Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш юхăмне чĕртекене асăнса

Чăвашсен паллă поэчĕ тата журналисчĕ Анатолий Фёдорович Юман (Ермилов) çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен культурипе йăли-йĕркине чĕртсе аталантарас юхăма пуçарса яраканĕсенчен пĕрин — И.С. Кирюшкинăн — çутă сăнарне асăнса «Чăваш юхăмĕн хастарĕ» кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Хăйĕн очеркĕнче вăл вăрçăпа ĕç ветеранĕн Иван Сергеевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Кĕнекене çаплах хăш-пĕр сăввисене, хаяр вăрçă çулĕсем çинчен çырнă аса илĕвне, ĕçтешĕсен аса илĕвĕсене, архиври документсене кĕртнĕ.

Телейлĕ те асамлă ачалăх тĕнчи!

Ульяновскри чăваш халăх академикĕн, хисеплĕ таврапĕлӳçĕн Николай Розовăн Шупашкарта çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ.
«Саша, Тёма, Лёша и другие» çемье альбомне автор – ытарайми ачисемпе чĕвĕлти мăнукĕсене чун-чĕринчен юратакан ашшĕпе амăшĕ тата хăйсем, кукашшĕпе кукамăшĕ – çырса пынă ытарлă каларăшсене, сăвă-юмахсене кĕртнĕ. Ачасем ӳссе пынă май вĕсен хăйне евĕрлĕ шухăшлавĕ, тĕлĕнмелле хăтланкаларăшĕ, савăнăçлă вăййисем, калаçăвĕ чăн пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçса пама пултарнине палăртать автор. Кунта ырă кăмăллă çыравçă-кукашшĕн ырă канашĕсене анчах мар вулама тӳр килет, хăвăн валли чун киленĕçне те тупатăн.
Манăн та кĕçĕнни виçĕ çулта анчах пулнă май Николай Дмитриевичăн пысăк ĕçне тимлесе те кăсăкланса вуласа тухрăм, иккĕмĕш хутĕнче пĕтĕм çемйипех шĕкĕлчерĕмĕр. Кăмăллăн ахăлтатса кулмалли, тĕлĕнмелли, икĕ-виçĕ хут тимлесе вуламалли нумай кунта.

Текста малалла вулăр...

Яковлев фончĕн ĕçĕсем çинчен – кĕнеке

Экономика наукисен докторĕ Н.Т.Савруков – темиçе кĕнеке авторĕ. Унăн çĕнĕ ĕçĕ – «Фонд Яковлева (1997 – 2012)» пирĕн редакцие çитрĕ. Унта автор Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕ çумĕнче хăй йĕркеленĕ И.Я.Яковлев фончĕ пуçланса кайни, ун 1997-2012 çулхи ĕçĕсем çинчен çырса кăтартать, вĕсене документсемпе çирĕплетет.
1993 çулта институт хăйĕн филиалне Чĕмпĕр чăваш шкулĕн территорийĕнче уçнă. Область администраци пуçлăхĕ Ю.Ф.Горячев 1996 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче «О создании Чувашского национально-культур но-просветительског о комплекса имени И.Я.Яковлева» распоряжени кăларнă хыççăн Николай Тарасович Савруков шкулăн йĕри-таврашне хăтлăх кĕртме пуçлать, 407 метр тимĕр карта пӳлет, икĕ тимĕр хапха лартать. Шкула пырса кĕрекен çурт çине Асăну хăми вырнаçтарать, музейри пĕтĕм аудиторисене юсаса тирпей-илем кĕртет.

Текста малалла вулăр...

Юрă кĕнеки тухнă

 
Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн «Ĕçпе йăла юррисем» ятпа вуннăмĕш кĕнекине пичетлесе кăларнă.
Кĕнеке виçĕ пайран тăрать: ĕç, социаллă ушкăнри (салтак юррисемсĕр пуçне. Вĕсем йышлă пирки уйрăм тома кĕреççĕ) тата йăла-йĕрке юррисем (вăйă юррисемсĕр пуçне) кĕнĕ.
Кĕнекене тĕрлĕ регионти чăвашсен юррисем пуянлатаççĕ. Юрă кĕнеки фольклорпа кăсăкланакансене, чăваш халăх культурине тĕпчекенсемшĕн усăллă пулĕ.
 
Тĕрлекенсем валли – кĕнеке
Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш тĕрри» кĕнекене иккĕмĕш хут пичетлесе кăларнă. Кĕнеке авторĕ – паллă тĕрĕçĕ, вĕрентӳçĕ Е.Н. Жачёва. Кунта çĕнĕлĕх нумай.
Пĕрремĕш издани 2006 çулта тухнă.

