Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Туслăх урамĕ

Кунтикав ялĕнче пĕр урам пур. Ăна пĕр вăхăт Çĕнĕ касă тетчĕç.
Ĕлĕкрех çамрăксем пĕрлешсен çав урамра хăйсем валли кайăксем пек йăва çавăрма тăрăшнă, çавăнпа ăна Çĕнĕ касă тенĕ. Вĕсем унта чи малтан пусă алтнă, çăл тĕлне лекнĕ. Шывне ĕçсе тăранма çукчĕ, çавăнпа кунта ытти урамсенчен те ăсма çӳретчĕç.
Çĕнĕ урамра 28-30 çурт-йĕр ӳссе ларнă, çамрăк çемьесенче çулсерен 5-6 ача çуралса ӳссе пынă. Çавăнпа Çĕнĕ касăран вăл ача-пăча касси пулса тăнă. Ку касăра пурăнакансем ĕлĕкренех пĕрле тата çав тери туслă пурăннă. Халĕ ăна пенсионерсен касси теме пулать. Пурĕ 9 çемье пурăнать. Мĕнле туслă вĕт-ха вĕсем!
Чи асли – Ольга Руссина. Улька аппа кăçал 90 çул тултарчĕ. Ăна саламлама пĕтĕм касă пухăнчĕ. Çулла Улька аппан мăнукĕ – Вова авланчĕ. Çамрăк çемьене саламлама татах пĕтĕм урам пынăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Кунта кашни çыннах итлеме, илтме пĕлеççĕ

Мелекесс районĕнчи Акăшкӳл (Лебяжье) ял тăрăхне сакăр сала-поселок кĕрет: Эврел, Сапаккел, Куликовка, Приморское, Аллагулово, Хирти Васильевка, ПМК, Акăшкӳл. Вĕсенче пурĕ 4 пин те 416 çын пурăнать. Ял тăрăхĕн мухтавлă çыннисемпе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн пуçлăхне Лариса Богатована каласа пама ыйтрăмăр.
 
- Туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Пирĕн тăрăхри ялсенче ĕлĕкрен тĕрлĕ наци çыннисем (чăвашсем, тутарсем, вырăссем, мордвасем...) килĕштерсе пурăннипе эпир хастарлăхпа тата ĕçченлĕхпе, пĕр-пĕрне итлеме, илтме пĕлнипе уйрăлса тăратпăр. Сапаккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта та, Аллагуловăри тата Акăшкӳлти тĕп шкулсенче те, Хирти Васильевкăпа Куликовка тата Приморское шкулĕ-сенче те тĕрлĕ халăх ачисем пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе вĕренеççĕ. Шкулсем пирĕн тăрăхра вĕренӳпе культура центрĕсем шутланаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çемьеллĕ пурнăçран пистернĕ

Ку ĕç 70-мĕш çулсенче пулса иртнĕ.
Ялта пирĕн кӳршĕре пурăнакан Кирук пиччене яланах сума сунă. Алли ылтăн пулнăран. Пуçăннă ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçланăран. Вăл колхоз выльăх-чĕрлĕхне пăхнă. Сăнӳкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен илĕнмен. Хĕрĕхелле çитсе пыракан Кирук пиччен ялан лаша пек вăй хунипе ача-пăчаллă пулма шухăшĕ те пулман пулĕ çав...
Пĕррехинче ăна уяв кунĕ юлташĕсем хăнана чĕннĕ. Вĕсем Кирук пиччене авлантарма шут тытнă иккен. Миккуль пичче ун валли Çĕнĕ Упи хĕрне – вунă çул кĕçĕнтереххине – тупса хунă.
Кирук пиччене ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те лаша кӳлсе хĕр илме кайнă. Юрă шăрантарсах хĕр пурăнакан çурт тĕлне чарăннă. Кĕнĕ. Калаçнă. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пулман. Çураçнă пикене Кирук пичче килне лартса килнĕ. Килтисем – ватă амăшĕпе шăллĕ – тĕлĕнсех кайнă.
- Туй тума эпир хатĕрленмен, - тенĕ амăшĕ.

