Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

МИНИСТРПА КУРНĂÇНИ

Эрнекунхи хĕвеллĕ ир. Сĕве лăпкă, шыв çыранта кăна хуллен шĕпĕлтетет, хăмăшпа тем çинчен кăмăллă пăшăлтатать. Кимĕ хуçи – сухаллă вырăс. Ун патне икĕ çамрăк пырса тăчĕ. Хăйсем пир кĕпепе, урисенче çăпата. Çӳçĕсене тирпейлĕ хыçалалла тураса вырттарнă.
-Ирхи салам сире, ырă тетемĕр! Сирĕн кимĕпе пĕр çур сехет ярăнма пулмĕ-ши? Эпир тӳлĕпĕр… — тилмĕрӳллĕн ыйтрĕç çамрăксем.
-Ăçтан эсир, юмахри шĕшлĕсем?-пĕлесшĕн пулчĕ вырăс.
-Эпир кунтисемех. Авă пирĕн аттемĕр! — алă тăсса кăтартрĕç лешсем инçех мар шыва кĕме хатĕрленекен чăваш еннелле.
Вырăс куштăрканă аллине куç тĕлне тытрĕ те çамрăксем кăтартнă çынна палласа илчĕ.
-Ара, вăл Иван Яковлевич вĕт. Ăнлантăм: эсир ун шкулĕнче ăс пухакансем-çке. Ярăнăрах кăмăл туличчен. Сиртен укçа тавраш кирлĕ мар.

Текста малалла вулăр...

Ылтăн ту крепоçĕ

Иртнĕ çулла эпĕ çак крепоçа çитсе куртăм. Вăл Пенза хулинчен инçех мар, 30 çухрăмра вырнаçнă. Унăн тĕп вырăнĕ – Сăр шывне Медведевка юхан шывĕ юхса кĕнĕ çĕрте.
Ку крепоçа чи малатан 1882 çулта Ф.Ф. Чекалин историк тата археолог тупать. Малтанах çакă ăсчахсене кăсăклантарсах каймасть, материалсене архива хураççĕ те ун пирки мансах каяççĕ. 1952-1978 çулсенче крепоçăн 1000 тăваткал метр çĕр сийне чавса пăхаççĕ. Унта мĕн кăна тупмаççĕ: сăнă тăрăнса ларнă пуç шăмми, кĕлетке шăммисем, тимĕртен тунă лаша хатĕрĕсем, суту-илӳ тарасисемпе пуканĕсем, ылтăн-кĕмĕл чăмаккисем, çăра таврашĕсем тата ытти те.
Крепость йăлтах йывăçран пулнă. Унăн таврашĕпе алтнă 15 метр тарăнăш шăтăк халĕ те сыхланса юлнă. Кунта пăрттассем тата пăлхар-чăвашсем пурăннă. 1236-37 çулсенче çак вырăнта чăвашсен паттăр çар пуçĕ Пачман тата унăн арăмĕ Ылтăнчеч тутар-монголсемпе çапăçнă.

Текста малалла вулăр...

ИЗМАИЛ КРЕПОÇĔ

1790 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче А.В. Суворовăн 31 пинлĕ çарĕ Измаил крепоçне илнĕ.
Измаил хули хăçан никĕсленни пирки тĕрĕс çирĕплетни çук. Версийĕ нумай. Измаил крепоçĕ пирки пĕрремĕш хут 1529 çулта асăнни пур. Ун тăрăх, Ренида çывăхĕнче авалхи грексем пурăннă. Каярах Рим çыннисем Измаил çывăхĕнче Сморнис текен тăрăх никĕсленĕ. IV ĕмĕртен тытăнса XIV ĕмĕр таранччен Измаил вырăнĕнче славянсен Смил хули пулнă. Ун пирки Рим историкĕ Касторий çырса хăварнă. XVI ĕмĕртен тытăнса Измаила тĕрĕк крепоçĕ пек пĕлнĕ. Тепĕр верси тăрăх, 1484 çулта çак тăрăха Измаил ятлă хан тытса илнĕ. Хулана ун ятне панă. Çав çулах тĕрĕксем Килия тата Белгород (Аккерман) крепоçĕсене тытса илсе нагай тутарĕсене тĕпленме ирĕк панă.
1538 çулта Сулеман Кануни султан Измаил хули ячĕпе хăйĕн ывăлне Исмаил ят панă (иммасль — «услышь, Аллах»).

