Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Самартан лауреат ячĕсемпе таврăннă

Ака уйăхĕн вĕçĕнче Самар хулинче «Радуга талантов» ятпа ачасемпе çамрăксен пĕтĕм тĕнчери XI фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.
Ăна йĕркелекенсем – Самар облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата ачасен пултарулăхне аталантаракан «Улыбка» центр.
«Народное пение» номинацие Димитровград хулинчи ачасен 1-мĕш ӳнер шкулĕ çумĕнчи «Шăпчăксем» юрă ушкăнĕ тата Анна Абрамова юрăç хутшăннă. «Шăпчăксем» хăйсен пултарулăхне тепĕр хут çирĕплетсе, чи нумай балл (10,10 тата 10) пухса 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕ. Анна Абрамова – 2-мĕш степеньлĕ лауреат. Çак ӳсĕмсем йăлтах унăн ертӳçи, Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Кочнева, Анастасия Кулакова хормейстер тата Артем Ситкин концертмейстер ачасене чун ăшшине парса ĕçленипе пулнă.

Икĕ шăпчăк, икĕ çĕнтерӳçĕ

Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, облаçри юрă ăстисем кашни кĕркуннех «Чăваш шăпчăкĕ» юрă конкурс-фестивале хутшăнаççĕ. Кăçалхине регионсен хушшинчи конкурс теме пулать, мĕншĕн тесен юрăçсен хушшинче Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен те артистсем пурччĕ. XII конкурс ку хутĕнче «Киндяковка» Культура çуртĕнче иртрĕ. Сумлă ята çĕнсе илессишĕн 11 юрăç ăмăртрĕ.
 
Конкурс программине Анастасия Ахмерова ертсе пычĕ. Малтанах вăл юрăçсен пултарулăхне хаклама килнĕ хăнасене сăмах пачĕ.
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунса çапла каларĕ:
- Юрăçсем çине пăхатăп та – чунăм савăнать. Пирĕн артистсем сцена çине илемлĕрех те капăртарах костюмсемпе тухаççĕ. Юрлас ăсталăх та ӳссе пырать. Пирĕн артистсем Шупашкара, Мускава çитсе хăйсен пултарулăхне кăтартма, облаçри чăвашсен ятне çĕклеме пултарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Димитровград çăлтăрĕсем — чи çуттисем

Димитровградри 1-мĕш ӳнер шкулĕн артисчĕсем (ертӳçи Светлана Кочнева) «Осенний листопад» ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хорпа вокалăн VII фестивальне хутшăнса лауреат ята тивĕçнĕ.
Фестиваль авăн уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче Барăш хулинче иртнĕ. Унта çулсерен Раççейăн мĕнпур кĕтесĕнчен пултаруллă çамрăксем пуçтарăнаççĕ. Димитровград артисчĕсем юлашки вунă çул хушши тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче малти вырăнсене вĕçертмеççĕ. Ку хутĕнче те академизмла юрлассипе «Гармония» ансамбль тата Анастасия Федотова лауреатсем пулса тăнă. Халăх юррисемпе лауреат ячĕсене чăвашсен «Шăпчăксем» юрă ушкăнĕ, унăн юрăçи Анна Абрамова, тутарсен «Сандугачлар» ушкăн юрăçи Алина Загидуллина çĕнсе илнĕ.
Эстрадăра ăмăртакансем хушшинче тăватă лауреат: пĕччен юрлассипе Валерия Письменная тата Гоар Галстян, иккĕн юрлассипе – пĕртăван Полина тата Виолетта Емелинасем.

Текста малалла вулăр...

Облаçри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс-фестивалĕн П О Л О Ж Е Н И Й Ĕ

Конкурсăн тĕллевĕ – наци культурине аталантарасси, халăх юрри-ташшине, халăхăмăрăн культурине сыхласа хăварасси.
Конкурса йĕркелекенсем – нацисен культурине аталантаракан центр тата облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ.
Конкурс условийĕсем:
-конкурса 16-35 çул ӳсĕмĕсене çитнисем хутшăнаççĕ;
-чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ;
-пултарулăх енĕпе палăрмалла;
-халăхăмăрăн йăли-йĕркине, историне пĕлмелле;
Конкурс йĕрки:
Вăл икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăрĕ облаçри районсенче юпа (октябрь) уйăхĕнче тытăнать. Иккĕмĕшĕ – юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ульяновск хулинче «Киндяковка» культура керменĕнче иртет.
Юлашки тапхăра районта çĕнтерекенсем хутшăнаççĕ. Вĕсен чăвашла икшер юрă юрламалла (халăх тата эстрада юррисене).

