Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чĕре хĕлĕхĕсем

Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕн Анатолий Ырьятăн çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ, вăл «Чĕре хĕлĕхĕсем» ятлă. Унта 2015-2017 çулсенче çырнă 248 сăвă кĕнĕ. Тĕпрен илсен вĕсен теми – гражданла тата юрату лирики.
Сайра тĕл пулакан жанрпа çырни те пур кунта – «Тӳрленмен суран» баллада. Ăна автор Афганистан вăрçинче юлташĕсене çăлса паттăрла пуçне хунă чăваш каччине – Вячеслав Львова асăнса çырнă. Çаплах философилле сăвăсем те тĕл пулаççĕ. «Çук, вилмен чăваш чĕлхи» сăввинче вăл тăван чĕлхене аталантарасси хамăртан килет тесе ĕнентерет.
Ырьят поэзийĕ хăйнеевĕр, хăйнешкел. Ахальтен мар унăн «Хамашкал» ятлă сăвă та пур. Ун пек пулмасан çын сăвăç та пулаймасть пулĕ, кашни поэтăн хăйĕн çулĕ, хăйĕн шухăшлавĕ, хăйĕн тавракурăмĕ.
Кĕнеке вĕçĕнче авторăн хайлавĕсене хакласа темиçе çын статья çырнă.

Текста малалла вулăр...

Сайгушев çинчен – кĕнеке

Ульяновскри «Зебра» типографире Н.Ларионовăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
«Ялан малти ретре» ятлă вăл, биографилле очерк. Кĕнекен тĕп сăнарĕ – Чăнлă районĕнчи чи ăнăçуллă пуçлăхсенчен пĕри – «Родники» ялхуçалăх кооперативĕн ертӳçи Николай Сайгушев.
Унта Николай Петрович пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕ кĕнĕ: ачалăхĕ, тăван шкултан анлă çул çине тухни, салтак аттипе çӳрени, бухгалтертан председателе куçни, çаплах йăх-тымарĕ, çемйи çинчен те çырса кăтартнă. Сайгушев пирки тĕрлĕ çулсенче хаçатсенче çырнă йĕркесене те илсе панă.
Кĕнеке Сайгушевсен килĕнчи фотоархивран илнĕ сăнӳкерчĕксемпе пуян. Ăна «Канаш» хаçат редакцийĕнче калăпланă.

Пĕрремĕш кĕнеке тухнă хыççăн

Ман «Шăмăсăр чĕлхе» кĕнекене хатĕрлесе пичете кăларса яни «Канаш» хаçат чăваш халăхĕшĕн тăрăшнине пĕлтерет. Ăна кун çути курма пулăшакансем – редакци ĕçченĕсем – хăйсен ĕçĕсене туллин илсе пынипе кăна мар, лайăх ĕç, ырă шухăш çуралнине тӳрех кураççĕ, вĕсене хăйсен вăхăчĕсене шеллемесĕр ĕçе кĕртме, вулакансем патне çитерме тăрăшнипе те палăрса тăраççĕ. «Канаш» хаçат алăкĕ пурин валли те уçă.
Эпĕ хамăн тахçанхи ĕмĕт пурнăçланчĕ тесе калаймастăп, мĕншĕн тесен ман кун пек ĕмĕт нихçан та пулман. Ку кĕнеке тухнинче хаçат ĕçченĕсен тӳпи пысăк тесе шутлатăп.
Вăхăт ним тумасан та иртет. Хаклă вăхăта сая ямасăр кирлĕ ĕçсем тума тăрăшасчĕ. Паян тума май пур ĕçе паянах ту – ырана ан хăвар. Ыран валли ĕçсем тата тупăнаççĕ.

Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕрте!