Текста малалла вулăр...

Ял халăхĕ майĕпен чакать

Пухтел – пысăк чăваш ялĕ. Хальхи вăхăтра унта 408 çурт. Анчах вĕсенчен 298-шĕнче кăна çынсем пурăнаççĕ, 130-шĕ çулла килсе каймалли дача вырăнĕнче.
Ялта 871 çын, вĕсенчен ĕçлекенни 445, пенси çулĕсенчи 213 тата 18 çула çитмен 152 çамрăк. Вăтам шкулта 61 ача пĕлӳ илет. Пухтелĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă икĕ ветеран, вăрçă ветеранĕсен 16 тăлăх арăмĕ пурăнать. Ватă çынсене ултă социаллă ĕçчен пăхать.
Ял çыннине ĕçпе тивĕçтересси кунта ытти çĕрти пекех çивĕч тăрать: ялта 240 çын кăна ĕç тупнă. Ульяновска е Аслă Нагаткина 157 çын, вахта мелĕпе 22 çын ĕçлеме çӳрет.
Ял çынни ытларах килти хуçалăхра ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ӳстерсе пурăнать.
Ял пурнăçĕ пирки администраци пуçлăхĕ Людмила Леонидовна Пидиксеева каласа пачĕ.
- Ялсем пĕтсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Текста малалла вулăр...

Ырă ĕç ырăпа таврăнать

Тахçан район центрĕ пулнă пысăк Пухтел ялĕнче икĕ ĕмĕр каяллах чиркӳ пулнă. Анчах совет саманинче ăна ишнĕ. Вырăнĕ те юлман. Ĕненекенсем пурпĕр чиркӳрен сивĕнмен. Ялти хĕрĕх çын уявсенче кĕлĕ çуртне пухăнса Турра мухтанă. (Сăмах май, çак 40 çыннăн ятне халĕ кашни кĕлĕре асăнаççĕ.) Çĕнетӳпе демократи тапхăрĕсем çынна каялла тĕн енне çаврăнсан пухтелсем те хăйсен ялĕнче тахçан чиркӳ пулнине аса илнĕ. Хăйсен ялĕнче Турă çуртне çĕнĕрен çĕклеме ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ çул ял çыннисен ĕмĕтленсе пурăнни пурнăçланма тытăннă.
Кун пирки чиркӳре йĕркелӳ ĕçĕсене илсе пыракан Зинаида Яковлевна Арланова çапла каласа парать:
- Пухтелне кӳршĕ ялтан Сергий атте (Ижуков) пачăшкă килсе халăхпа чиркӳ тăвас ыйтăва сӳ-тсе яврĕ. Кун хыççăн вăл çурта лартмалли вырăнта кĕлтурĕ, ăна пиллерĕ, ял çыннисене тĕп никĕсе чавма тытăнса мĕн вĕçне çитичченех ĕçе тĕрĕс-тĕкел, ывăнмасăр, таса чĕрепе пурнăçлама сунчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кашнин валли ĕç пур

Кĕçĕн Нагаткин ял администраторĕ Анатолий Кебе пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, кашнин нушине вĕçне çитиччен тимлет.
Ял тăрăхĕнче Анатолий Петрович çĕнĕ çын мар. Вăл, Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнăскер, Кĕçĕн Нагаткинта 1986 çултанпа пурăнать. Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухнă, Чăнлă районĕн комсомол райкомĕн инструкторĕнче (1977-1979), «Рассвет» колхозăн 3-мĕш уйрăмĕн управляющийĕнче (1979-1985), Кĕçĕн Нагаткин ял совечĕн председателĕнче (1985-1989) вăй хунă.
- Хутлăхра паян пĕтĕмĕшле 890 çын пурăнать (танлаштарма: вунă çул каялла халăх шучĕ 1150 пулнă), - терĕ Анатолий Петрович. - Вăрçă ачисем вăтăр саккăрăн. Çĕнĕ Вольăран нушапа вăрçă ачи Анастасия Бруслина килнĕччĕ. Икĕ çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Тайăлнă çуртне юсаттарасшăн пулнине пĕлтерчĕ кинеми. Курăмлă пулăшу патăмăр.

