Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Путене» йыхравлать

Октябрĕн 23-мĕшĕнче «Киндяковка» Культура керменĕнче чăваш ачисен «Путене» фестиваль-конкурсĕ иртет. Пуçламăшĕ – 12 сехетре.
Фестивале 3 çултан пуçласа 6 çула çитнĕ шăпăрлансем тата 7 çултан пуçласа 10 çула çитнĕ шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ.
Ачасен ăсталăхне хакланă чух жюри çакна шута илет:
- тăван чĕлхене пĕлнине*
-чăваш чĕлхине пĕлме тăрăшнине*
-пултарулăхне*
- чăваш халăх историне, йăли-йĕркине тата культурине пĕлнине*
-ăсталăх шайне.
Фестиваль икĕ тапхăрпа иртмелле:
1-мĕш тапхăр сентябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 19-мĕшĕччен районсенче пырать*
2-мĕш тапхăр октябрĕн 23-мĕшĕнче Ульяновскри Чукун çул районĕнчи «Киндяковка» Культура керменĕнче иртет.
Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче ачасен чи лайăх ушкăнĕсем концерт кăтартĕç.

Текста малалла вулăр...

Туслăхăн тата нацийĕн чикки çук!

Августăн 19-мĕшĕнче
Чăваш Республикинчи Шăмăршă ялĕнче пысăк уяв иртрĕ, ун ячĕ –
«Туссен хушшинче».
Ăна урăхларах
«Ульяновск облаçĕн культура кунĕ – Чăваш Республикинче»
теме пулать. Уява пуçараканĕ – область кĕпĕрнаттăрĕ
тата правительство пуçлăхĕ Сергей
Морозов.
 
Уяв ирттерме кӳршĕ региона С.Морозов ертсе пыракан пысăк делегаци тухса кайрĕ: ун шутĕн-че Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, министрсем, депутатсем, усламçăсем, культура ĕçĕнче вăй хуракансем, спортсменсем...
Чикĕре – Виçпӳрт-Шăмăршă ялĕ хĕрринче – хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Михаил Игнатьев кĕтсе илчĕ, унпа пĕрлех – ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, правительство çыннисем, депутатсем, усламçăсем тата ыттисем.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев музейĕнче çĕнĕ курав

Кăçал «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра «История Симбирской чувашской учительской школы» çĕнĕ курав уçăлать.
Ку пирĕншĕн тахçанах кĕтнĕ савăнăçлă пулăм. Мĕншĕн тесен 1989 çултах «Родина В.И. Ленина» музей ĕçченĕсем М.Х.Валкин, Н.П. Земскова, А.Л. Щеколдина курава мĕнле йĕркелемелли пирки ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Ун чухнех музейăн виççĕмĕш хутĕнче Яковлевсен мемориал хваттерне, иккĕмĕш хутĕнче учительсен шкулĕн историне сăнлакан документсемпе сăн ӳкерчĕксен куравне йĕркелеме палăртнă. Музейра ĕçлекенсем Чăваш, Тутар Республикисемпе Ульяновск облаçĕнчи архивсенче упранакан И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата Чĕмпĕр чăваш учительсен шкулĕпе çыхăннă документсене тупса хатĕрленĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула нумай çул музейăн иккĕмĕш хучĕ вĕренӳ вырăнĕ пулчĕ.
Тинех кĕтнĕ вăхăт çитрĕ.

Текста малалла вулăр...

Халăхсен культурине тĕпчеççĕ

2015 çулхи утă (июль) уйăхĕн 13-15-мĕшĕсенче облаçри Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ Барăш районĕнчи Акшуат ялĕн çывăхĕнче вырнаçнă палатка лагерĕнче Ульяновск облаçĕнчи ачасен этнографи фестивальне ирттернĕ.
 
