Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Хавас» ушкăн ертӳçи

Ку ят пирĕн вулакансемшĕн çĕнĕ мар. Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте чăмăртаннă «Хавас» юрă ушкăнĕпе эпир «Канаш» хаçат вулаканĕсене паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Ăна йĕркелекенĕ, ертсе пыраканĕ – Татьяна Надиванова.
Вăл çак ялтах çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен Ульяновскри педуниверситетра пуçламăш класс учительне вĕренсе тухнă. Тăван яла таврăнсан çулталăк çурă шкулта завучра ĕçленĕ. Унтан вăл ача садне ĕçлеме куçать. Ачасене юратакан, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан вĕрентекене тӳ-рех заведующи тилхепине шанса параççĕ. 15 çул илсе пырать вăл çак ĕçе.
Ял пурнăçне хăнăхнăскер çемье чăмăртаса ялтах тымар ярать. Мăшăрĕ-пе икĕ хĕр çуратса ӳстереççĕ. Асли 10-мĕш класра вĕренет. Кĕçĕнни ача садне çӳрет. Ялта ĕç çуккипе мăшăрĕ Мускава ĕçлеме каять.
Ача садĕнчен кайсан Татьяна Валерьевна ялти клуба ĕçлеме куçать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхине юратнăран

Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ. Атăлăн сулахай çыранĕнче пурăнакан йăхташсене Фарида, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Владимиров, Александр Арсентьев артист тата «Талисман» ташă ушкăнĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Халăх чăваш çăлтăрĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Концерт хыççăн васканине пăхмасăр Фарида «Канаш» корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.
- Интернетра пĕрре мар Хусан пики Фарида Файзуллина юрлакан чăваш юррисем тенине курма тивнĕ. Эсир ăçта çуралнă, вĕреннĕ/
- Эпĕ Патăрьел районĕнчи Начар Упире çуралнă. Шкул хыççăн Хусанти культурăпа ӳнер институчĕн культурологи факультетне пĕтертĕм. Аслă шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Культура çуртĕнче вăй хутăм, унтан - Çыр Чалли хулинчи «Эврика» культура центрĕнче юрăçă артистра (артист-вокалистра).

Текста малалла вулăр...

Тӳрĕ чунлă çынсем вăй хуни хавхалантарать

Чăнлă районĕнчи тĕп вулавăш директорĕ Анфиса Клопкова ку ĕçре 30 çула яхăн вăй хурать.
 
Районти 29 библиотека ĕçне асăрхаса, пулăшу парса тăрать вăл. Анфиса Владимировнапа Каша ял клубĕнче Владимир Сатая халалласа ирттернĕ литература каçĕнче тĕл пултăмăр. Вăл хаваспах хăй юратнă ĕçĕ çинчен каласа пама пулчĕ.
- Кăçал Кунтикав ял вулавăшĕн ĕçченĕ Ирина Сидорова хăй ертсе пыракан учреждени валли 100 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçлĕ пулчĕ, - терĕ Анфиса Владимировна. - Кашари Галина Альшейкина «Çулталăк библиотекарĕ» область конкурсĕнче чи пултаруллă пилĕк библиотекарь шутне кĕни пире чăннипех хавхалантарчĕ. Галина Николаевна хăйĕн пултарулăхне аталантарма 50 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ. Вăл тăрăшса ĕçлени куçкĕретех – Кашаран тухнă сакăр çыравçă çинчен хатĕрленĕ хăтлав никама та айккинче тăратса хăварма пултараймарĕ.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕтленекенсене – «Ĕмĕт»

