Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

И.Я.Яковлев музейĕнче – çĕнĕ куравсем

Акан 25-26-мĕшĕсенче И.Я. Яковлев çуралнă куна паллă туса «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕ. Пухăннисем валли питĕ интереслĕ программа хатĕрленĕ музей ĕçченĕсем.
Пĕрремĕш мероприяти - «Тĕкĕр тепĕр енчи юмах» - çĕнĕ экспозици уçăлни.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем халăх сăмахлăхне, тупмалли юмахĕсене, юрри-кĕввине, вăййисемпе йăлисен йĕркине пуçтарнă. Ятарлă кĕнекесем кăларнă, вĕсемпе ачасене пĕлӳ памалли учебниксем хатĕ-рленĕ. Вăл вăхăтра кăларнă юмах кĕнекисем те пур. И.Я. Яковлев сăмахĕпе, шăпах юмахсем ачасенче вĕренӳ интересне çуратма пулăшаççĕ, пĕчĕккисене тăван халăха, Тăван çĕршыва юратма, ватти-вĕттине, ытти халăх çыннисене сума сума хăнăхтараççĕ. Çавăнпа та «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейри çĕнĕ экспозицие юмахсене халалланă.

Текста малалла вулăр...

Ача-пăча кĕнекин уявĕнче

Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине паллă тунă çул Ульяновскри Аксаков ячĕллĕ ача-пăча библиотеки вулакансене чăваш кĕнекин «Халăх мерченĕсем» уявне йыхравланăччĕ.
Апрелĕн 10-мĕшĕнче ирех Аксаковка Чăваш Республикинчи ача-пăчапа çамрăксен вулавăшĕ-нчен ĕçтешĕсене тата Чăваш наци музейĕн управçисене йышăнчĕ.
Кун тăршшĕпех уява хутшăнакансем ача-пăча литературин чи аван тĕслĕхĕсемпе (вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ кăларăмсемпе) паллашрĕç, Чăваш халăхне çутта кăларнă, шăпине Чĕмпĕр тăрăхĕпе тата И.Н. Ульяновпа çыхăнтарнă Патриархăмăрăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă кĕнекесене тыта-тыта пăхрĕç.
Тĕлпулăвăн официаллă пайне мероприятие хутшăнакан библиотекăсен директорĕсем – Татьяна Кичинапа Тамара Григорьева – уçрĕç. Салам сăмахĕпе ЧР профессилле писательсен союзĕн членĕсем, ĕçĕсене Чăваш кĕнеке издательствинче кăларакан сумлă сăвăç-çыравçăсем – Валентина Тараватпа Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем Галина Белгалис тата Светлана Гордеева – тухса калаçрĕç, илемлĕ хайлавĕсене вуларĕç.

Текста малалла вулăр...

Сайтсемпе ĕçлеме вĕрентрĕç

Çак кунсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика кафедринче регионсем хушшинчи «Хаçат редакцийĕсен чăваш чĕлхипе паракан интернет сайчĕсем: ыйтусем тата хуравсем» хăйнеевĕр семинар пулчĕ. Тĕллевĕ – хаçатсен Интернет сайчĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелесси.
Мероприяти, тĕрĕссипе, «Чăваш халăх сайчĕ» интернет-портала 13 çул каялла йĕркеленĕ, пĕлтĕр ăна массăллă информаци хатĕрĕ пек регистрациленĕ хастар йăхташ, портал администраторĕ Николай (Аçтахар) Плотников пуçарăвĕпе иртрĕ.
Николай Алексеевич тĕлĕнмелле ĕç опычĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май панă меслетсемпе паллаштарчĕ, хаçатсенче сайтсемпе ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Тăхăçлă вăй хурассипе нумай ырă сĕнӳ «Сувар» тата «Канаш» хаçатсен тĕп редакторĕсем Константин Малышевпа Николай Ларионов, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина, «Хыпарпа» «Суварта» сайта йĕркелесе пыракансем Вера Титовапа Ирина Кузьмина пачĕç.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ хулара «Ниме» ятлă культура центрĕ уçăлчĕ