Фестивале Барăш, Инза, Карсун, Кузоватово, Çĕнĕ Малăкла, Чăнлă районĕсенчен 100 вĕренекен хутшăннă. Виçĕ кунра пултаруллă шкул ачисем жюри членĕсене хăйсен шыравпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ еплерех пынипе ултă номинацире паллаштарнă.
«Ярмăркка! Чĕмпĕр ярмăркки» ăмăртура делегацисем Чĕмпĕр купсисен суту-илĕвĕ еплерех аталаннине, вĕсем мĕн сутнине кăтартакан курав-паллаштару хатĕрленĕ. «Кивĕ эрешсен вăрттăнлăхĕсем» ăмăртăва хутшăннисем хут çине Атăлçи халăхĕсенчен пĕрне сăнарласа тĕрĕ-эреш тунă. Ăмăртусенчен теприне Чĕмпĕр тăрăхĕ çинчен калакан ваттисен сăмахĕ-семпе пуплерĕшĕсене халалланă.

Текста малалла вулăр...

Павловкăра – 18-мĕш фестиваль

Фестиваль вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк умĕнчен тытăнчĕ, кунта чечек кăшăлĕ хучĕç. Çакăнтан юрă-ташă ушкăнĕсем хаваслă кĕвĕ-çемĕпе стадион еннелле юхрĕç. Пысăк сцена çинче чаплă концерт тытăнчĕ. Курма пынисем чăваш, тутар, мордва, нимĕç, эрмен халăхĕсен тата казаксен пултарулăхĕ-пе паллашрĕç, ал ĕçĕсен куравĕпе киленчĕç, тутар, чăваш, мăкшă, вырăс, эрмен халăхĕсен апат-çимипе сăйланчĕç. Чăвашсем уйран тата кукăль таврашĕпе хăналарĕç.
Чăваш юрри-ташшипе Чăваш Енри «Муркаш», Пенза облаçĕнчи «Шăпчăксем», Саратов облаçĕнчи «Пилеш», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Кунер», Ульяновск облаçĕнчи «Волга» (ертӳçи Владимир Ионов) ансамбльсем савăнтарчĕç. Унсăр пуçне Шупашкартан «Отрадное» лаша спорт клубĕ хутшăнчĕ. Вĕсем питĕ кăткăс номерсем кăтартрĕç.
Тепĕр кун артистсем Гремучи, Шохи, Чирково, Евлейка, Тутар Шмалак тата Октябрьски ялĕсене сапаланса вырăнти çынсене концертпа савăнтарнă.

Текста малалла вулăр...

«Вĕç-вĕç, чăваш юрри» фестиваль

Чăваш халăх йăли-йĕркинче Çимĕк вăййисем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Чăвашсен Аслă вĕрентӳçи И.Я. Яковлев «Манăн пурнăç» кĕнекинче кун пирки çапла çырнă йĕркесем пур: «Пĕррехинче çĕрле Чĕмпĕртен 50 çухрăмра вырнаçнă Киштек ялĕ çумĕпе иртсе пынă чухне эпĕ çил арманĕ хыçне пытанса 11 сехетрен тытăнса ирхине 3 сехетчен чăваш çамрăкĕсем сăвă каланине итлерĕм. Ун чухне эпĕ вăтăрсенче пулнă. Хĕрсемпе каччăсем икĕ ушкăна уйрăлса, алла-аллăн çавтăнса пысăк çĕкленӳпе юрларĕç. Юррисем те, ташшисем те калама çук хитре. Кунта эпĕ куççуль кăларсах хамăн ачалăха аса илтĕм».
Шел, ку чухнехи чăваш ялĕсенче Çимĕк вăййисем манăçа тухса пыраççĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем вĕсене сцена çинчен кăтарткалаççĕ-ха. Çапах та шанчăк çук мар. Чăнлă район администрацийĕпе культура пайĕ май пур таран ялсенче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисен йăли-йĕркине упраса хăварас тесе сахал мар вăй хураççĕ.

Текста малалла вулăр...

«Хĕвел» - иккĕмĕш степеньлĕ лауреат

Ака уйăхĕн вĕçĕнче Барăшра иккĕмĕш хут облаçри ача-пăча пултарулăх «Радуга» фестиваль иртнĕ. Унта Пасарлă Сăскан, Чăнлă, Николаевка, Вешкайма, Барăш районĕсенчи усрав çемьесемпе ача çурчĕсен çĕр ытла воспитанникĕ хутшăннă.
 
