Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Илья Николаевич Ульянов– чăваш йăхĕнчен

(Патшалăх деятелĕ, педагог, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ вилнĕренпе 130 çул çитнĕ тĕле)
 
Вăл 1831 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Аçтăрханта çуралнă. 1886 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче пуçне юн кайнипе 54 çулта вилнĕ. Ăна Чĕмпĕрти Покровски мăнастирне пытарнă.
 
Чăваш тымарĔ
Владимир Ильич Ленинăн аслашшĕ – Николай Васильевич Ульянин – Чулхула кĕпĕрнинчен пулнă. 1798 çулта Аçтăрхан кĕпĕрнине килсе çитнĕ хресченсен списокĕнче çапла çырни пур: «Николай Васильевич сын Ульянин... Нижегородской губернии Сергачской округи села Андросова помещика Степана Михайлова Брехова крестьянин. Отлучился 1791 году». Ку списока Аçтăрханти земство сучĕ çырнă. Халĕ те Андросово ялне кĕнĕ çĕрте Асăну хăмине курма пулать. Ун çинче 1769-1791 çулсенче ку ялта Владимир Ильич Ленинăн аслашшĕ – Николай Васильевич Ульянин – пурăнни çинчен çырнă.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçне йĕркелени – 74 çул

Хуть те хăш регионăн историйĕ те унăн административлă чиккине уйăрнипе çыхăннă. Ăçтан пуçланать-ха Ульяновск область историйĕ/
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕ-нче Ульяновск çĕршыври пысăк предприятисемпе учрежденисене, организацисемпе вĕренӳ учрежденийĕсене, граждансене куçарса килнĕ тĕп центр пулса тăнă. Облаçра халăх йышĕ икĕ хут ӳснĕ. Вăл вăхăтра Ульяновск Куйбышев облаçне кĕнĕ. Çавăнпа Куйбышевран Ульяновска ертсе пыма йывăрланнă. Атăлçи регионĕн карттине улăштарма вăхăт çитни палăрнă.
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнчи хушăвĕпе Ульяновск облаçне туса хураççĕ. Унта 26 района кĕртеççĕ – Куйбышев облаçĕнчи 24 районпа хулана тата Пенза облаçĕнчи икĕ района илеççĕ. Ульяновск облаçне промышленность енĕпе аталаннă Сызрань районне кĕртмелли проекта Мускав çирĕплетмест.

Текста малалла вулăр...

Иван Чернышев граф çуралнăранпа – 190 çул

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Раççей çар флочĕн генерал-фельдмаршал ĕ Иван Григорьевич Чернышев (1726 çулта çуралнă) çуралнăранпа 190 çул пулать.
 
Иван Чернышев – граф, генерал-фельдмаршал , 28 çул Адмиралтейство коллегин пуçлăхĕнче вăй хунă.
Пуçламăш пĕлӳ вăл килте илнĕ. Унтан Шлехтри пехота çарĕсен кадет корпусĕнче вĕреннĕ. 1741 çулта ăна посольствăпа пĕрле Дание яраççĕ. Унта шăпах унăн тетĕшĕ Петр Чернышев камергер черезвычайлă посолта тăнă. Дипломати службинче тăнă май вăл тетĕшĕ йĕрлесе тăнипе вĕренĕвне вĕçлет, унпа пĕрлех Пруссири тата Англири дипломати ĕçĕсене хутшăнать. Патша хĕрне качча илнĕ хыççăн ăна камер-юнкер званине параççĕ.
Раççее вăл вунтăватă çултан тин таврăнать. 1755 çулта камергер звание тивĕçет. 1761 çулта Иван Чернышев черезвычайлă посолпа пĕрле Кейзерлингра тата Аугсбургра пулать.

Текста малалла вулăр...

