Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хавхалану илсе таврăннă

Раççейри 70 регионтан фермерсем Мускава хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пама тата чунĕсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явма пухăннă.
Раççей хресченĕсен (фермерĕ-сен) тата ялхуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕ (АККОР) çак кунсенче 29-мĕш съездне ирттерчĕ. Унта 700 ытла çын хутшăннă. Çĕкленĕ тĕп ыйтусем – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, ӳсен-тăран ӳстересси тата ял хутлăхĕсене аталантарасси.
Паян АККОР çĕршыври 93 пин хресчен хуçалăхне пĕрлештерсе тăрать. Ассоциаци сĕннипе кăçал ферма тытакансем патшалăхран пулăшу илнĕ. Çак йышăну ял çыннисене витесем çĕнетсе выльăх-чĕрлĕх аталантарма çеç мар, куллен улшăнакан экономика вăхăтĕнче хăйсене шанăçлăн тытма май парать.
- Кредит илнĕ чухне ĕлĕкрех çăмăллăхсем çукчĕ. Халь – тархасшăн! Тыр-пул хакĕ, çук-çук та, ӳсет пăртак. Татах та улшăнать-ха лару-тăру.

Текста малалла вулăр...

Ĕçлеме ан кансĕрлеччĕр!

ĂÇĕршыври мĕнпур халăха тăрантараканĕ – ялхуçалăх ĕçченĕ. Совет саманинче çак яваплă тивĕçе колхозсемпе совхозсем пурнăçланă пулсан, паян ку ĕç ытларах фермерсен хулпуççийĕ çине тиенет. Мĕнле пурăнать-ха фермер/ Мĕнле ыйтусем кăсăклантараççĕ ăна/ Мĕнле йывăрлăхсем, чăрмавсем – унăн ĕçĕнче/
«Пĕрлĕхре – вăй!» - тенĕ мĕн авалтан чăвашсем. Совет саманинче те хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Колхоз-совхоз вăл хăй хуçалăхсен пĕрлĕхĕ пулнă.
Чăнлă районĕнчи çĕр ĕçченĕсем, фермерсем, çак йăлана тăсса хăйсен пĕрлĕхне – «Чăнлă районĕнчи фермер хуçалăхĕсен ассоциацине» туса хунă. Ассоциацире пулни çуракине хатĕ-рленме те, ăна вăхăтра ирттерме те, çитĕннĕ тухăçа пуçтарса илме, ăна сутма та çăмăллăх парать.
Ассоциацири фермерсем час-часах пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ, йывăрлăхсене татса памалли майсем пирки пĕрле шутлаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, туса илнĕ тыр-пула ăçта тата мĕнле вырнаçтармалли, çĕнĕ вăрлăхсем ăçта туянсан лайăхрах пулнине сӳтсе яваççĕ.

Текста малалла вулăр...

Покровскинче çĕнĕ комплекс пулĕ

Фермерсем аталанса пыни ял пурнăçне чылай çăмăллатать, мĕншĕн тесен вĕсем тыр-пул тата сĕт-аш туса илнисĕр пуçне социаллă сферăна та пулăшаççĕ. Покровскинче ĕçлесе пурăнакан Геннадий Мулянов та çакăн пек çулпа пырать. Хăй хыççăн ывăлне – Александра çак çулпа илсе кайни вара тепĕр пысăк ĕç.
Александр Мулянов ашшĕпе пĕрле ĕçлесе çак япалана хăнăхнă та – 2014 çулта хăй фермер хуçалăхне ертсе пырать. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса тăрăшаççĕ. Кĕçĕнни сăвакан ĕнесем ĕрчетет, 2016 çулта çак тĕллевпе область хыснинчен 6 миллион та 400 пин тенкĕлĕх грант илнĕ. Çак укçана вăл 200 ĕне усрамалли çĕнĕ комплекс тума ярасшăн, ăна çĕнĕ технологипе ĕçлеттересшĕн. Унта ĕнесене кăкарса усрамĕç. Пурĕ вара ăна хута яма 43 миллион тенкĕ кирлĕ. Чылай пайне ашшĕ – Геннадий Мулянов хывать. Çаплах ялхуçалăх министерствинчен те пулăшу пулать тесе шантарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăнлăсем Атăлçи тăрăхĕнче те малта!