Çак кунсенче «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн, «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ертӳçин, Раççей Писательсен союзĕн, Раççей Журналистсен союзĕн членĕн, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕн, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Николай Ларионовăн «Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕрте!» ятпа черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ.
Николай Ларионов – ултă кĕнеке авторĕ: «Чĕре тапнă чух», «Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Канаш» хаçатăн малтанхи тата хальхи утăмĕсем», «Чун хушнипе пурăнсан», «Чăваш тĕнчи аслă», «Чĕмпĕрти «Канаш» хаçат – 25 çулта», «Вутхӳре».
Çĕнĕ кĕнекине авторăн çул çинче çырса пынă тĕрлĕ статйисем кĕнĕ. Вĕсем урлă вулакан юлашки çирĕм çулта Чĕмпĕр чăвашĕсем ăçта çитсе мĕнле мероприятие хутшăннине, ентешсен культура пурнăçĕ еплеререх аталанса пынине йĕрлеме пултарать.
-Журналист профессийĕ час-часах çула тухма хистет: çĕнĕ материал шырамалла, çĕнĕ çынсемпе паллашмалла, халиччен пулман вырăнсене çитмелле.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

Çак кунсенче Анатолий Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» повеçĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ.
Унччен вăл «Канаш» хаçатра кун çути курнăччĕ. Повеçре автор чăваш литературин тӳпинче ытла ир сӳннĕ çăлтăрăн – Валентин Урташăн – кун-çулне илемлĕ литература шайĕ-нче кăтартса панă.
Автор Тăхăрьял тăрăхĕнче, Раккасси ялĕнче çуралнă. Ку тăрăха çут тĕнчене поэтсемпе çыравçăсем парнелекен литература çăлкуçĕ те теме пулать. Вĕсенчен пĕри – чăваш поэзипе прозин легенди – Валентин Урташ.
Мĕншĕн Анатолий Ырьят шăпах Валентин Урташ пурнăçне кăтартса парать-ха/ Вулакансемшĕн мĕн интересли пур унăн пурнăçĕнче/ Мĕне вĕренме пулать поэтăн пурнăçĕнчен/ Кĕнекене вуланă хыççăн çак ыйтусем çине те хурав тупма пулать.
«Вутра çунман уртăш» повесть – документ тĕрĕслĕхне шута илсе калăпланă таврапĕлӳ ĕçĕ мар.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр Юманĕсем

ыравçăн, поэтăн, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Федорович Юманăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку "Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/" халал-поэмăн "Чĕмпĕр Юманĕсем" ятлă иккĕмĕш кĕнеки.
А.Юман çак кĕнекере хăйĕн пултарулăх çулне çĕнĕ куçпа пăхни курăмлă. Вăл çамрăк авторсене И.Я.Яковлев пуçарнă ĕçсене хальхи саманара аталантарса пырса тăван халăхпа çепĕç чăваш чĕлхине вилĕмсĕрлетме сĕнет.
"Эпир, чăвашсем, вак халăх,
Хывасчĕ çакна ăша.
Туслăх та пĕрлĕх, тăванлăх
Сунатăп ĕçчен чăваша", -
тесе вĕçлет халалне автор.
Кĕнеке вĕçĕнче авторăн сăввисем тăрăх Чăваш Енри паллă композитор Юрий Кудаков кĕвĕленĕ икĕ юрă нотисемпе вырнаçнă.
44 страницăллă кĕнекере автор чăвашсене пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, ватăсене, ашшĕ-амăшне хисеплеме, тăван чĕлхене упраса хăварма чĕнсе çырнă.

Текста малалла вулăр...

Йĕплĕ çăмах тутлă-и/

Чĕмпĕр литературин шурсухалĕ Анатолий Юман 60 яхăн кĕнеке авторĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнисем пур унăн. Хальхи çĕнĕ кĕнеки пачах урăх енлĕ, вăл кулăшпа çыхăннă. Ячĕ те чĕпĕтсе илет – «Йĕплĕ çăмах».
Çăмах мĕнне чăвашсем лайăх пĕлеççĕ, вăл салма пек çиме. Юман ăна «йĕплесе» кулленхи пурнăçра тĕл пулакан кахалсене, куштансене, сӳпĕлтисене, кĕвĕçме юратакансене, мухтанчăксене, вĕçĕ-хĕррисĕр мул пухакансене тата ыттисене "çитерет". Аванах чĕпĕтет вĕсен çăварне ку кĕнекери йĕплĕ çăмах!
Кĕнекене автор тĕрлĕ çулта çырнă кулăшла сăвăсемпе калавсем кĕнĕ. Вĕсен прототипĕсем чăннипех те пулнă, хăшĕсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. «Хăвăн пурнăçунти страницăсене хуратаймастăн çав, çапах та малалла ӳкерсе хума пулать-çке»,- тет Юман.
Кулăш нихçан та кивелмест, вăл пире пурнăçри çитменлĕ-хсене пĕтерме, хамăра тепĕр куçпа курма пулăшать.