Ульяновск облаçĕнчи тĕрлĕ районсенче чăвашсен юрă ушкăнĕсем йĕркеленнĕ.
Хăшĕ-пĕри вĕсенчен 30 çула яхăн сцена çинче чăваш халăхне уявсенче савăнтарать. Анчах Ульяновскпа юнашар вырнаçнă Ишевке поселокĕнче халиччен çитĕннисен юрă ушкăнĕ пулман. Уявсене ачасен вăйĕпе ирттернĕ. Паллах, чăвашсем лайăх ансамбль пирки ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче ĕмĕт пурнăçланнă.
-Икĕ çул каялла мана Ульяновск районĕн чăваш автономи председательне суйласан мĕнле ĕçсем тума палăртатăр тесе ыйтрĕç. Эпĕ чăваш ансамблĕ йĕркелесчĕ терĕм. Вăт çак сăмахăм пурнăçланчĕ, йĕркелеме пулăшакансем тупăнчĕç. Ишевке Культура керменĕнчи вырăссен «Ветеран» ансамблĕн пултарулăх ертӳçи тата баянисчĕ Борис Иванович Трусов чăвашсемпе ĕçлеме кăмăл турĕ, - каласа парать Валерий Благороднов.
Ансамбле пуçарса яракансенчен тепĕр çын – Ишевкере пурăнакан Мария Якушева.

Текста малалла вулăр...

Садкире – чăвашсен çĕнĕ юрă ушкăнĕ

Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан хастар чăвашсем çĕнĕ юрă ушкăнĕ йĕркелесе янă. Ăна илемлĕ ят панă – «Укăлча».
- Ялта пурăнакансен пĕр-пĕр интерес пулмалла, унсăрăн питĕ кичем. Садкире пĕчĕк клуб пур. Эпир унта ял халăхне тăтăш уявсем йĕркелесе параттăмăр. Нумаях пулмасть клуб заведующине В.И. Лянкина лартрĕç. Эпир, ялти хĕрарăмсем, пухăнса улах ларма шутларăмăр. Малтан клуба йĕркене кĕртес тесе çăмăл юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр: пĕр стенине ишрĕмĕр, ыттисене сăрларăмăр, сцена турăмăр, чаршавсем çĕлесе çакрăмăр. Илемлĕ те хăтлă клубра тăваттăн – Зинаида Моисеева, Елизавета Улюкина, Мария Андреева тата эпĕ - ал ĕçĕсем илсе ларма пуçларăмăр. Тĕрлетпĕр, чĕнтĕр çыхатпăр... Пурпĕр ахаль ларнă пек туйăнать. Юрлама пуçларăмăр. Çапла юрă ушкăнĕ йĕркелес шухăш çуралчĕ. Ятне те часах тупрăмăр. Ĕлĕк хамăр юрланă юрăсене, хальхисене аса илтĕмĕр, тетрадь çине çыртăмăр.

Текста малалла вулăр...

Юрăç пулма ĕмĕтленмен

Иван Иванович Христофоров юрăçăн лăпкă та чуна килентерекен сассине пин-пин сасăран уйăрса илме пулать.
 
Вăл 1935 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Хирти Пăва (Çĕнĕ Пăва) ялĕнче пысăк çемьере (5 хĕр, 2 ывăл) çуралнă.
-Эпĕ пĕчĕк чухне пирĕн яла Шупашкартан паллă артистсем – Виктор Родионов, Николай Комиссаров... килнĕччĕ. Манăн вĕсем пекех пултаруллă пулас килетчĕ. Çав вăхăтрах мана шофер профессийĕ те илĕртетчĕ. Каярах çар хĕсметĕнче пурĕпĕр шофера вĕренсе тухрăм,- аса илет паллă юрăç.
Артист е юрăç пулма вăл пач ĕмĕтленмен. Пĕррехинче хĕлле Ваççа тетĕшĕ вĕсем патне купăспа килнĕ те ăна кăмака çине хурса хăварнă. Икĕ кун выртнă вăл унта. Пилĕк-ултă çулхи Ваня ун çинчен куçне илмен. Çавăн чух пуçласа аллине купăс тытса курнă та пулас юрăç.

Текста малалла вулăр...