Текста малалла вулăр...

Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тăрăхĕ теççĕ Чăваш çĕрĕ пирки

Тĕрĕ чăваш эрешĕн чи лайăх тĕслĕхĕсенчен пĕри шутланать. Мĕнле çипсемпе тĕрленĕ-ха чăваш хĕрарăмĕ?
Авал чăвашсем килте хăйсем тĕртнĕ пиртен хитре тĕрĕсемпе илемлетсе çĕленĕ çи-пуçпа çӳренĕ. ХVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи çулçӳревçĕ П.С.Паллас чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ пирки çапла çырнă: «Вĕсем, мăкшă арăмĕсем пекех, тачка пиртен ăста çĕленĕ çи-пуç тăхăнаççĕ, ăна тĕрлĕ тĕслĕ, ытларах çутă кăвак, хĕрлĕ тата хура çипсемпе тĕрлесе илемлетеççĕ», - тенĕ.
Сӳс-кантăр, çăм çип таврашĕпе чăваш хĕрарăмĕсем тахçантанпах усă курма тытăннă. Куна музейсенче упранакан ХVIII ĕмĕрхи тумсем те çирĕплетеççĕ.
Тĕрре килте тĕртнĕ пир çине, ытларах кантăр пирĕ çине, çăмран тата ӳсен-тăран сӳсĕнчен арланă çипсемпе тунă. Чăваш сӳс тума йĕтĕн акса ӳстернĕ. Кунсăр пуçне ХVIII ĕмĕрте те, ХIХ ĕмĕрте те пурçăн çиппе тĕрлесси анлă сарăлнă.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШСЕМ

Чăвашсем – Ульяновск облаçĕнчи вырăс мар халăхсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. 2010 çулхи халăх çыравĕ тăрăх чăвашсем 8 процент шутланаççĕ. Танлаштарма: 1897 çулта – Чĕмпĕр кĕпĕрнин 10,3 проценчĕ пулнă. Чăвашсем тĕпленсе пурăнакан районсем – Чăнлă (58,8 процент), Павловка, Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Барăш районĕсем.
 
Чăвашсем тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕреççĕ. Халăх ячĕ «чăваш», «чуваш» пăлхар йăхĕнчи с у в а р, с у в а з сăмахсенчен пулса кайнă. Монгол-тутар вăрă-хурахĕсем Атăлçи Пăлхар хулине аркатсан чăваш халăхĕ тĕрĕк чĕлхиллĕ пăлхар, суваз тата марисен финн-угор йăхĕсемпе хутăшса Атăл шывĕн сылтăм енне килсе тĕпленнĕ. Ту-сăртлă вырăнта пурăнакан мари йăхĕпе хутшăнса чăвашсен в и р ь я л ушкăнĕ пулса кайнă. Халĕ вĕсем Чăваш Енĕн çурçĕр районĕсенче пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах сувазсем хальхи Чăваш Енĕн варринче тата кăнтăр енне куçса а н а т р и ушкăна чăмăртаннă.

Текста малалла вулăр...

