕн эпир унпа курса калаçрăмăр.
 
-Анатолий Александрович, хăвăр çинчен, çемйĕр çинчен кăштах каласа парăр-ха.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕнче çуралнă. Атте – Александр Павлович - 1918 çулхи, Аслă вăрçă участникĕ. Хамăр районти хуçалăхсенче 20 çул ытла председательте ĕçленĕ. Шел, 61 çултах çĕре кĕчĕ. Анне - Ольга Петровна - 1928 çулхи, тăван ялта шăллăм çемйипе пĕрле пурăнать.
Эпĕ ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ хыççăн Кĕçĕн Нагаткинта 8 класс пĕтертĕм. Вăтам шкула Аслă Нагаткина кайрăм.

Текста малалла вулăр...

СЕРГЕЙ КРАСНОВ: «Ентешĕмĕрсем тав тăваççĕ пулсан – эпĕ кирлĕ»

Сергей Краснов Чăваш патшалăх университечĕн Ульяновскри вĕрентӳпе консультаци пунктĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтернĕ. Облаçра Кĕрешӳ йĕркелесе янă. Спорт маçтăрĕн кандидачĕ, тренер. Облаçри хушма предметсене вĕрентекенсен хушшинче иртекен «Сердце отдаю детям» конкурсăн çĕнтерӳçи, УОЧНКАн спорт комитечĕн ертӳçи. Паян вăл «Канаш» редакци хăни.
 
-Сергей Михайлович, спортпа эсир хăçантанпа туслă?
-Футбол, хоккей вăййисемпе ялта ӳсекен кашни арçын ачах аппаланнă ĕнтĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе тата многоборье енĕпе, ГТО нормисене парассипе вăйлисен шутĕнчеччĕ. Кĕрешес мелсене шкулта вĕреннĕ çулсенчех алла илме май пулчĕ. Манран аслăрах юлташ Сергей Трифонов Аслă Нагаткинра вĕренетчĕ, вăл ирĕклĕ кĕрешессипе секцие çӳретчĕ. Канмалли кунсенче яла таврăнсан çерем çине кĕрешме тухаттăмăр.

Текста малалла вулăр...

ватлăхпа ачалăха хӳтĔлеÇÇĔ

Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр
 
Справка. Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев 1955 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче Куйбышев (паян Самар) облаçĕнчи Исаклă районĕнчи Сокский посёлокĕнче çуралнă. 1972 çулта Сокскри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула пĕтерет, 1983 çулта – Куйбышеври авиаци институтне.
Ĕç биографийĕ тăван хуçалăхăн пĕрремĕш уйрăмĕнче трактористра ĕçленинчен пуçланать (1973-74). Салтакран таврăннă хыççăн Самарти Фрунзе ячĕллĕ заводра малтан токарь вĕренекенĕ, кайран токарь пулса вăй хурать. 1983 çулта аллине инженер-механик дипломне илет. Специалиста Ульяновскри авиаципе промышленность комплексне — «Авиастара» ĕçлеме яраççĕ. 2001 çулччен — вун çичĕ çул ытла — маçтăртан пуçласа директор çумне çитиччен тăрăшать.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев хваттер-музейĕ – туслăх çăлкуçĕ

И.Я.Яковлев нумай çул чăвашсемшĕн ĕçлесе пурăннă çуртра музей йĕркеленĕренпе 20 çул ытла. Нина Владимировна Литвинова директорпа сотрудниксем Яковлев музейĕ Ульяновск облаçĕнче пурăнакан тăватă тĕп халăхăн культурине вĕрентсе пропагандăлакан, халăхсене туслă пурăнма пĕрлештерсе тăракан центр пултăр тесе нумай вăй хураççĕ.
 
-Паллах, нумайăшĕ пирĕн чăвашсемшĕн кăна ĕçлемелле тесе ăс парĕ. Анчах хальхи вăхăтра халăхсен туслăхне çирĕплетесси Раççей политика пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăрать. И.Я.Яковлев та, ĕçлесе пурăннă чухне, ытти халăхсене – вырăс, тутар, мордва – сума сунă, вĕсен культурипе, чĕлхипе кăсăкланнă. Унăн шкулĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем вĕреннĕ. Халалĕнче те чăвашсене ытти халăхсемпе туслă пулма вĕрентсе хăварнă. Тата чăвашсене мĕнле интереслентерсен те вĕсем кунта сахал çӳретчĕç.

Текста малалла вулăр...