«Эревет» халĕ те асра

Çĕнĕ хулара пурăнакан Светлана Борисова юрра-ташша пит ăста. Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар-Шăхаль шкулĕнче вĕреннĕ чухнех вăл хорта юрланă. Çĕнĕ хулана килсе тĕпленсен ăна юлташĕ «Эревет» юрă ушкăнне юрлама чĕнет. Николай Косырев ертсе пыракан ансамблĕн ырă ячĕ ку тĕле облаçра сарăлма ĕлкĕрнĕ пулнă. Ертӳçĕ çĕнĕ çынна хаваспах йышăнать.
 
- Çав вăхăтсене эпĕ час-часах ăшă туйăмпа аса илетĕп. Мĕнле ырă та савăнăçлă вăхăтсемччĕ ун чух. Ушкăн пысăкчĕ, туслăччĕ. Сĕтел тавра ларса чей ĕçеттĕмĕр, чун каниччен юрлаттăмăр. Репетицисем хаваслă иртетчĕç. Концертсемпе облаçри ялсене тухса çӳреттĕмĕр. Ăçта кăна пулман эпир! Пур çĕрте те пире лайăх йышăнатчĕç. Анчах манăн пăрахма тиврĕ. Ачасем пĕчĕкчĕ, вĕсене тимлĕх кирлĕччĕ,- терĕ вăл тарăннăн сывласа.
Вăл икĕ ачаллă арçынпа çĕнĕ çемье çавăрнă.

Текста малалла вулăр...

«Хавас» ушкăна курма хавас

Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте «Хавас» ятпа çĕнĕ ушкăн чăмăртаннине илтсен эпĕ чĕререн савăнтăм. Паянхи çăмăл мар пурнăçра юрлас кăмăллă çынсем тупăннине сайра курма пулать вĕт-ха. Ăна йĕркелекенĕ çак ял хастарĕ – Татьяна Валериановна Надиванова.
 
Кăçалхи юпа уйăхĕнче эпир Чăнлă районĕн юбилейĕ тĕлне материалсем хатĕрлеме Аслă Нагаткина кайнăччĕ. Культура керменĕнче паллашрăмăр та эпир пулас ушкăн ертӳçипе Татьяна Надивановапа. Вăл мана хăйĕн ĕмĕт-шухăшне уçса пачĕ.
- Пирĕн ялта юрлама юратакан хĕрарăмсем нумай. Кашни курмассерен мана юрлас килни пирки аса илтереççĕ. Эпĕ ĕçсĕр юлсан пушшех те «тапăна» пуçларĕç. Хамăн та кăмăл пур – анчах темĕн шиклентерет. Чи малтан - репертуар йĕркелесси, музыка ертӳçи тупасси, сцена çине тухма артистсене тумсем те кирлĕ вĕт-ха.

Текста малалла вулăр...

Архив – чи кирлĕ учрежденисенчен пĕри

Тĕнчере, çĕршывра, регионта, районта мĕн пулса иртни, мĕнпур документ архивра упранса юлать.
1934 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче вырăнти компарти аппарачĕн, çĕнĕ стройкăсен, совхозсемпе колхозсен, машинăпа трактор станцийĕ-сен докуменчĕсене пуçтарас, сыхласа хăварас тата малашне усă курас тĕлĕшпе СССРăн Тĕп комитечĕпе Халăх комиссариачĕ районсен архивĕсене йĕркелеме йышăннă.
1936 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Пухтел райĕçтăвкомĕн президиумĕн ларăвĕнче пĕрремĕш хут «О состоянии и упорядочении архивного материала в районе» ыйтăва сӳтсе явнă. Архив валли Аслă Нагаткинти чиркӳ пулнă çурта уйăраççĕ. Райĕçтăвкомăн архивисчĕсем район учрежденийĕсенчен, ял совечĕсенчен, колхозсемпе совхозсенчен материалсем пуçтарма тытăнаççĕ.
1938 çулхи декабрьте патшалăх архивĕсемпе архив управленийĕсем НКВД тытăмне куçаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Килте ларма вăхăт çук