Текста малалла вулăр...

Т и м ĕ р ç е н тăрăхне тĕпчет

Облаçра кăна мар, чăваш тĕнчинче паллă таврапĕлӳçĕн Иван Моисеевич Кирпичниковăн хăй çуралса ӳснĕ тăван тăрăхĕ пирки çырнă иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. «Тимерсяны и нижнетимерсянцы» ятлă вăл.
Виççĕре яхăн страницăллă кĕнекере Иван Кирпичников хронологи йĕркипе ял аталанăвĕпе çынсен пурнăçне çырса кăтартать.
-Пирĕн пек пысăк ял пирки тĕплĕн çырса кăтартни хальччен пулман. Ялти музейра Ваççа Аниççин аса илĕвĕсем, А.Т. Конновăн облаçри архивран илнĕ коммунистсен партин историйĕ, Ф.А.Архандеевăн ял халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштаракан çырăвĕсем упранаççĕ. Анчах музея çӳресе çакăнпа интересленекен сахал, - çырать автор умсăмахĕнче.
«Камсем эпир, ăçтан эпир», «Чĕмпĕр чăвашĕсем», «И.Я.Яковлев аса илĕвĕнчен» пайĕсенче автор Тимĕрçен тăрăхĕ мĕнле пулса кайнине тĕпчет.

Текста малалла вулăр...

Пĕрремĕш чĕкеç

Çак кунсенче «Канаш» хаçатăн информаци пайĕн пуçлăхĕн Елена Мустаеван «Аннесене каçараççĕ» пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ.
Проза кĕнеки авторăн малтанхи пысăк парни. Унта кĕнĕ калавсемпе новеллăсенчен чылайăшĕ пĕрремĕш хут пичетленеççĕ. Вĕсенче Елена Николаевна паянхи пурнăçра тĕл пулакан çивĕч проблемăсене çĕклет: тĕрлĕ çын шăпине, вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе çунат хуштаракан пулăмсене ĕненмелле çырса кăтартать. Кĕнекене çаплах «Крахвине» ятлă повесть кĕнĕ.
Канашçăсен ушкăнĕнчен пĕрремĕш чĕкеçе Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Юман хак панă. «Елена Мустаева хăйĕн хайлавĕсен сюжечĕсене пурнăçран суйласа илни сисĕнсех тăрать. Ку е вăл пулăма автор хĕрарăм куçĕпе пăхса хаклани уйрăмах паха. Çапла вара пурнăçра е йăлара ыттисем курман детальсене курса вĕсене илемлĕн шăрçалать», - тет Анатолий Фёдорович.

Текста малалла вулăр...

Чăвашкасси энциклопедийĕ

«Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен» кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекен ячех унта мĕн пирки çырнине уçса парать. Вăл ял çыннисен историйĕн хăйнеевĕрлĕ справочникĕ. Авторĕсем виççĕн – Абдюк Сандркин, Василий Селендеев, Мария Селендеева.
Абдюк Измайлович Сандркин – Мария Селендееван ашшĕ – ĕлĕкхи ял çыннисен йăх-тымарне нумай çул хушши çырса пынă. Кĕнеке те Абдюк Сандркин çамрăксене чĕнсе каланинчен тытăнать.
Мария Алексеевнапа Василий Алексеевич Селендеевсем – Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче пурăнакан таврапĕлӳçĕсем. Мăшăр нумай çул хушши шкулта ĕçленĕ. Вĕсем хăйсем те ял историне çырса пынă, тĕпченĕ.
«Печатный двор» типографире 300 экземплярпа пичетленсе тухнă илемлĕ кĕнекере 120 страница. Унта Чăвашкасси ял историйĕпе, ял пуçланса кайнă чухнехи ятсемпе, ял пуçĕ Тархан халăха пехиллесе хăварнă сăмахсемпе, ялти 35 йăхăн тымарĕпе паллашма пулать, вĕсен йăх-тымарĕн йывăçĕсене ӳкернĕ, сăн ӳкерчĕкĕсем пур.

Текста малалла вулăр...