Текста малалла вулăр...

Вулавăш çутисем

Тереньга районĕнчи Патуел вулавăшĕ пысăках мар, кивĕ çуртра вырнаçнă. Кунта общество аталанăвĕн паллă шайĕ – цивилизаци тени – çитеймен-ха.
Пӳлĕме йĕри-тавра çӳхе тимĕрпе «ытакласа» илнĕ каланккăпа ăшăтаççĕ. Темиçе ретлĕ кĕнеке çӳлĕкĕсем те кивĕ. Кунта колхозсем тунă вăхăтри хăтлăх хуçаланать. Тепĕр енчен пăхсан – çав çулсенчи ĕмĕтленӳллĕ те çĕкленчĕк кăмăлпа пĕр-пĕр мероприяти ирттерме те кăмăллă. Ăсра çакăн пек пулăм çуралать: каланккăри вутă пуленкисем шартлата-шарлата çунаççĕ; пӳлĕм хаçат-журнал, кивĕ кĕнеке тусанĕн шăршипе тулнă; эрешлĕ ал шăллисемпе илемлетнĕ таврапĕлӳ кĕтесĕнче йĕс сăмавар чашкăрса ларать; ун йĕри-тавра Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» романне тишкерме пуçтарăннă вулакансем лараççĕ…
Çакăн пек мероприятисем кунта чăнахах та иртеççĕ. Вĕсене Нина Николаевна Калемалькина йĕркелет.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăхĕпе промышленность кунĕсем

Ульяновск облаçĕнче ял хуçалăхĕпе промышленность эрни иртнĕ.
Ăна регионти ял хуçалăхĕпе унăн продукцине ĕçлесе тăракан промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă. Çак хушăра халăха кăсăклантарма палăртнă тĕп мероприятисен шутне тематика çавра сĕтелĕсем тата ăслăлăхпа практика семинарĕсем кĕнĕ. Вĕсенче хутшăнма фермерсене, ял хуçалăх организацийĕсен ертӳçисемпе специалисчĕсене, банксемпе суту-илӳ, страхлав компани ĕçченĕсене, минераллă им-çампа ӳсен-тăрана хӳтĕлекен эмелсем кӳрекенсене йыхравланă.
Чӳкĕн 14-мĕшĕнче Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн филиалĕн конференц-залĕнче «Организация управления энергозатратами на предприятиях агропромышленного комплекса и лесной промышленности» семинар-канашлу иртнĕ.
Чӳкĕн 18-мĕшĕнче Ульяновскри П.А.Столыпин ячĕллĕ патшалăх ял хуçалăхĕн академийĕн лапамĕнче çавра сĕтел иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЛЕМЕСĔР НИКАМ ТА ÇĂКĂР ÇИТЕРМЕСТ

Хирсем пушанса пыраççĕ. Хĕвел çаврăнăш хирĕсем çеç тăлăххăн курăнса лараççĕ. Ирçелĕнчи «Родники» хуçалăх та çак культурăна пухса кĕртмен-ха. Ку хуçалăха 24 çул хушши Николай Сайгушев ертсе пырать. Районти председательсенчен вăл чи асли. Вĕсем район пуçлăхĕпе Ханяфи Рамазановпа пĕр çул ĕçлеме тытăннă.
 