Ашшĕ-амăшĕпе ачасене малтан район пуçлăхĕ Сергей Кочетков саламланă. Фестиваль Барăш районĕнчи çемье кунĕпе пĕрле иртнине палăртнă.
Çемье уявне хутшăнакансем хушшинче Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан Лянкинсен усрав çемйи те пулнă. Вĕсем фойере ачасем тĕрленĕ, çыхнă, ӳкернĕ япаласемпе тата алăпа маçтăрланă теттесемпе пуканесен куравне йĕркеленĕ. Сцена çинчен «Хĕвел» ансамбль виçĕ номер кăтартнă: Çĕнĕ çул уявне паллă туни пирки сценка, «Ян-ян каять» юрă тата чăваш ташши. Куракансем виççĕшне те хытă алă çупса йышăннă. Жюри вара «Хĕвел» артисчĕсен ташшине хапăл тунă.

Текста малалла вулăр...

Каждому чувашу – по "Канашу"!

Все зависит от нас с вами
 
Ульяновская чувашская национально-культурная автономия образовалась на съезде чувашской общественности Ульяновской области 27 сентября 1997 года. В составе исполкома автономии состоят люди из разной сферы. Есть учителя, депутаты, успешные предприниматели, журналисты, творческие работники.
 
При Ульяновской областной чувашской национально-культурной автономии в 2003 году образовано общество чувашских предпринимателей «Эртел». В составе общества 28 человек, председатель В.И.Сваев.
Благодаря спонсорской помощи предпринимателей клуба «Эртел» организовываются и проводятся все мероприятия чувашской автономии. В 2006 году в Ульяновске при помощи губернатора Ульяновской области С.И. Морозова, городской власти и финансовой поддержки предпринимателей «Эртел» и чуваш области в сквере «Колючий сад» установили памятник просветителю и патриарху чувашского народа И.

Текста малалла вулăр...

Чăваш уявне Совет Союзĕн Геройне халалларĕç

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе паттăрла çапăçса, хастарлăх кăтартса Совет Союзĕн Геройĕ ятне Ульяновск облаçĕнчи сакăр чăваш тивĕçнĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине паллă туса УОЧНКА паттăрсем çуралнă ялсенче вĕсене халалланă мероприятисем йĕркелеме сĕннĕ. Сĕнĕве район пуçлăхĕсем патне ярса панă.
 
Пуçарăва ырласа чи малтан Кăлаткăпуç районĕн пуçлăхĕ Эдуард Ганеев хыпар панă. Районта пуш уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Чăваш Кăлаткă ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Иван Васильевич Ильгачева халалланă Чăваш культура кунĕсем ирттерессине пĕлтерчĕç. Аякри чăваш ялĕнчи чăваш уявне УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев, Чăваш культура центрĕн ертӳçи И.В. Гаврилова, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри наци кафедрин методисчĕ В.А. Архипова, Екатерина Карамзина юрăç тата эпĕ, «Канаш» журналисчĕ, кайрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Уяв кăшăлĕнче – тĕрлĕ наци ачисем

Çĕнĕ Ульяновскри «Браво» Культура керменĕн музейĕнче Хĕрарăмсен кунне халалласа наци культурисен уявĕ иртнĕ. Уяв кăшăлне çыхакансем – чăваш, тутар, вырăс, пушкăрт, азербайджан, еврей, эрмен, мордва халăхĕсен ачисем. Çак илемлĕ мероприятие йĕркелекенсем – УОЧНКАн вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Зоя Рейтер тата тутар наци уйрăмĕн ертӳçи Карима Алиуллина.
-Марисен культурине питĕ кăтартас килетчĕ. Çак чăваш халăхĕ пек сăпайлă наци çыннисене темле шырасан та тупаймарăмăр. Çĕнĕ Ульяновскри 1 тата 2-мĕш шкулсенче вĕренекенсем чăвашсен пултарулăхне Константин Ивановăн юбилейĕпе çыхăнтарчĕç. Унсăр пуçне Петр Хусанкай çырнă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тата «Мы россияне!» сăвăсене чăвашла илемлĕ вуласа пачĕç. Ытти нацисем те хăйсене тивĕçлĕ кăтартрĕç,- терĕ Зоя Михайловна.

