Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Тăхăрьял» кĕнеке авторне — палăк

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Тутарстанти Пăва районне кĕрекен Элшелĕнче «Тăхăрьял» кĕнеке авторне Григорий Тимофеевич Тимофеева асăнса бюст уçрĕç. Авторĕ – Н.Г. Кондрашкин скульптор.
Григорий Тимофеев 1887 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе нарăсăн 2-мĕшĕнче) Чăваш Енри Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1896-1908 çулсенче Элшел шкулĕнче вĕрентнĕ.1915 çулччен пачăшкă тивĕçне пурнăçланă. Элшел хĕрĕпе Дарья Никифоровнапа çемье чăмăртаса вĕсем 12 ача çуратнă. Улттăшĕ çамрăклах вилнĕ.
Тăхăрьял историне çырма вăл шкулта ĕçленĕ вăхăтра тытăнать. Ал çырăвне Н.И. Ашмарина кăтартать. Профессор сĕнĕвĕсене шута илсе кĕнекене çĕнĕрен майлаштарса çырать. Ун хыççăн тĕпчевĕсене И.Я. Яковлева тата Н.В. Никольские паллашма парать.

Текста малалла вулăр...

Область аталанăвĕн тапхăрĕсем

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитрĕ. Облаçра тата Ульяновскра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.
Мемориал центрĕн виçĕ хутĕнче те анлă куравсем йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хутра – «73 регион» ятпа уçăлнă историпе таврапĕлӳ куравĕнче – область аталанăвĕн тапхăрĕсене йĕрлесе кăтартнă. Иккĕмĕш хутра вырнаçнă çичĕ пĕчĕк кинозалта хăнасем валли «Кинолетопись Ульяновской области» курав хатĕрленĕ. Кунта регионти отрасльсен экономика аталанăвĕпе паллашма пулать. Виççĕмĕшĕнче – пысăк залăн музей пайĕнче — «На семи ветрах» курав. Кунта регионти культурăпа искусство шайне анлăн уçса панă.
Облаçри патшалăх архивĕ «Ульяновская область на рубеже столетий» ятпа курав хатĕрленĕ çĕре хутшăнчĕ. Эпир сайра та хаклă документсем тăратрăмăр. Чĕмпĕр наместничестви, кĕпĕрни тата облаçĕ никĕсленни çинчен калакан документсене уйрăм файлсене пайласа хутăмăр.

Текста малалла вулăр...

«Асамат кĕперĕ» пурне те илĕртет

Ĕмĕтпе пурăнакансем – телейлĕ
 
Ĕлĕкрех ялсенче пурнăç вĕресе тăнă: клубра, библиотекăра, шкулта халăхпа çывăх çыхăнусем йĕркелеме май паракан лекцисем, вулав конференцийĕсем, ятне пĕр-пĕр кĕнекене е кинофильма сӳтсе явма пухакан канашлусем ирттернĕ, драмкружоксем ĕçленĕ, хорсем кĕрленĕ. Клуб сцени çинче концерт-спектакль лартнă кунсенче пĕтĕм ялшăн уяв пулнă. Аслисем валли вырăн тытма ачи-пăчине 2-3 сехет маларах янă. Паянхилле каласан вĕсем «аншлагпа» иртнĕ. Шупашкар артисчĕсем килсен вара пĕтĕм таврари ялсене савăнăç парнеленĕ. Ял çынни ĕçпе çеç пурăнман, канăвне йĕркелеме те пĕлнĕ.
Ял çыннине шкулта е клубра ирттерекен пĕр-пĕр мероприятие йыхăрма, илттерме пит кансĕр. Кашнинех вăхăт çук. Телевизорпа интернета пула юлхавланса пыратпăр-ши е мĕн иртет унта культура вучахĕнче — пирĕншĕн ик айкки те тăвайкки-ши?