Текста малалла вулăр...

Ĕçтеш ĕçне хакланă

Ака уйăхĕн 22 – çĕртмен 5-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнчи И.А.Гончаров ячĕллĕ таврапĕлӳ музейĕ тата облаçри вăрман хуçалăхĕпе экологи министерстви йĕркеленипе Раççейри тăван тавралăха сыхламалли çула, Атăлçи тăрăхĕнчи экологи эрнине халалланă «Экология – Безопасность – Жизнь» сăн ӳкерчĕксен вунвиççĕмĕш куравĕ иртнĕ.
Унта хутшăнса пирĕн ĕçтеш, информаци пайĕн пуçлăхĕ Елена Мустаева «Красота окружающего мира» номинацире «Уçăлма тухнă» ĕçĕпе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Конкурсăн пĕтĕмлетĕвне çĕртмен 5-мĕшĕнче турĕç. Çĕнтерӳçĕсене саламлама облаçри вăрман хуçалăхĕпе экологи министрĕ Дмитрий Фёдоров килсе çитрĕ.
- Куракансем хакланипе курава чăннипех чун уявĕ теме пулать. Çакăнти сăн ӳкерчĕксем пире çут çанталăк çине урăхларах куçпа пăхма, ăна сыхлас ĕçе кашни çынна хутшăнма хистет.

Текста малалла вулăр...

Сарпике çапла ташлать, сарпике çапла юрлать, çивĕч ăсĕ-тăнĕпе мухтанма та пултарать!

(р е п о р т а ж)
 
Вун виççĕмĕш хут пухăнчĕç Ульяновск облаçĕнчи чăваш пикисем илемлĕхпе çепĕçлĕх, çыпăçулăхпа хӳхĕмлĕх конкурсне.
«Сарпике-2013» ячĕшĕн облаçри чăваш ялĕсемпе хулисенчен килнĕ вун виçĕ пике ăмăртрĕ: Чĕмпĕртен, Ялавăртан, Кашаран, Ирçелĕнчен, Аслă Ключищĕрен, Çĕнĕ Улхашран, Чӳрекелĕнчен.
Ирина Кашеева тата Анастасия Ахмерова ертӳçĕсем подиум çине акăш евĕр вĕçсе тухрĕç те конкурсанткăсене йыхăрчĕç. Пĕрин хыççăн теприне Ульяновскри аслă авиаци училищин курсанчĕсем, пулас лётчиксем, аллисенчен тытса сцена çине илсе тухрĕç. Сарпикесем тĕлĕнмелле капăр чăваш кĕписем тăхăннă, пуçĕсенче хăшĕн тухья, хăшĕн масмак. Умĕсене шӳлкеме çакнă. Тĕрĕллĕ чăваш кĕписене пăхса ытарма çук. Саппунĕсем куçа илĕртеççĕ.
Зал туллипе пĕрех.

Текста малалла вулăр...

Пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ

Пуш (март) уйăхĕн 5-мĕшĕнче 30 çултан иртнĕ хĕрарăмсен хушшинче «Пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ» конкурс иртет.
Конкурса хутшăнакансене çакăн пек номинацисем кĕтеççĕ:
1. Визитка (хăв çинчен каласа памалла: юрласа тата сăвăласа та юрать);
2. Чăваш апат çимĕçĕ (килтен хатĕрлесе килмелле);
3. Пултарулăх (ташă е юрă ăсталăхне кăтартмалла).
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен пуш уйăхĕн 1-мĕшчен заявка памалла. Унта хăçан, ăçта çуралнине, ĕçленине, килти адреса тата телефон номерне кăтартас пулать.
Заявкăсене çак адреспа ярса е пырса памалла: 432063, Ульяновск хули, Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт, Чăваш культура центрĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8422) 42-09-32 (Ираида Гаврилова).