Пукрава – Яковлев патне

Культура çулталăкне халалласа облаçра тĕрлĕ тĕлпулусемпе мероприятисем иртеççĕ. Шăп Пукрав кунĕнче Ульяновск облаçне Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи делегаци килсе çитрĕ. Елчĕк районĕнчи культура управленийĕн пуçлăхĕ А.А. Александрова тата Ваттисен канашĕн ертӳçи С. А. Терентьева ертсе пыракан делегаци йышне районти чи сумлă ватăсем кĕнĕ.
Елчĕксене пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» за Россию» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ О.Н. Мустаев, Чăваш культура центрĕн директорĕ И.В. Гаврилова, Ульяновск Хула Думин депутачĕсем Н.А. Лазарев тата И.Н. Буланов кĕтсе илнĕ.
Сумлă делегаци Ульяновскри уйрăмах паллă вырăнсене çитсе курнă.

Текста малалла вулăр...
■ Елена ФЁДОРОВА.
Автор сăн ӳкерчĕкĕ.

«Илем» ушкăн пурнăçа илемлетрĕ

Ольга Дмитриевана Чăвашкасси шăпчăкĕ теес килет. Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнăскер вунпĕр çул Ульяновскри Чăваш культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» юрă ушкăнĕнче юрлать. Нумаях пулмасть вăл 55 çул тултарнă. Рф тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ.
Çемьери çичĕ ача хушшинче Ольга юрлас-ташлас пултарулăхпа пĕчĕкренех уйрăлса тăнă. Ахăртнех, амăшне хывнă. 82 çулпа пыракан Клавдия Ивановна Ендиярова халĕ те юрлама юратать. Çамрăк чухне ял уявĕсенче унăн янăравлă сассине ыттисенчен аякранах уйăрса илме пулнă. Тетĕшĕсемпе йăмăкĕсем те юрра ăста.
Ольга шкулта вĕреннĕ чухнех шкулти хорта юрланă, концертсемпе кӳршĕ ялсене, района çӳренĕ.
Профессипе Ольга Дмитриевна – бухгалтер. Ку специальноçа Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче илнĕ. Пĕр çул Кивĕ Улхашри сельпора ĕçленĕ хыççăн хулари моторсем кăларакан завода ĕçлеме каять.

Текста малалла вулăр...

Тутар халăхĕн культурипе вĕренĕвĕн музейĕ уçăлнă

 
Ульяновскри Нариманов урамĕнчи Тутар культура центрĕн никĕсĕнче музей уçăлнă.
Савăнăçлă лару-тăрăва Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Тутарстан Республикин культура министрĕн çумĕ Гузель Нигматуллина, хăнасем хутшăннă.
Ульяновск облаçĕн шалти политикин министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, музее Тутарстан Республикин культура министерствинчен илнĕ грант укçипе йĕркеленĕ. Ăмăртăва Раççейри 60 регион хушшинче ирттернĕ. Пирĕн регион ятĕнчен Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕ хутшăннă та пĕрремĕш вырăна тухса 350 тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Ку укçапа музей валли сĕтел-пукан туяннă.
– Кăмăл тăвакансенчен кашниех çĕнĕ музей фондне укçа хывма пултарнă. Авăн уйăхĕнче эпир парне тумалли кун йĕркелесе ирттертĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

"Шăпчăксем" Чăваш Енре те палăрнă

Юпа уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Чăваш Енри Канаш хулинче «Солнечный круг-2013» ятпа регионсем хушшинчи ачасен пĕччен юрлакансемпе хорсен ассамблейи иртрĕ. Ăна экологие тата тавралăха сыхлассипе иртекен çулталăка халалланă.
Çак анлă мероприятие Димитровград хулинчи «Шăпчăксем» юрă ушкăнĕ те хутшăнчĕ (ертӳçи Светлана Кочнева, концертмейстерĕ – Артём Саиткин, хореографĕ – Наталья Галискарова).
Унта хутшăнма пире Барăш хулинче (Ульяновск облаçĕ) хамăра ăнăçлă кăтартнă хыççăн Пĕтĕм тĕнчери хор Союзĕн президенчĕ Борис Сметанин йыхрав ячĕ. «Шăпчăксем» йĕркеленнĕренпе вунă çул иртсен тин ушкăн чăвашсен тĕп çĕршывне çитсе курма пултарчĕ (унччен пире унта никам та яман, чĕнмен).
Шăпчăксем нумай çӳреççĕ, нумай хутчен пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Раççейри конкурссен лауреачĕсен ячĕсене тивĕçрĕç.

