Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Савăнатпăр чăвашла пĕлнишĕн...»

Чăвашсен наципе культура автономийĕ тата Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр пуçарăвĕпе Ульяновскра облаçри пултаруллă чăваш ачисен «Пĕчĕк çăлтăр – 2018» конкурсĕ иртрĕ. Кăçал унта регионăн тăватă (Ульяновск, Чăнлă, Вешкайма, Мелекесс) районĕнчен тата Ульяновск хулинчен 13 хĕрача хутшăнчĕ.
Пултарулăхпа хитрелĕх ăмăртăвне хутшăннă пĕчĕк хастарсем хăйсене питĕ çирĕп тытрĕç. Акăш чĕпписем евĕр илемлĕ утса, пилĕк-çурăмне тӳрĕ тытса, ярăнса тухрĕç вĕсем сцена çине. Чăваш наци тумĕпе капăрлăхĕ уйрăмах илĕртӳлĕх кӳчĕ пĕчĕк çăлтăрсене. Ачасене ытарма та çукчĕ!
Йĕркелӳçĕсем тăватă конкурс хатĕрленĕ. Маттурсем тĕрĕслевĕн кашни тапхăрнех тăрăшса хатĕрленни куçкĕретчĕ. Нимĕн те кулянтарнă, хăратнă пек туйăнмарĕ шăпăрлансене. Юнашар ашшĕ-амăшĕ тата ертӳçи çеç темшĕн хăйсенчен ытларах пăшăрханни палăрчĕ.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ

Чăвашсене çутта кăларнă сумлă та чаплă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн (1848-1930) ятне Раççейре те, унăн тулашĕнче те анлă пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕ-шлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче ырă ята тивĕçрĕ.
Иван Яковлевич икĕ чĕлхеллĕ шкулсенче пуçламăш вĕрентĕвĕн ăнăçлă йĕркине туса хураканĕ, «Чăваш букварĕн» никĕслевçи, вĕренмелли тата ытти йышши кĕнекесем пичетлесе кăлараканĕ. Вăл уçса аталантарнă Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулне Раççейре пурăнакан тухăç халăхĕсен тĕнче культури шайне çĕклеме наци кадрĕсем хатĕрлекен пĕлӳ керменĕ вырăнне хунă. Хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп ĕçе Иван Яковлев юратса «манăн чăваш ĕçĕ» тенĕ. Тӳрĕ чунлă та çирĕп чун хаваллă çын пулнă.
Кăçалхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитет.

Текста малалла вулăр...

Çынсен ĕçĕсен пуçарăвĕ

Ульяновск облаçĕнче «Гражданская инициатива» ятлă наци премийĕн регионти тапхăрне пĕтĕмлетрĕç.
Çак уяв И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче иртрĕ. Çĕнтерӳçĕсене чыслама Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕ Анатолий Бакаев, Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, общество хастарĕсем, наукăпа искусство ĕçченĕсем тата хисеплĕ хăна – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, çынсен пуçарăвĕн комитет членĕ Юлий Гусман пулчĕç.
Çак наци премийĕшĕн кĕрешме Ульяновск облаçĕнче 13 номинацире 100 ытла çын хутшăннă. Конкурсантсем культура, таврапĕлӳ, сывă пурнăç йĕрки, спорт, экскурси, вĕренӳ тата ытти темăсемпе хăйсен ĕç пуçарăвĕсене тăратнă.
Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш те пур – прикладной искусствăн пултарулăх маçтăрĕ, хушма вĕренӳ педагогĕ Галя Георгиевна Елисеева "Духовное наследие" номинацие хăйĕн ĕçĕсемпе тăнă.

Текста малалла вулăр...

«Пĕчĕк çăлтăр» конкурса хутшăнма чĕнетпĕр!

Облаçри чăваш ачисен «Пĕчĕк çăлтăр» конкурсĕ 2017 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче 11.00 сехетре Нариманов проспектĕнчи 25-мĕш çуртра (Тутар культура центрĕн çурчĕ) иртет. Унта 5-10 çулхи хĕрачасем хутшăнаççĕ.
Ăна Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр йĕркелет. Учредителĕсем – облаçри искусствăпа культура политикин министерстви, наци политикин департаменчĕ, Халăхсен культурин центрĕ. Конкурсăн пайташĕсем – облаçри вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата чăвашсен наципе культура автономийĕ.
ЙĔрки
Конкурсăн юлашки тапхăрĕ икĕ пайран тăрĕ: пĕрремĕшĕнче хĕрачасем хăйсен пултарулăхне кăтартса тупăшĕç, иккĕмĕшĕнче облаçри чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем концерт кăтартĕç.
Конкурсăн ĕçĕсем:
Чи малтан хĕрачасем сцена çине халăх тумĕпе тухаççĕ, хăйсемпе паллаштараççĕ (хак памаççĕ).