Аслă Нагаткинти Культура керменне эпĕ питĕ хĕрӳ вăхăтра пырса кĕтĕм. Сцена çинче хĕрсех репетицисем пыратчĕç. «Норовские певуньи» тата «Уйсас» юрă ушкăнĕсем Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменĕнче ватăсене халалланă «Золотая осень» ятпа иртекен фестивале хатĕрленеççĕ иккен.
Репетици ĕçне районти культура пайĕн пуçлăхĕ Валентина Фомина йĕрлесе пыратчĕ. «Халăх ушкăнĕ» ят илме тивĕçлĕ пулнă «Норовские певуньи» ушкăна чăмăртаса паян кунччен (5 çул) ертсе пыракан хастарпа – Нина Николаевна Баутинапа - фойере ăнсăртран паллашрăм.
Ачалăхĕ унăн Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче иртнĕ. Çемьере вунă ача пулнă. Вера ятлипе вĕсем йĕкĕреш çуралнă.
- Хама астăвассах эпĕ питĕ юрлама-ташлама юрататтăм. Кĕрекере хăнасем купăс кĕввипе юрлатчĕç, ташлатчĕç, эпĕ вара тĕпелте хĕмлеттереттĕм çеç.

Текста малалла вулăр...

«Шанăçра» – манăн шанăç

«Шанăç» юрă ушкăнĕ чăмăртаннăранпа октябрь уйăхĕнче пилĕк çул пулчĕ. Облаçри ытти пултарулăх ушкăнĕсемпе танлаштарсан ку нумаях мар, апла пулин те шанăçсем чăмăртансан çулталăк çурăранах «Халăх ушкăнĕ» ятне хӳтĕлеççĕ. Кăçал ку ята вĕсем иккĕмĕш хут çирĕплетнĕ.
 
Акă мĕнлерех аса илет «Шанăç» ертӳçи, поэт, çыравçă, композитор, 25 кĕнеке авторĕ, Чăнлă районĕн тата Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Валентина Игнатьева (Тарават) Аслă Нагаткина килсе тĕпленнĕ тапхăра:
« Эпĕ килнĕ çулсенче (1978-80 çулсем) манăн ывăлсем пĕчĕкчĕ-ха. Çапах та Культура керменне çӳреттĕм. Тĕрлĕ ушкăнсенче юрлаттăм. Вăл вăхăтра кунта Николай Косырев баянист ĕçлетчĕ (кайран вăл Çĕнĕ хулара «Эревет» юрă ушкăнне йĕркелесе ячĕ). Ывăла çухатсан юрлама пăрахрăм. 1989 çулта шкул ачисемпе чăваш чĕлхипе факультатив йĕркелесе ятăм.

Текста малалла вулăр...

«Илем» – вунпиллĕкре

Ульяновск хулинче тĕрлĕ çулсенче чăвашсен виçĕ юрă ушкăнĕ чăмăртанчĕ. Вĕсенчен пĕри – «Илем» юрă ансамблĕ. Çĕнĕ ушкăна Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центр хăй çунатти айне илчĕ. Октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Илем» никĕ-сленнĕренпе 15 çул пулчĕ.
 
Ушкăна чăмăртаканĕсенчен пĕри – чăваш юррисене парăннă хастар - Нина Ивановна Великанова. Вăл хăй тавра чăваш юрри-ташшисĕр пурăнайман хĕрарăмсене пуçтарать. Ăна паян та ертӳçĕн «сылтăм алли» теççĕ хĕрсем. Вăл ушкăнăн ĕçне-хĕлне йĕркелесе тăрать, ертӳçе репертуар тума пулăшать. Акă мĕнле аса илет вăл 15 çул каяллахине:
- Облаçри чăваш ушкăнĕсем юрланине куратăп-та – хавхаланатăп. Вĕсем те пĕр кунта çуралман вĕт-ха... Çын çумне çын хушăнса ушкăн пулса тăнă. Анчах ăçта вĕсем, юрă ăстисем/ Чи малтан юрлас кăмăлне Лидия Петрова пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Пукане ăсти