Ĕлĕкхи Чĕмпĕрти медицина

2016 çул Ульяновск облаçĕнче икĕ паллă пулăм: Сывлăх сыхлавĕн çулĕ тата Н. М. Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитни.
Н.М. Карамзин XVIII ĕмĕр вĕçĕнче - XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă. Унăн ывăлĕ Владимир Николаевич халалласа хăварнă укçапа Чĕмпĕр кĕпĕрнинче ăс-тăнне çухатнă çынсен Карамзин колонине тунă. Халĕ вал – Ульяновск облаçĕнчи клиника психиатри пульници. Çапла вара Ульяновск облаçĕнче ăслăлăхпа культура учрежденийĕсем кăна мар, сывлăх сыхлавĕ те Карамзин ячĕпе çыхăннă.
Карамзинсем пурăннă çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи медицина еплерех аталаннă-ха/ Кун пирки Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕнче упранакан документсенчен пĕлме пулать.
XX ĕмĕр пуçламăшĕччен патшалăх тата харпăр хăй сиплев заведенисем Раççей империйĕн шалти ĕçсен министерствин медицина департаментне кĕнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсем ăçтан пуçланса кайнă/

Умсăмах
Кăçалхи «Тăван Атăл» журналăн 8-мĕш номерĕнче Виталий Родионов профессорăн «Г.И. Комиссаров (Вантер) – халăхăмăрăн аваллăхне тĕпчекенĕ» тишкерӳ статйине интересленсе вуларăм. Унта вăл чăвашсем кăсăкланакан, пире час-час паракан – чăвашсем ăçтан пуçланса кайнă/ – ыйтăва хуравлать. Статья вулакан-
семшĕн ăнланмаллăрах пултăр тесе
чи малтан Гурий Иванович Комиссаровпа паллаштарасшăн.
Редакцирен.
 
Чăваш фольклористикин ăслăлăхне йĕркелесе яракан, чăваш этнологийĕпе, историйĕпе, таврапĕлĕвĕпе нумай ĕç çырнă, куçаруçă, литературовед, публицист, чĕлхеçĕ, педагог, философ, историк, çутта кăларакан Г.И. Комиссаров 1883 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕрекен (халĕ Чăваш Республики) Патăрьелĕнче çуралнă. Вăл чăваш, вырăс, тутар, пушкăрт, латин, француз тата славянсен авалхи чĕлхисене аван пĕлнĕ, вĕсемпе калаçнă.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕрти тĕн училищи çурчĕ – 125 çулта

2016 çулхи май уйăхĕнче пирĕн хулари тĕп архитектура палăкĕсенчен пĕрне – Чĕмпĕ-рти тĕн училищин çуртне – 125 çул пулать.
Халь вăл Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультечĕ йышăнакан çурт. Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланăскер Карл Либкнехт урамĕ-пе Ливчак архитектор тăкăрлăкĕ хĕресленнĕ çĕрте вырнаçнă.
Училищĕн çĕнĕ пӳртне тăвас ыйтăва 1880-мĕш çулсенчех тăратнă. Анчах та вырăнтан ăна 1891 çулта çеç тапратма пултарнă. Проект авторĕ – Чĕмпĕр инженерĕ Михаил Алякринский. Ку ят земство кантурне (паянхи Офицерсен çурчĕн) проектланă çĕре хутшăннипе паллă. Вăлах Чĕмпĕрти арçын ачасен классика гимназийĕн çумне хушса тунă çуртăн проектне калăпланă.
Тĕн училищинчи ĕçсене тĕрĕслесе тăма строительсен вăхăтлăх комитетне йĕркеленĕ. Ăна тĕн училищин асăрхавçи Сергей Остроумов ертсе пынă.

Текста малалла вулăр...

Сархайнă сăнӳкерчĕк

Редакцие самаях çулланнă арçын кĕчĕ. Аллинче – сархайнă сăнӳкерчĕк. Паллашрăмăр. Александр Пельдяков Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнче çуралса ӳснĕ, нумай хура-шур курнă.
Александр Герасимович пире пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи сăнӳ-керчĕке кăтартрĕ. Ăна вăл хаклă япала пек упрать. Сулахайран пĕрремĕшĕ – Василий Дмитриевич Квасов (1890 çулта çуралнă). Вăл Александр Герасимовичăн кукашшĕ.Унăн сакăр ача пулнă. Вĕсенчен пĕри – унăн амăшĕ – Акулина Васильевна (1910 çулхи). Кукашшĕ çемьере пĕр арçын ача пулнă. Саккун тăрăх, ун пек çемьерен салтака илмен. Апла пулин те ăна 1914 çулта вăрçа илсе кайнă. Вăл патша çарĕнче тăнă. Таврăнсан колхоза кĕмен. Çавна пула вĕсене нумай хĕстернĕ, çĕр сахал уйăрнă.
Ялти хастарсем пĕр ушкăна чăмăртанса килĕрен тырă пуçтарса çӳренĕ, пĕр кĕлете пуçтарса пынă.