Аслă Нагаткинти район Культура çуртĕнче Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне анлăн палăртса ирттерчĕç. Çĕр ĕçченĕсене сцена çинчен район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Морозов, район депутачĕ-сен Канашĕн пуçлăхĕ И.Фролова саламларĕç, хресченсене кулленхи ырми-канми ĕçĕшĕн тав турĕç, малашне те пысăк çитĕнӳ-сем сунчĕç.
Ханяфи Валиевич çакна палăртса каларĕ: «Эпир ку уява кашни çул ĕç çынни валли ирттеретпĕр, çапла майпа çĕр ĕçченĕн чунне вăй-хăват пама тăрăшатпăр. Эсир çĕршыва тăрантаратăр, эсир мухтава тивĕçлĕ!»
Кăçалхи çитĕнӳсем пирки калас пулсан – вĕсем чылай! Тухăç енчен илсен – рекорд! Кун пек ăнăçлă çул сахал килет. Тĕрлĕ культурăсене 86 пин те 200 гектар акнă (пĕлтĕр – 83 пин те 878). 11 пин те 451 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă – çак культурăн облаçри калăпăшĕн 77 проценчĕ!

Текста малалла вулăр...

Ялхуçалăх ĕçченĕсене çурт лартма укçа парĕç

Ульяновск область ялхуçалăх ĕçченĕсем регионти халăха çителĕклĕ таран тĕш-тырăпа тивĕçтернĕ. Атăлçи Федераллă округĕнчи 14 регион хушшинче эпир вырмапа тăваттăмĕш вырăнта пыратпăр.
 
Кун пирки регион пуçлăхĕ Сергей Морозов профильлĕ ведомство ĕçченĕсене тырçин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тунă вăхăтра каланă.
- Вырма вĕçленчĕ. Кăçал палăртнине 130 процент пурнăçларăмăр - çăкăр ӳстерекенсем пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 532 пин гектар çинчен 1 миллион та 300 пин тонна çапса илсе юлашки вунă çул хушшинче пуçласа çакăн евĕр пысăк çитĕнӳ турĕç. Ял ĕçченĕсене тав тăватăп, халĕ пухакан пахча çимĕçпе хĕвелçаврăнăш та пысăк тухăç парасса шанатăп, - тенĕ Сергей Морозов апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн штабĕн ларăвне хутшăннисене.
Тыр-пул тухăçлăхĕпе чи пысăк кăтарту Чартаклă районĕнче палăртнă – гекартан 33 центнер, Мелекесс – 32,6, Ульяновск - 27.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнче дача тытакансене шутлаççĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ульяновскра ялхуçалăх пĕрлешĕвĕсене, фермер тата харпăр хушма хуçалăхсене шутлама, вĕсем çинчен хыпар пухма пуçларĕç – Раççейре ялхуçалăх çыравĕ пуçланчĕ.
 
Вăл ялхуçалăх тытăмĕнче хуçаланакан лару-тăрăва тĕрĕс хаклама май парĕ. Шутлав патшалăхăн ялхуçалăх политикине – тухăçлăрах, çĕр çинче ĕçлекен ял çыннин пурнăçне – тулăх та хăтлă, халăх апатланăвне пуян та тĕрлĕ енлĕ тума пулăшĕ.
Çырав выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерме тата пахча çимĕçпе çĕрулми ӳстерме çĕр лаптăкĕ илнĕ, тара тытнă е унпа вăхăтлăха усă куракан юридици тата ахаль çынсен харпăрлăхне шута илме май парĕ.
Вăл хулапа область хутлăхĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çурлан 15-мĕшĕччен пырĕ. Çыравçă кашни ялхуçалăх пĕрлĕхне тата кашни пахчаçă лаптăкне пырса калаçĕ.

Текста малалла вулăр...

Усламçăсем яла аталантараççĕ

Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăх министерстви Ульяновск облаçĕнче вăй хуракан фермерсене хавхалантарас тĕллевпе йышăнакан программăсене ырланă.
 
Субсидисем 2016 çулта федераллă бюджетран килĕç.
«Ĕçе пуçăнакан фермерсем» тата «Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене аталантарасси» программăсем 2012 çултанпа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарнипе пурнăçа кĕреççĕ. Ульяновск облаçĕнчи ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министерствипе фермерсен ассоциацийĕн специалисчĕсем ку тăвăмсене хутшăнас кăмăллă хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕлпулусем тăтăш йĕркелесе çĕнĕлĕхсене сӳтсе яваççĕ. Тăватă çулта 138 фермер 162 миллион та 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Услам ĕçне-хĕлне аталантарма фермерсем тата хăйсен укçине – пурĕ 27 миллион та 700 пин тенкĕ - хывнă.

Текста малалла вулăр...