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнче музей уçăлнă

Раштавăн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнче «Этнокультурное образование в современной школе» темăпа семинар иртнĕ. Унта районти шкулсен вĕрентӳçисем, психологсем, шкул музейĕсен ертӳçисем, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕсем тĕрлĕ темăсемпе докладсем тунă.
Пĕрлехи лару хыççăн вĕрентӳçĕсем уçă уроксем ирттернĕ. Чăваш чĕлхипе культурин кружокне илсе пыракан аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ Н.Н. Осипова «Чăваш çемйи» темăна анлă уçса панă.
Çав кун шкулта чăваш аваллăх музейĕ уçăлнă. Ăна пуçарса пуçтараканĕ, ертӳçи — Нина Николаевна Осипова. Вăл 100 ытла экспонат пухнă, кирлĕ пек вырнаçтарнă.
Шкул ачисем семинара килнĕ хăнасен умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Юлашкинчен пухăннисем çавра сĕтел тавра ларса пĕтĕмлетӳ тунă.

Данила Логинов – чи лайăххи

 
Мускаври тăваттăмĕш «Парамузыкальный фестивалĕн» суйлав тапхăрĕнче пултарулăх канашĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Ульяновскри Данила Логинов фортепиано калакан чи лайăх çамрăк музыкант.
Раштавăн иккĕмĕшĕнче Мускаври «Россия» пысăк концерт залĕнче иртекен концертра Данила Президент оркестрĕпе пĕрле сцена çине тухĕ. Вăл Вольфганг Амадей Моцартăн фортепианăпа калама çырнă 20-мĕш концертне калĕ.
Данила Логинов 13 çулхи сусăр ача, апла пулсан та тĕнчери, Раççейри, регионти 20 ытла музыка конкурсĕн çĕнтерӳçи. Вăл Ульяновскри 11 номерлĕ ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренет.

Пултарулăх ĕçĕнче – 40 çул

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Литература музейĕнче Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинра пурăнакан РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, композиторăн, поэтăн Валентина Николаевна Игнатьеван (Тарават) пултарулăх каçĕ иртнĕ. Ăна пирĕн ентеш хăй пултарулăх ĕçне тытăннăранпа 40 çул çитнине халалланă. Çаплах вăл пухăннисене «Ĕмĕтсем» ятпа тухнă 21-мĕш кĕнекипе паллаштарнă.
Çак кун Чăваш наци конгресĕ Шупашкара çĕршывăмăрăн мĕнпур кĕтесĕнчен йăхташăмăрсене пуçтарнă. Валентина Тараватăн пултарулăх каçне хутшăнакансем чылай пулнă. Вĕсен хушшинче — поэтсемпе прозаиксем, критиксем, преподавательсемпе студентсем, шкул ачисем, композиторсемпе юрăçсем. Чĕмпĕрсем килсе çитни уйрăмах савăнтарнă пирĕн ентеше.
Уяв тĕлне шупашкарсем Валентина Николаевнан пултарулăхĕ çинчен калакан виçĕ капăр стенд хатĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...

Вĕсене юрă пĕрлештерет

Чăваш халăхĕн ытарайми пуянлăхне упраса халăх хушшинче сарма пултаракан юрă ушкăнĕсем пирĕн облаçра сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Сайманри Культура çурчĕ çумĕнче 35 çул каялла йĕркеленнĕ фольклор ушкăнĕ. Юрлакансенчен ытларахăшĕ хĕрĕхрен иртнĕ ĕнтĕ. Художествăлла пултарулăх ертӳçи Г.В. Чагина (Биктимирова) тăрăшнипе ушкăн пĕрремĕш хут халăх умне 1973 çулта — Николаевка посёлокĕнче иртекен çам-рăксен кунĕнче — тухнă. Куракансене вĕсем уçă сассисемпе тĕлĕнтернĕ. Çĕнĕ тумсене Тутар Сайманри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра çĕлеттернĕ.
1981 çултанпа ушкăна А.И. Юдина ертсе пырать. Çак хушăра кунта 40 çын ытла юрланă. Пуçласа паян кунччен çӳрекенсем — ушкăнăн шăнăрĕ — 10-15 çын. Ушкăн çумĕнче пĕчĕк артистсенчен тепĕр фольклор ушкăнĕ чăмăртаннă. Вăл 7-8 ачаран тăрать. 1989 çулта «Мечта Ильича» колхоз (председателĕ Х.

Текста малалла вулăр...

