Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Кашни чăваш кĕнекишĕн савăнатăп

Чăвашкасси ялĕн Культура керменне пырса кĕрсен кашнинчех эп ентешсемшĕн савăнатăп, ваттине те, вĕттине те ырăпа ăмсанатăп. Пуринчен малтан ял ĕçченĕсен библиотекăна çӳреме май пурришĕн. Хăш-пĕр ялта паян клуб çукки чăн-чăн инкек.
 
Библиотека ĕлĕкрен культурăпа ăс-хакăл вучахĕ пулнă. Кĕнеке çӳлĕкĕсемпе тултарнă çурта шурсухалсем канашлама, çивĕч ыйтусене сӳтсе явма пухăннă, вĕтĕр-шакăр черет тăрсах кĕнекесем илсе вуланă. Ял библиотекин тĕп тивĕçĕ паян та çаплах тăрса юлнă.
Чăвашкасси хыпарне пĕлме халăх паян та пĕлӳ тĕнчине — пирĕн мăн-мăн асаттесемпе пĕр çулхи саралнă кивĕ кĕнекесемпе тата типографи сăрĕ те типсе пĕтеймен çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштаракан асамлă çурта — çӳреççĕ. Вĕсене вара тарават кил хуçи Ольга Ванюшкина кĕтсе илет. Яланах çĕкленӳллĕ хавас кăмăлпа, ырă чĕрепе пулăшма васкать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш пулсах юласчĕ

Уявсене пĕрле пухăнаççĕ
Çĕнĕ Ульяновск хули тата ун таврашĕнчи ялсенче пирĕн “Канаш” хаçата çырăнса илекенсем йышлах мар. Сăлтавĕ мĕнре – калама йывăр. Анчах чăваш хаçатне пĕр çурçуллăх та пулин çырăнса илсе вуланисем малашне ăна çырăнса илме пăрахмаççĕ. Çакăн йышши чăвашсен шутне Липкинче пурăнакан Нина Захаровна Абдрахманова та кĕрет.
Нина Захаровна Ульяновск тăрăхне Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Шăхаль ялĕнчен килсе тĕпленнĕ.
-Качча кайрăм кунти тутара. Юрату таçта та илсе çитерет. Икĕ хĕр çуратса ӳстертĕмĕр мăшăрăмпа. Халь тивĕçлĕ канура. Унччен ĕмĕрĕпех вырăнти “Приволжский” совхозра ĕне сунă. Хăнăхрăм, çак вырăнтан ниçта та каяс килмест, - тет вăл.
Нина Захаровна хыççăн Ульяновск çĕрĕ çине тăванĕсем те куçса килеççĕ, çемье çавăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

БЮРГАНОВСКИе асăнса — часавай

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче часавай уçăлчĕ. Ăна И.Я. Яковлевăн вĕренекенне, çак ялта чиркӳ тата шкул уçакана — Илья Савельевич Бюргановские — халалланă. Пысăках мар часавая Пухтел çыннисем — Зинаида Макаровна тата Борис Николаевич Тимиркинсем — хăйсен укçи-тенкипе туса лартрĕç. Илья Савельевич Бюргановский Борис Тимиркинăн мăн аслашшĕ пулать.
Малтанах Кивĕ Улхашри чиркӳ настоятелĕ Сергий атте кĕлĕ вуларĕ, часавай çуртне çутатрĕ.
Унтан пухăннисене çапла каларĕ:
- Чиркӳ яланах халăхпа пĕрле пулнă - влаçсем темле уйăрма тăрăшсан та. Темле йывăр вăхăтра та пирĕн мăн асатте-асаннесем чиркӳсене, турăшсене сыхласа хăварма тăрăшнă. Паянхи пулăм килес ăрушăн тивĕçлĕ тĕслĕх. Иртнĕ ĕмĕрсенче пирĕн чунсемшĕн тăрăшакансен ячĕсене манмалла мар. Илья Бюргановский пухтелсене çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

БЮРГАНОВСКИе асăнса — часавай

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче часавай уçăлчĕ. Ăна И.Я. Яковлевăн вĕренекенне, çак ялта чиркӳ тата шкул уçакана — Илья Савельевич Бюргановские — халалланă. Пысăках мар часавая Пухтел çыннисем — Зинаида Макаровна тата Борис Николаевич Тимиркинсем — хăйсен укçи-тенкипе туса лартрĕç. Илья Савельевич Бюргановский Борис Тимиркинăн мăн аслашшĕ пулать.
Малтанах Кивĕ Улхашри чиркӳ настоятелĕ Сергий атте кĕлĕ вуларĕ, часавай çуртне çутатрĕ. Унтан пухăннисене çапла каларĕ:
- Чиркӳ яланах халăхпа пĕрле пулнă - влаçсем темле уйăрма тăрăшсан та. Темле йывăр вăхăтра та пирĕн мăн асатте-асаннесем чиркӳсене, турăшсене сыхласа хăварма тăрăшнă. Паянхи пулăм килес ăрушăн тивĕçлĕ тĕслĕх. Иртнĕ ĕмĕрсенче пирĕн чунсемшĕн тăрăшакансен ячĕсене манмалла мар. Илья Бюргановский пухтелсене çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

ЫрĂ чунлă галина

Майна районĕнче чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ял Чӳрекел кăна.
Çак ялта 1964 çулта Федосия Тимофеевнапа Иван Андреевич Бормотинсен çемйинче Галина хĕр çуралать. Вăл тăватă çул тултарсан çемйи Труд посёлокне куçса каять. Ялĕ вăрман çумĕнче, илемлĕ вырăнта ларать. Тăватă класс пĕтернĕ хыççăн Галина вĕренĕвне малалла Кивĕ Мăклавăшри шкулта тăсать. Ял пурнăçне ачаранах юратаканскер ӳссен выльăх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Аттестат илсенех Жадовкăри совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен тăван хуçалăхнех таврăнать. Вăл вăхăтра колхозсем выльăх-чĕрлĕх питĕ нумай ĕрчетнĕ. Тухтăрăн ырми-канми ĕçлеме тивнĕ. Килти хуçалăх ĕнисене сиплеме те вăхăтне тупнă ырă чунлă хĕр.
Хăйĕн шăпине вара тăван ялĕнчех тупнă. Унăн мăшăрĕ В.А. Васильев ачаранах техника патне туртăннă. Вăл халĕ те механизаторта вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк фермер малашлăха шанать

Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралса ӳснĕ Виктор Иванович Шорников. Тăван шкулта çирĕп пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, ветеринар специальноçне алла илет.
Анчах çуралса ӳснĕ ялĕнче çамрăк специалист валли вырăн тупăнмасть. Виктор Ивановичăн ирĕксĕрех ют çĕре тухса кайса стройкăра вăй хума тивет. Юратнă хĕрĕпе мăшăрлансан Виктор ялтах тĕпленме шутлать. Мăшăрĕ Екатерина Владимировна Ульяновск патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пĕтернĕ. Çамрăк специалист хальлĕхе пĕчĕк хĕрĕпе Эвелинăпа ларать.
Ашшĕ-амăшĕ Викторпа Екатеринăна хăйсен çĕр пайĕнчен икĕ гектарне уйăрса парать. Кăçал вĕсем пĕрремĕш хут пĕр гектарĕ çине çĕр улми лартаççĕ. Тепĕр гектар çĕр пайне кантараççĕ. Çĕр ĕçченĕ çĕре авалхи пекех юратса та хисеплесе пăхать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].