Курск çывăхĕнчи çапăçу

Ку çапăçусем Аслă вăрçă историйĕнче чи пысăк вырăн йышăнаççĕ. Хĕрӳ çапăçусем кунта 50 талăка тăсăлнă: 1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса çурла уйăхĕн 23-мĕшчен. Хĕрӳ-лĕхĕпе тата хаярлăхĕпе унпа урăх пĕр çапăçу та танлашаймасть.
Тăшмансен тĕллевĕ – Тĕп тата Воронеж фрончĕсен çарĕсене çавăрса тĕп тăвасси пулнă. Çак плана пурнăçа кĕртме тăшман мĕнпурĕ 900 пин салтак, 10 пин хĕç-пăшал тата миномёт, 2700 танк тата тупă, 2050 самолёт пуçтарнă. Гитлер уйрăмах «тигр» тата «пантера» танксен, штурмламалли «Фердинант» оруди, «Фоке-Вульф-19—А» самолётсемпе «Хейнкел-129» штурмовиксен вăйĕсене шаннă.
Пирĕн командовани чи малтан оборонăри ушкăнсене пĕтерме, кайран хирĕç тапăнма шутлать. Çапăçу анлăланнăçемĕн анлă-ланса, хаярланса пырать. Пирĕн çарсем чакмаççĕ, хăрушла тапăнса килекен танксемпе çуран çарсене хирĕç хастаррăн кĕрешеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Хĕвелтухăç чĕлхисене тĕпчекен паллă ăсчах

(Н.Я.Бичурин çуралнăранпа
235 çул çитнĕ тĕле)
Чăваш тата тĕнчери педагогика культурине паллă синолог-ăсчах Никита Яковлевич Бичурин китаеведăн ĕç-хĕлĕ пысăк витĕм кӳнĕ. Республикăри тата ют çĕршывсенчи пичет изданийĕсенче Н.Бичуринăн ĕçĕсене тĕпчесе рецензи çырнă 200 ытла статья пичетленнĕ. Унăн интереслĕ пурнăçне тĕпчекенсем хушшинче П.В.Денисов, В.Д.Димитриев, В.Г.Родионов, Ю.М.Артемьев, В.А.Золотов, Г.И.Тафаев, А.Николаев (Аслут) тата чăвашсен ытти паллă ăсчахĕсем.
Никита Бичуринăн – Иакинф манахăн – пурнăçĕ питĕ интереслĕ те йывăр пулнă. Вăk 1777 çулхи çурлан 29-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – авăнăн 9-мĕшĕнче) Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи (халĕ Шупашкар районĕ) Шемшер (Акулево) ялĕнче çуралнă. Унта унăн аслашшĕ священик, ашшĕ дьякон пулнă. Ача икĕ çулта чухне çемйи Шĕнерпуçне (Бичурино) куçса каять, ашшĕ унти чиркӳре ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Хĕвелтухăç чĕлхисене тĕпчекен паллă ăсчах

(Н.Я.Бичурин çуралнăранпа
235 çул çитнĕ тĕле)
Чăваш тата тĕнчери педагогика культурине паллă синолог-ăсчах Никита Яковлевич Бичурин китаеведăн ĕç-хĕлĕ пысăк витĕм кӳнĕ. Республикăри тата ют çĕршывсенчи пичет изданийĕсенче Н.Бичуринăн ĕçĕсене тĕпчесе рецензи çырнă 200 ытла статья пичетленнĕ. Унăн интереслĕ пурнăçне тĕпчекенсем хушшинче П.В.Денисов, В.Д.Димитриев, В.Г.Родионов, Ю.М.Артемьев, В.А.Золотов, Г.И.Тафаев, А.Николаев (Аслут) тата чăвашсен ытти паллă ăсчахĕсем.
Никита Бичуринăн – Иакинф манахăн – пурнăçĕ питĕ интереслĕ те йывăр пулнă. Вăk 1777 çулхи çурлан 29-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – авăнăн 9-мĕшĕнче) Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи (халĕ Шупашкар районĕ) Шемшер (Акулево) ялĕнче çуралнă. Унта унăн аслашшĕ священик, ашшĕ дьякон пулнă. Ача икĕ çулта чухне çемйи Шĕнерпуçне (Бичурино) куçса каять, ашшĕ унти чиркӳре ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