Ульяновскри 64-мĕш шкулта чăвашсен пĕрлехи йĕркелӳ пухăвĕ иртрĕ.
Унта вĕсем «Ниме» ятлă вырăнти чăваш культура центрĕ туса хума йышăнчĕç. Пухăннисем Устав çирĕплетрĕç, çаплах правлени членĕсене тата ун председательне суйларĕç. Правление председательсĕр пуçне çаксем кĕчĕç: В.Ярухин, Ф.Улендеева, Е.Уресметова, Д.Кузьмин. Ревизорĕ: Н.Еграшкина. Çаплах 2017 çул вĕçне тата 2018 çул валли плансем турĕç. Плана кĕртме çĕнĕ сĕнӳсем те йышăнатпăр.
Тăван халăхшăн, чăваш культуришĕн ырă ĕçсем тума кăмăл тăвакансене, таврана илемлĕрех тăвасшăн çунакансене хамăр пата йыхравлатпăр. Эпир Ульяновск хули территорийĕпе ĕçлетпĕр. Ĕç пурин валли те çитет, килĕр. Ырă тума васкăр! Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 909 359 89 52.

Çĕнĕ ĕмĕтпе таврăнĕç

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскра регионти пултаруллă хастарсен «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестивальсем иртрĕç.
Ăçтан кăна пуçтарăнманччĕ чăваш уявне ахах-мерченсем! 3 çултан пуçласа 18 çула çитмен чăваш ачисем юрлас-ташлас, илемлĕ хусканусем тăвас, сцена çинче хăйсен ăсталăхне, кĕпи-тумне, капăрлăхне кăтартас тĕлĕшпе ăмăртрĕç. Тупăшу чăнахах та хĕрӳ пулчĕ. Кун пирки сцена çинчен уяв ертӳçисем Наталья Новоселецпа Светлана Бахтинова та темиçе хутчен каларĕç. Еплерех пултаруллă та маттур чăваш ачисем – йăлтăркка хĕвел çути евĕр çиçрĕç вĕсем.
3-6 çулхи ачасен ăмăртăвне курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Шăпăрлансем вăтанма, аванмарланма пĕлмеççĕ-ха. Сцена çине тухса пĕчĕкçеççĕ путене евĕр хавхаланса юрлани-ташланине ăмăрту тесе те шутламаççĕ вĕсем. Чунне-халне, çăлкуç евĕр тапса тăракан пултарулăхне воспитательпе, амăшĕ-ашшĕпе тата аккăшĕпе пĕрле хатĕрленĕ номера куракансене çитересси çине яраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Писательсен аллейинчи уяв

Августăн 30-мĕшĕнче Тутарстан халăхĕ Республика кунне палăртнă. Çав кун кӳршĕллĕ Çĕпрел район центрĕнче Ульяновск облаçĕпе Тутар Республикине чапа кăларнă писательсемпе поэтсен аллейи уçăлчĕ.
Кун пек пулăм, тен, пирĕн тăрăхри пĕртен-пĕр паллă мероприяти. Ку шухăш район ертӳçисен пуçĕнче тăхăр çул каяллах çуралнă терĕ Çĕпрел район администраци пуçлăхĕ Александр Шадриков. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли пуçарусен программине те çавăн чухнех кĕртнĕ ăна. Ĕçне пурнăçлаканĕ Ульяновскра пурăнакан Николай Кондрашкин скульптор.
Çĕпрел районĕн культура уявне регионтан эпир виççĕн тухса кайма тивĕçлĕ пултăмăр – Николай Григорьевич хăй, облаçри культура ĕçченĕсенчен пĕри Алексей Мордовкин тата эпĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР тата Раççей Писательсен союзĕсен членĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

Текста малалла вулăр...