Текста малалла вулăр...

Бесермансем – чăвашран тухнă çынсем

 
Удмурт Республикин çурçĕр енче, Чепца юханшывĕ тăрăхĕнчи Глазов хули таврашĕнче, хăйсене бесерман текен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем удмурт чĕлхипе калаçаççĕ. Çак çынсене 300-400 çул каялла документсенче чылай чухне «чăваш» тесе асăнаççĕ. Çакă ăнсăртран мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен бесермансем чĕлхипе çеç удмуртсем. Ытти енĕсемпе вĕсем чăвашсене питĕ çывăх. Бесермансем, чăвашсем пекех, Атăлçи Пăлхартан тухнă.

Пĕрремĕш вырăс историкĕ – Николай Карамзин

"Вырăс патшалăхĕн историйĕ" – паллă çыравçă ĕçĕ çеç мар, тӳрĕ кăмăллă çын паттăрлăхĕ те
 
Николай Михайлович Карамзин çыравçă тата историк Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Михайловка ялĕнче помещик çемйинче 1766 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – 12-мĕшĕнче) çуралнă. Килте питĕ аван пĕлӳ илнĕ.
14 çул тултарсан Мускавра Шаден профессорăн харпăр пансионĕнче вĕренме пуçланă. 1783 çулта ăна пĕтерсен Петербургри Преображенски полкне килнĕ. Унта вăл çамрăк сăвăçпа, каярах хăй уçнă «Мускав журналĕнче» ĕçлеме пуçăнакан Дмитриевпа паллашнă. Шăп çавăн чухне хăйĕн пĕрремĕш куçарăвне – С.Геснерăн «Йывăç ура» идиллине пичетленĕ. Подпоручик ятпа отставкăна тухсан 1784 çулта Мусква куçса килет те «Чĕрепе ăс-тăн валли йĕркеленĕ ача-пăча вулавĕ» журнал (тĕп редакторĕ – Н.Новиков) ĕçне-хĕ-лне хутшăннă хастарçăсенчен пĕри пулса тăрать, масонсемпе çывăхланать.

Текста малалла вулăр...

Аваллăх йĕрĕпе

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Сергей Тимофеевич Аксаковăн çуралнă кунĕ. Вулавăш ĕçченĕ пулнă май эпĕ çутçанталăка юратакансене, пулăçсемпе сунарçăсене вăл çырнă хайлавсене, шкул ачисене – «Аленький цветочек» юмаха вулама сĕнетĕп. Музейри «Çутçанталăк» пайĕнче Аксакова халалланă ятарлă папкăсем упранаççĕ.
Аксакова тимлĕх уйăрни ăнсăртран мар – вăл пирĕн ентеш. Ун пирки мана В.Г. Дырдова таврапĕлӳçĕ каласа пачĕ, Аксаков çуралнă Чуфарово ялне кайса курма сĕнчĕ. Ку ял пирĕнтен 10 çухрăмра вырнаçнă. К.А. Селивановăн «Литературные места Ульяновской области» кĕнекинче çырнă тăрăх, Чуфарово Сăр районне кĕнĕ. Вешкайма районĕнчи чукун çул станци çумĕнче те Чуфарово ялĕ пур.
Аксаков çуралнă ялта аваллăхпа сывланăн туйăнать. Кунта нумай вырăн çак паллă писательпе çыхăннă. XVIII ĕмĕрте ял иккĕмĕш сыпăкри асламăшĕн – Надежда Ивановна Куроедован - аллинче пулнă.

Текста малалла вулăр...

Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн историйĕ

Унăн историйĕ 1579 çулта Хусанти пысăк пушартан тытăннă.
Чи малтан Онучин купсан çурчĕ çуртне вут хыпса илнĕ. Пушар хыççăн купсан 9 çулхи хĕрĕ Матрона тĕлĕк курать: Турă Амăшĕ ăна вĕсен çурчĕ айĕнче унăн асамлă турăшĕ упранни пирки калать. Ăна тутарсем хуçаланнă вăхăтрах христиан тĕнне ĕненекенсем çĕр айне пытарса хăварнă пулнă. Турă Амăшĕ çак турăша ăçта тупмаллине тĕрĕс ăнлантарнă.
Ашшĕпе амăшĕ хĕрача каласа панине хăлхана та чикмен. Вара Çӳлти Турă Амăшĕн сăнарĕ вĕсен умне виççĕ те тухнă, виççĕмĕшĕнче – кăрарах сăнпа. Турăша Матрона хăй тупать. Унăн сăнарĕ калама çук илемлĕ, çутă сăрăсемпе паян ӳкернĕ тейĕн. Тепĕр вунă çултан Матрона Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ хĕрарăмсен мăнастирне вырнаçать.
Çак турăш Раççее пăлхавлă вăхăтра та çăлса хăварать. Польша интервенчĕсем Раççее тапăнса кĕрсе Мускава çавăрса илеççĕ, Пĕтĕм Раççей тата Мускав Патриархне Ермогена нӳрĕ путвала пăрахаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр ишĕлчĕкĕсем

Çĕр питне, шывсене тата çутçанталăк условийĕсене пула Ульяновск облаçĕнче йăтăннă çĕрсем нумай. Чĕмпĕр ишĕлчĕкĕсен тĕслĕхĕ çинче 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче – 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче А.П. Павлов профессор ĕçĕсенче шуса анакан çĕрсен ăслăлăх теорине («Чĕмпĕр тата Сарă ту Атăлçин ишĕлчĕкĕсем». – М., 1903ç.) ĕçлесе çитернĕ. Çĕр ишĕлсе аннине Ульяновск, Чăнлă, Сăр, Çĕнĕ Спасск тата Çинкĕл
районĕсенче Сăрпа Сĕве, Барăш
юханшывĕсен чăнкă çыранĕ-сенче асăрхама пулать.
 
Атăлăн сылтăм çыранĕнче (Унтăртан пуçласа Ульяновска çитиччен) тĕрлĕ вăхăтри ишĕлчĕксен чарăнми ретне курма пулать. Анчах та чи пысăккисем Чĕмпĕр тăвайккинче пулса иртнĕ, иртеççĕ те.
Архивра упранакан тата литературăра сыхланса юлнă материалсем 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчен – 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса йăтăннă çĕрсем хула хуçалăхне сăтăр кӳнине кăтартаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Владимир кнеç

Кăçалхи июлĕн 28-мĕшĕнче Владимир кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитрĕ. Кам-ха вăл/ Историксем 1-мĕш Владимир Святославович çуралнă вăхăтне 960 çулта тесе палăртаççĕ. Вăл малтан Новгород кнеçĕ (970-978 çулсенче), унтан Киев кнеçĕ пулнă. Ку çын 988 çулта Руçа православи тĕнне кĕртме пуçланă. Шыва кĕрсен хăй валли Василий ят илнĕ. Вăл историе çаплах Владимир Святой, Владимир Великий, Владимир Красное Солнышко ятсемпе кĕрсе юлнă.
Православи Руçа мĕнлерех çитнĕ-ха/ Византин пĕр философĕ Владимира Кивĕ тата Çĕнĕ Халал кĕнекисем мĕн çырнине каласа парать, çак тĕне йышăнма сĕнет. Владимир тӳрех васкамасть-ха: хăйĕн чи ăслă 10 çыннине тĕрлĕ енне кăларса ярать, тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине, тĕнне пĕлесшĕн пулать. Грексен тĕнĕ çинчен каласа пани ăна килĕшет: илемлĕ те мăнаçлă храмĕсем, священниксен хитре тумĕ, турăшсем, Византи юррисем.

Текста малалла вулăр...

Денис Давыдов

Кăçалхи литература çулĕпе килĕ-шсе Ульяновск облаçĕнче утă (июль) уйăхне Чĕмпĕр çĕрĕ çинче нумай çул пурăннă поэта, прозаика, 1812 çулхи Аслă вăрçăн паттăрне Денис Васильевич Давыдова халалланă.
Вăл 1784 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Мускавра дворянсен йăхĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ – Василий Денисович Давыдов- А.В.Суворов çарĕнче хĕсметре тăнă. Денисăн ачалăхĕ Украинăра –амăшĕн çĕршывĕнче çарти лару-тăрура – иртнĕ. Çавăнпа та Денис ачаранах çар ĕçне хăнăхнă, юланутпа çӳренĕ. Анчах та ăна пĕвĕ пĕчĕкки (унăн ашшĕ амăшĕнчен те лутрарах пулнă),кĕске те пуклак сăмси канăçсăрлантарнă.
XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Суворовăн мухтавлă ячĕ Раççейĕпех сарăлать. Денис тăххăрта чухне паллă полководец вĕсем патĕнче хăнара та пулать. Александр Васильевич Давыдовсен икĕ ывăлне курсан Денис пирки çапла калать: «Ку ачи çар çынни пулать, эпĕ вилместĕп-ха, вăл вара виçĕ çапăçура çĕнтерет.

