Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Халăх юррисене кăмăллатăп

– Ман акка Марина Столярова «Эревет» ансамбльте нумай çул юрлать ĕнтĕ. Вăл мана унта çӳреме темиçе çул каяллах чĕннĕччĕ, анчах ун чухне ачасем пĕчĕкрех пирки килеймерĕм. Пĕлтĕр сентябрь уйăхĕнче вара хăюлăх çитерсе çак ушкăна пырса кĕтĕм. Ушкăн мана ăшшăн йышăнчĕ. Малтан халăх умне сцена çине тухма çăмăл марччĕ – пăлханатăн, именетĕн. Халĕ хăнăхса çитрĕм темелле ĕнтĕ. Ансамбль ертӳçи С.Толстов юрă-кĕвве ăста çын, пĕлменнине тĕплĕн ăнлантарать, тăрăшса вĕрентет пире. Пĕр сăмахпа каласан, питĕ интереслĕ кунта, репетици е концерт хыççăн кăмăл-туйăм çĕкленет, – тет Н.И.Спиридонова (Алякина).
Надежда Ивановна тăван ялĕнчи – Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел – шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама-ташлама ăста пулнă, тантăшĕсемпе пĕрле район центрĕн, кӳршĕ ял клубĕсен сценисем çинче те концертсем, спектакльсем кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

Концертсенче чунне кантарать

Аслă прапорщик Георгий Борисов çарта чухнех, Карелире чикке хӳтĕлесе тăнă хушăра, чăваш юррисене ĕнерлеме юратнă. Çамрăк ентешĕсене тĕл пулсан чунĕ каниччен юрланă. Вырăс арăмне пĕр хутчен çеç мар чăваш юрри, кĕвви-çемми илемлине ĕнентерме тăрăшнă, канăва тухсан тăван ене таврăнма ĕмĕтленнĕ.
Ĕмĕчĕ тулнах – паян Георгий Анатольевич Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче пурăнать. Çарти пенсионер Димитровградра хуралта тăрăшать. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Петр Улюкин ертсе пыракан «Телей» юрă ушкăнне çӳрет. Пултарулăх ертӳçин сылтăм алли вăл, пур самантра та пулăшма, алă пама хатĕр шанчăклă хастар тусĕ. Тăван халăх культурине, этеплĕхне сума суни йыхăрнă мар-и Георгий Борисова Пётр Улюкин тăрăшнипе йĕркеленнĕ ушкăна?
— Эпĕ 1959 çулта Эврелĕнче çуралнă. Эпир пĕчĕккĕ чухне ялта пуçламăш шкул пурччĕ,- аса илет «Телей» юрăçи.

Текста малалла вулăр...

Чăваш юрăçисем: Вячеслав Христофоров

Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров 1963 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районне кĕрекен Çĕнĕ Пăва ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тăватă хĕр тата тăватă ывăл ӳснĕ. Пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче усламçăсем, спортсменсем.
Шкул пĕтерсен Вячеслав Христофоров Шупашкарти культура çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн филармони çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕнче юрланă. 1989 çулта юрлас ăсталăхне çамрăк музыкант Хусанти Назип Жиганов ячĕллĕ консерваторире вокал уйрăмĕнче туптанă. Çакăнтах пулас арăмĕпе Тамарăпа паллашнă. Вăл халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тамара Пенза облаçĕнчен. Мордва хĕрĕ. Вĕсем пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн мăшăрланнă. Христофоровсен виçĕ ача. Асли – вунултă çулхи хĕр – Хусанти консерватори çумĕнчи училищĕре флейта класĕнче вĕренет.

Текста малалла вулăр...

