Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕрентӳçĕсем çырăнтару ĕçĕнче тĕслĕх кăтартмалла

Чăваш Кăлаткăри çыхăну уйрăмĕ — вырăнти халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ялта 282 çурт, кӳршĕ Бахтеевкăра – 201. Халăх кирлĕ ĕçĕсемпе çак почтăна çӳрет. Кунта çынсен нумай ыйтăвне тивĕçтереççĕ: пенси тата ача укçи параççĕ, укçа куçараççĕ (çав шутра электрон майĕпе те) телефоншăн, сотовăй телефоншăн, электроэнергишĕн, газшăн тӳлеме май пур, социаллă тӳлевсене те çакăнтах илеççĕ, посылкăсем яма пулать. Çаплах килте куллен кирлĕ япаласем те сутаççĕ кунта. Ку ĕçсене куллен туса пыраканни – Татьяна Караченцева.
Икĕ почтальонка – Татьяна Барнаева тата Мария Мансурова эрнере тăватă хутчен хăйсен участокĕпе утса тухаççĕ, кашни хăйĕн ялĕ тавра çаврăнать. Икĕ ялта 315 пенсионер, вĕсене уйăхра пĕрре пенси памалла.
-Халăх халь, чăнах та, хаçат-журнал сахал çырăнать,- каласа парать çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.

Текста малалла вулăр...

Фермера колхоз председателĕпе танлаштарма пулать-и?

Николай Ивандеевăн фермер хуçалăхĕн базине пырса кĕрсен куçа тӳрех тирпейлĕх курăнать. Техника ретĕн-ретĕн ларать, механизмсем, агрегатсем пĕр вырăнта, вĕсем тап-таса. Çӳпĕ-çапă йăваланса выртнине кураймастăн. Нумаях пулмасть 3000 тонна вырнаçакан пахча çимĕç усрамалли путвал, тырă хумалли çĕнĕ ангар хăпартса лартнă кунта.
- Кашни çĕрте йĕрке пултăр, эпир килте япаласене тĕллĕн-паллăн пăрахмастпăр вĕт. Кунта та тирпей тума тăрăшăтпăр. Культура пур çĕрте кирлĕ. Ĕçри йĕрке — пуçран, шухăшсенчен пуçланать . База хĕррине улмуççи сачĕ лартрăмăр. Çывăх вăхăтра пура турттарса килсе Механизаторсен çурчĕ туса лартасшăн. Малашне хырсем тата кăвак чăрăшсем лартса парк тăвас шухăш пур -, тет фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ.
Николай Ивандеев – облаçри паллă фермер. Область делегацийĕпе пĕрле вăл яланах ют çĕршывсене семинарсене, куравсене, тĕрлĕ тĕлпулусене тухса çӳрет.

Ялтан çамрăксем каяççĕ…

Осиповсем Чăваш Кăлаткăра çуралнă, çакăнтах ӳснĕ. Нумай çул вырăнти хуçалăхра вăй хунă. Халĕ ял ĕçченĕн пысăк мар пенси укçипе пурăнаççĕ. Ачисем хулара: аслă ывăлĕ Ульяновскра пурăнать, кĕçĕнни – Сызраньте.
Михаил Арсентьевич шкул пĕтерсен Тереньга районĕнчи Скугареевка ялĕнче механизатора вĕреннĕ, сварщик специальноçне илнĕ. Ун хыççăн 40 çул ытла комбайнпа ĕçленĕ, çăкăр ӳстернĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе тăван ялта пурăнать. Антонида Александровнан та ĕç стажĕ пысăк – 39 çул. Вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен цехра бригадир пулнă, учётчицăра вăй хунă. Анчах çемье сăлтавĕсене пула ача чухне ун тăван ялĕнчен вăхăтлăха тухса кайма тӳрĕ килнĕ.
-Эпĕ виççĕре чухне анне вилсе кайрĕ. Атте вăрçăра. Мана воспитани пама Кузьминсен çемйи усрава илчĕ. Вĕсем пирĕн тăвансем, пурăнасса вара Кăлаткăпуçĕнче пурăнатчĕç.

Текста малалла вулăр...