-Эпир ытларах тĕш-тырă акса тăватпăр. Тавах Турра, кĕрхи ĕçсене вĕçлерĕмĕр темелле. Питех мухтанмаллиех çук та – хамăра çитет. Кĕрхи ыраш кăçал гектартан 31 центнер пачĕ, тулă – 43. Ку аван кăтарту. Çурхи культурăсем вара шăрăха пула начар ӳсрĕç.
Хĕвел çаврăнăш ĕлкĕрнĕ. Вăл 180 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Лайăх çанталăкра икĕ комбайнпа тăватă кунра вырса илме палăртатпăр. Кĕрхи ыраша 550 гектар çинче акса хăвартăмăр. Пушаннă çĕрсене йăлтах сухаларăмăр. Унсăр пуçне нумай çул ӳсекен курăк анисене те сухаласа килес çула хатĕрлерĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Саплăк ял историйĕнчен

Распуй, мăшкăллаççĕ!
Ял çыннисем мĕн ĕлĕкрен сăмакун юхтарнă. Хăнасем килсен те, ниме ĕçĕсене тума та кирлĕ пулнă вăл. Пĕр тăлăх арăм Мариç мунчара сăмакун юхтарнă. Аншарли юхма кăна тытăнать – Мариçе милицисем çӳрени пирки пĕлтереççĕ. Мĕн тумалла? Мариç хаярскере пĕр черкке ĕçет те çаппа-çарамас салтăнса лапка çине хăпарса ларать. Милĕксем тытса типĕ мунча кĕме тытăнать. Хĕрнĕскер пĕтĕм вăйĕпе çапла такмаклать:
Ах, Турă, тупата,
Ик урара çăпата.
Çăпата мар — атă,
Манăн савни ватă!
Сасартăк, мунча алăкĕ уçăлать те, алăкран милиционер пуçĕ курăнса каять. Хытса кайнăскер ăнланса та ĕлкĕреймест – Мариç хăрушă сассипе: «Распуй! Распуй! Мăшкăллаççĕ! Пулăшăр!» – тесе кăшкăрса ярать. Милиционер вăтаннипе хĕрелсе каять, урама чупса тухать.

Текста малалла вулăр...

Ял пĕтет, чăваш чĕлхи сӳнет

Асьялта пурăнакан Р.М.Муракова 1975 çулта Çинкĕлте педучилище пĕтернĕ те 38 çул шкулта ĕçлесе кăçал тивĕçлĕ канăва кайнă. Сентябрь уйăхĕнчен вара вăл юлашки çичĕ çулта ирсерен хăнăхнă çулпа Ĕшке шкулне каймасть. Ун куçĕ умĕнче ялта нумай улшăну пулса иртнĕ. Чи хурлăхли — 2006 çулта тăван ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула хупни. Халĕ ял ачисене автобус Ĕшке шкулне илсе çурет.
-Шкулта 24 ача юлнăччĕ, пуçлăхсем ăна хупма шут тытрĕç. Анчах тепĕр çул шкулăн 100 çулхи юбилейĕ пулмаллаччĕ – хăяймарĕç. Уяв иртсе кайсан вара тӳрех РОНО хушнипе шкул çуртне хуллен тустарма тытăнчĕç: алăкĕсене, чӳречисене илсе кайрĕç, урай хăмисене таçта çухатрĕç. Çĕмĕрсе пĕтерсен Ульяновскран вĕренӳ министерствинчен пуçлăхсем килчĕç. «Ма пиртен ыйтмасăр тустарнă?» — теççĕ тĕлĕннĕ пек туса. Вăт çапларах пулчĕ ку ĕç – айăпли камĕ паллă мар.

Текста малалла вулăр...