ТĔНЧЕ УÇЛĂХНЕ ÇУЛ ХЫВАКАНСЕМ

2012 çулхи çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем тĕнче уçлăхне çул хывнăранпа 50 çул çитет. Вĕсене А.Г.Николаевпа П.Р.Попович космонавт-лётчиксем тытса пынă.
Хăй вăхăтĕнче «Правда» хаçатра пичетленнĕ документсемпе, материалсемпе усă курса «В космосе Николаев и Попович: о беспримерном групповом полёте вокруг Земли космических кораблей «Восток-3» и «Восток-4» (Москва, 1963) кĕнеке кун çути курнă. Ку кĕнекере тĕнче уçлăхĕн икĕ геройĕн пĕрлехи вĕçевĕ çинчен тĕплĕн каласа парăнать. Вĕçев 70 сехет те 23 минут та 38 çеккунт тăсăлнă. Космонавтсем палăртнă тĕллевĕсене ăнăçлăн пурнăçланă та малтанах палăртса хунă районта анса ларнă. Çаплах кĕнекене вуласа ТАСС пĕлтерĕвĕсемпе, космонавт-лётчиксен калаçăвĕсен стенограммипе, вĕçеве паллă çынсем хак панипе, тĕрлĕ чĕнӳсемпе, тĕнче общественноçĕн шухăшĕпе, нумай сăн ӳкерчĕкпе паллашма май пур.

Текста малалла вулăр...

САТАЙ УРАМĔНЧИ ТЕАТР

Тутар Каши шкулĕнче эпĕ çирĕм çула яхăн биологи предметне вĕрентрĕм, 9-мĕш класс хĕрачисене – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, арçын ачасене – ӳсен-тăран ӳстерес вăрттăнлăхсене алла илме пулăшрăм.
Пĕр çул мана ачасен уроксем хыççăнхи ушкăна илсе пыма шанса пачĕç. Ачасемпе киле панă ĕçĕсене пурнăçлаттăмăр, спортзалта е урамра спортпа аппаланаттăмăр, шкул коридорĕн вĕçĕнчи шурă стена çинче Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ чĕр чун, тискер кайăксем çинчен диафильмсем кураттăмăр. Юннатсен кружокĕ интереслĕ иртетчĕ. Кайăксен кунне, Кĕр уявне, «Зарница» вăййисене ирттерме хатĕрленеттĕмĕр.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче Полевая урамĕнчи (Сатай урамĕ) хĕрачасем Евдокимовсен умĕнче пуçтарăнса хăйсен пултарулăхне кăтартатчĕç: «Золушка» юмахри сыпăксене лартатчĕç, сăвă калатчĕç, юрăсем шăрантаратчĕç.

Текста малалла вулăр...

Эпир – чăвашсем…

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 27-мĕш номерте.)
Вĕсене пирĕн революцичченхи тĕпчевçĕсем те, çирĕммĕш-вăтăрмĕш çулсенче ĕçленĕ пӳлевсем те çырса илнĕ. «Чăваш-паттăр çинчен хунă юрă» упранса юлнă. Ăна 1871 çултах И.П.Петров учитель Упамса ялĕнче çырса илнĕ. Чăваш-паттăр çинчен пирĕн чылай ĕлĕкрех пурăннă Спиридон Михайлов-Янтуш та хăйĕн «Предания чуваш», «О происхождении чуваш», «О происхождении имени «Чуваш» статйисенче питĕ тĕплĕн, ĕненмелле çырать.
Чăваш-паттăр çинчен каланисене Кури Вантер, Наум Урхи, Е.А.Турхан тĕпчевçĕсем те, Г.М.Ломоносовпа П.П.Степанов таврапĕлӳçĕсем те, А.Н.Марков журналист та, пирĕн литература музейне йркелесе, чылай çул тытса тăнă П.П.Юркин та тем тĕрлĕ халăх каларăшсене тĕрлĕ çĕрте çырса илнĕ. Çав чăнлавсенче пуринче те Чăваш-паттăр пирĕн мăн асаттесем тутар-монголсене хирĕç пынă вăрçăра чапа тухнине калаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Эпир – чăвашсем…