хăтлăх тăвас килет

ТĔЛĔНТЕРМĔШ ÇЫНСЕМ – ПУР-ХА
 
Вăл хăй пирки ыттисем мĕн шутланине шута илмест. Ыттисене пулăшас туртăма ачаранах ăшне хывнă. «Çамрăк ăрушăн, ял малашлăхĕшĕн, таврари юхан шывсемпе кӳлĕсемшĕн, илемлĕхпе хăтлăхшăн камăн та пулин тăрăшмаллах вĕт-ха», - тет Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте тĕпленсе пурăнакан, ĕçĕсемпе ыттисене тĕлĕнтерекен, вырăнти влаçа «кирлĕ-кирлĕ маршăнах» (пуçлăхсемшĕн çапла туйăнать) «чăрмантаракан» Николай Владимирович ЯТМАНОВ. Ун пеккисене тĕлĕнтермĕш çынсем теççĕ.
 
Вăл ĕмĕрĕсене колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхса тата тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса ирттернĕ Анна Афанасьевнапа Владимир Ильич Ятмановсен çемйинче 1956 çулта çут тĕнчене килнĕ. Николай ялти шкулта сакăр класс пĕтерет те 1971-1972 çулсенче Скугареевкăри 4-мĕш СПТУра механизатора вĕренет.

Текста малалла вулăр...

АСлă Нагаткинта кун пек пульница пулман-ха

Район пульницин терапи корпусне тĕп юсав туса хута яни Чăнлă район çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Кун çинчен вĕсем нумай ĕмĕтленнĕ. Юсав ĕçĕсем вĕçленессе çулталăк çурă кĕтме тивнĕ. Ун валли федераллă тата область программисенчен укçа-тенкĕ илнĕ. Çаплах район бюд-жетĕнчен нумай миллион укçа-тенкĕ тăкакланă. Район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов ку ыйтăва тимлĕх уйăрса тăнă, кашни эрнере ĕçсем мĕнле пынине тишкерме планёрка ирттернĕ. Кунта районти организацисемпе учрежденисенче вăй хуракансем вун-вун субботник ирттернĕ. Пульница куç умĕнче улшăнса пынă. Вăл «халăх стройки» пулса тăнă.
Пульницан тĕп врачĕ С.Б.Шамрай та çакăн пиркиех каларĕ: «Ханяфи Валиевича пысăк тав тумалла. Вăл çине тăрса ĕçлемен пулсан кун пек ĕçсем ирттерееттĕмĕр-ши? Нумай вăй, укçа, вăхăт пĕтрĕ, анчах çынсен сывлăхĕ çинчен сăмах пырать пулсан ку пĕлтерĕшлех мар.

Текста малалла вулăр...

Таса çăлкуçа çăвăнма килеççĕ

Аслă Нагаткинпа Пилюгин ялĕсене çыхăнтаракан çырмара сăваплă çăлкуç пур. Ун пирки халăх тахçанах пĕлнĕ. Ку вырăн çакăнпа та паллă: кунта 1552 çулта Хаяр Иван патша Хусана парăнтарма кайнă чух ун хурал отрячĕ чарăннă.
Кунта 18-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Мĕнпур хурлăхлисен савăнăçĕн Турă Амăшĕн тĕлĕнтермĕш турăшне курнине калаççĕ.
19-мĕш ĕмĕрĕн варринче Афанасий Петрович Беляков тăрăшнипе кунта йывăç часавай лартнă. 1930-мĕш çулсенче ăна тустарнă. Тепĕр хут ăна 2000 çулта хăпартнă. Кашни çул майăн 8-мĕшĕнче турăшсемпе, хĕрессемпе çӳреççĕ.
Ахаль чухне те кунта çын татăлмасть. Кунти шывпа чӳхенме, çăлра шыва кĕме сыввисем те, чирлисем те килеççĕ. Купальня алăкĕ яланах уçă.
 
Чăнлă районĕ.

Утă уйăхĕ – утă çулма

Ульяновск районĕнчи Липки ялĕнчи «Симбирский сад» хуçалăх халĕ лайăх çанталăкпа усă курса васкаса утă хатĕрлет. Константин Алексеев МТЗ-82 тракторпа кунне 20 тонна утта хытарса çыхать.
- Çут çанталăк пуянлăхĕпе усă куратпăр, улăхра ӳсекен курăка çулса типĕтрĕмĕр. Пуриншĕн те лайăх кун пек туни – ĕнесемшĕн сиплĕ курăк, тавралăхшăн – тирпейлĕх. Кăçал курăк çӳллĕ ӳснĕ, анчах хулăнăшĕ çук. Курăк çăрарах пулсан тата нумайрах хатĕрлемелле, - каласа парать чĕрĕк ĕмĕр Çĕнĕ Ульяновск тăрăхĕнче пурăнакан Константин Владимирович.
Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккавар каччи Криушире 1987 çултанпа пурăнать. Ольга Фёдоровна мăшăрĕпе Мускавран куçса килнĕ вĕсем. «Приволжский» совхоз виçĕ пӳлĕмлĕ çурт пама шантарни хавхалантарнă Мускаври пĕчĕк пӳлĕмре пурăнакан çамрăк çемьене. Ачаранпах техникăна юратнă Константин салтак хыççăн Мускавра автобуспа çӳренĕ, «Приволжский» совхозра вара ăна трактор шанса панă.