Ватă Юман шухăшĕ

Чăваш тĕнчинчи паллă писателĕн, поэтăн, ентешĕн, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Анатолий Юманăн пултарулăхĕнче сонетсем уйрăм вырăн йышăнаççĕ, вĕсене вулакансем хапăлласах вулаççĕ. Юратнă çыннине халалланă тетралоги (пĕр шухăшпа çыхăннă тăватă уйрăм произведени) «Ватă Юман шухăшĕ» ярăмпа вĕçленет.
Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, паллă поэт, куçаруçă Анатолий Смолин хăй çут тĕнчерен уйрăличчен кăшт маларах вырăсла куçарма ĕлкĕрнĕ. Тетралогин юлашки ярăмĕн вырăсла варианчĕ «Думы Батюшки-Дуба» ятпа çак кунсенче Ульяновскра пичетленсе тухрĕ.
Сонетсенче автор хăйĕн пурнăçĕ, хăй пурăнакан вăхăт пирки шухăшлать, этемлĕхĕн ĕмĕрхи ыйтăвĕсене – юратупа туслăх, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси – çĕклет. «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене хатĕрлекен Дмитрий Кузьмина, Николай Кондрашкин художника халалланă сăвăсем те кĕнĕ унта.

Текста малалла вулăр...

ВĂРМАН ĔÇĔНЧЕ ПУЛĂШАКАНСЕМ

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Лидия Фёдоровна Ярославская тата унăн хĕрĕ Светлана Григорьевна Ярославская – педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ – «Наши помощники в лесных делах» кĕнеке пичетлесе кăларчĕç.
 
Хатĕрлекенĕ – Н.А.Казаков (Ильмовский) – Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен ертӳçи. Кĕнекене Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсен çут çанталăк çинчен çырнă калавĕсене кĕртнĕ. Вĕсем облаçри шкулсенче вăй хуракансене воспитани ĕçĕсене йĕркелесе пынă мероприятисенче усă пама пултарĕç. Калавсен пуххине тĕслĕ сăн ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ.

Харăс – икĕ кĕнеке

РФ Писательсен союзĕн членĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петĕр Хусанкай тата Ульяновскри Николай Абрамов ячĕллĕ литература премийĕсен, облаçри журналистсен Мария Ульянова ячĕллĕ премисен лауреачĕ, хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ Анатолий Юман кĕске вăхăтрах вулакансене тата икĕ кĕнеке парнелерĕ.
«Ватлăхпа тĕл пулни» - сăвăсен кĕнекине авторăн тĕрлĕ çулхи призведенийĕсем кĕнĕ. Юлашки çулсенче çырнă «Манăн пурнăç», «Тăван чĕлхе», «Таврăнни», «Поэт кун-çулĕ», «Тунсăх», «Тăван яла аса илни» тата ытти сăввисенчен поэтăн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕпе туйăмĕ пирки пĕлме пулать.
Проза кĕнекине «Пурнăç кукрашкисем» тесе ят панă. Ку вăл тĕрлĕ саманара утса тухнă пурнăç çулĕнчи çынсен шухăша яракан çăмăл мар шăписем çинчен çырса кăтартнă калавсен ярăмĕ. Кĕнеке «Вăрçă ачисем» тата «Манăн пурнăç» повеçсемпе вĕçленет.

Текста малалла вулăр...

ВĂРМАНÇĂСЕМ ÇИНЧЕН ÇЫРНĂ ПĔРРЕМĔШ КĔНЕКЕ

«Корпорация технологий продвижения» кĕнеке издательствинче Анатолий Юманпа Николай Казаков çырса хатĕрленĕ кĕнеке кун çути курнă.
Чăваш тĕнчинче питĕ паллă çыравçă Анатолий Фёдорович Юман черетлĕ кĕнекинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче çут çанталăка упрассишĕн пысăк ĕç илсе пыракан Николай Александрович Казаков (Ильмовский) вăрманçă кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать.
Николай Казаков – çут санталăкăн чăн тусĕ, таврапĕлӳçĕ, пирĕн тăрăхри экономика çирĕпленсех çитейменнине пăхмасăр ӳсен-тăрансен тата чĕр чунсен тĕнчишĕн пăшăрханакан вăрманçă – Ульяновскри вăрманçăсем çинчен пĕрремĕш кĕнеке çырса хатĕрленĕ. Унăн хайлавĕсен геройĕсен – вăрманçăсен – ĕçĕ-хĕлĕ, профессионализмĕ тин çеç асăннă професси çулĕ çине тăнă çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса шутланать.
Кĕнеке интереслĕ: çăмăл, ăнлануллă вуланать.

Текста малалла вулăр...

Чăнлă шывĕ Хĕрринче

 
Çак ятпа пичетленсе тухрĕ Анна Никонорован çĕнĕ кĕнеки. Авторăн ку çăвăсемпе калавсенчен, тĕрлечĕкĕсенчен тăракан иккĕмĕш пысăк ĕçĕ.
 