Текста малалла вулăр...

Ачасем валли – «Вут хӳре»

 
Çак кунсенче Шупашкарти Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Ларионов-Йĕлмелĕн ачасем валли чăваш чĕлхипе çырнă «Вут хӳре» кĕнеки кун çути курчĕ.
Унччен авторăн пилĕк кĕнеке тухнăччĕ. Анчах та ку çыравçăн – Раççей Писательсен союзĕн членĕн, Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçин, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн – ачасем валли çырнă пĕрремĕш кĕнеки. Вăл кĕçĕн çул-ӳсĕмри вулакансемшĕн çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ кăларăм. Унта кĕнĕ калавсем («Мулкач çури», «Хуралçă кушак», «Аманнă кайăк кăвакал», «Саркка», «Тимлĕ Тимук», «Вут хӳре», «Шăтăк», «Çăра тыткăнĕнче», «Эрешмен карти») ачасене чĕрчунсене тата çынсене юратма, чĕрчунсен нуши-тертне тимлеме, ырра вĕрентме тивĕçлĕ. Кĕске хайлавсене илемлĕ яка чĕлхепе çырнă, вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăрт кăсăклантарса яраççĕ, асра юлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасем валли – «Вут хӳре»

Çак кунсенче Шупашкарти Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Ларионов-Йĕлмелĕн ачасем валли чăваш чĕлхипе çырнă «Вут хӳре» кĕнеки кун çути курчĕĕ
Унччен авторăн пилĕк кĕнеке тухнăччĕĕ Анчах та ку çыравçăн – Раççей Писательсен союзĕн членĕнĔ Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçинĔ «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн – ачасем валли çырнă пĕрремĕш кĕнекиĕ Вăл кĕçĕн çул-ӳсĕмри вулакансемшĕн çеç марĔ вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ кăларăмĕ Унта кĕнĕ калавсем («Мулкач çури»Ĕ «Хуралçă кушак»Ĕ «Аманнă кайăк кăвакал»Ĕ «Саркка»Ĕ «Тимлĕ Тимук»Ĕ «Вут хӳре»Ĕ «Шăтăк»Ĕ «Çăра тыткăнĕнче»Ĕ «Эрешмен карти») ачасене чĕрчунсене тата çынсене юратмаĔ чĕрчунсен нуши-тертне тимлемеĔ ырра вĕрентме тивĕçлĕĕ Кĕске хайлавсене илемлĕ яка чĕлхепе çырнăĔ вĕсем çăмăллăн вуланаççĕĔ хăвăрт кăсăклантарса яраççĕĔ асра юлаççĕĕ
Кĕнекери геройсемĔ ытти ачасем пекехĔ лара-тăра пĕлмеççĕĔ выляма юратаççĕĔ çитĕннисем пек пулма ăнтăлаççĕĕ Пархатарлă тĕслĕх çукки вара тепĕр чух тĕрĕс мар утăмсем тума хистетĕ ШелĔ пурнăçăн хăш-пĕр урокĕсене тӳрлетейми йăнăш тусан тин ăша хываççĕ шăпăрлансемĕ Чĕрчунсемпе вĕçенкайăксен тĕнчине автор ăшă кăмăлпа сăнарлатьĕ Вĕсен йăли-йĕркипе паллашма питех те интереслĕĔ хуйхи-суйхи вара чуна пырса тиветĕ
Кĕнекери кашни калавах тĕрлĕ тĕслĕ сăрпа ӳкерсе илемлетнĕĕ Художникĕ – НĕВĕ Васильеваĕ Тиражĕ – 1000 экземплярĕ
[[IMGç000000027ĕjpg|ALIGNçright|ALTç]]