«САРПИКЕ» КОНКУРСА ЙЫХРАВЛАТПĂР!

Нарăсăн (февраль) 25-мĕшĕнче Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче облаçри чăваш пикисен вунтăваттăмĕш «САРПИКЕ» конкурсĕ пулать. Йĕркелекенсем — облаçри Чăваш культура центрĕпе чăвашсен наципе культура автономийĕ.
Конкурс условийĕ тăрăх, унта 16-25 çулхи хĕрсем хутшăнаççĕ. Конкурс икĕ тапхăртан тăрать.
Пĕрремĕш тапхăрĕ муниципаллă пĕрлĕхсенче кăрлачăн 25-мĕшĕнче тытăнса нарăсăн 20-мĕшчен иртмелле. Çĕнтерӳçĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнĕç.
Унта хутшăнакансен нарăсăн 20-мĕшчен анкета-заявка тата хăй пирки, шкул, ял çинчен каланине ярса парас пулать.
Конкурса хатĕрлекенсен визит карточки кăтартмалла, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ыйтусене хуравламалла (вĕсем йăлтах И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă), чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлемелле, чăваш тумне кăтартмалла, пултарулăхĕпе (ташă е юрă) паллаштармалла.

Текста малалла вулăр...

Фестиваль ташă-юрăпа çиçрĕ, кĕрлерĕ

Чăвашсен вĕри чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши чĕнсе каланă «Чăваш ачи, сассуна пар!» сăмахсемпе пуçларĕç облаçри ача-пăча фестивальне Алёна Карсакова тата Екатерина Артемьева ертӳçĕсем. Фестиваль Анат Террасăри «1 Мая» Культура çуртĕнче иртрĕ. Йĕркелекенĕсем – облаçри Халăх культура центрĕ тата Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр филиалĕ. 100 ытла ача хутшăнма кăмăл тунă кăçалхи фестивале.
 
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев, облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева сăмах каларĕç.
-Облаçра «Чăваш ачи, сассуна пар!» ятпа фестиваль нумай çул иртет. Çак хушăра вăл пур енĕпе те хăватланни курăнать: юрă ăсталăхĕпе те, капăр тумĕпе те, чĕвĕлти чĕлхипе те. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен тӳпи питĕ пысăк. - терĕ Владимир Ильич артистсене ăнăçу сунса.

Текста малалла вулăр...

çĕнтерӳпе таврăннă

Раштавăн 6-9-мĕшĕсенче Самар хулинче «Волна успеха» ятпа ачасен пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Унта Димитровградри «Соловушки» юрă ушкăнĕ хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Ертӳçи – ăста специалист, 1-мĕш номерлĕ ачасен ӳнер шкул хорĕн ертӳçи –Светлана Кочнева.
Кĕске справка: «Соловушки ушкăн 2004 çулта чăмăртаннă. 2009 çулта «Халăх ушкăнĕ» ята хӳтĕленĕ. Пĕтĕм Раççей тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссене хутшăнса нумай хутчен лауреат тата дипломант пулнă.
Самарти конкурсра 10-22 çулхи ултă хĕр юрланă: Анна Абрамова, Елена Маркелова, Анастасия Кулакова, Ксения Клевайчук, Екатерина Клевайчук тата Влада Симукова. Хĕрсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Унсăр пуçне Алёна Абрамова кĕçĕн ушкăнри ачасен хушшинче пĕччен юрлассипе ăмăртнă. «Кăвик кăвакарчăн» юрăпа вăл 2-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă.

Текста малалла вулăр...