Текста малалла вулăр...

Ларга шывĕ хĕрринче çĕнтернĕренпе – 245 çул

1768-1774 çулсенчи Раççейпе Турци хушшинчи вăрçă вăхăтĕнче Ларга юханшыв хĕрринчи çапăçу пысăк вырăн йышăннă.
1770 çулхи утăн 18-мĕшĕнче Ларга юханшыв хĕрринче (халĕ Молдавире, Румыни чикки) П.А. Румянцев генералăн пĕрремĕш вырăс çарĕ (38 пин салтак тата 115 оруди) Каплан-Гирей ертсе пыракан Осман çарне (80 пин салтак) çапса аркатнă.
П.А. Румянцев çапăçăва çĕнĕ мелпе илсе пынă: çар вĕçе-вĕçĕн тăрса малалла пынă, çапăçура вара сапаланса кайнă. Çапла вĕсене тĕл персе лектерме хĕн пулнă.
Румянцевăн юланут çарне турккăсем тупăсемпе пенĕ. Анчах çĕнĕ меле пула утсене лектереймен. Çапăçу Раççейшĕн чăн-чăн çĕнтерӳ пулса тăнă, çар турккăсен 33 орудипе лавне тата пысăк çар лагерьне тытса илнĕ.
Турккăссен 1 пин салтакĕ вилет, 2 пинĕшĕ тыткăна лекет. Вырăс çарĕ çапăçура 100 çын çухатнă.

Текста малалла вулăр...

Мĕнпурне татса паракан тĕп тытăçу

Вырăс çарĕсемпе Польша-Литва пĕрлешĕвĕн çĕнтерĕвĕ пулнăранпа – 605 çул.
Грюнвальд çапăçăвĕ (1410 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи Танненберг çапăçăвĕ) – 1409-1411 çулсенче Польшăпа, пысăк Литва княжествипе, пĕр енчен тата Тевтон орденĕпе, тепĕр енчен, пынă «Аслă вăрçăри» мĕнпурне татса паракан тĕп тытăçу. Вăл Тевтон орденне пĕтĕмпех çапса аркатнипе вĕçленнĕ. Грюнвальдпа Танненберг (Прусси) çывăхĕнче пулса иртнĕ. Ячĕ те çавăнтан тухнă.
1409-1411 çулсенчи «Аслă вăрçă» пысăк Литва княжестви Тевтон орденĕн пусмăрне лекнĕ Литва çĕрĕсене (Жемайтие) каялла тавăрас сăлтавпа сиксе тухнă. Польша вара ку хирĕçĕве союзник пулса кĕнĕ.
1410 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Польша патши Владислав II Ягайло (Ягеллона) ертсе пыракан Польшăпа Литва çарĕсем Тевтон орденĕн çĕрĕн чикки еннелле талпăннă. Вĕсене хирĕç орден харпăрлăхĕн тĕп хулинчен Мариенбургран (хальхи Мальборк) чаплă магистр Ульрих фон Юнгинген пуçтарнă çар тухнă.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсем мĕншĕн сахалланнă

Г.И.Комиссаров, С.А.Токарев, В.Ф. Каховский тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх,1826 çулта Хусан кĕпĕрнинче тутарсен шучĕ 136 пин те 470 çын пулнă, чăвашсем вара – 371 пин те 758.
Тепĕр 71 çултан пачах урăхла пулса тухнă. 1897 çулхи çырав тăрăх, тутарсем 744 пин те 267 çынна çитнĕ, чăвашсем вара 513 пин те 44 çынна çеç. Ку çакна кăтартать: чăвашсен шучĕ 1,4 хут ӳснĕ, тутарсен – 5,5 хут. Чăвашсемпе тутарсен пĕтĕмĕшле шучĕ вăтамран 2,5 хут ӳснĕ. Икĕ халăх шучĕ пĕр тикĕс ӳссе пынă пулсан чăвашсен шучĕ вăтамран 929 пин çын пулатчĕ, тутарсен шучĕ вара – 341 пин.
Апла пулсан çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума пулать: 71 çулта Хусан кĕпĕрнинчи 400 пин чăваш тутара тухнă. Ун пеккисем ытти çĕрте те пулнă.
Вăтам Атăл тăрăхне илсен вара картина çапларах. Хусан, Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисенче 1834 çулта 414 пин те 700 чăваш, 616 пин те 200 тутар пулнă.