Текста малалла вулăр...

Конкурссене кăçал та хутшăнăр!

«Канаш» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче кашни çулах тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем йĕркелет.
 
Эсир, вулаканăмăрсем, унта хутшăнни, сăнӳ-керчĕксемпе тĕрлĕ ĕçсем ярса пани пире питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен хаçата интереслĕрех тата тĕрлĕ енлĕ кăларма пулăшать, пирĕн хушăмăрти çыхăнăва çирĕплетет. Çавăнпа 2017 çулта та конкурссене тăсма шутларăмăр. Кăçал аслисемпе ачасем хушшинче пултарулăхпа таврапĕлӳ ĕçĕсен (редакцие таврапĕлӳпе çыхăннă материалсем нумай килнипе) тата сăнӳкерчĕксен конкурсĕсене ирттеретпĕр.
1. Сăнӳкерчĕксен конкурсĕ:
- «Тăван ялăм – юратнă кĕтесĕм» (ял урамĕн е пĕр-пĕр илемлĕ вырăнăн сăнӳкерчĕкне ярса панă чухне авторне палăртмалла, вырăнĕ пирки те çырса кăтартма манмалла мар).
2. Пултарулăх конкурсĕ:
- «Вăй выляççĕ шевлесем» (ачасемпе аслă çулхисен сăвă-калав ăмăртăвĕ).

Текста малалла вулăр...

«Чăваш шăпчăкĕнче» аваллăх йĕрĕ палăрчĕ

Чĕмпĕрти Тутар культура центрĕнче облаçри юрăçсен тата пултарулăх ушкăнĕсен «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.
Ăна йĕркелесе ирттерекенсем – Халăх культурин центрĕ çумĕнчи Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрĕн филиалĕ (ертӳçи И.В.Гаврилова) тата Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертӳçи О.Н.Мустаев).
Уява Анастасия Ахмеровапа Екатерина Карамзина ертсе пычĕç. Малтанах Олег Мустаев сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене саламланă май çапла каларĕ:
- Çулталăк вĕçленесси нумаях юлмарĕ. Палăртнă уявсене ирттерсе пыратпăр. Анчах ĕçсем тата нумай-ха. Хăш-пĕр юрă ушкăнĕсене çĕнĕ тумсем çĕлетсе пама палăртатпăр. Пултарулăх ушкăнĕсемпе ытти регионсене тухса çӳреме килĕшӳсем тăватпăр.
Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрăн ертӳçи Нурия Туркова та ăшă сăмахсем каларĕ:
- Хаклă юрăçсем, сирĕн пултарулăхăр çинче тытăнса тăрать те чăваш халăх культури.

Текста малалла вулăр...

Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем

Ульяновск облаçĕнчи нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕ кашни кĕркуннех пултаруллă чăваш ачисен конкурсне ирттерет.
«Путенене» хутшăнма кăмăл тунисем шучĕпе кăçал та пĕлтĕ-рхи пекех нумайччĕ – Тутарсен культура центрне регионти ял-хуларан 200 яхăн пĕчĕк çăлтăр пуçтарăннă. 3-6 тата 7-10 çулсенчи шăпăрлансем хăйсен пултарулăхне виçĕ номинацире («Юрă», «Ташă» тата «Этномода») кăтартрĕç. Ача сачĕсемпе пуçламăш шкула çӳрекен юрă-ташă ăстисен тĕрлĕ енлĕ маçтăрлăхне хак пама куракансене те, сумлă жюри членĕсене те пачах çăмăл пулмарĕ.
Ăмăртăва чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен тата Ульяновскпа Димитровград хулисенчен юрлама-ташлама юратакан чи-чи маттур ачасем килсе çитни куçкĕретех. Наци тумне пăхса ытарма çук. «Путенере» хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартма ачисенчен, тĕпренчĕкĕнчен ытларах ашшĕ-амăшĕн, асламăшĕ-кукамăшĕн, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен хатĕрленме тивни сăмахсăрах паллăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Викторина çĕнтерӳçисем – Тимĕрçен тăрăхĕн пикисем