Пур çĕре те ĕлкĕрекен Улюкин

П.Улюкин Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче «Телей» юрă ушкăнне нумай çул ертсе пырать. Кăçал çуркунне ăна тепĕр яваплă ĕç шанса панă, халĕ вăл ял старости. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса тума пуçланă. Чи малтан ял администрацийĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесе çынсем патне пыракан шыв пăрăхĕсене юсанă, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене татса панă, яла тирпей-илем кĕртме тытăннă. Парка, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă обелиска çĕнетнĕ.
-Эврел Лебяжье ял тăрăхне кĕрет, унта 8 ял. Пуçлăхĕ Л.П.Богатова. Халь кунта çĕнĕ ĕç пуçларăмăр – пире чăваш культура центрĕ валли пӳлĕм пачĕç. Çавна юсатпăр, хĕлĕпе хуллен ĕçлесе çуркунне – район Акатуйĕ умĕн — хута ярасшăн. Хамăрах штукатурка тăватпăр, сăрлатпăр, кĕленче тупса ăна чӳречесем çине вырнаçтаратпăр.
Культурăшăн çунакан çынсем кунта сĕтел-пукан, строительство материалĕсем кӳрсе параççĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш кĕпи халăх юррине юратма хистерĕ

«Эревет» халăх ансамблĕн илемĕ – ун юрăçисем. Çепĕç те янăравлă сасăллă çеç мар вĕсем, яштака пӳ-силлĕ, хитре сăн-сăпатлă. Чăваш тумне тăхăннăскерсем шур акăш евĕр хӳхĕм курăнаççĕ»,-тенине илтме тӳр килчĕ унăн Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче нумаях пулмасть иртнĕ концертĕнче. Уйрăмах тухьяллă пикисемпе хушпуллă арăмĕсем килентереççĕ иккен куракансене. Пурте пултаруллă вĕсем.
 
Мария Столярова «Эревет» ансамбле 1989 çулта солист-кăсен тĕрĕллĕ кĕпине ытараймасăр çӳреме пуçланă. Иккĕмĕш пикине çуратсан пăртак тăхтав тунă хыççăн каллех юрлать вăл, чăваш юррине ытарайман чăваш хĕрарăмĕ.
Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи нумай ачаллă çемьере ӳсекен Мария Алякина-Столярована юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе кĕрекенĕ – унăн шкулти вĕрентӳçи, аташĕ Мария Ивановна Лысова. Тăван чĕлхе вĕрентӳçи илемлĕ сасăллă маттур шкул ачисене пухса юрлама-ташлама, чăваш халăхĕн ырă йăлисене ăса хывма хăнăхтарнă.

Текста малалла вулăр...

В у л а в ă ш – иккĕмĕш кил

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ – Пĕтĕм Раççейри
библиотекăсен кунĕ
 
Кунтикав ял вулавăшĕ вăтам шкул çуртĕнче вырнаçни уйрăмах ачасемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн меллĕ. Кĕнеке патшалăхĕ – икĕ утăмрах. Вулавăш ĕçченĕ вĕсен кашнин кăмăлне тивĕçтерме хатĕр.
Эпĕ пынă чух Ирина Сидорова илемлĕ хуплашкаллă çĕнĕ кĕнекесене çӳлĕке тирпейлĕн вырнаçтаратчĕ. «Çĕнĕ литературăна тӳрех асăрхаччăр тетĕп-çке, пуçламăш тата кĕçĕн вăтам шкул ачисем вулавăшра тăтăш пулаççĕ. Тем те кăсăклантарать вĕсене: фантастика та, детективсем те, классика та, хĕрачасемпе арçын ачасем валли ятарласа кăларакан тĕрленчĕксем те, - терĕ Ирина Николаевна. - Аслă ӳсĕмри çынсем те вулавăша килсех тăраççĕ. Кĕнеке вуласси, телее, нихăçан та модăран тухас çук. Кинофильм курассипе те танлаштарма çук каçсерен илемлĕ хайлав тытса ларассине.

Текста малалла вулăр...