Çунатсем вĕçевре сарăлаççĕ

Нумай кĕнеке авторĕн Александр Богатовăн черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ.
«Крылья раскрываются в полете» кĕнекере вăл вырăнти паллă композиторăн, ăста баянистăн, Файзулла Туишев конкурс лауреачĕн, нумай юрă авторĕн, «Эревет» юрă ушкăнĕн ертӳçин Станислав Толстовăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать, пултарулăхĕнчи ӳсĕмĕсемпе ăнăçăвĕсем çинче чарăнса тăрать.
- Ăста музыкант тата композитор пулас тĕллеве Станислав Петрович хăй умне ачаранах лартнă. Çутă ĕмĕчĕ патне вăл шăлне çыртса, çине тăрса, ирччен çывăрмасăр тенĕ пек пĕчĕк утăмсемпе талпăннă. Пултарулăх ĕçĕнче пысăк ӳсĕмсем тунă çынсене тĕслĕхе хурса композитор хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрма тăрăшнă,– тет Станислав Толстов пирки кĕнеке авторĕ.
Кĕнекере «Эревет» юрă ушкăнĕн кашни артисчĕ çинчен каланă, вĕсен шухăш-кăмăлне уçса панă.

Текста малалла вулăр...

Ачасене – илемлĕ парне

Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, Раççей Писательсен союзĕн членĕн, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕн, сăвăçин тата çыравçин Валентина Игнатьева-Тараватăн «Ырă кăмăллă Рая» («Добрая Рая») кĕнеки кун çути курчĕ.
Ачасем валли хатĕрленĕ кăларăма авторăн икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – çырнă сăввисем кĕнĕ. Тĕрлĕ тĕспе, чăваш халăхĕн капăрлăх паллисемпе, илĕртӳллĕ ӳкерчĕксемпе хитрелетсе (художникĕ – Н.В.Васильева) кăларнă кĕнеке чăваш шăпăрланĕсемшĕн те, ытти наци ачисемшĕн те пысăк парне пулĕ. 50 страницăллă илемлĕ литература кăларăмĕ 1000 тиражпа тухнă.

Вулакана шухăша яраççĕ

Çак кунсенче пирĕн ĕçтешĕн, журналистăн тата çыравçăн Елена Алексеева-Аксупин калавĕсен «Каснă чĕлĕ» çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Авторăн ку иккĕмĕш пысăк ĕçĕ.
Кĕнекене 18 калав кĕнĕ. Вĕсенче Елена Алексеева-Аксупи пурнăçри пăтăрмахсем пирки канăçсăрланса çырса парать. Вăл вĕсене тĕпчет, чуна тивмелле çырса кăтартать. Чĕлхи авторăн питĕ илемлĕ. «Каснă чĕлĕ» кĕнекинче «Ӳкĕнӳ», «Ăçтиçук», «Патша майри», «Шурă халатлă хĕрарăм», «Ултав» тата ытти калавĕсем вулакана шухăша яраççĕ, тĕрлĕ лару-тăрăвăн уççи-хуппине тупма пулăшаççĕ.
Кĕнеке 1000 тиражпа Шупашкарта, Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ.

Салхуллă чух эп вăрмана каятăп...

Нумаях пулмасть вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен Николай Александрович Казаков инженер-вăрман патологĕн "Иду я в лес, когда мне грустно..." ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă.
Ăна "Корпорация технологий продвижения" издательствăра 200 экземплярпа пичетленĕ.
Кĕнекере унăн çутçанталăк çинчен çырнă калавĕсене тата Инза хулинче пурăнакан Геннадий Кондратьевăн сăввисене вулама пулать.
Н.Казаков калавĕсенче çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене, вăрманăн илемлĕхĕпе асамлăхне уçса кăтартнă.
Авторсем хăйсен произведенийĕсем тăрăх çутçанталăка тĕпчекен çамрăк натуралистсене вăрмана тата унти ӳсен-тăрана, чĕрчуна сыхламалла тесе чĕнсе çырнă. Çакă пире пурне те экологи енчен çутçанталăка упрама хистет. Вăрмансен илемлĕхне хамăр куçпа курса юратма, хисеплеме хушать.
Кĕнекери хайлавсемпе вĕрентӳçĕсем те уроксенче усă курма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/