Иртнĕ вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче, 2016 çулхи май уйăхĕнче, хаçатра чăвашсен паллă çыравçи-сăвăçи Валентина Николаевна Тарават çуралнăранпа çичĕ теçетке çул, пултарулăх çулĕ çине тăнăранпа 45 çул çитнине халалласа викторина ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Шкул ачисене литература ăмăртăвĕн ыйтăвĕсемпе паллашма, хуравĕсене хаçат редакцине ярса пама ыйтнăччĕ.
Кашни çыру-хуравах хапăл пултăмăр. Викторинăна тĕпрен илсен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем хутшăнни савăнтарчĕ. Ĕçленĕ хушăра Валентина Николаевна кĕнекисемпе, хушма литературăпа, хаçат-журналпа, автор çинчен çырнă статьясемпе нумай усă курни уçăмлăн курăнчĕ. Малтанласа çĕнтерӳçĕсене палăртма йывăртарах та пулчĕ. Хаçат ĕçченĕсенчен тăракан сумлă жюри членĕсем пĕр саслăн пулса «Парнас тăвĕ çине улăхнă Тарават» викторинăн ыйтăвĕсене тулли тата тĕрĕс хуравласа пуринчен нумай балл пухнă икĕ çĕнтерӳçе палăртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Парнас тăвĕ çине улăхнă Тарават

«Тарават хайлавĕсене ачасем те, çитĕ-ннисем те яланах тулли кăмăлпа йышăнаççĕ, вĕсенче чун ыйтăвне тивĕçтерекен хуравсем тупаççĕ. Ахальтен мар ăна чăваш халăхĕн чи сумлă юрăçисем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Акă ăçта вăл сăмах ăсталăхĕпе, ӳнер асамлăхĕпе туллин усă курса тĕлĕнтермĕш шăратса кăларма пултарнин тĕсĕ. Мĕнле-ши çав вăрттăнлăхăн ячĕ/ Унăн ячĕ вăл – талант...»
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем мухтанакан тата юратакан хĕрарăм, 26 кĕнеке авторĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăнлă районĕн тата Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ ячĕсене тивĕçнĕ çын, пултаруллă сăвăç, çыравçă, композитор, куçаруçă тата «Шанăç» халăх юрă ансамблĕн, ачасен «Хĕвел» ушкăнĕн пултарулăх ертӳçи Валентина Игнатьева Тарават кăçал августăн 19-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне паллă тăвĕ.

Текста малалла вулăр...

Икĕ çĕнтерӳçĕ – Ульяновск облаçĕнчен!

2015 çул Раççейре литература, Чăваш Енре К.Иванов çулталăкĕ пулнине шута хурса, çыравçăсен ăсталăхне ӳстерес тесе «Тăван Атăл» журнал «Литература çулĕнчи чи лайăх хайлав» конкурс йĕркеленĕ. Номертен номере проза хайлавĕсем пичетленнĕ.
Конкурса хутшăнакансем чылай пулнă. Вĕсенчен çакăн пек паллă хушаматсене палăртма пулать – Хветĕр Агивер, Рита Арти, Юлия Силэм, Улькка Эльменĕ.
Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсенчен конкурса виçĕ автор хутшăннă – Елена Алексеева-Аксупи, Николай Казаков тата Елена Мустаева.
Иртнĕ уйăхра «Тăван Атăл» журналăн редколлегийĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Конкурс комиссийĕ «Литература çулĕнчи чи лайăх хайлав» çĕнтерӳçисене çапла палăртнă:
1-мĕш вырăн – Улькка Эльменĕ («Сарă кĕпе» повесть)*
2-мĕш вырăн – Елена Мустаева («Айăп», «Усрав ача», «Каллех ыйхă килмест» калавсем, «Уй варринче çинçе хăва» повесть)*
3-мĕш вырăн – Елена Алексеева-Аксупи («Роль», «Каснă чĕлĕ» калавсем).

Текста малалла вулăр...