Хресченĕн кăмăлне çĕклемелле

Аслă Нагаткинти районти Культура çуртĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе уяв иртрĕ.
Çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене тата ял хуçалăх продукцине ĕçлесе çитĕрекенсене сцена çинчен Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, унăн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.П.Анисимов, районти депутатсен канашĕн ертӳçи И.М.Фролова саламларĕç, вĕсене кулленхи тăрăшуллă ĕçшĕн, çĕршыва çăкăр çитернĕшĕн тав турĕç.
Çаплах районти çĕр ĕçченĕсем çинчен документлă фильм кăтартрĕç. Кăçал чăнлăсем тĕш-тырă кашни гектартан вăтамран 18,5 центнер илнĕ, пурĕ -- 100 пин тонна ытла. Ку область фончĕн 12 проценчĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе вара Чăнлă районĕ облаçра чи малта пырать – 300 пин тонна (облаçри тухăçăн 77 проценчĕ!). Пылак тымара 10 пин гектар акнă, вăл гектартан вăтамран 320 центнер панă.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕлле ĕçлеме вĕренмелле

Вăтам Атăлçи тăрăхне ахальтен мар теветкеллĕ çĕр ĕçĕн вырăнĕ тесе калаççĕ – ырă тухăç илессишĕн кашни çулах тенĕ пек чăн-чăн кĕрешӳ пырать.
Кăçалхи типĕ уйрăмах облаçри кăнтăр районсене хур кăтартрĕ: Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Павловка, Радищево тата Кăлаткăпуç. Кунти вырăнсене çанталăк виçĕ вунăкунлăх хушши пĕртте савăнтармарĕ. Вĕсен хĕвелтухăç енче вырнаçнă кӳршисене – Сăр, Кузоватово районĕсене – кăшт аванрах килчĕ. Кăнтăр енчен çулран-çул тĕш-тырра сахалрах пухса кĕртеççĕ. Сăлтавĕ яланах пĕрешкел – нӳр çитменни. Çак лару-тăруран тухмалли пĕр çул çеç пур хресченĕн: çĕр çинче ĕçлени ăнăçуллă пултăр тесен çĕнĕ меслетсем шырамалла.
 
Классиксем веÇех пĔлеÇÇĔ
Çак кунсенче Инзăра иртнĕ семинара шăпах тăпрана кăпкалатнă çĕрте çĕнĕ мелсемпе усă курассине халалланă.

Текста малалла вулăр...

Пыл хурчĕ чăтăмлисене, тĕплисене юратать

Чăваш Кăлаткăри Александр Кириллов 1986 çултанпа вĕлле хурчĕ тытать.
 
Уссольскри ял хуçалăх техникумĕ-нчен ветеринара вĕренсе тухса «Бахтеевский» хуçалăхра ĕçлеме пуçланăскер пĕррехинче совхоз утарне куккăшне Петр Абасева пулăшма кайнă та ĕмĕрлĕхех вĕлле хурчĕ юратса пăрахнă. Хурт-хăмăрпа çыхăннă пур ĕç те тыткăнланине туйсан хăй те пыл хурчĕсене ĕрчетме шутланă. Унăн ĕç кунĕ ирхи виçĕ сехетре пуçланать. Вĕллесене куçарнă чухне пачах та çывăрма май килмест.
Пĕр вăхăт Александр Васильевич тытакан вĕллесен шучĕ утмăлтан та иртнĕ пулнă, паян – вăтăр.
-Китайран йӳнĕ хакпа пыл кӳме пуçланăранпа юлашки вăхăтра суту-илӳре чăрмавсем сиксе тухрĕç. Юхтарнă пыла сутмасан епле-ха, унăн та усрав тапхăрĕ, вăхăчĕ пур. Ĕлĕкрех вĕлле хурчĕ тытакансене районта та икĕ алă çинчи пӳрнесемпе шутласа кăларма пулатчĕ паян вĕсем нумайланчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чыс та мухтав çĕре парăннăшăн!

Ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче Чăнлă район çыннисем Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Вĕсене саламлама Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ – правительство председателĕ С.И.Морозов пычĕ.
Район çитĕнĕвĕсене палăртса Сергей Иванович çапла каларĕ: «Ял хуçалăхĕ сирĕн район экономикинче питĕ пысăк вырăн йышăнать – пĕтĕмĕшле продукцийĕн 80 проценчĕ. Чăнлă районĕн облаçри ял хуçалăхне аталантарнă çĕрте те тӳпи пысăк. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн 73 проценчĕ, çĕр улмин 60 проценчĕ кунта ӳсет. Пĕрчĕллĕ культурăсен 7 процентне, сĕтĕн 9 процентне эсир туса илетĕр».
Кĕпĕрнаттăр пысăк çитĕнӳ тунă çынсене Хисеп грамоти парса чысларĕ.
Район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов та хăйĕн сăмахĕнче çĕр ĕçченĕсене тăрăшуллă ĕçĕсемшĕн чĕререн тав турĕ. «Эсир хăвăрăн паттăрла ĕçĕрпе района пуянлататăр, ăна малалла кайма пулăшатăр.

Текста малалла вулăр...