Чăваш юррине юратнăран

Тереньга районĕнчи Подкуровка ял çыннисем пушă вăхăтне усăллă ирттерес ĕçе йĕркелесе пыраççĕ, юрлама та, ташлама та пултараççĕ. Вĕсене ку ĕçре пулăшаканĕ Подкуровкăри Культурăпа кану центрĕн директорĕ Любовь Маврина.
— Любовь Николаевна, куратăп-ха ялти культурăна чаплă керменте аталантаратăр, концерт залĕ, пысăк сцена, фойе, библиотека пур. Мĕн тери чечек ӳстеретĕр. Кунта шалалла ура ярса пуссанах кăмăл-туйăм çĕкленнине туятăн, юрлас-ташлас килет, – терĕм. – Мĕнрен килет çакă?
— Подкуровкăпа Скугареевка (вĕсем юнашарах вырнаçнă) ялĕсене хăй вăхăтĕнче пултаруллă чăвашсем куçса килнĕ. Ĕçлеме юратакансене ĕлĕк совхоз тӳрех хваттер панă. Чăвашсем фермăра ĕçленĕ, каç кӳлĕм клуба репетицисене чупнă. Питĕ пуян «Скугареевский» совхоза пултаруллă пуçлăх Ш.А.Закиров ертсе пынă.

Текста малалла вулăр...

Ял – ыратăвăм манăн, пурнăçăм манăн

Ял пурнăçĕ йывăр хресчен ĕçĕпе, Тăван çĕршыва хӳтĕлекен патвар яшсемпе пикесем ӳстернипе, халăхăн авалхи йăли-йĕркине, çепĕç чĕлхине, ырă кăмăлне упраса пурăннипе тӳрремĕн çыхăнса тăрать. Ытарайми чăваш чĕлхине, Кĕçтенттин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Владимир Садай, Анатолий Юман калаçнă, калаçакан чĕлхене шăпах ял çыннисем çĕр çинчен çухалма памаççĕ. Мĕнле чаплă çыравçă-сăвăçсем, композиторсем, ӳкерӳçĕсем, ăсчахсем, юрăç-такмакçăсем тăван уй-хир, вăрман, çаврăнса шавласа юхакан юхан шыв, курăк-чечек сĕткенĕпе пуянланса ӳснĕ.
 
Ялтан чăваш юрри-сăвви, каларăшĕсем, ваттисен сăмахĕсем «кайсан» пире вĕсене каялла кам тавăрса парайĕ? Хулара чăвашла калаçнине сайра хутра çеç илтме пулать. Вĕсем те ялтан куçса килнисем. Хальхи ашшĕ-амăшсем пепкисене тăван чĕлхене вĕрентсе аппаланас темеççĕ, тарăн шухăшлама пĕлмесĕр мĕне кирлĕ теççĕ.

Текста малалла вулăр...

вăрçăра кăна юрламан

Кивĕ Улхашри юрăпа ташă халăх ансамблĕ ял çыннисемшĕн ĕмĕрех пулнă пек, унсăр пĕр уявăн интересне курмаççĕ. Ялта, Чăнлă районĕнче, облаçра иртекен кашни мероприятире курма пулать вĕсене: уявсенче, суйлавсем вăхăтĕнче, Ульяновск чиккинче пĕр-пĕр делегацисене кĕтсе илес пулсан та илеме Кивĕ Улхаш хорĕ тăвать. Чăваш культурине, йăли-йĕркине пур çĕрте те тивĕçлипе кăтартаççĕ вĕсем.
Культура çурчĕн директорĕ Людмила Михайловна Шиваева каласа панă тăрăх, ансамбль 1984 çулта йĕркеленнĕ. Çакăншăн вăл вăхăтри ял Совет председателĕ Клавдия Ивановна Маркова тата колхоз председателĕ Геннадий Яковлевич Ледюков хытă тăрăшнă.
-Вĕсем пултарулăх ертӳçине А.Н.Маркова тупса пирĕн яла илсе килнĕ. Кунти çын мар вăл, Чăваш Республикинчен. Района культура пайне ĕçлеме килнĕ пулмалла. Клавдия Ивановнапа Геннадий Яковлевич ăна хамăр яла илĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр

Çĕртмен 23-24-мĕшĕсенче Çĕнĕ Малăкла чăвашĕсем Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче пулчĕç. Çулçӳрев культура ылмашăвĕн йĕркипе иртрĕ: 2011 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче çав ял делегацийĕ Çĕнĕ Малăклана «Малыклинский каравай» фестивале килнĕ. Ун йышĕнче «Туслăх» фольклор ушкăнĕ пулнă. Ертӳçи – Николай Смирнов.
Кунти чăвашсем хăйсене ăшшăн йышăннăшăн тав туса пире çитес çул хăйсем патне – Шоркка ялне — уява йыхравлама шантарчĕç.
Çапла майпа эпир вăрăм çула кĕскетсе çула тухрăмăр. Пирĕн делегаци пуçлăхĕсем — Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕн çумĕ Светлана Катиркина тата культура пайĕн пуçлăхĕ Марина Божейкина. Делегатсем пулса эпир, «Пилеш» фольклор ушкăнĕн юрăçисем, кайрăмăр.
Кукеçре пире Николай Смирнов кĕтсе илчĕ. Вара пурте пĕрле Шоркка ялне çул тытрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Культура форумне ирттерме палăртаççĕ

Ульяновск облаçĕнче авăнăн (сентябрь) 27-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери иккĕмĕш «Культура тата аталану» культура форумĕ иртĕ.
 
Пĕтĕм тĕнчери культура форумĕн площадкисем Ленин мемориалĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă площадьре, «Губернаторский» Культура керменĕнче, И.А. Гончаров ячĕллĕ Аркадий Пластов ячĕллĕ, таврапĕлӳ музейĕсенче, облаçри драма, пуканесен, çамрăксен театрĕсенче, облаçри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче тата ытти çĕрте ĕçлĕç.
Авăнăн 21-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен тĕрлĕ мероприяти иртĕ. «Форум ĕçĕ питĕ кăсăк пулмалла. Кунта Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен туйĕсене çĕнĕлле йĕркелеме, 300 тăваткал метр çине Дюрер портретне пуçтарма палăртатпăр, - каласа панă «Ульяновск – культурная столица» фонд директорĕ Татьяна Ившина.

Текста малалла вулăр...

Юх, юх, чăваш юрри!

Çапла ят пачĕç Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнакан чăвашсем хăйсен юрă уявне.
Çимĕк вăййисене ăсатнă май яш-кĕрĕм авалтанпах карталанса юрланă юрăсемпе уçăлчĕ вăл. Кун пекки авалхи вырăс ялĕнче пулманччĕ-ха. Ял варринчи тĕп лапамра чăвашсен наци тумне тăхăннă, кăкăрĕсене кĕмĕл тенкĕсемпе илемлетнĕ, пуçĕсене хушпу тăхăннă хĕрсемпе тĕрĕллĕ кĕпеллĕ каччăсем авалхи йăла-йĕркепе сăвă каласа савăннине курса тăма питĕ тĕлĕнмелле те кăмăллă пулчĕ. Ку уçă пĕлĕт айĕнчи театр сценине аса илтерчĕ. Ирĕк кăмăллă та хаваслă çынсем çеç çапла савăнма пултараççĕ.
Вăйăра юрласа ташланă хыççăн уява пухăннисем районти Культура çурчĕн сцени çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
-Ку уява эпир чăваш юхăмĕн хастарĕсем ыйтнипе йĕркелерĕмĕр, - терĕ ăна ертсе пыраканĕ Мария Шадрикова шурă шупăрлă тумпа микрофон умне тухса.

Текста малалла вулăр...

Çуллахи кану

Чăнлă районĕнчи Покровски шкулĕнче çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчен «Вĕлле хурчĕ» ятлă ача-пăча лагерĕ ĕçлеме тытăннă.
Çуллахи кану тата сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 40 ача канать. Вĕсем пурте нумай ачаллă тата чухăнтарах пурăнакан çемьесенчен.
Пĕрремĕш сменăра канакансем валли ытларах Культура çулĕпе çыхăннă мероприятисем хатĕрленĕ: 1-мĕш эрне – чăваш, 2-мĕш – вырăс, 3-мĕш – тутар халăх культури. Шкулта 94 ача вĕренет, вĕсенчен 57 проценчĕ – чăваш, 28 – вырăс, 14 – тутар ачисем.
Пĕрремĕш эрнере З.П.Руссковапа Г.Н.Денисова воспитательсем Чăнлă районĕнче тĕпленсе пурăнакан чăваш хастарĕсем çинчен каласа панă, тĕлпулусем ирттернĕ, юрăсемпе ташăсем вĕрентнĕ. Тĕслĕхрен, Зинаида Кирхеевапа Мария Абрамова кинемейсем юрăсем шăрантарса чăваш фольклорĕпе паллаштарнă.
Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Акатуй иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш сăрине черет тăрса ĕçрĕç

Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей кунĕ пулчĕ. Çав кун Ульяновск хулин кунне те анлăн уявларĕç. Кăçал ăна И.А.Гончаров çыравçă 200 çул тултарнине халалланă.
Уявăн пĕр пайĕ Гончаров урамĕнче пулчĕ, унта массăллă информаци хатĕрĕсен «РедАкция: День подписчика» фестивалĕ иртрĕ. Кунта «МедиаЦентр» учреждение кĕрекен тата ытти хаçат-журнал редакцийĕсем хутшăнчĕç, çав шутра «Канаш» хаçат редакцийĕ те.
Пирĕн редакци сĕтелĕ çинче – хаçатăн ятарлă номерĕсем, хамăр хатĕрлесе кăларнă кĕнекесем. Килте вĕретсе хатĕрленĕ чăваш сăрине вара çынсем черет тăрсах ĕçрĕç. Сăрине Лаишевка посёлокĕнче пурăнакан Нина Григорьева туса пачĕ – уншăн ăна тавах!
Федераллă статистика службин Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕсем 2010 çулхи халăх çыравне хутшăннă хастарсене медаль парса чысларĕç.

Текста малалла вулăр...

Шăпчăксем Мускавра та палăрнă

Димитровградри «Шăпчăксем» юрă ушкăнне чăваш юрри-ташшине кăмăллакансем аван пĕлеççĕ. Тĕрлĕ çулсенчи хĕрачасем чăваш тĕнчине сакăр çул хаваслă юрăсемпе савăнтараççĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ – Светлана Кочнева. Вăл 1-мĕш номерлĕ ӳнер шкулĕнче хор уйрăмне ертсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем тахçанах шкул пĕтерсе тĕрлĕ çĕре сапаланнă пулин те чăваш юррисене юратсах юрлаççĕ.
Шăпчăксем çу уйăхĕнче Мускава çитсе килнĕ. Унта пĕр харăс икĕ пысăк конкурс иртнĕ. Пĕрремĕшĕ — «Звуки и краски столицы» ятпа. Ачасен пултарулăхне Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчен килнĕ специалистсем хакланă.
Ушкăнра кĕçĕннисемпе аслă ӳсĕмри хĕрсем юрланă. Вăл шутра халĕ Самарти культурăпа искусство академин студентки Елена Маркелова, Обнинскри радиологи медицинине алла илекен Наталья Храмина, Мускавра аслă пĕлӳ илекен Яна Манурина пулчĕç.

Текста малалла вулăр...

Ăмăрту çĕнтерӳçисем

Акан 28-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен Ульяновскри Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнче йĕркеленнĕ чăваш ачисен ташă ансамблĕ «Вут куçĕ» («Огонёк») (ертӳçи – Светлана Чернова) тата 12-мĕш номерлĕ ачасен ӳнер шкулĕнчи «Милана» хореографи ансамблĕ Пĕтĕм тĕнчери «Цветущая Чехия-2012» ăмăрту-фестивале хутшăнчĕç.
Хамăр ташăсене эпир икĕ номинацире тăратрăмăр: чăваш ансамблĕ халăхпа сцена ташшине кăтартрĕ, «Милана» — классика ташшине. Иккĕшĕнпе те малти вырăнсене йышăнтăмăр, II-мĕш степеньлĕ дипломантсем пултăмăр. Конкурса пурĕ 100 ытла ташă коллективĕ хутшăннине, çав шутран 15-шĕ çеç призлă вырăнсене йышăннине шута илсен пирĕншĕн ку чăн-чăн çĕнтерӳ.
«Милана» ташă ушкăнне йĕркеленĕренпе икĕ çул çеç иртнĕ-ха, çапах та вĕсем киленсех чăваш ташшисене те вĕренеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Маттур, Лена!..