Текста малалла вулăр...

Чесмен вăрçинче çĕнтернĕренпе – 245 çул

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей флочĕ турккăсене çĕнтернĕрепе 245 çул çитрĕ.
 
Раççейпе Турци хушшинчи вăрçă 1770 çулхи утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче иртнĕ. Икĕ çĕршыв хушшинче вăрçă 1768 çултанпах пынă. Балтика флочĕн темиçе эскадри тăшмана Хура тинĕс флотĕнчен сирес тĕллевпе Вăтаçĕр тинĕсне çул тытать. Алексей Орлов граф ертсе пыракан эскадра Чесмен бухтинче турккăсен карапĕсене асăрхать. Унăн икĕ эскадринче виçĕ карап, виçĕ фрегат, бомба перекен карап тата икĕ теçеткене яхăн кимĕ пулнă, турккăсен флочĕ темиçе хут вăйлăрах—вĕсен 16 карап, 6 фрегат, паруслă 6 кимĕ, 13 галер тата 32 пĕчĕк кимĕ. Çапăçу утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутра Хиос проливĕнче тытăнать. Григорий Спиридонов адмирал ертсе пыракан «Святой Евстафий» карап14 сехетре турккăсен «Реал Мустафа» карапне персе тивертет, унăн çунакан мачти вырăссен карапĕ çине ӳкет.

Текста малалла вулăр...

Историческая справка ульяновской областной чувашской газеты «Канаш»

Первая чувашская газета в Симбирске вышла 13 апреля 1918 года, называлась она – «+.н. пурнё=» (Новая жизнь). Её издавал комиссариат образования Симбирской губернии. Она издавалась до 1920 года (всего 137 номеров). Также в Симбирске некоторое время издавались другие газеты на чувашском языке – «+утталла» (К свету), «Х.рл. армеец» (Красноармеец), «Чухёнсен сасси» (Голос бедноты). Это тоже происходило в 1919-20 годах. В 1920-21 годах вышли два номера журнала на чувашском языке – «Атёл юрри» (Песня Волги). Потом все издания были закрыты.
С началом демократических перемен в конце 1980-х годов в Ульяновске стала выходить новая чувашская газета - «Канаш» (Совет). Её первый номер появился 30 декабря 1989 года. Газета “Канаш” основана Постановлением бюро Ульяновского обкома и исполкома Совета народных депутатов.
Первые учредители «Канаша» – Ульяновской обком КПСС и исполком областного Совета народных депутатов.

Текста малалла вулăр...

Историческая справка ульяновской областной чувашской газеты «Канаш»