Эпир – чăвашсем… Эпĕ – чăваш… Çак сăмахсене эпĕ яланах мăнаçланса, савăнса калатăп. Мĕншĕн тесен эпир, чăвашсем, аслă халăх, ĕçчен те маттур халăх. Пин-пин çул çак çĕр çинче пурăнса пирĕн халăх çак ырă сăмахсене илтме чăнласах тивĕç. Пирĕн халăхăн историйĕ аслă та чаплă. Çĕршер те пиншер пĕтĕм тĕнче мухтанмалли паттăр ывăл-хĕр çуратса ӳстернĕ чăваш халăхĕ. Ĕлĕк-авал пирĕн мăн ламтайсем хунсем ятпа пурăннă. Кайран вĕсене пăлхар тесе каланă. ХIII ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа эпир чăваш ятпа пурăнатпăр.
Хунсен тапхăрне, вăл тапхăрта пурăннă аслă та чаплă пирĕн паттăрсемпе ăсчахсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕрлĕ çĕршывсен ăста тĕпчевçисем лайăх çырса кăтартнă. Мете патшапа Аттил çинчен те, унăн арăмĕ Хĕркке çинчен те, вĕсен ачисем çинчен те эпир лайăх пĕлетпĕр. Вĕсем питĕ авал пурăннă пулсан та. Телейлĕ пурнăç шыраса, хунсем Алтай таврашĕнчен пуçласа Европа таран çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

ТĔНЕ Кĕмен чăвашсем пурăнакан Чăвашкасси

Атте-анне йăлипех
Пурăнар-ха виличченех.
(Эмине).
 
Çут çанталăк саккунне ĕненни те тĕне ĕненнĕ пекех.
(Анатолий Юман).
 
Чăвашкасси – авалхи тĕнпе, йăла-йĕркепе пурăнакан ял. Кунти чăвашсем христианство тĕнне йышăнман.
Сăвар-пăлхарсем çĕр çинчи этемлĕх уçлăхпа, тӳпепе тачă çыхăнура пулнине, пурнăçра пĕтĕмпех хĕвелпе уйăхран, çăлтăрсенчен нумай килнине ĕненнĕ. Вĕсем уçлăха та, тӳпене те чĕрĕ тĕнче тесе шутланă, çут çанталăка турă вырăнне хунă.
 
Пирĕн авалхи йăх-несĕл те çут çанталăка пăхăнса пурăнакан халăх пулнă, çавăнпа яланах çут тĕнчепе килĕшӳре пулма тăрăшнă. Авалхи сăвар-пăлхар йăх-тымарĕсем çут çанталăка сăвап туни пирте упранса юлнă.

Текста малалла вулăр...

Ленин – чăваш йăхĕнчен

«Какую Россию мы потеряли» фильмра Станислав Говорухин режиссёр Ленинăн чăваш тымарĕсем пирки тӳрремĕнех калать. Чăвашсен паллă писателĕ Юхма Мишши 1970 çулта хăйне В.В.Василевский куçаруçă Мариэтта Сергеевна Шагинянпа паллаштарни пирки каласа пани те пур. Мариэтта Шагинян – «Семья Ульяновых» кĕнекен тата Ленин пирки çырнă кĕнекесен авторĕ.
Юхма СССР Писательсен пĕрлĕхĕнче тухса калаçнă хыççăн ун патне Мариэтта Сергеевна пырса: «Юхма, эс чăваш. Ленин чăваш пулнине пĕлетĕн-и?», - тет. Юхма кун пирки илтнине, анчах нимĕнле документсемпе çирĕплетменнине калать. Шагинян кун пек документсем хăйĕн пуррине пĕлтерет, темиçе кунран хăйĕн «Лениниана» кĕнекине кăтартать. Шăпах кунта чăвашсене интереслентерекен мĕнпур документсене курма пулать тет.
Мариэтта Шагинян «Ленинианăра» Астраханьти магистрат докуменчĕсемпе Ульяновсен йăхне тĕпченипе вулакансене паллаштарать.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр хулин Хисеплĕ гражданĕсем

