Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çĕр çырли

1. Çĕр çырли (клубника) çамрăклатать. Унра ылмашăну ĕçне хăвăртлатакан, организма клеткăсене çĕнетме витĕм кӳрекен углевод нумай. Вăл апат анассине, ирĕлессине лайăхлатать, тар кăларма, шăк хăвалама пулăшать, тăвар ылмашăнăвне йĕркене кĕртет, ăш хыпнине ирттерет.
2. Юна шĕветет. Халăх медицининче çĕр çырлипе юн сахал чухне тата амалăхран юн кайсан сипленеççĕ. Вăл тимĕрпе çителĕклĕ тивĕçтерет, юна шĕветет, юн тума пулăшать. Организма йӳçекрех çĕр çырли питĕ усăллă, çавăнпа ăна сахăр хушмасăр çимелле, йӳçекне хăймапа, сĕтпе, çăра сĕтпе çемçетме пулать.
</b>3. Вăй кĕртет. Çырлара кăшкар ути йӳçекĕ пур, шăпах çав ĕнтĕ энерги хушать. Анчах кăшкар ути йӳçекĕ сыпă чирĕсемпе аптракан çынсемшĕн сиенлĕ, вăл чире вĕрĕлтерме пултарать.
4. Дисбактериозран сиплет. Çĕр çырли вар-хырăм микрофлорине йĕркене кĕртме пулăшать, дисбактериоз витĕмне чакарать, организмран наркăмăшсене, йывăр металсене, кирлĕ мар ытти япалана кăларать.

Текста малалла вулăр...

Пĕчĕк канашсем

1. Апат-çимĕç час пăсăласран сыхлакан ансат вырăн – холодильник. Лавккаран темле çимĕç туянсан та унта тăнккатпăр. Анчах холодильник та тĕпсĕр мар, унта та вырăн пĕтет.
- Тĕрлĕ варени, консерв савăчĕсене холодильника лартса унти вырăна йышăнмалла мар.
- Çаплах ӳсен-тăран çăвне те лартмалла мар. Çу холодильник алăкĕ çине лексен ăна пăсать.
- Çĕр улми, ыхра, сухан сивве кăмăлламаççĕ.
- Помидора та холодильника мар, унăн тăррине хурсан аванрах. Çавăн пекех баклажан, кавăн, дыня, банан, ананас, манго, гранат, хурма сивве юратмаççĕ.
- Виноград пӳлĕмре те, холодильникра та пĕр пекех пăсăлать.
- Шоколадпа канфета вуçех те холодильнике хумаççĕ. Унта вĕсен сийĕ хытса çурăлать, кăвакарать.
2. Лавккара тĕрлĕрен кĕпе-йĕм çумалли порошок сутаççĕ.

Текста малалла вулăр...