Илемлĕх конкурсĕн çĕнтерӳçисем – чи-чи пултаруллисем!

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче облаçри чăваш хĕрĕсемпе хĕрачисен «Сарпике» тата «Пĕчĕк çăлтăр» конкурссем иртрĕç.
Ăна Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи йĕркелерĕç.
 
Илемлĕх ăмăртăвне 19 хĕрача хутшăнчĕ: аслисем – çиччĕн, кĕçĕннисем – вуниккĕн.
Уяв Ульяновскри 11-мĕш ача садне çӳрекенсем «Çветтуй Раççей» музыкăпа ташă композиципе пуçланчĕ (тĕрлĕ халăх тумлĕ ачасем регионта йышлă пурăнакан тĕп халăхсен юрри-ташшине кăтартрĕç), 50-мĕш ача сачĕн ачисем моряксен ташшине ташларĕç.
Конкурса уçма Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн директорĕ Нурия Туркова тата УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев ирĕк илчĕç.
- Кăçал «Сарпике» 16-мĕш хут иртет, «Пĕчĕк çăлтăр» – пĕрремĕш. Илемлĕхе туйма, чăн-чăн кил хуçи хĕрарăмĕ пулма мĕн пĕчĕкрен вĕренсе пыни – çамрăк ăрăва пурнăç валли хатĕрлес ĕçри пысăк çитĕнӳ тесе шутлатăп.

Текста малалла вулăр...

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» конкурса хутшăнăр!

Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ тата Чăваш халăх сайчĕ сăвă вулакансен «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурсне ирттереççĕ. Унта шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем тата ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурсăн тĕллевĕ - чăваш чĕлхине аталантарасси, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарасси, аслисене ку ĕçе хастартарах хутшăнтарасси. Ăмăрту — тӳлевсĕр.
Конкурсра пурĕ 7 номинаци:
•«Пукан çинче» (4 çул çурăран кĕçĕнреххисем)/
•«Шĕвĕркке» (4,5 çултан аслăрах, шкул çулне çитеймен арçын ачасем)*
•«Пукане» (4,5 çултан аслăрах, шкул çулне çитеймен хĕрачасем)*
•«Шăпăрлан» (пуçламăш классенче вĕренекен арçын ачасем)*
•«Чиперук» (пуçламăш классенче вĕренекен хĕрачасем)*
•«Сăпка умĕнче» (аслисем хушшинче)*
•«Чи лайăх видео» (пахалăх тĕлĕшĕпе).

Текста малалла вулăр...

Конкурса хутшăнăр!

РФ наци политикипе килĕшсе облаçри вĕренӳ министерстви тата облаçри вĕренӳпе инноваци тытăмĕсен центрĕ шкул ачисен хушшинче «Этнокультурный калейдоскоп Поволжья» ятпа пултарулăх ĕçĕсен куçăмсăр конкурсне ирттерет.
Конкурс тĕллевĕ – ачасенче тăван чĕлхене, культурăна, историе ăса хывас туртăма аталантарса таса чунлă, илемлĕхе пĕлекен-туякан çынна ӳстересси.
Конкурса облаçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи 7-11-мĕш классенче вĕренекен, чĕлхепе, халăхсен культурипе тата историйĕпе кăсăкланакан ачасем хутшăнма пултараççĕ.
Ĕçсене çак номинацисемпе йышăнаççĕ:
-тĕпчев ĕçĕ*
-сочинени.
Конкурс 2016 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Заявкăсене апрелĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Сирĕн ыйтăвăрсене облаçри вĕренӳпе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Вера Александровна Архипова çак номерпе хуравлĕ: 32-79-21.

Текста малалла вулăр...

Облаçри «Пĕчĕк çăлтăр» тата «Сарпике» конкурсăн положенийĕ

Конкурс 2016 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче 13.00 сехетре Тутар культура центрĕнче (Нариманов проспекчĕ, 25-мĕш çурт) иртет.
 