«Эп çуралса ӳснĕ тăрăхри ешĕл-ешĕл улăх çаран, хирте кашласа ӳсекен тырă-пулă, вĕрлĕк картасем, Сĕвене юхса кĕрекен пĕчĕкçĕ Чăнлă маншăн чи таса, чи сăваплă, чи хаклă, чи хитре вырăнсем. Нимĕнле кĕмĕлпе-нухратпа улăштарассăм çук вĕсене. Çак сăпайлă кĕнекене эпĕ тван ял çыннисене чунтан хисеплесе çыртăм», - тет автор хăйĕн ĕçĕ пирки. Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен чăваш ялĕн кун-çулĕпе çыннисем çинчен çырнă «Чун юратнă Таккаварăм» документлă очерк пирки пырать калаçу.
«Чăнлă шывĕ хĕрринче» кĕнекене тĕрлĕ çулсенче ӳкернĕ вăтăра яхăн сăн ӳкерчĕк Анна Степановнан пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантсене кăтартать.

Текста малалла вулăр...

Энциклопедия Симбирского Поволжья

В Чебоксарской типографии №1 вышел в свет второй том чувашской энциклопедии Пензенской. Саратовской и Ульяновской областей*. Первый том был издан в 2009 и сразу же получил положительный отклик в прессе и среди читателей. Не сомневаюсь, второй том также понравится многим.
 
Издание, обозначенное как краткое, представляет собой фундаментально –академическое исследование, ничем не уступающее другим национально-террито риальным энциклопедиям нашего времени. В отличие от всех известных мне фолиантов, оно осуществлено - без каких-либо административных ресурсов - силами только одного неутомимого энтузиаста, чувашского народного академика, члена президиума Чувашского союза краеведов Дмитрия Кузьмина. Он инициатор, составитель, редактор и издатель этого уникального клада знаний Симбирского Поволжья.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çул умĕнхи парне

Раштавра Ульяновск облаçĕнчи литература ани тата икĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Вĕсен авторĕ – Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ Борис Александрович Улендеев.
Çыравçă хăй çуралнă Хулаçырми ялĕ пирки вырăсла («Туманная даль») тата чăвашла («Хулашра») кĕнекесем кăларнă. Вĕсенче – ял историйĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем, юрри-кĕвви, ĕлĕк-авалах ят панă паллă вырăнсем, ял çыннисен асаилĕвĕ, хальхи пурнăçĕ, Улендеевсен йăх-тымарĕ, авторăн илемлĕ хайлавĕсем…
Ульяновскра пурăнакан тăватă кĕнеке авторĕ Борис Улендеев сăвăсемпе калавсем, юрăсем çырать, хайлавĕ-сенче тăван енĕн тĕрлĕ вăхăтри çут çанталăк илемне сăнарлама юратать.

Вăрçă ачисене халалланă

Чăваш тĕнчинче паллă та хисеплĕ Шурсухалăмăр Анатолий Фёдорович Ермилов (Юман) кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларнипе тĕлĕнме пăрахаймастпăр.
Ку хутĕнче кун çути курнă «Шăллăм» поэмăна вăл нумаях мар çут тĕнчерен уйрăлнă юратнă Геннадий шăллĕсĕр тăрса юлнă хыççăн куççуль витĕр çырнă. Çĕнĕ поэмăна автор Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче ӳссе пиçĕхнĕ ачасене халалланă. Поэма прототипĕ – поэтăн пĕртăван шăллĕ Г.Ф. Ермилов. Кĕнеке Чăваш патшалăх гуманитари ăсăлăх институтĕнче 100 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă.

Акатуй çинчен

Кĕнеке çӳлĕкĕ тепĕр кĕнекепе пуянланчĕ. Чăваш халăх академикĕ, писатель, скульптор Николай Григорьевич Кондрашкин «Акатуй —межнациональное согласие» ятпа кĕнеке кăларнă.
Автор 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче Ульяновскра Раççей чăвашĕсен Акатуйĕ мĕнле кĕрлесе иртни çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Кĕнекене пĕр шухăшлă ентешсен хайлавĕсене кĕртнĕ, Интернетри сайтсенсенчен илнĕ тĕрлĕ авторсен сăн ӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Вăл Ульяновскри «Колор-Принт» типографире 150 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă.