Текста малалла вулăр...

Утăçи – хĕрӳ вăхăт

ЯлТИ ĕçСЕне çамрăксем малалла тăсни хавхалантарать
 
«Родники» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче паян çумăр кĕтеççĕ. 4036 гектар çине акса хăварнă культурăсене нӳрĕ кирлĕ. Çурхи тулă 596 гектар çинче ӳсет, урпа – 483, хура тул — 88, пăрçа – 65, хĕвел çаврăнăш – 150, нумай çуллăх курăксем – 1446, пĕр çуллăх курăксем – 442. Шел, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем кăçал хĕлле шăннă. Юлнă кĕрхи ыраш паян 185 гектар çинче çитĕнет, кĕрхи тулă – 27.
Хуçалăхра паян хĕрсех утă çулаççĕ. Ĕçченсене симĕс курăкпа тивĕçтереççĕ, ял-йыша çĕр пайĕшĕн выльăх апачĕ параççĕ. Утăçире Петр Моисеев палăрнă. Вăл «Нива» (СК-5) комбайнĕпе нумай çуллăх курăксене çулнă çĕрте тăрăшать. Петр Николаевич – çамрăк та пултаруллă механизатор, чаплă токарь тенине темиçе хутчен те илтме тӳр килчĕ. Токарь станокне те, хуть те мĕнле техникăна та пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлет терĕç.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн патран пĕр çын та кăмăлсăр ан кайтăр

Общество ачасемпе ваттисене мĕнле пăхать — ун шайĕ çапла теççĕ. Ку ыйтăва ĕлĕкех çĕкленĕ. 1701 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша çынсен социаллă пурнăçне хӳтелеме Указ кăларса çак ыйтăва патшалăх тытăмĕн шайне хăпартать. Ун тăрăх ваттисен тата сусăрсен çурчĕсенче вунă чирлĕ çынна пĕр сывă çын пăхмалла пулнă. Совет правительствине тунă вăхăтра та социаллă ыйтусене тивĕçтерекен нарком пулнă.
Халĕ те пирĕн çĕршывра чирлисемпе вăйсăрсене, ваттисемпе ачасене пулăшакан учреждени пур – социаллă хӳтĕлев комитечĕ.
Чăнлă районĕнче ăна 1992 çулта йĕркелесе янă. Облаçри ĕç тата социаллă аталану министерствин Чăнлă районĕнчи управленине С.И.Шорников тăватă çул ертсе пырать.
-Пирĕн пата çынсене нуша илсе килет, вĕсем, йывăр лару-тăрăва çакланнăскерсем, пиртен пулăшу кĕтеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Галина КИСЕЛЁВА: «Кĕтнĕ хăнасем мар эпир»

«Роспотребнадзор» сăмах «ревизор» евĕрлех янăрать. Çакна илтсен учрежденисен, организацисемпе предприятисен ертӳçисем хыпăнсах ӳкеççĕ. Витĕр асăрхаса тăракан орган кама шиклентермĕ? Пăхсан кунти специалистсем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа яваплисенчен патшалăх стандарчĕсене пăхăнса ĕçлеме çеç çирĕп ыйтаççĕ.
 
Районти "Роспотребнадзор" ĕçĕ-хĕлĕпе унти специалист Галина Геннадьевна Киселёва паллаштарчĕ. Вăл çак тытăмра 31 çул вăй хурать. Вăта Тимĕрçенти вăтам шкул хыççăн Ульяновскри медучилищĕре санитар-фельдшер специальноçне алла илнĕ. 1981 çултанпах пĕр вырăнта. Кантурĕ Ульяновск районĕнчи уйрăма кĕрет. Чăнлă районĕсĕр пуçне кунта Тереньга, Ишевке посёлокĕсем, Çинкĕл, Çĕнĕ Ульяновск хулисем кĕреççĕ. Тĕп управлени – Ульяновск хулинче, вĕсен пуçлăхĕ – Ишевкере.

Текста малалла вулăр...