Энциклопеди нумай вĕрентрĕ

Ирина Чагирована пирĕн облаçри чăвашсенчен нумайăшĕ палламаççĕ пулин те унăн ячĕпе хушамачĕ, çепĕç те лăпкă сасси сахал мар ентешшĕн çывăх. Дмитрий Кузьмин пуçарса хăй укçипе «Краткая чувашская региональная энциклопедия» икĕ томлă кĕнекене хатĕрлес ĕçре çак тарават хĕрарăмăн тӳпи калама çук пысăк. Вăл ултă çул хушши (2006 – 2012 çулсенче) редакторăн «сылтăм алли» тата пĕрремĕш пулăшаканĕ пулчĕ. Ирина Николаевна паян редакци хăни.
-
- Ирина Николаевна, эсир Дмитрий Кузьмин тĕлне пулни уншăн кăна мар, энциклопеди валли материалсем пуçтарма пулăшакансемшĕн те чăн-чăн савăнăç. Сирĕнпе час-часах хутшăнма тивнĕ, çавăнпа калатăп. Мĕнле майпа Турă сире çак ĕçе кӳлĕнме пӳрчĕ-ха?
-Дмитрий Васильевич манăн мăшăрпа Станиславпа Чĕмпĕре куçса килнĕренпех çыхăну тытать.

Текста малалла вулăр...

Дмитрий Кузьмин: "Энциклопедия призвана выработать в чувашах чувство национальной гордости"

На днях в жизни ульяновских чуваш произошло знаменательное событие. Вышел в свет второй – завершающий – том уникальной книги, которая называется «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области». Первый том был издан в 2009 году.
Инициатором, идейным вдохновителем, составителем, редактором, главным спонсором энциклопедии является Дмитрий Васильевич Кузьмин, руководитель мебельного ателье, находящегося в Новом городе Ульяновска.
Эта энциклопедия является оригинальной как по содержанию, так и по оформлению. Издание напоминает нам о наших исторических корнях, фиксирует в истории интереснейшие сведения о наших замечательных земляках. Главным достоинством книги является наличие в ней национальной идеологии, книга будет настраивать наших соплеменников на сохранение и приумножение многих присущих чувашскому народу положительных качеств.

Текста малалла вулăр...

РАÇÇЕЙРИ ЧИ ЛАЙĂХ ОМОНОВЕЦ

Владимир Александрович Кукшинпа Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен министерстви, облаçри милицин ятарлă отрячĕ (ОМОН), çывăх юлташĕсемпе тăванĕсем, ентешĕмĕрсем тивĕçлипех мухтанаççĕ. 36 çулхи хастар ентеш Пĕтĕм Раççейри ОМОН сотрудникĕсен хушшинче иртнĕ ăмăртуран иккĕмĕш хут (2009 тата 2011 çулсенче) çĕнтерӳпе таврăннă. Облаçри милици ятне-сумне çӳлте тытса пынăшăн ентешĕмĕре облаçри ШĔМ пуçлăхĕ Андрей Ларионов генерал-майор срок çитичченех милици майорĕ звани парса чысланă. Хăюллă, ăста, хăй ĕçне тĕплĕ пĕлекен милици майорĕ паян редакци тĕпелĕнче.
 
-Владимир Александрович, сире çĕнтерӳ ячĕпе саламлатпăр. Ăçта çуралса çапла хурçă пек туптаннă-ха эсир?
-Манăн тăван çĕршывăм – Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕ. Аттепе анне – Александр Тимофеевичпа Лидия Афанасьевна – ял ĕçченĕсем пулнă.

Текста малалла вулăр...

Второй том энциклопедии – на финишной прямой

Директор мебельного ателье Д.В.Кузьмин заканчивает работу над своим большим проектом: издание двух томов книги «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области». Скоро выйдет второй том книги. Об этом автор, редактор, спонсор делится со своими впечатлениями.
- Дмитрий Васильевич, процесс подготовки второго тома несколько затянулся. Что Вы можете сказать по этому поводу?
- Да, действительно это так, второй том энциклопедии я рассчитывал выпустить в 3 квартале текущего года, но кадровый голод не позволил сделать это. В штате у меня всего одна сотрудница, остальные мои помощники – это двое студентов ульяновских вузов и сотрудница одной из Ульяновских газет. Они работали у меня только в свободное от занятий и работы время.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхине вĕренме никам та чармасть

Кăçал Ульяновскри патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчи наци уйрăмĕнчи чăваш ушкăнне виçĕ ача кăна вĕренме килни нумайăшне пăшăрхантарать. Лару-тăру ушкăна хупас патне те çитерме пултарать. Çак ыйтупа филологи уйрăмĕн деканĕн çумĕпе, чăваш уйрăмĕнчи чĕлхе вĕрентӳçипе Ольга Геннадьевна Узиковапа калаçрăмăр.
-Ольга Геннадьевна, ăçтан вĕсем, чăваш чĕлхине юратса кăçал наци уйрăмне вĕренме кĕнĕ студентсем?
-Кăçалхи пĕрремĕш курсри виçĕ студентран иккĕшĕ Ульяновскри шкулсенчен, пĕри – Тутарстанри Пăва районĕнчен. Заявлени паракансем пурĕ тăхăр çынччĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ ытти факультетсене суйласа илчĕ, иккĕшĕ вара обществознанипе ЕГЭ тытнă чухне кирлĕ чухлĕ баллсем пуçтарайман. Обществознани пирĕн факультетра профильлĕ предмет, çавăнпа та чи пĕчĕк балл 39-тан кая пулмалла мар.