Кĕмĕл саслă чăвашсен уявĕ

Акан 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ керменте Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» XIV конкурс-фестивалĕ иртнĕ.
Унта хутшăнма 16-35 çулсенчи 42 юрăç кăмăл тунă. Вĕсенчен 30-шĕ жюри тата уяв йĕркелӳçисен çирĕп «али» витĕр тухса чăваш эстради фонограммăсăр та янăрама пултарнине ĕнентернĕ.
Уяв тĕпелне Тутар, Пушкăрт, Чăваш Республикисенчен, Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Хĕрлĕ Çыр хулинчен, чикĕ леш енчи Беларуçран хăнасем пухăннă. Жюри председателĕ – ЧР халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров. Ульяновск облаçĕнчен Уличе каччи Евгений Шепелев тата Ялавăр пики Татьяна Фролова пынă. Татьяна «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн дипломне тата ЧНК ятарлă парнине тивĕçнĕ. Пике «Чи çепĕç юрă» номинацире «Ачалăх» ятлă çепĕç юррипе çĕнтернĕ. Вĕсен пултарулăх ертӳçи – Ялавăр шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи Вячеслав Конюхов.

Текста малалла вулăр...

Тухья тата хушпу

Çак кĕмĕл пуç хатĕрĕсене паян арпаштаракансем нумай. Мĕнпе уйăрăлса тăраççĕ-ха вĕсем пĕр-пĕринчен?
Тухья — шĕвĕр тăрăлли — хĕрсем тăхăнмалли пуç хатĕрĕ.
Хушпу — качча кайнă хĕрарăмсен. Шел, паянхи юрă ушкăнĕсенче юрлакан çулланнă хĕрарăмсем хушшинче тухья тăхăнакансене куркалатпăр. Тухья вăл — хĕрупраç палли. Çавăнпа та çур ĕмĕр урлă каçнă арăмсем çинче вăл пит кулăшла курăнать. Эпир сцена çинче чăваш халăх культурине кăтартатпăр пулсан çамрăк ăру патне пирĕн хамăр еткерлĕхе тĕрĕс илсе çитерес пулать.
Хушпу тата ама, шӳлкеме те тухья, тевет те мăй çыххи, сăрка та алка çаплах-ха хăйсен авалхи илемĕпе илĕртеççĕ, мăнаçлăх туйăмĕ вăратаççĕ.
Пуçа тăхăнмалли япаласен кăшкарне килте тунă тиртен, шăлапиртен е шултра йĕтĕн çиппинчен ятарласа тирсе тунă пиртен ăсталанă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш çăлтăрĕсем

Тамара Гурьева – чăваш компози-торĕсен юррисене чи малтан эфира кăларакан тата эстрада çине тухакан юрăç-сенчен пĕри.
Вăл Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи училищинче вĕреннĕ, унтан Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинчи хор дирижёрĕсен уйрăмĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн Тамара Гурьева Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче пилĕк çул хушши юрлать, 1978 çулта Чăваш радиопа телевидени хорне куçать. Тамара Изосимовна 1982 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин ятне илме тивĕç пулнă. Хальхи вăхăтра вăл чăваш патшалăх академи капеллинче юрлать.
Унăн юратнă композиторĕсем: Филипп Лукин, Фёдор Васильев, Юрий Кудаков тата ытти те.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсен паллă çыннисем

Пётр Петрович Егоров 1731 çулта Чулхула кĕпĕрнинчи пĕр чăваш ялĕнче çуралнă. Унăн ячĕ унччен мĕнле пулни паллă мар. Вăл грузин кнеçĕн Дадианин çемйине лекет. Кунта ют ачана хăйĕнни пек пăхнă: тĕне кĕртнĕ, ячĕпе ашшĕ ятне кнеçĕнни пек Пётр Егорович панă. Чăваш ачине кнеç вулама, çырма шутлама вĕрентнĕ. Ачан ӳкерес пултарулăхне асăрхасан рисовани тата живопись урокĕсене пама тытăнаççĕ.
1755 çулта Пётр Егоров Дадиани кнеç сĕннипе Петербург хулине пурăнма куçать. Вăл архитектор пулма ĕмĕтленет. Экзамен ăнăçлă парса строенисен Канцеляри ученикĕ пулса тăрать. Вĕреннĕ чухнех вăл Зимний дворец тата Петергоф çурчĕсене тунă çĕре хутшăнать.
1761 çулта экзаменсем парса архитектор пулăшаканĕ звани илсе хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçлать. Пĕрремĕш ĕçĕ — Пярну хулинче (Эстони) тĕслĕхлĕ православи чиркĕвĕ туса лартать.