Пĕчĕк-ха вĕсем, анчах чунпа – УЛĂПСЕМ

«Губернаторский» Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче облаçри 3-10 çулти шăпăрлансен пултарулăх ăмăртăвĕ – «Путене» – 2012» - иртрĕ. Кăçалхи уява 200 яхăн ача-пăча хутшăнчĕ. Вĕсем Раççей çĕршывĕн, чăвашлăхăн мăнаçлăхĕ тата пуласлăхĕ. Шăпăрлансем хăйсен пултарулăхĕпе чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах пулнине, Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш чĕлхи сарăлса пынине çирĕплетрĕç. Конкурссантсем 3-7 тата 8-10 çултисен ушкăнĕсене уйрăлса юрласа (вокал), ташласа (хореографи) ăмăртрĕç.
Уява ертсе пыракансем – Нина Тихонова тата Алёна Карсакова (Ульяновск патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче вĕренекенсем) – ăмăртăва хак паракан ушкăнпа паллаштарчĕç. Жюрире: вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т.Улендеева, УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев, Ульяновск патшалăх архивĕн пай пуçлăхĕ Р.

Текста малалла вулăр...

ПОЛОЖЕНИЕ

 
о проведении Областного детского
фестиваля-конкурса чувашского народного творчества “Путене” (“Перепёлочка”)
 
Учредители конкурса:
-Министерство искусства и культурной политики Ульяновской области;
-Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия;
-Министерство образования Ульяновской области.
Организаторы конкурса:
-ОГУК “Центр народной культуры” Ульяновской области;
-Филиал Центр по возрождению и развитию национальных культур.
Требования к участникам:
-возраст участников фестиваля от 3 до 10 лет;
-знание родного языка, стремление к его изучению;
-наличие творческих способностей;
-знание национальных традиций, истории и обычаев чувашского народа;
-оригинальность и уровень исполнительского мастерства.

Текста малалла вулăр...

ЭПĔ ТЕЛЕЙЛĔ

Эпĕ пĕр-пĕрне юратакан, хисеплекен çемьере пурăннипе телейлĕ. Çемьери чи сумлă çыннăмăр – асанне, вăл сакăрвуннăран иртнĕ ĕнтĕ. Эпир унран ырă, тĕрĕс пулма, ытти çынсен пурнăçне ăнланма, йывăр самантсенче пĕр-пĕрне пулăшма, кӳрентерсен каçарма вĕренетпĕр.
Пирĕн çемьере чи пĕлтерĕшлĕ уявсем – православи тĕнĕпе çыхăннисем. Эпир вĕсене тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илетпĕр. Уйрăмах Раштав, Кĕшерни, Çăварни, Мункун, Троица, Питрав праçникĕсем пĕлтерĕшлĕ.
Раштавра, Кивĕ çĕнĕ çулта юмăç пăхатпăр, йăлана кĕнĕ вăйăсемпе савăнатпăр. Аттепе анне те пирĕнпе пĕрле савăнаççĕ. Кĕшернире вара пирĕн пата хăнасем нумай пуçтарăнаççĕ.
Эпир çăлкуçпа юнашар пурăнатпăр. Кĕшерни умĕн ăна тасатаççĕ, шыва кĕмелли вырăна юсаççĕ, ун патне пыма çул тăваççĕ. Кăçал хăпармалли вырăна тракторпа тасатрĕç.

Текста малалла вулăр...

ШАНЧĂКЛĂХПА УПРАНСА юлнă КАЛИНсен ЙĂХĔ

Пирĕн çемье пысăках мар: атте, анне, шăллăм тата эпĕ. Аттепе анне ĕçлеççĕ. Шăллăм çуралсан ăна пăхма пулăшма кукамине илсе килтĕмĕр.
Пирĕн килте урăх çын çинчен нихăçан та начар калаçмаççĕ. Несĕлсем çинчен те хăртса сӳтсе явман. Лавккара, урамра час-часах пурнăçа начарлатса калаçнине илтме пулать. Сăлтавĕсене çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлнисенче шыраççĕ. Вĕсем, имĕш, хăйсем хыççăн çакăн пек начар пурнăç хăварнă. Куками леш тĕнчене ăсаннисем çинчен начар калаçма хушмасть.
Аваллăха лайăхрах ăнланас тесе хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчеме шут тытрăмăр. Анне енчисенчен пуçларăмăр. Вăл пирĕншĕн чи çывăх çын пулнипе. Унăн ашшĕ – Пётр Алексеевич Калин – йĕрĕпе.
Манăн мăн кукаçи - Андрей – ĕмĕрне ялтах ирттернĕ. Вăрманçă пулнă. Тăватă арçын ача тата икĕ хĕрача ӳстернĕ.