Текста малалла вулăр...

Поэзи çинчен — пĕр Сăмах та…

Анатолий Юман поэт çак кунсенче 79 çул тултарать. Ун пирки пирĕн хаçат сахал мар çырнă, вăл хăй те «Канаш» хаçатăн чи хастар авторĕсенчен пĕри. Унăн пултарулăхĕ çинчен эпир чылай пĕлетпĕр.
Паянхи интервьюра калаçу А.Юманăн пултарулăхĕ пирки мар, унăн кулленхи пурнăçĕ çинчен пырать.
 
–Анатолий Фёдорович, Сирĕн ача чухне мĕнле ĕмĕт пулнă?
–Ача чухне ман художник пулас ĕмĕт пурччĕ. Пирĕн урамра Владимир Узалуков (ăна ялта Пашалу Вăлатимĕрĕ тетчĕç) пурăнатчĕ. Вăл колхоза кĕменччĕ, вĕсен кил-йышĕ хĕсĕк çуртра пурăнатчĕ. Унта хăй ӳкернĕ картина нумайччĕ. Эпĕ ун патне куллен тенĕ пекех пырса çӳреттĕмччĕ. Çапла хавхаланса акварельпе картинăсем ӳкерме пуçларăм. «Пионерская правда» хаçата та ярса панăччĕ хăш-пĕрне. Пичетлемерĕç. Эпĕ шкулта плакатсем çырнă, стена хаçатне илемлетнĕ.

Текста малалла вулăр...

Вĕрентӳре çĕнĕлĕх кĕтет

2010 çулта Раççейре “Пирĕн çĕнĕ шкул” наци вĕрентӳ пуçарăвĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Чăнлă районĕн вĕрентӳ тытăмĕ çĕнĕ условисенче мĕнлерех ĕçлени çинчен “Чăнлă районĕ” муниципаллă пĕрлĕх администрацин вĕрентӳ пайĕн заведующийĕ Владимир Николаевич Пидиксеев каласа пачĕ.
- Владимир Николаевич, чи малтанах кăçал шкул пĕтернисен вунпĕр çулхи вĕренĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарăр-ха.
- Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне 132 вĕренекен тытрĕ. Вĕсем пурĕ вунă предмет суйласа илнĕ. Экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕпе виçĕ шкул пĕтерекен ылтăн медале, пиллĕкĕшĕ кĕмĕл медале тивĕçрĕç. Вĕсем пурте хăйсен пĕлĕвне çирĕплетрĕç. Кăçал шкул пĕтерекенсенчен 68,7 проценчĕ аслă вĕренӳ шкулĕсене кĕнĕ, 21 проценчĕ – ятарлă вăтам вĕренӳ заведенисене. Аслă Нагаткинпа Пухтел шкулĕнчен вĕренсе тухнисем халĕ пурте аслă вĕренӳ заведенисенче пĕлĕвĕсене ӳстереççĕ.

Текста малалла вулăр...

Мана халăх суйласа лартнă

Пирĕн редакци хăни – Чăнлă район пуçлăхĕ, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ Х.В.Рамазанов.
 
— Ханяфи Валиевич, район пуçлăхĕ пулма çăмăл-и?
— Тĕплĕн тăвас тесен хуть те мĕнле ĕç те йывăр. Ертӳçĕ пулма пушшех те. Анчах ман ку ĕçре пысăк опыт пур. Чăнлă районне кăна 20 çул ытла ертсе пыратăп. Чи кирли пĕр-пĕр ыйтăвăн е йывăрлăхăн пуçне тытса илмелле, ăна чунпа сисмелле. Ыйтăва тимлĕх уйăрмасăр вăхăта тăсмалла мар. Ун пек пулсан ыйтăва кирлĕ пек татса пама май пур. Халĕ нацилĕхпе витĕнсе кăкăр çапакансен вăхăчĕ иртсе кайрĕ ĕнтĕ.Ертӳçĕ хуть те мĕнле наци çынни пултăр — çынсем ăнланмалла ĕçсем пулмалла, халăхшăн тăрăшмалла. Ĕç халăхĕпе çыхăну татмалла мар, ялсене тухса çӳресе вĕсен нушисене курмалла, пулăшма васкамалла.
Район çинчен калас пулсан кунта чăвашсем 70 процента яхăн пурăнаççĕ, çавăнпа мана ертсе пыма çăмăлрах, мĕншĕн тесен вĕсем ырă кăмăллă, ĕçчен те шанчăклă çынсем.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].