Первая чувашская газета в Симбирске вышла 13 апреля 1918 годаĔ называлась она – «Çĕнĕ пурнăç» (Новая жизнь)ĕ Еă издавал комиссариат образования Симбирской губернииĕ Она издавалась до 1920 года (всего 137 номеров)ĕ Также в Симбирске некоторое время издавались другие газеты на чувашском языке – «Çутталла» (К свету)Ĕ «Хĕрлĕ армеец» (Красноармеец)Ĕ «Чухăнсен сасси» (Голос бедноты)ĕ Это тоже происходило в 1919-20 годахĕ В 1920-21 годах вышли два номера журнала на чувашском языке – «Атăл юрри» (Песня Волги)ĕ Потом все издания были закрытыĕ
С началом демократических перемен в конце 1980-х годов в Ульяновске стала выходить новая чувашская газета - «Канаш» (Совет)ĕ Еă первый номер появился 30 декабря 1989 годаĕ Газета “Канаш” основана Постановлением бюро Ульяновского обкома и исполкома Совета народных депутатовĕ
Первые учредители «Канаша» – Ульяновской обком КПСС и исполком областного Совета народных депутатовĕ Нынешний учредитель – Правительство Ульяновской областиĔ
Сегодня редакция размещена в здании Ульяновской областной чувашской национально-культур ной автономии по адресу, улица Льва ТолстогоĔ дом 12ĕ Тираж газеты - около 1500 экземпляровĕ Она выходит еженедельно по четвергам на 8 полосах формата А3 в полноцветном вариантеĕ
С 1 января 2009 года в целях оптимизации расходов редакция перестала существовать как областное государственное учреждение и реорганизовалась путăм присоединения к ОГУ «МедиаЦентр»ĕ Ныне она входит в областное государственное автономное учреждение «Издательский дом «Ульяновская правда» (директор ДĕГĕИвановĕ)
Сейчас в редакции работают 6 человекĕ Все журналисты с высшим филологическим и журналистским образованиемĕ Четверо – члены Союза журналистов РоссииĔ а двое - члены Союза писателей России
В 1995 году редакция газеты удостоена премии Союза чувашских краеведов и премии Чувашской молодăжи имени Альберта Канашаĕ Она также лауреат премии Союза чувашских краеведов имени НĕЯĕБичурина
В 1996 году редакция поощрена Благодарственным письмом Всечувашского общественно-культур ного центра (ЧОКЦ) ĕ
Также редакция «Канаша» является неоднократным призером областных конкурсов среди средств массовой информацииĕ
В 1999 году за плодотворную работу и личный вклад в развитие национальной культурыĔ в дело стабилизации экономики области редакция награждена Почăтной грамотой Главы администрации областиĕ
В 1999 году за большой вклад в развитие чувашской национальной культурыĔ пропаганду патриотизмаĔ дружбы между народами редакция награждена Почăтной грамотой Законодательного Собрания Ульяновской областиĕ
В 2003 году редакция награждена Дипломом 3-ей степени за третье место в номинации «ОбластныеĔ городские газеты и журналы» в областном конкурсе СМИ «Человек труда»ĕ
В 2005 году за плодотворную информационно-просв етительскую деятельность по возрождению и развитию языкаĔ культурыĔ обычаев и традиций чувашского народа редакция награждена Почăтной грамотой Законодательного Собрания Ульяновской областиĕ
Редакция в разные годы неоднократно за большой вклад в развитие языкаĔ культурыĔ обычаев и традиций чувашского народа награждалась Благодарственными письмами и Почăтными грамотами Ульяновской областной чувашской национально-культур ной автономииĕ
В 2009 году за многолетнюю и плодотворную работу в деле сохраненияĔ возрождения и развития чувашского языка и культуры редакция награждена Грамотой министерства образования Ульяновской областиĕ
В 2009 году редакция стала победителем в областном фестивале прессы за лучшую презентацию газеты среди печатных СМИ Ульяновской областиĕ
20 марта 2009 года на 7 съезде Чувашского национального конгресса в связи выходом 1000-го номера за большую работу по развитию чувашского языка и культуры редакцию наградили Почăтной грамотой Чувашского национального конгресса (ЧНК)ĕ
В 2009 году за успехи в деле воспитания граждан в духе мира и дружбы редакция награждена Почăтной грамотой Ульяновской Городской Думыĕ
В 2009 году за особый вклад в развитие национальной культурыĔ общественную деятельность по пропаганде и развитию родного языкаĔ народных традиций и духовностиĔ укреплению дружбы между народами редакция награждена Почăтной грамотой Главы города Димитровграда Ульяновской областиĕ
В 2010 году редакция за большой личный вклад в дело сохранения культурного богатства чувашского народа награждена Благодарственным письмом министерства образования Ульяновской области
В 2010 году за плодотворную работу по освещению темы духовного развития чувашского народа редакция награждена Почăтной грамотой Союза журналистов Чувашской Республикиĕ
В 2010 году редакция за значительный вклад в сохранение и развитие чувашского языкаĔ культуры и национальных традиций и в связи 20-летием со дня выхода первого номера награждена Благодарственным письмом губернатора Ульяновской областиĕ
В 2011 году редакция награждена Дипломом за участие в конкурсе на лучшее освещение в региональных СМИ деятельности судов и органов судейского сообщества Ульяновской области «Ваша честь!

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.