Учредителĕсем – Ульяновск облаçĕнчи искусствăпа культура политикин министерстви, Халăхсен культура центрĕ, УОЧНКА.
Йĕркелекенсем – Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА.
Конкурсăн тĕллевĕ – 5 -25 çулхи çамрăк ăрăва чăваш культурине явăçтарасси, халăх йăли-йĕ-ркине сыхласа хăварасси, пултаруллă çамрăксене палăртасси, вĕсене аталанма пулăшасси.
Конкурса хутшăнмалли йĕрке:
-конкурса Ульяновск облаçĕнче пурăнакан, унччен пĕр-пĕр пултарулăх конкурсне хутшăнса курнă 5-25 çулхи хĕрачасене чĕнеççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче сцена хыçĕнче кашни хĕрачана пулăшакан çын (ашшĕ-амăшĕ е ертӳçĕ) пулмалла*
-кашни хĕрача хăй çул-ӳсĕмĕн йышĕнче ăмăртать, йыш конкурса пĕр çул-ӳсĕмĕнчи миçе хĕр хутшăннинчен килет.

Текста малалла вулăр...

Конкурссене кăçал та хутшăнăр!

«Канаш» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче кашни çулах тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем йĕркелет.
2016 çулта та çак йăлана тăсма шутларăмăр. Кăçал аслисемпе ачасем хушшинче пултарулăхпа таврапĕлӳ ĕçĕсен (редакцие таврапĕлӳ-пе çыхăннă материалсем нумай килнипе) тата сăнӳкерчĕксен конкурсĕсене ирттерĕпĕр.
Сăнӳкерчĕксен конкурсĕсем:
- «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» (сăнӳкерчĕк ярса панă чухне автора палăртмалла, ĕçĕ çинчен кĕскен каласа кăтартмалла)*
- «Тăван ялăм – савнă ялăм» (ял урамĕн е пĕр-пĕр илемлĕ вырăнăн сăнӳкерчĕкне ярса панă чухне те автора палăртмалла, вырăнĕ пирки те çырса кăтартма манмалла мар).
Пултарулăх конкурсĕ:
- «Вăй выляççĕ шевлесем» (шкул ачисен тата аслă çулхисен сăвă-калав ăмăртăвĕ – уйрăм).
Таврапĕлӳ конкурсĕ:
- «Еткерлĕх çӳпçи» (хăй пурăнакан вырăнти историпе географи пулăмĕсене, экономикипе пурнăçне тĕпченипе çыхăннă материалсем.

Текста малалла вулăр...

Пултарулăх конкурсĕсем кăçал та иртĕç

Иртнĕ çул «Канаш» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче темиçе конкурс ирттерчĕ: пĕри – сăн ӳкерчĕксен ăмăртăвĕ, ыттисем – вулакансен пултарулăхĕпе çыхăннă.
Пултарулăхпа çыхăннисем: «Вăй выляççĕ шевлесем» (сăвă-калав ăмăртăвĕ) тата «Никама та манман, нимĕн те манăçман» (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă хайлавсем).
«Вăй выляççĕ шевлесем» конкурса эпир профессиллĕ писательсен хайлавĕсене кĕртмерĕмĕр. Кун пек туни тĕрĕс те тесе шутлатпăр. Шевлеçĕсем конкурса 21 сăвă-калав ярса пачĕç. Авторсем – Нина Васильева (Чăнлă районĕ, Каша ялĕ), Василий Журавлев, Петр Кашеев, Виталий Архипов (Ульяновск хули), Саша Павлов (Самар облаçĕ).
Саша Павловпа Виталий Архипов сăвăсем янă, ытти авторсен вара калавсем те, сăвăсем те пур.
Калавсен тематикине, пултарулăхне палăртса редакци пĕрремĕш вырăна Василий Журавлева пама йышăнчĕ.

Текста малалла вулăр...

Конкурса 25 ĕç ярса панă

2015 çулăн пуçламăшĕнче эпир «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» фотоконкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Конкурса хутшăнакансем сахал мар пулчĕç.
18 автор мĕнпурĕ 25 ĕç ярса пачĕ. Вĕсен хушшинче иртнĕ ĕмĕрте чăваш тумĕсемпе ӳкерĕннĕ хура-шурă сăнӳкерчĕксем чылай пулни савăнтарчĕ. Мĕнлерех пуян хушпу-тухьяллă, тевет-çухаллă, тĕрĕллĕ кĕпе-саппунлă, тирпейлĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем çак сăнӳкерчĕксенче!
Редакци конкурса янă кашни сăнӳкерчĕке тĕплĕн пăхса тухрĕ, пĕтĕмлетӳ турĕ.
Тĕслĕ (цветной) сăнӳкерчĕксенчен Çĕнĕ хулара пурăнакан Елена Уресметова ĕçĕсем пахалăхĕпе те, шучĕпе те уйрăлса тăраççĕ. Ăна пĕрремĕш тесе палăртрăмăр.
Иккĕмĕш вырăна «Канаш» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ Петр Рахманов ĕçĕсем йышăнчĕç, виççĕмĕшне – Петр Андрихов (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен ялĕ) тата Сергей Портнов (Сăр районĕ, Архангельски ялĕ) пайларĕç.