Текста малалла вулăр...

ТУРĂÇĂМ, ПУРĂНМА ВĔРЕНТ

Научи меня, Господи, жить,
Жить тобою, твоим искупленьем.
Научи меня верить, любить,
Как и Ты, все земные творенья.
Хамăр класпа Чуппарав ялĕнчи Асамçă Микулай чиркĕвне Игорь атте тĕлĕнтермĕшсем кăтартнине курма кайрăмăр. Нумай çул каялла чиркӳ юрăхсăра тухнă пулнă. Çуллахи шăрăх кунсенче кунта хуçалăхсенчен тухса кайнă пăрусем, каçхине çамрăксем сăра ĕçме пуçтарăннă.
Игорь аттеччен кунта темиçе пачăшкă та тĕпленсе ĕçлеме тесе килнĕ пулнă, анчах чăтайман, пăрахса кайнă. Пĕр пачăшкине вĕлернĕ те. Игорь атте вара – йăлтах урăх çын. Вăл пире ăнлантарать, вĕрентет…
2011 çулхи авăн уйăхĕнче С.Аксаков çыравçă юбилейĕ умĕн чиркӳ таврашне йывăçсем лартрĕç. Халĕ çак сăваплă çĕр çинче эпир лартнă йывăçсем те ӳсеççĕ. Хăнасем таçтан та килнĕччĕ: Питĕрпе Мускавран, Ивановăпа Ăренпуртан, Ĕпхӳпе Ульяновскран… Паллă вырăс çыравçи тĕрлĕ наци çыннисене, Тăван çĕршыва, вырăс çĕрне юратакансене, çутă малашлăха шанакансене пуçтарчĕ.

Текста малалла вулăр...

ТУРĂ ПУЛĂШНĂ

Çын. Ун çинчен аваннине те, начаррине те темĕн чухлех калама пулать.Çак çын çинчен вара начар калама манăн ирĕкĕм çук.
 
Ашшĕ – тракторист, амăшĕ – медицина сестри. Ашшĕн амăшĕ те пурăнать-ха, вăл район центрне куçасшăн мар. Ку ялта тăхăр çул вĕренмелли шкул та, вăтам пĕлӳ илмелли те çук. Çавăнпа çемьен икĕ вырăнта пурăнма тӳр килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене вĕрентесшĕн тăрăшнă. Икĕ ывăлĕпе амăшĕ район центрĕнче, ашшĕ асламăшпе ялта пурăннă. Ывăлĕсем ӳссе çитĕннĕ. Шкулта аван вĕреннĕ. Ашшĕ çемьене тăрантарса пурăннă. Никам та, никама та кӳрентермен. Туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă.
Аслă ывăлĕ – Сергей – Алапукари милици шкулне пĕтернĕ. Тетĕшĕн çулне кĕçĕн ывăлĕ – Пётр - суйласа илнĕ.
Миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши, миçе преступленин малалла аталанмалли çулне пӳлсе хуман-ши?

Текста малалла вулăр...

ЧУН КĂШКĂРĂВĔ

Кинемей хĕрне нимĕнпе пулăшайманнипе пăшăрханать.Кӳренӳ, юрату, хĕрхенӳ. Ку вăл – тавăру. Ĕçкĕлĕхшĕн, туртнăшăн, сывă мар пурнăçшăн. Турăçăм, мĕншĕн? Хуравне те пĕлет:çылăха – пĕрисем кĕреççĕ, яваплăхне – теприсем тытаççĕ. Турă çылăха кĕнисене çухату ыратăвĕ витĕр кăларса каçару ыйттарасшăн.
Хĕрача çуралнă. Ытла пĕчĕкскер. Мăнукĕ. Вăхăтра çуралнă пулсан та суккăр, вăйсăр пулнă. Ашшĕпе амăшĕ çуралнă чух начар пăхнăшăн тухтăрсене айăплаççĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ кăна айăплисене лайăх туйнă: сăра, хĕрĕ туртни тата кĕрӳшĕ наркоман пулни.
Хĕрĕ шывланнă куçĕпе нимĕн тăваймасăр каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Амăшĕн йĕрсе хĕрелнĕ куçĕнчен тинкерет. «Мĕн тумалла? Йăпатмалла? Турă панă, Вăлах каялла илнĕ. Кам çылăхĕшĕн çакăн пек яваплăх тытмалла-ши? Вăл хăй пĕлет». Кукамăшĕ кĕлтăвать. Чунĕпе, куççульпе, чĕрин ыратăвĕпе.