Текста малалла вулăр...

Халăхăмăрăн чун хавалĕ

Тăван халăх юррисем, хайлавĕсем… Вĕсене пурте: пĕчĕк ача та, йĕкĕт е хĕр шутне кĕнĕ çамрăк та, пурнăç инкекне, нуши-асапне пайтах курнă ватă та – юратса итлеççĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕ илтсен – пурсăмăрăн та кăмăл-туйăм çĕкленет, юрлас килет: чуна касакан хурлăхлă кĕвĕ илтсен – чĕре ыратса каять, салху пусать. Çавăн пек салху самантсенче вара куç умне ярăм-ярăм шăрçаланса тăван халăхăмăрăн хуйхи-суйхи, кунĕ-çулĕ тухса тăрать…Калемпе те чечекпе тĕрленмен çав тăван халăхăмăрăн историйĕ — хĕçпе те пăшалпа, юнпа та куççульпе çырăннă…
Халăх юрри вăл — халăх чунĕ, хавалĕ, унăн çуначĕ, мăн асаттесем пехиллесе хăварнă хаклă ĕнчĕ (жемчуг) пек, ăруран ăрăва килекен иксĕлми ăс-хакăл, ĕмĕрсем хушши хывăнса-якалса пынă пуянлăх.
Çав чĕре тĕпĕнчен тухакан юррисенче унăн куççуль пек таса туйăмĕ, чун илемĕ, патриотизмĕ, çынлăхĕ сăнарланса юлнă.

Текста малалла вулăр...

Ӳнер ăстинчен – маçтăр-класс

Ульяновскри халăх пултарулăхĕн музейĕнче тăмран кӳлепесем тăвакан тата ӳкерсе илемлетекен ӳнер ăсти, хулари 25-мĕш шкулта «Халăх ĕçĕсем» пĕрлешĕве ертсе пыракан Галя Елисеева Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче I тата III курссенче вĕренекен чăваш пикисемпе маçтăр-класс ирттерчĕ.
Теми – К.В.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминчи тĕп сăнарсене ӳкерсе илемлетесси. Вĕсен тăм кӳлеписене Галя Георгиевна маларах хатĕрлесе хунă. Шухăшĕ чăваш классикĕ çуралнă туллă-сăртлă Пушкăртстана кайсан çуралнă иккен. Унччен К.Ивановăн «Нарспи» тематикипе ятарлă курав хатĕрленĕ вăл.
Ĕçе пикенес умĕн маçтăр студенткăсене чăваш халăх тумĕпе тĕррисем çинчен тĕплĕн те сăнарлăн каласа пачĕ. Тĕссен пĕлтерĕшне уçрĕ. Хĕрсем Г. Елисеева художник çинчи илемлĕ чăваш кĕпин вăрттăнлăхне уçма ыйтрĕç.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕрте – музыка фестивалĕ

 
Пуш уйăхĕн 16-31-мĕшĕсенче Ульяновскра «Мир, Эпоха, Имена…» ятпа пĕтĕм тĕнчери 51-мĕш музыка фестивалĕ иртмелле. Ăна тĕнчипе паллă Джузеппе Верди композитор çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.
Хуламăрăн чи лайăх керменĕсенче тĕнчипе паллă çăлтăрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç: Руаль Прието-Рамирес органист, Фабио Мастранжело дирижёр, опера юрăçи Антония Чифроне (Итали), Даниил Крамер джазмен, Сергей Накаряков (Германи) трубач.
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче куракансем Джузеппе Верди лартнă «Травиата» оперине курса киленĕç. Ăна итали чĕлхипе Т.Г. Шевченко ячĕллĕ Украина Халăх опера юрăçисем тата Саратоври академи театрĕн оперăпа балет хорĕ юрлĕç. Солисчĕ – Ульяновскри филармони юрăçи Алёна Гуляева. «Травиата» оперăна пĕрремĕш хут Венецире 1853 çулта лартнă.

Текста малалла вулăр...