(Микулай патшан указĕ 180 çул çитнĕ тĕле)
 
2011 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче пирĕн кĕпĕрнаттăр Чĕмпĕр кĕпĕрнин (паян Ульяновск облаçĕ) историйĕпе культурине вăйлă витĕм кӳнĕ, Раççей шайĕнче тата ун тулашĕнче хамăр региона чапа кăларнă, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралса тĕнчипе паллă çыравçă пулса тăнă Иван Александрович Гончарова 2012 çулта 200 çул тултарнă ятпа «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ» ята памалли хушу кăларнă.
Çак хисеплĕ ята паян пултаруллă çынсене патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем уйрăмах пысăк çитĕнӳсемпе тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн параççĕ. Ульяновск облаçĕнче хисеплĕ гражданлăх институтне 1993 çулта йĕркеленĕ. Каярах – облаçри ытти хуласенче, рабочи поселокĕсемпе саласенче. 1993 çултан пуçласа Хисеплĕ граждан ятне илнĕ çынна Ульяновск облаçĕн Хисеп Ылтăн кĕнекине кĕртеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Симбирская чувашская школа – детище Яковлева

Симбирская чувашская учительская школа является выдающимся детищем известного деятеля культуры и просвещения дореволюционной России во второй половине XIX века Ивана Яковлевича Яковлева. Это был первый огонек чувашского просвещения, который впоследствии стал центром распространения культуры и образования чувашей, подготовки учителей.
С самого момента своего основания 28 октября (9 ноября) 1868 года она была для чувашского народа единственным «окном в темном, необразованном Чувашском крае».
Уже 10 ноября 1868 года И.Я. Яковлев приютил у себя в комнате трех чувашских мальчиков и стал с ними заниматься. Тогда он учился в шестом классе Симбирской классической гимназии. Первыми его учениками стали Алексей Рекеев, Иван Исаев,
Е. Андреев и В. Кашкаров. Все они происходили из бедняцкой чувашской среды, и Ивану Яковлевичу пришлось взять на себя, наряду с учебными записями, и заботы о содержании этих мальчиков.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлевпа çыхăннă 150 документ

Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче чăваш халăх историйĕпе çыхăннă, чăваш халăхĕн паллă ывăл-хĕрĕ çинчен калакан документсем упраннине вулакансем пĕлеççĕ. Документсене шыравçăсем те, архивра ĕçлекенсем те тĕпчеççĕ.
Архив 2012 – 2013 çулхи ĕç планне И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хăйĕн хӳтлĕхĕнче упранакан документсене тупса палăртассине кĕртнĕ. Ăна И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Çак ĕçе 2013 çул тĕлне вĕçлемелле.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе Чăваш Республикин патшалăх архивĕ те хутшăнать.
Документсем тĕпчевçĕсене шырав ĕçĕнче пулăшĕç.
Паянхи куна Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çемйипе, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе çыхăннă 150 яхăн хаклă документ тупса палăртнă.
Паллах, пирĕн архивра кун пек документсем Чăваш Республикин патшалăх архивĕнче упранаканнисенчен сахалрах.

Текста малалла вулăр...