Мухтавлă Çеçпĕл çеçкисен уявĕнче

Чартаклă районĕнчи Петровски шкулĕнче Чăваш чĕлхипе культура кунĕ иртрĕ. Мероприятие районти Андреевка, Чăваш Калмаюр, Уçăркка, Пухтел, Петровски, Колхознăй ял чăвашĕсем, чартаклăсем пухăннăччĕ.
Чăваш гимнĕ янăрарĕ. Хăнасене чăваш йăлипеле пурне те çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. УОЧНКАн районти уйрăмĕн ертӳçи Ирина Мишина уява уçса пурне те чăвашлăх аталанăвĕ-нче ырă ĕçсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ, Чартаклă район пуçлăхне Виктор Самойлова сăмах пачĕ. Виктор Викторович саламĕнче хăй ертсе пыракан хутлăхран еплерех пултаруллă чăвашсем, ытти наци çыннисем тĕслĕх илме тивĕçлĕ, мухтавлă Соколовсем, Константиновсем тухнине каласа хăварчĕ. Çакăн евĕр тĕлпулусем çынсене сапăртарах, хăватлăрах тунине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ уяв вĕçлениччен ларни кăна та мар, мĕнпур командипе килсе çитни ырă туйăм çуратрĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла калаçни кăмăла çĕклерĕ

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культурăпа кану центрĕнчи наци культурисен музейĕ çумĕнче ĕçлекен «Чĕкеç» клубра Тăван чĕлхе кунĕ иртрĕ.
Чăваш чĕлхипе культурине сума сăвакансем йĕркеленĕ «Пирĕн тымарсем. Чăваш халăх сăмахлăхне вулатпăр» тĕлпулăва «Колокольчик» ача сачĕн маттурĕсем тата «Чĕкеç» тĕпел хастарĕсем хутшăнчĕç.
Аслисем ачасене юмахсем вуларĕç, сăпка юррисем юрларĕç, халăх çӳпçине – тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, «Хĕвелпе уйăх» наци вăййине вылярĕç.
Тăван чĕлхепе калаçни, халăх юррисене аса илни пурин кăмăлне те туллин тивĕçтерчĕ. Аслă тата кĕçĕн ăрусен туслă çыхăнăвĕ ырă тухăç паратех.
 
Çĕнĕ Ульяновск.

Тăван культурăна ача садĕнчен вĕрентме тытăнмалла

Ульяновскри 20-мĕш номерлĕ «Искринка» садик 1999 çултанпа пĕчĕк ачасене этнокультура пĕлĕвне парассипе ĕçлет. Кунта Ульяновск облаçĕнчи тĕп халăхсен культурипе чĕлхине вĕренме май пур, ятарлă кружоксем ĕçлеççĕ.
«Искринка» садикри ачасене тĕрлĕ наци уявĕнче курма пулать, илемлĕ тумĕнчен, тăрăшулăхĕнчен тӳрех палласа илетĕн вĕсене.
Çак кунсенче ача садĕнче «Духовно-нравственно е развитие дошкольников на основе традиций народов Поволжья» темăпа семинар иртрĕ. Унта Ульяновскри мĕнпур ача сачĕн методисчĕсемпе заведующийĕсем, тутар тата чăваш наципе культура автономийĕсен председателĕсем, Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрăн директорĕ, унти чăваш, тутар, мордва уйрăмĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Чи малтан пухăннисене ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç: вырăс, чăваш, тутар ачисем наци тумĕ-пе, халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕре эс юлтăн çеçкере

Пурăннă пулсан чăваш литературинчи паллă çыравçă, поэт, публицист, драматург Анатолий Сафронович Чебанов нарăсăн 3-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, çак кунччен пурăнаймарĕ вăл, 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăнчĕ.
Хăйĕн паттăрĕсене, пултаруллă çыннисене халăх манмасть. Çакна тепĕр хут çирĕплетсе Чăнлă район администрацийĕпе УОЧНКА уйрăмĕ Анатолий Сафронович Чебановăн асăну каçне ирттерчĕç.
Район центрĕнчи Культура çуртне пухăннă халăха чи малтан паллă ентешĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕç.
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулта Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Хурăнвар-Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пăвари техника училищинче ял хуçалăх механикне вĕреннĕ. Ĕçленĕ хушăрах куçăн мар йĕркепе Курганри ялхуçалăх институтĕнче зооинженера вĕреннĕ.

Текста малалла вулăр...