-Ача чух пуканелле выляса тăранайманшăн-ши – теттесемпе эпĕ ӳссе çемье çавăрсан тин аппаланма пуçларăм. Пачах выляман мар-ха пĕчĕк чух. Анне арчинчен пукане валли пĕрре çеç мар пусма татăкĕ вăрттăн касса илнĕ. Çитсă таврашне анне аркăллă чăваш кĕпи çĕлеме туянса хунă пулнă. Çĕлеме ларать те – ак тамаша! Тăватă метр вырăнне виççĕ çеç тăрса юлнă... Ку камăн ĕçĕ иккенне вăл тӳрех тавçăрса илет. «Валя пулĕ ĕнтĕ, çавă мĕн-тĕр ăсталама юратать», – тетчĕ вăл. – Анне уншăн вăрçмастчĕ, хĕрĕн çĕлес туртăмне ăнланнă ĕнтĕ ырă кăмăллăскер", – каласа парать Валентина Ивановна.
 
Хĕрачаран ӳкерес ăсталăхĕ те пĕчĕкренех палăрнă. Халĕ те пулас пуканесен, чăваш тĕррисен эскизĕсене хăех ӳкерет.
- Пирĕн асанне пит шукăль хĕрарăмччĕ. Майкка тетчĕç ăна ялта, тепĕр майлă – Мария. Вăл кĕпе-саппун таврашне çĕлеме ăстаччĕ, саппунĕсене тĕрĕсемпе мĕнлерех илемлететчĕ тата .

Текста малалла вулăр...

Пукане ăсти

-Ача чух пуканелле выляса тăранайманшăн-ши – теттесемпе эпĕ ӳссе çемье çавăрсан тин аппаланма пуçларăм. Пачах выляман мар-ха пĕчĕк чух. Анне арчинчен пукане валли пĕрре çеç мар пусма татăкĕ вăрттăн касса илнĕ. Çитсă таврашне анне аркăллă чăваш кĕпи çĕлеме туянса хунă пулнă. Çĕлеме ларать те – ак тамаша! Тăватă метр вырăнне виççĕ çеç тăрса юлнă... Ку камăн ĕçĕ иккенне вăл тӳрех тавçăрса илет. «Валя пулĕ ĕнтĕ, çавă мĕн-тĕр ăсталама юратать», – тетчĕ вăл. – Анне уншăн вăрçмастчĕ, хĕрĕн çĕлес туртăмне ăнланнă ĕнтĕ ырă кăмăллăскер", – каласа парать Валентина Ивановна.
 
Хĕрачаран ӳкерес ăсталăхĕ те пĕчĕкренех палăрнă. Халĕ те пулас пуканесен, чăваш тĕррисен эскизĕсене хăех ӳкерет.
- Пирĕн асанне пит шукăль хĕрарăмччĕ. Майкка тетчĕç ăна ялта, тепĕр майлă – Мария. Вăл кĕпе-саппун таврашне çĕлеме ăстаччĕ, саппунĕсене тĕрĕсемпе мĕнлерех илемлететчĕ тата .

Текста малалла вулăр...

Пукане ăсти

-Ача чух пуканелле выляса тăранайманшăн-ши – теттесемпе эпĕ ӳссе çемье çавăрсан тин аппаланма пуçларăм. Пачах выляман мар-ха пĕчĕк чух. Анне арчинчен пукане валли пĕрре çеç мар пусма татăкĕ вăрттăн касса илнĕ. Çитсă таврашне анне аркăллă чăваш кĕпи çĕлеме туянса хунă пулнă. Çĕлеме ларать те – ак тамаша! Тăватă метр вырăнне виççĕ çеç тăрса юлнă... Ку камăн ĕçĕ иккенне вăл тӳрех тавçăрса илет. «Валя пулĕ ĕнтĕ, çавă мĕн-тĕр ăсталама юратать», – тетчĕ вăл. – Анне уншăн вăрçмастчĕ, хĕрĕн çĕлес туртăмне ăнланнă ĕнтĕ ырă кăмăллăскер", – каласа парать Валентина Ивановна.
 