Кулли – чун уççи

«Вăйăсенче ун сасси кайăк сасси евĕрлĕ, Ахăлтатса кулнă чух вăйлă çын ку темелле»,-çырать Кĕçтенттин Иванов хăйĕн вилĕмсĕр поэминче Нарспи пирки. Чăваш хĕрĕн-хĕрарăмĕн илемне ытарлăн сăнарласа парать сăвăç. Ку сăмахсене
Чăвашкассинче пурăнакан Светлана Ендиярова çинченех каланăн туйăнать.
 
Тантăшĕсем ачаранах хулара пурăнасшăн çуннине курсах шкул хыççăн Светлана та Ульяновск хулине çул тытать. Электронла шутлав машинин операторĕ пулса ĕçлеме май паракан хута аллине илсен пĕр çултан «Авиастар» завода кĕрет. Анчах та тăван ялĕсĕр пурăнаймассине сиссе каялла таврăнать. Малтанласа Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕнче пионервожатăйра тата ял советĕнче тăрăшать. Пĕр хушă Аслă Нагаткинра «Цильнамежрайгаз» пĕрлешӳре вăй хурать. Чăвашкасси йĕкĕчĕпе Владимир Ендияровпа çемье çавăрсан ялĕнче лавккаçăра ĕçлеме пуçлать.

Текста малалла вулăр...

ПУРĂНАСАХ ТЕТĔП-ХА!

Ĕç вырăнне «кĕскетнĕ» пирки эпĕ нимсĕрех тăрса юлтăм. Тĕрлĕ хаçатри, урамсенчи пĕлтерӳсенче чылай вăхăт ĕç шырарăм. Кăлăхах. Пур çĕрте те тĕрлĕ фирмăсем «посредник» пулса манран укçа «шăйăрса» ĕç тупса пама шантарчĕç. Усси пулмарĕ.
 
Çурхи хĕвеллĕ кунсем çитсен вĕçтертĕм хамăн çуралнă ялăма. Унта ĕçсĕр ларас çук, çуллахи вăхăтра тем те тумалла.
Анне вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки ялти кил-çурт пушă ларатчĕ. Кил вучахне çĕнĕрен чĕртмелле пулчĕ.
Чи малтанах кил-çурта, пахча-картана тасатса, юсаса тирпейлерĕм. Халĕ ĕнтĕ çĕр улми, пахча çимĕç анисене сухаламалла. Анчах мĕнпе – лаши çук, суха пуçĕ çук. Лаши те ялти фермăра пĕрре кăна. Майĕ тупăннă пекчĕ. Ялти «çĕнĕ чăвашсен» е сулахай укçа юратакансен «хурçă учĕсем» пур-çке.
Манăн килти пахча ани пĕчĕк лаптăк кăна.

Текста малалла вулăр...

Кашни килте ăшă пултăр!

Ĕçлекен çын – чи пысăк пуянлăх
 
“Ульяновскоблгазăн” “Цильнамежрайгаз” филиалне 2003 çулхи авăнăн пĕрремĕшĕнче туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ – çут çанталăк газне усă куракансем патне çитересси, газпа шанчăклă та аварисĕр тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра филиал облаçри тăватă районта – Чăнлă, Сăр, Вешкайма, Карсун – палăртнă ĕçе пурнăçлать, 1858 çухрăм газопровода пăхса тĕрĕслесе тăрать. Филиалта пурĕ газпа усă куракан 23470 абонент шутланать, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн 174 çын вăй хурать.
Малтан Чăнлă районĕнчи, кайран “Цильнамежрайгаз” филиала – вунă çул ытла Николай Леонидович Ваштахов ертсе пырать.
 
Газсăр пурнăç çук
Ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтерессине совет влаçĕ хăйĕн тĕп ĕçĕ вырăнне хурса йышăннă пулин те пурнăçа туллин кĕртеймерĕ.

Текста малалла вулăр...

«Асамат» центрпа мухтанатпăр

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕнче яланах хăнасем. Унта тăтăшах аякри çывăх тăвансене тĕл пулма пулать. Хальхинче УОЧНКА тĕпелĕнче – Мелекесс районĕн чăвашĕсем. Çĕнĕ Майна тăрăхĕнче Тури Мелекесс ялĕн администраторĕ пулса тăрăшакан Альбина Яшина.
 