Петĕр Хусанкай – халăх чысĕ, чапĕ, мăнаçлăхĕ

Январĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ» литература каçĕ иртрĕ. Унта облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕ-сем, УлППУ, УлПТУ студенчĕсем, шкул ачисем, ача садне çӳрекенсем хутшăнчĕç.
 
- Мĕнпур чăваш тĕнчи çак кунсенче паллă поэтăмăрăн 110 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вышкайсăр пултаруллă чăваш сăвăçи, куçаруçи Петр Петрович Хусанкай Тутарстанри Элкей районĕнчи Сиктĕрме (халĕ вăл Хусанкай ятлă) ялĕнче 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Хăйĕн вилĕмсĕр хайлавĕсемпе, пĕлтерĕшлĕ куçарăвĕсемпе чăваш литературине тĕнче шайне кăларнă. Паян паллă йăхташăмăрăн хайлавĕсене 57 чĕлхепе куçарнă, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне «Содружество» вулавăш ĕçченĕ, чăваш хĕрĕ Светлана Бахтинова.

Текста малалла вулăр...

Ачасем чăваш кил-çурчĕн музейĕпе паллашрĕç

Сентябрь уйăхĕнче Ульяновскра историлле событи пулса иртрĕ. «Наци ялĕ» культура комплексĕнче чăвашсен кил-çурчĕ уçăлчĕ.
Çĕнĕ çурта уçма Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Чăваш Республикин элтеперĕ Михаил Игнатьев, Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасски метрополичĕ Анастасий, облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕ-сен ертӳçисем тата нумай-нумай сумлă хăна килнĕччĕ.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче вара кунта пĕрремĕш экскурси иртрĕ. Шкул ачисен кĕркуннехи кану вăхăтĕнче хулари В.И.Ленин ячĕллĕ 1-мĕш гимназирен 1-мĕш «г» класс вĕренекенĕсем килчĕç. «Эпир, ашшĕ-амăшĕ, хамăр ачасем каникулта чухне чăваш кил-çурчĕн этнографилле музейне килсе чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашас терĕмĕр, - каласа парать Татьяна Федорова. – Музей çуртне авалхи чăваш йăлипе эрешленĕ. Кунта эпир чăваш халăхĕн пӳртĕн ăш-чиккипе, çемьен йăла-йĕркипе, тумтирĕпе, эрешĕпе паллашса килентĕмĕр».

Текста малалла вулăр...

Яковлев музейĕ – чăвашсен Мекки!

Ульяновскри «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ»
музей 1991 çулта уçăлнă (вăл «В.И.Ленин тăван çĕршывĕ»
ятлă музей-заповедника кĕрет).
Музей çуртне 1883-1885
çулсенче хăпартса лартнă.
Музейра 300 ытла экспонат, вĕсем пурте пире çутта
кăларакан çыннăн пурнăçĕпе çыхăннă. Кунта – кĕнекесем, сăнӳкерчĕксем, документсем, тумтир, савăт-сапа...
 
Ку фонда пуянлатма И.Я.Яковлевăн тĕрлĕ çĕрте пурăнакан тăхăмĕсем те хутшăннă. 200 экспоначĕ Яковлевсен çемьи Чĕмпĕрте пурăннă вăхăта сăнласа парать. Тӳрех каламалла: чаплă япаласем курма тăрăшакансен кăмăлĕ сĕвĕрĕлме те пултарать пуль, мĕншĕн тесен ун пеккисем çукпа пĕрех. Анчах ку япаласем укçа-тенкĕ енчен мар, истори тĕлĕшĕнчен хаклă. Ку лару-тăрăва патриархăн мăнукĕ И.

Текста малалла вулăр...

Палăк кăна мар...