Анатолий Федорович Ермилов-Юман – нумай енлĕ, чăн-чăн талантлă поэт, журналист, общество ĕçченĕ.
Анатолий Федорович хaйĕн произведенийĕсене чăвашла та, вырăсла та нумай пичетлет.
Нумаях пулмасть унăн "Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/" ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна вăл халал поэми тенĕ. Питĕ ансат чĕлхепе çырнă, йĕркисем кĕске, çăмăллăн вуланаççĕ.
Тăван чăваш халăх шăпи шухăша ярать ăна. "Халăхăмăр Çĕр çинче ан пĕттĕр тесен мĕн тумалла-ши/ Веçех хамăртан килет, – тет вăл. – Чăвашсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен, И.Я.Яковлев Халалне пурнăçа кĕртсе çӳлте тытса пырсан".
Халалра чăваша ӳпкелесе çырнине те вулама пулать. Чăвашсен хушшинче çынна хавхалантарса çĕклес вырăнне ура хурас йăла пур тенĕ унта. Чăвашсен паллă çыравçисем хушшинче çапла шар курнисем чылай пулнă.

Текста малалла вулăр...

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет

 
Раççей литература шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ ентешĕмĕрĕн – Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман çыравçăн, аллă ытла кĕнеке авторĕн – черетлĕ ĕçĕ вулакансем патне çитрĕ.
Унăн тĕрлĕ çулсенче калăпланнă аса илĕвĕсем («Асли», «Поэт ашшĕпе тĕл пулни»), очеркĕсем («Пиçĕ шăранчăк металсен ăрăмçи», «Стена хаçатĕнче», «Космонавт автографĕ» «Чăвашкасси хĕрĕ», «Стена хаçатĕнчен – АПН таран»), эссисем («Нарспи» Чĕмпĕрте çуралнă», «Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕре – Çеçпĕлпе пĕрле», «Кам вăл: «Т.В.А.»?», «Кам вăл: «К.Р.»?», «Чăваш халăх писателĕ»), «Манăн пурнăç» ятлă автобиографилле повеçĕн «Кӳршĕре» ятлă сиксе юлнă сыпăкĕ «Космонавт автографĕ» кĕнекене кĕнĕ.
Калем ăстин Шурсухалĕ куннехинче те маçтăрлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе вулакансене тĕлĕнтерсе чăвашлăх малашлăхĕн çăлкуçне тарăнлатрĕ.

Текста малалла вулăр...

Астăвăма упраса

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн типографийĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕн паллă таврапĕлӳçин – Пётр Яковлевич Долговăн – виççĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухнă.
«Храня память» (Родословная Долговых, Моисеевых, Елимовых…) кăларăмра Ульяновск облаçне кĕрекен Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра тымар янă темиçе йăх-несĕлĕн историне çутатса панă. Вĕсем çинчен тĕплĕн каласа пама автор архивсенчен илнĕ документсемпе, ял çыннисемпе тăванĕсенчен пуçтарнă материалсемпе (94 таблица, 6 схема, 130 сăн ӳкерчĕк) усă курнă. Çитмĕл пилĕк çулти ентешĕмĕр виççĕмĕш кĕнекинче те ентешĕсен пурнăçĕн пĕлтерĕшне тарăннăн уçса панă, çамрăк ăру валли тарăн йĕр хăварнă.

Чăваш тĕнчин календарĕ

Чăваш çĕршывĕнче иртнине типтерлĕн упраççĕ. «Пулни-иртнине манакан халăхăн пуласлăхĕ çук», - тет ваттисен сăмахĕ. Хăйĕн авалхи тĕнчине чăвашсем Улăп çĕрĕ тенĕ. Паян чăвашсем пурăнакан вырăна çĕр пин юрăпа çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Тăван халăх йăли-йĕркине упраса пырса пирĕн тăхăмсем пĕрчĕн-пĕрчĕн халăх сăмахлăхне, алăсталăхне сыхласа хăварма пултарнă.
Шупашкарта «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕ тăрăшнипе (проект ертӳçи, авторĕ – пирĕн ентеш Александр Николаевич Вражкин) «Чувашский край в памятных датах и фотографиях» летопись календарĕ кун çути курчĕ.
Вуласа пĕлмелли кунта нумай. 1551 çулта чăвашсем Раççей йышне кĕнинчен пуçласа паянхи кун таран: чăваш тĕнчинче пулса иртнĕ паллă пулăмсем, историре сумлă вырăн йышăннă çынсем. Пире, Чĕмпĕрте пурăнакан чăвашсене, кун кĕнекипе паллашнă май чи малтан унта хамăр тăрăхпа çыхăннă пулăмсем, Ульяновск облаçĕн çыннисем пуррипе çукки кăсăклантарчĕç.

