Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хисеплĕ вулакансем!

«Канаш» хаçат редакцийĕ 2012 çулта вулакансем хушшинче çакăн пек конкурссем ирттерет:
«Поэзи» (аслисем тата шкул ачисем валли уйрăмшар);
«Проза» (аслисем тата шкул ачисем валли уйрăмшар);
«Манăн йăх-несĕл» (çемье, йăх кун-çулĕ);
«Таврапĕлӳ» (архив докуменчĕсемпе, хаçат-журналпа, ваттисен каласа панисемпе усă курса хатĕрленĕ материалсем);
«Тăван ен» фотоконкурс.
Пĕтĕмлетӳсене декабрĕн 25-мĕшĕнче тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсене дипломсем, парнесем кĕтеççĕ.

«ЧИ ЛАЙĂХ КИНОЗАЛ» Конкурс

 
2012 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче – сакăр уйăх хушшинче – Ульяновск облаçĕнче «Чи лайăх кинозал» ятпа регион шайĕнче VII конкурс иртет. Унăн йăлана кĕнĕ призĕсем – професси шайĕнчи пысăк пахалăхлă киноустановкăсем. Кăçал конкурса хутшăннисенчен чи аваннисем нумай пĕлтерĕшлĕ киномобильсене тивĕçĕç.
«Чи лайăх кинозал» конкурс – Ульяновск облаçĕн ял муниципаллă йĕркеленӳсенчи культура учрежденийĕсем хушшинчи ăмăрту. Ăна кинематографи тытăмĕнчи патшалăх политикине пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ. Тĕп тĕллевĕ – ялсенче кинона çĕнĕрен чĕртсе куракансем патне илсе çитересси.
Конкурс культура учрежденийĕсене çĕнĕ киноустановкăсемпе тата оборудованипе тивĕçтерме май парать. Малашне ялта пурăнакансем те кинематографи шедеврĕсене лайăх пахалăхпа курса савăнма пултарĕç, çаплах кино район культурине аталанма пулăшĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш таврапĕлӳçисен кĕнекисем – чи пахисем

Чăваш кĕнеке издательствин икĕ коллективĕ Пĕтĕм Раççейри таврапĕлӳçĕсен тăваттăмĕш “Наше культурное наследие” конкурса хутшăнса çĕнтерӳçĕсен ятне илнĕ.
“Малые народы” номинацире истори наукисен докторĕ В.П.Иванов редакциленĕ “Чуваши: история и культура” икĕ томлă кĕнеке пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ку кĕнекене хатĕрленĕ çĕре Чăваш Республикин пур паллă ăсчахĕсем хутшăннă. Монографире чăваш халăхĕ ăçтан тухнине тĕпченĕ, чăваш йăлисене уçса панă.
“Историко-краеведчес кие справочники” номинацире авторсен ушкăнĕ пухса хатĕрленĕ “Аликовская энциклопедия” кĕнеке çĕнтернĕ. Изданире Элĕк районĕн историйĕпе унăн хальхи вăхăтри аталанăвĕ, районти паллă çынсем пирки вуласа пĕлме пулать. Унта 2000 ытла статья тата 1000 сăн ӳкерчĕк кĕнĕ.
Нумай нациллĕ çĕршывра тĕрлĕ халăхсене аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра таврапĕлӳ ĕçĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

КАТЯ – ЧĂВАШ ШĂПЧĂКĔ

"Губернаторский" Культура керменĕнче облаçри чăваш юрăçисен XI "Чăваш шăпчăкĕ" фестиваль-конкурс иртрĕ. Çак ятшăн мĕнпурĕ 16 юрăç ăмăртрĕ.
Килекенсене фойере "Илем" юрă ушкăнĕ хаваслă юррисемпе кĕтсе илчĕ.
Фестивале "Губернаторский" Культура керменĕ çумĕнчи ачасен ташă ушкăнĕ илемлĕ сюитăпа уçрĕ.
Конкурса уçса ертсе пыраканĕсем Шупашкартан килнĕ "Асамат" юрă ушкăн ертӳçи Леонид Антонов тата кăçал Шупашкарта иртнĕ "Раççей чăваш пики" конкурс çĕнтерӳçи Елена Васильева пулчĕç.
Конкурса хутшăнакан яшсемпе хĕрсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса пĕрер юрă шăрантарчĕç. Унчченхи конкурссене аслăраххисем те хутшăннă пулсан кăçал ытларах 16-22 çулхисемччĕ.
Юрăçсен пултарулăхне сумлă жюри хакларĕ: УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев, вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.