-Мелекесс районĕнчи Тури Мелекесс ялĕнче Михаил Архангел чиркĕвĕ çумĕнче ачасен «Асамат» чунпа кăмăл-туйăм центрĕ ĕçлет, - каласа парать Альбина Петровна. - Унăн пуçлăхĕ – питĕ пултаруллă çын, ялти библиотекарь Татьяна Анатольевна Хветте. Музыка ертӳçи – Елена Юрьевна Бледнова. Вăл Çĕнĕ Майнăра ача садĕнче ĕçлет. Баянисчĕ – Александр Анатольевич Абрашков. Центра шăп икĕ çул каялла Çĕнĕ çул умĕн уçнăччĕ. Унта 21 ача çӳрет. Малтан ку çуртра шкул вырнаçнăччĕ. Халь шăпăрлансем пурте кӳршĕри Çĕнĕ Майна шкулĕнче вĕренеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЙЫВăрлăхсене çĕнтерсе

ял хуçалăх продукцийĕН хакĕсем чакнă
 
Нарăсăн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăхĕнче 2011 çулăн пĕтĕмлетӳ пухăвĕ иртрĕ. Унта кооператив ĕçченĕсем, специалисчĕсем, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов тата районти ял хуçалăх управлени ертӳçипе пай пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
 
- Кооператив Уставĕпе килĕшӳллĕн кунта иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явма, çитменлĕхсене, туса çитереймен енсене тупса палăртма тата вĕсене пĕтерме çул-йĕр шырама пухăнтăмăр, - пуçларĕ хăй сăмахне «Волга» хуçалăх ертӳçи Радик Назымович Насуртдинов. - 2011 çул ял хуçалăхĕшĕн нихăш енĕпе те палăрмалли çул пулмарĕ. Хаксем (çункăç, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хатĕрсем, удобрени) ӳснипе тата ял хуçалăхĕн продукцийĕн (уйрăмах тĕш-тырă, сĕт) хакĕсем чакнипе асра юлчĕ.
Ял хуçалăх техникине çулталăк пуçламăшĕнче, çу кӳнĕсем çитичченех юсаса пĕтернипе çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлерĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Тăрăшсан – вучах сӳнмест

Чăнлă районĕнчи Покровски ялĕнчи шкул таврашĕнче тӳрех икĕ вулавăш вырнаçнă – шкулăн тата ялăн. Ял вулавăшĕнче 25 çул ĕнтĕ Нина Николаевна Данилова ĕçлет. Кĕнеке илме килекен кашни çын ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшать вăл. Фонд пĕчĕк мар – 11 пин кĕнеке, вĕсенчен 260-шĕ – чăвашла çырнă илемлĕ литература.
 
Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккавар хĕрĕ мĕн ачаран вулавăша чупнă, тĕрлĕрен кĕнеке вулама юратнă, анчах хăçан та пулин хăй библиотекарь пуласса ĕмĕтленмен.
1970 çулта Элшел ялĕнче вунă класс пĕтернĕ хыççăн вăл Пăвари веттехникума вĕренме кĕрет. Виçĕ çултан алла диплом илнĕ хĕре направленипе Мензелинск хулине яраççĕ. Çакăнта хăй пекех ветеринарта ĕçлекен каччăпа Юрий Александровичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр тăватă çул пĕрле ĕçленĕ хыççăн çуралнă тăрăхалла куçма шутлать.

Текста малалла вулăр...

Ĕç çыннине пуç таяр

ХĂЙНЕ ПАЧАХ ТА ШЕЛЛЕМЕСТ
«Ĕç çыннине пуç таяр. Çавна хисеплер. Ĕçпе хăпарса тухнă аллисемпе патшалăха атлант евĕр тытса тăраканни шăпах çавă пулать те ĕнтĕ», - тесе çирĕплетет Анатолий Кибеч çыравçă.
Эпир, журналистсем, нумай чухне хамăр материалсенче çĕршыв наградисене тивĕçнĕ ĕç паттăрĕсем çинчен çырма тăрăшатпăр. Тĕрĕс, вĕсем çинчен çырмаллах. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула аслă пĕлӳ илейменнисем, хура ĕçрен хăтăлайманнисем, шел, общество тимлĕхне тивĕçеймесĕрех ĕмĕрĕсене ирттереççĕ.
Ольга Карповна Баскакова, 1913 çулта çуралнăскер, Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра ĕмĕрне ирттернĕ. Пĕччен тенĕ пек икĕ хĕре ура çине тăратнă. Пурăннă – çынна курăннă, ачисене çын тăвас тесе ĕмĕрне сысна ферминче ĕçлесе ирттернĕ. Ытла хĕсĕк пурнăç хĕрĕсене те хура ĕç çумне çĕлесе хунă.

Текста малалла вулăр...

■ Страницăсем: 1, [2], 3.