Вутă хатĕрлесси – чи кирлĕ ĕç

Асьял урамĕсенче касса-çурса хунă вутă нумаййи тӳрех куçа тăрăнать. Акă вутă çуракан çынна та куратпăр.
Б.А.Маслов çак ялтах çуралса ӳснĕ, çамрăк чухне Рязановăри совхоз-техникумра пĕлӳ илнĕ. Водорацк ялĕнче трактор бригадине ертсе пынă, ултă çул Ульяновскра автобуспа ĕçленĕ. Комбайнпа тырă пуçтарнă, слесарь пулнă. Пурнăçа тĕрлĕ енчен курнă.1984 çулта вăл тăван ялне килсе тĕпленнĕ, мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Анчах 1995 çулта ун мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачисем ӳссе тăван килтен тухса кайнă. Çапла вара арçын 20 çула яхăн пĕччен пурăнать ĕнтĕ.
-Апат пĕçермелли плита валли пире газ баллонĕ район центрĕнчен кӳрсе параççĕ, анчах çуртсене вутăпа хутса ăшăтатпăр. Çăва тухсанах 10-12 çухрăмри вăрмана каятпăр, ун хуçисемпе калаçса татăлатпăр. Вăрмансем халь нумайăшĕ харпăр çынсен аллинче.

Текста малалла вулăр...

Тĕп ĕçĕм – халăха кĕнекесемпе тивĕçтересси

Çĕнĕ Улхаш шкул вулавăшне кĕрсенех хуçи тарават, ĕçлес кăмăлли курăнать — хăтлă пӳлĕм, тирпейлĕ кĕнеке çӳлĕкĕ-сем, куçа йăмăхтаракан илемлĕ куравсем, тĕрлĕ тематикăпа хатĕрленĕ стендсем. Килнисене пурне те илĕртӳллĕ хĕрарăм кулкаласа сăмах чĕнет.
— Кĕнеки мĕн ятлăччĕ? Авторне астăватăн-и? – ыйтать вăл йăвашшăн. Тупма пулăшать, ырă канашсем парать. Вулавăша килнĕ çĕнĕ кăларăмсемпе те паллаштарма вăхăт тупать.
Валентина Белякова шкул вулавăшĕнче 34 çул ĕçлет.
Çак ĕç патне чунĕ пынине тахçанах туйса илнĕ Валентина Николаевна. Çав сывлăш уншăн хаклă.
— Шкул хыççăн вĕрентӳçĕ пулас тĕллевпе педагогика училищине кĕнĕччĕ, атте 47 çултах вилсен пăрахрăм, – аса илет вăл. – Анне тăхăр ачапа юлнă. Пулăшакан кирлĕ пулнă. Вăхăтлăха тесе шкул библиотекине ĕçе вырнаçрăм та кунтах
ав нумай çул ĕçлеме тӳр килчĕ.

Текста малалла вулăр...

Спорт, лаша – ман чун уççи

– Спортсăр тата лашасем-сĕр эпĕ пурăнаймастăп. Пурнăç илемĕн, унăн тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕн пĕр пайĕ – лашасем, - каласа парать Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Александр Владимирович Быков.
Александрпа пĕртăвансем Быковсен çемйинче тата пилĕк ача пулнă. Пурте вĕсем спортпа туслă.
Александр Владимирович тăван ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Çăмăл атлетика – унăн юратнă спорчĕ. Тĕрлĕ дистанцисене чупса районти, облаçри ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене тухнă. 1979 çулта вунă класс пĕтерсе алла аттестат илсен качча тӳррех салтака илсе каяççĕ. Вăл Саратов облаçĕнчи Балаково хули çывăхĕнче вырнаçнă сывлăш çар вăйĕсен чаçне лекет. Кунта та ăна спортпа туслă пулни пулăшать. 1980 çулта ăмăртура Атăлçи çар округĕшĕн чупса пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Текста малалла вулăр...