Эпир каллех пĕрремĕш!

Пуш уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Ульяновскра «Волга в сердце впадает моё!» ятпа ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм Раççей конкурс-фестивалĕ иртнĕ.
Уява йĕркелекенсем – «Планета талантов» фонд. Вăл тăрăшнипе çак конкурс-фестивальсе м çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче улттăмĕш хут иртеççĕ. Юлашки çулталăк хушшинче вăл Чулхулара, Шупашкарта, Самарта, Саратовра, Волгоградра иртнĕ. Ульяновскра – пĕрремĕш хут. Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ çу уйăхĕнче Аçтăрханта пулĕ.
Димитровградри 1-мĕш ӳнер шкулĕ 70 çул тултарнине паллă тăвас умĕн Светлана Кочнева ертсе пыракан чăвашсен «Шăпчăксем» тата тутарсен «Сандугачлар» юрă ушкăнĕсем хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне çĕнсе илнĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — нацисен культурине анлăрах сарасси, ачасен пултарулăх шайне ӳстересси.
Сакăр çул хушшинче икĕ ушкăн регион, Пĕтĕм Раççей, Пĕтĕм тĕнче шайĕнче палăрса «Халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕнче тытăмĕ – ХĔРАРĂМ!

Çуркунне тапхăрĕ Хĕрарăмсен уявĕнчен пуçланни – хăйнеевĕр кĕтрет: çут çанталăка чун кĕрет. Хĕрарăм тĕнче тытăмĕн тĕп пайĕ пулса этемлĕх тĕнчине çĕнĕ чун парнелет.
Хисеплĕрен те хисеплĕ, юратнăран та юратнă аннесем, асанне-кукамайсем, мăшăрсем, йăмăксем, савнисем!..
Эсир çĕршыв шайĕнчи пурнăçра кам пулса, мĕнле должноçра вăй хурсан та чи малтанах Турă пӳрнĕ ХĔРАРĂМ тивĕçне пурнăçлатăр: çĕнĕ чун çуратса этемлĕх тĕнчине тытса тăратăр. Сирĕн чунăрсенче, чĕрĕрсенче ачашлăх, чăтăмлăх, ыркăмăллăх…çăлкуçĕ тапса тăрать.
Чунăмăрсене чи çывăх тăвансем!
Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламласа çирĕп сывлăх, телей, шанчăк, çутă туйăм, Хĕвел çинче çунман, Уйăх çинче сивĕнмен юрату хăвачĕ сунатпăр.

«Тăхăрьял» кĕнеке авторне — палăк

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Тутарстанти Пăва районне кĕрекен Элшелĕнче «Тăхăрьял» кĕнеке авторне Григорий Тимофеевич Тимофеева асăнса бюст уçрĕç. Авторĕ – Н.Г. Кондрашкин скульптор.
Григорий Тимофеев 1887 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе нарăсăн 2-мĕшĕнче) Чăваш Енри Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1896-1908 çулсенче Элшел шкулĕнче вĕрентнĕ.1915 çулччен пачăшкă тивĕçне пурнăçланă. Элшел хĕрĕпе Дарья Никифоровнапа çемье чăмăртаса вĕсем 12 ача çуратнă. Улттăшĕ çамрăклах вилнĕ.
Тăхăрьял историне çырма вăл шкулта ĕçленĕ вăхăтра тытăнать. Ал çырăвне Н.И. Ашмарина кăтартать. Профессор сĕнĕвĕсене шута илсе кĕнекене çĕнĕрен майлаштарса çырать. Ун хыççăн тĕпчевĕсене И.Я. Яковлева тата Н.В. Никольские паллашма парать.

Текста малалла вулăр...