СЛАКПУÇ – СĂВĂ-ЮРĂ СĂПКИ

Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнерсен академийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ В.П.Станьял хатĕрленĕ çӳрев тĕрленчĕкĕсен пуххине пичетлесе кăларнă.
Чăваш поэзийĕн классикĕсем К.В.Ивановпа Я.Г.Ухсай, Совет Союзĕн Геройĕ Н.С.Павлов, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Г.П.Прокопьев, П.Т.Коринапа Н.А.Петров-Эльми художниксен тата ытти паллă çынсен ячĕпе çыхăннă вырăнсене тĕпчесе çырнă тĕрленчĕксене çул çӳреме юратакансем, шкул ачисемпе вĕрентӳçĕсем валли кăларнă. Унта экспедицисен типтерĕсемпе, документсемпе, Слакпуçĕнче пурăннă çынсем каласа панисемпе, вĕрентӳçĕсем çырса илнисемпе усă курнă.
«Слакпуç – сăвă-юрă сăпки» кĕнеке Чăваш халăх поэчĕ Я.Г.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май тухнă. Вăл Слакпуç çыннисене, унта пырса çӳрекен хăнасене, шкул ачисемпе студентсене, таврапĕлӳçĕсемпе вĕрентӳçĕсене усăллă.

Текста малалла вулăр...

Кĕçĕн классенче вĕренекенсене — парне

Пирĕн тăрăхри паллă çыравçă, поэт Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават кĕçĕн классенче вĕренекен чăваш ачисене тата вĕрентӳçĕсене черетлĕ парне хатĕрленĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче (Шупашкарта) унăн «Ытарайми çĕршыв» ятпа çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухнă. 1000 тиражлă кĕнекене ача-пăча сăввисем, калавсем тата юрă кĕнĕ. Кашни хайлавĕ ачана тӳрĕ кăмăллă, сăпайлă, тăрăшуллă пулма вĕрентет. Кĕнеке дизайнĕпе те илĕртет: хуплашкине, кашни страницине тĕслĕ ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Тытса вулама кăмăллă.

Çĕнĕ кĕнекепе савăнтарчĕç

Юпан 8-мĕшĕнче Кашари вăтам шкулăн пысăк залĕнче Алевтина Ивановнан тата Владимир Владимирович Грузинсен виççĕмĕш кĕнекин – «Кайсаровская школа» – презентацийĕ иртрĕ. Хăнасем пайтахчĕ. Мероприятие Грузинсен иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Татьяна Альшейкина кĕнеке авторĕсем çинчен нумай ăшă сăмах каларĕ. Шкулта пĕрле ĕçлекенсем: Н.Н. Халикова, Р.А. Ильясова, Б.Ф. Абдуллова тата пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса ырă сăмахсем каларĕç.
Грузинсене вĕрентӳçĕсен йăхĕ тесен те йăнăшмастăп. Вĕсен аслă хĕрĕ Олеся Ульянов ячĕллĕ педуниверситетра наци ушкăнĕнче вĕренет. Ывăлĕ — Николай — кăçал Ульяновскри педколледжа вĕренме кĕнĕ. Ӳссе çитĕнсе пыракан пепкисем те çав çулпах кайĕç тесе шутлатăп.
Çывăх тăванĕсем: иккĕмĕш сыпăкри тăватă йăмăкĕ – Валентина, Елена, Татьяна, Роза Николаевнасем – вĕрентӳçĕ специальноçне илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ кĕнекепе савăнтарчĕç

Юпан 8-мĕшĕнче Кашари вăтам шкулăн пысăк залĕнче Алевтина Ивановнан тата Владимир Владимирович Грузинсен виççĕмĕш кĕнекин – «Кайсаровская школа» – презентацийĕ иртрĕ. Хăнасем пайтахчĕ. Мероприятие Грузинсен иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Татьяна Альшейкина кĕнеке авторĕсем çинчен нумай ăшă сăмах каларĕ. Шкулта пĕрле ĕçлекенсем: Н.Н. Халикова, Р.А. Ильясова, Б.Ф. Абдуллова тата пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса ырă сăмахсем каларĕç.
Грузинсене вĕрентӳçĕсен йăхĕ тесен те йăнăшмастăп. Вĕсен аслă хĕрĕ Олеся Ульянов ячĕллĕ педуниверситетра наци ушкăнĕнче вĕренет. Ывăлĕ — Николай — кăçал Ульяновскри педколледжа вĕренме кĕнĕ. Ӳссе çитĕнсе пыракан пепкисем те çав çулпах кайĕç тесе шутлатăп.
Çывăх тăванĕсем: иккĕмĕш сыпăкри тăватă йăмăкĕ – Валентина, Елена, Татьяна, Роза Николаевнасем – вĕрентӳçĕ специальноçне илнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].