Владимир Сатай тăван ялне таврăнчĕ
 
Аслă Çĕнтерӳ кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чăнлă районĕнчи Кашара çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă çыравçине Владимир Сатая тăван ялĕнче бюст уçрĕç. Çыравçă вăрçă ветеранĕ пулнипе ăна пысăк уяв умĕн уçни пушшех те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Савăнăçлă митинга ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев уçрĕ.
- Хамăрăн паллă ентешĕмĕрĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă чухне чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев Владимир Сатайăн ятне вилĕ-мсĕрлетес тĕллевпе палăк лартма сĕннĕ-ччĕ. Ку сăмах пурне те килĕшрĕ, ăна ырларăмăр, программăна кĕртсе ĕçе пуçăнтăмăр. Николай Кондрашкин саккаса пурнăçлама пулчĕ. Вăл çапла çуралчĕ, - терĕ пуçлăх.
Палăка уçмалли хисепе Владимир Сатайăн тăванĕсем – аппăшĕн хĕрĕсем Ирина Жарулова, Юлия Кашицына, Нина Еремеева – тивĕçрĕç.

Текста малалла вулăр...

Чĕрĕк ĕмĕр тĕл пулаççĕ

Кăçал Ульяновскри чăваш педучилищипе темиçе паллă дата çыхăннă: ăна хупнăранпа тата юлашки выпуск пулнăранпа шăп 60 çул çитнĕ тата училищĕ-рен вĕренсе тухнисем 25-мĕш хут тĕлпулу ирттерчĕç, хăйсем юратнă вĕренӳ заведенине, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене нихăçан та манманнине çирĕ-плетрĕç.
1991 çулта иртнĕ пĕрремĕш тĕлпулăва училище пĕтернĕ 100 ытла çын пухăннă пулсан çулсерен вĕсен речĕ сайралса пынă. Кăçал вара тĕлпулăва 11 çын кăна килчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – чăваш ушкăнĕнче пĕлӳ пухнисем: А.М. Богатов, Р.П. Антонова, А. М. Чекалина, Ю.И. Иудин, Г.В. Яковлев, Г.С. Степанов, А.А. Митрофанов, В.Н. Никишина, З.П. Смирнова, А.Ф. Белова, Л.Д. Богаткина. Училище пĕтернисенчен пурăнакансем пур-ха, анчах çулĕ-сем хушăнса, сывлăхĕсем хавшаса пынă май общество транспорчĕпе тухса çӳреме шикленеççĕ хисеплĕ ватăсем.
Чи малтан педагогика ветеранĕсем иккĕмĕш хутра уçнă çĕнĕ интерактивлă пӳлĕмпе паллашрĕç.

Текста малалла вулăр...

Ачасемпе ĕçлени – Яковлев ĕçне малалла тăсни

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен Иван Яковлев ячĕлĕ çутĕç обществи тата «Туслăх» библиотека йĕркеленипе хулари 17-мĕш наци вулавăшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалланă «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç.
Унта регионти паллă чăваш таврапĕлӳçисем (Василий Селендеев, Иван Кирпичников, Николай Казаков, Николай Кирюшин), культурăпа вĕренӳ тата архив ĕçченĕсем (Валентина Тарават, Станислав Толстов, Галина Никитина, Роза Макарова), кĕпĕрнаттăр тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозовăн канашлуçи Владимир Сваев, хăнасем (Зинаида Кустова, Николай Салифанов) хутшăнчĕç. Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкул тата 30-мĕш гимнази вĕрентекенĕсем Светлана Марышевапа Галина Прилучных çавра сĕтеле 5 тата 8-мĕш классенче ăс пухакан чăваш ачисене ертсе килнĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулăва вырăнти чăвашсен çутĕç обществин ертӳçи Алексей Мордовкин уçрĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш халăх культурипе литература каçĕ

Раççейри культура ĕçченĕсен кунĕ-нче Çĕнĕ Ульяновскра хăйнеевĕр тĕлпулу – Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисене, таврапĕлӳçисене, «Канаш» хаçат журналисчĕсене халалланă литература каçĕ – иртрĕ. Йĕркелӳçи – ЧР тава тивĕçлĕ артистки, Çĕнĕ Ульяновскра чăваш культурине çĕклекен, «Чĕкеç» кружок ертсе пыракан Зоя Рейтер.
 