Уй кунĕ – йăлана кĕнĕ уяв

Регион ял хуçалăхĕ çулсерен иртекен «Уй кунĕ-2013» уявра çурхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.Ульяновск облаçĕнче кĕрхи культурăсене 600 пин гектар çинче акса плана 5 процент ытлашши тултарнă.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин çирĕплетнĕ тăрăх, çур аки ĕçĕсем йĕркеллĕ те кĕске вăхăтра пурнăçланнă. «Кĕрхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 320,2 (103,9), техника культурисене 211,6 (102), выльăх-чĕрлĕх çимелли культурăсене 87,6 пин гектар (111,1 процент) акнă», - палăртса хăварнă министр.
Асăннă культурăсене уйрăмах Мелекесс, Чăнлă, Чартаклă тата Майна районĕсенче акнă.
Плана Барăш, Сăр, Çĕнĕ Спасск районĕсем 139,7, 116,3, 111 процент пурнăçланă.
Аналитиксем пĕлтернĕ тăрăх, регионра пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан 8,3-17,4 пин гектар ытларах акăннă. Çак кăтартусемпе Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округра - виççĕмĕш вырăнта.

Текста малалла вулăр...

Юратнă вĕрентӳçĕ

«Шкул коллективĕ туслă, пысăк профессиллĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Математика вĕрентекенĕпе пире мĕнлерех ăнăçрĕ, – терĕ Вăта Тимĕрçенти вăтам шкул директорĕ Лидия Сергеевна Авасева тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, вăтам пӳ-силлĕ, илемлĕ хĕрарăмпа паллаштарнă май. – Хăй вăл Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕнчен. Инçетри хулара пурăнаканскер яла курас шухăшпа çемйипе тăван тăрăха килнĕ. Шăп пирĕн яла суйласа илни пирĕншĕн çав тери ăнăçуллă пулчĕ».
Людмила Алекинова аслă классемпе урок ирттеретчĕ. Вĕренекенсем Людмила Николаевна куçĕнчен тимлĕн пахса лараççĕ. Умра – тĕрĕслев ĕçĕсем. Пĕтĕмлетӳ патшалăх аттестацийĕпе (9-мĕш классен) пĕр пĕтĕм патшалăх экзаменĕччен (11-мĕш классен) вăхăт нумай та юлман. Математика вара пĕтĕм ăслăлăхсен патши çеç мар, çыпăçулăха, тĕрĕслĕхе юратакан предмет.
Утмăл пĕр çулти халăх çут ĕçĕн отличникĕн шкулта сехечĕсем нумайран тиевĕ те йывăр.

Текста малалла вулăр...

Александр Чепухин – регион çителĕклĕхĕшĕн

Обществăлла палата умĕнче регионти правительство председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин тухса калаçнă. Вăл область аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тунă, малашнехи плансем çинче чарăнса тăнă.
-2012 çулта мĕнпур отрасльсен аталанăвĕнче ӳсĕмсем палăраççĕ – ӳсен-тăрана акса тăвассисĕр пуçне. Çут çанталăк пăтăрмахĕсене пула ӳсен-тăран ӳстерес ĕç 27 процент чакнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси вара 10,5 процент ӳснĕ. Регионта мĕнпурĕ 26 млрд та 56 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларнă, ку пĕлтĕрхинчен 3,5 млрд тенкĕ сахалтарах.
2013 çул тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 2,7 пин пуç (1,7 процент) ӳснĕ. Халĕ мĕнпурĕ 157,5 пин пуç шутланать. Çаплах сысна, качака усракансен шучĕ те нумайланнă.
2012 çулта пĕрчĕллĕ культурăсене туса илесси 22,8 центнертан 14,8 центнера анса ларнă (гектартан), тĕш-тырă тухăçĕ икĕ хут чакнă (650,4 пин тоннăпа танлашать),- тенĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Чăнлă районĕнче çăкăр ӳстерекенсене чысларĕç