Текста малалла вулăр...

Облаçри пултаруллă ачасен «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестиваль-конкурсĕн П О Л О Ж Е Н И Й Ĕ

Фестиваль-конкурс ноябрĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри «Строитель» Культура керменĕнче иртмелле. Пуçламăшĕ – 12.00 сехетре.
Вăл икĕ тапхăртан тăрать:
1-мĕш тапхăрĕ – сентябрь-октябрь уйăхĕсенче – муниципаллă пĕрлĕхсенче*
2-мĕш тапхăр (гала-концерт) – ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Засвияжски районĕнчи «Строитель» Культура керменĕнче.
Мероприятие йĕркелекенсем – облаçри Халăх культурисен центрĕ тата Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр.
Артистсем çак номинацисенче ăмăртĕç:
-чăваш ташши*
-сăвă каласси*
-пĕччен тата темиçен юрласси.
Конкурса хутшăнакансен «-1» тата аудио форматлă CD дискпа усă курмалла.
Фестивале йĕркелекенсем репертуара суйласа илнĕ чух тĕрлĕ жанрлă юрра-ташша тимлеме тата вырăнти фольклорпа усă курма сĕнеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Облаçри пултаруллă ачасен «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестиваль-конкурсĕн П О Л О Ж Е Н И Й Ĕ

Фестиваль-конкурс ноябрĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри «Строитель» Культура керменĕнче иртмелле. Пуçламăшĕ – 12.00 сехетре.
Вăл икĕ тапхăртан тăрать:
1-мĕш тапхăрĕ – сентябрь-октябрь уйăхĕсенче – муниципаллă пĕрлĕхсенче*
2-мĕш тапхăр (гала-концерт) – ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Засвияжски районĕнчи «Строитель» Культура керменĕнче.
Мероприятие йĕркелекенсем – облаçри Халăх культурисен центрĕ тата Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр.
Артистсем çак номинацисенче ăмăртĕç:
-чăваш ташши*
-сăвă каласси*
-пĕччен тата темиçен юрласси.
Конкурса хутшăнакансен «-1» тата аудио форматлă CD дискпа усă курмалла.
Фестивале йĕркелекенсем репертуара суйласа илнĕ чух тĕрлĕ жанрлă юрра-ташша тимлеме тата вырăнти фольклорпа усă курма сĕнеççĕ.

Текста малалла вулăр...

«Мистер-этно» – карел

Ульяновскра тĕнче шайĕнчи «Мистер-этно» конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта Раççейри тата ытти çĕршывсенчи тĕрлĕ наци çамрăкĕсем хутшăнаççĕ.
Икĕ çулта пĕрре йĕркелет ăна облаçри ӳнерпе культура политикин министерстви.
- Кун пек конкурса эпир Раççейпе ют çĕршыв халăхĕсен историпе культурине сарас тĕллевпе ирттеретпĕр. Çак мероприяти пирĕн область наци культурисене аталантарассишĕн нумай ĕç тунине кăтартса парать, тĕрлĕ халăх çамрăкĕ-сем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, пултаруллă çамрăксене тупса палăртма пулăшать, - терĕ Ульяновск облаçĕнчи ӳнерпе культура политикин министрĕ Татьяна Ившина.
Кăçал «Мистер-этно» конкурса 18-30 çулхи 12 наци çынни хутшăнчĕ: эрмен, карел, украин, адыге, нимĕç, туркмен, чăваш, замби, çурçĕр осетин, удмурт, тутар, вырăс.
Вĕсенчен ытларахăшĕ тăван чĕлхепе лайăх калаçакан, халăхăн культурипе йăли-йĕркине, апат-çимĕçне пĕлекен, музыкăпа, поэзипе, театрпа, спортпа интересленекен студент е культура ĕçченĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.