Хĕрачаран ӳкерес ăсталăхĕ те пĕчĕкренех палăрнă. Халĕ те пулас пуканесен, чăваш тĕррисен эскизĕсене хăех ӳкерет.
- Пирĕн асанне пит шукăль хĕрарăмччĕ. Майкка тетчĕç ăна ялта, тепĕр майлă – Мария. Вăл кĕпе-саппун таврашне çĕлеме ăстаччĕ, саппунĕсене тĕрĕсемпе мĕнлерех илемлететчĕ тата .

Текста малалла вулăр...

«Илем» юрă ушкăнĕн илемĕ

Çапла калас килет манăн çак сăпайлă та илĕртӳллĕ хĕрарăма курсан. Унăн çӳллех мар пĕвĕ çинче чăваш кĕпи уйрăмах тирпейлĕ курăнать. Галина Борисовна Шевалдова (Пафнутьева) сценăна ачаранах юратать.
-Эпĕ Чăваш Енри Муркаш районĕнчи Шупуç ялĕнчен. Тăватă ачаран асли. Ачаш ӳсмен эпир. Улттă тултарсан кĕтӳ кĕтнĕ. Анне мана апат чиксе кайма килте тĕртнĕ пиртен хура сумка çĕлесе панăччĕ. Шкула та çав сумкапах кайрăм. Лавккара сутăнаканнине туянма атте-аннен укçи-тенки пулман пулĕ ĕнтĕ.
Тума пĕлмен ĕç те пулман пулĕ. Пĕчĕклех çава йăтса утă çулма тухнă эпир. Пĕвĕм пĕчĕккипе анне мана ятарласа пĕчĕк çава туянса панăччĕ.
Çăпатапа та çӳренĕ эпĕ. Атте пушăтран çăпата таврашне пит ăста калăплатчĕ. Эх, çăмăлччĕ те çăпатапа чупма. Ура çĕре перĕнместчĕ. Манăн атте – Борис Герасимович – ăста купăсçăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрă-кĕвĕсĕр пурăнаймастăп эп!

Ку çынна кашни çул тĕрлĕ уявсенче курма пулать: пичĕ çинче ун ялан йăл кулă, аллинче хуткупăс. Ăна вăл ача чухнех тытнă, халĕ те вăл ун чи çывăх тусĕ. 15 çула çитсенех ăна аслисем ĕçкĕ-çикĕре купăс калаттарнă, каярах вара каччă çамрăксене вăййа тухсан юрлаттарса-ташлатта рса савăнтарнă.
 
Петр Афиногентов 1966 çулта Çинкĕлте шофера вĕренсе тухать, салтака кайса килет. Ун хыççăн Ульяновск хулинче темиçе çул автобуспа çӳрет. 1976 çултанпа вăл Чăнлă поселокĕнче пурăнать. Кунта 30 çул водительте вăй хурать, малтан ГАЗ-52 автомашинăпа çӳрет, кайран -–ЗИЛ автокранпа. Халĕ тивĕçлĕ канура. Алă ĕçĕсен ăсти Петр Ильич, ун пек çынсене ылтăн алăллă теççĕ.
-Ман атте Илья Дмитриевич нумай çул Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕ-нче вырăнти хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçлерĕ. Аслă вăрçа хутшăннă вăл, фашистсен тыткăнĕнче те тертленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Культура вучахĕ хĕм сапать

Культура вучахĕ хĕм сапать
Ялавăрти Культура çурчĕ çинче
сайра хутра çăра çакăнса тăнине
курма пулать. Унăн алăкĕсем
кăнтăрла та, каçхине те уçă.
Мĕнле кăна кружок ĕçлемест кунта! Музыка инструменчĕсен ансамблĕ, ташă ушкăнĕсем, ачасен
хореографи кружокĕ ĕçлеççĕ.
Вĕсене ăста специалистсем ертсе пыраççĕ. Çак этеплĕх тĕнчи йăлтах Николай Куруськинăн аллинче.
 