Нумаях пулмасть ман пата Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи «Шуçăм» ансамблĕн пултарулăх ертӳçи Родион Кириллов шăнкăравларĕ.
-Çитес шăматкун, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, эпир ялти Культура уявне ирттересшĕн. Килсе пире чыс тусан питĕ те лайăхчĕ. Ку вăл пирĕн йăлана кĕнĕ И.Я.Яковлев кунĕ мар-ха. Уяв программи чылай аслăрах та кăткăсрах. Ӳкĕнмелле пулмасть, - хистесех йыхравларĕ ентешĕм.
Палăртнă кун эпĕ районти культура пайĕн пуçлăхĕпе Валентина Ксенофонтовна Фоминапа тата районти тĕп вулавăш пуçлăхĕпе Анфиса Владимировна Клопковапа пĕрле чылайранпа пулман тăван яла пырса çитрĕм.
Ялти Культура çурчĕ умĕнче ял халăхĕ пире ăшшăн кĕтсе илчĕ.
Уяв девизĕ - «Ваттисен ырă йăли-йĕркине упраса». Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ Çĕнĕ Улхашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти культура институтĕнче пĕлӳ илнĕ хитре сăн-питлĕ хĕр Елена Серебрякова.

Текста малалла вулăр...

"Уйсас" юрлать, уй тулать...

Юрă-кĕвĕпе пурăнаканăн ĕмĕре те вăрăмрах. Çакăн пирки социологсем тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ ĕнтĕ. Юрă-кĕвĕ чĕрене савăнăçлăрах таптарать, пуçри начар шухăшсене сирет, организмри мĕнпур пайсене ĕçлеттерет. Çавăнпа та пулĕ этем ватă енне кайсан çакăн пек чун киленĕçĕнчен пăрăнма васкамасть. Кун пирки тĕрлĕ юрă ушкăнĕсем çирĕплетеççĕ. Асăрханă пулĕ, облаçри пултарулăх ушкăнĕсенче халĕ ытларах ватă енне сулăннă çынсене курма пулать. Облаçра кăна-и? Унта та, кунта ватăсем туйисене пăрахсах сцена çине тухаççĕ. Удмурт Республикинчи «Бурановские бабушки» ушкăн пĕтĕм çĕршывĕпех чапа тухрĕ мар-и çак? Вĕсене тĕслĕхе хурса Шупашкарта та çулланнă хĕрарăмсен юрă ушкăнĕ чăмăртанчĕ. Вĕсем те сенкер экран çинчен чăваш халăх юррисене хальхи эстрада кĕввипе хĕмлентереççĕ çеç...
 
Эпир мĕнрен кая тенĕ пек, Аслă Нагаткинта та юрă ушкăнĕ йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрламасăр пурăнаймасть!

Кивĕ Улхашра Лидия Петровна Пономарёвана вырăнти поэт теççĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттерме сăвă çырмалла -и, юрă хатĕрлемелле-и - тӳрех Лидия Петровна патне çул тытаççĕ. Пултаруллă хĕрарăм нихăçан та пулăшусăр хăвармасть.
 
-Эп сăвă çырма, юрă юрлама юрататăп. Ирпе ĕне суса ларнă чухне те шухăшлатăп. Темшĕн пĕччен ĕçленĕ вăхăтра пуçа ялан сăвă йĕркисем килеççĕ, - каласа парать вăл.
Иртнĕ çул ял администрацисен конкурсне кайма ял гимнне çырмалла пулнă. Сăввине Николай Великанов çырса панă. Лидия Петровнана гимнăн кĕввине çырма ыйтаççĕ. Аптăрамасть хĕрарăм - çырать. Аслă Нагаткинта Кивĕ Улхаш гимнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет.
Çак ялта 1954 çулта çуралса, çемье çавăрса ĕмĕрне çакăнтах ĕмĕрлет Лидия Пономарёва. Вĕсен çемйи пысăк пулнă, вунпĕр ача - вунă хĕр те пĕр ывăл.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5.