ЧУВАШСКИЙ ОТДЕЛ ИЛИ ЧУВАШСКОЕ ПРЕДСТАВИТЕЛЬСТВО ПРИ НАРКОМНАЦЕ: ДВА ВЕКТОРА НАПРАВЛЕНИЯ НАЦИОНАЛЬНОГО ДВИЖЕНИЯ ЧУВАШЕЙ В

(Окончание. Начало в №4.)
Из изложенного видно, что для лидеров чувашского национального движения, сторонников данного типа решения национального вопроса для чувашей всей России, ликвидация Чувотдела с экстерриториальными полномочиями и возможностями, не входило в их планы. Можно сказать даже более – это противоречило национальной программе «команды Эльменя», а требование Наркомнаца о создании вместо него Чувпреда навязывало чувашскому движению узкие территориальные рамки, что в корне подрывало основную суть культурной и экстерриториальной автономии чувашей. В связи с этим становится понятным упорство, с которым чувашские лидеры с мая 1920 г. отказывались от создания Чувпреда. Для наглядности поясним некоторыми подробностями.
Согласно декрету ВЦИК от 19 мая 1920 г. реорганизация Наркомнаца должна была происходить следующим образом: «Каждая национальность в пределах РСФСР выделяет из местных Советов и их съездов непосредственно или через свое автономное правительство, где такое существует, специальное представительство в составе председателя и двух членов.

Текста малалла вулăр...

ЧУВАШСКИЙ ОТДЕЛ ИЛИ ЧУВАШСКОЕ ПРЕДСТАВИТЕЛЬСТВО ПРИ НАРКОМНАЦЕ: ДВА ВЕКТОРА НАПРАВЛЕНИЯ НАЦИОНАЛЬНОГО ДВИЖЕНИЯ ЧУВАШЕЙ В 1

Вопрос о возникновении Чувашского представительства в Москве (Чувпред) в 1921 г. относится к числу малоизученных тем. Однако, эта тема представляет повышенный интерес на следующих основаниях: именно в ракурсе рассмотрения процесса становления Чувпреда, а особенно причин задержки его образования, выявляются особенности взаимоотношения руководства РСФСР и молодой Чувашской Автономии в 1920-1921 гг.; раскрывается основной смысл национальной политики Чувашской АО под руководством Д.С. Эльменя с июня 1920 г. по июль 1921 г.; объясняются внутренние разногласия среди лидеров чувашского национального движения в первой половине 1921 г.; выявляются причины изменения внутренней политики в Чувашии в последующее время. Цель нашей публикации - исследовать процесс формирования Чувпреда, начиная с постановления ВЦИК о реорганизации Наркомнаца от 19 мая 1920 г.

Текста малалла вулăр...

ИБН-ФАДЛАН ÇУЛĔПЕ

Ульяновскра 921-922 çулсенче аль-Муктадир халиф посольствин секретарĕн Ибн-Фадланăн караванĕ Багдадран Атăлçи Пăлхарĕн чикки патне йĕркеленĕ çулçӳревре пирĕн регион урлă иртнипе иртменни çинчен тĕпчеме тĕллев лартнă.
Посольство караванĕ Вăтам Азипе Вăтам Атăл хушшинчи çулçӳревре пин-пин çухрăма пăхăнтарнă. Çулăн Вăтам Азипе çыхăннă хушшине лайăх тĕпченĕ, анчах Ульяновск тăрăхĕпе çыхăнни нумай ыйтусем çуратать.
Ибн-Фадланăн ал çырăвĕнче çулçӳревре тĕл пулнă темиçе юхан шыв ятне çеç асăнса хăварнă: «Эпир пушкăртсен çĕршывĕ витĕр тухрăмăр та Джамарсан юхан шывĕ урлă каçрăмăр, унтан Уран, Урым, Байнах, Ватыг юхан шывсем урлă каçма тӳр килчĕ». (В.И.Артемьев, «Река Урым и путь Ибн-Фадлана в пределах Ульяновского Заволжья»).
Унта тата Çарăмсан урлă каçнине асăнса хăварнă, ытти юхан шывсене вара палăртман.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4.