Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пӳрнесем баян калаççĕ-ха

Çĕнĕ хулара пурăнакансемшĕн Виктор Коваленко ячĕ çĕнĕ мар. Вăл «Руслан» Культура керменĕн пуçлăхĕнче 29 çул вăй хунă.
 
Коваленкăсен çемйи кунта «Руслан» самолетсем туса кăларакан завод тата унпа пĕрлех çĕнĕ район çĕкленнĕ çулсенче –1982 çулта – килсе тĕпленнĕ. Культура керменĕн никĕсне тума тытăннă кăна пулнă-ха ун чух. Ăна унччен «УАПК клубĕ» тенĕ. Виктор Андреевич çак çурта çĕкленĕ çĕре кӳлĕнет, туса пĕтерсен УАПК пуçлăхĕсемпе ăна йышăнать, директор тилхепине те Коваленкăнах шанса параççĕ. Кермен 1984 çулта «Руслан» ятпа (пĕрремĕш самолет ячĕ) уçăлать.
Тытăнаççĕ вара çĕнĕ керменĕн çуначĕ айĕче УАПКна ĕçлеме килсе тĕпленнĕ чăваш, тутар, мордва, вырăс тата ытти халăхсен юрă-ташă ушкăнĕсем, ача-пăча ансамблĕсем чăмăртанма... Вăл шутра чăвашсен «Эревет» ушкăнĕ те.

Текста малалла вулăр...

Юрăпа спорт – манăн çывăх юлташсем

Аслă Нагаткинти Культура çурчĕн ертӳçин «лавне» паян Иван Сидоров туртса пырать. Ку ĕçре вăл нумаях мар-ха. Хăй каланă тăрăх, хăнăхса çеç пырать. Хăçан-тăр пуçлăх пулас пирки вăл ĕмĕтленмен те. Иван Николаевич – пултаруллă юрăç.
Чăнлă район пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов пĕр концертра вăл юрланипе киленнĕ хыççăн ăна çапла каланă: «Эсĕ профессионал. Пирĕн РДК ертӳçи часах каять, ун вырăнне сана сĕнесшĕн». Çакăн пек чыс туни унăн кăмăлне çĕкленĕ, анчах пултарайăп-и-ха эпĕ ку лава туртма текен ыйту тӳрех килĕшме чарса тăнă. Пуçлăх хистет тĕк – килĕшмеллех. Паян Иван Сидоров ертӳçĕ те, Культура çурчĕ çумĕнчи вырăс ушкăнĕн солисчĕ те.
Иван Николаевич çак районти Ирçелĕнче çуралнă. Пĕлтĕр 50 çулхи юбилейне паллă тунă.
Юрлас ăсталăх Сидоровсен ăруран ăрăва куçса пырать. Ашшĕн виçĕ тетĕшĕ те купăсçă пулнă, йăмăкĕ халĕ те кичемлĕх пуссан купăсне туртса кăларать.

Текста малалла вулăр...

Михаил Липатов: «Чĕрем ялан юрлать…»

Пĕррехинче Тутарстан Республикин Пăва районĕнче вырнаçнă Мăкăр ялĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Васильев ертсе пыракан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ анлă концерт кăтартать. Уявра вăл вăхăтра ялти шкулта пĕлӳ илекен Михаил Липатов та пулать. Шăпчăксенчен авантарах юрлакансене, акăшсенчен хӳхĕмрех ишсе пырса ташлакансене курса ларакан çула çитмен ача: «Мĕн пулсан та артист пулатăп», - тесе тĕв тăвать.
- Манăн ачалăхăм тата çамрăклăхăм ялта иртрĕ. Атте-анне пире мĕн ачаран ĕçре пиçĕхтерсе ӳстернĕ. Колхоз уй-хирĕнче, çаранĕсенче вăй хунă вăхăтра кану тапхăрĕсенче пĕрле пуçтарăнса лараттăмăр та чăваш юррисене шăрантараттăмăр. Ял уявĕсенче, ĕçкĕ-çикĕре хăнасем халăх юррисене юрланине, такмак каласа ташланине пăхса тăрасси маншăн чăн киленӳ пулнă. Çамрăксем вăйă картинче савăнни халь те куç умĕнче тăрать.

Текста малалла вулăр...

Шăпчăк чĕппи

Çамрăк-ха вăл, культура тытăмĕнче пĕрремĕш утăмсем çеç тăвать. Апла пулин те тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне илме ĕлкĕрнĕ. Паллашăр: «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн чи çамрăк юрăçи – Марина Ильина.
 
Вăл Ульяновскра çут тĕнчене килнĕ. Хĕр пĕрчи çуралсанах Ильинсен çемйи Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен Шемек ялне куçса каять. Тĕлĕнмелле, паянхи саманара нумайăшĕ яла каялла таврăнаççĕ!
Марина пĕрремĕш класранах питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Юрă тĕнчине те ачаллах çакланать: шкулта йĕркелекен концертсене хутшăнать, Культура çуртĕнче иртекен мероприятисене çӳреме тытăнать. Ял хорĕн ертсе пыракан юрăçи пулса районти ялсенче пурăнакансене сассипе тĕлĕнтерет.
Тăхăр класс пĕтерсен Ульяновскри 4-мĕш педагогика колледжне вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...

"Палнайра" юрлани – хăйне пĕр киленĕç

«Палнай» фольклор ушкăнне пĕрремĕш хут юрлама килсен Галина Игнатьевана пурте «хамăр çын» тесе йышăнчĕç. Чăваш юрри-ташшине кăмăллать, шӳтлеме ăста. Сăнĕпе те, кăмăлĕпе те çутăскер часах ушкăн илемĕ пулса тăчĕ. Вăл репетицие килмен чух ялан темĕн çитмест пек.
Галина Петровна – Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Аксу ял хĕрĕ. Шкул пĕтерсен ЖКХ тытăмĕнче вăй хунă. Милицире вăй хуракан ентешĕпе Петр Игнатьевпа çемье чăмăртасан шăпа вĕсене Германи çĕршывнех илсе çитернĕ. Виçĕ çул ытла пурăннă çемье унта. Таврăнсан Галина «Аиастар-СП» завода вырнаçать. Çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскере тӳрех смена ĕçне йĕркелесе тăракана çирĕплетеççĕ. Юратаççĕ ăна кунта. Çавăнпа та пулĕ вăл паян та шанса панă ĕçĕнчех вăй хурать.
Игнатьевсем икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Асли авланса ашшĕпе амăшне мăнук парнеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Унăн пурнăçĕ – театр

Вера Кузьминична Кузьмина – СССР халăх артистки, Раççейри чи чаплă та сумлă ята тивĕçнĕ Чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ. Сцена çинче вăл пин-пин куракана савăнтарнă, кулянтарнă, шухăша янă.
Унăн пурнăçĕ – театр. Шăпах унта, чăваш патшалăх академи театрĕнче, иртнĕ унăн пурнăçĕ, юратнă ĕçе, чаплă ĕçе панă кун-çулĕ.
Вера Кузьмина 1923 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районне кĕрекен Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Часах унăн – юбилей. Çак тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнине уявлать халăх юратакан Çыннăмăр.
1941 çулхи хĕлле Мускаври театр институчĕ çумĕнчи чăваш студийĕ Чăваш Енри театр искусстви валли çамрăксене суйлама килнине пĕлсен Вера Кузьмина Шупашкара кайса пăхма шутлать. Ун чухне вăл Тăвайра вуннăмĕш класра кăна вĕреннĕ-ха. Йышăну комиссийĕнче Мускавран килнĕ преподавательсем, Л.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].