Текста малалла вулăр...

Шурă хрусталь кăшăл – чăваш хĕрĕнче!

Пĕтĕм тĕнчери «Юнеско» фончĕ пуçарăвĕпе пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Саратов хулинче «Хрустальная корона России-2012» ятпа ача-пăча пултарулăхĕн тата наци тумĕсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ (лига) иртнĕ.
Унта мĕнпурĕ 31 ача: Сочи, Сарă Ту, Анат Кама, Балаково, Ульяновск хулисенчен – хутшăннă. Пирĕн регион ятне Чăнлă районĕнчи Репьёвка ялĕнче чăваш çемйинче ӳсекен 13 çулхи пике Маша Белозёрова хӳтĕленĕ. Маша Аслă Нагаткинри вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Ульяновскри «Терминал-Моделс» модель агенствине (ертӳçи Наталья Сергеева) çӳрет.
 
Машăн ашшĕпе амăшĕ Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ. Ашшĕ — Владимир Петрович — Норовкăпа Хирти Репьёвка ялĕсен администраци пуçлăхĕ. Амăшĕ – Татьяна Алексеевна – Ульяновскри «Исток» социаллă пулăшу центрĕн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи.

Текста малалла вулăр...

ÇУРКУННЕ: Хитре садри чечексем, хитререх – сар пикесем!

Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче облаçри чăваш пикисен вунвиççĕмĕш «САРПИКЕ» конкурсĕ иртрĕ. Мероприятие Чăваш культура центрĕпе облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ.
 
Çамрăклăх уявĕ Леонид Антонов ертсе пыракан «АСАМАТ» эстрада ушкăнĕ шăрантарнă юрăпа уçăлчĕ.
Конкурса ертсе пыракансем – Екатерина Артемьевапа Елена Васильева – ăмăртуçăсене сцена çине йыхравларĕç, жюри ĕçне хутшăнакансемпе паллаштарчĕç.
Ăмăртăвăн пĕрремĕш пайĕ – пикесем хăйсемпе паллаштарни. Татьяна Мускина (Чăнлă районĕ, Пухтел), Марта Волынщикова (Майна районĕ, Чӳрекел), Алёна Еремеева (Чăнлă районĕ, Каша), Елена Петрюкова (Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар), Наталья Ятманова (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен), Екатерина Карамзина (Ульяновск ), Вера Павлова (Ульяновск районĕ, Аслă Ключищĕ), Анжела Мещанинова (Ирçел), Оксана Долгова (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш) пĕринчен пĕри хастартарах хăйсем çинчен куракансене каласа пачĕç.

Текста малалла вулăр...

Ярухинсен салтак йăх историйĕ

"Ман йăх-несĕл" конкурса
 
Пирĕн хушăра паян йăх-тымара тĕпчекенсем сахал. Мĕн ĕçпе пурăннă пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем? Кам пулнă йăх-ăрăва пуçарса яраканĕ? Асатте-асанне, кукаçей-кукамай ятне пĕлнисĕр пуçне урăх никамăн ятне те аса илейместпĕр. Кашни чăваш ратнинче епле кăна пултаруллă, маттур çынсем çук-ши? Пĕрремĕш сухаçăсем, тимĕрçсем, кăçатă пусакансем, патша саманинче вăрçа хутшăннă салтаксем, Аслă вăрçă ветеранĕсем, тĕрĕçĕсем, ылтăн алăллă ăстасем… Çулланнă ватăсем пиртен каяççĕ. Вĕсемсĕр пуçне кам каласа парать пире тăвансем çинчен? Тăрăшсан кирлĕ япалана ялти ватăсенчен ыйтса пĕлме пулать. Архивсен алăкĕ те пуçаруллисемшĕн яланах уçă.
 
Ярухинсем кӳршĕри Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.