Текста малалла вулăр...

Театр тата юрă тĕнчи илĕртнĕ

Кăмака çинче выртса хăна-вĕрле "концерчĕсене" курнă. Театр пĕлтерĕшне спектакльсене хутшăнса ăшне хывнă. Чăн-чăн юрă тĕнчине Ульяновскри автозавод хорĕнче çакланнă. Паян вăл – Вера Кирилловна Шихранова (Петрова) – «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн юрăçи.
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан Петровсен çемйинче ултă ача ӳссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ – юрă маçтăрĕсем - вĕсене мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне çеç мар хăнăхтарнă, хăйсем туймасăрах искусство тĕнчине илсе кĕнĕ. Ĕçкĕ-çикĕ йăла-йĕрки тăрăх чăваш халăх юррисемпе туслаштарнă.
Ултă ачаран Вера – пиллĕкмĕш. Вăл ашшĕ-амăш маçтăрлăхĕпе çеç мар, тетĕшĕсем клубра концертсем, спектакльсем кăтартнă пултарулăх витĕмĕпе те пиçĕхсе ӳснĕ. Хĕр пĕрчи сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ. Аслисем спектакльсенче ача-пăча сăнарĕсене калăплама сĕнсен пĕр шухăшласа тăмасăрах килĕшнĕ.

Текста малалла вулăр...

Вулавăш çĕнĕ çурта куçнă

Сăр районĕнчи Архангельски ялĕнче 60 çул каялла вулавăш ĕçлеме тытăннă. Вăл революцичченхи пуян хуçасен кивĕ çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Çак кунсенче вулавăш çĕнĕ вырăна – шкул çуртне куçрĕ. Кунта ял вулавăшне икĕ пӳлĕм уйăрса панă: кĕнекесем усрамалли тата вуламалли зал валли.
Вулавăш ĕçченĕшĕн – Зинаида Петровна Портновашăн – ку пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ çуртри вулавăша вăл вунă çул вăрçа кайнă пек çӳренĕ. Маччи кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек силленсе тăнă. Вулавăш халь шкулпа пĕр çуртра пулни ачасемшĕн те пит меллĕ, кирлĕ пулсан хăш вăхăтра та кунта чупса килсе кирлĕ литература илме пулать.
-Çĕнĕ вырăна куçнине хам çемье ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ тесе калама та пултаратăп. Вулавăша панă пӳлĕмсенче çăвĕпе юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Мăшăрăм Сергей Терентьевич тата ывăлăм Саша нумай пулăшрĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш юрри-кĕвви – чунăмра

Галина Виталиевна Елошкина, Чăваш Республикин Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскер, амăш ĕçĕпе хавхаланса çитĕннĕскер, Самарти çыхăну ĕçĕн учрежденийĕнчен техника вĕренсе тухать те паянччен Раççей почтин Ульяновскри тĕп уйрăмĕнче ертсе пыракан ĕçченре вăй хурать. Вăл «Руслан» Культура керменĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Эревет» ушкăн юрăçи.
- Хамăр тăрăхри чăвашсен юрри-кĕвви, ташши аслисенчен ачаранах чунăмра тĕпленнĕ, - хăйпе паллаштарать Галина Виталиевна. – Çавăнпа пулĕ, тен, шкулта вĕреннĕ чухне мĕнпур культура мероприятийĕсене те хутшăнаттăм. Хавхалантарса пыракансем те пулнă паллах. Тĕслĕхрен, шкул директорĕн мăшăрĕ – Раиса Дмитриевна Кузьмина – юрă-ташă тĕнчинче маншăн пĕрремĕш вĕрентекен пулса тăчĕ. Çав вăхăтсенче чăваш искусствин пулас çăлтăрĕ - Станислав Толстов - пирĕн ялта пĕрремĕш, анчах çирĕп утăмсем тăватчĕ.