Николай Егорович çак ял çынниех. 1985 çулта культурăпа çутĕç училищине пĕтерсен вăл Ялавăрти шкулта ачасене музыкăна вĕрентме тытăнать. 2009 çулта ăна директора çирĕплетеççĕ. Пиллĕкмĕш çул туртса пырать вăл çак лава, унпа пĕрлех
вăл музыка инструменчĕсен ансамблĕн ертӳçи те.
Ялти Культура çурчĕ хăй тивĕçне туллин пурнăçлать темелле.

Текста малалла вулăр...

Пултаруллă чăваш купăсçи

ХIX ĕмĕр вĕçĕнче Сидихменовсен çемйи (çемье пуçĕ Алексей Григорьевич) Кивĕ Улхашран çĕнĕ çĕре тухса кайнă. Алексей Григорьевичăн мăнукĕпе, Кемерово хулинче пурăнакан Николай Иванович Сидихменов пĕлĕшĕмпе, паян кун та çыхăну тытатăп.
Тивĕçлĕ канура пулсан та вăл культура ĕçĕнче ырми-канми вăй хурать. Хăй кăна мар-ха, ку пархатарлă ĕçе 12 çулхи мăнукне те явăçтарать. Ватти купăс калать, çамрăкки балалайкăпа аслашшĕне май кĕвĕ шайлать. Шайлать кăна мар çав. Аванах, питĕ аван калать балалайкăпа! Музыка шкулне темиçе çул çӳрекен ачан ăсталăхне пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртура пысăк хак панă. Николай Иванович та маххă паман. Ку ăмăрту кăçал кăрлач уйăхĕнче Новосибирск хулинче Талаев купăсçă ячĕпе иртнĕ пулнă. «Ултă диплом илме тивĕçлĕ пултăмăр, - çырать ман пĕлĕшĕм. – Пĕри лауреат дипломĕ. Вăл çĕнтерӳçĕ пулнине пĕлтерет».

Текста малалла вулăр...

Кичемлĕх мана шыраса тупаймĕ

Облаçра культура юхăмне чĕртсе яракансене паян алă пӳрнисемпе шутласа кăларма пулать. Çак малтанхи хастарсен пуçарăвĕпе чăмăртаннă та облаçри чăвашсен юрă ушкăнĕсем.
 
Авалхи халăх юррисенчен репертуар туса темиçе теçетке çул халăхăмăра савăнтарнă, савăнтараççĕ те. Мелекесс тăрăхĕнчи культурăри çирĕп шăнăрсен йышне Николай Симцов баяниста та кĕртмелле. Вăл облаçра чи малтан чăмăртаннă Тури Мелекесри «Çеçпĕл» юрă ушкăнне нумай çул ертсе пынă. Тутар Республикинчи Нăрлат районĕнчи Хăмăшлă ял хорĕн ертӳçи те пулнă. Унтан Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Майнăри чăх-чĕп фабрикин пултарулăх ушкăнĕн ертӳçинче ĕçленĕ. 23 çул Димитровградри кавир-пустав фабрикин хорне ертсе пынă. Вăл паян та аллинчен баян вĕçертмест темелле. Димитровградри «Савăнăç» халăх ушкăнĕн ертӳçисем тĕрлĕ сăлтава пула концертпа тухаймасан Николай Антонович васкавлă пулăшу пек алла баян тытса сцена çине тухать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.