Уява «Браво» культурăпа кану центрĕн директорĕ Ирина Королева уçрĕ. Ĕçтешĕсене культура кунĕпе саламланă май малашне те пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем тума сунчĕ. Ăшă сăмахсем «Çĕнĕ Ульяновск хули» муниципаллă пĕрлĕх администрацийĕн ертӳçи Светлана Косаринова, культура пайĕн пуçлăхĕ Марина Тихонина каларĕç. Ветерансен хорĕ юрăпа савăнтарчĕ. Поэзипе проза уявĕн ертӳçи Галина Никитина сцена çине «Колокольчик» ача сачĕн хастарĕсене чĕнчĕ. Юлия Шабанова, Дарья Астаушкина тата Варвара Забирова хавхалансах чăваш ташшипе паллаштарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Сăр тăрăхĕнче чăваш юрри юхрĕ

Сăр районĕнчи Архангельскинче Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Уява кӳршĕллĕ Шатăршан, Сартункка, Чеботаевка, Никитино тата Архангельски ял чăвашĕсем пухăннăччĕ. Ульяновскран сумлă делегаци – УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев, унăн çумĕ Федосия Улендеева, Çĕнĕ хулари пултаруллă та хастар чăвашсем Елена Уресметова тата Луиза Уба, «Канаш» хаçат корреспонденчĕсем Нина Еграшкина, Елена Мустаева тата Елена Алексеева – килсе çитнĕ. Вĕсене аякри тăвансем çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, юрă-ташăпа, янăравлă купăс сассипе кĕтсе илчĕç. Урамра кăвайт çинче яшка пиçет, техĕмлĕ чей вĕрет. Наци тумне тăхăннă чăвашсен, вырăссем те пурччĕ кунта, куçĕсем ялтăраса тăраççĕ.
 
Экскурси
Портновсем – Архангельски ял вулавăшĕн ĕçченĕ Зинаида Петровна, ăста таврапĕлӳçĕсем Сергей Терентьевичпа (мăшăрĕ) Александр Сергеевич (ывăлĕ) пурне те аваллăха упракан çурта кĕме чĕнчĕç.

Текста малалла вулăр...

Тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура керменĕнче пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе вунăкунлăхĕпе çыхăнтарса уяв иртрĕ.
Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ – УОЧНКАн вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ, чăваш чĕлхипе культурин «Чĕкеç» клубĕн ертӳçи – Зоя Рейтер.
Уява тĕрлĕ наци çыннисем хутшăнчĕç: чăвашсем, вырăссем, тутарсем тата мордвасем. Культура керменĕн иккĕмĕш хутĕнче кашни халăхăн пĕчĕк музейĕ пур. Кашни наци хăйĕн пуян культурипе паллаштарчĕ: юрă шăрантарчĕ, сăвă вуларĕ, йăли-йĕркине аса илчĕ. Аслисем çамрăк ăрăва тăван чĕлхене пĕчĕккĕн вĕрентмелли пирки калаçрĕç.
«Ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн килте ачисене тăван чĕлхене хăнăхтарсан аван пулĕ-ччĕ»,- терĕç.
Çакăн пек пĕрлĕх уявĕсем халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетеççĕ, пĕр-пĕрин культури çинчен ытларах пĕлме пулăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш музейĕнче – çĕнĕ курав

Раштавăн 11-мĕшĕнче Ульяновскри «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра «Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕ» экспозици уçăлчĕ.
Чи малтанах çакнашкал шухăшпа 1989 çулта «В.И.Ленин Тăван çĕршывĕ» музей-заповедникĕн ĕçченĕсем М.Х. Валкин, Н.П. Земскова тата А.Л. Щеколдина тухнă. Вăхăт иртнĕ май тĕллевĕ те улшăннă – музей ĕçченĕ-сем Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕн, Иван Яковлевăн чăваш халăхне çутта кăларас ĕçĕнчи пысăк пĕлтерĕшне уçса пама шухăшланă. Тĕпре – чăваш ĕçĕнчи хуть те хăш вăхăтшăн та пĕлтерĕшлĕ И.Я.Яковлев сăнарĕ.
Музей ĕçченĕсен аллине Чăваш Ен, Тутарстан тата Ульяновск облаçĕнчи архивсенчен питĕ пуян документсем лекнĕ. Экспозицири кашни япала – Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕнчен илнĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуçа çирĕплетекен хут çеç мар, унăн кăмăл-сипетне хак пани те.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5.