Ял ĕçченĕн профессийĕ Раççейре – хисеплисенчен пĕри
 
Раштавăн 4-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче Чăнлă районĕнчи ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçлесе çитерекенсен уявĕ иртрĕ. Район центрне çуллахи шăрăхпа кĕрхи пылчăклă кунсене парăнтарса начар мар тухăç илме пултарнă тăрăшуллă çĕр ĕçченĕсемпе выльăх ĕрчетекенсем, хисеплĕ ĕç ветеранĕсем, специалистсем пухăннăччĕ. Ял хуçалăх çыннисен ĕçĕ-хĕлне сăнарласа паракан кинофильм пĕтĕмĕшле район епле пурăннине ĕненмелле хак пачĕ. Экран çинче – палланă сăнсем, вĕсем уй-хирте, мастерскойра е фермăра ĕç вăхăтне еплерех ирттерни, паттăрла утăмĕсем, тепри тăвайманнине пурнăçлама пултарни, пĕр сăмахпа, Чăнлă районĕнче çăкăр ӳстерекенсем, фермерсем. Кăçалхи тухăçран пĕçернĕ çăкăрпа тата тăварпа сăйларĕç илемлĕ наци тумĕсене тăхăннă пикесем район ертӳçисене, пур ял хуçалăхĕсенчен килнĕ ĕçченсене.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхе ял пĕтсен çеç пĕтет

Чăваш Кăлаткăри çыхăну уйрăмĕнче мана «Канаш» хаçата çырăнса илекенсен списокне парсан Вера Самайкинапа паллашма шутларăм. Çынсем кăтартса янă çурт умне çитсен хапхаран шыв ăсма тухакан хĕрарăм курăнчĕ. Паллашнă май васкамасăр утса çăл патне çитсе килтĕмер, пӳрте шыв ăсса кĕтĕмĕр.
Паллашнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: Вера Ивановна – Совет Союзĕн Геройĕн И.В.Ильгачёвăн кĕçĕн хĕрĕ иккен, 75 çулта, пĕччен пурăнать. «Канаша» нумай çул çырăнса илет, юратса вулать. Ăна вăл ырă хаçат терĕ.
– Эпир тăваттăн пĕр тăванччĕ: 1921 çулхи Иван, 1927 çулхи Клавдия, Евгения ятли пурччĕ, вăл вилнĕ. Эпĕ тăваттăмĕш. Ачалăх выçăллă-тутăллă иртрĕ. Мекке (вир хывăхĕнчен пĕçернĕ пашалăва кунта çапла калаççĕ – Н.Л) çисе ӳсрĕмĕр. Хире пучах пухма кайсан хăвалаттаратчĕç. Атитте (асатте) тутар ялĕсенче кăмака хурса çӳретчĕ, ĕç пĕтерсен киле çăнăх илсе килетчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кашара çул пулать

Тутар Каши ял тăрăхне Кунтикавпа Каша, Александровка, Будённовка, Елховый разъезчĕ кĕ-реççĕ. Вĕсенче пурĕ 1730 çын пурăнать. Çак ялсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тăрăх пуçлăхĕпе Наиль Тамаевпа калаçатпăр.
— Наиль Рахимзянович, ку çулăн тăваттăмĕш кварталне кĕтĕмĕр, мĕнлерех ăнăçусем-пе мухтанма пултаратăр?
— Тăрăх пурăнать, аталанать. Ял çыннисен пур ыйтăвĕсене те вырăнта татса пама тивнĕрен çанăсене тавăрса ĕçлеме тӳр килет. Ватăсем те, çамрăк çемьесем те тивĕçлĕ пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. Тутар Кашипе Каша ялĕсенче 5 çухрăм шыв пăрăхне тăсрăмăр. Паян кашни килте тенĕ пекех шыв, çут çанталăк газĕ. Тутар Кашинчи çĕнĕ Почтовая урамне газ пăрăхне тăсрăмăр. Юлашки вăхăтра 118 киле шыв кĕчĕ. Ялсенчи икĕ шыв скважинине çывăх вăхăтра тасатса хăтлăх кĕртмелле.
— Наиль Рахимзянович, сирĕн тăрăха килсен пĕр хутчен çеç мар Кашари çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ пирки кулянса калаçнине илтме тӳр килчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.