Текста малалла вулăр...

ЭТЕМ ШĂПИ

Аслă вăрçă çулĕсем. Пур çĕрте те ыйткаласа çӳрекенсем йышланса кайнă. Çуклăх тата чухăнлăх çынсене вăтанма пăрахтарнă. Аллисене тăсса пĕр татăк çăкăр ыйтса çӳрекенсем урам тăрăх аран-аран сĕтĕрĕнкелесе çӳренĕ. Çурăлса пĕтнĕ тата кивелнĕ тум тăхăннăскерсем хăйсемпе пĕрле ачисене те илсе çӳренĕ. Пуçтарнă çимене вĕсем çисе яма васкаман, мĕншĕн тесен килĕнче ыттисем кĕтсе тăнă. Пĕчĕкскерсем: «Анне, çиес килет», - тесе йĕрсе тарăхтарнă.
Пĕчĕк Маня амăшĕпе Хулаçырмине çитнĕ çĕре хĕвел тӳпене хăпарма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Унта хĕр пĕрчин амăшĕн тăванĕ пурăннă. Ун патĕнче кăштах та пулин çимелли тупма ĕмĕтленнĕ. Тăвансен хушшинче те тĕрлĕ кăмăллисем пур. Хăш-пĕрисен хăйсен те нимĕн пулман. Кăштах çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаканнисем выçăпа аптăракансене ăнланман.
Урам тăрăх самай вăхăт çӳренĕ хыççăн амăшĕпе тĕпренчĕкĕ ял варринчи çерем çине канма лараççĕ.

Текста малалла вулăр...

ПОЛОЖЕНИЕ о проведении Областного детского фестиваля-конкурса чувашского народного творчества “Путене” (“Перепёлочка”)

Учредители конкурса:
-Министерство искусства и культурной политики Ульяновской области;
-Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия;
-Министерство образования Ульяновской области.
Организаторы конкурса:
-ОГУК “Центр народной культуры” Ульяновской области;
-Филиал Центр по возрождению и развитию национальных культур.
Требования к участникам:
-возраст участников фестиваля от 3 до 10 лет;
-знание родного языка, стремление к его изучению;
-наличие творческих способностей;
-знание национальных традиций, истории и обычаев чувашского народа;
-оригинальность и уровень исполнительского мастерства.
Условия конкурса:
Фестиваль проводится в 2 тура.

Текста малалла вулăр...

«ЫЛТĂН ЭТНО МИСТЕР-2011» – ЧĂВАШ КАЧЧИ!

Ульяновскри «Губернаторский» керменте пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче çамрăксен «ЭТНО МИСТЕР» наци конкурсĕ иртрĕ.
 
Ăна ЦНК директорĕ Елена Сафронова тата Мускавран ятарласа йыхравласа илнĕ Алексей Гаврилов киноактёр ертсе пычĕç.
Сцена çине «Если бы парни всей земли» юрă юххипе хăйсен çĕршывĕсен ялавĕсене тытнă тата наци тумĕ тăхăннă Израиль, Атăл тăрăхĕнчи нимĕçсен, Тутарстан, Армени, Нигери, Мордови, Казахстан, Азербайджан, Раççей (Ульяновск), Чăваш Ен çамрăк арĕсем тухрĕç.
Конкурссантсене Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн çумĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Тамара Девяткина Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ тата правительство председателĕ Сергей Морозов ятĕнчен саламласа регионра пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче иртекен наци конкурсĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ, ăнăçусем сунчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].