Область аталанăвĕн тапхăрĕсем

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитрĕ. Облаçра тата Ульяновскра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.
Мемориал центрĕн виçĕ хутĕнче те анлă куравсем йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хутра – «73 регион» ятпа уçăлнă историпе таврапĕлӳ куравĕнче – область аталанăвĕн тапхăрĕсене йĕрлесе кăтартнă. Иккĕмĕш хутра вырнаçнă çичĕ пĕчĕк кинозалта хăнасем валли «Кинолетопись Ульяновской области» курав хатĕрленĕ. Кунта регионти отрасльсен экономика аталанăвĕпе паллашма пулать. Виççĕмĕшĕнче – пысăк залăн музей пайĕнче — «На семи ветрах» курав. Кунта регионти культурăпа искусство шайне анлăн уçса панă.
Облаçри патшалăх архивĕ «Ульяновская область на рубеже столетий» ятпа курав хатĕрленĕ çĕре хутшăнчĕ. Эпир сайра та хаклă документсем тăратрăмăр. Чĕмпĕр наместничестви, кĕпĕрни тата облаçĕ никĕсленни çинчен калакан документсене уйрăм файлсене пайласа хутăмăр.

Текста малалла вулăр...

«Асамат кĕперĕ» пурне те илĕртет

Ĕмĕтпе пурăнакансем – телейлĕ
 
Ĕлĕкрех ялсенче пурнăç вĕресе тăнă: клубра, библиотекăра, шкулта халăхпа çывăх çыхăнусем йĕркелеме май паракан лекцисем, вулав конференцийĕсем, ятне пĕр-пĕр кĕнекене е кинофильма сӳтсе явма пухакан канашлусем ирттернĕ, драмкружоксем ĕçленĕ, хорсем кĕрленĕ. Клуб сцени çинче концерт-спектакль лартнă кунсенче пĕтĕм ялшăн уяв пулнă. Аслисем валли вырăн тытма ачи-пăчине 2-3 сехет маларах янă. Паянхилле каласан вĕсем «аншлагпа» иртнĕ. Шупашкар артисчĕсем килсен вара пĕтĕм таврари ялсене савăнăç парнеленĕ. Ял çынни ĕçпе çеç пурăнман, канăвне йĕркелеме те пĕлнĕ.
Ял çыннине шкулта е клубра ирттерекен пĕр-пĕр мероприятие йыхăрма, илттерме пит кансĕр. Кашнинех вăхăт çук. Телевизорпа интернета пула юлхавланса пыратпăр-ши е мĕн иртет унта культура вучахĕнче — пирĕншĕн ик айкки те тăвайкки-ши?

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнче музей уçăлнă

Раштавăн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнче «Этнокультурное образование в современной школе» темăпа семинар иртнĕ. Унта районти шкулсен вĕрентӳçисем, психологсем, шкул музейĕсен ертӳçисем, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕсем тĕрлĕ темăсемпе докладсем тунă.
Пĕрлехи лару хыççăн вĕрентӳçĕсем уçă уроксем ирттернĕ. Чăваш чĕлхипе культурин кружокне илсе пыракан аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ Н.Н. Осипова «Чăваш çемйи» темăна анлă уçса панă.
Çав кун шкулта чăваш аваллăх музейĕ уçăлнă. Ăна пуçарса пуçтараканĕ, ертӳçи — Нина Николаевна Осипова. Вăл 100 ытла экспонат пухнă, кирлĕ пек вырнаçтарнă.
Шкул ачисем семинара килнĕ хăнасен умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Юлашкинчен пухăннисем çавра сĕтел тавра ларса пĕтĕмлетӳ тунă.

Данила Логинов – чи лайăххи

 
Мускаври тăваттăмĕш «Парамузыкальный фестивалĕн» суйлав тапхăрĕнче пултарулăх канашĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Ульяновскри Данила Логинов фортепиано калакан чи лайăх çамрăк музыкант.
Раштавăн иккĕмĕшĕнче Мускаври «Россия» пысăк концерт залĕнче иртекен концертра Данила Президент оркестрĕпе пĕрле сцена çине тухĕ. Вăл Вольфганг Амадей Моцартăн фортепианăпа калама çырнă 20-мĕш концертне калĕ.
Данила Логинов 13 çулхи сусăр ача, апла пулсан та тĕнчери, Раççейри, регионти 20 ытла музыка конкурсĕн çĕнтерӳçи. Вăл Ульяновскри 11 номерлĕ ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренет.


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5.