Текста малалла вулăр...

Самолет çине лекесшĕн пулнă та – "Эревете" лекнĕ

Ачаран стюардесса ĕçне кăмăлланă Людмила Андреевна Дорофеева хăçан-тăр Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕпленсе чăваш тĕнчинче çăлтăр пулма ĕлкĕрнĕ «Эревет» ушкăнĕн юрăçи пулма ĕмĕтленмен те…
Тутарстан Республикин Нăрлат тăрăхĕнчи Турнояс ялĕнче Дорофеевсем – нумай ачаллă çемье. Вĕсем çут тĕнчене вунă чун парнеленĕ! Çиччĕмĕшĕ – Людмила.
– Сакăр класс пĕтертĕм те – ачаран ĕмĕтленнĕ тĕллевĕме пурнăçлаймасăрах Самарти 39-мĕш вăтам пĕлӳ паракан техника училищине çул тытрăм, – пуçларĕ калаçăва Людмила Андреевна.
Унăн пуплевне татса малтан çакна палăртса хăварас килет. Ашшĕ – Андрей Сергеевич – Хусанта музыка училищин директорĕ пулнă. Вăл калама пĕлмен музыка инструменчĕ те пулман. Паллах, ачисене те хăй çулĕпе ярасшăн пулнă. Пепкисенчен уйрăмах Людмилăн музыка ăнкарăвĕ вăйлăрах пулнипе ăна музыкант çулĕ çине тăратасшăн ĕмĕтленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Эпир – пĕрле, эпир – пĕр шухăшлă!

Чукун çул районĕнчи «Киндяковка» Культура керменĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн «Килĕшӳ» уйрăмĕ (ертӳçи – Вячеслав Буяндуков) «Мы вместе – мы едины!» чĕнӳпе чăвашсен уявне – Культура кунне - ирттерчĕ.
Мероприятие Ульяновскри сĕтел-пукан комбиначĕн директорĕсен Канашĕн пуçлăхĕ (ун пуçарăвĕпе Чукун çул районĕнче «Килĕшӳ» обществăпа информаци центрĕ саккăрмĕш çул ĕçлет, районта «Единая Россия» политика партин уйрăмĕ йĕркеленнĕ. «Килĕшӳ» çумĕнче А.Г.Еленкин депутатăн йышăну пӳлĕмĕ уçăлнă) А.Г. Еленкин уçрĕ. Вăл пухăн-нисене уявпа саламласа чăваш халăхĕн йăли-йĕркине хисеплесе упрасси пирĕнтен кашнинчен килнине палăртса хăварчĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пыракан команда наци политикине ăнланса йĕркелесе пыни, вырăнти власть органĕсенче чăваш хастарĕсем вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрлама та, ташлама та пит ăста

Чăнлă районĕнчи Ирçе-лĕнче тĕпленсе пурăнакан пилĕк ачаллă (пурте ывăл) Мурзайкинсен çемйинче юрлама та, ташлама та юратаççĕ. Ертсе пыраканĕ амăшĕ – Мария Константиновна, купăсçи ашшĕ – Пётр Андреевич. Ачисенчен пĕри – Александр – «Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн ташăçипе юрăçи.
– Эпĕ асли, – каласа пама тытăнчĕ Александр. – Манăн пур енчен те тĕслĕх пулмалла пулнă. 1987 çулта ялти шкултан вĕренсе тухрăм та Мелекесс районĕнчи Рязановăри совхоз-техникума вĕренме кĕтĕм. Шкулта та, техникумра та юрăпа ташăран уйрăлман. Рязановăра «Юность» Культура керменĕнчи «Весна» ятлă хореографи ансамблĕнче пултăм. Концертсемпе ăçта кăна çитмен-тĕр! Пурнăçăмра утса мар, вĕçсе çӳренĕ темелле.
1993 çулта ентешĕмĕрĕн ĕç биографийĕ пуçланать. 1995 çулччен электрикра вăй хурать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5.