Текста малалла вулăр...

«Вăрçă ачисем» — вырăсла

 
Анатолий Фёдорович Ермилов (Юман) пире каллех çĕнĕ кĕнекипе савăнтарчĕ.
«Вăрçă ачисем» кĕнеки унăн маларах кун çути курнăччĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче автор ăна вырăсла – «Дети войны» ятпа Гуманитари ăслăлăхĕсен чăваш патшалăх институтĕнче пичетлесе кăларчĕ. Çичĕ пайлă, çирĕм страницăллă автобиографиллĕ повеçре вăл хăйĕн тата пĕрле ӳснĕ тантăшĕсен вăрçă вăхăтĕнчи çăмăл мар ачалăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Ачалăхĕ пач пулман тесен те юрать вĕсен: аслисемпе тан пилĕкĕсене авнă, тăван çĕршыва тăшмансенчен тасатса телейлĕ пурнăçшăн ĕмĕтленнĕ. Апла пулин те вĕренсе тарăн пĕлӳ илме тăрăшнă. Кĕнекене асламăшĕпе аслашшĕн, ашшĕ-амăшĕн, хăйĕн тата тантăшĕсен ача чухнехи сăн ӳкер-чĕкĕсем илемлетеççĕ.
Авторăн тĕп тĕллевĕ — çĕнĕ ĕмĕр калчисене вăрçă ачисен йывăр шăписемпе паллаштарасси.

Текста малалла вулăр...

Харăс тăрса юрлар-и!

 
Чĕмпĕр çыравçисен кĕнеке çӳлĕкĕ çĕнĕ кĕнекесемпе тулсах пырать. Тин кăна Çĕнĕ хулара ĕçлесе пурăнакан чăваш хастарĕн Николай Дмитриевич Розовăн «Харăс тăрса юрлар-и!» ятпа çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
Кунта автор Чăнлă, Пăва, Теччĕ чăвашĕсен юрри-такмакне, сăпка юррисене, ача-пăча сăввисемпе салтака каякан яшсен юррисене, туй, улах, çимĕк, хăна, вăйă, урам юррисене тата ташă такмакĕсене кĕртнĕ. Николай Дмитриевич çак пуянлăха темиçе çул пуçтарнă. Кĕнеке 11 пайран тăрать. Кашнинчех аса илӳсем, йăла-йĕрке çинчен каласа пани, юрăсен историне тĕпчесе танлаштарни пур. Çак сăвă-такмак «çӳпçи» чăваш чĕлхипе культурине вĕрентекенсемшĕн, юрă-ташă ушкăнĕсемшĕн, чăваш фольклорĕпе кăсăкланакансемшĕн питĕ усăллă пулĕ.

Пурнăç утравĕсем

 
Çак кунсенче Ульяновскри техника университечĕн издательствинче вырăнти паллă çыравçă-сăвăçăн, публицистăн Анатоли Ырьятăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
«Пурнăç утравĕсем» тесе ят панă автор хăйĕн çĕнĕ кайăкне. Кăларăма сăвăсен ярăмĕсем, суйласа илнĕ хайлавсем тата çĕнĕ повеçсем кĕнĕ. Кунтах Анатоли Дмитриев-Ырьятăн пултарулăхне тĕрлĕ тапхăрта тĕпченĕ хаклав ĕçĕсем вырнаçнă. Литература анинче сулмаклăн вăй хуракан ентешĕсем – Раççейри çыравçăсемпе журналистсен союзĕсен членĕсем Александр Богатов, Анатолий Юман, Серте Мишши, Роман Чепунов, Николай Ларионов Анатоли Ырьят хайлавĕсене тĕпчевçĕ куçĕпе тишкереççĕ. Кĕнекере пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă вырăсла çыракан Петр Ишутов куçарăвĕсем те пур. Анатоли Ырьятăн чăвашла сăввисене вырăсла куçарнă.
Кĕнекере уйрăм вырăн халалсем йышăннă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.